Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.22 14:05

Предложений: 507; Слово: 4293

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Чӗркӗмӗл тумламӗн хуҫи

Ҫӗр айӗнче, кивӗ галерейӑра тупнӑ ҫыру эрнипех, тепӗр вырсарникунчченех Володя пуҫӗнчен тухмарӗ. Ун чухне вӑл тӗттӗмре ларма йӑлӑхса ҫитсен, аякра кӑшт ҫеҫ курӑнакан ҫутӑ еннелле тӑрса утнӑ. Пӗччен ҫав теттӗм те хӑй пӗлмен тоннельпе пыма, чӑнах та, савӑнӑҫлах пулман ӗнтӗ. Анчах ҫапах та вӑл ҫав тӗксӗм, аран-аран курӑнакан ҫутӑ тӗлне ҫитнӗ-ҫитнех. Ку вырӑнта ҫӗр айӗнчи ҫул аяккалла пӑрӑнса кайнӑ. Пӑрӑнсан тата тепӗр ҫурри ишӗлсе аннӑ, тӳрех ҫӳлелле каякан шурф пулнӑ. Володьӑн куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнипе тата ҫӳлтен ӳкекен ҫутӑ ку тӗлте чылаях ҫутатнипе, кӑшт курма май пулнӑ. Ҫакӑнта вара вӑл, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те, кӑтрашка стена ҫине касса ҫырнӑ саспаллисем курчӗ.

Володя саспаллисене пӗрлештерсе сӑмах туса, уйрӑм сӑмахсене вулама вӗренни нумаях пулмасть-ха. Анчах халӗ уншӑн пӗлӳ тӗнчи ярах уҫӑлнӑ. Вӑл кино афишисене, кооператив вывескисене, Керчьри тинӗс кукринче тӑракан пӑрахут ячӗсене вулать. Паллах, стена ҫинчи ҫырӑва та вуласа пӑхас килчӗ унӑн; айӗнче пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пекки касса тунӑ. Мӗн ҫырнине Володя пурне те ӑнланаймарӗ. Вӑл ҫыру ӑстаҫиех пулман-ха, кунпа пӗрлех тата стена ҫинче темӗнле, ӑнланмалла мар саспаллисем тӗл пулкаланӑ. Анчах хӑй мӗн вуласа пӗлни Вовкӑна ҫав тери тӗлӗнтерчӗ. «В. Дубинин, И. Гриценко», вуларӗ вӑл. Вуларӗ те, хӑй те ӗненмерӗ. Тата тепӗр хут вуласа пӑхрӗ…

— Ҫук, нимӗн иккӗленмелли те ҫук, чул ҫине ҫапла ҫырнӑ!

Володя ҫӳле хӑпарсанах кун ҫинчен Ваня Гриценкона вӑрттӑн пӗлтерчӗ; ачасем ҫитес вырсарникунах, Володя килсен, ятарласах ҫӗр айне экспедици тума шут тытрӗҫ.

Ҫапла вара Володя эрне тӑршшӗпех ҫав мыскараллӑ ҫырӑвӑн тупсӑмне тупайманнипе аптраса ҫӳрерӗ. Чӑнах та, мӗншӗн-ха ҫав тӗттӗм, хӑрушла шиклӗ ҫӗр айӗнче вӗсен ячӗсене ҫырнӑ, вӗсем унта тусӗпе ӗмӗрне те пулман-ҫке? Тӗттӗм ҫӗрте ахаль ҫавӑн пек курӑннӑн туйӑнмарӗ-ши? Пуҫлать хайхи вара Ваня унран кулма! Хӑйне тӗрӗслес тӗсе. Володя пур ҫӗрте те — ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, нӳрӗ ҫӗр ҫине хулӑпа, скамье ҫине ҫӗҫӗпе, детсад альбомӗ ҫине кӑранташпа «В. Дубинин, И. Гриценко» текен сӑмахсене ҫырать. Ҫук, шӑпах ҫапла ҫырнӑччӗ ҫӗр айӗнчи чул ҫине!

Тата тепӗр инкек Володьӑна асаплантарать. Вӑл Ваня Гриценкона, пӗркун кӑларса ӳкернӗ чӗркӗмӗл тумламӗ вырӑнне урӑххине тупса пама сӑмах панӑччӗ-ҫке. Ӑҫтан тупас-ха ӑна? Амӑшӗн градусник пур та… Анчах пыр-ха, илсе пах эс ӑна! Амӑшӗ ҫав термометра ӑҫта пытарнине те пӗлмест Володя. Ҫапах та вӑл, каланӑ сӑмаха пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ ҫын. Ҫитес вырсарникуна чӗркӗмӗл тупмасан, арҫын ача чысӗ пӗтет-ҫке. Унсӑрӑн мӗнле курӑнӑн-ха Ваня Гриценко куҫӗ умне? Апла вӑл Володьӑна пачах ӗненми пулать, нимӗнле ҫӗр айӗнчи экспедицине те пымасть.

Мӗскӗн ача темиҫе кун хушши анӑраса ҫӳрерӗ. Каҫсерен тӗлӗкре тӗкӗр пек чӗркӗмӗл кӳллисем курать: йывӑр кӗмӗл шӗвекӗ кӳлӗ хӗррипе танах йӑлтӑртатать, чӗркӗмӗле витри-витрипе ӑсма пулать. Анчах пурнӑҫра ун пек пулмасть ҫав. Тӗнчере хӑй курнӑ мӗнпур градусниксене пурне те аса илчӗ Володя.

Панӑ сӑмаха пурнӑҫа кӗртме Володьӑна пӗр мыскара пулӑшрӗ.

Дубининсем пурӑнакан ҫурт хыҫӗнчи килхушшинче вӗлтрен ашкӑнса кайнӑ. Вальӑпа пытанмалла вылянӑ чухне, Володя ҫав симӗс хӑрушӑ вӗлтренлӗх айне майӗпен шуса кӗрсе выртрӗ.

— Володька, эс ӑҫтине пӗлетӗп! — кӑшкӑрса ячӗ шӑллӗне шыракан Валя. — Анчах, сана шырама эп унта кӗместӗп. Асту, вӗтеленетӗн.

Ҫавӑнтах Володя хӑй хӑравҫӑ маррипе харсӑрлӑхне кӑтартас тесе пытаннӑ ҫӗртен тухса:
— Эх, эсӗ те, хӑравҫӑ! Пуринчен те хӑратӑн. Ак эпӗ, ҫара алӑпа вӗлтрен татма пултаратӑп, кала, татса кӑтартас-и? — терӗ.

— Ну, мӗнех калӑн вара унпа?

— Вӑл ман характер пиҫӗхнине пӗлтерет. Акӑ, пӑх! Володя чӑнах та пӗчӗк аллипе шӑллӑ, ҫӑмлӑ-ҫӳҫлӗ, чӑтма ҫук вӗтелекен темиҫе вӗлтрен ҫулҫине тытса пӑчӑртарӗ. Унӑн алӑ тупанӗпе пӳрнисене вӗри те чӑтма ҫук вӗчӗлти пӗҫертрӗ. Ҫапах та вӑл вунна ҫитиччен шутламасӑр вӗлтрене аллинчен вӗҫертмерӗ.

— Тӑмсай! — терӗ Валя. — Ку хӑвӑн айванлӑхна кӑтартни ҫеҫ пулчӗ, урӑх ним те мар. Пӑх-ха, аллу скарлатина пек.

Володя пӳрнисене чармакларӗ те, хӗрлӗ хӗриллӗ шурӑ шатра хӑмпӑланнине курчӗ.

Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр ҫав тери чаплӑ шухӑш пырса кӗчӗ; ӑна вӑл ыранах пурнӑҫлама шут тытрӗ.

Тепӗр кунне Володя хӑй мӗн шухӑшланине тума тытӑнчӗ. Тӳррипе каласан, ун планне тума пайтах чӑтӑмлӑх кирлӗ ӗнтӗ, анчах капла тусан чӗркӗмӗл тупас ыйтӑва часах татса пама пулать. Ку плана килте те пурнӑҫлама май пулнӑ. Анчах амӑшӗн хӑраса ӳкнӗ сӑн-пичӗпе пӑшӑрханакан йӑваш куҫӗсем тата килте асар-пиҫер пуҫланасси ун куҫне курӑнса кайрӗ те — Володя амӑшне хӗрхенчӗ. Ку ӗҫе вӑл ача садне куҫарма шут тытрӗ. Унта ҫӳресси Володьӑна пайтах йӑлӑхтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл аслӑ группӑри хӑйӗн тантӑшӗсенчен пур енӗпе те хӑвӑрт иртсе кайнӑ, халӗ шкула каясси ҫинчен ӗмӗтленет, хӑйне мӑшкӑллӑ пек туйӑннӑ «дошкольник» ятӗнчен хӑвӑртрах хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлать.

Ача садне вӑл пӗчченех ҫӳренӗ, амӑшне е аппӑшне, хӑйне сада ӑсатма нимпе те ирӗк паман. Паян Володя, ача садне кайиччен, ҫав вӗлтрен ҫитӗнекен килхушши кӗтессине кайрӗ. Вӑл йӗри-тавра пӑхрӗ те, куҫне мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫӑт хупса, тахҫанах хӑй ишме пӗлмен чух мол ҫинчен сикнӗ пек, симӗс вӗлтренлӗхе сикрӗ. Володя ҫавӑнтах ӳтне пин йӗп тирӗннине туйрӗ, пыл хурчӗ вӗллине лекнӗ пек: пӗтӗм ҫан-ҫурӑма пӗҫертет, кӗҫӗтет; ҫамки, питҫӑмарти, сӑмси, хӑлхисем — пурте вутри пек тӗлкӗшеҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Володя ача садне вӗҫтерчӗ. Унта чупса ҫитнӗ ҫӗре вӗлтрен вӗтелентернӗ вырӑнсем хӗрелсе, хӑмпӑланса кайрӗҫ. Руководительница Сонечка, шыҫса кайнӑ, тем пысӑкӑш сӑмсаллӑ, какай татӑкӗ пек, хӗрлӗ, хулӑн тутипе хӑлхисем тӗрлӗ еннелле усӑнса аннӑ ача ҫывхарсан, аллисене шарт ҫапса илчӗ.

— Кам ку, Володьӑ-и? Сана мӗн пулнӑ? — чунтанах хӑраса ыйтрӗ Сонечка.

— Шкарлатина, пулӗ, — аран-аран ответлерӗ Володя.

— Мӗншӗн сана килтен кӑларса ячӗҫ?

— Фӑл ман шашартӑк пулчӗ…

— Пыру ыратмасть-и? — хӑраса ӳкрӗ Сонечка.

— А-а-а! Э-э-ы…

Володя тӑрӑшсах ҫӑварне уҫрӗ те, пуҫне тем териех каҫӑртса чӗлхине кӑтартрӗ.

— Ҫитӗ, ҫитет! — Изолятора, изолятора! — команда пачӗ Сонечка.

Ҫапла вара Володя, больница шӑрши кӗрекен пӗчӗк пӳлӗме лекрӗ. Стенисене кунта шурӑ эмаль сӑрпа сӑрланӑ, плакатсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Володя вулама аван пӗлнӗ пулсан, унта: «Шӑнасем — чир-чӗр сараҫҫӗ», «Грипп чирне ан ертӗр», тесе ҫырнине вуласа пӗлнӗ пулӗччӗ. Плакатсене илемлӗ тунӑ, вӗсем ҫине хӗрлӗ питлӗ, мӑнтӑр ачасене ӳкернӗ, юнашар — нишлӗ, типшӗммисене ӳкерсе хунӑ, кусене чир саракан шӑнасенчен сыхлайман курӑнать. Чӑнах ӗнтӗ, курмалли кунта чылаях пулнӑ. Анчах Володьӑн ҫак илемлӗ картинӑсене пӑхма вӑхӑт пулман. Унӑн сасартӑк ернӗ чирӗ иртсе кайиччен васкас пулать-ҫке-ха. Ҫавӑнпа Володя шурӑ клеёнкӑпа витнӗ пысӑках мар, лутра диван ҫине выртрӗ. Кунӗ ӑшӑ пулин те клеёнки сивӗ. Володя вӗри аллисене хаваслансах клеенка ҫине хучӗ. Сивӗ клеёнка тӗкӗннипе кӗҫӗтни кӑштах чарӑнчӗ.

— Турӑҫӑм! — пӑшӑрханать Сонечка. — Чӑнах скарлатина-ши? Ак тамаша!.. Ҫук, хӗрлӗхен пулӗ. Е хӗрлӗ шатра.

— Манӑн температура та пур пулмалла, — хӑй ӗҫне пуҫласа яма шут тытрӗ Володя.

— Тӗрӗс, Вовочка. Эс чӑн калатӑн, тӑнлӑ ачам… Эс пӗтӗмпех ҫунатӑн. Халех термометр лартӑп. Санӑн вӗри пурах.

Юлашкинчен, Володя хул айӗнче, тахҫанах кӗтнӗ кӑтӑклакан сивве — термометрӑн шӗвӗр пуҫне туйрӗ.

— Ҫирӗп тыт, аллуна ак ҫакӑнта хур… Ҫапла. Тӑп вырт, эп халех таврӑнатӑп. Ксения Петровна патне ҫеҫ кайса килетӗп, — терӗ те Сонечка, васкасах коридора тухрӗ.

Володя тӳрех куртка ҫухине сирсе сӑмсине шала чикрӗ те, чавсине ҫӳлелле ҫӗклесе, хулпуҫҫи айне пӑхрӗ.

Чӗркӗмӗл тултарнӑ градусникӑн тӗкӗр пек ҫутӑ пуҫӗ алӑ айӗнчен тухса ӳкрӗ. Ӑна темшӗн, канфет ӗмнӗ пек, ӗмсе пӑхас килчӗ. Володя кӗпи айӗнчен термометрне кӑларчӗ те, тутине пӑсса, хуллен ҫӑварне чикрӗ.

Халӗ ӗнтӗ, Соня аппаран градуснике пуҫӗпех ыйтса илес тесен, ӑна юрӑхсӑра кӑлармалла. Володя градуснике ҫутӑ вӗҫӗнчен тытрӗ те, темиҫе хут урайне шаклаттарчӗ. Градусник ҫӗмӗрӗлмерӗ. Вара ӑна урайне хурса, диван ҫумӗнче ларакан шурӑ пукан урипе хуллен шаккама тиврӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫеҫ термометр чӑтӑрт! турӗ. Вара вӑл чӗркӗмӗл юхса тухман иккенне курса ӗненчӗ те, мӗнпур вӑйӗпе ҫухӑрса ячӗ:

— Соня аппа! Соня аппа! Эпӗ ӑнсӑртран градуснике ҫӗмӗртӗм.

Соня аппапа ача сачӗн заведующийӗ Ксения Петровна вӗҫтерсе ҫитрӗҫ. Ох, ах! теме пуҫларӗҫ.

— Мӗнле капла пулчӗ ку? Пӑх-ха, мӗн хӑтланнӑ вӑл!

— Эпӗ пӗр аяккинчен тепӗр аяккине ҫавӑрнасшӑн пултӑм та сасартӑк чӗтреме пуҫларӑм, градусник сиксе тухрӗ те урайне шак! турӗ, — чееленет Володька. — Вӑл халь йӑлтах юрӑхсӑр-и?

— Ӑҫтан юрӑхлӑ пултӑр ӗнтӗ, ав мӗнле ҫӗмӗрӗлнӗ! Тирпейлӗрех пулмаллаччӗ…

— Манӑн илме юрать-и ӑна? — чӑтӑмлӑхне ҫухатса ыйтрӗ Володя.

— Тӑхта-ха… Мӗн тума кирлӗ вӑл сана? Кӗленчипе касӑлса пӗтен. Кӑларса ывӑтмалла ҫеҫ.

— Ой, мӗн эсир, Соня аппа, ывӑтмалла мар ӑна! Вӑл мана ҫав тери кирлӗ пулать… сывалатӑп пулсан, — васкаса хушрӗ Володя, ҫӗмӗрӗлнӗ градусникпе ытлашши интересленсе ӗҫе пӑсмарӑм-ши, тенӗ пек.

Володя хул айне тепӗр термометр ларттарчӗ те, вунӑ минут пӗр хускалмасӑр, аллине аяк ҫумне лапчӑтса выртрӗ, Соня аппа та унӑн аллине халӗ ҫирӗп тытса тӑчӗ.

Тӳррипе каласан, унӑн температура пулман. Володьӑна каллех пырне кӑтартма хушрӗҫ. Унта та ним те тупаймарӗҫ. Ҫапах та амӑшне чӗнме шут тытрӗҫ. Евдокия Тимофеевна анкӑ-минкӗленсе чупса пычӗ. Володя хӑраса ӳкнӗ амӑшӗн куҫӗсенчен пӑхма хӑяймарӗ. Халӗ ӗнтӗ шыҫни те, хӗрелни те иртсе кая пуҫларӗ. Ҫӗмӗрӗлнӗ, анчах чӗркӗмӗлӗ юхса тухман, градусник, тахҫанах куртка кӗсйинче выртать. Тӗрӗссипе каласан, малалла чирлеме кирлӗ те пулман.

— Анне, ман иртсе кайрӗ ӗнтӗ, температура та ҫук, — лӑплантарать вӑл Евдокия Тимофеевнӑна. — Пӑх-ха, пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ.

— Тӗлӗнмелле япала! — терӗ Сонечка. — Ара, вут пек ҫунатчӗ вӗт. Градусник лартма ӗлкӗртӗмӗр ҫеҫ, сасартӑк температури чакрӗ.

— Вӑл ӑнсӑртран чакрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Володя, Соня аппӑшӗ унӑн суйине пӗлсе, термометра каялла туртса илесрен хӑраса.

Пурте кулса ячӗҫ.

— Каснӑ-лартнӑ вӗлтрен сивли, — терӗ Ксения Петровна. — Мӗн те пулин ҫинӗ ӗнтӗ. Касторка памалла пулать — тасатса кӑлартӑр.

Кӑна ӗнтӗ Володя пачах та кӗтменччӗ. Анчах ним тума та ҫук, юлташсем: паллах, чӗркӗмӗл тупасси ҫӑмӑл ӗҫ мар ҫав вӑл. Ҫавнашкал пысӑк тӗллевшӗн темӗн те тӳсме пулать.

Володя куҫне хупрӗ те, кашӑк тулли йӗрӗнчӗк, ҫуллӑ шӗвӗ япала ӗҫсе ячӗ тата хӑй сывалас килнине пурне те кӑтартас тесе, кашӑкне ҫуласа илчӗ. Эмел тутине пӗтерме тесе, ӑна тӑвар сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкӗ пачӗҫ.

Тӗрӗссипе каласан, ку ҫуйхашу Володьӑна йӑлӑхтара та пуҫларӗ. Анчах вельвет куртка кӗсйине аллипе чиксен, унта яп-яка та сивӗ, ӗммелли канфет пек, чӗркӗмӗллӗ градусник пуҫне тытса пӑхсан, вӑл хӑйне ҫав тери телейлӗн туйнӑ, кирлӗ пулсан, темӗнле асап тӳсме те хатӗр пулнӑ.

— Ху утма пултаратӑн-и? — ыйтрӗ амӑшӗ.

Володя сиксе тӑчӗ. Паллах, вӑл хӑех утма пултарать. Унӑн йӑлтах иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ ӑна алӑран тытса киле ҫавӑтса кайрӗ.

— Анчах Володьӑн асап-нуша тӳсесси кунпа пӗтмерӗ-ха. Килте Евдокия Тимофеевна ывӑлне хывӑнтарса вырӑн ҫине вырттарчӗ те, тӳшек, икӗ утиял витрӗ, кӑвар пек вӗри чей ӗҫтерчӗ, ури вӗҫне вӗри бутылкӑсем хучӗ.

— Вырт, тарла, — хушрӗ амӑшӗ.

Володя выртать. Володя тарлать. Володя — темӗн те тӳссе ирттерме хатӗр.

Анчах Володя, хӑй умне пӗшкӗннӗ амӑшӗн сӑнӗ ҫине пӑхсан, унӑн пӑшӑрхануллӑ, хӗрхенӳллӗ йӑваш куҫӗсене курчӗ те, сасартӑк ӑна темӗнле аван мар пулса кайрӗ. Ӑна ҫав тери намӑс пулса кайрӗ, вӗлтрен сӑхнинчен те ытларах пӗҫертекен намӑс. Ывӑлне ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӑрӑшса, ним сӑлтавсӑрах пӑшӑрханса темӗн тума хатӗр пулнӑ амӑшне шутсӑр хӗрхенчӗ Володя.

— Анне, — пуҫларӗ вӑл, сӑмсине утиял айне пытарса, — эс ахалех пӑшӑрханатӑн. Эп пачах та чирлӗ мар вӗт. Анчах эс никама та ан кала, юрать-и? Эпӗ… вӗлтренпе, юри.

— Мӗн кирлӗ мара лӗпӗртететӗн? Тӑп вырт, ҫывӑрма тӑрӑш.

— Ман ҫывӑрас килмест!

Володя утиялне илсе пӑрахрӗ те урине вырӑн ҫинчен усрӗ. Кровать урлӑ ҫурӑмпа выртса шуса, ура тупанӗсемпе ҫӗре перӗнчӗ те, ҫара уран, кӗллисемпе пӳлӗм тӑрӑх ҫатлаттарса, хӑех кӗтессе кайса тӑчӗ.

— Тӑхта!.. Мӗнле вӗлтрен? Мӗн эсӗ? Мӗн хӑтланатӑн? Мӗн шухӑшласа кӑлартӑн? — тӗлӗнсех ыйтрӗ Евдокия Тимофеевна.

Кӗтесрен, нӑшлатса, нӗшӗклетнӗ ҫӗртен:

— Анне, эсӗ ан ҫиллен, эпӗ сана чӗнмеҫҫӗ пулӗ терӗм, градусник ҫеҫ лартаҫҫӗ пулӗ терӗм, ҫавӑ ҫеҫ.

— Мӗн тума кирлӗ пулчӗ сана ҫавнашкал хӑтланни? Инкек вӗт эс манӑн! Мӗншӗн мана, телейсӗре, ҫавӑн чухлӗ асап? Мӗн шухӑшласа кӑлартӑн ӗнтӗ?

Халӗ ӗнтӗ йӑлтах каласа пама тиврӗ. Евдокия Тимофеевна пит тимлӗн итлерӗ. Вӑл пӗлет: Володя хӑй айӑпне туять пулсан, нихҫан та суймасть. Халӗ те вӑл Володя тӗрӗс каланине лайӑх туять.

— Мӗн тума ҫавнашкал ҫуйхашу пуҫларӑн-ха? Ҫынсене хӑратса пӗтертӗн, мана та вилес патнех ҫитертӗн!.. Ыйтмаллаччӗ манран, панӑ пулӑттӑм ҫав мур илесшӗ градуснике, ҫар териех кирлӗ пулсан.

— Эпӗ сана шеллерӗм. Санӑн градусник пӗрре ҫеҫ, ача садӗнче нумай.

— Пӑх-ха, епле рашутлӑ ача! — илтӗнчӗ алӑк патӗнче, хулӑн сасӑ. Володя куҫ хӗррипе хулпуҫҫи урлӑ пӑхрӗ те, хваттерти кӳршӗ хӗрарӑмӗ, мӑнтӑр ҫӗвӗҫӗ Алевтина Марковна тӑнине курчӗ; ачасем ӑна «ватӑран тунӑ Алевтина» тесе чӗннӗ.

— Вовӑчкӑн скарлатина терӗҫ те, кӗрсе пӑхас терӗм. Вӑл ав епле тӑнлӑ. Тӗлӗнмелле, ку чухнехи ачасем пӗчӗкренпех хуҫалӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ну, Евдокия Тимофеевна, ку сирӗн хуҫа пулать — хӑй пурлӑхне салатас ҫук. Маттур Вовочка! Ку ӗнтӗ сирӗн чӑн-чӑн хыткукар, скопидом пулать.

— Тӑхтӑр-ха, Алевтина Марковна, — чарчӗ амӑшӗ. — Каҫарӑр. Эпир кунта хамӑрах мӗнле те пулин калаҫса татӑлӑпӑр, кайран — тархасшӑн, кӗрсе тухӑр.

— Ах, каҫарӑр, воспитани пама тытӑнассине пӗлмен-ҫке, — терӗ те Алевтина Марковна, хулӑн кӗлеткипе вӑрт ҫаврӑнса, пӳлӗмрен тухрӗ.

Володя, кӗтессе кӗрсе каяс пекех, тата ытларах тершӗнсе, сӑмсипе, ҫамкипе кӗтессе ҫыпҫӑнса тӑчӗ.

— Ҫаврӑн-ха кунталла, ман ҫине пӑх-ха, — терӗ Евдокия Тимофеевна татӑклӑн. — Ҫук, кӗтесрен ан тух, ҫавӑнтах тӑр, ман ҫине пӑх.

Володя ҫаврӑнчӗ те, пуҫне усса, куҫ айӗпе амӑшӗ ҫине пӑхрӗ.

— Ай-яй аван ывӑл, ай-яй Володя Дубинин, хӑйне кӑтартрӗ! Аҫу савӑнать ӗнтӗ, ҫырса ярсан: хӑйӗнне хӗрхенет, ултавпа тупма тӑрӑшать; ҫемье туприне шеллерӗ, ятне-чысне хӗрхенмерӗ. Капла эс кама улталама шутлатӑн? Э? Ҫук, кала эс мана, кама? Камӑн ача сачӗ-ха вӑл? Пирӗн, пирӗн портри ачасем валли! Камӑн градусникӗсем унта? Пирӗн, пирӗн ачасем валли, апла пулсан сана валли те, тӑм пуҫ. Аҫу пӗлсен, намӑсне ниҫта хума пӗлмӗ. Ҫич ютсен градусникӗсем-и вӗсем? Эс хӑвах шухӑшласа пӑх-ха… Вӗсем пурин те, пур ачасен те. Мӗншӗн аҫу граждан вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ, пурнӑҫне хӗрхенмен? Хӑйӗншӗн ҫеҫ-и? Хӑйӗншӗн те, ыттисемшӗн те ҫапӑҫнӑ вӑл, пурин те пултӑр тенӗ.

— Градусникшӗн ҫапӑҫман вӑл, — мӑкӑртатрӗ Володя, янахне ҫӗкленӗ сулахай хулпуҫҫи ҫине хурса.

— Тӗрӗс мар! Ачасем чирлесен, пурин те градусник пултӑр тесе те ҫапӑҫнӑ. Ак эпир — аҫуран ыйт-ха, — пӗчӗккӗ чухне эпир унпа нихҫан та ҫакнашкал градусник курман. Чирлесен, вӗри пӗтӗм ҫан-ҫурӑма ҫӗмӗретчӗ, сана ҫамкаран ҫат, сӑмсаран ҫат тутаратчӗҫ те: «Нимех те мар, ҫамку вӗри, сӑмсу сивӗ; сывӑ!» тетчӗҫ кӑна. Ну, тух кӗтесрен, ҫитӗ, тарса ӗшентӗн пулӗ, ҫапма пӗлмен чӑпӑркка калле пырса тивет, тет. Ыран ача садне кайса, хӑвах Ксения Петровнӑна градусник паратӑн.

— Ара, градусникӗ йӑлтах ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-иҫ! — хӑраса ӳкрӗ Володя.

— Эп ун ҫинчен каламастӑп, тӑм пуҫ. Ҫӗмӗрӗлменнине парӑн, хамӑрӑнне.

Володя кӗтесрен тухрӗ. — Анне, эс ан ҫиллен, — тархасларӗ вӑл. — Эпӗ текех унашкал хӑтланмастӑп. Илтетӗн-и, анне?

— Эпӗ мӗн каланине ан ман, шухӑшласа пӑх.

— Атте градусникшӗн те ҫапӑҫнӑ тесе, эс чӑнласах каларӑн-и?

— Ҫӗршӗн те ҫапӑҫнӑ, ҫӑкӑршӑн та, ача сачӗшӗн те ҫапӑҫнӑ пирӗн аҫу, градусникшӗн те…

Амӑшӗ каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа кунӗпе, тӗттӗм пуличченех тӗлӗнсе ҫӳрерӗ Володя. Ҫакнашкал тӗрлӗ япаласене, калӑпӑр, ашшӗн хӗрлӗ флот тумӗ тӑхӑннӑ «Незаможник» тесе ҫырнӑ кӑсыруксӑр картузлӑ, сарӑхнӑ сӑн ӳкерчӗкӗпе ача садӗнчи ҫап-ҫута градуснике ҫыхӑнтарма Володьӑна ку таранччен те тӗл килмен. Тӳррипе каласан, кунта паян тин тупӑннӑ ҫыхӑну пурах иккен, ун ҫинчен Володя ӗлӗкрех шухӑшламан та. Халӗ вӑл амӑшӗн сӑмахне асра тытса: «Пирӗн атте градусникшӗн те ҫапӑҫнӑ»… — тесе ҫӳрет.

Унтан Володя куртка кӗсйинчен ҫӗмрӗк термометр кӑларчӗ, хӑйӗнпе йӑлтах мирлешнӗ амӑшӗнчен ҫаврака коробка ыйтса илчӗ те, градусник вӗҫне хуҫса, асӑрхануллӑн, коробка тӗпне йывӑр чӗркӗмӗл тумламне силлесе кӑларчӗ. Коробкине, килкартинче тупнӑ кӗленче катӑкӗпе хупларӗ те, чӗркӗмӗл тумламӗ чупнине нумайччен пӑхса тӑчӗ, унтан амӑшне пырса кӑтартрӗ:

— Пӑх-ха, анне, ку манӑн чӗркӗмӗллӗ компас пулать! Канӑҫсӑр, вӑрӑм куна ирттерсе ӗшеннӗ Володя, каҫхине ҫывӑрма выртсан, сасартӑк кровать ҫине ларчӗ те, амӑшӗнчен ыйтрӗ:

— Анне, ирхине Алевтина Марковна мӗн каларӗ мана… ну мӗнле… скипидар терӗ-и ҫав?

Сӗтел хушшинче урок хатӗрлекен Валентина ахӑлтатсах кулса ячӗ. Амӑшӗ те хӑрах аллипе тутине хупласа тепринпе Володя еннелле сулса, кулма пуҫларӗ:

— Ой, Вовка, вилӗн санпа… «Скопидом» терӗ вӑл.

— Скопидом пултӑр… Мӗне пӗлтерет вӑл — скопидом?

— Ҫавнашкал сӑмах пулнӑ… Ну, пур япалана та киле туртакан, тупра пухакан, капитал тӑвакан ҫынна ҫапла калаҫҫӗ.

— Апла пулсан, капиталист пекех пулать-и?

— Ҫавӑн пекех ӗнтӗ…

— Ҫук анне, — хутшӑнчӗ вӗреннӗ Валентина, — капиталист — вӑл питӗ пуян пулать, унӑн завод е фабрика пур, вӑл эксплуатацилет. Скопидом вӑл, мӗнле калас, единоличник пекки.

Володя нимӗн те чӗнмерӗ, стена еннелле, тепӗр аяккине ҫаврӑнса выртрӗ те, пуҫӗ ҫинченех витӗнчӗ; унтан каллех пуҫне кӑларса ыйхӑллӑ сассипе, ытларах хӑйне лӑплантарас тесе:
— Суять вӑл… — терӗ.
— Эпӗ единоличник-и вара? Эпӗ ача садне ҫӳретӗп…

Юлашки кунсенче Володя хӑйне калама ҫук аван тытать, амӑшӗпе Сонечка тӗлӗнеҫҫӗ кӑна. Сонечкӑна вӑл ҫӗнӗ градусник кайса пачӗ, анчах хӑйӗн чирӗ ҫинчен ҫӑвар та уҫмарӗ. Пӗр-икӗ кун Володя чӗркӗмӗл тумламӗпе опыт туса аппаланчӗ: коробка ӑшне вырнаҫтармалла туса картон касрӗ те, йӗри-тавра шӑтӑксем туса тухрӗ, кашни шӑтӑк тӗлне кӑранташпа цифрӑсем ҫырчӗ. Шӑтӑклӑ картонкине коробка ӑшне хучӗ. Чӗркӗмӗл тумламӗ шӑтӑк тӗлне чарӑнать, ҫавӑнпа Володя хӑйӗн компасне сехет тесе ят пачӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланса Володя ҫӗр айӗнче мӗн курнине те манса кайрӗ. Ҫапах та вырсарникун ҫывхарнӑҫемӗн ача ҫӗр айӗнчи тӗлӗнмелле ҫыру ҫинчен ытларах та ытларах шухӑшлама пуҫларӗ.

Ҫитменнине ку эрне пит вӑрӑма тӑсӑлчӗ тата. Володя шутланӑ тӑрӑх тахҫанах вырсарникун ҫитмелле ӗнтӗ, календарь ҫинче кӗҫнерникун ҫеҫ-ха…

— Анне, пирӗн календарь кая юлать, — кӳренет Володя. «Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе календарӗн пӗр листине татса илес мар-ши?» — шухӑшлать вӑл.

Акӑ ӗнтӗ кӗтнӗ кун та ҫитрӗ.

Шӑматкун Володя пит пӑшӑрханчӗ: амӑшӗ, ҫанталӑк япӑх пирки Кивӗ Карантина каяс мар тесен? Ҫумӑр ҫӑвать. Тинӗс пырӗ курӑнми пулчӗ. Митридат тӑвӗ ҫинчен пӑтранчӑк шыв кӗрлесе анать те, урамри акаци йывӑҫҫисем ҫумӗнчи лупашка тӑрӑх шӑнкӑртатса юхать. Усӑк туратлӑ акацисем йӗпеннӗ чӑхсем евӗрлех курӑнаҫҫӗ. Ӗмӗт татӑлнӑн туйӑнчӗ, каясси пулас ҫук ӗнтӗ.

Анчах вырсарникун ирхине Володя вӑранчӗ те, кантӑк витӗр сенкер тӳпе, ешӗл акацисен тӗк майлӑ тураттисене курчӗ. Аякра тинӗс те сенкер-симӗссӗн курӑнать, хӗрринче ҫеҫ, иртсе кайнӑ тӑвӑл хыҫҫӑн, сарӑрах пӑтранчӑк тӑрать.

— Ҫанӑн каяс килмест-и-мӗн? Ҫывӑрса юлтӑн-и? — шӳтлесе илчӗ амӑшӗ.

Хӑй праҫник тумне тӑхӑннӑ та ӗнтӗ. Валентина ҫавӑнтах тӗртсе илме те ӗлкӗрчӗ:

— Володя яланах ҫынна васкатать, хӑй пуринчен кайран пуҫтарӑнать, — терӗ.

Эх, ҫакнашкал кун ҫыхланма та кирлӗ марччӗ. Тинӗс ҫийӗн, хула ҫинче, Митридат тӑвӗ ҫинче ҫурхи сенкер тӳпе саркаланать. Хаҫатпа тирпейлӗ чӗркенӗ коробкӑра, кӗленче айӗнче чӗркӗмӗл тумламӗ чупать. Таҫта аякра, Кивӗ Карантина каякан автобуссем кӑшкӑртни илтӗнет.

Кунӗ калама ҫук аван пулас пек туйӑнать. Ҫулҫӳренсене ҫӗр айӗ кӗтет. Аппӑшӗ пулсан та, хӗрупраҫ кӳрентернине пӑхма кирлӗ мар пулӗ! Володя чӗнмерӗ.

Вӑл ҫӑварне хӑвӑрт шӑл тасатмалли щётка чикрӗ те, пикенсех шӑлӗсене сӑтӑрма пуҫларӗ. Калама ҫук тӑрӑшса тасатнипе, юнашар пукан ҫинче ҫакӑнса тӑракан Валя кӗпине пурпа пӗрӗхтерчӗ. Володя пӗр сӑмахсӑр хӑй курайми, никама та кирлӗ мар, мӗнпур ӗҫе пӑсакан ҫӗнӗ бантик-галстуклӑ матрос курткине тӑхӑнтарма ирӗк пачӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн сӗтел ҫинчи савӑт-сапана хӑй пуҫтарма тытӑнчӗ. Анчах ҫума… ҫума вӑл паян та килӗшмерӗ. Тӳррипе каласан, никам та ӑна хистемерӗ. Килте тахҫанах пӗлеҫҫӗ: Владимир тем тума та хатер — урай ҫума та, шӑлма та, вутӑ, кӑмрӑк ҫӗклеме те, лавккана кайса килме те, кӑмака хутма та, кирек те мӗн юсама та, анчах савӑт-сапа нихҫан та ҫуман, кӑна Володя арҫын ӗҫӗ мар тенӗ. Кунта ӳкӗтлени те усӑсӑр пулнӑ.

Пурте хатӗр ӗнтӗ, савӑт-сапасене ҫуса буфета лартнӑ, пӳлӗме тирпейленӗ.

Вӗсем Кивӗ Карантина тухса кайрӗҫ.

…Симӗс автобус тикӗс мар ҫул тӑрӑх сиккелесе вӗҫтерсе пырать. Автобусри пӗр япала та тӗк тӑмасть, пурте чӗриклетеҫҫӗ, халтӑртатаҫҫӗ. Анчах таса праҫник костюмӗсем тӑхӑннӑ арӑмӗсемпе, ачисемпе машина ӑшне кӗрсе тулнӑ пассажирсене ку пачах та кансӗрлемест. Вӗсем чӗрҫи ҫинчен шуса анакан ачисене ҫавӑрса илеҫҫӗ, автобус тӑрӑх кусакан баулсене тытаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ, анчах сӑмахӗсем, силленнӗ чух пырӗсенчен кулӑшла ӗклетсе, чӗтресе, темӗнле сиккеленчӗклӗн тухаҫҫӗ.

Кунашкал сиктернине Володя чунтанах кӑмӑлланӑ, мӗншӗн тесен пыртан тӗлӗнмелле сасӑсем кӑларма пулать. Анчах паян, яланхи пек, малти, водитель кабини ҫумӗнчи вырӑна йышӑнма ӗлкӗрнӗ Володьӑна канлӗ пулман. Вӑл чӗркӗмӗл тумламӗ хунӑ коробкӑна икӗ аллипе хӑй ҫумне пӑчӑртаса тытса пырать. Ҫавнашкал нуша курса тупнӑ хаклӑ чӗркӗмӗл коробкӑран сиксе тухтӑр-и-ха! Аллисем пушӑ мар пирки Володя ларкӑчран тытайман та, ҫавӑнпа ӑна, пӗрре ҫӳлелле ывӑтать, пружинлӑ сӑран минтер ҫинчен пӳске пек ҫӳлелле ыткӑнать, тепре тепӗр еннелле перӗнет, ҫапӑнать, ҫапах та вӑл хӑйӗн коробкине ҫирӗп пӑчӑртаса пырать.

— Эс, ачам, хулентерех тӗккелен! Вырӑнта ларма пултараймастӑн пулсан, аллусемпе ҫирӗпрех тыт, — канаш пачӗ юнашар ларакан ватӑ пулӑҫӑ. — Атту чӑтма ҫук — пӗрехмай ҫапӑнатӑн.

— Ма-а-ан… ни-и-мӗн-пе… ты-ы-ытма ҫук!

Ҫак тӗлте автобус ҫав тери хытӑ силлерӗ те, Володя чӗлхине ыраттармаллах ҫыртса илчӗ, вара вӑл ҫул тӑршшӗпех урӑх нимӗн те чӗнмерӗ.

Анчах мӗнпур асапа та, ача садӗнче, килте, ҫул ҫинче чӑтса ирттернисене пурне те, — кӗленчепе витнӗ ҫаврака коробкӑна Ваня Гриценкона тыттарсанах манса кайрӗ Володя.

— Мӗн ку сан? — тӗлӗнчӗ Ваня.

— Вырсарникун калани, — савӑнӑҫлӑн ӑнлантарчӗ Володя, коробки ҫинчен хутне илсе. — Чӗркӗмӗл сехечӗ! Пӗрре каланӑ — точка. Эпӗ ыттисем пек мар, хӑшпӗрисем сӑмах параҫҫӗ, кайран нимӗн те тумаҫҫӗ. Ме, тыт.

Ваня Володя аллинчен коробкӑна асӑрханса илчӗ те ӑшне пӑхса, кӑшт ҫеҫ тайӑлтарчӗ. Чӗркӗмӗл тумламӗ сасартӑках хӑйӗн виҫине улӑштарса, чееленсе куҫне хӗснӗ пек, коробка тӑрӑх кусса, номерлӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗ.

— «Саккӑр», — вуларӗ Ваня.

Володя коробкине хуллен тепӗр еннелле тайӑлтарчӗ тӗ, чӗркӗмӗл чупса тепӗр шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗ.

— «Вуниккӗ!» — пӗлтерчӗ Володя. — Эпӗ выляса илтӗм пулать.

— Ну юрӗ, кайран вылӑпӑр, халӗ каяс тенӗ ҫӗре каяр.

— Ҫавӑнта-и? — темӗнле вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен ыйтнӑ пек, сасартӑк пӑшӑлтатса ыйтрӗ Володя. — Пурне те хатӗрлерӗн-и?

— Ҫук тетӗн-им?.. Сана кӗтрӗм пулӗ…

— Калаҫса татӑлнӑ пек, пурте хатӗр-и?

— Халӗ санран килет. Хӑрамастӑн пулсан…

— Кам? Эпӗ-и? Эсӗ ху каялла ан чак.

— Мӗн? Эсӗ калаҫасса калаҫ та, анчах ытлашши ан палка…

— Эпӗ палкамастӑп. Пӗрре каланӑ пулсан, манӑн пурте пулать. Пӗркун: градусникрен кӑларса илетӗп, терӗм. Куратӑн-и — акӑ.

— Манӑн та ҫавах! калаҫса татӑлнӑ-тӑк — точка. Ҫакнашкал вӗсем пӗр пилӗк минут калаҫкаларӗҫ, пӗр-пӗрин умӗнче кирлӗ таран саркаланкаларӗҫ те, юлашкинчен хӑйсем аслӑ ӗҫе тивӗҫлине туйса, туссем тата тепӗр хут сӑмах татрӗҫ.

— Ну ҫитӗ, — терӗ Володя.

— Юрӗ, — килӗшрӗ Ваня.

Вӑл сыхланса йӗри-тавра пӑхрӗ те, Володьӑна кӑчӑк туртса, сарай енне пуҫне сулчӗ, унтан иккӗшӗ те сарая кӗрсе ҫухалчӗҫ.

— Вова, Ваня! Уҫӑлса ҫӳреме тинӗс ҫине атьӑр, — чӗнчӗ Валя, крыльца ҫинчен килхушшине анса:  — Иван мучи кимӗ илес тет. Ачасем, ӑҫта эсир?

Никам та ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ. Валя кӳренӳллӗн хулпуҫҫисене хускатрӗ те, пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

Гриценко мучи хӑй тухса ачасене кӑшкӑрчӗ, килкарти тавра шыраса тухрӗ, сарая та кӗрсе пӑхрӗ.

Ваньӑпа Володя ниҫта та курӑнмаҫҫӗ.

Гриценко мучи тинкерсерех пӑхнӑ пулсан, сарайран икӗ «летучая мышь» хунар тата стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпе ҫакмалли кантра ҫыххи ҫухалнине асӑрханӑ пулӗччӗ.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн тусӑмӑрсем тайлӑклӑ галерея тӑрӑх чул кӑларакан шахтӑна анса кайрӗҫ.

Ачасем хӑйсене кантрапа ҫыхрӗҫ, хунар ҫутрӗҫ. Ваня, асли тесе, малта пырать.

Куҫа йӑмӑхтаракан хӗвел ҫути хыҫҫӑн, ҫӗр айӗнчи тӗттӗмлӗх хӑрушӑ та тискеррӗн туйӑнчӗ. Ҫӗр айне шаларах, тарӑнтарах аннӑҫемӗн тӗттӗмлӗх ачасене тата ытларах хупласа илчӗ. Кӗмелли ҫутӑ шӑтӑк тахҫанах хыҫа юлчӗ, халӗ юлташсем тавра нимӗн те курӑнмасть, нӳрлӗ те пӑнтӑхнӑ сывлӑш ҫеҫ. Тӗксӗм хунар ҫути ҫак тӗттӗмлӗхре пачах ҫухалать, стенасем ҫинче ҫунатлӑ мӗлкесем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, сывлӑш сивӗннӗҫемӗн сивӗнет, нӳрленнӗҫемӗн нӳрленет. Хӑш чухне питҫӑмартисене тӗттӗмӗн сивӗ алли пырса тӗкӗннӗн туйӑнать. Ун чух ачасем хунарсене хӑвӑрт пуҫ тӗлне ҫӗклеҫҫӗ те, тӗттӗмӗн хура аллисем вӑхӑтлӑха юлташсене вӗҫертеҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи коридор кӗтессисене шуса, хунар ҫути ӳкмен чул хыҫне пытанаҫҫӗ. Пӗр тӗлте Володя хунара ҫӳле йӑтсан, хӑйӗн пичӗ тӗлӗнчех, стена ҫинче икӗ муклашка курчӗ. Вӗсем чышкӑ пысӑкӑш ҫеҫ, пӗчӗкҫӗ ҫӗмрӗк зонтик майлӑ. Кусем нетопыри текен ҫара ҫерҫисем пулнӑ. Володя хунарӗн ҫутинчен хӑранӑ ҫерҫисем ачасем тавра ҫаврӑнма пуҫларӗҫ; вӗсен ҫуначӗсем хускатнӑ сывлӑш ачасен питҫӑмартисене пурҫӑн пек ҫемҫен пырса сӗртӗнет. Ачасем ҫара ҫерҫисене хунарсемпе сире-сире яраҫҫӗ; пӗтӗм шахтӑна мӗлкӗсемпе ҫунатсем тулнӑн туйӑнать.

— Атя, чупар! — тесе кӑшкӑрчӗ те Ваня, вӗренпе ҫыхӑннӑ Володьӑна хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе малалла ыткӑнчӗ.

Вӗсем галерея кукӑрне чупса ҫитрӗҫ те, коридор-штрека кӗрсе, сывлӑш ҫавӑрса илме чарӑнчӗҫ. Ҫара ҫерҫисем кайра; штольнӑра юлчӗҫ.

— Итле-ха, — терӗ Ваня хайӗн юлташне, — эпир тӗрӗс килтӗмӗр-и? Вӑл вырӑна эс астӑватӑн-и?

Володя хӑй те иккӗленме пуҫларӗ, те тӗрӗс пыраҫҫӗ, те тӗрӗс мар. Пӗркун лайӑхах пӑхса илеймерӗ, ӑҫта-ха, ун чухне. Паян, анас умӗн, пурте ҫӑмӑл пек туйӑнать. Халӗ ҫӗр айӗнче, тӗттӗм ҫӗрте Володя нимӗн тума та аптрарӗ. Пуҫӗнче йӑлтах арпашса кайрӗ. Пӗркун туса хӑварнӑ паллӑсене вӑл пӗрне те тупаймарӗ.

Иккӗн ҫӗр айне анма кирлӗ марччӗ пулӗ. Ҫӳлте халӗ ҫав тери аван, ӑшӑ, хӗвел! Паян тӳпе те кӑн-кӑвак, тинӗс те яп-яка. Унта автобуссем, карапсем ҫӳреҫҫӗ, кайӑксем вӗҫеҫҫӗ, аван, кӑмӑллӑ ҫын мӗн чухлӗ, вӗсем кунта иккӗшех, ыттисенчен аякра, ҫӗр айӗнче ҫухалса ҫӳреҫҫӗ…

Иккӗшӗ те хайсене мӗнпур ҫутӑ тӗнчерен уйӑрнӑ тӑлӑх-турат пек туйрӗҫ. Йӗри-тавра хӑрушӑ шӑплӑх, ачасем сасӑпа калаҫма та шикленеҫҫӗ, ҫавӑнпа пӑшӑлтатса юмахлаҫҫӗ.

— Ак ӗнтӗ, — терӗ Ваня шӑппӑн, — ансассӑнах ҫул тупатӑп терӗн, халӗ ӑҫта ҫӳренине те пӗлместӗн. Ун чухне сана пирӗн ҫинчен ҫырни курӑннӑ пек кӑна туйӑннӑ пулӗ. Унашкал пулма пултараймасть.

— Мӗнле пулма пултараймасть, мӗнле пултараймасть? — ӗнентерме васкарӗ Володя.

— Эпӗ унашкал саспаллисене пурне те пӗлетӗп ӗнтӗ. Хам куҫпа хам куртӑм, ҫаплах ҫырнӑ: «В», унтан пӑнчӑ лартнӑ. Унтан: «Дубинин». Тата унтан «И» ҫырнӑ, каллех пӑнчӑ. Унтан «Гриценко». Ӑнланмалла ҫырнӑ.

— Ну, апла пулсан шыра!

— Тӑхта, Ваня. Халӗ, эп астӑватӑп, сулахаялла пӑрӑнмалла, унтан тӳрӗ, кайран кӑшт ҫутӑ пулать. Унта ӗлӗк шахтӑна анмалли вырӑн пулнӑ, халӗ ишӗлсе аннӑ. Ҫӳлти ҫутӑ ӳкет, ҫавӑнпа куртӑм эпӗ. Ӑнлантӑн-и? Яр-ха мана, хам малтан каям, эс ман хыҫҫӑн пыр.

Вӑл Ваньӑна хулпуҫҫипе сирсе, малалла иртрӗ. Ваня ун хыҫӗнчен утрӗ. Володя сулахайри коридора пӑрӑнчӗ, кӑшт кайсан чарӑнчӗ те, хунарне ҫурӑм хыҫне тытрӗ.

— Куратӑн-и? — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Малта, ҫӗр айӗнчи тӗттӗмлӗхре шӗвелекен сенкертерех ҫутӑ палӑрчӗ. Куртӑн-и? Каларӑм пулсан, ӑҫтине пӗлетӗп ӗнтӗ.

Ваня Володьӑна хулпуҫҫинчен ҫавӑрса тытрӗ:

— Тен, вӑл… Тен, унта… лешӗ!.. — хӑлхаран пӑшӑлтатса каларӗ вӑл Володьӑна. — Ҫынсем ҫав шурф ҫинчен мӗн каланине пӗлетӗн-и… Илтсе-и?..

— Ну, мӗнех вара? Нимӗн те мар… Атя кайса пӑхар. Эпӗ пӗркун нимӗн те асӑрхамарӑм. Атя, Ваня. Кайрӑмӑр.

Володя хӑюллӑн малалла утрӗ те кантрине карӑнтарса, хӑй хыҫҫӑн Ваньӑна сӗтӗрчӗ.

Коридорта утнӑҫемӗн ҫутӑлать; часах ачасем ҫӗр айӗнчи пысӑках мар ҫӗр хӑвӑлне пырса кӗчӗҫ, ҫӳлтен, пуҫ тӳпи тӗлӗнчи шӑтӑкран, кун ҫути ӳкет.

— Пӑх, — терӗ Володя хунарне чул стена патне ҫӗклесе. Ваня та хунарне ҫӗклерӗ.

Юлташсем шурӑрах рак хуран чулӗ ҫине тарӑн касса ҫырнӑ саспаллисем тӗлне пӗшкӗнчӗҫ. Нумай вӑхӑт иртнипе хӑш-пӗр саспаллисем катӑлкаланӑ.

— Ӑҫта эс кунта хӑвӑн ҫинчен ҫырнине тупрӑн? Ку «В» саспалли пулать-и?

Володя чӗнмерӗ.

Халӗ хунар ҫутинче вӑл хӑй те аван курать, пӗркун курнӑ «В» саспалли вырӑнне стена ҫинче хӗрри катӑлнӑ «Н» саспалли пулнӑ. Ҫапах та Ваня унӑн кӗҫӗн юлташӗ пӗр саспаллисӗр пуҫне урӑх пачах йӑнӑшманнине халӗ ӑнланчӗ, тутисене хускаткаласа вунӑ хут та пулӗ:
Н. Дубинин. И. Гриценко. — тесе вуларӗ Ваня, стена ҫине ҫырнине.

— Володя, — терӗ вӑл сасартӑк шӑппӑн, — эпир иксӗмӗр те айван-ҫке! Кӑна пирӗн ҫинчен ҫырман. Пирӗн пуҫсем халиччен ӑҫта пулнӑ? Кӑна манӑн аттепе санӑн аҫу ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсем кунта, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, шуррисенчен пытаннӑ. Вӗсем кунта партизан пулнӑ. Акӑ куртӑн-и? «И. Гриценко» — Иван Гриценко пулать, манӑн атте. Ак ку, куртӑн-и: «Н. Дубинин» — ку Никифор пичче, санӑн аҫу. Ӑнлантӑн-и халь?

— Вӗсем ҫакӑнта ҫапӑҫнӑ-и? — хумханнипе сывлӑшӗ пӳлӗнсе ыйтрӗ Володя.

— Паллах, ҫакӑнта. Мана пӗррехинче атте каласа панӑччӗ… Анчах вӑл пирӗн каласа пама питех юратмасть. Ку штольнӑсене никам та кӗмест. Таҫта кунта шуррисене пытарнӑ… Ну, ҫапӑҫура вӗлернисене… Ҫавӑнпа тӗрлӗ юмах ҫӳрет…

— Эпир халех кайӑпӑр та, мӗн курнине каласа кӑтартӑпӑр, — сӗнӳ пачӗ Володя.

— Калама кирлӗ мар пулӗ, — килӗшмерӗ Ваня. — Пире кунта ҫӳреме хушмаҫҫӗ вӗт, кунта нихҫан та анма хушман.

— Ҫапах та каласан авантарах пулӗ.

— Хӗнемӗҫ-и?

— Ак тата, тупнӑ хӑрама… Сана хӗнеҫҫӗ-им?

— Ҫу-ук… Кӑҫал пӗрре те хӗнемен, — аса илчӗ Ваня.

— Мана та хӗнемеҫҫӗ. Пулкалать хӑш чух, анне мана питех ҫилленсе ҫитсен пӗрер тӳплеттерсе илкелет ӗнтӗ.

— Ҫук, никама та каламасан авантарах пулать, — терӗ Ваня, шухӑша кайса. — Кунта ӗҫ пире ятланинче мар, ан тив, пирӗн иксӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑх пултӑр. Эпир ун ҫинчен никама та каламӑпӑр, кунта иксӗмӗр выляма ҫӳрӗпӗр.

— Юрать, — килӗшрӗ Володя. Кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн: — Ҫук, ҫапах та эпӗ, аттене курсан, йӑлтах ыйтса пӗлетӗп, — терӗ. Эпӗ унран темиҫе хут та ыйтнӑ, вӑл ялан: «Кӑшт тӑхта, ҫитӗнсен пурне те каласа парӑп» — тет. — Вӑл часах ак, тинӗс тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Мурманска таврӑнать, эпир аннепе унта каятпӑр. Эпӗ унта пурне те ыйтса пӗлетӗп.

— Унччен — никама та, пӗр сӑмах та ан кала.

— Каламастӑп.

— Асту!

— Ан шиклен…

— Кавар?

— Кавар.

Хунарӑн сарӑрах ҫути, ҫӳлтен, ҫӗр ҫинчен ӳкекен сенкертерех ҫутӑпа пӗрлешсен, ҫӗр айӗнче темӗнле икӗ тӗслӗ тӗлӗнмелле тӗксӗм курӑнса кайрӗ.

Ҫӳлтен пӗр сас-чӳ те илтӗнмест.

Чул хушӑкӗсем витӗр юхса кӗрекен шыв шӑнкӑртатни ҫеҫ илтӗнет.

Хунарсене ҫывхартса, пуҫӗсене стена ҫумне тайса, ачасем нумайччен ҫӗр айӗнчи шахтӑра тӑчӗҫ, тата темиҫе хутчен чул ҫине касса йӗрленине — ашшӗсен паттӑр та хастар, ҫамрӑк чухнехи илемлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнине вуларӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней