Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXI. Хур кӑтартма хӑтланни

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 22:50

Предложений: 127; Слово: 1108

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Кирияк Стефчов кофейньӑран паян та яланхи пекех тухса тарчӗ, анчах вӑл хальхинче хӑй тепре килсен тӑшманне ҫӗнӗ вӑйпа тапӑнатӑпах тесе ҫирӗп шут тытрӗ. Унӑн хура та ирсӗр чунӗнче кӑштах та пулин пӗчӗк ырӑ туйӑм пурччӗ пуль, вӑл та пулин, Огняновпа темиҫе хутчен хирӗҫсе курнӑ хыҫҫӑн, сӳнсех ларчӗ темелле, Стефчов Огнянова калама ҫук курайми пулса ҫитрӗ.

Хальхинче ӑна, кофейньӑра ларса, хӑйӗн тӑшманне сутса вӗлерттерес тенӗ усал шухӑш пырса кӗчӗ. Ҫук шухӑшӗн вӗҫне тухмашкӑн унӑн халь сӑлтавӗсем те, майӗсем те пур. Стефчов иртнӗ кунсенчех Огнянова хирӗҫ ҫынсене хӗтӗртетчӗ-ха, элек-сӗлек те саратчӗ, уссине кӑна кураймарӗ, — Огнянов, кирек хӑҫан та ҫӗнтерӳллӗн тухса, ҫын куҫӗ умӗнче тата хисеплӗреххӗн курӑнчӗ. Ҫакна Стефчов «Геновева» спектакле лартнӑ чухнех пит лайӑх пӗлчӗ, халӑх пӗтӗмпе тенӗ пек Огнянов хутне кӗрсеччӗ. Енчен Стефчов вырӑнӗнче Михалаки Алафрангов пулнӑ пулсан, Алафранговӗ ним шутласа тӑмасӑрах хӑй тӑшманне сутнӑ пулӗччӗ, ҫавна вӑл ырӑ ӗҫ турӑм-ха тесех шухӑшланӑ пулӗччӗ. Кирияк вара, хӑй тем пекех пӑсӑк ҫын пулин те, хальхинче шухӑшласа хуни мӗнле путсӗр пуласса лайӑх тавҫӑрать, ҫавна тумасӑр та чӑтаймасть вӑл. Огнянова тавӑрасшӑн вӗтӗнсе вӑл урнӑ пек ҫунать. Ӗҫне тытӑнасса тытӑнмалла та, анчах кунта сутаканӗ кам пулнине ҫынсем пӗлччӗр.

«Ҫав сӗтӗрӗнчӗкӗн хушамачӗ Огнянов марах ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Стефчов, — Лозенград ҫынни те мар, ку пӗрремӗш тейӗпӗр, иккӗмӗшӗ, Петканчовӑ урамӗнче никама та мар, ӑнах хӑваланӑ, саккуна хирӗҫ ҫырнӑ листовкӑсем те унӑнах пулнӑ. Ровоама хаджи тӗрӗс калать: Соколов тухтӑр ҫав сехетре чӑннипех тӗрӗк майри патӗнче пулнӑ… Ун пирки мана хамӑр Филю полицейски систерчӗ. Вӑлах, ҫав тӗрӗк майриех, листовкӑсене те пытарса усранӑ. Анчах вӑл епле чееленме пултарнӑ-ха? Ҫакна пӗлейместӗп. Виҫҫӗмӗш тата… виҫҫӗмӗшӗнчен, тепӗр тесен, мӗн пулнине каярахпа та пӗлӗпӗр. Ҫавна пӗлсен, ӑна пӗтерме те пулать, вара вӑл Диарбекире кӑна мар, тӳрех ҫакса вӗлермелли такан патне пырӗ. Ҫав йӗксӗке тӗп тумасӑр чарӑнмастӑп!»

Стефчов хӗрарӑм мӑнастирнелле утать: унта унӑн Мердевенджиевпа курнӑҫмалла.

— Госпожа, эс мана тӗрӗс каларӑн, — терӗ вӑл, Ровоама хаджи пӳлӗмне ҫитсе кӗрсен.

— Ҫӳлти турра пехил, Кирияк, эп кӑштах та пулин йӑнӑшмарӑм-ши тесе иккӗленерех тӑраттӑм-ха, — сӑмах мӗн пирки пынине пит аван пӗлсе тӑнӑн май, шӳтлесех тавӑрчӗ ӑна хӗр-манах. — Ӑҫта ытла васкарӑн вара эс? Вӗркӗч пек сывлатӑн!

— Огняновпа ятлаҫрӑм…

— Ҫав шуйттан ҫури пирӗн Рада пуҫне ҫавӑрма та ӗлкӗрнӗ… — хӗрсе кайса каларӗ хӗр-манах. — Ӑна темле пӑлхав юррисем вӗренме парать. Ӑҫтан кӑна килсе ҫакланчӗ ҫав усал чир? Хӗрарӑмсем те пулин пӑлхав юрри юрла пуҫларӗҫ… Пӗтӗм тӗнчене айӑн-ҫийӗн ҫавӑрасшӑн, тӗтӗмпе тустарасшӑн та ҫунтарасшӑн. Хӑшӗ-пӗри ӗмӗрӗпе ыйткаласа ҫӳренӗ, кӑткӑ пек, пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ, туртнӑ, пухнӑ, тепри ҫавна пӗтӗмпе кӗл тӑвасшӑн юнӑхать иккен. Ҫыннисем ҫын пек пулсан татахчӗ-ха! Манкисене шӑлаймаҫҫӗ-ҫке… Пирӗн Рада та вӗсемпе пӗрлех! Таса тур амӑшӗ ҫӑлтӑрах, вӑл та Христина пек пулса тӑрас пур, пӑлхавҫӑсене пытарса пурӑнакан пулӗ, унран та тикансем кулма тытӑнӗҫин… Мӗн пулса тӑчӗ-ха иртнӗ кунсенче? Спектакльте ирсӗр юрӑсем юрлаҫҫӗ. Тӗрӗксем ҫывраҫҫӗ-шим вара?

— Огняновпа йӑлт хирӗҫсе кайрӑм, халь ӑна шӑлсах тӑкма шут тытрӑм, — Стефчов сӑмахне пит хивре пуҫланӑччӗ те, анчах, ҫак сӳпӗлти хӗр-манаха шанма юраманнине ас туса илсен, ҫапла кӑна каласа хучӗ: — вӑл ӗҫе пӗтӗмпех полици тӑвать, эс сӑмах та ан шарланӑ пул!

— Ӗнтӗ пӗлетӗн-ҫке мана…

— Пӗлетӗп, ҫавӑнпа шӑп пул тесе калатӑп та!

Крыльца ҫинче ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Стефчов чӳречерен пӑхрӗ те кӑмӑлӗ тулнипе:
— Мердевенджиев килет, — тесе хучӗ.
Юрӑ ӑсти васкавлӑн килсе кӗчӗ. — Мӗн каласшӑн эс мана? — ыйтрӗ унран Стефчов.

— Шӑши ҫакланчӗ! — терӗ Мердевенджиев, мӑйӗнчи шарӑхне салтса.

— Мӗнле? Хӑех тунмасӑр каласа пачӗ-и?

— Пӗтӗмпе шурса-кӑвакарса кайрӗ, чӗтреве ӳкрӗ… Шӑпах ҫавӑ.

— Мӗн терӗ вара вӑл?

— Манран хаҫат ыйтрӗ… Манпа малтанхи хут калаҫрӗ-ха, — унччен вӑл манран йӗрӗннӗ пекех ҫав хаҫатран та йӗрӗнетчӗ…

Стефчов сиксе тӑчӗ те тӗлӗннипе аллине ҫупса илчӗ.

— Мӗн пулнӑ вара? — ыйтрӗ халиччен нимӗн пӗлмен Ровоама хаджи.

— Серепене ҫакланасса сисмесӗрех юлчӗ-шим вара? — каласа хучӗ Стефчов.

— Эпӗ кӗнеке вуланӑ пек туса курмӑш пултӑм, чӑннипе каласан, пӗтӗмпе курса тӑтӑм. Упа ҫывӑрасса ҫывӑрать те хӑлхипе итлесех тӑрать, — мухтанса хушса хучӗ Мердевенджиев.

— Пултаратӑн, Мердевен! Элек сарма та пултартӑн, пит уставласа ҫырнӑ. Санӑн редакторта кӑна тӑмалла!.. Шӑпах влаҫсене кирлӗ ҫын пулнӑ пулӑттӑн.

— Эппин эсир ан манӑр ӗнтӗ Мердевене… Вырӑнӗ пушанать… Мана вырнаҫтарма майне кӳрӗр.

— Ан пӑшӑрхан, майне кӳрӗп.

Юрӑ ӑсти Стефчова тӗрӗксем мӑйлӑ тав турӗ — аллисене кӑкӑрӗ умне тытрӗ вӑл.

— Эпӗ Поповпа та татӑлма шухӑшлатӑп-ха… Пирӗн еннелле вӑкӑр пек пӑхать, ҫийӗнчен тата Краличе хӳтӗлекен йытӑ-ҫке.

— Мӗнле Краличе? — ыйтрӗ Ровоама хаджи, ыттисем пӗлнине вӑл пӗрремӗш хут пӗлмесӗр юлнӑран шалт тӗлӗнсе кайрӗ.

Урӑхла шухӑшсене пула, Стефчов ӑна пӗр сӑмах та каламарӗ, аптранӑ енне кӑна чӳречерен пӑхрӗ.

— Чим-ха, эс пӗлетне ӗнер шкулшӑн тӑрӑшакансем шкула пынине? — каллех пуҫларӗ Мердевенджиев.

— Кам пычӗ?

— Пурте. Михалаки Краличе шкултан кӑларасшӑн пулчӗ, анчах ыттисем ӑна хӳтӗлерӗҫ. Пуринчен ытла Марко Иванов тӑрӑшрӗ. Чӑн та, ҫав юрра юрланӑшӑн ӑна кӑштах ятласа та илчӗҫ, ҫавӑнпа иртсех иртрӗ вара, ниҫта та аптрамасть.

— Марко бай ҫав Краличе калама ҫук хисеплет, хӑҫан та пулин ӑна ҫавӑншӑн ҫакланӗ те-ха. Мӗн сӗкӗнет ҫав урӑххисен ӗҫне?

— Мичо тата? — ыйтрӗ хӗр-манах.

— Мичо бай та Огнянов майлӑ.

— Ҫапла пулмасӑр! Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть ӗнтӗ. Мичо правительствӑна хурламасӑр лара-тӑра пӗлмест, Марко вара унпа тава кӗрет.

— Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмать, — мӑкӑртатрӗ Ровоама хаджи.

— Григор тата? Пинко мӗн калаҫать?

— Вӗсем те хӑйсен юрринех юрлаҫҫӗ.

— Ҫӗр миннех анса каям — вӗсен шкулне те хупаймастӑп пулсан! Ан тив, унта тӑманасем кӑна ухлаччӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Стефчов, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа ҫӳресе.

— Тӗрӗс сӑмах. «Пупне ҫыхсан, кӗл тӑвакансем те шӑпланаҫҫӗ», — сасӑ пачӗ хӗр-манах. — Пур иртӗхтерекен те пӑлхатакан юрӑсем ҫав шкултан тухнӑ. Ҫапах та кам-ха вара сав Кралич тени?

— Кралич король ачи тени пулать. Болгарин пулас королӗ эппин, — шӳтлесе тавӑрчӗ Стефчов.

Мердевенджиев калпакне тытрӗ, алӑка уҫрӗ.

— Эппин эс, Кирияк, тархасшӑн ан ман-ха ман ӗҫ пирки, — терӗ вӑл пӳлӗмрен тухнӑ хушӑра.

Юрӑ ӑсти Огнянова ӗҫрен кӑларсан ун вырӑнне йышӑнас пирки кӑна шухӑшлать.

— Тӑвӑпӑр, хамӑр хуҫа чух мӗн тума пулмасть!

Стефчов тепӗр ӗҫ пирки калаҫма — Лалкӑна ҫураҫас пирки ӗнтӗ — хӗр-манахпа кӑна тӑрса юлчӗ… Тӗттӗм пулсан тин конака тухса утрӗ.

Пиперковски урамра ӑна Михалаки Алафрангов тӗл пулчӗ.

— Ӑҫта каян, Кирияк?

— Ҫӗнӗ хыпар пӗлетне? «Дунав» хаҫат Огнянов кам иккенне чӑннипех пит аван каласа пачӗ! Диарбекиртан пӗр ристан тарса тухнӑ иккен, ӑна пур ҫӗрте те шыраҫҫӗ. Тупа тӑватӑп, Огнянов шӑпах ҫав ҫын. Ют ятпа пурӑнать.

— Мӗн тетӗн эс, Кирияк? Апла вӑл хӑрушӑ ҫын-ҫке, ӑна пула айӑпсӑр ҫынсем те ҫакланма пултараҫҫӗ… Юрать-ха, эп ӑна ӗнер шкултан кӑларттарасшӑн пултӑм, ун пек учитель пире юрамасть… Эс ӑҫталла каятӑн? Бее каласа пар-ха пӗтӗмпе, мӗн тумаллине тума пултарччӑр…

— Ман ӗҫ мар вӑл, ман алӑра хаҫат та ҫук, вӑл Мердевенджиевра. Пӗтӗмпе вӑл пӗлет, — сутаканӗ хӑй иккенне пӗлтересшӗн пулмасӑр чееленме хӑтланчӗ вӑл. Юрӑ ӑсти пирки юриех асӑнтарчӗ, каярахпа пӗтӗмпе ун ҫине йӑвантарма пулать.

— Кала, каласа пар бее: патшалӑха тем пек пулӑшнӑ пулӑттӑн, — нимӗн те пулман чухнехи пек каларӗ Михалаки, пасарта пулӑ сутаҫҫӗ те, хакне кайса пӗлмӗн-ши, тенӗ пек тухрӗ унӑн сӑмахӗ. — Ыран ирпе Смион хаджипе иксӗмӗр Юрдан пичче патӗнче пулатпӑр… Халех сана телей сунатӑп. Ӗҫ пулса та ҫитрӗ.

— Апла иккен-ха.

Михалаки ҫавӑнтах Стефчов аллине чӑмӑртарӗ.

— Тавтапуҫ, тавтапуҫ сана.

Тӗттӗм те пулчӗ, Стефчовпа Михалаки тата пӑртак пӑшӑлтаткаларӗҫ те унтан уйрӑлса кайрӗҫ.

Стефчов савни ҫинчен калакан тӗрӗксен юррине ӗнӗрлесе пычӗ. Вӑл конакалла утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней