Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк шуруп пуҫӗсем тӗкӗр пек ялкӑшаҫҫӗ; юмахри гномсене аса илтерекен ҫӳхе шӑллӑ шестеренкисем хускалман пек туйӑнаҫҫӗ, анчах тинкерсерех пӑхсан, хурҫӑран тунӑ ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫе пружинка пӗрре сарӑлса, тепре пӗрӗнсе, пӗрре сарӑлса, тепре пӗрӗнсе тӑтӑшшӑн сывлани курӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн куҫӗ умне ҫӳхе кустӑрмасем, ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫе хурҫӑ пралуксем, пӗчӗкҫеҫӗ шӑллӑ урапасем, ӑслӑ шухӑшласа кӑларнӑ механизмӑн ҫыпҫӑнса тӑракан питӗ пӗчӗк сыпписем ҫап-ҫутӑ та хӑрпӑк, тӗлӗнмелле чӗрӗ, тиклетекен пӗчӗк тӗнче тухса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сивӗ сывлӑш шӑрши ҫапрӗ, вара, мазутпа ҫу шӑрши кӗрекен спецовкисене утнӑ май хывса, йывӑр пушмакӗсене сак айне кӗрӗслеттерсе пӑрахса, йӑлтӑртатакан шурӑ куҫлӑ, шурӑ шӑллӑ темӗнле хура ҫынсем мунчана кӗрсе тулчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя чӑнах та пӗчӗк аллипе шӑллӑ, ҫӑмлӑ-ҫӳҫлӗ, чӑтма ҫук вӗтелекен темиҫе вӗлтрен ҫулҫине тытса пӑчӑртарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлташӗ лазутчик тата тӑлмачӑ, ҫавнашкалах ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ, анчах хӗрлӗ мар, хураскер, вӗтӗрти, шап-шурӑ шӑллӑ тата йӑлтӑртатса тӑракан хура куҫлӑскер.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗри коллекцилессине аппаланать, нумайӑшсем часрах каҫ пултӑрччӗ тесе ҫех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, ун чухне вӗсем килӗнче, лампа умӗнче, йӗп тытса ларӗччӗҫ те канва тӑрӑх хӗрессемпе пӗр-пӗр ниме тӑман кавир пекки тӗрлӗччӗҫ е вӗтӗ шӑллӑ пӑчкӑна хӑйсен портречӗсене лартма чӗнтӗрленӗ рамӑсем каса-каса кӑларӗччӗҫ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен шӑллӑ хысакӗсем тӳпене ҫитиех кармашаҫҫӗ, талкӑшпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫутӑ йӑлкӑшать.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗншӗн-хӑ эсӗ вара… ҫакӑн пек сухалатӑн? — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, хуллен ыйтрӗ Давыдов.— Ты что же это… так пашешь? — ощеряя щербатый рот, тихо спросил Давыдов.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эсӗ ху та катӑк шӑллӑ!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӑл кулнипе шап-шурӑ шӑллӑ тутине йӗрсе, Ванюшка сӑмахне малалла тӑсрӗ:
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов, ҫав катӑк шӑллӑ шуйттан, тӗрӗс калать… — вара, кӑштах именнӗ пек пулса, йӑл кулчӗ.Давыдов-то, черт щербатый, в аккурат и прав… — И улыбнулся чуть смущенно.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну? — Давыдов катӑк шӑллӑ тутине ҫилӗллӗн йӗрсе хучӗ, вара Яков Лукич йӑпӑр-япӑрах арча умне пӗшкӗнчӗ.Ну?.. — Давыдов злобно ощерил щербатый рот, и Яков Лукич торопливо нагнулся над сундуком.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ку, акӑ, тӑванӑм, кӗнеке-тӗк кӗнеке, — каҫса кайса вулатӑн! — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, вӑйлӑ пуклак аллисене саркаласа, кулса ячӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурте ҫав тери шӑпланса ларнӑ хушӑра вал пӗр минута яхӑн ним чӗнмесӗр, шурса кайса, катӑк шӑллӑ ҫӑварне кӑшт уҫса тӑчӗ, унтан, урмӑшнӑрах сассипе, кӑшкӑрса ячӗ:Он в страшной тишине с минуту стоял молча, бледнея, полураскрыв щербатый рот, потом хрипло крикнул:
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах вӑл унӑн ҫирӗп, шӑратса тунӑ пек кӗрнеклӗ кӗлеткине, кулса тӑран аслӑ куҫӗсене, тимлӗ шухӑшпа чӑмӑртаннӑ сӑн-питне, Давыдов пухура Нагульнов ҫурӑмӗ хыҫӗнчен ун еннелле пӗшкӗнсе катӑк шӑллӑ ҫӑварӗнчен тутлӑ эрех шӑршипе сывланине, Любишкин сӑмах каланӑ вӑхӑтра: «Партизанӗ ку аван йӗкӗт-ха, анчах эсир ӑна манса кайнӑ, воспитани паман, факт! Унпа чылай ӗҫлеме тивет», тенине аса илчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Инҫетрен пӑхсан хула чӑлӑш-чалӑш та хура шӑллӑ пысӑк ҫӑвар пек туйӑнать.Издали город кажется огромной челюстью, с неровными, черными зубами.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӑйӗн шӑллӑ ҫӑварне типсе ҫитнӗ, ҫатӑртатса тӑракан кӗлтесем тӗртсе кӗртсен, вара вӑл шӑмӑ кышлакан йытӑ пекех хӑрӑлтатрӗ, мӑкӑртатрӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай аллисемпе вӗсем пӗрер ывӑҫ тулӑ ҫавӑра-ҫавӑра тытрӗҫ, шӑллӑ ҫурлисене тулӑ тӗпӗнчен тытса, сарӑ та нӳрӗ тунисене кӑчӑртаттарса каса-каса илчӗҫ, кӗлте ҫыххи ҫине хучӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫулнӑ май вара ҫӳлӗскерсем хаяр шӑллӑ ҫулҫисемпе Санькӑна перӗнес пекех ӳке-ӳке юлаҫҫӗ.Падая на землю, все старалась задеть Саньку своими злыми зубчатыми листьями.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951