Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл питӗ тимсӗлсе, ҫамрӑкла хавалпа итлеме тытӑнчӗ те, вара эпӗ кӗскен пӗлтерес вырӑнне, алӑпа сулкаласах калама пикентӗм, хайхискер ӗҫ мӗнле пулнӑ пекех пулса тухрӗ ман калавӑм.

Но он слушал с таким вниманием, с таким искренним молодым интересом, что в конце концов я махнул рукой на эти «два слова» — начал рассказывать попросту, — и вдруг получилось именно так, как всё это действительно было.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Бессарабири помещиксем ҫул ҫӳреме яланах йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ тумтир, алӑпа тытса вараланӑ сӑмсаллӑ картуз тӑхӑннӑ.

У бессарабского помещика обязательно был парусиновый пылевик и белый дорожный картуз с козырьком, захватанным пальцами.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл алӑпа тыткаламалли дрезина-ҫке, тӑватӑ ҫынтан ытла лартса та каяймасть вӑл.

Это ручная дрезина, она вообще может взять только четырёх человек.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хутаҫҫинче сухари шӑкӑртататчӗ пулмалла, ӑна кӑшт ҫӳлерех вырнаҫтарас тесе алӑпа тытнӑ чух сухари пур пек туйӑнчӗ мана.

Очевидно, в мешке были сухари: что-то хрустнуло, когда я кулаком подбил мешок повыше.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темле ӑнлантарса парас ӗнтӗ ҫакна: эпӗ пӗр минутрах хама та ӑна та курнӑ пек пултӑм: хама ӗнтӗ юнлӑ пит-куҫлӑ, йывӑр алӑпа ванса пӗтен самолетӑн рульне тытса пынӑ пек туяттӑм.

Не знаю, как это объяснить, но мне представилось, что я вижу и его и себя в эту минуту: себя — схватившегося слабыми руками за руль, с залитым кровью лицом, на распадающемся самолёте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗмне тавӑрса янӑ ачана вӑл алӑпа тунӑ алапа мӗнле майпа рак тытмалли ҫинчен каласа пачӗ — мӗншӗн ҫавӑ та асрах-ха?

Мальчика в засученных штанах, с самодельной сеткой, которому Саня объяснял, как ловить раков — на костёр и на гнилое мясо?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче вӑл, килте икӗ кун пулман хыҫҫӑн, йӑлт сӑнтан ӳксе, суранланнӑ алӑпа таврӑнчӗ.

И один раз вернулся после двухдневного отсутствия страшно бледный, с перевязанной рукой.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑварӑма икӗ алӑпа хӗстерсе тытрӑм, шӑлсем ҫав-ҫавах чарӑнмарӗҫ.

Я зажимала обеими руками рот, а зубы всё стучали.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку ҫырӑва алӑпа ҫырнӑ пек факсимилепе пичетленӗ, ҫӳлте аттен хамӑр курман портречӗ пур — тинӗс тумӗпе вӑл, шурӑ погонлӑ кительпе, ҫӳлелле пӗтӗрсе янӑ мӑйӑхлӑ чип-чипер офицер.

Это письмо было напечатано в виде факсимиле, и над ним папин незнакомый портрет — в морской форме, в кителе с белыми погонами: изящный офицер со старомодно поднятыми кверху усами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килне вӑл «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман.

Он не мог вернуться домой «с пустыми руками».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пушӑ алӑпа таврӑнсан, тӗнкене илӗҫ манӑнне» тетчӗ.

«Меня заклюют, если я вернусь с пустыми руками».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл карапа пӑрахса хӑварасшӑн пулмарӗ, «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман ҫав вӑл.

Он не хотел оставить корабль, он не мог вернуться «с пустыми руками».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр.

Вот картина нашего движения, которой я никогда не забуду: мы идём мерно, в ногу, одновременно покачиваясь вперёд, налегая на лямку грудью и держась одной рукой за борт каяка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна та ытти кӗнекесем ҫинчи пекех пӗр алӑпа ҫырнӑ.

Он был исписан тою же рукой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ сирӗн вӗренес пулать, хӑвӑр алӑпа кӑвар туртма хӑнӑхӑр, кайран вара пурнӑҫӑрта хӑвӑра пӳрне чӑн-чӑн ӗҫе тупсан, ӑна ҫутатмалӑх та, ӑшӑтмалӑх та сирӗн вӑй пулӗ.

А теперь вам надо учиться, своими руками загребать жар, чтобы потом греть и освещать то дело, которое будет в вашей жизни главным делом.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӑвар сиксе ларнипе император ҫинчи сюртук тивсе кайрӗ, ӑна маршалсем алӑпа ҫапа-ҫапа сӳнтерчӗҫ.

От упавшего угля загорелся сюртук на императоре, маршалы тушат огонь руками.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак ыйту айне тӗрлӗ алӑпа тӗрлӗ сӑмахсем ҫырнӑ хӑшӗн-пӗрин почеркне эпӗ часах палласа илтӗм.

Под этим на странице разными почерками, среди которых я увидела много знакомых, были записаны ответы.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла эпӗ пӗр катӑк илетӗп те вӗретнӗ шывпа ҫемҫетсе алӑпа йӑваласа пӑхатӑп.

Как-то я взял кусок, размочил его кипятком и начал мять в пальцах.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна пилӗк кӗпҫинчен те авӑрламалла, пемессерен кӗпҫисене алӑпа ҫавӑрмаллаччӗ.

Он заряжался со всех своих пяти стволов, и после каждого выстрела нужно было поворачивать эти стволы рукою.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл ҫырӑва чӗтрекен алӑпа ярса тытрӑм.

Я схватил его с трепетом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней