Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.22 14:16

Предложений: 635; Слово: 5560

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ашшӗ ялавӗ

Сӑрӑ диабаз ҫыранӗпе шакла ту хыҫӗнчен сасартӑк мачта тӑрри курӑнса кайрӗ. Аякран, ҫыранпа ту урлӑ, темӗнле вӑй тӗртнипе, ҫӑмӑллӑн шӑвакан кашта пекех туйӑнать вӑл, Акӑ ӗнтӗ, тинӗс хӗрринчи ҫынсем хускалса илчӗҫ, пӳрнепе пӗрне-пӗри кӑтартаҫҫӗ, инҫетелле пӑхаҫҫӗ; вара пурте калаҫкаласа, шавлакаласа йывӑҫ сарнӑ пирс патнелле ҫывхарчӗҫ. Ҫыран хыҫӗнчен карап мачти курӑннине Володя та ӑнланчӗ. Мачта тӑрринчи вӑрӑм та ансӑр ялав ҫурҫӗр сивӗ ҫилӗ вӗрнипе вӗлкӗшет.

Ҫав ялав айӗнче унӑн ашшӗ килет.

Теплоход кӑшт тӑрсан кукӑртан тухма кирлӗ.

Тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу вӑхӑчӗ ҫывхарать.

Володьӑпа Евдокия Тимофеевна Мурманска килни тӑватӑ кун ҫитрӗ ӗнтӗ. Леш вырсарникунтанпа, Володьӑпа Ваня Кивӗ Карантинти ҫӗр айӗнчи чул ҫине хӑйсен ашшӗсем партизан пулнӑ вӑхӑт ҫинчен ҫырнӑ ҫырӑва вуланӑранпа, пӗр уйӑх та ҫитет пулӗ.

Мурманскра ҫуркунне пуҫланать ҫеҫ-ха. Ҫуркунне кунтан аякра, лере — тӑвӑл ӑшӑ тинӗс хӗррине юлчӗ. Унта пурте ешернӗччӗ; хӗвел те ҫуллахи пекех ҫутататчӗ. Кунта килме тухсан ҫу кунӗсем поездран юлса пынӑннах туйӑнса кайрӗ. Кашни кун кайнӑҫемӗн сивӗрех те сивӗрех пула пуҫларӗ.

Мускавра тепӗр поезд ҫине куҫса ларма тиврӗ, вокзалтан тепӗр вокзала кайнӑ чухне, сивӗ ҫумӑр ҫӑватчӗ. Амӑшӗ Володьӑна пальто тӳмисене пурне те тӳмелеме хушрӗ, пуҫне ӑшӑ тутӑрпа чӗркесе ячӗ. Трамвай ҫинче халӑх пит нумайччӗ. Володя кантӑк патнелле тем териех кармашсан та нимӗн те кураймарӗ, мӗншӗн тесен амӑшӗ ӑна куҫ таранах чӗркесе янӑччӗ. Ҫапла вара Володя Мускав кураймарӗ.

Пӗр кун иртсен Петрозаводскра амӑшӗнчен ыйтса, пӗр морякпа пӗрле станцие вӗри шыв илме тухсан, сивӗ шыв лупашкисем курӑнса кайрӗҫ. Лупашкасенче тӗксӗм, шӑнса кайнӑ, ҫывӑрса тӑранайман пек курӑнакан хырсен мӗлкисем палӑраҫҫӗ. Кунта, Мурманскра, ту ӗмӗлӗнче юр выртать, тӳпе хӗллехи пек шупка, хӗвел анас умӗн темӗнле кӗмӗл майлӑ пулать те кӗренленсе каять. Ҫак тӳпе ҫутинче чӑрӑшсем уйрӑммӑн хуп-хура курӑнаҫҫӗ. Кӑнтӑрла ҫӗр шӗвелсе каять, пылчӑк урана ҫыпҫӑнать те, Евдокия Тимофеевна илсе панӑ Володьӑн ҫӗнӗ калушне хывса илет. Ирхине утса пынӑ чух ҫӗр кӗмсӗртетет, лупашкари шурӑ пӑр кантӑкӗсем ҫатӑртатса ванаҫҫӗ, пӑр айӗнче, ҫӗр каҫа шӑн ӗҫсе янӑ пек, пушӑ — пӗр тумлам шыв та ҫук.

Ҫапах та ку чӑн-чӑн Арктика мар-ха. Челюскинецсем пӑр ҫинче пурӑннӑ, кунта мар.

Амӑшӗ кашни кун порта, ашшӗ ҫӳрекен теплоход «Леонид Красин» хӑҫан килессине пӗлме каять. Вӗсем теплоход командин ытти ҫемйисем пухӑннӑ ҫӗре, порт общежитине чарӑнчӗҫ. Карап ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн каялла таврӑнать. Ҫав тери аякран, инҫетри ҫӗршывсемпе тинӗссем патӗнчен килет ашшӗ; вӗсем ҫинчен Ваня Гриценко та географи тӑрӑх вӗренмен, Валентина вӗреннӗ пулсан та, тӗплех пӗлмест. Теплоход паян-ыран килессе кӗтеҫҫӗ. Юлашкинчен порт кантурӗнче «Леонид Красин» ыран кӑнтӑрла килет, тесе пӗлтерчӗҫ.

Инҫетрен килекен карапсем тавар пушатма чарӑнакан тӗле моряксен ҫемйисем — вырӑнтисем те, аякран хӑйсен упӑшкисемпе, ашшӗсемпе, ывӑлӗсемпе пӗрле тинӗс хӗррине кӗске кану кунӗсене ирттерме килнисем те — иртенпех пухӑннӑ.

Володя ӑшӑ тӑхӑннӑ пулсан та ҫил ҫинче шӑнса кӳтсех кайрӗ, ҫурҫӗр ҫилӗнчен амӑшӗн ҫурӑмӗ хыҫне пытанма тӑрӑшать. Ашшӗне курманни ҫулталӑк та ҫитет ӗнтӗ. Ача малтан та ашшӗне нумайранпа курмасан тунсӑхлатчӗ. Халӗ тата унӑн ашшӗпе калаҫмалли пур. Володя тахҫанах граждан вӑрҫи ҫинчен, Кивӗ Карантинти ҫӗр айӗнчи партизансем ҫинчен ашшӗнчен ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ. Кунсӑр пуҫне тата Володьӑн ашшӗпе ҫеҫ сӳтсе явмалли ыйтусем сахал мар пухӑннӑ.

Теплоход ҫаплах ҫук-ха. «Красин» мӗншӗн ку таранччен ҫуккине тата тепӗр хут кантура кайса пӗл-ха, тесе, Володя амӑшӗ ҫумне тахҫанах ҫулӑхнӑ. Ту хыҫӗнчен карап мӗлки тухнине пуринчен малтан курас тесе, Володя чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, мӑйне тӑсса пӑхать.

Портра яланхи ӗҫ пырать. Сарлака трубаллӑ хӑйне кура мар чӑрсӑр, вӗҫӗмсӗр ҫухӑракан пӗчӗк пӑравус вагонсене хыҫалтан тӗксе хуллен порт картишне кӗртсе ярать. Вагон буферӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Урама сарнӑ чул хушшинчи пӑрсене ҫатӑртаттарса, хулӑн урапаллӑ грузовиксем кӗмсӗртеттереҫҫӗ. Тинӗс хӗрринче, пикенсех тӑкӑртаттарса, трубисенчен ункӑллӑ-ункӑллӑ тӗтӗм кӑларса, буксирлӑ катерсем тӑраҫҫӗ. Пурте харпӑр хӑй ӗҫне тӑваҫҫӗ. Володя кӗтни никама та кирлӗ мар пек. Ҫӳллӗ порт кранӗсем ҫеҫ вӑрӑм хурҫӑ мӑйӗсене тӑсса, Володьӑпа пӗрле ҫав ту хыҫне, карап ялавӗ курӑнас ҫӗре, пӑхма кармашнӑ пек туйӑнать.

Акӑ вӑл курӑнчӗ те!

Ҫак ялав айӗнче унӑн ашшӗ иккен.

Унтан кукӑр хыҫӗнчен, карапӑн ҫӳллӗ те хура кӗлетки хуллен шуса тухрӗ. Часах вӑл пӗтӗмӗшпех курӑнакан пулчӗ. Карап сӑмси шыва икӗ еннелле касса пырать; шыв карапӑн авса тунӑ илемлӗ хӳри патне ҫитичченех вӗресе, кӑпӑкланса юхать; карап хыҫӗнче васкавлӑ хумсем сапаланаҫҫӗ те, виҫӗ юхӑ виҫӗ ҫивӗт пайӑрки пек, ҫивӗтленеҫҫӗ. Аяллӑн тӑракан ҫурҫӗр хӗвелӗ карапӑн шурӑ надстройкине, хӗрлӗ пиҫихиллӗ ҫӳллӗ хура трубине, хӗрлӗ ялавне, суту-илӳ флочӗн мачта ҫинчи ансӑр та хӗп-хӗрлӗ вымпелне ҫутатрӗ. Сӑмси ҫине ылттӑн сас-паллисемпе «Леонид Красин» тесе ҫырни ялкӑшса илчӗ. Кӑшт чӗтрекен ҫуначӗсене сарса янӑ шурӑ чарлансем шыва кӑшт сӗртӗнсе, лап ӳкеҫҫӗ е сасартӑк ҫиллӗ тинӗс кукри урлӑ каҫса, карап тӗлӗнче ярӑнаҫҫӗ. Ҫӳлтен теплохода сӑнаса, унӑн сӑмси айӗнче явкаланса карапа хӑйсем хыҫҫӑн илсе кайнӑн туйӑнать. Сасартӑк вӑйлӑ та хулӑн сасӑпа мӗкӗрни таврана ҫурса ячӗ; пакгаузсенче, порт хуралтисем хушшинче, хула ҫинче янӑраса ту хушшине кайрӗ, унтан калле янӑраса килчӗ те каллех ҫавӑнталла кайса ҫухалчӗ.

Ку «Леонид Красин» сасси, вӑл хӑй ҫывхарнине пӗлтерчӗ.

Тинӗс хӗрринчен тутӑрсемпе, ҫӗлӗксемпе сулаҫҫӗ. Халӗ карап инҫех мар ӗнтӗ, пысӑк ҫурт стени пек ҫӳллӗ теплоход борчӗ ҫийӗнчен те ответлеҫҫӗ. Стена ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать. Стенапа пирс хушшинчи шыв ниҫта кайса кӗрейми сикет. Теплохода тинӗс хӗрринелле туртакан троссем шӑйлатса вӗҫеҫҫӗ. Чӑтӑмне ҫухатнӑ Володя куҫӗсем карап палубине, иллюминаторсене, надстройкине, капитан кӗперне пӑхса тухма ӗлкӗрчӗҫ. Пӑхсан-пӑхсан Володя пӗр ҫынна курчӗ те палларӗ: вӑл кӗпер ҫинче, карлӑк урлӑ усӑнса, канат туртакан матроссене темӗн кӑшкӑрать, хӑй тир ҫухаллӑ хура сӑран пальтопа, суту-илӳ флочӗн гербне ҫыпӑҫтарнӑ хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе; ку — Володя ашшӗ, Никифор Семенович.

— Авӑ атте… пӑх-ха, анне!.. авӑ чи ҫӳлте, пуринчен те ҫӳлте! — хӗпӗртесе кайрӗ Володя: — Атте! — кӑшкӑрчӗ.

— Хуллентерех эс, — чарчӗ ӑна Евдокия Тимофеевна. — Ӑҫта куртӑн эс? Ҫавнашкал ҫухӑрма юрать-и вара? Эсӗ кунта пӗччен мар вӗт…

Володя вӑтанса каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Чӑнах та вӑл кунта пӗччен пулман, мӗн чухлӗ халӑх, анчах пурте пӗр именмесӗрех тем кӑшкӑраҫҫӗ; ҫав шӑв-шавра кам мӗн кӑшкӑрнине те ӑнланма хӗн: «Сывӑ-и, Семен Тарасыч?»  — «Коленька, чунӑм, пӑх-ха кунталла!» — «Малтине туртӑр…»  — «Кранца пар!»  — «Маша, салам!»  — «Эгей, Васюха!»  — «Ырӑ, чипер таврӑннӑ ятпа, хӗрӳллӗ салам!»  — «Ҫанталӑк мӗнле?» — тесе кӑшкӑрнисем илтӗнеҫҫӗ.

Унтан темӗн чухлӗ ҫаврака иллюминаторлӑ хура тимӗр стена пӗтӗмпех кӗтсе илме тухнӑ ҫынсен пуҫӗсем тӗлне пулчӗ. Блоксем чӑнкӑртатма пуҫларӗҫ; ҫӳлтен, борт ҫумӗпе, хуллен трап — пусма анчӗ, тимӗр стойка витӗр кӑларса карнӑ сӳс вӗрен карап пусми карлӑкӗ пулса тӑчӗ. Порт начальникӗ, унпа пӗрле килнӗ моряксемпе симӗс картузлӑ ҫар ҫыннисем (Володя пӗлет, вӗсем — пограничниксем) трап тӑрӑх карап палуби ҫине хӑпарчӗҫ. Володя пирс ҫинче борт айӗнчех, пуҫне ҫӗклесе тӑрать. Унта, ҫӳлте, пурте пӗрне-пӗри саламлаҫҫӗ, честь параҫҫӗ. Анчах ашшӗ халӗ капитан кӗперри ҫинче курӑнмасть, вӑл унта ҫук иккен. Часах вӑл кӑшт аяларахра палуба ҫинче курӑнчӗ те, борт урлӑ усӑнса:
— Салам, Дуся! Килтӗн-и? Сывӑ-и, Вовка! Ну, мӗнле эс унта? — тесе кӑшкӑрчӗ.

Амӑшӗ ним те чӗнмерӗ, пуҫне ҫӗклесе, пальто ҫухине икӗ аллипе тытса тунсӑхласа ҫитнӗ куҫӗсене илме пӗлмесӗр, Никифор Семенович ҫине пӑхать.

— Атте! — кӑшкӑрса ячӗ Володя. — Эпӗ сана аннерен малтан куртӑм, тӳрех палларӑм. Эсӗ кӗпер ҫинче команда парса тӑраттӑн. Атте, сан патна хӑпарма юрать-и? Атте, Валя килмен: вӑл вӗренет, вӗсен заняти пӗтмен-ха.

Йӗри-тавра пурте борт ҫинче тӑракан моряксемпе калаҫкаласа илеҫҫӗ, тем кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ ӑна хирӗҫ мӗн калани илтӗнмерӗ. Вӑл аллипе сулчӗ те, ҫухалчӗ. Ӑна капитан хӑй чӗнчӗ пулӗ, шухӑшларӗ Володя. Мӗншӗн тӗсен, ун ашшӗнчен — «Леонид Красин» ҫинче политика енӗпе ӗҫлекен капитан помощникӗнчен аслӑраххи кам пултӑр тата!

Ашшӗ тепӗр хут тухиччен чылай вӑхӑт иртрӗ. Вӑл палуба ҫине тепӗр хут тухсан, мӑнтарӑн йӗс плашкасем ҫапнӑ, решеткеллӗ картлашкасем унӑн хӑвӑрт анакан пушмак кӗллисем айӗнче, купӑсҫӑ пӳрнисем айӗнче баян клапанӗсем выляннӑ пек, кӗскен те янӑравлӑн чӑнклатрӗҫ. Володя ашшӗне ҫывӑхран курма та ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк вӑл борт иллюминаторӗн ҫаврака кӗленчи ҫинче хӑйне курчӗ: ашшӗ ӑна хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе ҫавнашкал ҫӳле ывӑтрӗ иккен. Володя аран сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, тем пулсан та урӑх ашшӗнчен уйрӑлас мар тата тепӗр хут вӗҫме килӗшмесӗр, тенӗ пек, мӗнпур вӑйӗпе унӑн ҫирӗп мӑйӗнчен ҫавӑрса тытрӗ. Никифор Семенович, ачине алӑран ямасӑр амӑшӗ умне пӗшкӗнчӗ те ӑна чуптуса илчӗ. Володя вара, ашшӗне нумайранпа курман пирки, хӑйӗн кӑштах ютшӑнчӑкла вӑтануне пытарас тесе, иртӗнсе, ашшӗ питҫӑмартипе амӑш пуҫӗ хушшине хӑйӗн пуҫне чиксе, иккӗшне те чуптӑвать — пӗрре пӗрне, тепре — теприне.

Часах виҫҫӗшӗ те Никифор Семенович каютинчи ҫӳллӗ те тирпейле пуҫтарнӑ койка ҫине ларчӗҫ. Сарлака койкӑн пуҫ вӗҫӗнче йывӑҫ бортик тытнӑ. Тинӗс карапӗсем ҫинче пӗр хут ҫеҫ пулман Володя, анчах кун пек пысӑкки ҫине нихҫан та лекменччӗ, ҫавӑнпа вӑл илемлӗ каютӑна ҫав тери интересленсе пӑхать; кунта пурте ялтӑртатать, пурте яка пек, тап-тасан курӑнать; ҫакнашкал тасалӑхпа рашутлӑ йӗркелӗхе хальхи вӑхӑтра кашни пысӑк карап ҫинчех курма пулать. Таҫта аялта, койка умне сарнӑ коврик айӗнче, движок сасси илтӗнет, вӑл шалтлатнӑ май маччи ҫумӗнчи электричество лампинчи ҫутӑ пӗр тикӗс чӗтресе тӑрать. Каюта стени ҫине ҫӳлӗк ҫапса хунӑ. Ҫӳлӗк ҫинче, ятарласа тунӑ йӑвари чӗп амӑшӗ пек, пысӑк хырӑмлӑ графин ларать; ун ҫумӗнчи пӗчӗк йӑвинче стакан курӑнать. Сӗтел ҫинче, кӗнеке купипе юнашар, пӑхӑртан тунӑ йывӑр пепельница тӑрать. Кӗнекисем те хулӑн, ҫирӗп хуплашкаллӑ. Сӗтел умӗнчи ҫаврӑнакан кресло та йывӑр, пит ҫирӗп пек курӑнать. Пурте кунта тӗреклӗ, шанчӑклӑ, кӗрнеклӗ, пурне те пӗлсе, ҫирӗп, моряка юравлӑ тунӑ. Пурте кунта, юнашарах, ҫӳхе борт стени хыҫӗнче хӑй самантлӑха та манма паман пысӑк вӑй хумханнине аса илтерет. Сасартӑках Володьӑн куҫне ҫак карап ҫинчи япаласенчен пачах уйрӑлса тӑракан, Володя лайӑх астӑвакан килйыш фотографийӗ курӑнса кайрӗ.. Ӳкерчӗк ҫинче — амӑшӗ, Валя аппӑшӗ, ашшӗ ҫумне пӑчӑртанса ларнӑ Володя. Унӑн халех, ҫак самантрах карточка ҫинчи пек ларас килсе кайрӗ.

— Ну, Керчь барабульки, ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ? — ыйтрӗ Никифор Семенович, ывӑлне ӗнсерен тытса пуҫне каялла каҫӑртса. — Ҫитӗнетӗн, шӑллӑм! Пӑх-ха, мӗнле йӗкӗт пулса кайнӑ.

— Эпӗ анне чавсинчен те ҫӳлӗрех ӗнтӗ, — пӗлтерме васкарӗ Володя: тӗрессипе каласан, хӑй вӑрах, тантӑшсенчен кая юлса ӳсет, ҫак ҫитменлӗх ӑна пит кӳрентерет. — Анне, эсӗ тӑр-ха, эпӗ хӑш таран ҫитӗннине аттене кӑтарт-ха.

— Пурне те хӑй пӗлнӗ пек тӑва пуҫларӗ, — пӗлтерчӗ амӑшӗ. — Пӗлетӗн-и, Никита, ача сачӗ пирки вӑл мӗнле хӑтланса хунӑ?

— Анне. Мӗн эсӗ… — терӗ Володя, амӑшӗ градусник ҫинчен каласа парасран шикленсе.

— Эсӗ ан хутшӑн… Итле-ха, Никита… Пӗлтӗр вӑл руководительница ачасемпе пирӗн умран площадкӑна иртсе кайнине курнӑ. Володя йӑпӑр-япӑр карта урлӑ каҫнӑ та, тӳрех пӗрин ҫумне тӑрса, юнашар утнӑ. «Эсӗ кам пулатӑн? Кам ачи эсӗ, ӑҫтан сиксе тухрӑн?» Пирӗн именмен. Ҫапла, ҫапла, тенӗ, Володя Дубинин.

— Эпӗ Никифор Семенович Дубинин ывӑлӗ терӗм.

— Ҫапла… Инҫетри ҫулҫӳрекен морякӑн ывӑлӗ. Сирӗн сада ҫӳрес тетӗп, тенӗ. Кайса аннӳне кала, заявлени ҫыртӑр, теҫҫӗ ӑна. Вӑл ҫавӑнтах киле таврӑнать те: «Анне, сана ача сачӗн руководительници ман ҫинчен заявлени ҫырма хушать», терӗ. Мӗн тетӗн эс, ҫапла вара хӑйех вырнаҫрӗ вӗт! Ҫулталӑк ҫӳрерӗ ӗнтӗ. Анчах питӗ чарусӑр, ӑна итлеттерме ман халӑм та ҫитмест.

— Эпӗ вулама пӗлетӗп ӗнтӗ, кӗнеке ҫинчи пек саспаллисемпе ҫырма та вӗрентӗм, — мухтанса илчӗ Володя.

— Чӑнах-и? — тӗлӗнчӗ Никифор Семенович. — Суймастӑн пулсан, аван.

— Мӗн те пулин вулама хуш мана…

Вара Володя, вуламалли ӑҫтан тупам-ши, тенӗ пек, куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхкаласа шырама пуҫларӗ. Вӑл ашшӗ койки ҫинчен сиксе анчӗ те, сӗтел ҫинчен илемлӗ кӗнеке илсе, каялла пырса ларчӗ, кӗнекине сӑмси патне тытса:
— Мы… а… — вуларӗ те, чарӑнчӗ.

— Ну, мӗн эсӗ, хут пӗлекен? — кула-кула тӑстарчӗ ашшӗ.

— Кунта пӗр темӗнле саспалли пуҫхӗрлӗ тӑрать… Ку «Я»-и? — Вӑл яп-яка хуплашка ҫине пичетленӗ латинла «Р» саспаллине пӳрнипе тӗртсе кӑтартрӗ. — О, чухласа илтӗм! Ку тепӗр май ҫавӑрнӑ «Я».

— Пӗтӗм тӗнчипе ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, анчах кун пек саспалли пуррине илтмен, — кулса ячӗ ашшӗ. Хуплашка ҫинчи саспаллине пӳрнипе тӗртсе: — Ку мӗн? — терӗ.

— Ку?

Аптранипе Володя ҫӗлен пек авкаланчӑк, каснӑ-лартнӑ вӑлта майлӑ хӑй палламан саспалли ҫине пӑхать.

— Ку… Пире кунашкал саспалли кӑтартман.

— Эх, вулавҫӑ! Ҫапла ҫав, ыйтмасӑр-тӑмасӑр сӗтел ҫинчен кӗнеке илме юрамасть. Кунашкал йӑлана пӑрахас пулать.

Кунта пирӗнле ҫырман вӗт. Ку акӑлчан кӗнеки, тинӗс справочникӗ. Эп ӑна Лондонра илтӗм. Малтан, тусӑм, ыйтас пулать, унтан тин кӗнекене ярса тытас пулать.

Ашшӗ Володя аллинчи акӑлчан кӗнекине илчӗ те, сӗтел ҫине пӑрахрӗ, купаран хӗрлӗ питлӗ хулӑн том кӑларса, Володьӑна тыттарчӗ:

— Атя-ха, вула, кунта мӗн ҫырнӑ?

— В… И… Ленин… Пӗлетӗп, пӗлетӗп! «В. И. Ленин»… Сочи… не… ни… сем…

— Хут пӗлет, туршӑн та пӗлет! — кӑшкӑрса ячӗ ашшӗ, Володьӑна ҫӗклесе. Шухӑшла-ха эс, Дуся, ӑҫта ҫитсе тӑтӑмӑр: Вовка хут пӗлекен пулчӗ. Вӑхӑт мӗнле шӑвать, э? — Хут пӗлни ҫинчен калаҫу пуҫлансанах Володя ҫӗр айӗнчи ҫырӑва аса илчӗ. Паллах, ашшӗнчен халех ыйтни вырнаҫуллӑ мар ӗнтӗ. Ку калаҫӑва каяраха, майлӑрах вӑхӑтчен хӑвармалла. Ун чух градусник ҫинчен те ыйтма юрать: граждан вӑрҫинче ашшӗ чӑнах, амӑшӗ каланӑ пек, градусникшӗн ҫапӑҫнӑ-ши? Кун ҫинчен калаҫма ашшӗпе иккӗшин, куҫа-куҫӑн юлас пулать.

Ашшӗ, ывӑлӗ хӑйӗнпе куҫа-куҫӑн калаҫма шухӑшлани ҫинчен сиснӗ пекех, шкап уҫрӗ те, формӑллӑ картуз илсе, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне шкапа пӑрахрӗ, унтан кителне турткаласа, тӗкӗр витӗр пӑхма пӗшкӗнчӗ.

— Пӑх-ха, Дуся, ман сӑнлӑ пула пуҫларӗ. Эс мӗнле шухӑшлатӑн?

— Кӑна пурте кураҫҫӗ. Куҫӑрсене танлаштарса пӑх-ха: иксӗрӗн те пӗр пекех!

— Ну, мӗн куҫна чарса пӑрахрӑн, чармак куҫ, асту, куҫӑхатӑн! — Володьӑна хуллен ҫамкинчен шаккаса шӳтлерӗ ашшӗ. — Манпа пӗрле судна ҫине пырассу килет-и? Пирӗн теплохода курӑн. Володьӑна манпа яратӑн-и, Дуся?

— Мӗншӗн ярас мар, кайтӑр. Уншӑн пурте интереслӗ пулӗ. Эпӗ кунта юлӑп, сан япалусене майлаштарӑп.

— Пит аван! — терӗ Никифор Семенович. — Мунча та кӗрӗпӗр. Карап ҫинче нихҫан та ҫапӑнса курман пулӗ-ха? Пӗлетӗн-и, моряксем мӗнле ҫапӑнаҫҫӗ? Тир сӗвӗниччен ҫапӑнаҫҫӗ, ҫитмӗл ҫичӗ хут тарлаҫҫӗ… Каяр, ывӑлӑм.

Никифор Семенович Володьӑна теплоход тӑрӑх нумайччен ертсе ҫӳрерӗ, карап ҫинче мӗн пуррине пурне те кӑтартрӗ. Капитан кӗперӗ ҫине илсе хӑпарчӗ, аслӑ помощникпе паллаштарчӗ. Капитан тинӗс хӗррине анса хулана тухса кайнӑ. Капитанӑн, ашшӗсӗр пуҫне, тепӗр помощник, ҫитменне, аслӑ помощник пуррине пӗлсен, Володя кӑштах кӑмӑлсӑрланчӗ. Унтан вӑл ашшӗ ҫавӑтса пынипе, тӳп-турӗ тӑракан трапӑн тимӗр картлашкисем тӑрӑх урисемпе шуса хулӑн хурҫӑ хӑлӑпсенчен тытса, Никифор Семеновичпа пӗрле теплоход тӗпне анчӗ. Чи интересли кунта — машина. Халӗ вӑл ӗҫлемест. Тӗксӗм, ҫупа вараланнӑ куртка тӑхӑннӑ ҫынсем, яка тимӗр кӗперсем тӑрӑх утса, темӗн винтӑлаҫҫӗ, сӗреҫҫӗ, шӑлаҫҫӗ. Кунта пурте тимӗр, шуҫлак. Сӑмсалӑх евӗрлӗ тимӗр сеткӑсем айӗнче пысӑк лампӑсем ҫап-ҫутӑ ҫунаҫҫӗ. Машина халӗ чӗмсӗр те пӗр хускавсӑр пулин те, Володьӑна вӑл кӗҫех хускалса, чӗрӗлсе, хӑйӗн куҫа курӑнми хӑрушӑ вӑйне кӑтартма хатӗрех тӑнӑн туйӑнать: ахаль мар ӑна хурҫӑ карлӑксемпе, решеткесемпе картланӑ.

— Акӑ, Володя, паллаш: ку — пирӗн пӗтӗм усал сывлӑшсен аслӑ начальникӗ — Вилюй мучи, — терӗ те Никифор Семенович, Володьӑна темскерле механизмпа чакаланакан темӗн пысӑкӑш ватӑ машинист патне ҫавӑтса пычӗ.

Вилюй мучи ҫӗкленчӗ те, тӳрленсе тӑчӗ: вӑл Никифор Семеновичран та ҫӳллӗрех иккен. Ҫуллӑ аллисене тӑрӑшсах ҫӗтӗкпе шӑлчӗ те, сарлака та хулӑн алӑ тупанне Володьӑна тӑсрӗ.

— Сирӗн ывӑл-и? — терӗ хулӑн сасӑпа. Тӗл пултӑр эппин? Машина кӑтартма илсе килтӗр-и, Никифор Семенович? Интересленет пулать? Ячӗ мӗнле? Вова? Володя эппин. Ну, Владимир Никифорович, атя, эпӗ сана пирӗн хуҫалӑха кӑтартам.

Вилюй мучи Володьӑна ансӑр тимӗр кӗперсем тӑрӑх, яка та тӳп-тӳрӗ тӑракан пусмасем тӑрӑх, решетке хунӑ урай тӑрӑх ертсе ҫӳресе, машинӑна мӗнле туни ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ.

— Акӑ кусем, куратӑн-и, дизельсем тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫапла? Мӗншӗн тесен, пирӗн ку — теплоход. Пӑрахут пулнӑ пулсан, ҫавӑнта хурансем тӑнӑ пулӗччӗҫ. Пирӗн дизельсем. Ӑнланатӑн-и ҫак сӑмаха? Ҫапла ҫав! Ҫитӗнсен эс кам пулас тетӗн? Моряк пулӗ-ха?

Ку ҫӑмӑл ыйту пулман. Ӗлӗк Володя моряк пулма ӗмӗтленетчӗ. Унтан, шыва путнӑ хыҫҫӑн, пулӑҫ вилӗмрен ҫӑлсан тата градусникпе пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн, унӑн тухтӑр пулас килчӗ. Каменоломньӑри вӑрттӑн ҫырӑва кам ҫырнине пӗлсен, Володя партизан пурнӑҫӗ ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӗ; кашни вырсарникун Ваня Гриценкопа «партизанла» вылятчӗҫ. Анчах паян, ашшӗне кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн, ҫак тӗлӗнмелле пысӑк карап ҫинче каллех ӗлӗкхи ӗмӗт патне таврӑнчӗ, вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шут тытрӗ: малтан моряк пулатӑп, унтан, ҫӗр ҫинче, партизана вӗренме те юрать, терӗ.

— Моряк пулатӑн эппин? Аван япала! Аҫу сан питӗ справнӑй моряк. Эсӗ те ӗнтӗ ҫав ҫулпах кай. Акӑ, пирӗн те пӑрахут ҫинчинчен пӗрре те кая мар. Хуранӗ те пур.

Вӗсем темӗн пысӑкӑш пӑсланакан хуран умне пырса чарӑнчӗҫ. Ун айӗнче темскер уласа кӗмсӗртетет, таврари тимӗр урай та чӗтреннӗ пек туйӑнать…

— Калӑпӑр, хуран мӗн тума кирлӗ пире? Паллах ӗнтӗ: хамӑрӑн хуҫалӑх валли кирлӗ. Камбуза, кухньӑна вӗри шыв паратпӑр. Акӑ пӑх-ха: тӗрлӗ крансем — кӑвакки, хӗрли. Мунчана, душ пӳлӗмне те паратпӑр. Сӑмах мӑй каласан, пирӗн мунча та пур. Чӑн-чӑн вырӑс мунчи. Ют патшалӑхсенче, сӑмахран, кунашкаллисем ҫук. Куратӑн пулӗ, япӑхах пурӑнмастпӑр. Ак халех вахта ҫӑвӑнма каять.

Ҫӳлтен Володьӑна мунчана кайма чӗнекен ашшӗ сасси илтӗнсе кайрӗ.

Мунчара ытти мунча шӑршиех кӗрет: йӗпенсе шӳнӗ йывӑҫ шӑрши, мунчала, кӗл шывӗ, вӗри пӑс шӑрши.

Ашшӗ кителне хыврӗ те ӗлӗк Хӗрлӗ флотра тӑхӑнма вӗреннӗ телняшкӑпа тӑрса юлчӗ. Вӑл пӗшкӗнсе, аллисене хулпуҫҫи хыҫнелле, чавсисене малалла туса, фуфайкине туртса хыврӗ. Володя, ашшӗн мускӑллӑ ҫурӑмӗ ҫине, унӑн хул тирӗ айӗнче чӑмӑр мускӑл выляннине хисеплесе, тӗлӗнсе пӑхать.

— Ну, мӗн эс? Хывӑн! Ак ҫакӑнта хур, — тет ашшӗ, вӑйлӑ та сарлака кӑкрине сӑтӑркаласа. — Атя, хырса ярам-ха сана пӗрре. Нумай пулать сана ҫуманни. Эсӗ мӗн иккен, ҫирӗп шӑмӑллӑ. Ку тата мӗне пӗлтерет: ҫапӑҫрӑн-им? Ку тата? Э-э, ачам, эсӗ тӳскелесе курнӑ пулас! Ӗҫре пулкаланӑ эппин. Пӗрре ҫеҫ мар лекнӗ курӑнать.

Сивӗ сывлӑш шӑрши ҫапрӗ, вара, мазутпа ҫу шӑрши кӗрекен спецовкисене утнӑ май хывса, йывӑр пушмакӗсене сак айне кӗрӗслеттерсе пӑрахса, йӑлтӑртатакан шурӑ куҫлӑ, шурӑ шӑллӑ темӗнле хура ҫынсем мунчана кӗрсе тулчӗҫ. Володя вӗсем ҫине хӑрасарах пӑхса илчӗ те, вӑл-ку пуласран шикленсе, ашшӗ ҫумнерех куҫса ларчӗ.

— Машина вахти ҫӑвӑнма килчӗ, — ӑнлантарчӗ ашшӗ. Моряксем ҫавӑнтах мунчана вӗри пӑс кӑларса тултарчӗҫ, пӗрне-пӗри шывпа сапма тытӑнчӗҫ, шуҫлака скамье тӑрӑх алӑран алла шайкасем вӑркӑнтарма пуҫларӗҫ. Шавлаҫҫӗ, пӗрӗхтереҫҫӗ, суркалаҫҫӗ, хӑйсем пуҫарнӑ шӑв-шава пусарма хӑтланса тата хытӑрах кӑшкӑрса калаҫаҫҫӗ. Вӗсен ӳчӗсем, вӗри шыв сапнипе, Володя куҫӗ умӗнчех шуралса кайрӗҫ. Халӗ хӑшпӗр машинистсен ӳчӗ ҫинче якӑр, ҫӗлен, ӑмӑрткайӑк, карап, русалка ӳкерчӗксене курма пулать. Ашшӗ Володьӑна ҫӳллӗ сентре ҫине лартрӗ те, кӑмӑл тулнипе ахлатса, унӑн ҫурӑмне супӑньпе, чӑтма ҫук вӗри мунчалапа сӑтӑрать.

— Уй-юй-юй! Ыраттаратӑн, атте! — чӑтаймарӗ Володя.

— Тӳс, тӳс, тӗреклӗрех пулӑн! Хырса ярӑп та, ҫуталсах кайӑн. Чим-ха, куҫна хуп лайӑхрах! Халех сана шыва кӗртетӗп.

Володя, ҫӳлтен хӑй ҫине сасартӑках вӗри шыв пӗрӗхнине пула антӑхсах кайрӗ. Кӗҫех, ак халех, чыхӑннипе сывлӑш пӳлӗнсе ларассӑн туйӑнчӗ ӑна. Анчах пурте йӗркеллех иртсе кайрӗ, ҫӑварӗпе тата сӑмсипе вӗри сывлӑша сывласа илчӗ, ашшӗн вӑйлӑ аллисем унӑн ҫӳҫне пӑчӑртарӗҫ те, пит ҫинчи юлашки шыва сӑтӑрса илчӗҫ. Володя ерипен куҫне уҫрӗ.

— Ак халӗ тасалтӑн! — терӗ ашшӗ хаваслӑн. — Ну, кайса тумлан, эпӗ тата кӑштах ҫапӑнам… Парфенов, ӑшшине тата пар-ха!

Темскер мунчари пӗтӗм шава хупласа, хаяррӑн чашлатса, ахлатса ячӗ, Володя вара хӑрушла пӑс пӗлӗчӗ ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑрах мунча умне сиксе тухрӗ. Кунта вӑл, вӗрипе исленнӗ ӳчӗ ҫине чӑлхине, йӗмне, кӗпине тӑхӑнма кансӗр пулин те, хӑвӑрт тумланчӗ; пушмакӗ хытса кайнӑ пек, тӑвӑр пек туйӑнать, аллинчи пӳрнисем кулӑшла тата — вӗҫӗсем шап-шурӑ, пушкӑрт мӑйӑрӗ пек пӗрӗнчӗк, кӑшӑркка.

Вӗри пӑслӑ мунчара Володя анрасах кайрӗ. Стена тӑрӑх вӑрӑм карлӑк тытнӑ ансӑр коридора тухсан, вӑл ашшӗпе ӑҫтан килнине те, халӗ ӑҫталла каймаллине те пӗлеймерӗ. Таҫта ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, темскер йывӑрскер, вӑрӑмскер, кӗрлесе шунӑ пек, ура сасси кӗрӗслетет. Тимӗр хушшинче пусӑрӑннӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Самантлӑха Володьӑна Кивӗ Карантинти каменоломнӑйӗнчи ансӑр галерейӑра, тарӑн ҫӗр айӗнче пулнӑн туйӑнса кайрӗ. Анчах кунта ҫутӑ, ура айӗнче чул вырӑнне темскер кисренет.

Володя коридор тӑрӑх ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, каюта алӑк хӑлӑпӗсене тыта-тыта пӑхкаласа, пӗр вӗҫне ҫитрӗ, унтан калле таврӑнчӗ; ҫине пӑхӑр пралукпа тыттарнӑ кантӑклӑ сарӑ стена патне ҫитсен, кармашса кантӑк витӗр пӑхрӗ, ун айӗнче, янӑравлӑ карап тӗпӗ; унта кустӑрмаллӑ хурҫӑ машинӑсем, кантӑк айӗнче, стрелкисем хускалман сехет пек пӑхӑр приборсем. Володя ҫак шуҫлака кӗперсене, каҫмасене, тӳп-тӳрӗ тӑракан пусмасене, решеткесене палларӗ.

Вӑл пӑхӑр решеткепе тыттарнӑ кантӑклӑ алӑка уҫрӗ те, шала кӗчӗ, унтан нумай пулмасть хӑпарнӑ пусма тӑрӑх, хытӑ хурҫӑран тунӑ ҫаврака картлашка ҫумне хырӑмӗпе лӑпчӑнса малтан пӗр урипе, унтан тепринпе хыпаласа хуллен пускаласа, аялти тимӗр решетке ҫине анчӗ. Акӑ Вилюй мучи кӑтартнӑ хуран. Ак ӗнтӗ Володя, клеёнка майлӑ ҫупа вараланнӑ татӑксемпе чӗркенӗ хулӑн труба ҫинче паҫӑр мучи кӑтартнӑ хӗрлӗ, кӑвак кран кустӑрмасене курчӗ. Кунта халӗ никам та ҫук. Володя ҫав крансене интересленсе пӑхма пуҫларӗ. Малтан кӑваккине тытса пӑхрӗ те, кӑштах сулахаялла пӑрчӗ. Кантӑк ӑшӗнчи сехет майлӑ приборӑн шӗвӗр стрелки хускалчӗ те: «Ан тив»! тенӗ пек, пӗр айккинчен тепӗр айккинелле хӑвӑрт сулланма пуҫларӗ. Володя стрелкӑпа паллашас темерӗ, тепӗр кранне, хӗрлине тытрӗ. Прибор ҫине шикленкелесе пӑхса, кустӑрмине хуллен сулахаялла пӑрчӗ. Анчах ку стрелки вырӑнтан та хускалмарӗ. Стрелка унпа чӗнмесӗр килӗшнине кура, Володя хӗрлӗ кустӑрмине сулахаялла пӑрма тытӑнчӗ.

Сасартӑк унӑн айӗнче темскер ҫӑтӑр-ҫатӑр туса, ши-ши шӑхӑрса ячӗ те, турех мунча шӑрши тапса тухрӗ; решетке айӗнчен пӑс тапса тухрӗ, пӗтӗм машинӑна хупларӗ. Хӑраса ӳкнӗ сасӑсем, ҫара урасем ҫатлаттарни илтӗнсе кайрӗ. Пӑс тулнӑ ҫӗрте такам Володя ҫине пырса тӑрӑнчӗ те, такӑнса, ун урлӑ ывтӑнса кайрӗ. Ӳкнӗ Володя урлӑ, супӑнь кӑпӑкӗ юхтарса, ҫара урасем каҫа-каҫа кайрӗҫ. Володя ҫара урасемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те кураймарӗ, мӗншӗн тесен йӗри-тавра йӑлтах пӑс хупласа илнӗ. Юлашкинчен, мӗн пулнине тахӑшӗ тавҫӑрса илчӗ пулас та, кран аврине йӑпӑр-япӑр пӑрса, пӑс трубине хупрӗ. Пӑс ерипен сирӗле пуҫларӗ те, Володя хӑй умӗнче тем пысӑкӑш, малтанхинчен те ҫӳллӗрех курӑнакан ҫаппа-ҫарамас Вилюй мучие курчӗ. Анчах Вилюй мучи Володьӑна курмарӗ, мӗншӗн тесен унӑн супӑньленӗ пуҫӗ ҫинчен куҫӗсем ҫине лӑкаса кӑпӑклантарнӑ хӑйма пек, ҫӑра шурӑ кӑпӑк юхса анать. Вилюй мучи сура-сура, супӑнь кӑпӑкӗ чӗпӗтекен куҫӗсене чӑмӑрӗсемпе шӑлать, хӑй кӑшкӑрать:

— Тьфу, мур илешшӗ! Тӑраничченех супӑнь ҫӑтса тултартӑм. Парӑр-ха, шӑллӑмсем, пите чӳхеме… Куҫа ҫисе ячӗ… Ух, чӗпӗтет, эсрель!

Такам пӗр кружка шыв илсе килчӗ те Вилюй мучие питӗнчен сапрӗ. Вилюй мучи ахлаткаласа, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене аран-аран уҫрӗ те:
— Кам кунта мыскара турӗ? — ҫухӑрса ячӗ вӑл.
— Кам мунчана каякан пӑса хупларӗ?

Ҫав вӑхӑтра ун умне, пӑс ӑшӗнчен, хӑраса ӳкнӗ Володя тухса тӑчӗ.

— Эпӗ… асӑрхамасӑр… Эпӗ кӑшт ҫеҫ сӗртӗнтӗм, сасартӑк ух! турӗ…

Анчах ӑна ашшӗн ҫирӗп алли чавсинчен ҫӳлерех тытса, хытӑ пӑчӑртарӗ те, машина пӳлӗмӗнчен коридора сӗтӗрсе тухрӗ. Ашшӗ клёш йӗмне ҫеҫ тӑхӑннӑ, ҫара уран, пилӗк таран ҫарамас. Ҫилленсе Володьӑна лӑскарӗ те:
— Эсӗ мӗн хӑтланса ҫӳретӗн? — терӗ вӑл тарӑхса.
— Эс ху ӑҫтине пӗлетӗн-и? Ку саншӑн мӗн — карап-и е ача вӑййи? Мӗн туса хутӑн, куртӑн-и? Тӑр ҫакӑнта эпӗ тумланиччен. Халех сана карап ҫинчен кӑларса яратӑп! Пӗр тӑхтамасӑрах тинӗс хӗррине кайнӑ пул! Халех общежитине каятӑн. Ҫитӗнсе ҫитеймен иккен-ха эс, карап ҫине сана ытла ир кӗртрӗҫ… Пӑх-ха, мӗн туса хучӗ вӑл!

Ашшӗ темӗнле тата хаяртарах сӑмах каласшӑнччӗ пулас, анчах сасартӑк пӗр аллипе ҫӑварне хупларӗ те тепринпе лашт! ҫулса, Володьӑран пӑрӑнчӗ. Вӗсем тавра ансӑр коридорта супӑньлӗ ҫарамас ҫынсем, хӑшӗ тӗрсе тытнӑ телняшкӑпа, теприсем шайкапа е алӑпа ҫеҫ хупланса тӑраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем супӑнь кӗрсе тулнӑ куҫӗсене чарса, хӑлхисенчи кӑпӑка чавкаласа кӑлараҫҫӗ.

Вӗсем ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине итлесе, вӑтаннипе ниҫта кайса кӗреймесӗр макӑрас патнех ҫитнӗ Володя ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: сасартӑк пӗрин хыҫҫӑн тепри ахӑлтатса кулса ячӗҫ — енчен еннелле супӑнь кӑпӑкӗ пӗрӗхет кӑна.

Тепӗр ҫур сехетрен Володя нимӗн чӗнмесӗр амӑшӗ хыҫҫӑн общежитине лӑпӑстатрӗ.

— Аван! — ятлать амӑшӗ. — Чипер хӑтланнӑ. Ӑна сума суса тинӗс карапӗ ҫине кӗртнӗ, ҫынсемпе пӗрле мунчара ҫуса янӑ, вӑл пур, тупнӑ мыскара… Юрать-ха, инкек-мӗн пулман. Аҫуна намӑс мар тетӗн-им? Ашшӗ капитан помощникӗ, политика енӗпе ӗҫлет, ывӑлин ак ҫакӑн чухлӗ те ӑс-тӑнӗ ҫук!

Володька хыҫалта ӗхлетсе ҫеҫ пырать. Амӑшӗ ӑна аллинчен тытнӑ та, хӑма сарнӑ ҫулпа ҫавӑтса каять, сайра хутра каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна:
— Ут йӗркеллӗ! — тесе вӑрҫать.
— Утма маннӑ пулас, сӗтӗрсе пыма тивет! Тӑхта-ха, пулать ак сана вӗри мунча!

Айӑпа кӗнӗшӗн Володьӑна общежитинчи пӗчӗк пӳлӗме пӗччен хӑварчӗҫ, амӑшӗ порта таврӑнчӗ те, ашшӗпе пӗрле уҫӑлса ҫӳреме хулана кайрӗ. Амӑшӗ Володьӑна хӗрхенет, хӑй пулсан тахҫанах каҫарӗччӗ, анчах ашшӗ кунашкал ӗҫре хаяррине пӗлет: ҫилли иртсе кайиччен Володя ҫинчен ан та калаҫ.

Володя хулӑн, чикекен утиялпа витнӗ тимӗр кровать ҫинче пӗччен ларать. Утиял кӗтессинче каснӑ-лартнӑ ҫыру ҫинчи пек, анчах вунӑ хут пысӑкрах: «Мурманск. Порт», тесе ҫырнӑ штемпель пур. Амӑшӗ ӑна ниҫта та тухма хушмарӗ, турилккепе апат лартса хӑварчӗ, ҫиелтен «Полярная правда» хаҫатпа витрӗ. Володьӑна пӗччен ҫав тери кичем. Урамра хӑвӑрт тӗттӗмленет. Мурманскри кӗске кун иртсе кайрӗ. Володя халь пӑрахутсем кӑшкӑртнине итлесе ларать. Порт кунтан инҫех мар. Портра «Леонид Красин» теплоход тӑрать. Хуларан таврӑннӑ ашшӗ халӗ унта пуль-ха. Володя ӑнланать, халӗ вӑл ашшӗпе уҫҫӑн часах калаҫма пултараймасть ӗнтӗ, каменоломньӑпа градусник ҫинчен те ыйтма май ҫук. Анчах сасартӑк Володьӑн халех ашшӗпе юнашар пулас килчӗ, ашшӗ ан ҫиллентӗр тесе, вӑл тем тума та хатӗр. Володя хӑвӑрт-хӑвӑрт койка ҫинчен сиксе анчӗ те пальтопа ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, мӑйне шарф чӗркерӗ, унтан ерипен алӑка уҫса пӑхрӗ: коридорта никам та ҫук. Вӑл уҫҫине ҫӑра шӑтӑкӗнчен туртса кӑларчӗ те, коридор енчен чиксе питӗрчӗ, Уҫҫине кӗсйине чиксе, урама тухрӗ.

Порт хапхи умӗнчи вахтер Володьӑна асӑрхарӗ.

— Эпӗ «Красин» ҫинчен, — хӑвӑрт ответлерӗ Володя.

— Ну, ҫӳре эппин!

«Леонид Красин» теплоходӑн трапӗ умӗнче тӑракан вахтеннӑй теплоход пирсӗ тӑрӑх, тӗттӗмре, пӗр пӗчӗк кӗлетке утса ҫӳренине таҫтанах асӑрхарӗ.

— Эй, ачам! — кӑшкӑрчӗ вӑл борт ҫинчен аялалла пӑхса. — Эсӗ мӗн кунта явӑнса ҫӳретӗн, кама кӗтетӗн?

— Пичче, — илтӗнчӗ аялтан, — эпӗ политика енӗпе ӗҫлекен-и помощник Дубинин юлташ патне.

— Мӗн? — тӗлӗнчӗ вахтенный. — Мӗнле ӗҫ пултӑр сан политика енӗпе?

— Эсир ӑна калӑр, Вова ыйтать, тейӗр.

— Вова? Есть Вова ыйтать! — Кам Вови пулатӑн эс? Вовӑсем тӗнчӗре мӗн чухлине пӗлетӗн-и?

— Ҫук. пӗлместӗп… Эсир ӑна Вова Дубинин, тейӗр.

— Чим-ха, чим. Пирӗн помполитшӑн эсӗ кам пулатӑн?

— Эпӗ унӑн ывӑлӗ пулатӑп.

— Хо-о! Пултаратӑн иккен! Паҫӑр полундра туса хураканни эсӗ-и-ха вӑл — пӑс ярса, пирӗн пӳлӗхҫӗсене ҫаппа-ҫарамас уҫӑлса ҫӳреме кӑларса ятӑн.

— Ну, эпӗ… — терӗ те Володя, ассӑн сывласа, карап патӗнчен аяккалла утрӗ. Пӑспа пулса иртнӗ ҫав истори ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ пулас, карап ҫине урӑх пырса кӗме те кирлӗ мар.

— Хо-о! Тӑхта! Ӑҫта каятӑн? Помполит халех килет. Чарӑн ӗнтӗ.

Володя чарӑнчӗ те, питҫӑмартипе хулпуҫҫи ҫумне сӗртӗнсе илчӗ, шухӑшларӗ, каллех ассӑн сывларӗ те хуллен аяккалла утрӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра «Леонид Красин» борчӗ ҫинчен паллакан, янӑравлӑ мӑн сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

— Эй, иккӗмӗш Дубинин! Владимир Никифорович, тӑхта! Чарӑн-ха! Чарӑн, пӑс помощникӗ! Тӑхта, ан шиклен.

Володя Вилюй мучи сассине палларӗ. Трап тӑрӑх вӑл кӗмсӗртеттерсе анни илтӗнчӗ. Ҫавӑнтах тем пысӑкӑш кӗлетке Володя патне ҫывхарчӗ.

— Мӗншӗн мунча хыҫҫӑн ҫил ҫинче ҫӳретӗн — шӑнма пултаратӑн, — терӗ Вилюй мучи хулӑн сассипе. — Мӗн? Аҫуран лекрӗ-и? Ун ҫинчен калаҫу пӗтрӗ ӗнтӗ. Атя карап ҫине.

— Мана атте хушмарӗ… Вӑл мана тинӗс хӗррине кӑларса ячӗ.

— Э-э, сан ӗҫсем япӑх. Ну, тӑхта, вӑл хуларан таврӑнсан, эпӗ сана каялла илме тархаслӑп. Мӗн тӑратӑн? Атя, тетӗп, шӑнса пӑсӑлӑн. Э-э, мӗн санпа калаҫса тӑмалли пур! Каланӑ, атя тесе.

Ҫавӑнтах Вилюй мучи Володьӑна хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе ҫӳлелле ҫӗклерӗ те хулпуҫҫи ҫине лартрӗ. Тӗттӗмре Володьӑна хӑй сывлӑшра вӗҫнӗ пекех туйӑнчӗ. Унтан вӑл ҫӳлелле те ҫӳлелле хӑпарнине сисрӗ, хӑй умӗнче ҫутӑ курчӗ; Володьӑна хӑвӑрт аяла антарчӗҫ те, ун ури айӗнче каллех пӗр тикӗс кисренекен палуба курӑнчӗ.

…Помполит хуларан таврӑнсан, аслӑ механик патӗнче сире ывӑл кӗтет, тесе систерчӗҫ. Никифор Семенович команда пурӑнакан палуба ҫине анчӗ те аякранах Вилюй мучи каютинче ҫынсем кулнине илтрӗ. Каюта патнерех ҫывхарчӗ, анчах алӑкӗ уҫӑ пулсан та, шала кӗреймерӗ: коридорта матроссем, механиксем, машинистсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Каютӑран чӗлӗм тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, хӑюланнӑ Володьӑн уҫӑ сасси илтӗнет, вӑл хӑйне карап ҫинче тахҫантанпа пурӑнакан ҫын пек тыткалать. Ӑна вуннӑмӗш хут ӗнтӗ пӑс историйӗ ҫинчен каласа пама ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен итлекенсем килеҫҫӗ те, килеҫҫӗ.

— Ну, ну? Ҫапла эппин, мӗнле пулчӗ-ха сан ҫав? Машинӑна мӗнле тунӑ пирки Вилюй мучи сана епле ӑнлантарчӗ?

— Вӑл мана крансем кӑтартрӗ те: «Ак кунта пӑс, тет, куратӑн пулӗ, япӑхах пурӑнмастпӑр, пирӗн мунча та пур, тет». Унтан мунчара ҫӑвӑнтӑм та мана вӗри пулчӗ. Эпӗ аннене шырама кайрӑм. Машина тӑракан ҫӗрте никам та ҫукчӗ. Эпе крансене тӗрӗслеме тытӑнтӑм, пӗри фу-у турӗ те, пурте ҫара пакартан чупма пуҫларӗҫ, ҫаппа-ҫарамасах, супӑньпе ҫеҫ. Супӑнӗ тумлать…

Татах ахӑлтатса ячӗҫ.

— Вовка, эс мӗн унта лӑпӑртататӑн? — янӑрарӗ помполит сасси. Пурте харӑс шӑпланчӗҫ, ҫул пачӗҫ. — Эсир тата савӑнса кайнӑ, авари тунӑ. Пӑх-ха, судком председателӗ те, комсомол секретарӗ те! Пурте кунта.

— Ачи питӗ кулӑшла, Никифор Семенович! — теҫҫӗ моряксем, хӑйсен айӑпне сирес тесе. — Ӑмӑрткайӑк пек ӗнтӗ! Маскарад туса хучӗ.

— Ну, ҫитӗ сана, атя, — терӗ те Никифор Семенович, Володьӑна хӑй каютине илсе кайрӗ.

— Аннӳ ӑҫта? Ҫӳлте-и? — ыйтрӗ вӑл кайнӑ чух. Володя чӗнмерӗ.

— Эсӗ мӗн нимӗн те шарламастӑн? Аннӳ ӑҫта, тетӗп? Вӑл сана илме кайрӗ вӗт… Эс мӗн илтми пултӑн-им? Пӑс хупларӗ-им хӑлхуна?

— Пӗлместӗп…

— Мӗнле пӗлместӗн?

— Эпӗ пӗччен, — терӗ шӑппӑн Володя. — Пӗччен лартӑм-лартӑм та сан пата килтӗм… Эпӗ анне кунта пулӗ тесе. Ман сан пата килес килчӗ… Эпӗ тунсӑхларӑм.

— Ф-фу! — сывласа илчӗ ашшӗ. Чим-ха, аннӳ лектерет паян сана! Ҫӑра уҫҫине ӑҫта хӑвартӑн?

— Ак кунта.

Ашшӗ Володя аллинчен уҫҫине туртса илчӗ те таҫта чупрӗ. Аякран ашшӗ сасси илтӗнчӗ:

— Парфенов! Акӑ мӗн, тусӑм, ҫак ҫӑра уҫҫине порт общежитине леҫсе пар-ха: — унта арӑм тӑнран кайрӗ пулӗ. Ман чана чӗппи тарнӑ та, уҫҫине те хӑйпе пӗрлех илсе килнӗ.

Парфенов тем ыйтрӗ те, ашшӗ ответлерӗ:

— Ман патӑмра вӑл. Эпӗ хам кайса килӗттӗм те, ман час вахтӑра пулмалла. Тата ӑна кунта пӗччен хӑварма юрамасть.

— Ҫивӗч ача…

— Эп халех ӑна «ҫивӗч» кӑтартатӑп ак!

Никифор Семенович каютӑна таврӑнсан хӑй хыҫҫӑн алӑка тачӑ хупрӗ те, хуллен сӗтел патне пырса, ҫаврӑнакан кресло ҫине ларчӗ. Володя койка умӗнчи хытнӑ сарӑ чечек пек, чаршав ярапине тыткаласа тӑрать.

— Ну, Владимир, — пуҫларӗ ашшӗ, — атя сӑмахлар. Пӑрах унта чаршава чӗпӗтме! Кил кунта. Мӗнле-ха капла ку, Вова? Нумайччен эс ҫапла хӑтланас тетӗн-и? Аннӳ кӳренет: сана тытса чарма ҫук, тет… Кӗҫех шыва путман, каменоломньӑна анса кайса, пурне те хӑратса пӑрахнӑ. Паян карап ҫине уруна пусрӑн ҫеҫ, пӗтӗм тӗнчене култартӑн. Сан шутпа, аван-и вӑл? Тата: аннӳ сана пӳлӗме лартса хӑварать, каҫчен хӑйне кӗтме хушать, эсӗ ав, ху мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑватӑн. Кам сана кунта чӗнчӗ?

— Ман общежитине каяс килмест… — Володя нӗшлетсе илчӗ. — Атте, эс мана кунтан кӑларса ан яр!

— Тата ҫакнашкал иртӗнсен, ҫавӑнтах кӑларса яратӑп. Карап ҫинче пулас килсен, карап йӗркине ан пӑс. Пирӗн кунта, шӑллӑм, дисциплина. Эх, Вовка, Вовка, пуҫтах-ҫке эс! Ну, хӑпар кунта. Хӑвна та намӑс пулӗ?

Володя ашшӗ чӗркуҫҫи ҫине хӑпарса ларчӗ те, халӗ ӑна лайӑх пулнӑ пулсан та: «Намӑс», тесе мӑкӑртатса илчӗ; хӑй ҫак вӑхӑтра ним намӑсне те туйман пирки: «Чӑнах та, епле-ха эпӗ намӑссӑр ача», шухӑшларӗ вӑл.

— Ну, тата мӗн те пулин каласа пар, — ыйтрӗ ашшӗ. — Ача садӗнче мӗнле вӗренеттӗн, Валя мӗнле пурӑнать? Унпа вӑрҫатӑн-и?

Володя тӑвӑл иртсе кайнине сисет, халӗ, амӑшӗ киличчен, ашшӗпе сӑмахлама шӑп вӑхӑт ӗнтӗ; ашшӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине канлӗрех ларчӗ те вӑл, тӳрех куҫӗнчен пӑхса, тахҫанах асаплантаракан ыйтӑва лартрӗ:
— Атте, эс чӑнах градусникшӗн ҫапӑҫнӑ-и? — терӗ.

— Кӑна мӗнле ӑнланмалла, мӗнле градусникшӗн? — тӗлӗнчӗ Никифор Семенович.

— Анне, ҫапла калать. Аҫу градусникшӗн ҫапӑҫнӑ, тет.

— Эсӗ, Владимир, тем шухӑшласа кӑларатӑн пулас.

— Тупата… Эпӗ градусник ҫӗмӗрсен… Ну, эпӗ юри ҫӗмӗртӗм… Анне мана: вӑл градусник ушкӑнӑн, аҫу хӑй градусникшӗн мар, ушкӑн градусникшӗн ҫапӑҫнӑ, терӗ. Кайран леҫсе пама хушрӗ.

— Чим-ха, чим, атя йӗркине шыраса тупар, — терӗ ашшӗ. — Эс мӗнле пулса иртнине пурне те каласа пар-ха.

Вӗлтренпе термометр историйӗ ҫинчен Володьӑн пурне те каласа пама тиврӗ. Никифор Семенович тӗксӗмленсе, анчах ирӗксӗрех сума суса, Володьӑн ҫуса тасатнӑ ҫемҫе алтупанӗ ҫине пӑхрӗ те, ачашласа пӳрни вӗҫӗнчен тытрӗ.

— Ай-яй! Тӳсрӗн эппин? Вӗлтрен вӗтелет-ҫке. Ыратрӗ пулӗ?

— Епле ыратрӗ те! Тӳррипе каласан, ытлашшиех мар — кӑшт ҫеҫ.

— Акӑ мӗн, ачам, — терӗ те ашшӗ, шӳт тума пӑрахрӗ. Унӑн сӑн-пичӗ хытса ларнӑ пек пулчӗ, хура куҫхарши айӗнчи пысӑк куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ялкӑшрӗҫ. — Акӑ мӗн калас тетӗп сана, Вовка: пирӗн иксӗмӗрӗн анне пит аван! Вӑл сана пурне те тӗрӗс каланӑ. Мӗн кирлине пурне те ӑнлантарнӑ, ман каламалли те юлмарӗ. Тӗрӗссипе каласан, ку градусник мыскарине хӑвӑншӑн тунӑ пулсан, эп санпа сӑмахлас та ҫукчӗ. Ахаль те ку киревсӗр ӗҫ пулнӑ, анчах сана куншӑн каҫарма пулать, мӗншӗн тесен, эс кӑна юлташа панӑ сӑмахшӑн тунӑ. Ҫапах та малашне эс ҫакна асту: сӑмаха ӑспа, тытма пултаратӑн пулсан ҫеҫ парас пулать. Эсӗ малтан мухтаннӑ та, кайран сана тертленме тивнӗ. Леш, хӑвӑн градусник, ушкӑн градусникӗ ҫинчен, Вовка, аннӳ тӗрӗс каланӑ. Вӑл сана пит лайӑх ӑнлантарса панӑ: эпир ушкӑн градусникшӗн, пур ачасен сад пултӑр, ҫав садра пурин те вылямалли япаласем, градусниксем пулччӑр, тесе те ҫапӑҫнӑ, шӑллӑм. Ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм.

