Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хумалла (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхатӑп, алли ун усӑнса аннӑ, шутлатӑп: тӳрлетсе хумалла, ҫывӑрса ларма пултарать алли…

Гляжу, рука у нее вниз свесилась, думаю: надо поправить, затекет рука-то…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Юрату уявӗ иртсе каять те пӗр канӑҫсӑр пурнӑҫ пуҫланать: палатӑна ҫӳремелле, унтан Обломовкӑна каймалла, ҫурт лартмалла, пӗр-пӗр пуян ушкӑнпа калаҫса татӑлса укҫашӑн саклат хумалла, ҫул тумалла, мужиксен вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашуллӑ ӗҫӗсене пӑхса тухмалла, пур ӗҫе йӗркелемелле… тырӑ вырни… авӑн ҫапни… шут шӑрҫисем шаклатни, приказчиксен канӑҫсӑр сӑнарӗ… дворянсен суйлавӗ… суд ларӑвӗсем…

Поэма минует, и начнется строгая история: палата, потом поездка в Обломовку, постройка дома, заклад в совет, проведение дороги, нескончаемый разбор дел с мужиками, порядок работ, жнитво, умолот, щелканье счетов, заботливое лицо приказчика, дворянские выборы, заседание в суде.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…

«В неделю, скажет, набросать подробную инструкцию поверенному и отправить его в деревню, Обломовку заложить, прикупить земли, послать план построек, квартиру сдать, взять паспорт и ехать на полгода за границу, сбыть лишний жир, сбросить тяжесть, освежить душу тем воздухом, о котором мечтал некогда с другом, пожить без халата, без Захара и Тарантьева, надевать самому чулки и снимать с себя сапоги, спать только ночью, ехать, куда все едут, по железным дорогам, на пароходах, потом…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ: кунпа мӗн тумалла-ха, ӑна ӑҫта хумалла, тесе ыйтрӑм.

Я спросил, что, мол, делать мне с ним, куда его деть?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кайран ҫапла хушса хумалла пулать: «Сирӗн завуч тӑр ухмах, тимлӗ вулама та пӗлмест. Документсенче Евгени-Я Бондаренко тесе ҫырнӑ, Евгений мар».

а потом надо будет сказать: «Ваша завуч полная дура! Читать внимательно не может. В документах написано: «Евгени-Я Бондаренко».

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шавлас пирки калаҫсан, чи юлашки вырӑна манӑн штурмана хумалла, вӑл пӗр сӑмах та хушмасть, куҫхаршисене ҫеҫ тарӑн шухӑшлӑн хускаткалать те чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса тӗтӗм ункисем вӗрсе тӑвать.

Наконец на последнее место — если считать по шуму — нужно поставить моего штурмана, который вообще не говорил ни слова, а только задумчиво сдвигал брови и, вынув трубку изо рта, выпускал шары дыма.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ют ҫӗршывсенчен машинӑсем илмелле, ҫӗре шӑтарса, трубасем хумалла пулнӑ.

Надо было выписывать из-за границы машины, бурить почву, прокладывать трубы.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пропуск туянма чылай вӑй хумалла пулчӗ.

Немалого труда стоило мне получить пропуск.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— …Пирӗн каравансем иртсе ҫӳрен ҫул тӑрӑх тахҫанах ҫар базисем тӑва-тӑва хумалла

— …Давно пора построить оборонительные базы вдоль всего пути следования наших караванов…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чим-ха, — терӗ вӑл, — кӑна ҫырсах хумалла пулать, пымасӑр юлас марччӗ.

— Да, — сказал он, — нужно записать и не пропустить.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗтӗмпе кӗрешмелли виҫӗ май пур: ҫил вӗрекен енчен тӗтӗм тухмалли шӑтӑка питӗрсе хумалла, ун чухне тӗтӗм ытларах туртать.

— Есть три способа бороться с дымом: заслонить с наветренной стороны дымовое отверстие, и тяга станет сильнее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Янах айне кӑштах тон хумалла пек-и?

На подбородок слегка тон положить надо?

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна хирӗҫ тухмалла та ялавсене унӑн урисем патне хумалла иккен!

Выйти к нему навстречу и положить к ногам его знамена!

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аннен ҫемҫе кӑмӑлӗ пирки пӗр иккӗленсе тӑмалли те ҫук; анчах та атте кӑмӑлӗпе унӑн шухӑшӗ-йӗркисене пӗлсе тӑнӑ май, манӑн юрату ӑна хускатма пултараяс ҫуккине сисетӗп, ӑна вӑл ҫамрӑк ҫыннӑн ӑсӗ выляни вырӑнне ҫеҫ хумалла.

В нежности матушкиной я не сомневался, но, зная нрав и образ мыслей отца, я чувствовал, что любовь моя не слишком его тронет и что он будет на нее смотреть как на блажь молодого человека.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама ҫапла ҫырнине хирӗҫлеме пултараймастӑп; сире аса илни, сирӗн ытарайми, нимӗнпе танлаштарми сӑнӑр паянтан вара ман пурӑнӑҫӑн асапӗпе савӑнӑҫӗ пулса тӑраҫҫӗ; анчах манӑн сире пӗр йывӑр япала ҫинчен, манӑн пурӑнӑҫри пӗр хӑрушӑ вӑрттӑн пулнӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерсе, иксӗмӗр хушшӑмӑрта ниепле те сирме май ҫук чӑрмав туса хумалла, — тенӗ.

Теперь уж поздно противиться судьбе моей; воспоминание об вас, ваш милый, несравненный образ отныне будет мучением и отрадою жизни моей; но мне еще остается исполнить тяжелую обязанность, открыть вам ужасную тайну и положить между нами непреодолимую преграду…

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ытлашши шухӑшламалла мар, епресе каймалла мар, майор калашле — психологипе аппаланмалла мар, ун патнелле хирӗҫ ишсе пымалла, юхӑма хирӗҫ ишмелле, темле йывӑр пулсан та малалла ишмелле, пӗтӗм вӑя хумалла та — ишсе ҫитмелле.

Не раздумывать, не раскисать, не разводить, как говорил майор, достоевщину, а плыть к Оле навстречу, плыть против течения, плыть вперед, чего бы это ни стоило, положить все силы — и доплыть!

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах ун валли кӗнекесене Степан Иванович ятарласа пралукран тунӑ пюпитр ҫине хумалла пулчӗ, Комиссар вуланӑ май ватӑ салтак ун патӗнче ларса страницӑсене уҫса пачӗ.

Только приходилось класть для него книги в специально сконструированный Степаном Ивановичем проволочный пюпитр, и старый солдат, сидя возле, перелистывал ему страницы.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«Пӗчӗк кӗтӳҫе» вӗсен халех, уншӑн хӑйсен пуҫӗсене хумалла пулсан та, шырама каймалла пулнӑ.

Надо идти искать пастушка немедля, хотя бы это стоило им жизни.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«31. Регионти оператор илнӗ тата ҫак Саккунӑн 3 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн тӗп юсав фончӗпе ҫыхӑнман укҫа-тенкӗне уйрӑм счет ҫине хумалла тата ҫав укҫана регионти операторӑн ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн тӗп юсав фончӗн укҫи-тенкине хума уҫнӑ счечӗ, счечӗсем ҫинче тытма юрамасть.».

«31. Денежные средства, полученные региональным оператором и не относящиеся в соответствии с частью 1 статьи 3 настоящего Закона к фонду капитального ремонта, подлежат зачислению на отдельный счет, и их размещение на счете, счетах регионального оператора, открытых для размещения средств фонда капитального ремонта в соответствии с частью 3 настоящей статьи, не допускается.».

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 3 тата 15 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №40 от 04 июня 2019 г.

Ачана тупнӑ вырӑна хумалла е пӗрле илсе каймалла?

Может не трогать мальчика, оставить на месте, а может забрать собой?

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней