Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тен, манӑн кӑмӑл ыттисенни пек мар пулӗ, анчах вӑл хӑйне палӑртмарӗ; тен, эпӗ сан умӑнта айӑплӑ пуль?
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Нумай фактсемех палӑртмарӗ вӑл, анчах ҫав фактсем хушшинче — ӗҫнисем, хӑй тавра йӑпӑлтатма юратакансене пухни, лайӑх ачасене аяккинелле тӗртсе хӑварнисем куҫ умӗнчех, Корчагин ҫаксене пурне те бюрова лартрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Атя-ха, карчӑкӑм, ӗлӗкхине аса илер! — сасси те хӑй кӑмӑлне палӑртмарӗ: ҫӑмӑллӑн та шӳтлӗн янӑрарӗ.— Давай-ка, старуха, тряхнем стариной! — и голос не выдал: прозвучал шутливо, легко.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вырӑсӗ хӑраса ӳкрӗ, ҫапах та хӑй хӑранине палӑртмарӗ.У городского мурашки по спине побежали, но виду он не показал, что ему страшно.
Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.
Митька хӑйсен кил-йышне пырса тивекен ӗҫсем ҫинчен йӑлтах тӗплӗ ыйтса пӗлчӗ, хӑй сахал сӑмахларӗ, тарӑхнине те; хурланнине те палӑртмарӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун хаҫат татӑкӗ тытнӑ пӳрнисем кӑшт чӗтрерӗҫ, махорккӑ пӗрчисем атӑ сӑмси ҫине тӑкӑнчӗҫ, анчах вӑл хӑй хумханнине палӑртмарӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пысӑк куҫ шурриллӗ, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ тахҫантанпах пӗлекен сивӗрех куҫсем Корнея кӗрӳшӗ умӗнче яланхи пекех кӑшт шиклентерчӗҫ, ури-аллине ҫыхлантарчӗҫ, анчах вӑл, Егор килсе кӗрсен, хӑй пӑлханнине пӗртте палӑртмарӗ, тӑванла савӑнса, ура ҫине тӑмарӗ, ӑна пуҫне сулса кӑна саламларӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑштах кӳреннӗскер, Григорий Кудинов танлаштарӑвӗ хӑйне эрлентернине пачах палӑртмарӗ.Слегка обиженный, Григорий и виду не показал, что его задело кудиновское сравнение.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр чухне пулсан, Пантелей Прокофьевич, Григорий Аксиньйӑпа ҫынсен куҫӗнчен аякра калаҫса тӑнине курсан, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа ҫурӑм тӑрӑх туртас пирки шухӑшласа тӑрас ҫукчӗ-ха, халӗ ак — ним тума аптрарӗ, ним сӑмах шарламасӑр ирттерсе ячӗ ҫеҫ те мар, Григорий мӗн сӑлтавпа сасартӑк Каргинскине каяссине тепӗр куна хӑварнине тӗп-тӗрӗс тавҫӑрнӑ ҫинчех ҫакна нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишка куна Григорие тӗртсе илес шутпа каларӗ, анчах Григорий ҫав сӑмахсем хӑйне пырса тивнине нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ.Мишка сказал с целью уязвить Григория, но тот и виду не подал, что замечание его задело.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шокин чупнӑ, штыкпа ҫапӑҫнӑ: «Ой, чее, ой ӗҫе мӗнле майлӑ ҫавӑрса ячӗ Суворов! Чакнине те ним те палӑртмарӗ. Вӑрҫмарӗ те» — тесе шутланӑ.
Илӗртсе кӗрт! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫапах та ыратнине ҫирӗп тӳссе ирттерчӗ Наталья; хӑй асапланнине ҫырӑ сӑнлӑ, самай хытканланса кайнӑ, телейлӗ сӑн-пичӗ ҫинче пӗрре те палӑртмарӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Снайпера экзамен парайманнипе тата тусӗсем кӳренмелле шӳтлесе калаҫни унӑн кӑмӑлне пӑснӑ, анчах вӑл ҫакна палӑртмарӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӗрӗс ӗнтӗ, йывӑҫ чӗриклетнине илтнӗ фюрер интересленсе ыйтрӗ, анчах вӑл нимӗн те, пӗр самах та каламарӗ, пит-куҫне улӑштарса та ҫавна пула кӑмӑлсӑрланнине палӑртмарӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Володя нервюр ҫинчен те, центровка ҫинчен те нихҫан та илтмен: анчах пӗлменнине палӑртмарӗ:Володя не слыхивал никогда ни о нервюрах, ни о центровке, но он и виду не подал.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пит-куҫӗ унӑн хуйхӑрнине-куляннине ним чухлӗ те палӑртмарӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Нестеренко та унран кая мар хумханчӗ, анчах ҫакна палӑртмарӗ, хӑмӑр, халӗ ӗнтӗ салхуланнӑ куҫӗсене хӗскелесе, ӳсӗркелесе ларчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗҫӗн Аким, сасартӑк эхлетсе илчӗ те, енчӗкне ярса тытса, васкавлӑн чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ, Нагульнов кӑна, арча ҫинче лараканскер, хӑй пӑлханнине ҫиелтен палӑртмарӗ, анчах пӗр самантлӑха, пурте шӑплансан, ун питҫӑмартийӗ, вӑл лӑпкӑ маррине палӑртса, кӑрт-карт туртӑнкаласа илчӗ, тути те пӗр еннелле чалӑшса кайрӗ…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лойко шартах аяккалла сикрӗ те, хӑйне кӑкӑртан амантнӑ пек, пӗтӗм ҫеҫенхир илтӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ, Радда чӗтренсе илчӗ, ҫапах та ӑна палӑртмарӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Вӑл ун ҫине тата тинкеререх пӑхрӗ, анчах Ольга ӑна хӑй шухӑшӗсене кӑшт та палӑртмарӗ.Он еще пристальнее поглядел на нее, но она была непроницаема, недоступна его наблюдению.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956