— Ҫапла, ачам. Ан ман, хӑвӑн лапчӑк сӑмсу ҫине картласа хур, — ашшӗ Володьӑна сӑмсинчен тытса, хуллен лӑскарӗ те, ҫавӑнтах аллине илсе, татӑклӑн каларӗ: — Ушкӑн япалине, халӑх упракан япалана иличчен, хӑвӑнне ҫӗр хут пар. Эпир кирлӗ чухне, пӗрлехи ӗҫшӗн хамӑр пурнӑҫа хӗрхенмен. Эсӗ: градусник, тетӗн!

Володя ашшӗ ҫине пӑхрӗ, хумханнипе типнӗ тутине ҫулласа, шӑппӑн:
— Атте, эсӗ ӑҫта пурнӑҫна хӗрхенменнине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ.

— Ӑҫти паллах ӗнтӗ: граждан вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ чух.

— Ҫук, эпӗ эс ҫапӑҫнӑ вырӑна куртӑм. Малтан эп унта ӳкрӗм… Эпӗ, атте, пӗртте айӑплӑ мар. Пӗрре унта Ваҫли мучин ӗни те анса кайнӑччӗ. Унта шуса ансан эп хыпашлама пуҫларӑм — эпир пытанмалла выляттӑмӑр, — унтан шӑтӑк витӗр ҫӳлтен ҫутӑ ӳкрӗ те, эсир партизан пулнӑ чух, Гриценко мучипе стена ҫине алӑ пуснине вуларӑм.

— Ан калаҫ! Пулма пултараймасть! — терӗ те ашшӗ, кресло ҫине тайӑлса, художник картинӑна тӗрӗсленӗ пек, аякран Володя ҫине пӑхрӗ. — Чӑнласах халиччен упраннӑ-ши? Эс тӳррипе кала — суймастӑн-и?

— Суймастӑп-ҫке, атте, эс итле-ха… Итле! Эпир малтан пирӗн ҫинчен ҫырнӑ пуль тесе, мӗншӗн тесен япӑх палӑратчӗ. Тата тӗттӗмччӗ. Унтан, эпӗ чӗркӗмӗл тупсан, Ваня мана ӗненчӗ. Эпир каллех унта хунарпа кайрӑмӑр. Анчах эсӗ аннене ан кала, вӑл каллех мана вӑрҫма пуҫлать… Ҫырни пирӗн ҫинчен пулман иккен, Гриценко мучипе иксӗр ҫинчен. Ак ҫапла ҫырнӑ: «Н. Дубинин», унтан ак ҫакӑн пек хӳре — унтан «И. Гриценко». Санпа мучи ҫинчен ҫырнӑ пулать. Аялта тата сехет ҫинчи пек цифрӑсем. Малтан пӗр сехет ҫырнӑ, унтан тӑхӑр сехет, унтан каллех пӗрре, каллех тӑххӑр. Мӗне пӗлтерет вӑл?

— Вӑл пин те тӑхӑрҫӗр вунтӑххӑрмӗш ҫул, тесе ҫырнине пӗлтерет, ывӑлӑм! — терӗ те Никифор Семенович, ывӑлне чӗркуҫҫи ҫинчен антарчӗ. Унтан кресло ҫинчен тӑрса, ывӑлӗ хӑйпе тан пултӑр, унпа ҫитӗннӗ ҫын пек сӑмахлама пултӑр тесе, Володьӑна кресло ҫине йӑтса тӑратрӗ. Никифор Семенович, ҫамрӑкланнӑ пек, савӑнӑҫлӑн каюта тӑрӑх уткаларӗ, кресло умне чарӑнса, Володя хулпуҫҫи ҫине икӗ аллине хучӗ. — Ну, Вовка, эс мана ҫакнашкал япала каларӑн, чӗре ӑшӑнса кайнӑ пек пулчӗ… Тӑхта, ҫитӗнсе ҫитсен — пурне те каласа парӑп.

— Атте, эпӗ тахҫанах ҫитӗннӗ! Эпӗ анне чавсинчен те ҫӳллӗрех. Халӗ тата, пӑх-ха, санран та ҫӳллӗ тӑратӑп. Эпӗ пурне те ӑнланатӑп. Ак курӑн-ха!

— Ну, ӑнланатӑн пулсан итле, Вовка. Вунтӑххӑрмӗш ҫулта Крымран шурӑ кӗвене хӑваласа кӑларни ҫинчен, итле! Гриценко мучу харсӑр пулеметчик пулса. Эпӗ ун чухне тарҫӑран партизана кайрӑм. Шуррисем Крыма ҫавӑрса илчӗҫ. Ӑнланатӑн-и? Шурӑгвардеецсем.

— Пӗлетӗп, буржуйсем — капиталистсем… — ӑнлантарчӗ Володя, ҫавӑнтах: — Скопидомсем, — тесе хучӗ.

— Тӗрес, кулаксем, ҫӗр улпучӗсем. Эпир пролетарисем, чухӑнсем совет влаҫӗшӗн пулнӑ.

— Атте, эсӗ чухӑн пулнӑ-и?

— Паллах, ҫӗр улпучӗ тарҫи пулса, нимӗн те ҫукчӗ манӑн — хамӑн та, пӗрлехи те. Ӑнланатӑн-и? Пурнӑҫӗ кӑна хамӑн ҫамрӑкчӗ. Тата совет влаҫӗ пултӑр тесе, халӑхпа пирӗн пӗр шухӑш пулнӑ. Эпир каменоломньӑна кӗрсе кайрӑмӑр. Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ ӑна Хӗрлӗ партизансен каменоломни теҫҫӗ. Илтнӗ пулӗ? Шуррисем пире ҫӗр айӗнчен тӑпӑлтарса кӑларма хӑтланчӗҫ те, анчах вӗсен нимен те тухмарӗ. Ҫӗр айне анса кайрӑмӑр, чул ҫумне ҫыпҫӑнтӑмӑр — туртса кӑлар-ха! Эпир, юман тымарӗ пек, ҫӗре кӗрсе кайрӑмӑр. Кам та пулин пирӗн пата сӑмсине чиксен — пуля. Йывӑр пулчӗ пире. Эпир те ҫӗр айӗнчен хӗртеттӗмӗр. Акӑлчан миноносцисем килчӗҫ. Ну, килчӗҫ… Пирӗн каменоломньӑна пеме пуҫларӗҫ. Пӗр кун хушшинче виҫҫӗр снаряд кӑларса ячӗҫ. Мӗнех вара? Чул вакларӗҫ кӑна. Пирӗн халӑх чултан та ҫирӗпрехчӗ. Чӑнах та, пӗрре йывӑр пулчӗ. Пирӗн ҫине пур енчен те тӑрӑнчӗҫ. Генеральнӑй атака турӗҫ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ эпир Гриценко мучупа ҫав штрекра вӗсене хирӗҫ кӗрешрӗмӗр. Кӑшт лӑплансан, Иван Захаровичпа чӗлӗм тивертсе ятӑмӑр та, вӑл: «Атя, хамӑр кунта пулни ҫинчен чул ҫине паллӑ хӑварар. Тен, чӗрех юлӑпӑр, тен, юлмӑпӑр!» — терӗ. Вӑт ҫавӑн чухне эпӗ штыкпа, тесакпа касса ҫыру ҫыртӑм. Ун чухне эпӗ хут пӗлес тӗлӗшпе пит вӑйлах марччӗ. Йӑнӑш ҫырман-и? Эх, Вовка, мӗн курман пулӗ сирӗн аҫусем!.. Астӑватӑп пӗрре…

Евдокия Тимофеевна, Никифор Семенович янӑ матроспа пӗрле килнӗскер, каюта алӑкӗ умӗнче чарӑнчӗ те, итлерӗ. Ашшӗ Вовкӑна ятланӑ пекех туйӑнчӗ ӑна. Вӑл Никифор Семенович хытӑ калаҫнине, каютӑра тем кӗмсӗртетнине, сӗтеле чӑмӑрпа ҫапнине илтрӗ. Евдокия Тимофеевна чӑтаймарӗ, алӑка шаккарӗ.

— Кӗрӗр! — терӗ те Никифор Семенович, каялла ҫаврӑнса, алӑкран кӗрекен Евдокия Тимофеевнӑна курчӗ. — Тӑхта-ха, Дуся… — чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫапса вӑл малалла каларӗ:

— Эпир вӗсене сулахай флангран — бак! бак! бак!.. Тӑхта-ха, амӑш, ан кансӗрле, эпӗ Вовкӑна вунтӑххӑрмӗш ҫул ҫинчен каласа паратӑп…

— Тӑхта ӗнтӗ, анне, чӑнах, тӑхта-ха! — чӑтӑмне ҫухатса пӑшӑлтатрӗ Володя.

Унӑн куҫӗсем ҫунса тӑраҫҫӗ. Вӑл кресло ҫинче ашшӗне ҫав тери хаваслӑн итлесе тӑрать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней