Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халь ҫавна лайӑхрах витсе хумалла, ют ҫын куҫӗ ан куртӑр.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫапӑҫу пуҫланиччен пӗтӗм пемелли системӑна тӑшмантан пытарса хумалла.До начала боя вся огневая система должна быть скрыта от врага.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак япаласене шанчӑклӑ вырӑна пытарса хумалла пулнӑ, анчах пит аякка хума юраман, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫитсен пистолетсене хӑвӑрт подпольщиксене салатмалла пулнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун суранӗ ҫине хура тӑхлан шывӗпе йӗпетнӗ япала хумалла пулнӑ, вӑл нимӗн каламасӑр, урисемпе тапкаланать, эмел хума памасть.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӑвакарнине — уйрӑм хумалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хупса хумалла вӗсене веҫех!
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Паянхи кун этемлӗх климат ҫине еплерех витӗм кӳрессине шутлама питӗ йывӑр, апла пулин те вӑл ытла улшӑнасран нумай вӑй-хал хумалла.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav
— Сулахайпа сылтӑм урана малалла хӑвӑрттӑн иле-иле хумалла, ҫавна майлӑн тивӗҫлӗ алла та ывӑтӑнтара-ывӑтӑнтара ямалла.— Выпад с левой и правой ноги, с выбрасываньем соответствующей руки.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эпӗ тӑратӑп, эпӗ чӗнместӗп, — полковник хӑлхинчи алкана куҫ илмесӗр пӑхса, салхун шухӑшларӗ Ромашов, — манӑн ӗнтӗ тытмалла та каласа ҫеҫ хумалла: эпӗ хам та ҫав ҫемйене хисеплеместӗп, хуть те халех унран хӑтӑлса тухма, запаса кайма хатӗр, темелле.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑмрӑк тӑвас тесен, вутӑ татмалла та ӑна пӗр ҫӗре купаламалла, ҫине ҫеремлӗ ҫӗрпе витсе хумалла, унтан вуттине чӗртмелле.Нужно нарубить толстых сучьев, сложить их в одну кучу, прикрыть слоем дерна и сжечь.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йывӑҫӗ питех те пиҫӗ пулнӑ пирки ку ӗҫпе ытла та нумай вӑхӑт иртрӗ, вӑй нумай хумалла пулчӗ.Дерево было такое твердое, что эта работа отняла у меня очень много времени и труда.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Аслати иртсе кайсан, пӗтӗм тара, — ҫиҫӗм тивес-тӑвас пулсан, ушкӑнпех пӗр харӑс пӗрхӗнсе ан кайтӑр тесе, — чи пӗчӗк пайсене уйӑрса хутӑм, вӗсене уйрӑмшар хумалла турӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тара темиҫе пая уйӑрса тӗрлӗ ҫӗре хумалла пулчӗ; ӑна ҫапла пайласа хурсан, вӑл ҫиҫӗм тивсен те пӗр харӑс пӗрхӗнсе тухмӗ, терӗм эпӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мӗн, сирӗн шӗлепкӗрсене пытарса хумалла, алӑка питӗрсе илмелле тутарттарасшӑн-и эсир мана?Вы меня заставите, чтоб я ваши шапке спрятал и запер на замок дверь!
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӗсене систерсе хумалла, — тесе чарчӗ ӑна Нягул Абаджня.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Хӑвӑртрах пӑшал илсе килмелле те каҫхине ҫакӑнта пытарса хумалла… — терӗ Огнянов.— Надо скорее забрать ружья и ночью спрятать их здесь… — сказал Огнянов.
IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл кӗлсулланчинчен кӗлне кӑларса пӑрахманнине асӑрхарӗ, тата сӗтел ҫинчи пустав ҫиттие те майласа хумалла, ку пукана та акӑ вырӑнтан куҫарса лартнӑ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав хут ҫине тата кермен кӗтессине те пулин ӳкерсе хумалла; вӑл, ҫавна курсан, кермен хут ҫине ӳкернӗ пӳрт пек япала маррине, унӑн, чӑнах та, ахаль ҫуртран пысӑках мар пулмаллине, пурте ҫавӑн пек е унран лайӑхрах ҫуртсенче пурӑнма тивӗҫ иккенне ӑнланса илет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫав ҫынпа тӗл пулсан, Вера Павловнӑн иккӗмӗш тӗлӗкӗнче Лопуховпа Алексей Петрович тӑпра свойствисем ҫинчен калаҫни ҫумне тата хушса каламаллине лайӑх курса тӑратӑн; ҫакна хушса хумалла: кирек мӗнле тӑпра ҫинче те тӗл-тӗл сывӑ пучахсем ҫитӗнме пултараҫҫӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туйсене чӑнах та питӗ хаваслӑ ирттерчӗҫ: туйччен те, туй хыҫҫӑн та вечерсем нумай пулчӗҫ, качча тухакан хӗре юлташӗсем кӗтмен япаласем нумай илсе пачӗҫ; запас тытмалли фондран хӗре парне туса парнелерӗҫ; анчах кунта та каллех Вера Павловнӑн вӑй хумалла, — паллах, ӗҫ мӑй таранах!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.