Поиск
Шырав ĕçĕ:
Обломов шыв ыйтсанах, Ҫемен тем пулнӑ пекех шыв патне ыткӑнать.Семен так и бросается сломя голову, когда он спросит стакан воды.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Киле таврӑнсан, хӑнасем кайса пӗтсен, вӑл, хӑйӗн капӑр тумне хывмасӑрах, Обломов кӑкӑрӗ ҫине паянхи пекех ыткӑнать…Дома, когда гости уедут, она, еще в пышном наряде, бросается ему на грудь, как сегодня…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, чӑнах та, куҫ илмесӗр пӑхрӗ, Ольга сӑмахӗсене илтмерӗ, хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине шарламасӑр тӗрӗслерӗ; пуҫне аллипе перӗнсе пӑхрӗ, унта та темӗн пӑлханать, питӗ хӑвӑрттӑн ыткӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шуйттан ҫури мӗн те пулин тутарасшӑн ӑна: вӑл чӑтать-чӑтать те, юлашкинчен, текех чӑтса тӑраймасть, сасартӑк вара хӗлле, картузсӑрах, крыльца ҫинчен картишне сикет, унтан хапхаран тухать, икӗ аллипе те юр катрамкки ывӑҫласа тытать те ачасен ушкӑнне ыткӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан типӗ ҫырмана та кайса пӑхас кӑмӑлӗ пур, вӑл сад пахчинчен мӗн пурӗ те аллӑ чалӑшра ҫеҫ; ача ҫыран хӗррине те чупса ҫитет ӗнтӗ, вулкан шӑтӑкне пӑхнӑ пек, аялалла пӑхса илесшӗн… анчах сасартӑк ун умне ҫак типӗ ҫырма ҫинчен каланисем, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен халапсем тухса тӑраҫҫӗ; вӑл сехӗрленсе ӳкет, вара ни чӗрӗ, ни вилӗ, каялла ыткӑнать; хӑранипе чӗтреве ернӗскер, няни патне ҫитсе ӑна ыйхӑран вӑратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, галерея ҫине чӑнкӑ чикмекпе хӑпарас шутпа, утӑ аслӑкӗ еннелле ыткӑнать, няня утӑ аслӑкӗ патне ҫитме ҫеҫ ӗлкӗрет, анчах ача халӗ кӑвакарчӑнсен йӑвине хӑпарса унтан выльӑх картине тухма, унтан — турӑ ҫырлахтӑрах! — типӗ ҫырмана та ҫитме пултарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хаваслӑн та ашкӑнчӑклӑн выляса ҫырма юхать; вӑл пӗр тӗлте тем анлӑш сарӑлса пӗве пулать, тепӗр тӗлте ансӑрланса малалла ыткӑнать е, шухӑша кайнӑн, аран-аран кӑна вӗтӗ чулсем ҫийӗн шӑвать, айккинелле шухӑ пӗчӗк ҫырмасем уйӑрса ярать; вӗсем шӑнкӑртатнӑ чухне тутлӑн тӗлӗретӗн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫав тери ҫаврӑнӑҫусӑр: хапха е алӑк уҫма тытӑнсан, пӗр енне уҫать, е тепӗр енӗ хупӑнса ларать, ҫав енне уҫма ыткӑнать — лешӗ хупӑнса ларать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сылтӑм алӑсенчи йӗлтӗр патакки, хӑйпе хаех малалла каять, сылтӑмалла ыткӑнать, унтан вара ерипен кӑна хыҫа тӑрса юлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл укрепленисем хушшипе ыткӑнать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Лӑпкӑ та мирлӗ чух Давыдов ҫинчен сас-хура та ҫук, вӑл ҫутӑ тӗнчере пулман пекех; анчах вӑрҫӑ шӑрши ҫеҫ тухтӑр — Давыдов унта, ӑна урӑх тӗлте ан шырӑр, вӑл хӗҫсен хушшинче казак сӑнни пек хаяррӑн ыткӑнать. Акӑ кам вӑл — Давыдов».
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашкинчен вӑл маншӑн темле пӑравус патши пек туйӑнма пуҫларӗ: сухалӗ ҫилпеле варкӑшать, тӗтӗмӗ трубаран варкӑшать, хурантан йӗс те пӑс ыткӑнать…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951