Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Стефчов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна Стефчов «Геновева» спектакле лартнӑ чухнех пит лайӑх пӗлчӗ, халӑх пӗтӗмпе тенӗ пек Огнянов хутне кӗрсеччӗ.

В этом Стефчов окончательно убедился на представлении «Геновевы», когда публика вступилась за Огнянова.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов иртнӗ кунсенчех Огнянова хирӗҫ ҫынсене хӗтӗртетчӗ-ха, элек-сӗлек те саратчӗ, уссине кӑна кураймарӗ, — Огнянов, кирек хӑҫан та ҫӗнтерӳллӗн тухса, ҫын куҫӗ умӗнче тата хисеплӗреххӗн курӑнчӗ.

Стефчов уже давно по мелочам интриговал против Огнянова и клеветал на него, но это не помогало, — Огнянов всегда выходил победителем и еще больше вырастал в глазах людей.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн хура та ирсӗр чунӗнче кӑштах та пулин пӗчӗк ырӑ туйӑм пурччӗ пуль, вӑл та пулин, Огняновпа темиҫе хутчен хирӗҫсе курнӑ хыҫҫӑн, сӳнсех ларчӗ темелле, Стефчов Огнянова калама ҫук курайми пулса ҫитрӗ.

Лютая ненависть к Огнянову, разгоревшаяся после ряда столкновений, заглушила в его душе те немногие ростки добра, что едва пробивались сквозь густой бурьян низких инстинктов.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирияк Стефчов кофейньӑран паян та яланхи пекех тухса тарчӗ, анчах вӑл хальхинче хӑй тепре килсен тӑшманне ҫӗнӗ вӑйпа тапӑнатӑпах тесе ҫирӗп шут тытрӗ.

И сегодня, в кофейне, Кириак Стефчов бежал с поля боя, как убегал в других случаях, но на сей раз твердо решив вернуться и с новой силой броситься на противника.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов ҫураҫассине мӗнле те пулин пӑсма пулмасть-ши?

Нельзя ли как-нибудь оттянуть помолвку?

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тата эс пӗлетне-ха, Стефчов ыран евчӗ ярать…

Да, ты знаешь, завтра Стефчов засылает сватов…

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл тем мар-ха, тепӗр тесен, анчах Стефчов мӗн те пулин шӑршласа пӗлмен-и?

— Да, конечно, все это чепуха; но Стефчов, Стефчов… уж не разузнал ли он что-нибудь?

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов кураймасть сана, путсӗр ҫын вӑл, пултарнӑ пулсан, вӑл сана тахҫанах хур кӑтартнӑ пулӗччӗ те, пултараймасть ҫав.

— У Стефчова на тебя зуб, и он такой негодяй, что давно уже подложил бы тебе свинью, если б мог.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗнле шухӑшлан эс, Стефчов пире чӑнласах хӑратма пӑхасшӑн-и?

— Как ты думаешь, за угрозами Стефчова скрывается что-нибудь серьезное?

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов вара хӑйӗн шухӑшӗ вӗҫне тухасса тӗшмертрӗ.

Стефчов увидел в этом нить, способную привести его к новым открытиям.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов та ҫакӑн пек чухне ҫине тӑни вырӑнсӑр пулма пултарать тесе шутларӗ.

А тот решил, что настаивать неблагоразумно.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тавӑрас вӑхӑт ҫитессе Стефчов чӑтаймасӑр кӗтрӗ, Бойчопа ҫапӑҫӑва ирӗккӗн тухасран шикленсе тӑчӗ вӑл, вара вӑрттӑн кӗрешсе пӑхма шут тытрӗ.

Стефчову не терпелось отплатить врагу, но, опасаясь открытой борьбы с Бойчо, он действовал исподтишка.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов часах ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ, Мунчона алӑк патнелле тӗксе, Огнянова вӗчче хывнӑ куҫпа сиввӗн пӑхса, кофейньӑран тухса кайрӗ.

Вскоре Стефчов встал, отпихнул Мунчо от двери и вышел, бросив на Огнянова злой и мстительный взгляд.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сценӑ хыҫӗнче ҫакӑн пек ӑста машинӑсем пур чухне — Стефчов пек шпионсем пур чухне тесшӗн эпӗ, пӗтӗмпе трагеди пулса тӑрассинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелле мар.

— Когда за кулисами находятся такие опытные манипуляторы, я хочу сказать — шпионы, как Стефчов, не мудрено, если все превращается в трагедию.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов Лозенград тенӗ сӑмаха хытӑрах каларӗ.

Стефчов сделал ударение на слове Лозенград.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов ҫавӑнтах Огняновпа Соколова тарӑхса пӑхса илчӗ.

Подняв глаза, Стефчов раздраженно посмотрел на Огнянова и Соколова.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫилле хывнӑ Стефчов сывлӑш ҫавӑрайми пулса хӗрелсе кайрӗ, аллинчи хаҫатне ҫапах та пӑрахмарӗ.

Чуть не задохнувшись от злости, Стефчов побагровел, но не решился отложить газету.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Э, чимӗр-ха, вӑл комеди пулчӗ: пӗтӗмпе култарса пӗтерчӗ, — виртлешсе кулчӗ кӗтесре ларакан Стефчов.

— Ну нет, это была комедия: она вызывала смех, — откликнулся из своего угла Стефчов с ехидной усмешкой.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов кунта хӑш-пӗр ҫынсене сывлӑх сунчӗ, вӗсем калаҫнине итлесшӗн пулса, тӗпелелле иртсе ларчӗ.

Он сел, поздоровался кое с кем и с торжествующим видом стал прислушиваться…

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов килсе кӗни кофейньӑна ялан ҫӳрекенсене кансӗрлерӗ.

Присутствие Стефчова стесняло завсегдатаев кофейни.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней