Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 9-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.05 23:48

Предложений: 372; Слово: 3240

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Каҫ пулас умӗн Андрей Разметнов хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ чухӑнсенчен тунӑ пулӑшу ушкӑнне килӗсене салатрӗ, раскулачить тунӑ Гаевӑн картишӗнчен конфискациленӗ пурлӑха юлашки лав ҫине тиесе Титок килне, кулаксен пурлӑхӗсене пурне те турттарса пуҫтарнӑ ҫӗре, ӑсатрӗ, хӑй ял Советне кайрӗ. Вӗсем паян Давыдовпа пуху пуҫланиччен пӗр сехет маларах тӗл пуласси ҫинчен ирхинех калаҫса татӑлнӑччӗ.

Андрей, ял Совечӗн кӗтесри пӳлӗмӗнче ҫутӑ пуррине тултанах курнӑскер, алӑка яриех уҫса кӗчӗ. Сасса илтнӗ Давыдов ҫырмалли пӗчӗк кӗнеки ҫинчен шурӑ тутӑр татӑкӗпе ҫыхса лартнӑ пуҫне ҫӗклерӗ те йӑл кулса илчӗ.

— Акӑ, Разметнов та ҫитрӗ. Лар, эпир кулаксем патӗнче мӗн чухлӗ тырӑ тупнине шутлатпӑр-ха. Ну, санӑн мӗнле, ӑнӑҫлах иртрӗ-и?

— Ӑнӑҫлах… Мӗн эсӗ, пуҫна ҫыхса лартнӑ?

Нагульнов, хаҫат хутӗнчен лампа ҫине ҫакма абажур хайласа лараканскер, калас килмен ҫӗртенех:
— Ӑна Титок ҫапла турӗ. Тиркӗчпе. Титокне эпӗ Захарченко патне ГПУ-на ӑсатрӑм, — терӗ.

— Тӑхта, халех каласа парӑпӑр, — Давыдов сӗтел ҫинчи шут шӑрҫине айккинелле шутарса хучӗ. — Ҫӗр те вунпиллӗк хур. Пулчӗ-и? Ҫӗр те саккӑр…

— Чим-ха! Чим! — канӑҫсӑррӑн мӑкӑртатма тытӑнчӗ Нагульнов, шутӑн пӗчӗк ҫеҫ шӑрҫисене пӳрнипе хуллен кӑна шутаркаласа.

Андрей вӗсем ҫине пӑхса илчӗ, унтан, тути хӗррисене чӗтрентерсе, уҫӑмсӑр сассипе:
— Урӑх ӗҫлеместӗп, — терӗ.

— Епле ӗҫлеместӗн? Ӑҫта? — Нагульнов шутне айккинерех илсе хучӗ.

— Раскулачить тума урӑх каймастӑп. Ну, мӗн куҫусене чарса пӑрахрӑн? Тытамака ерме шутламастӑн пуль те?

— Ӳсӗр мар пуль-ҫке эсӗ? — Давыдов Андрейӗн тарӑхнипе тем тума та хатӗр сӑн-пичӗ ҫине шиклӗн тинкерсе пӑхрӗ. — Мӗн пулчӗ сана? Мӗне пӗлтерет ку — ӗҫлеместӗп тени?

— Давыдовӑн лӑпкӑ та ҫинҫерех сассине илтсен, Андрей урсах кайрӗ, вӑл, пӳлӗне-пӳлӗне, пӑлханнипе кӑшкӑрса калаҫма пуҫларӗ:

— Эпӗ ун пек вӗренмен! Эпӗ… Эпӗ… пӗчӗк ачасемпе ҫапӑҫма вӗренмен!.. Фронтра — урӑхла ӗҫ! Унта кирек кама та хӗҫпе е мӗнпе килчӗ унпа… Каймастӑп.

Андрейӗн сасси, туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх евӗр хальтен халь татӑлса каясла, ҫинҫереххӗн те ҫинҫереххӗн янӑрама пуҫларӗ. Унтан хӑйӑлтатса сывласа ячӗ те кӗтмен ҫӗртенех хулӑн саспа пӑшӑлтатма тапратрӗ:

— Ара ӗҫ пулать-и ку? Эпӗ мӗн? Пуҫкасакан-и елле? Е манӑн чӗрене чул муклашкинчен туса янӑ-и? Вӑрҫӑ ахаль те манӑн чӗре тӗпнех кӗрсе ларнӑ… — унтан каллех кӑшкӑрма тытӑнчӗ:  — Гаевӑн вунпӗр ача! Вӗсем эпир пырса кӗнӗ-кӗменех йӗме, ҫухӑрашма тытӑнчӗҫ! Манӑн ҫӳҫ-пуҫ чӑшӑлах вирелле тӑчӗ, ҫӗлӗк ҫӗкленет. Эпир ҫавсене пӳртрен хӑваласа кӑларма тапратрӑмӑр… Ну, вара эпӗ куҫӑмсене хупса хӑлхасене питӗртӗм те картишне тухса тартӑм! Хӗрарӑмӗсем — вилнӗпе пӗрех, кинне… ачисене шыв сапса тӑна кӗртрӗҫ…

— Эсӗ эппин йӗрсех яр! Вӑл ҫӑмӑллатать, — канаш пачӗ Нагульнов, ялкӑшма тытӑннӑ куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, питҫӑмартинчи кӑрт та кӑрт туртӑнкаласа илекен мускулне алтупанӗпе тӑртанса кайичченех чӑмӑртаса тытса.

— Йӗретӗп те! Эпӗ, тен, хамӑн ывӑлӑма… — Андрей пӳлӗнсе ларчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӑртах сӗтеле тӳртен ҫавӑрӑнса тӑчӗ.

Пурте шӑпах пулчӗҫ.

Давыдов ерипен пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ. Унӑн ҫыхман хӑрах питҫӑмартине те ҫавӑн пекех ерипен тӗксӗм кӑвак сӑн килсе ҫапрӗ, хӑлхи шуралма пуҫларӗ. Вӑл Андрей умне пырса тӑчӗ, ӑна хулпуҫҫинчен вӑрт ҫеҫ ҫавӑрса тӑратрӗ. Йывӑррӑн пӑхакан куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, антӑхса кайса, калаҫма тытӑнчӗ.

— Эсӗ вӗсене хӗрхенетӗн… Шеллетӗн. Анчах вӗсем пире хӗрхеннӗ-и? Пирӗн ачасен куҫҫулӗсене курсан, тӑшмансем макӑрнӑ-и? Ашшӗсене вӗлерсе тӑлӑха хӑварнӑ ачасене курсан макӑрнӑ-ши? Ну? Манӑн аттене, заводра забастовка тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен кӑларса пӑрахрӗҫ, ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре ячӗҫ… Анне аллинче эпир тӑватӑ ача тӑрса юлтӑмӑр… асли, эпӗ, ун чухне тӑхӑр ҫулта пулнӑ… Ҫимелли нимӗнт те ҫукчӗ, вара анне… Эсӗ кунталла пӑх! Пире выҫӑ вӗлерес мар тесе, анне урам тӑрӑх кайрӗ! Пирӗн пӗчӗк пӳлӗме — подвалта пурӑнаттӑмӑр — хӑна ертсе килет. Пӗр кровать юлнӑччӗ… Эпир чаршав хыҫӗнче… урайӗнче… Эпӗ тӑхӑр ҫулта… Аннепе пӗрле ӳсӗр ҫынсем пыратчӗҫ… Эпӗ, хамӑн пӗчӗк йӑмӑксем ан ӳлеччӗр тесе, ҫӑварӗсене хуплаттӑм… Пирӗн куҫҫулӗсене кам шӑлса типӗтнӗ? Илтетӗн-и эсӗ?.. Ирхине ҫав ылханлӑ пӗр тенкӗпе… — Давыдов хӑйӗн хытса куштӑрканӑ ывӑҫ тупанне Андрей куҫӗ умне тытса кӑтартрӗ, шӑлӗсене асаплӑн шатӑртаттарса илчӗ, — анне ӗҫлесе тупнӑ пӗр тенкӗне чикетӗп те ҫӑкӑр илме тухса каятӑп… — Ҫав самантрах хӑй сасартӑк, тӑхлан шӑратса тултарнӑ шакӑлчӑк шӑммине вӑркӑнтарнӑ пек, чышкипе сӗтел ҫине ҫапрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:  — Эсӗ!.. Епле хӗрхенме пултаратӑн-ха эсӗ?!

Каллех шӑп пулса тӑчӗҫ. Нагульнов, чӗрнисене сӗтел виттине тӑрӑнтарнӑ та, хурчка хӑй пусса антарнӑ кайӑка тытса тӑнӑ пек, ӑна ҫатӑрласа тытса тӑрать. Андрей чӗнмест. Йывӑррӑн, ӗсӗкле-ӗсӗкле сывласа, Давыдов пӗр минут хушши пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, унтан Андрее хулпуҫҫинчен ыталаса илчӗ те унпала пӗрле сак ҫине кайса ларчӗ, урмӑшарах панӑ сассипе ҫапла каларӗ:

— Эккей, ухмах та-ҫке эсӗ! Килсе кӗтӗн те, пуҫларӑн кӑшкӑрашма: «Ӗҫлеместӗп… ачасем… хӗрхенетӗп…» Ну, тӑна кӗр-ха, мӗн-мӗн каласа тӑкмарӑн эсӗ! Калаҫар-ха. Килӗсенчен хӑваласа кӑларакан кулаксене шеллеме пуҫларӑн апла? Тупнӑ шеллемелли! Пире пурнӑҫ тума ан чӑрмантарччӑр тесе, ун пек-кун пек япаласем… малашне ан пулччӑр тесе, килӗсенчен кӑларса яратпӑр вӗсене… Эсӗ — Гремячири совет влаҫӗ, манӑн вара сана агитацилесе тӑмалла! — унтан, аран-аран, вӑйпа тӑрӑшсах, йӑл кулса илчӗ. — Соловкине, шуйттан чиккине, ӑсататпӑр вӗсене. Унта та вилмеҫҫӗ вӗсем: ӗҫлесен тӑрантаратпӑр. Пурнӑҫа туса ҫитерсен, ҫав ачасем ун чухне кулак ачисем пулмӗҫ вара. Рабочи класс вӗсене ҫӗнӗлле вӗрентсе ҫитӗнтерӗ. — Пирус пачкине кӑларчӗ те, чӗтрекен пӳрнисемпе пируса ниепле те чӗпӗтсе илеймесӗр, чылайччен аппаланса тӑчӗ.

Андрей Нагульновӑн вилӗм тӗслӗ ҫурхах карса илме пуҫланӑ сӑн-пичӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхать. Давыдов кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ. Ҫав самантрах, трамплин ҫӗклесе ыткӑнтарнӑ пек, Нагульнов та сиксе тӑчӗ.

— Ҫӗлен! — хыттӑн сывласа ячӗ вӑл, чышкисене чӑмӑртаса. — Ҫапла ӗҫлетӗн-и эсӗ революцишӗн? Хӗр-хе-не-тӗн? Хам пулсан-и… ман ума халех акӑ, ваттисене, ачи-пӑчине, хӗрарӑмӗсене пинӗ-пинӗпе тӑратса тух. Ҫавсене революцишӗн ҫунтарса тӑкмалла, те… Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.

— Ан кӑшкӑр-ха эсӗ! Лар! — шартах сикрӗ Давыдов. Андрей, пукана кӗптӗр-кептӗр тӳнтерсе ярса, Нагульнов патне ҫитсе тӑчӗ, анчах лешӗ стена ҫумне пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне хыҫалалла каҫӑртса хучӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахрӗ, вара мӗкӗрекен сассине тӑстарса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Касса пӑрахатӑ-ӑ-п!.. — хӑй, ҫав хушӑра хӗҫ йӗннине шыра-шыра, сулахай аллипе сывлӑша ывӑҫларӗ, сылтӑммипе куҫа курӑнман хӗҫӗ эфесне чӗтревлӗн хыпашласа, тайӑлса кайрӗ.

Андрей ӑна пырса тытма ӗлкӗрчӗ, вӑл Макарӑн йывӑрланса кайнӑ ӳт-пӗвӗнче мӗнпур мускулӗсем епле хӑрушла тӑвӑнса ҫитнине, урисем хурҫӑ пружина пек тапса тӑсӑлнине туйса илчӗ.

— Тытамак тытса пӑрахрӗ… Урисене тытса тӑр!.. — тесе кӑшкӑрма кӑна ӗлкӗрчӗ Андрей Давыдова.

* * *

Вӗсем шкула пырса кӗнӗ чухне унта пухӑва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑп-туллиех чыхӑнса тулнӑ. Пурне те вырнаҫса ларма вырӑн та ҫитмест. Казаксем, хӗрарӑмсемпе хӗрупраҫсем коридорта, крыльца ҫинче хӗсӗнкелесе тӑраҫҫӗ. Яриех уҫса пӑрахнӑ алӑк анинчен, табак тӗтӗмӗпе хутшӑнса, тулалла пӑс йӑсӑрланса тухать.

Шурса кайнӑ Нагульновӑн ванса пӗтнӗ тути хӗррисем ҫине юн хытса ларнӑ, вӑл коридор тӑрӑх чи малта утса пырать. Хыттӑн таплаттарса утнӑран, ун урисем айӗнче хӗвелҫаврӑнӑш хупписем чӑштӑртатса юлаҫҫӗ. Казаксем, ӑна ҫул парса, ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Давыдова курсан, пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ.

— Ҫакӑ-и-ха вӑл, Давыдов? — хыттӑнах ыйтрӗ чечеклӗ шаль тутри ҫыхнӑ хӗр, хӗвелҫаврӑнӑш тултарса тытнӑ сӑмса тутрипе Давыдов ҫинелле тӗллесе.

— Пальтопа… Хӑй пысӑках та мар тата.

— Пысӑках мар пулин те ҫирӗп, пӑх-ха, мӑйӗ мӗнле унӑн, самӑр вӑкӑрӑнни пекех авӑ! Пирӗн пата йӑх ӗрчетмех ярса панӑ, — кулса ячӗ пӗр хӗрарӑмӗ, ҫап-ҫаврака кӑвак куҫӗсене хӗссе Давыдов ҫине пӑхнӑ май.

— Сарлака хулпуҫҫиллӗскер хӑй, пин шучӗпе килни. Ку вара аванах ыталать пулӗ, хӗрсем, — тесе хучӗ, именме пӗлмесӗр, салтак арӑмӗ Натали, сӑрланӑ куҫхаршисене выляткаласа.

— Пуҫӗнчен сӑхса пӗтернӗ те пулас ӑна? Ҫыхса лартнӑ…

— Вӑл шӑлӗсем ыратнӑран пулӗ-ха…

— Ҫук, Титок ӑна…

— Хӗрсем! Мӗн эсир ютран килнӗ ҫын ҫине куҫӑрсене чарсах пӑхатӑр ҫак? — Ҫамрӑках мар казак, ӳчӗ кӑвакаричченех хырӑнса якалнӑскер, ахӑлтатса кулса, пӗр кӗтӳ хӗре вӑрӑм аллисемпе ыталаса илчӗ те пурне те стена ҫумнелле хупӑрласа пычӗ. Кӗҫех ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Хайхи казак ҫурӑмӗ ҫинче хӗрсен чышкисем параппанла тӳплеттерсе вылянма пикенчӗҫ.

Давыдов класс алӑкӗ патне хӗсӗнкелесе ҫитнӗ ҫӗре тарласах кайрӗ. Кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, сухан, махорка шӑршипе сывлать. Хӗрсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсенчен арча тӗпӗсенче нумайранпа выртнӑ ҫи-пуҫсен уҫӑ тутлӑ шӑрши, писев шӑрши перет. Шкулта, пыл хурчӗсем сӗрленӗ евӗр, уҫҫӑнах янӑраман Шӑв-шав сӗрлесе тӑрать. Ара, ҫыннисем хӑйсем те ӗнтӗ, ҫӑвӑр ярса вӗллерен уйӑрӑлса тухнӑ хуртсем хӗвӗшсе тӑракан хура чӑмӑркка майлах йӑшӑлтатаҫҫӗ.

— Хӗрсем ҫивӗч вара сирӗн, — терӗ Давыдов именсе, сцена ҫине хӑпарнӑ май.

Ҫӳхе хӑмасем ҫапса тунӑ сцена ҫинче икӗ партӑна вӗҫе-вӗҫӗн лартнӑ. Давыдовпа Нагульнов ларчӗҫ. Разметнов пухӑва уҫрӗ. Президиума пӗр чӑрмавсӑрах суйларӗҫ.

— Колхоз ҫинчен каласа пама парти райкомӗн уполномоченнӑйне, Давыдов юлташа, сӑмах паратпӑр, — Разметнов сасси шӑпланчӗ, хушӑран хыттӑн шавлани те чаксах пычӗ.

Давыдов ура ҫине тӑчӗ, пуҫӗнчи суранне ҫыхнӑ тутӑра тӳрлетрӗ. Вӑл ҫур сехете яхӑн каларӗ, юлашкинчен унӑн сасси хӑйӑлтатакан пулчӗ. Пуху шӑпӑртах ларчӗ. Сывлӑш пӑчӑхланса пыни ытларах та ытларах сисӗнме пуҫларӗ. Икӗ лампӑн тӗксӗммӗн ҫунакан ҫутинче Давыдов малти йӗркесенчи ҫынсен чӑм тара ӳкнипе йӑлтӑртатакан сӑн-пичӗсене курать, лерелле вара пурне те ҫурма сӗмлӗх хупласа тӑрать. Унӑн сӑмахне пӗрре те пӳлмерӗҫ, анчах каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн шывпа ларакан стакан патнелле аллине тӑссан, вӑйлӑ ҫумӑр пекех, ыйтусем тӑкӑнма пуҫларӗҫ.

— Пӗтӗм пурлӑха пӗрлештермелле пулать-и?

— Пӳртсене тата?

— Колхоз вӑл вӑхӑтлӑха-и е ӗмӗрлӗхех-и?

— Пӗччен хуҫалӑхпа юлнисене мӗн тӑваҫҫӗ?

— Вӗсен ҫӗрӗсене туртса илмеҫҫӗ-и?

— Апатне пӗрле ҫимелле пулать-и?

Давыдов чылай вӑхӑт хушши йӗркеллӗн, ӑнланмалла ответсем пачӗ. Ялхуҫалӑхӗнчи кӑткӑс ыйтусем пирки сӑмах тапратсан, ӑна Нагульновпа Андрей пулӑшса пычӗҫ. Примерлӑ устав вуласа пачӗҫ, апла пулин те ыйтусем пама чарӑнмарӗҫ. Юлашкинчен вӑта ҫӗрти ретре ларакан казак, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, тӑчӗ. Вӑл хура кӗске кӗрӗкне йӳле янӑ. Сӑмах пама ыйтрӗ. Ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути тилӗ тир ҫӗлӗкӗ ҫинелле чалӑшшӑн ӳкет, ҫӗлӗкӗн хӗп-хӗрлӗ ҫӑм пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ те, вӗсенчен тӗтӗм тухнӑ пек туйӑнса каять.

— Эпӗ, ҫӗр ӗҫлекен вӑтам хресчен, ҫапла калатӑп, граждансем: колхоз вӑл, чӑнах та ӗнтӗ, калаҫмалли те ҫук, лайӑх япала, анчах ку ӗҫре питӗ хытӑ шухӑшласа пӑхас пулать! Кунта — лӑпӑр-лапӑр пиҫнӗ, хуҫнӑ — лар та ҫи, тенӗ пек тума юрамасть. Парти янӑ уполномоченнӑй юлташ ҫапла каларӗ: вӑйӑрсене пӗр ҫӗре пӗрлештерсен те пайти пулать. Ленин юлташ та ҫапла каланӑ, терӗ. Уполномоченнӑй юлташ ялхуҫалӑхӗнчи ӗҫсене сахал ӑнланать, хӑй рабочи пурнӑҫӗпе пурӑннӑ пирки вӑл плуг хыҫҫӑн утса курман пулмалла, тен, вӑкӑр патне хӑш енчен пырса тӑмаллине те пӗлмест пулӗ-ха. Ҫакна пула кӑштах йӑнӑшрӗ те. Ман шухӑшӑмпа ҫынсене колхоза акӑ мӗнле пӗрлештермелле: кам ӗҫчен тата выльӑх-чӗрлӗх тытать — ҫавсене пӗр колхоза, чухӑннисене — тепӗр колхоза, пуяннисене — каламасӑрах паллӑ, чи кахаллисене вара ялтан кӑларса ямалла, вӗсене ГПУ ӗҫлеме вӗренттӗр. Ҫынсене пӗр купана купаласа хунипе усси пурпӗрех пулас ҫук, юмахри евӗрлӗ кӑна пулса тухӗ: акӑш вӗҫме хӑтланать, ракӗ ӑна хӳринчен ярса тытнӑ та каялла сӗтӗрет, ҫӑрттанӗ тата — шуйттанланса кайнӑскер, шывалла туртать…

Ҫак сӑмахсене пуху тытӑнчӑклӑн кулкаласа ирттерсе ячӗ. Хыҫалта пӗр хӗр ҫариех ҫухӑрса ярсан, тахши ӑна ҫав самантрах хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Эсир унта, чараксӑррисем! Тухса кайнӑ пултӑр кунтан!

Тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хуҫи пӗчӗк тутрипе ҫамкине тата тути хӗррисене шӑлса типӗтрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать. Ун пек хуҫа вӑкӑрсене вӑй тӗлӗшпе те, ҫӳлӗшӗ енчен те пӗртаннисене суйласа илет.

Танмаррисене пӗрле кӳлсе пӑх-ха, мӗн пулса тухать? Вӑйлӑраххи — малта пырать, вӑйсӑрри — чарӑнса тӑрать, ун пирки вара вӑйлин те ирӗксӗрех чарӑнса тӑма тивет. Мӗнле ӗҫлӗн вӗсемпе? Юлташ кунта ҫапла каларӗ: кулаксемсӗр пуҫне пӗтӗм хуторӗпех пӗр колхоза кӗмелле, терӗ. Ун пек тусан: Титпала Афанас, ярӑр пире уйӑрса, пӗр-пӗринчен хӑпӑнас!.. — тенӗ пекех пулса тухӗ.

Любишкин ура ҫине тӑчӗ, икӗ ҫунат евӗр сарӑлса тӑракан хура мӑйӑхне хускаткаласа илчӗ, сӑмах калакан ҫын еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Тепӗр чухне эсӗ, Кузьма, ҫав тери тутлӑ та хитре калаҫатӑн! Хӗрарӑм пулас пулсан — ӗмӗр тӑршшӗпех сан сӑмахна итлесе пурӑннӑ пулӑттӑм! (Ҫынсем кулкалани хуллен кӑна илтӗнсе кайрӗ.) Пухӑва эсӗ Палага Кузьмичевӑна ӳкӗтленӗ пекех ӳкӗтлетӗн…

Пурте пӗр харӑс кӗрлесе кулса ячӗҫ. Лампӑран шӗвӗр ҫулӑм сӑнни ҫӗлен пек явӑнса ялтӑрах ҫиҫсе тухрӗ. Тӗксе каланӑ ҫак сӑмаха пӗтӗм пуху ӑнланчӗ, унта темскер намӑслантармалли-кулмалли пур пулмалла. Нагульнов та пулин куҫӗсемпе йӑл кулса илчӗ. Давыдов ҫынсем мӗншӗн кулнин сӑлтавне ыйтса пӗлме шутларӗ кӑначчӗ, ҫав вӑхӑтра сасӑсен шӑв-шавне Любишкин кӑшкӑрса ҫӗнтерчӗ:

— Сассу — хӑвӑнах, анчах юрру — санӑн мар! Сана, паллах, лайӑх ҫынсене суйласа илсен аван. Ун пек тума эсӗ Фрол Рваный патӗнче, машина юлташлӑхӗнче тӑнӑ чухне вӗренсе ҫитнӗ пулмалла. Двигателе сирӗнне пӗлтӗрех туртса илнӗччӗ. Халь акӑ эпир санӑн Фролна та вутпа-ҫулӑмпах, пырши-пакарти таранах тустарса тӑкрӑмӑр! Эсир Фролӑн двигателӗ тавра пухӑннӑччӗ, вӑл та колхоз пекчӗ, анчах колхозӗ кулаклаччӗ. Авӑн ҫапнӑшӑн мӗн чухлӗ сӑптӑрса илнине манман-и-ха эсӗ? Саккӑрмӗш пӑтне марччӗ-и? Санӑн, тен, халӗ те ҫаплах, пуяннисем ҫумне пырса таянас килет пулӗ-ха…

Тытса чармалла мар шавласа кайнӑ халӑха Разметнов аран-аран йӗркене кӳртрӗ. Апла пулин те тарӑхса каланӑ сӑмахсем ҫурхи пӑрлӑ ҫумӑр пекех пӗрхӗнсе тӑчӗҫ:

— Ҫапла ҫав эсир, эртел хӳттипе пуйса пурӑнтӑр!

— Тракторпа кӑна пыйтӑсене таптаса петӗреймӗн!

— Санӑн чӗрӳне кулаксем пӗҫернӗ!

— Ҫуласа илӗр ҫавна!

— Санӑн пуҫупа хӗвелҫаврӑнӑш ҫапмалла! Малалла вӑйсӑртарах вӑтам хресчен Николай Люшня сӑмах илчӗ.

— Эсӗ пренисем туса ан тӑр. Ӗҫӗ ахалех паллӑ кунта, — асӑрхаттарчӗ ӑна Нагульнов.

— Мӗнле апла? Тен, эпӗ шӑпах пренире чӑм тара укесшӗн? Е манӑн сан шухӑшна хирӗҫлесе калаҫма та юрамасть-и? Эпӗ ҫапла калатӑп: колхоз вӑл — хӑвӑн ирӗкӳпе тумалли япала, кӗрессӳ килсен — кӗр, аякран курассу килсен — аякран пӑхса тӑр. Эпир, акӑ, аякран пӑхса тӑрас тетпӗр.

— Камсем вӗсем «эпир»? — ыйтрӗ Давыдов.

— Ҫӗрӗҫлекенсем.

— Эсӗ, мучи, хӑвшӑн кала. Никам та чӗлхине сутӑн илмен, хӑйсенне хӑйсемех калӗҫ.

— Хамшӑн та калама пултаратӑп. Хамшӑн калатӑп та. Эпӗ колхоз пурнӑҫӗ епле аталанса кайнине курасшӑн. Лайӑх пулсан ҫырӑнатӑп, лайӑх пулмасан — мӗн тума пуҫа пырса чикетӗп-ха эпӗ унта? Пулӑ ҫеҫ ухмах, хӑех шакка пырса кӗрет…

— Тӗрӗс!

— Тӑхтар-ха кӗме!

— Ан тив ыттисем ҫӗнӗ пурнӑҫа тутанса пӑхчӑр!

— Пурте вӑштах кӗрсе кайӑр! Мӗн тутанса тӑмалли пур.

— Ахваткина сӑмах паратпӑр. Кала.

— Эпӗ, хаклӑ граждансем, хам пирки калатӑп: акӑ эпир, тӑван пиччепе, Петӗрпе пӗрле пурӑнаттӑмӑрччӗ. Анчах килӗштереймерӗмӗр! Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе тӗркӗшме тытӑнчӗҫ те, шыв сапса та уйӑрма ҫукчӗ, тыта-тыта туртса уйӑраттӑмӑр. Тепӗр чух тата хамӑр та Петӗрпе хирӗҫсе каяттӑмӑр. Кунта авӑ пӗтӗм хутора пӗр купана йӑвантарасшӑн! Вара унта вӗҫне-хӗрне те тупса пӗтереймӗн. Хире суха тума тухсан, ҫапӑҫу тапранатех. Иван манӑн вӑкӑрсене ытлашши хытӑ хӑваласа ураран ӳкерӗ, эпӗ унӑн лашисене астуса ҫитереймӗп. Кунта милицин ниҫта тухмасӑрах пурӑнма тивӗ. Кашниннех ҫӑвар тулли лӑймака пулӗ. Пӗри ытларах ӗҫлӗ, тепри сахалтарах. Ӗҫӗ пирӗн тӗрлӗрен тивет, заводра станок умӗнче тӑрасси мар. Унта сакӑр сехет тӑрса ирттертӗн — туюна хӗстер те тухса ут…

— Эсӗ хӑҫан та пулин заводра пулнӑ-и?

— Эпӗ, Давыдов юлташ, пулман, анчах пӗлетӗп.

— Нимӗн те пӗлместӗн эсӗ рабочи ҫинчен! Пулман та, курман та пулсан, мӗн хӑв чӗлхӳне ахалех ҫӗтӗлтерсе тӑратӑн? Рабочи туя хӗстерсе ҫӳрет тени вӑл — кулаксем калакан сӑмах!

— Ну, туясӑр пулсан та: ӗҫлесе пӗтертӗн, тух та ут. Эпир пур, тул ҫутӑличченех тӑрса сухалама тытӑнатпӑр. Ҫӗрлеччен хӗрӗх хут тар юхтаратпӑр, урасенче чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш юнлӑ хӑмпӑсем хӑпарса тухаҫҫӗ. Ҫӗрле тата вӑкӑрсене ҫитерме каймалла: выҫӑ выльӑх плуга туртаймасть. Эпӗ колхозра тӑрӑшса ӗҫлем, тепри вара, пирӗн Колыба пекки, суха йӑранӗ ҫинче ыйӑха персе выртӗ. Совет влаҫӗ чухӑнсем хушшинче кахалсем ҫук, ӑна кулаксем шухӑшласа кӑларнӑ, тет пулин те, вӑл тӗрӗс мар. Колыба пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса ирттерчӗ. Вӑл, шартлама сивӗрен хӑтӑлас тесе, кӑмака ҫине хӑпарса выртнӑ та, вӑрӑм урисене алӑк патнелле тӑсса янӑ. Ир тӗлне вара урисене пас тытса лартнӑ, аяк пӗрчине — кирпӗч пӗҫертнӗ. Ҫав тери кахалланса ҫитнине тула тухма та ӳркенекен пулса ҫитнӗ. Ун пек ҫынпа мӗнле ӗҫлем-ха эпӗ? Ҫырӑнмастӑп колхоза!

— Кондрат Майданникова сӑмах паратпӑр. Кала.

Хыҫалти ретсенчен кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ ҫӳлех мар казак, халӑх хушшипе чылайччен хӗсӗнкелесе пырса, сцена патнелле утрӗ. Унӑн тӗсрен кайнӑ буденнӑвски ҫӗлӗкӗ папахӑсемпе мулахайсем, хӗрарӑмсен тӗрлӗ тӗслӗ ула-чӑла шалӗсемпе тутрисем ҫийӗн сулланкаласа иртрӗ.

Вырӑна ҫитрӗ, президиума тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, васкамасӑр аллине кӗсйине чиксе ячӗ.

— Сӑмахна вуласа паратӑн-им? — ыйтрӗ Демка Ушаков, йӑл кулса.

— Ҫӗлӗкне хыв!

— Пӑхмасӑрах яра пар!

— Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне хут ҫине ҫырса пырать.

— Ха-ха! Хут пӗ-ле-кен-скер-ҫке-ха!..

Майданников ҫуланса пӗтнӗ ҫырмалли пӗчӗк кӗнекине туртса кӑларчӗ, кукӑрткаласа ҫырса тултарнӑ кирлӗ страницӑсене васкавлӑн шырама пуҫларӗ.

— Эсир кулма ан васкӑр-ха, тен, макӑрма тивӗ!.. — калама пуҫларӗ вӑл ҫиллессӗн. — Ҫапла, хам мӗнпе тӑранса пурӑннине ҫырса пыратӑп. Халех акӑ сире вуласа анчах пӗр сахалтарах паратӑп. Кунта тӗрлӗрен сасӑсем илтӗнчӗҫ путлӗ сӑмах та пулмарӗ. Пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлатӑр…

Давыдов хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ. Малти ретсенче йӑл кулнисем курӑнкаласа кайрӗҫ. Пӳлӗмре, вӗтӗ хумсем евӗр, сасӑсем сӗрлесе илчӗҫ.

— Манӑн хуҫалӑх вӑтам шутланать, — именсе-туса тӑмасӑр, ҫирӗппӗн пуҫларӗ Майданников. — Иртнӗ ҫулта эпӗ пилӗк теҫеттин акнӑччӗ. Эсир пӗлетӗр, манӑн икӗ вӑкӑр, лаша, ӗне, арӑм тата виҫӗ ача пур. Ӗҫлекен алӑсем — акӑ вӗсем, ҫаксем кӑна. Акса хӑварнӑ ҫӗр ҫинчен тӑхӑрвунӑ пӑт тулӑ, вунсакӑр пӑт ыраш тата ҫирӗм виҫӗ пӑт сӗлӗ пухса илтӗм. Хамӑн ҫемьене тӑрантарса усрама утмӑл пӑт кирлӗ, кайӑк-кӗшӗк валли вунӑ пӑта яхӑн, сӗлли лаша валли юлать. Патшалӑха мӗн сутма пултаратӑп-ха эпӗ? Ну, чӑх-чӗп суткалӑп, кӑвакалсене станцӑна кайса леҫӗп, вара тата мӗн чухлӗ те пулин тупӑш илӗп! — Унтан, салхуланса, хытӑрах калама пуҫларӗ. — Ҫав укҫапа эпӗ урана тӑхӑнма, ҫие тумланма, краҫҫын, шӑрпӑк, супӑнь туянма пултаратӑп-и-ха? Лашана тӑватӑ урипех таканлама укҫа кирлӗ-и? Мӗншӗн чӗнмесӗр ларатӑр-ха эсир? Малашне те ҫавӑн пекех пурӑнма май пур-и манӑн? Тырӑ аван пулсан, аптрамастпӑр темелле. Выҫлӑх сиксе тухсан мӗн тумалла? Кам эпӗ ун чухне? Кӗлмӗҫ! Мӗнле право пур-ха сирӗн мана колхоза ан кӗр теме, колхозран тӗртсе яма? Неушлӗ маншӑн унта халичченхинчен начартарах пулӗ? Суятӑр! Сирӗншӗн, вӑтам хресченсемшӗн, халӗ эпӗ калани пуриншӗн те тӗрӗс сӑмах. Эсир мӗншӗн колхоза хирӗҫ тӑнине, хӑвӑр пуҫӑра та, ҫынсене те мӗншӗн минретнине, халех калатӑп.

— Пӗҫерт вӗсене, Кондрат! — хавхаланса кайса кӑшкӑрса ячӗ Любишкин.

— Пӗҫертетӗп те, ан тив тӑна кӗччӗр! Акӑ мӗн пирки эсир колхоза хирӗҫ тӑратӑр: хӑвӑр ӗнӳ хыҫӗнчен тата шӑнкӑрчӑ вӗлли пек килӗр-ҫуртӑр хыҫӗнчен ҫутӑ тӗнчене курмастӑр. Манкаллӑ пулин те — хамӑнах-ҫке-ха. ВКП(б) хӑвӑра ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле тӗртет, эсир пур, суккӑр пӑрупа пӗрех: ӑна амӑшӗ патне чӗчӗ ӗмтерме ҫавӑтса пыратӑн, вӑл пур, урисемпе тапкаланать, пуҫне пӑркалать. Пӑру тени чӗчӗ ӗммесен — ҫутӑ тӗнчере те пурӑнаймасть! Акӑ, каласси те пӗтрӗ. Эпӗ паянах колхоза кӗмешкӗн заявлени ҫырма паратӑп, ыттисене те ҫапла тума чӗнетӗп. Кам кӗресшӗн мар — ан тив, ыттисене ан чӑрмантартӑр.

Разметнов ура ҫине тӑчӗ:
— Кунта, граждансем, мӗн тумалли ахалех паллӑ!
Лампӑсем пирӗн сӳнме пуҫларӗҫ, вӑхӑчӗ нумая кайрӗ. Кам колхозшӑн тӑрать, алӑ ҫӗклӗр. Кил хуҫисем кӑна ҫӗклеҫҫӗ.

Пухура ларакан икҫӗр вунҫичӗ кил хуҫинчен утмӑл ҫиччӗшӗ кӑна алӑ ҫӗклерӗҫ.

— Кам хирӗҫ?

Пӗр алӑ та ҫӗкленмерӗ.

— Колхоза ҫырӑнас мар тетӗр эппин? — ыйтрӗ Давыдов. — Апла пулсан, Майданников юлташ тӗрӗсне каларӗ?

— Кӗме ки-лӗш-мест-пӗр! — сӑмса витӗррӗн нӑйлатрӗ пӗр хӗрарӑм сасси.

— Санӑн Майданникову пирӗншӗн указ мар!

— Атте-асаттесем пурӑннӑскер…

— Эсӗ пире ан ирӗксӗрле!

Унтан, кӑшкӑрашусем чарӑнсан, хыҫалти ретсенчен, чикарккӑ ҫутисем йӑлт-ялт ҫиҫкелесе илсе ҫутатакан тӗттӗмлӗхрен, пӗрин кая юлнӑ усал ҫилӗллӗ сасси янӑраса кайрӗ:

— Пире ухмахсем вырӑнне хурсах хӑваласа кӗртеймӗн! Сана Титок пӗрре юн кӑларса кӑтартрӗ, тата кӑларма та пулать…

Давыдова чӑпӑрккапа ҫунтарса илнӗнех туйӑнчӗ. Пурте ҫав тери шӑпланса ларнӑ хушӑра вал пӗр минута яхӑн ним чӗнмесӗр, шурса кайса, катӑк шӑллӑ ҫӑварне кӑшт уҫса тӑчӗ, унтан, урмӑшнӑрах сассипе, кӑшкӑрса ячӗ:

— Эсӗ! Тӑшман сасси! Манӑн юнӑма сахал юхтарнӑ тетӗн! Эпӗ сан пеккисене пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкиччен пурӑнатӑп-ха! Анчах та, кирлӗ пулсан, эпӗ партишӗн… Эпӗ хамӑн партишӗн, рабочисен ӗҫӗшӗн пӗтӗм юнӑма паратӑп! Илтетӗн-и эсӗ, кулакла ҫӗлен? Пӗтӗм юнӑма, юлашки тумлам юлмиччен!

— Кам кӑшкӑрчӗ унта? — Нагульнов яштах тӳрленсе тӑчӗ.

Разметнов сцена ҫинчен сиксе анчӗ. Хыҫалти ретсенче пӗр тенкелӗ шатӑрт туса илчӗ, ҫирӗме яхӑн ҫын ушкӑнӗ шавлакаласа алкумне тухрӗ. Вӑта ҫӗрте лараканнисем те тӑркалама пуҫларӗҫ. Кантӑк ҫӑт-ҫат, чӑнкӑр-чанкӑр туса ванса кайрӗ: тахши пӗр кантӑк куҫне тӗксе ватрӗ. Ҫӗмрӗк кантӑкран уҫӑ ҫил вашлатса кӗрсе тулчӗ, шап-шурӑ пӑс, ҫавраҫил пек ҫаврӑнса, йӑсӑрланма пуҫларӗ.

— Тимошка кӑшкӑрчӗ пулмалла! Фрол Рванӑя…

— Вӗсене хутортан кӑларса ямалла!

— Ҫук, Акимка ӑна. Кунта Тубянскинчен килне казаксем пур.

— Пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, мур илесшӗсем! Хӑваласа кӑларса ямалла!..

Пуху ҫурҫӗр иртсен тахҫантан тин пӗтрӗ. Сассисем хӑйӑлтатакан пуличченех, куҫӗсем хуралса киличченех колхоза майлӑ та, хирӗҫле те калаҫрӗҫ. Хӑшпӗр тӗлте тата майлисемпе хирӗҫҫисем, хӑйсен тӗрӗслӗхне ӗнентерме тӑрӑшса, пӗрне-пӗри кӑкӑрсенчен ярса тыткаланисем те пулкаларӗҫ. Кондрат Майданниковӑнне, хӑйӗн кӳршӗри кумӗ ҫийӗнчи кӗпине кӑвапа таранах ҫурса антарчӗ. Ҫаксем кӗҫех чышкӑсемпе ҫапӑҫса каятчӗҫ. Демка Ушаков, тенкелсем урлӑ, ларакан ҫынсен пуҫӗсем урлӑ сике-сике каҫса, Кондрата пулӑшма ыткӑнса пыратчӗ ӗнтӗ, анчах кумсене Давыдов уйӑрса ячӗ. Унтан Демка никамран малтан Майданникова хӑй йӗкӗлтесе илчӗ:

— Ну, Кондрат, пуҫупа шутлакаласа пӑх-ха, ҫурса антарнӑ кӗпӳшӗн санӑн миҫе сехет сухалама тивет?

— Эсӗ хӑв арӑмун миҫине шутласа пӑх…

— Ну-ну! Кун пек шӳт тунӑшӑн эпӗ пухуран кӑларса яратӑп.

Демид Молчун, пуҫне тискер кайӑк пек алӑк хушшинчен кӗрекен ҫиле хирӗҫ хунӑ та, шавлани ан илтӗнтӗр тесе, сӑхман аркипе витнӗ, хыҫалти тенкел айӗнче канлӗн ыйӑха тӑсать. Ватӑрах хӗрарӑмсем, ҫыхса пӗтереймен чӑлхисене пухӑва ҫӗклесе пынӑскерсем, ҫӑмхисемпе йӗпписене ӳкере-ӳкере, кашта ҫинчи чӑхсем пек тӗлӗрсе лараҫҫӗ. Нумайӑшӗ тухса кайрӗҫ. Темиҫе хутчен те тухса каланӑ Аркашка Менок колхоз майлӑ тата тем каласшӑнччӗ, анчах ун пырӗнчен сӑхакан хур тискеррӗн чӑшлатнӑ чухнехи пек сасӑ ҫеҫ тухрӗ. Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ. Николай усал сӑмахпа шӑппӑн кӑна вӑрҫса илчӗ те лачлаттарса сурчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней