Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XX. Пӑшӑрхану

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 20:26

Предложений: 130; Слово: 1170

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Огнянова инкек кӗтсех тӑнӑ иккен, анчах вӑл нимӗн те асӑрхаман. Хӑйне шанса тӑраканскер, вӑл Бяла Черквара ултӑ уйӑх пурӑннӑ хыҫҫӑн нимӗн пирки те иккӗленсе тӑман. Пӗтӗм вӑхӑтне ӗҫре ирттернӗ май, вӑл хӑйне сыхӑрах тытассине асне те илмен, вӑхӑчӗ те пулман. Мӗн пирки те пулин хӑрассине вӑл шухӑшламан та. Пӗтӗм тӗнчене тепӗр куҫпа пӑха пуҫлани пирки те манар мар-ха, — вӑл Радӑна савать-ҫке.

Ӗнтӗ ҫакна та асӑнмасӑр хӑварар мар: Мунчо хӑтланчӑшӗ хыҫҫӑн Огнянов темӗн пӑшӑрханса илчӗ, кофейньӑран тухсанах вӑл Соколовран ҫакӑн пек ыйтрӗ:

— Мӗнле шухӑшлан эс, Стефчов пире чӑнласах хӑратма пӑхасшӑн-и?

— Стефчов кураймасть сана, путсӗр ҫын вӑл, пултарнӑ пулсан, вӑл сана тахҫанах хур кӑтартнӑ пулӗччӗ те, пултараймасть ҫав. Сӑмах вӗҫҫӗн кӑна ирттерсе яман пулӗччӗ.

— Мунчо тата? Мӗне пӗлтерет вӑл ухмахла ейкеленни? Килӗшмест мана ҫавӑн пек хӑтланни.

Тухтӑр кулса ячӗ.

— Хӑтланин! Мӗн тӑвӑн ӑна?

— Вӑл тем мар-ха, тепӗр тесен, анчах Стефчов мӗн те пулин шӑршласа пӗлмен-и?

— Мӗн пӗлтӗр вӑл? Ҫав Ровоама хаджи мӗн те пулин элеклесе панӑ пулсан ҫеҫ. Ху пӗлетӗн-ҫке, ҫав элекҫӗ мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармасӑр сехет те лараймасть.

— Ҫаплине ҫапла та-ха, анчах вӑл хаяр тухатмӑш, тепри куҫпа курса хӑлхапа илтессине вӑл шӑршласа та пулин пӗлме пултарать. Стефчова хӗтӗртет вӑл, Радӑна кун кӑтартмасть…

— Ҫав тухатмӑш сан пирки мӗнле сӑмах сарнине астӑватна? Шпион тетчӗ сана! Пуҫне мӗнле шухӑш кӗрет, ҫавна сӳпӗлтетет вӑл.

— Анчах сан пирки урӑхла каларӗ-ха вӑл — тӗрӗссине каларӗ… Ӗнтӗ хӗрарӑмсен сӑмахне пит пултараканскер вӑл… Тата эс пӗлетне-ха, Стефчов ыран евчӗ ярать…

Тухтӑрӑн сӑнӗ улшӑнчӗ.

— Лалкӑна ҫураҫасшӑн-и?

— Лалкӑна ҫураҫасшӑн.

— Ӑҫтан пӗлетӗн?

— Мана Рада каларӗ… Ровоама хаджи ӗҫӗ ӗнтӗ вӑл. Евчисем пӗри ҫав икӗ питлӗ Смион хаджи те, тепри Алафрангов.

Тухтӑр пӑшӑрханса ӳкрӗ. Вӑл хӑвӑртрах ута пуҫларӗ. Огнянов тӗленсе пӑхрӗ ӑна.

— Тухтӑр, чӗрӳ ирӗкре теттӗнччӗ-ҫке эс мана.

— Эп Лалкӑна юрататӑп, — салхуллӑн каласа хучӗ Соколов.

— Хӑй пӗлет-и эс ӑна савнине?

— Вӑл та мана савать… тӗрӗссипе каласан, эп ӑна Стефчовран ытларах килӗшетӗп пулмалла. Ӗнтӗ юратсах юратать пуль тесе шантарсах пӗтерместӗп те.

Тухтӑр ирӗксӗрех хӗрелсе кайрӗ.

— Сан телейне пула-и, инкекне пула-и, вӑл сана чӑнласах юратать, шӑллӑм, пӗр иккӗленмесӗр калатӑп, — терӗ Огнянов ун хутне кӗрсе.

— Ӑҫтан пӗлетӗн эс? — ыйтрӗ тухтӑр.

— Рада каласа пачӗ: вӗсем иккӗш туслӑ-ҫке. Лалка ӑна пӗтӗм чунне уҫса парать. Сана К. хулине тытса кайсан, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ-ши вӑл, эс пӗлме те пултараймастӑн, эс таврӑнсан тата епле хӗпӗртенӗ. Рада пӗтӗмпех хӑй курнӑ.

— Лалка таса хӗрача, — шӑппӑн каласа хучӗ тухтӑр, — ҫав Стефчова качча парас пулсан, вилет вӑл…

— Мӗншӗн халиччен ҫураҫмарӑн вара эс? — ыйтрӗ Огнянов.

Тухтӑр тӗлӗнсе кайрӗ.

— Ашшӗн мана курас килменнине пӗлместӗн-и вара?

— Эппин, эс вӑрласа кай ӑна!

— Ҫакӑн пек чухне-и? Пӑлхава хатӗрленнӗ чух-и? Кам пӗлет пӑлхав хӑҫан хуҫкаласса, шет тата икӗ ҫул кӗтмелле пулӗ е ыранах-и, тен? Ҫакӑн пек канӑҫсӑр вӑхӑтра авланасса аса та илместӗп… Хӗрача пуҫне хур кӑтартас ҫук-ха ҫакӑн пек чух.

— Вӑл тӗрӗс ӗнтӗ, — шухӑша кайрӗ Огнянов, — ҫавна пулах эпӗ те Радӑна качча илейместӗп-ҫке, мӗскӗн тӑлӑх хӗре пур инкек-синкекрен телей кӑтартнӑ пулӑттӑм та, юрамасть ҫав… Ҫав ытарайми хӗрӗн чунӗ епле ырӑ! Мана качча тухса, хӑйне пӗтерет-ҫке вӑл.

Огняновӑн сӑнарӗ ҫавӑнтах салхуланчӗ.

Тухтӑр Лалкӑна савас пирки тӗплӗн пӗлсе те пӗтереймест-ха. Вӑхӑт канӑҫсӑррине пула авланмастӑп терӗ вӑл. Анчах чӑн юратушӑн нимӗнле чарӑну та ҫук-ҫке. Юрдан хӗрне чӑнласах юратӑп пуль тесе шухӑшлатчӗ ҫав та, вӑл та пулин чун хавалӗпе мар пуль-ха, кӑмӑлне кайни кӑна пулчӗ пуль, чӗренех вырнаҫса та ҫитменччӗ пуль. Тухтӑрӑн кун-ҫулӗ савӑк, чӗри хӗрӳ, пӗртен пӗр ҫынна юратнипе ҫырлахас та ҫук вӑл. Ун чӗри тахҫанах пайланнӑ темелле, бей арӑмӗ те савать имӗш ӑна — ҫын сӑмахне вырӑна хурас пулсан — Лалка та, революцие те парать вӑл чӗрине, тата такам пая кӗрес пур. Анчах хальхинче вӑл, Огнянов каланинчен хӑйне Лалка епле юратса тӑнине илтнӗ хыҫҫӑн, мӗскӗн хӗрӗн пурнӑҫӗ йывӑр килесрен чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ. Лалкӑна тахҫанах савса тӑнӑн туйӑнчӗ ӑна, вӑл унсӑр пурӑнас та ҫук пек пулчӗ. Хӑйне ытларах хисеплес туйӑмӗ хускалчӗ-ши — ҫын тенин ҫав туйӑм та пысӑк-ҫке — чӗри ҫапла савас ҫулӑмпа хыпӑнса илчӗ-ши унӑн, ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, Лалка ун телейне пӳрменни тухтӑра калама ҫук тарӑхтарса ячӗ. Стефчов ҫураҫассине мӗнле те пулин пӑсма пулмасть-ши? Еркӗне пӳлмешкӗн май ҫук-ши? Лалкӑна епле ҫӑлмалла? Ыйту хыҫҫӑн ыйту палӑрса иртрӗ Соколовӑн салхуланнӑ сӑнарӗнче.

Огнянов пӗтӗмпе ӑнланса илчӗ. Лалка шӑпи пирки шухӑша кайнӑ тухтӑр епле пӑшӑрханнине те асӑрхарӗ вӑл, ҫавна пула хута кӗресшӗн пулчӗ.

— Эпӗ ҫав кӗрт йыттине дуэле чӗнетӗп! Ҫапса вӗлермелле ӑна хӑй ыттисене вӗлерме тытӑниччен! — сасартӑк хӗрсе кайрӗ Огнянов.

Кулянса пычӗҫ вӗсем.

Огнянов сасартӑк чарӑнса тӑчӗ.

— Чим-ха, пуҫӗ сывӑ чухне куҫран ҫухалтӑр тесе калам-и ӑна? Кофейнӑя кӗрсен пӗтӗм халӑх умӗнче питӗнчен ҫупса ярам-и?

— Вӑтанӗ тесе шутлатӑн-и? Намӑссӑр-ҫке вӑл, вӑтана пӗлмест… Апла туни пире пулӑшас та ҫук.

— Ятне янӑ пулӑттӑм эпӗ унӑнне.

— Ӑна ҫупса яни Юрдан Диамандиевшӑн намӑса пӗлтермест.

— Хӗрӗ пӗлме кирлӗ!

— Лалкӑран ыйтса-туса тӑмаҫҫӗ-ҫке, вӑл хӑй те ашшӗ ирӗкӗнчен тухаймасть, — хуйхӑрса каласа хучӗ те тухтӑр, Огнянова алӑ пачӗ.

— Уйрӑлатпӑр-и? Каҫпа Ставри пуп патне каятпӑр-и?

— Каяс та килмест манӑн. Кай пӗчченех.

— Ҫук, эпир иксӗмӗр те кайӑпӑр. Сӑмах панӑ. Ставри пуп ытлах пултаракан йышши мар та, анчах тӳрӗ ҫын вӑл. Унта, тен, мӗн те пулин шухӑшласа та кӑларӑпӑр.

— Юрӗ эппин, ҫула май кӗрсе тухӑн ман пата, эс пырасса кӗтсех тӑрӑп.

Туссем пӗр-пӗринчен уйрӑлчӗҫ.

Огнянов шкула кайрӗ. Учительсен пӳлӗмӗнче Мердевенджиев пӗр-пӗччен ларатчӗ, тӗрӗк кӗнекине вулатчӗ вӑл. Огнянов ӑна алӑ памарӗ. Чи малтанхи хут курнӑран варах ҫак учитель ун кӑмӑлне каймарӗ. Ҫак Мердевенджиев хӑрах аллипе псалтир тытать, тепринпе тӗрӗксен хрестоматине — ҫак икӗ аттестат кӑна унӑн пурне те иккӗлентерекен ӑс-хакӑл пултарулӑхне виҫекен хӑватсем. Вӑл Рада патне ҫыру ҫырса янӑ хыҫҫӑн Огнянов ҫак юрӑ ӑстинчен йӗрӗне пуҫларӗ; Стефчова йӑпӑлтатса пурӑннӑшӑн ӑна курайми те пулса ҫитрӗ. Огнянов пирус чӗртсе мӑкӑрлантарнӑ май урай тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, тухтӑрпа калаҫнине асне илчӗ, кӗнеки ҫинелле ӳпӗннӗ юрӑ ӑсти пурри ҫинчен вӑл шухӑшламарӗ те. Сӗтел ҫинче «Дунав» хаҫачӗн ҫӗнӗ номерӗ выртать; Бяла Черквара ӑна пӗртен пӗр Мердевенджиев ҫырӑнса илет. Хаҫатра тӗрӗксене хисеплесе ҫыраҫҫӗ. Огнянов ним пулманран тенӗ пек Болгари ҫинчен пичетленӗ хыпарсене пӑхкаларӗ, вара хаҫатне каллех хурасшӑнччӗ ҫеҫ, сасартӑк куҫӗ тӗлне шултра саспаллисемпе ҫырнӑ хыпар курӑнса та кайрӗ. Вӑл тӗлӗнсе вулама тытӑнчӗ:

«Диарбекир крепоҫӗнчен тарни. Иван Кралич, Дунай облаҫӗнчи Видинра ҫуралнӑскер, 28 ҫулта, пӗвӗ ҫӳллӗ, хура куҫлӑ, ҫӳҫӗ кӑтра, санӗ хурарах, ӑна, 1868 ҫулхи пӑлхавра пулнӑшӑн суд туса, ӗмӗрлӗхе Диарбекир крепоҫӗнче хупса усрамалла тунӑ, ҫавӑнтан вӑл кӑҫалхи март уйӑхӗнче тухса тарнӑ, халь каллех аслӑ император ҫӗршывӗнче пурӑнать, ӑна тытса каллех хупас пирки влаҫсене кирлӗ кӑтартусем панӑ. Султан ҫӗршывӗн ҫыннисем ҫав таркӑн ӑҫта пытанса пурӑннине пӗлсен, ӑна палласа илсен, ҫийӗнчех саккунлӑ влаҫсене пӗлтермелле, император саккунне пӑхӑнтарса, ӑна каллех крепоҫе хупмалла, пӗлтерменнисене пысӑк айӑп пулать».

Огнянов тем чӑтса курма пултарнӑ пулсан та, ҫак ют ҫын умӗнче лӑпланса тӑраймарӗ: сӑнӗ улшӑнчӗ унӑн, тути шуралчӗ. Кӗтменччӗ вӑл ҫакна курасса. Вӑл Мердевенджиева пӑхса илчӗ. Юрӑ ӑсти ниҫталла хускалмасӑр ҫаплах хӑй кӗнекипе ларать. Огнянов мӗнле пӑшӑрханнине курмарӗ пулас вӑл, хаҫатра мӗнле хыпар пуррине те асӑрхаман пуль-ха. Огнянов ҫак шухӑшпа хӑйне йӑпатрӗ. Хаҫатӑн ҫак номерне мӗнле те пулин пӗтермех шут тытрӗ вӑл.

Огнянов ҫак юрӑ ӑстине тем пекех тиркетчӗ пулин те, хальхинче унпа сӑмахлама хӑват ҫитерчӗ-ҫитерчех.

— Мердевенджиев бай, — терӗ вӑл лӑпкӑнах, — эсир ҫӑк хаҫата вуларӑр та пуль ӗнтӗ? Мана парса яраймӑр-ши, килте пӑхкаласа тухнӑ пулӑттӑм. «Хроникӑра» тӗрлӗ хыпарсем нумай.

— Эп ӑна вуламан-ха. Анчах пур пӗр мар-и, илсе кайӑрах, — наяннӑн каласа хучӗ юрӑ ӑсти, хӑй каллех кӗнеки ҫинелле ӳпӗнчӗ.

«Дунав» хаҫата Бяла Черквара пӗртен-пӗр Мердевенджиев кӑна ҫырӑнса илетчӗ. Огнянов ҫак хаяр хыпара пӗлтерекен хаҫат номерне илсе чикрӗ те тухса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней