Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 14 сыпӑк

Раздел: Полк ывӑлӗ

Автор: Леонид Агаков

Источник: Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Добавлен: 2019.07.28 12:42

Предложений: 274; Слово: 2419

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Малалла ӗҫ тата лайӑхрах пулса пычӗ.

Ир пулчӗ. Кӑнтӑрла ытлашши нимӗнех те пулса иртмерӗ. Ваня ку вырӑнсене чӑнах та питӗ лайӑх пӗлнине разведчиксем хӑйсем курса ӗненчӗҫ ӗнтӗ. Ҫул кӑтартса пыраканӑн ӗҫне вӑл питӗ тӗрӗс те ӑслӑн туса пынӑ.

Биденкопа Горбунов ӑҫта та пулин кивӗ арпалӑхра е йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче пытанса ларнӑ вӑхӑтра Ваня хӑйӗн ырхан лашипе малалла кайса таврари вырӑнсене пӑхса ҫӳренӗ, унтан каялла таврӑнса кӑвакалла нартлатнӑ та — ҫул ҫинче никам та ҫук, ан хӑрӑр, тесе систернӗ.

Кун пек ӗҫлеме пит аван пулнӑ, ӗҫ хӑвӑрт пынӑ. Ваньӑна кӗтсе ларнӑ чух разведчиксем, яланхи пекех, вӑхӑт ахаль сая яман. Вӗсем ҫул ҫинче мӗн-мӗн курса пӗлнисене, асӑрханисене пӗтӗмпех картӑ ҫине ӳкернӗ. Вӗсем ӗнтӗ питӗ нумай кирлӗ сведенисем тупнӑ. Капитан Енакиевӑн батарейине панӑ участокра вӗсем нимӗҫсен оборонине пӗтӗмӗшпех тӗплӗн, йӗркеллӗн разведка тунӑ. Халӗ пысӑках мар шурлӑхлӑ юханшыва разведка туса, орудисене леш енчи ҫырана шыв урлӑ кӗперсӗрех, вӑрттӑн каҫарма килекен вырӑнсене картӑ ҫинче паллӑ тӑвасси ҫеҫ юлнӑ. Нимӗҫсен оборонине ӑнӑҫлӑн ҫӗмӗрме ку питех те кирлӗ пулнӑ. Вӑл капитан Енакиева хӑйӗн тупписене тӗп маршрут тӑрӑх кӗтмен ҫӗртен, разведка туса вӑхӑта ҫухатмасӑрах, нумай мала илсе тухса, нимӗҫсен чакакан колоннисене хыҫранах пӗрсе ҫӗмӗрсе пыма май панӑ.

Анчах та кун пек йывӑр разведкӑна, пуринчен ытла шыв урлӑ кӗперсӗр каҫмалли вырӑнсене тупма, шыв тӗпӗ мӗн тери ҫирӗппине тӗрӗслесе пӗлме, шыв мӗн тарӑнӑш пулнине пӗлме — кӑнтӑрла май килмен. Ку ӗҫсене тума каҫ пуласса кӗтмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та Горбунов, группӑра асли пулнӑскер, ҫаран ҫинче, шурлӑхсем хушшинче ҫӗр каҫма, тул ҫутӑлас умӗн вара юханшыв патне ҫитсе, ирхи тӗтрепе усӑ курса ҫырансене пӑхса тухма, кӗперсӗр каҫма май пур вырӑнсене тупма, вӗсене виҫсе пӑхма, унтан ҫаксене пурне те карта ҫине паллӑ тума приказ пачӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара киле те тавӑрӑнма юранӑ.

Вӗсем ҫавӑн пек турӗҫ те вара. Ҫаран ҫинче ҫӗр каҫрӗҫ, унти, тул ҫутӑличчен пӗр икӗ сехет малтан, Ваня Серкона чӗлпӗрӗнчен ҫавӑтса, яланхи пекех мала кайрӗ.

Биденкопа Горбунов ӑна кӗтсе тӑрса юлчӗҫ. Юханшыв патне ҫитме инҫе пулман, ҫавӑнпа та, вӗсен шучӗпе, Ваня нумай пулсан та тепӗр сехетрен тавӑрӑнмалла-мӗн.

Анчах пӗр сехет иртрӗ, унтан иккӗ, виҫҫӗ иртрӗ, ҫапах та Ваня тавӑрӑнмарӗ. Ун вырӑнне Серко пӗчченех уксахласа килчӗ. Вара разведчиксем ӑнланса илчӗҫ: Ваньӑпа ырӑ мар ӗҫ пулса тӑнӑ. Ӑна ҫӑлма каймалла пулать.

Биденкопа Горбунов кӑшт пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑчӗҫ. Вӗсем пӗр сӑмах та калаҫмарӗҫ. Анчах та пӗр-пӗрне ӑнланмашкӑн вӗсене нимӗнле сӑмах та кирлӗ пулман. Ахаль те пӗтӗмпех лайӑх ӑнланмалла пулнӑ. «Пӗчӗк кӗтӳҫе» вӗсен халех, уншӑн хӑйсен пуҫӗсене хумалла пулсан та, шырама каймалла пулнӑ.

Горбунов асли пулса, Биденкона аллипе сулса хӑй хыҫҫӑн пыма хушрӗ. Вӗсем ҫаран тӑрӑх асӑрханса, ҫемҫен, тӗмеске патӗнчен тӗмеске патне упаленсе пычӗҫ, хӑш чух ҫеҫ йӗри-тавралла пӑхса илме чарӑнкаларӗҫ.

Вӗсен телейне, тул ҫутӑлас умӗн ҫӗкленсе хӑпарнӑ тӗтре сирӗлмерӗ. Сирӗлме мар — вӑл тата ытларах ҫӑралнӑ пек пулчӗ. Шурлӑхлӑ айлӑм вырӑнта вӑл пӗрмай явӑнса, курӑнмалли япаласене пурне те пытарса тӑчӗ. Анчах тӗтре пулман пулсан та, разведчиксене никам та курман пулӗччӗ. Кунта никам ҫӳремен пушӑ вырӑн пулнӑ. Вӑл пачах та иртсе ҫӳреме май ҫук вырӑн пек туйӑннӑ.

Сасартӑк Биденкопа Горбунов хыҫӗнче темскер шаплатни илтенчӗ. Разведчиксем каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн, аманнӑ урине уксахласа, Серко утса пырать иккен. Тӗтре витӗр вӑл темӗн пысӑкӑш курӑнать.

— Каялла кай, Серко! Ан палӑрт пире, — терӗ Биденко, кӑмӑллӑн кулса. — Кама калатӑп, ватсупнӑ? Тавӑрӑн каялла. Кай!

Анчах Серко пуҫне усса, шурӑ илнӗ куҫӗпе салхуллӑн пӑхса, ҫаплах вӗсем хыҫҫӑн утнӑ. Вӑл: «Ан пӑрахӑр мана, ырӑ ҫынсем. Ҫак ҫӗрӗк, йӗпе улӑхра, ҫак хӑрушӑ сӗт пек тӗтрере эпӗ пӗччен мӗн тӑвӑп-ха? Хӗрхенӗр ватӑ лашана!» — тесе каласшӑн пек туйӑннӑ.

Разведчиксем ҫавна ӑнланнӑ. Ырӑ та лӑпкӑ выльӑха пӑрахса хӑварма вӗсене тем пекех шел пулнӑ пулин те, ним тума та мак килмен. Лашана кура, тӑшман вӗсене хӑйсене палӑртма пултарнӑ, вара разведчиксем пӗр минутрах пӗтмелле пулнӑ.

— Эх, савнӑ тусӑм, — терӗ те Биденко ассӑн сывласа, лаша патне упаленсе пычӗ.

Вӑл кӗсьинчен чӗн татӑкӗ кӑларса ватӑ лашан вӑйсӑр, шыҫса кайнӑ урисене хӑвӑрт тӑлларӗ.

— Шеллетпӗр эпир сана, тӑванӑм, анчах нимӗн тума та ҫук. Ҫӳрекеле халлӗхе ҫакӑнта. Тен, кайран курӑпӑр та-и.
Вара разведчиксем малалла упаленсе кайрӗҫ.

Серко вӗсем хыҫҫӑн чупма пикенчӗ, анчах урисене тӑлӑпа хытӑ ҫыхса лартнӑ пирки вӑл пӗр утӑм та тӑваймарӗ. Вара лаша сикесшӗн пулчӗ. Вӑл мӗнпур хавшак вӑйне пухрӗ, анчах та унӑн вӑйӗ питӗ сахал пулнӑ. Серко кайри урисене ҫеҫ кӑшт малалла ярса пусма пултарчӗ, вара ҫавӑнтах чарӑнса тӑрса йывӑррӑн сывласа ячӗ, — хыткан аяк пӗрчисем ҫеҫ ҫӗклене-ҫӗклене илчӗҫ.

Разведчиксем Ваня ҫӗрле кайнӑ еннелле упаленсе пычӗҫ. Хӑшпӗр вырӑнсенче, путакан ҫӗр ҫинче, унӑн ҫара урисен йӗрӗсӗм халӗ те уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ-ха.

Биденко ҫав йӗрсем ҫине пӑхса ҫапла шухӑшларӗ:

«Эх, путсӗр ҫынсем те ҫав эпир. Ача валли ҫак таранччен те урана тӑхӑнмалли тупса параймарӑмӑр. Ну, юрӗ ентӗ. Ӑна тупса чаҫе чипер тавӑрӑнсан, пӗтӗм обмундировани туса парӑпӑр. Виҫсех ҫӗлеттерӗпӗр. Питӗ капӑр ҫӳрекен пулӗ вӑл пирӗн», — терӗ.

Шурлӑх пуҫлансан, йӗрсем пачах ҫухалчӗҫ. Халӗ разведчиксем компас тӑрӑх юханшыв еннелле пычӗҫ. Таврара ҫав-ҫавах тӗтреллӗ, пуш-пушах. Юханшыв чӑнах та инҫетре пулман иккен.

Разведчиксем часах улӑхлӑ лутра ҫыран курчӗҫ. Шыв хӗрринче ҫыран ҫӑра хӑмӑшпа витӗннӗ. Леш енчи ҫӳллӗ ҫыранра вӑрман кӑвакӑн курӑнса тӑнӑ.

Кунтан малалла кайиччен, Горбуновпа Биденко нумайччен тавралӑха сӑнаса выртрӗҫ. Юханшыв ҫыранӗ пуш-пушах пулин те, шиклентернӗ. Йӗпе улӑхра грузовиксен йӗрӗсем пит нумай палӑрнӑ. Тикӗт пек хуп-хура выртакан ҫӗнӗ йӗрсенчен грузовиксем ку вырӑнпа нумай та пулмасть иртсе кайнине ӑнланма пулнӑ. Тен, вӗсем кунта пӗр-пӗр япала илсе килнӗ, анчах пуринчен ытларах — строительство валли йывӑҫ илсе килнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен улӑхра хӑшпӗр вырӑнсенче ҫӗнӗ турпас куписем выртни курӑннӑ.

Таҫта инҫетре те мар, нумай та пулмасть кӗпер тунӑ пек курӑннӑ. Епле пулсан та, вӑл кӗперӗ ҫакӑнтах пулнӑ, ӑна хӑмӑшсем пытарса тӑнӑ ҫеҫ. Кӗпер пулсан — ӑна хураллакансем те пулнах ӗнтӗ. Ҫавӑнтан пит те сыхланмалла. Леш енчи вӑрмана илсен, унта ҫар чаҫӗ тӑнӑ е штабсем вырнаҫнӑ пулмалла: вӑрман ҫийӗнче темиҫе вырӑнта тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Тепӗр ҫӗрте тата, йывӑҫ тӗпӗсем хушшинче, темӗнле сооружени палӑрнӑ, ӑна ҫиелтен маскировка тумалли сеткӑпа витнӗ. Ку вӑл е тупӑ лартмалли блиндаж, е наблюдательнӑй пункт, е пуҫ курӑнмиех кӗрсе тӑмалли пехотнӑй окоп пулма пултарнӑ.

Нимӗҫсем кунта вӑйлӑн ҫирӗпленсе, нумай вӑхӑт хушши оборонӑра тӑма хатӗрленнӗ пулас.

Ҫакна пӗлни питӗ кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та разведчиксем тавралӑха калама ҫук тинкерсе сӑнарӗҫ, мӗн курнине пӗтӗмпех астуса юлма тӑрӑшрӗҫ. Кайран, май килсен, вӗсен ҫаксене аса илсе пӗтӗмпех картӑ ҫине паллӑ тумалла.

Епле пулсан та, кунта текех тытӑнса тӑма юраман, кунтан часрах каймалла пулнӑ. Анчах вӗсем васкамарӗҫ. Юлташа ҫавнашкал хурлӑхра пӑрахса хӑварса вӗсем хӑйсен чаҫне Ваньӑсӑрах тавӑрӑнма пултарнӑ-и-ха? Тепӗр енчен — вӗсем мӗн тума пултарнӑ тата?

Акӑ, вӗсем хӑйсен ачи килсе курнӑ пӗчӗк юханшыв патне ҫитрӗеҫ. Акӑ, вӗсем те ҫав юханшыва кураҫҫӗ. Анчах малалла мӗн?

Ачан йӗрӗсем ҫухалнӑ. Ӑна чӑннипех нимӗҫсем тытнӑ пулсан, вӗсем, паллах ӗнтӗ, ӑна тахҫанах пӗр-пӗр хирти комендатурӑна илсе кайнӑ. Анчах, тепӗр енчен, — чирлӗ ырхан лашана ҫавӑтса пыракан ялти ҫӗтӗк-ҫатӑк ачана мӗн тума тытса каймалла пулнӑ нимӗҫсен? Ун пек совет ачисем, кӗлмӗҫе тухса выҫӑпа асапланса ҫӳрекенскерсем, сахал-и вӗсен тылӗнче? Пурне те тытса пӗтереймӗн. Унтан — ӑҫта хурса пӗтерес вӗсене, кам тӑрмашса чӑрманӗ вӗсемпе? Халӗ нимӗҫсен вӗсемпе аппаланма вӑхӑт ҫук, харпӑр хӑйӗн тирӗсене хӑтармалла.

Ҫук, Ваньӑна нимӗҫсем тытса кайнине ниепле те ӗненес килмест. Тата, тытса кайнӑ пулсан та, ӑна айӑпламалли мӗнле сӑлтав тупӑнма пултарнӑ? Пӗр сӑлтав та пулман. Ун ҫумӗнче ҫӗтӗк хутаҫ та букварь кӑна, пӗтӗмпе те ҫавӑ ҫеҫ.

Апла пулсан, ӑҫта кайса кӗнӗ-ха вӑл? Мӗншӗн лаша пӗчченех тавӑрӑнчӗ? Тен, Ваня хӑй кайрӗ пулӗ вӗсенчен уйрӑлса? Тӳсеймен — йӑлӑхса ҫитнӗ?.. Ку пачах та пулма пултарайман. Ваня ун пек мар!

Ҫакӑн пек шухӑшласан пуринчен те тӗрӗсрех пулать пулӗ: вӑл юханшыв патне ҫитнӗ, каялла тавӑрӑннӑ чухне аташса кайнӑ… Ваня аташнӑ. Ҫук, кун ҫинчен шухӑшлама та кулӑшла.

Вӑхӑт малалла шунӑ. Мӗн те пулин тумаллах пулнӑ.

Биденкопа Горбунов ҫамрӑк юманлӑхра, кӗрен ҫулҫисене тӑкма ӗлкереймен йывӑҫсем хушшинче, йӗри-тавра пӑхкаланӑ.

Сасартӑк Биденко хӑйӗн куҫӗсем патӗнчех пӗр япала курнӑ та кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса яман. Ку — химически карандаш, ҫиелтен «Химуголь» тесе ҫырнӑ пӗчӗкҫеҫ химически карандаш пулнӑ. Ӑна Биденко нумай та пулмасть Ваньӑна парне панӑ. Ваня карандашне пӗрмаях хӑйӗн хутаҫӗнче чиксе ҫӳренӗ.

— Кузьма, — терӗ Биденко шӑппӑн, карандаш ҫине кӑтартса.

Горбунов пӑхрӗ те ахлатсах ячӗ.

Ҫав самантрах вӗсене ӗҫ мӗнле пулнине пур енчен те, кӑтартса паракан тӗрлӗрен вак паллӑсем темӗн чухле курӑнчӗҫ. Салтаксем вӑл паллӑсене хӑйсем ку таранччен ытла та ҫывӑх пулнӑ пирки кӑна асӑрхаман.

Вӗсем туратран ҫакӑнса юлнӑ кӑвак лаша ҫӑмне курчӗҫ. Вӗсем туртса пӗтермесӗрех ҫӗр ӑшне таптаса лартнӑ нимӗҫ сигаретине, хуҫса пӑрахнӑ йывӑҫ тӗмӗ ҫинчен тӑкӑннӑ ҫулҫӑсен купине курчӗҫ. Юлашкинчен, вӗсем кӑшт аяккарахра Ваньӑн кантраран тунӑ пушши выртнине курчӗҫ.

Таврари ҫӗре салтаксем тимӗрленӗ аттисемпе таптаса пӗтернӗ.

Ҫаксене пурне те курсан, разведчиксен куҫӗ умне ҫак вырӑнта темиҫе сехет каялла пулса иртнӗ ҫав тери хӑрушӑ картина тухса тӑчӗ.

Халӗ вӗсемшӗн пӗтӗмпех паллӑ пулнӑ.

Вӗсем тӗрес ҫул суйласа килнӗ. Шӑп ҫакӑнталла килнӗ иккен Ваня хӑйӗн лашипе. Вӑл ҫак йывӑҫ тӗмӗсем патне ҫитнӗ. Шӑп та вара ҫакӑнта, халӗ Горбуновпа Биденко выртнӑ ҫӗрте, Ваньӑна нимӗҫсем ярса тытнӑ. Пур паллӑсем тӑрӑх та Ваньӑна нимӗҫсем сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен, питӗ хаяррӑн пырса тытнӑ.

Таптаса пӗтернӗ ҫӗр, хуҫӑлнӑ йывӑҫ тӗмӗсем, хутаҫран тухса ӳкнӗ карандаш, аяккалла илсе ывӑтнӑ пушӑ, туртса пӗтереймен сигарета — ҫаксем пурте ача ҫав тери вӑйлӑн хирӗҫ тӑнине кӑтартнӑ. Унтан вӗсем ӑна сӗтӗрсе кайнӑ. Халӗ разведчиксем ҫӗр ҫинче Ваньӑна ӑҫталла сӗтӗрсе кайнине кӑтартакан йӗрсене уҫҫӑнах курнӑ.

Йӗрсем хӑмӑшсем еннелле, Биденкопа Горбунов шухӑшӗпе кӗпер пулмалли ҫӗрелле пынӑ. Апла пулсан, нимӗҫсем ачана кӗпер урлӑ, леш енне илсе кайнӑ. Унта, пур паллӑсем тӑрӑх та, вӗсен штабӗ е комендатури пулнӑ.

Разведчиксем малалла мӗн тумалли ҫинчен шутлама тытӑнчӗҫ.

Вӗсем хӑвӑрт, анчах та тӗплӗн, пур енчен те, разведчик-артиллеристсене тивӗҫлӗ пек сӳтсе яврӗҫ. Унтан вӗсен мӗн тумаллине татӑклӑн йышӑнасси ҫеҫ юлчӗ.

Биденкопа Горбунов ҫар званийӗ енӗпе те, вӑрҫӑ ӗҫӗсем тӗлӗшӗпе те, служба срокӗ тӗлӗшӗпе те пӗр тан пулнӑ, анчах хальхи разведкӑна Горбунова начальник туса янӑ. Ҫавӑнпа та юлашки сӑмаха унӑн каламалла пулнӑ. Вара ҫав юлашки сӑмах — приказ пулнӑ, ун пирки текех калаҫма юраман.

Хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне каличчен малтан, Горбунов тарӑн шухӑша кайрӗ. Биденко тусӗ пирки иккӗленмен. Вӑл хӑйӗн тусӗ пит те лайӑх сӑмах каласса ӗненнӗ. Анчах Горбунов хӑй шухӑшне каласа парсан, вӑл малтан тӗленсех кайнӑ. Вӑл хуть мӗне те кӗтме пултарнӑ, анчах кун пеккине кӗтмен.

— Акӑ мӗн, Василий, — терӗ Горбунов ҫирӗппӗн. — Ӗҫсем ҫакӑн пек пулнӑ пирки пирӗн уйӑрӑлмалла пулать. Ӑнланатӑн-и? Эсӗ чаҫе каялла каятӑн. Хатӗрлен. Эпӗ кунта юлатӑп.

— Епле апла? Мӗнле приказ паратӑн эсӗ? — ӑнланман пек ыйтрӗ Биденко.

— Сана чаҫе тавӑрӑнма приказ паратӑп. Эпӗ юлатӑп.

— Кузьма! — тесе кӑшкӑрчӗ Биденко.

— Сӑмах пӗтрӗ, — терӗ Горбунов кӗскен, куҫ харшисене пӗрсе.

Биденко вара урӑх ним ҫинчен те калаҫмалли ҫуккине ӑнланчӗ. Ҫапах та вӑл хӑй шухӑшне каласа пама тӑчӗ:
— Пӗчӗк кӗтӳҫӗ епле вара?

— Эпӗ кунта юлатӑп. Ӑна хӑтарма тӑрӑшатӑп.

— Эпӗ мӗнле?

— Эсӗ чаҫе каятӑн.

— Эпӗ, Кузьма, ҫапла шухӑшлатӑп: эпир кунта иксӗмӗр те юлӑпӑр.

— Пӗрре каланӑ сана, — тесе татса хучӗ Горбунов.

— Епле-ха эпӗ тавӑрӑнам пӗчӗк кӗтӳҫӗсӗр, — тархасланӑ пекех ӳкӗтлеме тытӑнчӗ Биденко. — Ҫук, тӑванӑм. Кун пек ӗҫ тухмасть. Хуть те мӗн кала, эпӗ вӑл ачана пӑрахмастӑп. Пуҫа хуратӑп, ҫапах та хӑтаратӑп. Мӗнле пулать-ха вара ку? Вӑл маншӑн тӑван ывӑл пекех вӗт!..

— Вӑл пирӗншӗн те тӑван ывӑл. Анчах служба пӗрремӗш вырӑнта пулмалла. Пӗлетӗн-и, кама служить тӑватпӑр? Совет Союзне. Пӗлетӗн ӗнтӗ. Чаҫе каятӑн. Эпӗ кунта юлатӑп.

— Чаҫе каймастӑп эпӗ, — терӗ Биденко, куҫӗсене хаяррӑн хӗссе.

— Приказ паратӑп, — терӗ Горбунов. — Итлеместӗн пулсан, эпӗ санпа мӗн тумаллине пӗлетӗп. Ӑнлантӑн-и? Итле-ха, Вася, — терӗ вӑл тӑруках ҫемҫен. — Эп ӑнланмастӑп-и мӗн? Эп ӑнланатӑп, тусӑм. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Батарея пирӗн даннӑйсене кӗтет. Ниушлӗ вара эпир ӑна суккӑр пек туса, маршрутсӑр хӑваратпӑр? Ан ухмахлан, Вася. Эп кунта юлатӑп, эсӗ чаҫе кай. Пирӗн даннӑйсене ҫитерсе паратӑн. Асту, чипер ҫитнӗ пултӑр. Сыхлан, йӗркеллӗн асӑрханса кай, нимӗҫсем ҫине пырса ан тӑрӑн. Сан ҫине — чул хӳме ҫине шаннӑ пекех шанатӑп. Командира обстановка ҫинчен каласа паратӑн. Ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм, — терӗ Биденко, шӑлӗсене ҫыртса.

Ӑна нумай каласа тӑма кирлӗ пулман. Вӑл Горбунов вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑй те ҫавӑн пекех тумалла. Вӑл лайӑх ӑнланнӑ: вӗсенчен пӗрин разведкӑра пухнӑ даннӑйсене чаҫе ҫитерсе памалла. Горбунов документсемпе ӑна кайма хушни те ӑнланмалла япала. Горбунов — группа командирӗ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн кашни ҫыннишӗн ответ тытать. Вӑл «пӗчӗк кӗтӳҫе» ҫӑлма пур майсемпе те усӑ курмасӑр чаҫе каялла тавӑрӑнма пултарнӑ-и-ха?

— Хушнине ту, — терӗ Гор6унов, паллӑсем тунӑ картӑна Биденкона парса.

— Телейлӗ ҫит, Кузьма.

— Вӗҫтер, Вася.

— Итлетӗп.

Урах пӗр сӑмах каламасӑрах, Биденко упаленсе каялла кайма тытӑнчӗ. Юлашкинчен вӑл хӑмӑр ҫӗрпе пӗрлешсе, тӗтре ӑшне путса куҫран ҫухалчӗ.

Горбунов пӗчченех юлчӗ.

«Пӗчӗк кӗтӳҫӗпе» мӗн пулнӑ-ха? — тесе шухӑшлать вӑл пуҫне ҫӗмӗрсе. — Ну, мӗнех ӗнте вара, — тесе лӑплантарма тӑрӑшать хӑйне хӑй. — Ӑна нимӗҫсем тытнӑ. Комендатурӑна е штаба сӗтӗрсе кайнӑ. Ну, допрос тӑвӗҫ. Мӗн пӗлме пултараҫҫӗ-ха унтан? Ваня разведчик пулнине кӑтартакан паллӑсем нимӗҫсен пачах та ҫук вӗт. Ача та ача. Тытса тӑрӗҫ-тӑрӗҫ те — ярӗҫ. Пуринчен ытла вӑл нимӗҫсем патӗнчен тухнине асӑрхамасӑр юлас марччӗ. Вара чаҫе пӗрле таврӑнӑпӑр. Аван пулать ун пек тусан».

Анчах хӑйне ҫапла лӑплантарса, Горбунов хӑй ӑшӗнче ӗҫ кун пекех ҫӑмӑл пулманнине, вӑл нумай начартарах пулнине туйнӑ.

Темӗскер, Горбунов пӗлменни, вӑл тавҫӑрса илейменни пулнӑ, анчах та мӗн вӑл?

Чӑнах та, Горбунов пӗр япалана пӗлмен. Вӑл ҫавна пӗлнӗ пулсан, хӑранипе чӗтӗресе кайнӑ пулӗччӗ. Вӑл Ваня Солнцевӑн кӑмӑлне, унӑн ӑс-тӑнӗ мӗн тери ҫивчӗ пулнине, вӑл мӗн тери кӗтмен япаласем шухӑшласа кӑларма пултарнине, вӑл ачалла мӑнкӑмӑллӑ пулнине пӗлмен. Ҫакӑн пек пулни ӑна кӑшт ҫеҫ пӗтерсе хуман.

Ваня Солнцевшӑн ӑна ҫул кӑтартса пыракан туса разведкӑна илсе кайни сахал пулнӑ. Ҫул кӑтартса пыракан пуласси — хисеплӗ, ответлӑ ӗҫ пулнине пӗлнӗ вӑл. Анчах ку уншӑн сахал пулнӑ. Унӑн ытлашши вӗри, тӑранма пӗлмен чӗри тата ытларах ыйтнӑ. Унӑн чапа тухас, пурне те тӗлӗнтерес килнӗ.

Разведкӑна тухса каяс умӗн Ваня — никама систермесӗр — хӑйне валли компас тупнӑ. Кайран паллӑ пулнӑ тӑрӑх — ӑна вӑл, нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, пӗр разведчикӑнне ҫаклатнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл ӑна, разведкӑран тавӑрӑнсан каллех вырӑна хуратӑп, тесе, хуҫи куриччен койка ҫинчен илнӗ. Кун пек тунине вӑл пӗртте аван мар тесе шутламан, мӗншӗн тесен ҫав разведчик ӑна хӑй компасне илсе ҫӳреме яланах панӑ, унпа мӗнле усӑ курмаллине те хӑех вӗрентнӗ. Карандашӗ Ваньӑн унчченех пулнӑ. Ҫырса пымалли кӗнеке вырӑнне вал букварьпе усӑ курма шут тунӑ.

Ҫапла майпа кирлӗ пек хатӗрленсе ҫитсе, «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» чӑн-чӑн разведчик пекех ӗҫе тытӑннӑ.

Разведка вӑхӑтӗнче, мала кайнӑ Ваня тавӑрӑнасса кӗтсе ларса, Горбуновпа Биденко ача унта вӗсемсӗр мӗн туса ҫӳренине пачах та пӗлмен. Вӗсем ҫапла шутланӑ: Ваня хӑйӗн лашипе мала каять, унта таврари вырӑна «сӑнаса пӗлет», унтан тавӑрӑнса ҫул хӑрушӑ е хӑрушӑ марри ҫинчен пӗлтерет.

Анчах Ваня ҫакна ҫеҫ мар тунӑ. Разведчиксем пек пулма тӑрӑшса, вӑл тата хӑй темӗн сӑнанӑ. Мӑшлатса, ҫамкине пӗркелентерсе, вӑл компаспа тӑрмашнӑ, азимут лартнӑ. Хӑйӗн букварӗн хӗррисенче вӑл пӗр хӑй кӑна ӑнланма пултаракан армак-чармак паллӑсем туса ориентирсемпе тӗлсене ҫырса пынӑ.

Юлашкинчен вӑл хӑй пулнӑ вырӑнӑн планне ӳкерме те тытӑннӑ. Чалӑш-чӑлӑш паллӑсемпе, анчах самаях тӗрӗс туса, вӑл ҫулсене, вӑрмансене, юханшывсене, шурлӑхсене ӳкерсе илнӗ.

Шӑп ҫак ӗҫе тунӑ вӑхӑтра ӗнтӗ ӑна нимӗҫсен комендант патрулӗ пырса тытнӑ. Хӑйӗн компасӗпе тата букварӗпе вӗтӗ юманлӑхра вырӑнаҫса, вӑл юханшывлӑ тата ҫӗнӗ кӗперлӗ вырӑнӑн планне туса ларнӑ. Хӑмӑшсем хушшинче Ваня ҫав кӗпере чӑнах та курнӑ иккен.

Кайран мӗн пулнине тавҫӑрса илме йывӑр мар ӗнтӗ.

Ваня ҫав тери хаяррӑн, мӗнпур вӑйпа хирӗҫ тӑнӑ. Анчах та нимӗҫсен комендант патрулӗн икӗ салтакне хирӗҫ пӗчӗк арҫын ача мӗн тума пултарнӑ-ха?

Ваньӑн аллисене ҫурӑм хыҫнелле пӑрса лартса, прикладсемпе ҫапа-ҫапа, нимӗҫсем ӑна ҫӗнӗ кӗпер урлӑ сӑрт ҫинелле, вӑрмана илсе кайнӑ.

Кунта ӑна тарӑн тӗттӗм блиндажа кӳртсе янӑ та, тулаш енчен питӗрсе лартнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней