Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VII сыпӑк

Раздел: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.08 23:28

Предложений: 96; Слово: 2187

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Захар аллӑ ҫултан иртнӗ. Вӑл ним кӑлтӑксӑр, хӑрамасӑр та ӳпкелешмесӗр, хуҫине ырӑ тӑвас тесе, хӑйне хӗрхенмесӗр тӑрӑшакан Калебсен йӑхӗнчен тухнӑ тарҫӑ-рыцарь мар ӗнтӗ.

Ку рыцарь хӑравҫӑ та, ӳпкевлӗ те пулнӑ. Вӑл икӗ тапхӑрта пурӑннӑ, иккӗшӗ те ун ҫине хӑйӗн паллисене хӑварнӑ. Пӗр тапхӑрӗнче вӑл Обломовсен йӑхне чӗререн парӑнса юратма вӗреннӗ, тепринче, кайрантараххинче, ҫепӗҫлӗхе те усала вӗреннӗ.

Вӑл, улпутне чӗререн парӑннӑскер, ҫапах та ӑна мӗнле те пулин суймасӑр сайра кун ирттерет. Ӗлӗкхи тарҫӑ хӑй улпутне пурлӑха салатса ярасран е чарусӑрланасран чарни пулкаланӑ, Захар вара хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле улпут шутӗнчен ӗҫме юратать; ӗлӗкхи тарҫӑ, кастарнӑ арҫын пекех, таса кӑмӑллӑ пулнӑ, ку вара шанчӑксӑр куммӑшӗ патне чупкалать. Лешӗ улпут укҫине кирек мӗнле арчара усранинчен те лайӑхрах сыхласа упранӑ, Захар — мӗн те пулин туяннӑ хыҫҫӑн вунӑ пус улталаса илсе юлма хӑтланать, сӗтел ҫинче выртакан пӑхӑр вунӑ пуслӑха илсе кӗсйине чикет. Ҫавӑн пекех тата япала туяннӑ чухне каялла панӑ укҫана Илья Ильич Захартан илме манса кайсан, ҫав укҫа нихҫан та Обломова лекмест.

Захар пысӑк укҫана вӑрламасть, тен, хӑйне мӗн кирлине вунӑ пуслӑхсемпе те гривнӑсемпе виҫет пулӗ, е хуҫа сисесрен хӑрать, анчах, епле пулсан та, ку вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнинчен мар.

Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.

Кунсӑр пуҫне тата Захар элек саракан ҫын. Кухньӑра, лавккара, хапха умне пухӑнса тӑнӑ ҫынсем хушшинче, кашни кунах вӑл: пурнӑҫӑм начар, манӑнни пек ухмах улпут пуррине халиччен илтмен, тесе ӳпкелешет, пӗр сӑмахпа каласан, ун патӗнче тертленсе пурӑниччен вилни авантарах, тет.

Ҫакна Захар тарӑхса та мар, улпута сиен кӳрес тесе те мар, ытахальтен, хӑнӑхнипе кӑна, кашни май килнӗ вӑхӑтра улпутне вӑрҫас шутпа, аслашшӗсенчен тата ашшӗнчен юлнӑ йӑлапа тӑвать.

Вӑл тепӗр чухне, кичеме пула, калаҫма самах-юмах ҫитерейменнипе, е хӑй каланине итлекен халӑха ытларах интереслентерес тесе, улпучӗпе пачах пулман-иртмен ӗҫсем ҫинчен сасартӑк сӑмах сарма тытӑнать.

— Манӑн акӑ яланах леш тӑлӑх арӑм патне ҫӳреме пуҫларӗ, — шӑппӑн хӑрӑлтатать вӑл, ӗнентересшӗн пулса, — ӗнер ун патне ҫыру та ҫырчӗ.

Е хӑйӗн улпучӗ ҫав тери картла вылякан, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫекен ҫын пулни ҫинчен пӗлтерет, ун пекки ку тарана ҫитсе те тӗнчере ҫуралман-ха, тет: вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе картла вылять тата йӳҫҫине ӗҫет, тет.

Анчах ун пекки нимӗн те ҫук: Илья Ильич тӑлӑх арӑмсем патне ҫӳремест, каҫсерен тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать, карт алла та тытмасть.

Захар тирпейсӗр. Вӑл сайра хутра ҫеҫ хырӑнать; аллине, питне ҫусан та, ячӗшӗн ҫеҫ ҫӑвать пулас, вӗсене пурпӗрех нимле супӑньпе те ҫуса шуратаймастӑн. Вӑл мунча кӗрсен те, аллисем пӗр-икӗ сехетлӗхе ҫеҫ хӗрелеҫҫӗ, унтан каллех хуралса лараҫҫӗ.

Вӑл ҫав тери ҫаврӑнӑҫусӑр: хапха е алӑк уҫма тытӑнсан, пӗр енне уҫать, е тепӗр енӗ хупӑнса ларать, ҫав енне уҫма ыткӑнать — лешӗ хупӑнса ларать.

Урайӗнче выртакан тутӑра е урӑх япалана вӑл нихҫан та пӗрре пӗшкӗннипех илмест, яланах пӗр виҫӗ хутчен пӗшкӗнет, ӑна тытнӑ пек тӑвать, тӑваттӑмӗш хутӗнче тытсан та, тепӗр чухне, каллех ҫӗре ӳкерет.

Вӑл пӳлӗм тӑрӑх пӗр купа савӑт-сапа е урӑх япаласем йӑтса пырать пулсан, пӗр утӑм ярса пуссанах унӑн ҫӳлти япалисем урайне ӳкме пуҫлаҫҫӗ. Малтан пӗри персе анать, хай вара, ӳкерес мар тесе, пачах кирлӗ мар ҫӗртен, кая юлса, сасартӑк хускалса илет те каллех иккӗшне ӳкерет. Вӑл тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахать, аллинчи япаласем ҫине мар, ӳкекеннисем ҫине пӑхса тӑрать, ҫавӑнпа та патнусне чалӑштарать, япаласем ҫаплах ӳкеҫҫӗ, — ҫапла вара вӑл, тепӗр чухне, пӳлӗм тепӗр вӗҫне пӗр черккине е пӗр турилккине ҫеҫ илсе ҫитерет, тепӗр чухне тата, ятлаҫса та ылханса, аллинче мӗн юлнисене те хӑех пӑрахать.

Пӳлӗм тӑрӑх иртнӗ чух вӑл сӗтеле е пукана, е урипе, е аякӗпе перӗнет, ҫурри уҫӑ алӑка та яланах тӳррӗн пырса кӗреймест, хулпуҫҫийӗпе тепӗр хуппине ҫитсе ҫапӑнать, вара ҫакӑншӑн икӗ хуппине те, е ҫурт хуҫине, е алӑк хупписене тунӑ платнике вӑрҫса тӑкать.

Обломов кабинетӗнчи пур япаласене те, уйрӑммӑнах вӗтӗ, асӑрханса тыткаламалли япаласене, ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, — ҫаксем пурте Захар тӑрӑшнипе пулнӑ. Вӑл кирек мӗнле япалана та ним уяса тӑмасӑр, пӗр пек вӑй хурса, пӗр майлӑ тыткалать.

Калӑпӑр, ӑна ҫурта ҫункавне илсе пӑрахма е стакана шыв тултарма хушаҫҫӗ: вӑл вара хапха уҫнӑ чухне мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ, ҫак ӗҫре те ҫавӑн чухлӗ вӑй хурать.

Захар, улпута юрас шутпа тӑрӑшса, пурне те пуҫтарма, тасатма, майласа лартма, ҫийӗнчех пурне те йӗркене кӗртме шухӑшласан, турӑ ҫырлахтӑрах! Вара инкексемпе тӑкаксен шучӗ те пулас ҫук; тӑшман салтакӗ килсе кӗрсен те ун чухлӗ сиен кӳрес ҫук пулӗ. Ун пек чухне вӑл ватма, тӗрлӗ япаласене ҫӗре ӳкерме, савӑт-сапа ҫӗмӗрме, пукансене тӳнтерсе яма пуҫлать те, ӑна вара пӳлӗмрен хӑваласа кӑларса яма тивет, е вӑл хӑех ятлаҫса, ылханса тухса каять.

Телее пула вӑл сайра хутра ҫеҫ ҫавнашкал тӑрӑшса ӗҫлеме пултарать,
Ку ӗнтӗ, паллах, Захар чаплӑ та тӑвӑр, тем те пӗр лартса тултарнӑ капмар кабинетсемпе будуарсенче ӗҫлеме хӑнӑхманран, вӑл ялта, лӑпкӑ, уҫӑ та ирӗк сывлӑшра, ҫитӗнсе, урӑхла ӗҫ майӗсене хӑнӑхнинчен килнӗ.

Унта вӑл кӑнттам япаласене хӑй мӗнле тыткалас тенӗ, ҫавӑн пек тыткалама хӑнӑхса ҫитнӗ; пуринчен ытларах ҫирӗп те пысӑк ӗҫ хатӗрӗсемпе: кӗреҫесемпе, лумсемпе, алӑк тыткӑчисемпе, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарма йывӑр пукансемпе тӗрмешнӗ.

Ҫурта лартмалли, лампа, транспарант, прес-папье — пачах урӑх япаласем, пӗр вырӑнта виҫ-тӑватӑ ҫул тӑраҫҫӗ — ним те мар; ӑна кӑшт ҫеҫ тыт, пӑхатӑн — ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ.

— Ах, — тет вӑл тӗлӗнсе Обломова ун пек чухне, пӗр-пӗр япала ҫӗмӗрсен. — Пӑхӑр-ха, сударь, мӗнле тӗлӗнтермӗш япала: акӑ ҫакна тытрӑм кӑна, вӑл ҫӗмӗрӗлсе те кайрӗ.

Е пачах нимӗн те каламасть, хӑвӑртрах ӑна ӗлӗкхи вырӑнне вӑрттӑн лартса хурать те, улпута: эсир ӑна хӑвӑр ҫӗмӗрнӗ, тесе ӗнентерет; тепӗр чухне (эсир ҫакна калав пуҫламӑшӗнчех куртӑр пулӗ) кирек мӗнле япала та, вӑл тимӗр пулсан та, унӑн хӑҫан та пулин ванмалла, ӗмӗр пурӑнмалла мар, тесе тӳрре тухать.

Пирвайхи икӗ сӑлтавӗ пирки тавлашма та пулать-ха, анчах, питех кирлӗ пулсан, вӑл виҫҫӗмӗш сӑлтавне калать те, вара унпа кирек мӗнле хирӗҫни те усӑсӑр, вӑл пурпӗрех айӑпсӑр пулса юлать.

Захар хӑйӗн мӗн ӗҫ тумаллине пӗррехинче яланлӑхах татӑклӑн шутласа хунӑ та, ҫак виҫерен хӑй ирӗкӗпе нихҫан та иртмест.

Вӑл ирхине сӑмавар лартать, улпут тасатса пама ыйтнӑ атӑпа кӗпене тасатать, анчах тасатса пама хушманнине пачах тытмасть, хуть ҫав тум вунӑ ҫул ҫакӑнса тӑтӑр.

Унтан вӑл урай варрине шӑлса каять, ӑна та кашни кунах мар, пушӑ ларакан сӗтел ҫинчи тусана сӑтӑрать, япаласене хускатасшӑн мар пулнипе ытти сӗтелсене тасатмасть, пӳрт кӗтессисене пырса та тӗкӗнмест.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл, ним ҫинчен шухӑшламасӑр, сак ҫинче выртса канма, е кухньӑра Анисьйӑпа, картишӗнче ӗҫлекенсемпе хапха умӗнче пакӑлтатма тивӗҫ, тесе шутлать.

Ӑна хӑй шутласа хунӑ ӗҫсенчен ытлашши мӗн те пулин тума хушсан, вӑл мӗн хушнине кӑмӑлсӑррӑн, хушни ним усӑсӑр пулнине тата ҫав ӗҫе тума ҫуккине ӗнентересшӗн тавлашнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӑвать.

Хӑй шутласа хунӑ ӗҫсен шутне яланлӑхах тепӗр ӗҫ хушса пама ниепле те май килмест.

Ӑна пӗр-пӗр япала тасатса е ҫуса пама, е илсе килме, кайса хума хушсан, вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе, мӑкӑртатса туса парать; анчах ӑна кам та пулин ҫав ӗҫсене кайран та яланах ӑна тутарса тӑрасшӑн хӑтлансан, нихҫан та итлеттерме ҫук.

Тепӗр кунне, е виҫҫӗмӗш кунне е тата малалла ҫавна тумах Захара тепӗр хут хушмалла пулсан, каллех унпа тавлашса кӑмӑла пӑсмалла.

Ҫаксене пӑхмасӑрах, урӑхла каласан, Захар ӗҫме, сӑмах сарма юратсан та, Обломовӑн вунӑ пуслӑхӗсемпе пилӗк пуслӑхӗсене илкелесен те, тӗрлӗрен савӑт-сапасене ватса-ҫӗмӗрсе пӗтерсен те, кахаллансан та, вӑл — пурпӗрех хӑй улпутне чӗререн парӑннӑ тарҫӑ.

Вӑл уншӑн вутра ҫунма е шывра путма шухӑшласа тӑман пулӗччӗ, ҫакна вӑл паттӑрла ӗҫ вырӑнне те, ҫынсене тӗлӗнтерекен япала вырӑнне те хуман пулӗччӗ. Ҫакӑн ҫине вӑл пурнӑҫра пулакан, урӑхла пулма та пултарайман ӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхӗччӗ, е тӗрӗсрех каласан, ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫапла тунӑ пулӗччӗ.

Унӑн ҫак енӗпе нимле теори те ҫук, хӑй Илья Ильич ҫине мӗнле пӑхнине тӗпчесе пӗлес шухӑш ун пуҫне пӗрре те пырса кӗмен; улпута юратассине хӑй шухӑшласа кӑларман вӑл, ҫак туйам ӑна ашшӗнчен, аслашшӗнчен, пиччӗшӗсенчен, улпут ҫыннисенчен куҫнӑ, вӑл вӗсем хушшинче ҫуралнӑ, вӗсемпе пӗрле пурӑнса вӗсен йӑли-паллисене вӗреннӗ.

Захар, ҫакна хӑйшӗн пурпӗрех пулмалли чӑн-чӑн тивӗҫ вырӑнне шутласа, хӑй улпучӗшӗн вилнӗ пулӗччӗ, вӗшле йытӑ вӑрманта тискер кайӑка тӗл пулсан, мӗншӗн-ха хуҫин мар, шӑпах унӑн ҫав кайӑкпа тытӑҫмалла пулни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, вилӗм ҫине пырса кӗрсе вилнӗ пек, Захар та улпутшӑн ӳксе вилнӗ пулӗччӗ.

Анчах, сӑмахран, чирлӗ улпутӑн пуҫӗ вӗҫӗнче ҫӗрӗпех куҫ хупмасӑр лармалла пулсан, улпучӗн сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫакӑнтан килес пулсан, Захар пурпӗрех ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ.

Ҫиелтен пӑхсан, вӑл хӑй улпутне чуралла юрама тӑрӑшни пачах курӑнмасть, улпутпа калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне хытӑ кӑмӑллӑ, именӳсӗр тыткалать, вӑк-тӗвекшӗнех ҫиленет, малтан каланӑ пек, хапха умӗнче тусӗсемпе пухӑнса тӑрсан, улпута хурласа калаҫать; анчах вӑл Илья Ильича хӑйне мар пулсан та, 0бломовӑн ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан, хӑйшӗн хаклӑ япаласене пурне те тӑванла ҫывӑх туйӑмпа парӑннине пачах хур тумасть, вӑхӑтлӑха ҫеҫ тиркет.

Захар Обломов ҫине икӗ тӗрлӗ пӑхнӑ пулӗ, тен, вӑл улпут кӑмӑлне тӗпчесе вӗренни ун шухӑшне тепӗр майлӑ ҫавӑрнӑ пулӗ. Захара вӑл хӑйӗн улпутне мӗнле парӑннине ӑнлантарса парсан, тен, вӑл ҫакӑнпа килӗшмен те пулӗччӗ.

Кушак хӑй чартакне, лаша хӑй витине, йытӑ хӑй ҫуралса ӳснӗ йӑвине юратнӑ пекех, Захар та Обломовкӑна юратнӑ. Ҫапла чӗререн кӑмӑлланине пула унӑн хӑйне уйрӑм шухӑшсем ҫирӗпленнӗ.

Тӗслӗхрен, вӑл Обломов кучерне повартан, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Варварӑна лешсенчен иккӗшӗнчен те ытларах юратать, Илья Ильича вӗсенчен пуринчен сахалтарах юратать; апла пулин те, уншӑн Обломов килӗнчи повар тӗнчери поварсенчен пуринчен те чи лайӑххи, Илья Ильич — мӗн-пур помещиксенчен чи ырри.

Тараска буфетчика Захар чӑтма пултараймасть; анчах ҫав Тараскӑна вӑл Обломов килӗнчи ҫын пулнӑшӑн ҫеҫ ҫут тӗнчери чи лайӑх ҫынпа та улӑштарман пулӗччӗ.

Вӑл, шаман хӑйӗн турри тесе хисеплекен кӗлетке умӗнче ирӗккӗн тыткаланӑ пек, хӑйне Обломов умӗнче именмесӗр тата кӑмӑлсӑр тыткалать; шаман хӑй идолне шӑлса та тасатать, ӳкерет те, тепӗр чухне, тен, тарӑхнипе, ҫапса та ярать пулӗ, анчах ҫав идолӑн ӑс-хакӑлӗ хӑйӗн ӑс-хакӑлӗнчен ҫӳлте тӑнине туйни яланах унӑн чӗринче упранать.

Захара, ун чӗринчи ҫак туйӑма вӑратса, улпучӗ ҫине чунтан хисеплесе пӑхтарма, тепӗр чухне, кӑмӑлне ҫемҫетсе, ӑна макӑртма та пӗчӗк сӑлтавах ҫителӗклӗ. Вӑл мӗнле те пулин ытти улпутсене хӑйӗн улпутӗнчен ҫӳле хума мар, унпа танлаштарас пулсан та, турӑ сыхлатӑр! Кам та пулин урӑххи ҫапла тӑвас пулсан та — турӑ сыхлатӑр!

Обломов патне килекен господасемпе хӑнасем ҫине Захар кӑштах мӑнаҫлӑн пӑхать, вӗсене хӑналама, чей е ытти япаласем пама та, темле мӑн кӑмӑлпа, вӗсем хӑйӗн улпучӗ патӗнче мӗнле хисепе тивӗҫлӗ пулнине туйтарнӑ евӗр, пырса парать. Вӗсем пырсан, хытӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет:
— Улпут ҫывӑрать, — тет вӑл, килекен ҫынна пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити мӑнаҫлӑн пӑхкаласа.

Захар, элекпе усал сӑмах сарас вырӑнне, тепӗр чухне лавккасенче, хапха умӗнче пухӑнса тӑрсан, Илья Ильича виҫесӗр пысӑклатать, унпа мухтанать. Сасартӑк вӑл улпучӗн лайӑх енӗсене, ӑсне, ҫивӗчлӗхне, уҫӑ кӑмӑлне, ырлӑхне асӑнма пуҫлать; улпучӗн питӗ хытӑ мухтамалли ытти пахалӑхӗсем ҫитеймесен, вӑл ҫакна урӑх ҫынсен сӑнарӗнчен илсе ӑна чаплӑ, ҫав тери хӑватлӑ ҫын вырӑнне хурать.

Дворнике е ҫурт управляющине, хуҫине те хӑратмалла пулсан, вӑл яланах улпутпа хӑратать: «Тӑхта акӑ, эпӗ улпута каласа паратӑп, — тет вӑл юнаса. — Ун чухне лекет сана!» Тӗнчере урӑх вӑйлӑ авторитет пулма пултарасса вал пӗлмест те.

Анчах Обломовпа Захар хушшинчи ҫыхӑну яланах темле хирӗҫӳллӗ пулнӑ.

Вӗсем, иккӗшӗ пӗрле пурӑнса, пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Кунсерен пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулни пӗриншӗн те, теприншӗн те ахаль иртмен: ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ҫеҫ киленсе, пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗпе тӗрткелесе илни ан пултӑр тесен, пӗрин те, теприн те пурнӑҫа пурӑнса курни, ӗҫпе япаласен йӗркине пӗлни тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ.

Захарӑн калама ҫук пысӑк пӗр пахалӑхне Илья Ильич пӗлнӗ ӗнтӗ — Захар ӑна чӗререн парӑнса тӑрать, ҫакна Обломов хӑнӑхнӑ, ку урӑхла пулман та, пулма та пултараймасть тесе шутланӑ; ҫак пахалӑха пӗррехинче хӑнӑхнӑскер, вӑл ӗнтӗ ҫакӑнпа киленмен, ҫав хушӑрах, хӑй нимпе интересленмен пулсан та, Захарӑн шутсӑр нумай пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене тӳсме пултарайман.

Захар вара улпутне ӗлӗкхи тарҫӑсем евӗр чӗререн пӑхӑнса пурӑннине хӑй лайӑх туйса тӑнӑ пулсан та, хальхи саманари ҫитменлӗхсем ӑна самаях пӑснӑ пулнӑ, Илья Ильич та вара Захара вӑл чӗререн парӑннишӗн ӑшӗнче хакланӑ, ҫапах унпа ӗлӗкхи господасем тарҫисемпе тӑванла, туслӑ пурӑннӑ пек пулман ӗнтӗ. Тепӗр чухне вӑл Захара хыттӑнах вӑрҫкаласа илнӗ.

Захара вӑл хӑй те йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Захара, ҫамрӑк чухне улпут ҫуртӗнче лакейра пулнӑ хыҫҫӑн, Илья Ильича пӑхакан «этем» туса лартнӑ та, ҫавӑнтанпа вӑл хӑйне кирлӗ япала вырӑнне мар, илемлетекен япала вырӑнне, авалхи йӑлан тулли пурнӑҫне тата чапне тытса тӑмалли япала вырӑнне шутланӑ. Ҫакна пула, вӑл улпут ачине ирхине тумлантарнӑ, каҫхине салтӑнтарнӑ, ытти вӑхӑтра пачах нимӗн те туман.

Ҫуралнӑранпах кахал пулнӑскер, вӑл ӗлӗкренпе лакейра пулнипе татах кахалланса пынӑ. Вӑл килкартишӗнче ӗҫлекенсем хушшинче мӑнкӑмӑлланнӑ, сӑмавар лартма та, урай шӑлса кайма та ӳркеннӗ. Вӑл е кайри пӳлӗмре тӗлӗрнӗ, е ӗҫлӗ ҫынсем пурӑнакан ҫурта, кухньӑна пакӑлтатса ларма кайнӑ, апла пулмасан, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытса, сехечӗ-сехечӗпе хапха умӗнче, ыйхӑллӑн шухӑша кайса, тавраналла пӑхкаласа тӑнӑ.

Ҫакӑн пек пурнӑҫ хыҫҫӑн вара пӗтӗм ҫуртри ӗҫсене туса пырассине сасартӑк ун ҫине йӑвантарнӑ! Унӑн улпутне те пӑхмалла, урайне те шӑлмалла, ӑна-кӑна та тасатмалла, унта-кунта та чупмалла! Ҫакна пула унӑн чунне салхулӑх ҫавӑрса илнӗ, йӑлинче вара йывӑр сӑмах каласси тата хытӑ кӑмӑлӑхпа хаярлӑх ҫуралнӑ; ҫавӑнпа та улпут сасси ӑна сак ҫинчен тӑратмассеренех вӑл кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатнӑ. Ҫиелтен пӑхма салху та тискер пулин те, Захар ҫемҫе, ырӑ чӗреллӗ ҫын. Вӑл ачасемпе вӑхӑт ирттерме те юратать. Картишӗнче, хапха умӗнче, час-часах ӑна ача-пӑчасен ушкӑнӗнче пулнине кураҫҫӗ. Вӑл вӗсене мирлештерет, йӗкӗлтет, тӗрлӗрен вӑйӑсем вӗрентет е пӗрне — пӗр чӗркуҫҫи ҫине, теприне — тепӗрин ҫине лартать, мӗнле те пулин ашкӑнчӑк ӑна мӑйран ҫакӑнать те унӑн бакенбарчӗсене тӑмалать.

Ҫапла вара Обломов, пӗрмаях хӑй патӗнче пулма хушнипе, Захар кӑмӑл туртнӑ пек пурӑнма памасть: ҫынсемпе пӗрле пулас килни, ӗҫсӗрлӗхе юратни тата ӗмӗрех, нихҫан чарӑнмасӑр чӑмлас килни Захара е кумӑшӗ патне, е кухньӑна, е лавккана, е хапха умне туртать.

Вӗсем пӗр-пӗрне тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ тата тахҫантанпах пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Захар пӗчӗк Обломова алли ҫинче латса ҫӳренӗ, Обломов вара ӑна ҫамрӑкскере, вичкӗн, ҫӑткӑн та чее каччӑ пулнине астӑвать.

Вӗсем хушшинчи ӗлӗкхи ҫыхӑну нихҫан та татӑлма пултараймасть. Захар пулӑшмасӑр Илья Ильич тӑма та, ҫывӑрма выртма та, пуҫне турама та, урине тӑхӑнма та, апат ҫиме те пултараймасть, ҫавӑн пекех, Захар та Илья Ильичсӑр пуҫне урӑх улпут ҫинчен шутлаймасть, ӑна тумлантарнисӗр, апатлантарнисӗр, кӳрентернисӗр, суйнисӗр, тата ҫав вӑхӑтрах, ӑшӗнче ӑна чунтан-чӗререн хисепленисӗр пуҫне, урӑхла пурӑнма пултараймасть.

Сайт:

 

Статистика

...подробней