Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 5 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.08.31 20:10

Предложений: 239; Слово: 1628

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Расщепей — хаяр мужик

— Евстафьичпа Павлушӑна чӗнӗр, — хушрӗ гусар, эпир каялла манӑн йӗкӗреш сӑнӗ ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме таврӑнсан.

Вӑл ҫӳлӗ киверне хывса сӗтел ҫине пӑрахрӗ, мӑйӑхӗсене — малтан пӗрне, унтан тепӗрне — тата-тата илчӗ.

Пуҫӗнче ҫӑмламас хура парикпе лӗпки ҫинче пӗр пайӑрка шурӑ ҫӳҫ юлчӗ пулсан та, эпӗ ӑна часах палласа илтӗм, ку вӑл ӗнерхи, кӗпер ҫинчи симӗс машинӑллӑ ҫын.

— Эсир ман ҫинчен илткеленӗ пулас. Эпӗ Расщепей. Маннӑ пулсан, астутарӑп: «Поручик Лермонтов» кинона курнӑ-и? Эпӗ — Лермонтова выляканни. Тата «Лейтенант Шмидт» картинӑна астӑватӑр-и? Ӑна эп лартнӑ. Кусемсӗр пуҫне, «Владимир Ильича» курнӑ пуль? Ленина выляканни те, картинине лартаканни те — эпӗ.

— Эсир-и вӑл! Ленина та-и? — теме ҫеҫ пултартӑм эпӗ тӗлӗнсе.

Паллах ӗнтӗ, вӑл картинӑсене эпир, ачасем, пӗрре кӑна мар курнӑ.

Ахальтен мар унӑн сӑнаса пӑхакан савӑш куҫӗсем мана ӗнерех ытла та паллӑн туйӑнчӗҫ.

— Халӗ эп тепӗр ӗҫ пуҫларӑм. Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен. Пин те сакӑрҫӗр вуниккӗмӗш ҫул. Куратӑр-и? Пӗтӗм Мускав театрӗсенчен Наполеонсене пуҫтартӑм. Хӑшӗ лайӑхрах — сӑнатпӑр. Пери те юрӑхлӑ мар. Пӗри те юрӑхлӑ мар! Ҫапах хуйха ӳкер мар, тупӑпӑр, Наполеон кӑна тупӑнӗ, тӗнче хӗсӗр мар. Картинӑн ячӗ «Хаяр мужик» пулать. Аван вӗт! Мӗншӗн «хаяр мужик»? Халӑх сӑмах Мужиксем Наполеона малтан ҫапла чӗннӗ. Ахалех пирӗн: патша хаяр мужике вӑрҫтарать тенӗ. Пурӑна киле, халӑх хӑй те хаярланса кайнӑ, хайхи пирӗн хаяр мужик Наполеонран нумай вӑйлӑ пулнӑ. Наполеон ҫинчен илтнӗ-и эсир?

— Илтмесӗр. Пӗлессе лайӑхах пӗлместӗп те. Эпир ун ҫинчен тӗплӗн вӗренмен-ха.

— Юрӗ, аптӑрамасть. Эпир сирӗнпе хамӑр та самӑр. Вутра та ҫунмӑпӑр, шывра та путмӑпӑр. Ҫапла. Пирӗн мужиксем, тарӑхса кайса, ҫарпа ҫӗкленсе, Кутузовпа пӗр пулса, хаяр мужик Бонапарта хӳтерсе янӑ. Тылланӑ та тылланӑ, хӳререн те ҫилхерен — пит аван лӑсканӑ. Ҫакӑн ҫинчен картина тумалла. Астутарас пулать. Хамӑра та, ыттисене те.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, шпорӗсене чӑнкӑртаттарса, пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан палашне салтса илсе, кӗтессе тӑратса хучӗ.

— Ҫав фильмра питӗ чипер пӗчӗкҫӗ роль пур: Устинья Бирюкова. Партизан, Устя ятлӑ хӗр. Пурнӑҫра вӑл пулнӑ, анчах историксем ӑна маннӑ. Кӳрентернӗ ачана. Эпӗ ак шыраса тупрӑм. Тӗрлӗрен архивсене ухтартӑм, кив тирӗкре чавалантӑм, ҫапах тупрӑм, ҫутӑ тӗнчене туртса кӑлартӑм. Ҫав хӗр ача калама ҫук лайӑх пулнӑ.

Юлашки сӑмахӗсем ҫинче вӑл кӑмӑллӑн йӑл кулса ячӗ, калӑн ҫав — авалхи тусӗ Бирюкова Устя унӑн куҫӗ умне, чиперех тухса тӑчӗ, тесе, вара ҫак калама ҫук лайӑх хӗр ача ҫинчен вӑл темӗскер ырӑ япала, хӑй анчах пӗлнине, аса илчӗ, тесе.

— Эп унӑн сӑнне те шыраса тупрӑм. Куратӑр-и, «Партизан-хӗр Устине» тесе ҫырнӑ. Ку вӑл авалхи гравюра, паллӑ мар художник алли.

Расщепей ман йӗкӗрешӗн портретне илчӗ те кӗленчи ҫинчен тусанне вӗрсе тасатрӗ.

— Ӗҫ эсир иксӗр пӗр сӑнарлинче мар. Сирте, иксӗрте, темӗнле шалти пӗрлӗх пур. Ну, мӗнле ҫӑмӑлрах каласа ӑнлантарам-ха? Эсир, ман шухӑшпа, характер тӗлӗшӗнчен пӗр пек. Ӑнланмалла-и?

— Унӑн пичӗ таса, манӑн… кӑштах сартут шатрисем пур, — каларӑм эп, портрет ҫине сӑнаса пӑхса.

— Сартут шатрисем ҫинчен истори шарламасть. Астӑвӑр, ан тасатнӑ пулӑр вӗсене. Сартут пирки ответне эп хам тытӑп… Ну? Мӗнле? Устя пулас килет-и?

Вӑл, савӑнӑҫлӑн пуҫне сӗлтсе, мана куҫран пӑхса илчӗ.

— Кино валли ӳкересшӗн-и мана?

— Чӑн, ҫавӑн пек.

— Тухӗ-ши вара?

— Пирӗн сирӗнпе тухмалла. Анчах малтанах каласа хуратӑп: пӗр ҫур ҫуллӑха пуҫпа, чӗрепе, ӳпке-пӗверпе ҫав ӗҫе парӑнас пулать, унсӑрӑн нимӗн те тухас ҫук.

Унтан вӑл — эпӗ мӗнле пурӑннине, аттесем ӑҫта ӗҫленине, шкулта епле ӗлкӗрсе пынине тӗпчерӗ. Эпӗ йӗркипе каласа патӑм, ҫав вӑхӑтрах сулахай питҫӑмартине шавах ун енне тытма тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, эпӗ ҫав енчен лайӑхрах, теҫҫӗ.

Хама тиркесрен манӑн чунӑм ҫук. Сасартӑк ӑна урӑх шухӑш килӗ те: «Ҫук, эпӗ сире ҫителӗклӗ сӑнарӑм, пулмасть», — тесе хурӗ.

— Мӗншӗн сире Сан Дмич, тесе чӗнеҫҫӗ.

— Кӗскерех калассишӗн… Александр Дмитриевич. Пурӗпӗрех ҫапла илтӗнет: Сан-Дмич.

— Эсир хӑвӑр та вылятӑр-и?

— Вылятӑп. Ман валли те пӗр юрӑхлӑ роль пулать. Денис Давыдов, поэт-партизан. — «Гусар тумне тӑхӑннӑ Анакреон, поэт, салтак, мыскараҫӑ!» тесе ҫырнӑ ун ҫинчен Вяземский, Пушкин тусӗ. Халех!

Вара вӑл вӑр-вар мӑйӑхӗсене ҫыпӑҫтарчӗ, киверне чалӑшла тӑхӑнчӗ.

— Ярт мӑйӑх, кӑтрисем айӑн-ҫийӗн.

Хура-шур курнӑ ментик ҫурӑм ҫийӗн
Меслетсӗр кивер чалӑшла!

Пушкин ҫапла каланӑ ун ҫинчен. Языков та хисеп тунӑ: «Вӑл йӑм-йӑм хура кӑтраллӑ, ҫамка ҫи шур пайӑркаллӑ» — тенӗ. Вальтер Скотт та ун ҫинчен асӑнмасӑр хӑварман:
«Блек каптэн» — хура капитан, тесе ят панӑ.
Вӑл ытарма ҫук поэт пулнӑ.

— Эпир ун ҫинчен вӗренеймен-ха, — хутшӑнтӑм эп.

— Ҫук, вӑл шкулта вӗренекен поэтсенчен мар. Ун пеккисене ахаль пӗлеҫҫӗ, астӑваҫҫӗ, саваҫҫӗ. Ытарайми каччӑ пулнӑ вӑл, — витӗмлӗн, ӗненӳллӗн каларӗ Расщепей, — ытарса илейми! «Лӑпкӑ та мирлӗ чух Давыдов ҫинчен сас-хура та ҫук, вӑл ҫутӑ тӗнчере пулман пекех; анчах вӑрҫӑ шӑрши ҫеҫ тухтӑр — Давыдов унта, ӑна урӑх тӗлте ан шырӑр, вӑл хӗҫсен хушшинче казак сӑнни пек хаяррӑн ыткӑнать. Акӑ кам вӑл — Давыдов». Ку сӑмахсем автобиографинчен. Вӑл хӑй ҫинчен хӑй ҫавӑн пек ҫырнӑ. Питӗ вӑйлӑ каланӑ.

Расщепей сӗтелрен пысӑк портрет кӑларчӗ. Ӳкерчӗк ҫинче — кӗрнеклӗ, яш гусар.

— Акӑ чаплӑ художник Кипренский ӑна ҫакӑн пек ӳкернӗ. Чӑннипе илсен, вӑл ман хӑраххӑм пулнӑ: каҫӑр сӑмсаллӑ, лутра. Калаҫасса та… хулӑм саспа калаҫма хӑтлансан та, сасси ҫинҫе тухнӑ. Ҫапла! Мӗн шухӑшлатӑр эсир, тухӗ-ши ман? Вӑл Багратион адьютанчӗ пулнӑ. Манӑн хамӑн та командир начар марччӗ… Эпӗ граждан вӑрҫинче виҫӗ ҫулччен Котовский ҫумӗнче тӑнӑ, йӗнер ҫинчен анман…

Пӳлӗме тӗрлӗрен ҫынсем кӗме пуҫларӗҫ. Хайхи, вӑрӑмми, каллех курӑнчӗ. Расщепей мана вӗсемпе паллаштарма пуҫларӗ.

— Акӑ ку Павлуша, Павел Иванович, оператор, халь вӑл сире сӑнамалла ӳкерсе пӑхӗ. Ну, Арданова эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Вӑл режиссёр-лаборант, чинӗ ҫавӑн пек ун. Эпир ӑна кӗскен — Лабардан, тетпӗр. Вӑл уншӑн пӗрре те кӳренмест. Ҫапла-и, Лабардан?

Тата тепӗр ҫын, хыткан та кукшаскер, пирӗн пата пырса тӑчӗ. Вӑл, хирург майлӑ, шурӑ халатпа, кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ, тирпейлӗ.

— Ку пирӗн гримёр, тивӗҫлипе чапа тухнӑ Евстафьич… Павлуша, халлӗхе ӑна ахалех, гримсӑрах, ӳкерӗпӗр. Сӑнаса пӑхар-ха, пленка мӗн калӗ тата.

Мана пӗчӗкрех пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, унта пысӑк тӗкӗрсем, прожекторсем. Павлуша оператор, самантлӑха таҫта тухрӗ, эпӗ пӗчӗк сӗтел ҫинче пӗр коробка грим курса, часрах растушовкине илтӗм те, илемшӗн тесе, куҫхаршисене хуратса ятӑм. Павлуша тавранчӗ, нимӗн асӑрхамасӑр, мана аппарат умне лартрӗ. Лабардан та ҫитрӗ, вӗсем мӗнле ӳкерсен мӗнле пуласси ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

— Мана ак ҫак енчен ӳкерсен аванрах пулӗ, ку ен самайрах ман, — астутартӑм эп вӗсене.

Усӑнчӑк туталлӑ самӑр ҫын, сӑмси айне пӗр чӗптӗм мӑйӑх хӑварнӑскер, алӑкран карӑнса пӑхрӗ, ман ҫине вӑрахчен тинкерсе тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗсене тиркенӗ пек хутлатса куҫран ҫухалчӗ. Анчах вӑл аякка кайман иккен, кӗҫех алӑк хыҫӗнче темскер мӑкӑртатма пуҫларӗ. Ӑна хирӗҫ Расщепейӗн ҫиллес сасси янраса кайрӗ:
— «Итлӗр-ха, Причалин, мӑйракӑрпа тяппӑра, тархасшӑн, ман еннелле ан ярӑр».

— Анчах та эсир манӑн йӑмӑкӑма пӑрахӑҫ туманччӗ-ҫке, тепӗр хут ӳкерсе пӑхма калаҫсаччӗ, — кваклатса илтӗнекен сасӑпа кӳренсе пӑшӑлтатать Причалин. — Шел ачана! Ҫӗр ҫывӑраймасть…

— Эпӗ кил йыш альбомӗ мар, картина тӑвасшӑн. Ун пек кун пекпе эсир аппаланӑр.

Павлушӑпа Лабардан, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса, куҫ хӗскелесе илчӗҫ.

— Куртӑм эп унта Павлуша кама ӳкернине, — чашкӑрать Причалин. — Тӳррипех калас… Кирек те мӗн калӑр, публикӑна пӑхмалӑх пултӑр, вӑл ҫавна юратать. Шарм кирлӗ, шарм — французсем каларӗшле! Ачашлӑх… Шарм…

— Ку шарманкӑна урӑх чӳречесем умӗнче калаттарӑр, тен, мӗн те пулсан парӗҫ сире. Анчах ман алӑкӑмсем патӗнче ҫӳренӗ ан пултӑр. Унсӑрӑн, Причалин, сире усси пулас ҫук! Пӗлтӗр-и?

Павлушӑпа Арданов, куна илтсен, каҫсах кайрӗҫ.

— Сан-Дмич хӑй те хаяр мужик, — шӳтлесе илчӗҫ вӗсем алӑк еннелле куҫ хӗссе.

Анчах алӑк уҫӑлнӑ-уҫӑлман, вӗсен кулли таҫта ҫухалчӗ. Расщепей кӗчӗ.

— Мӗскер ку? — сасартӑк хӑтӑрса пӑрахрӗ вӑл, ман енне тинкерсе. — Мӗн хӑтланнӑ эсир? Турӑх та уйран. Пӑхӑр-ха, куҫ харшисем тунӑ! Кам хушрӗ сире? Кама кирлӗ ку? Ӑҫта Причалин? Ан тив, хӗпӗртетӗр… Мӗн кӳпчесе ларатӑр тата? Устя пӗсехеллӗ пулмалла, тетӗр-им? Ну-ка, мамӑкпа шӑлса тасатӑр ӑна! Чипер ларӑр, тархасшӑн. Ирӗклӗ пулӑр, ахаль чухнехи пек ларӑр.

Гример, вазилинлӑ ваткӑпа манӑн ӑнӑҫлӑ пулман куҫ харшисене шӑлса тасатрӗ.

— Куна, Евстафьич, Устя валли сӑнаса пӑхас тетпӗр, — ӑнлантарать гримӗра Расщепей.

— Пит лайӑх! — терӗ леш, кӗсйинчен кӗнеке кӑларса. Апла пулсан, ку пирӗн вунҫиччӗмӗш номерлӗ сӑнав пулать. Шатрашкине ямалла пулать-и, Александр Дмитриевич?

— Ҫук-ҫук-ҫук! Кашни шатришӗн пуҫупа ответ тытатӑн.

— Астӑвӑпӑр. Янах айне кӑштах тон хумалла пек-и?

— Вӑл ӗнтӗ санӑн ӗҫ. Хур.

Малтан мана тумлантарчӗҫ. Кӗрӗк тӑхӑнсан, пысӑк тутӑр ҫыхсан, эпӗ партизанка Устя хӑех пулса тӑтӑм, темӗн чухлӗ ҫын мана курма пухӑнчӗ.

Пурте ман тавра чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, тӗлӗнмелле пӗрпеклӗхе кура, тӗлӗнсе ӳксе, пӗҫҫисене ҫапаҫҫӗ.

Унтан мана каллех аппарат умне тӑратрӗҫ.

— Ҫутӑ! — кӑшкӑрчӗ Павлуша.

Вара ҫутӑ, хивре, вӗри, куҫа шартса яракан ҫутӑ мана пуҫран урасене ҫитсе хупласа илчӗ. Питҫӑмартисене пӗҫертет, куҫа йӑмӑхтарать, темӗнле, ҫӑвара кӗнӗ пек, чыхӑнтарса тӑрать.

Манӑн сӑмса тӗлӗнчех Лабардан пӗр пӗчӗк хура хӑмана теприн ҫумне хыттӑн шаплаттарчӗ. Эпӗ асӑрхарӑм — пӗр хӑми ҫине пурӑпа «17 №» ҫырса хунӑ.

— Питӗре ан пӗркелӗр!.. Ак ҫапла, сылтӑмалла ҫаврӑнӑр. Кулкаласа, илӗр. Чимӗр-ха, мӗскер питӗре чалӑштарса хутӑр? Шӑлӑрсем сураҫҫӗ-им? Пӗтӗм пит куҫпа кулӑр, ҫӑварпа кӑна мар. Куҫӑрсем ма хутшӑнмаҫҫӗ? Куҫӑрсем ӑҫта?

Эпӗ нимӗн те курмастӑп. Ман умра талккӑшпех — пӗҫертсе тӑракан сӗт евӗрлӗ ҫутӑ карри. Мӗнпур сас-чӗвӗ, ман хӑлхана кӗрекенни, ҫав ҫутӑн леш енче илтӗнет, ун урлӑ ку енне аран ҫеҫ ҫиткелет.

— Миҫе ҫехет? — илтрӗм эп Расщепей сассине. — Савнӑ тусӑмсем! Манӑн халех натура пӑхма каймалла. Эпӗ директорпа калаҫса татӑлнӑччӗ. Ну, эсир кунта мансӑрах… Пӗтерӗр те чипер ӑсатӑр. Гаража пӗлтерӗр, машина яччӑр.

— МБ 56 — 93, — хушса хутӑм эп.

Унтан хӑюлланса кайса, ҫакӑ номер мана мӗншӗн кирлӗ пулни ҫинчен тата хам кунта мӗнешкел сехӗрленсе килни ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Пурте ахӑлтатса ячӗҫ… вара сасартӑк сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ. Прожекторсем пӗр харӑс сӳнчӗҫ. Куҫа йӑмӑхтаракан кӑварсем ҫухалчӗҫ. Таҫта, лампӑсен куҫкӗски пек ҫутӑ айккисенче кӑна, хӗрлӗ пӑнчӑсем, сивӗнсе ҫитеймесӗр, йӑмӑхса тӑраҫҫӗ. Малтанах эп тӗттӗмре нимех те кураймарӑм, кайран. куҫсем хӑнӑхсан, Расщепей пӳлӗмре ҫуккине асӑрхарӑм. Пӳлӗмри пӗтӗм ҫутта вӑл илсе кайнӑн туйӑнчӗ. Мана каллех хӑрушӑ пек туйӑна пуҫларӗ.

— Халӗ эпизод туса пӑхӑпӑр, действи. Юрӗ-и? — каларӗ Лабардан. — Тимлесе итле. Эсӗ крепостной хӗр ача, тейӗпӗр, вара эс…

Вӑл темӗн калать, ман хӑлхана ӗретлӗн кӗмест. «Режиссер, ахӑрнех, эпӗ юрӑхсӑр иккенне курчӗ пуль те, юриех пӗччен тӑратса хӑварчӗ пуль», — тесе, сӗмленсе илтӗм эп. Манпа юлнисем мана темӗншӗн сарӑ, тӗксӗм пек туйӑнчӗҫ, халӗ ҫеҫ кунтан шухӑ гусар чанкӑртаттарса, ялтӑраса, ахӑрашса тухса кайни ҫинчен ӗненес те килмест. Эпӗ сасартӑк ҫухалса кайрӑм. Нумай ӗшеленчӗҫ манпа Павлушӑпа Лабардан. Эпӗ вӗсене лайӑх ӑнланма тӑрӑшрӑм, мӗн кӑтартнисене туса пытӑм, вӗсем каланинчен тухмарӑм, анчах хам мӗскер те мӗншӗн тунине хам та пӗлеймерӗм.

— Ну, ывӑнтӑн пулас, — тинех хӗрхенчӗ мана Павлуша. — Халь ӗнтӗ килне кай, кан. Ыран куҫ курӗ унта.

Мана каялла ӑсатма паҫӑрхи шоферах пычӗ. Вӑл мана йӑпатасшӑн:

— Мӗн? Мая килмерӗ-им?

— Ыран паллӑ пулать, терӗҫ.

— Вӗсен сӑмахӗ ҫавӑ. Сасартӑк ҫапса антарасшӑн мар, малтан асӑрхаттарам пекки тӑваҫҫӗ… Юрӑхсӑр иккенне таҫтанах кураҫҫӗ-ҫке! Ҫук, машинӑна ахалех хӑвалас пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней