Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: LVIII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добавлен: 2020.03.21 00:16

Предложений: 262; Слово: 2117

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вешенскине вӑл ирех пырса ҫитрӗ.

Донра ҫурхи шыв кӑштах чакнӑ. Сывлӑш тирек йывӑҫҫисен ӑша леклентерекен пылак шӑршине тулнӑ. Дон патӗнче юмансен тӗксӗм симӗс тӗслӗ сӗтеклӗ ҫулҫисем ыйхӑллӑн чӑштӑртатса чӳхенеҫҫӗ. Юртан тасалса ҫитнӗ ту-сӑртсем пӑспа мӑкӑрланаҫҫӗ. Вӗсем шӗвӗр вӗҫлӗ курӑкпа кӗҫҫеленме те тытӑннӑ-ха, айлӑмсенче ав ҫаплах шыв кӳлленсе тӑрать. Унта шыв вӑкӑрӗсем хулӑннӑн сӗрлеҫҫӗ, юшкӑн шӑрши ҫапнӑ нӳрӗ сывлӑшра, хӗвел тухнӑ пулин те, ӳпре-шӑна пӗлӗчӗ пӗтӗрӗнсе явӑнать.

Штабра кивелсе кайнӑ машинка шӑкӑртатать, халӑх нумай, чӗлӗм туртса тултарнӑ.

Григорий ҫитсе кӗнӗ вӑхӑтра Кудинов мерекелле ӗҫпе аппаланса ларатчӗ: вӑл симӗс мерчен тӗслӗ шӑнана тытнӑ та, шӑппӑн килсе кӗнӗ Григорий ҫинелле пӑхмасӑрах, шӑна урисене тата-тата илет. Хӑй пӑрван та шухӑша кайнӑ сӑнлӑ. Татса илет те шӑна урине типӗ чышкине хупса хӑлхи патне тытать, вӑл е хулӑмрах е ҫинҫе сасӑпа нӑйӑлтатнине пуҫне тимлӗн чалӑштарса итлет.

Григорие курсан, вӑл шӑнана йӗрӗнчӗклӗн тарӑхса сӗтел айне печӗ, аллипе йӗмӗ ҫумне сӑтӑрчӗ те креслӑн кивелсе якалнӑ хыҫӗ ҫумне ӗшенчӗклӗн сӗвенсе ларчӗ.

— Лар, Григорий Пантелеевич.

— Сывах-и, начальник?

— Эх, сывви сывӑ та-ха, варри хӑвӑл. Ну, мӗнле сан унта? Хӗсеҫҫӗ?

— Хытӑ хӗсеҫҫӗ!

— Чир патӗнче чарӑнтӑн-и?

— Вӑрахлӑха тетӗн-и? Юрать-ха, Казанскисем пулӑшрӗҫ.

— Акӑ мӗн, Мелехов — Кудинов пӳрни ҫине хӑйӗн чӗрӗ чӗн пиҫиххи вӗҫне явакларӗ, унӑн хуралса кайнӑ кӗмӗлӗ ҫине юри тимлӗн тинкеренҫи пулса, ассӑн сывласа илчӗ. — Ӗҫсем пирӗн татах япӑхаҫҫӗ, ахӑр. Тем паллӑ мар япала пулса иртет Донец патӗнче. Е унта пирӗннисем хӗрлисен тӗкне-ҫӑмне вӗҫтерсе фронтне тӑпӑлтараҫҫӗ, е вӗсем, хӑйсемшӗн пӗтӗм инкек эпир пулнине ӑнланса, пирӗннисене тӳнккеҫҫӗ.

— Кадетсем пирки мӗнле сас-хура пур? Мӗскер пӗлтерчӗҫ юлашки аэропланпа?

— Темех ҫук. Вӗсем хӑйсен стратегине иксӗмӗре каламаҫҫӗ, тӑванӑм. Сидорин вӑл — тилӗ! Унран тӳрех сӑмах хӑйпӑтма ҫук. Пур ҫакӑн пек план вӗсен: хӗрлисен фронтне татса кӗмелле, унтан пире пулӑшмалла. Шантарчӗҫ пулӑшма. Анчах сӑмахпа шантарни пурнӑҫа кӗмесен те пултарать. Фронта татса кӗресси те ҫӑмӑл ӗҫ мар, пӗлетӗп, хам генерал Брусиловпа татса курнӑ. Ӑҫтан пӗлес иксӗмӗрӗн хӗрлисен Донец патӗнчи вӑйӗ ҫинчен? Тен, вӗсем Колчак фронтӗнчен темиҫе корпус илсе тухнӑ пулӗ те унта янӑ, э? Тӗпсакайӗнчи пек тӗттӗмре пурӑнатпӑр! Сӑмса умӗнчине те курма пултараймастпӑр!

— Мӗн ҫинчен калаҫасшӑнччӗ ҫав эсӗ? Мӗнле канашлу? — ыйтрӗ Григорий, кичеммӗн анасласа.

Восстани шӑпишӗн чунӗ ыратмарӗ унӑн. Ку ӑна темле пачах пӑшӑрхантармарӗ. Авӑн каскине итем юпи тавра туртса ҫавӑракан лаша пек, вӑл кунран-кун пӗр ыйтупа сӗмленсе пурӑнчӗ, юлашкинчен алӑ сулчӗ: «Пире халӗ совет влаҫӗпе ҫураҫтараймастӑн. Эпир унпа пӗр-пӗрин юнне ытлашши нумай тӑктартӑмӑр. Кадетсен влаҫӗ пуҫран ачашлать-ха халь пире, кайран ак ҫӳҫе-пуҫа тӑпӑлтарма тытӑнӗ. Ҫӑва патне-ха ку! Мӗнле пӗтет, ҫапла пулать!»

Кудинов сӗтел ҫине картта сарса хучӗ; малтанхи пекех Григорие куҫран пӑхмасӑр каларӗ:

— Эпир кунта сансӑрах канашласа илтӗмӗр, ак, ҫапла шут турӑмӑр…

— Кампа канашласа илтӗн, леш княҫпа мар-и? — пӳлчӗ ӑна Григорий, хӗлле ҫак пӳлӗмрех пулса иртнӗ канашлупа Кавказ ҫыннине, подполковника, аса илсе.

Кудинов питне-куҫне шӑмарчӗ, сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.

— Вӑл ҫук ӗнтӗ чӗррисем хушшинче.

— Мӗн тата? — чун кӗнӗ пек пулчӗ Григорие.

— Каламанччӗ-и те сана? Вӗлерчӗҫ Георгидзе юлташа.

— Ну, мӗн юлташӗ вӑл иксӗмӗре… Укӑртнӑ кӗрӗк пиншакпа ҫӳренӗ чух пулнӑ юлташ. Турӑ ҫырлахтӑр та, эпир кадетсемпе пӗрлешнӗ тата хӑй чӗрех юлнӑ пулсан, тепӗр куннех вӑл мӑйӑхне писев сӗрмеллеччӗ, яп-яка тумланса лартмаллаччӗ. Ун чухне сана вӑл алӑ мар, ак ҫапла, кача пӳрнипе ҫеҫ тыттаратчӗ, — Григорий кӗре ӳтлӗ таса мар пӳрнине чармакларӗ те, шӑлӗсене йӑлкӑштарса, амлтатса кулса ячӗ.

Кудинов пушшех шӑмарӑлса кайрӗ. Кӗретех кӑмӑлсӑрланни, эрлӗк, виҫерен тухман ҫилӗ палӑрчӗ унӑн куҫӗпе сассинче.

— Кунта ним кулмалли те ҫук. Ҫын вилнӗшӗн кулмаҫҫӗ. Эсӗ темле ухмах йӑван майлӑрах пулса пыратӑн. Этеме вӗлернӗ, санӑн ав: «Йӑтӑрах йӑтӑр, тем чул йӑтсан та йӑтса пӗтеремейстӗр!» тенӗ пек пулса тухать.

Кӑштах кӳреннӗскер, Григорий Кудинов танлаштарӑвӗ хӑйне эрлентернине пачах палӑртмарӗ.

— Ун йышшисене чӑнах та «тем чул йӑтсан та йӑтса пӗтерейместӗн», — кулкаласа хуравларӗ вӑл. — Эпӗ ун йышши шурӑ питлӗ, шур алӑллӑ яка пырсене хӗрхенме вӗренмен.

— Ҫапла вӑт, вӗлерчӗҫ ӑна…

— Ҫапӑҫура-и?

— Мӗнле калас… Тӗттӗм истори ку, чӑннине пӗлме те йывӑр. Ӑна ман приказпа обоз ҫумне ҫирӗплетнӗччӗ. Ну, килӗштерсех пӗтермен курӑнать казаксемпе. Дударевка патӗнче ҫапӑҫу пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл ҫав вырӑнтан икӗ ҫухрӑм аякра, обозпа пӗрле пулнӑ. Ҫакӑ, Георгидзе ӗнтӗ, урапа турти ҫинче ларнӑ-мӗн те (ҫапла каласа кӑтартрӗҫ казаксем), пӗр путсӗр пуля ӑна кӑкӑртан сӑхса кайнӑ пулать… Хускалайман та имӗш… Казаксемех вӗлернӗ пулас, эсрелсем…

— Лайӑх тунӑ, эппин, вӗлерсе!

— Пӑрах-ха эсӗ! Пакӑлтататӑн кирлӗ-кирлӗ мара…

— Эсӗ ан ҫиллен, куна шӳтлесе ҫеҫ эпӗ.

— Тепӗр чух сан ухмахла шутсем тухаҫҫӗ… Эсӗ — вӑкӑрпа пӗрех: ӑҫта ҫиетӗн, ҫавӑнтах варалатӑн. Сан шутпа, мӗн, вӗлермелле-и офицерсене? Каллех «кирлӗ мар пакунсем» тесе кӑшкӑрӑпӑр-и? Ӑса кӗме вӑхӑт мар-и сан, Григорий? Уксахласса уксахла та, — хӑрах урупа!

— Ан сӳтӗлсе лар, кала малалла!

— Калама та кирлӗ мар! Ӑнлантӑм та хайхи ӑна казаксем вӗлернине, вӗсем патне кайса чунран калаҫрӑм. Ҫаплах каларӑм: «Ӗлӗкхилле ашкӑнса иртӗхме тапратрӑр-и, йытӑ ҫурисем? — терӗм. — Ир пуҫламарӑр-и каллех офицерсене персе вӗлерме? Кӗркунне те петӗр вӗсене; кайран лайӑх кӑна пӑвса тытрӗҫ те хӑвӑра, офицерсем те кирлӗ пулчӗҫ. Эсир, — тетӗп, — хӑвӑр пырса чӗркуҫҫи ҫинче упалентӗр вӗт-ха: «Пул пирӗн командир, ертсе кай пире!» — терӗр. Халӗ каллех ӗлӗкхи пек тапратрӑр-и?» Намӑслантартӑм, ятларӑм ҫапла хайхисене. Вӗсем пур, шат та пат тунчӗҫ: «Турӑ ҫырлахтӑр, шутламан та эпир ӑна вӗлерме! — теҫҫӗ. Хӑйсен к… куҫӗсенченех куратӑп — вӗсемех кӑхлаттарнӑ! Калаҫса тӑн кӗртетӗн-и мӗн вӗсене? Пер пылчӑкпа питрен — пӗрех вӗсемшӗн хитре. — Кудинов чӗн пиҫиххине тарӑхса лутӑркарӗ, хӗрелсе кайрӗ. — Пӗлекен ҫынна вӗлерчӗҫ, унсӑр халӗ алӑсӑр-урасӑрпа пӗрех эпӗ. Кам пур план тӑвакан? Кам канаш парса тӑрӗ? Санпа ак ҫӑпла кӑна калаҫма пултаратпӑр эпир. Сӑмах стратеги-тактика патне ҫиттӗр ҫеҫ — иксӗмӗршӗн те вӑл сӗм вӑрман. Тавах-ха, Петро Богатырев вӗҫсе килчӗ, унсӑр ӗҫ пирки никампа пӗр сӑмах калаҫса илме пулмастчӗ… Э, ҫӑва патне-ха ку, ҫитӗ! Ӗҫ акӑ мӗн пирки: хамӑрӑннисем Донец патӗнчен килсе ҫитеймесен, эпир тытӑнса тӑраймастпӑр кунта. Малтан калаҫнӑ пекех, пӗтӗм вӑтӑр пинлӗ ҫарпа фронта татса кӗрсе кайма йышӑнтӑмӑр. Хӑвна хытах хӗсме пуҫласан, Дон патне ҫитичченех чак, Вӗсене Усть-Хопертан Казански таран сылтӑм енчи хуторсене хӑваратпӑр та, хамӑр, Дон хӗрринче траншейӑсем чавса, оборона тытатпӑр.

Алӑка хыттӑн танклаттарса шаккарӗҫ.

— Кӗр. Кам унта? — кӑшкӑрчӗ Кудинов.

Пӳлӗме 6-мӗш бригада командирӗ Богатырев Григорий кӗчӗ. Унӑн хӗрелсе кайнӑ тӗреклӗ пичӗ тарпа йӑлтӑртатать, тӑкӑнса сайралнӑ хура куҫ харшийӗсене ҫилӗллӗн шӑмарнӑ. Вӑл тар витӗр ҫапнипе тӑрри йӗп-йӗпе пулнӑ карттусне хывмасӑрах сӗтел патне пырса ларчӗ.

— Ма килтӗн? — ыйтрӗ Кудинов Ботатырев ҫинелле лӑпкӑн кулса пӑхса.

— Патронсем пар.

— Патӑмӑр-ҫке. Тата мӗн чухлӗ кирлӗ сана? Мӗн, манӑн патрон завочӗ мар пуль кунта?

— Мӗн пани вӑл? Ҫын пуҫне пӗрер патрон-и? Мана пулеметсемпе вӗтелентереҫҫӗ, эпӗ ав ҫурӑмпа хутланса выртатӑп. Вӑрҫӑ-и ку? Макӑр… кӑна пер! Акӑ мӗн!..

— Чим-ха, Богатырев, кунта пысӑк калаҫу пирӗн, — унтан, Богатырев тухса кайма тӑнине курса, хушса хучӗ:  — Тӑхта, ан кай, санран пытармалли ҫук пирӗн… Ҫапла, Мелехов, ку енче тытӑнса тӑраймасан, фронта татса кӗретпӗр. Ҫарта маррисене пурне те хӑваратпӑр, пӗтӗм обозсене пӑрахса каятпӑр, пехотӑна урапасем ҫине лартатпӑр та, хамӑрпа пӗрле виҫӗ батарея илсе, Донец патнелле ҫӗмӗрсе тухатпӑр. Сана эпир малтан ярасшӑн. Килӗшетӗн-и?

— Маншӑн пӗрех. Ҫемьесем мӗнле? Хӗрсем, хӗрарӑмсем, стариксем? Пирӗнсӗр пӗтеҫҫӗ вӗсем.

— Вӑл ҫапла-ха. Пурсӑмӑр пӗрле пӗтиччен вӗсем пӗтчӗр хӑть.

Кудинов, тутине усса, чылай хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан сӗтел сунтӑхӗнчен хаҫат кӑларчӗ.

— Чим, тепӗр хыпар пур: главком ҫарсемпе ертсе пыма килнӗ. Сас-хура илтӗннӗ тӑрӑх, халӗ Миллеровӑра-и вӑл е Кантемировкӑра-и. Ав мӗнле пирӗн паталла сӗкӗнеҫҫӗ!

— Чӑнах-и ку? — иккӗленчӗ Григорий Мелехов.

— Чӑнах, чӑнах! Ме акӑ, вула. Казански казакӗсем парса янӑ. Ӗнер пирӗн разъезд Шумилински хыҫӗнче икӗ юланут тапӑннӑ. Иккӗшӗ те хӗрлӗ курсантсем-мӗн. Ну, тураса тӑкнӑ казаксем хайхисене, пӗрин планшеткинче — сӑнӗпе хӑй ҫамрӑк мар, тен, темле комиссарах пулнӑ пуль, терӗҫ — ҫак уйӑхӑн вуниккӗмӗшӗнче тухнӑ «В путь» ятлӑ ак ҫак хаҫата тупнӑ. Ытла тӗлӗнмелле ҫырса кӑтартаҫҫӗ вӗсем пире! — Кудинов кӗтессинчен качака ури сарлакӑш чӗрсе илнӗ хаҫата Мелехова тӑсса пачӗ.

Григорий химически кӑранташпа паллӑ тунӑ статья ятне пӑхса илчӗ те вулама пуҫларӗ:

Тылри восстани

Дон казакӗсен пӗр пайӗ пуҫланӑ восстани ӗнтӗ темиҫе эрнене тӑсӑлать. Восстание Деникин агенчӗсем — контрреволюцилле офицерсем — ҫӗкленӗ. Вӗсене казак кулакӗсем пулӑшаҫҫӗ. Кулаксем вӑтам пурӑнакан чылай казаксене хӑйсем хыҫҫӑн туртса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл совет влаҫӗн уйрӑм представителӗсем пӗр-пӗр чух мӗн те пулин тӗрӗс мар хӑтланса пӗтнине казаксем чӑтайманран пулма пултарнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ пӑлхав ҫулӑмне сарса ярас ӗҫре Деникин агенчӗсем ҫакӑнпа ӑста усӑ курнӑ. Шурӑгвардеецсен йӗрӗхӗсем, вӑтам казак умӗнче шанчӑка кӗме ҫӑмӑл пултӑр тесе, восстани хыпса илнӗ районсенче хӑйсене совет влаҫӗшӗн тӑнӑ пек кӑтартма пӑхаҫҫӗ. Ҫапла майпа пирӗн ҫарсен Кӑнтӑр фронтри тылӗнче контрреволюци чеелӗхӗ, кулаксен интересӗсемпе казак массисен тӗттӗмлӗхӗ ӑссӑр та ирсӗр хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавра вӑхӑтлӑха пӗрле пӗрлешсе кайнӑ. Ҫапӑҫури салтак тылӗнчи пӑлхав ӗҫри ҫыннӑн хулпуҫҫийӗ ҫине тухса ларнӑ ҫӑпанпа пӗрех. Вӑрҫӑ вӑрҫас, совет ҫӗршывне хӳтӗлес, улпут-хуҫасемпе деникинсен шайккисене пуҫӗпех пӗтерсе тӑкас тесен, рабочисемпе хресченсен шанчӑклӑ, лӑпкӑ, туслӑ тылӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та халь Дона хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавпа пӑлхавҫӑсенчен тасатасси чи кирлӗ задача пулса тӑрать.

Тӗп совет влаҫӗ ҫак задачӑна питӗ кӗске вӑхӑтра татса пама хушать. Контрреволюцилле сӗмсӗр пӑлхава хирӗҫ кӗрешекен экспедициллӗ ҫарсене пулӑшма вӑйлӑ подкрепленисем килсе ҫитрӗҫ, вӗсем малашне те килсех тӑрӗҫ. Пӗр вӑраха ямасӑр пурнӑҫламалли задачӑна татса пама кунта чи лайӑх работник-организаторсене яраҫҫӗ.

Хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава аркатса тӑкмаллах. Вешенски, е Елански, е Букановски станицисенчи пӑлхавҫӑсем шурӑгвардеецсен Деникинпа Колчак йышши генералӗсене тӳрремӗнех пулӑшнипе пирӗн хӗрлӗармеецсен витӗр курса-пӗлсе тӑмалла. Восстани мӗн чухлӗ нумая тӑсӑлать — икӗ енӗ те ҫавӑн чухлӗ нумай ҫухатать. Пӗр майпа ҫеҫ юн сахалтарах тӑкма пулать: хӑвӑрт, вирлӗн, хӑватлӑн пырса ҫапмалла.

Хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава аркатмаллах, Хулпуҫҫи ҫинчи ҫӑпана касса уҫса хӗртнӗ тимӗрпе пӗҫертмеллех. Ҫавӑн чухне тин Кӑнтӑр фронтӑн алли тӑшмана вӗлермеллех пырса ҫапма ирӗклӗ пулӗ.

Григорий вуласа тухса салхуллӑн кулса илчӗ. Статья ӑна вӗчӗрхентерсе, тарӑхтарса ячӗ. «Чарлаттарса тӑкнӑ та перопа — тӳрех Деникин ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ, ӑна пулӑшакансен шутне кӗртнӗ…»

— Ну, мӗнле, вӑйлӑ-и? Хӗртнӗ тимӗрпе пӗҫертме хатӗрленеҫҫӗ. Юрӗ, курӑпӑр унта кам кама вӗтелентернине. Ҫапла-и, Мелехов? — Кудинов вӑл мӗн каласса кӗтрӗ, Богатырев еннелле ҫаврӑнчӗ:  — Патрон кирлӗ-и? Паратпӑр! Пӗтӗм бригадӑна юланут пуҫне вӑтӑршар штук. Ҫук тет?.. Вӗҫтер эппин, склада, кайса ил. Ордерне снабжени пайӗн начальникӗ ҫырса парать, малтан ун патне кӗр. Тата, Богатырев, хӗҫпе ытларах ӗҫлеме, чееленме тӑрӑш унта, — хӳхӗм меслет!

— Усал сурӑхран пӗр чӗптӗм ҫӑм та пырӗ! — кулса илчӗ те хӗпӗртесе кайнӑ Богатырев хӑвӑрт сывпуллашса пӳлӗмрен тухрӗ.

Дон еннелле чакса каяс пирки Кудиновпа калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн Григорий Мелехов та кайрӗ.

— Эпӗ пӗтӗм дивизие Базкине илсе пырас пулсан, ӑна унта мӗнле Дон урлӑ каҫармалла?

— Ха, хуйхӑ! Утлӑ ҫар хӑех ишсе каҫать. Ӑҫта курнӑ эсӗ утлӑ ҫара мӗнпе те пулин каҫарнине?

— Манӑн Дон хӗрринче ӳснӗ казаксем сахал, ҫавна асту. Чир енчи казаксем пачах ишме пӗлмеҫҫӗ. Ӗмӗртен ҫеҫенхир варринче пурӑннӑ. Ӑҫта вӗсен унта ишме вӗренме? Пуртӑ пек анса каяҫҫӗ.

— Лашасенчен тытса ишсе каҫаҫҫӗ. Маневрсенче ишнӗ-ҫке ӗлӗк, Германи вӑрҫинче те тӳр килнӗ.

— Эпӗ пехота пирки калатӑп.

— Паром пур. Кимӗсем хатӗрлетпӗр, ан хӑра.

— Вырӑнти халӑх та пӗрле пырать.

— Пӗлетӗп.

— Эсӗ пурне те каҫарса яма хатӗрле, атту ак чунна кӑларса илетӗп! Шӳт-и вӑл, халӑх кунтах юлсан.

— Юрать-ҫке, тӑватӑп, тенӗ!

— Тупӑсем мӗнле?

— Мортиркӑсене аркат, виҫӗ дюймлисене кунта илсе кил. Пысӑк кимӗсем хатӗрлесе, ку енне батарейӑпа пӗрле куҫарса килетпӗр.

Григорий штабран хӑй тин ҫеҫ вуланӑ статья пирки шухӑша кайса тухрӗ.

«Пире Деникин ҫумне ҫыпӑҫтараҫҫӗ, ӑна пулӑшакансем, теҫҫӗ… Чӑн та, камсем вара эпир? Тӗрӗсех каланӑ, кӳренмелли ҫук. Апла пулсан эппин, чӑн сӑмах, тӗрӗсех, куҫа сӑхать…» Вӑл ҫӗре кӗнӗ Такан Яккӑвӗ каланӑ сӑмахсене аса илчӗ. Пӗррехинче, Каргинскинче-ха, каҫ пулса ҫитсен, Григорий хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ чухне площадьри пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ батареецсем патне кӗчӗ: такампа тавлашса кайнӑ Такан Яккӑвӗ ҫенӗхре урине шӑпӑр ҫинче сӑтӑрнӑ хушӑра ҫапла калаҫрӗ: «Уйрӑлтӑмӑр, тетӗн? Нихӑш влаҫа та пӑхӑнмастпӑр иккен-ха? Ха! Сан хулпуҫҫи ҫине пуҫ мар, ҫӗрӗк кавӑн лартса панӑ апла! Пӗлесех килет пулсан, калам: эпир халь килсӗр йытӑпа пӗрех! Тепӗр йытӑ хуҫине юраймасть е ашкӑнса мӗн те пулин пӑсӑк ӗҫ тӑвать те килӗнчен тухса тарать. Анчах ӑҫта кайтӑр-ха вӑл? Кашкӑрсем патне ҫыпӑҫаймасть — темле хӑрушӑ пек, вӗсем тискер кайӑк иккенне те туять; унтан тата хуҫи патне те таврӑнма юрамасть — пӑсӑк ӗҫ тунӑшӑн хӗнесе тӑкать. Эпир те ҫаплах. Аса ил эсӗ ман сӑмахсене: кайран акӑ хӳрене хӗстеретпӗр те, ӑна чӑпӑркка пек хырӑм айнелле авса хурса, кадетсем патне шуса каятпӑр. «Йышӑнӑр пире, тӑвансем, тархасшӑн хӗрхенӗр!» — тесе йӑлӑнатпӑр. Ак мӗнле пулать кунтан!»

Климовски патӗнчи ҫапӑҫура матроссене тураса тӑкнӑ хыҫҫӑн Григорий пӗрмай хӑйне хытӑ ҫатӑрласа илнӗ сивлек те пушӑ пурнӑҫпа пурӑнчӗ. Пуҫне ӗшенчӗклӗн пӗшкӗртсе, вӑл пӗр чӗптӗм савӑнӑҫ-хавассӑр ҫӳрерӗ. Теплерен пӗрре, асаплантарса вӗлернӗ Иван Алексеевича аса илчӗ, уншӑн хурланса чунне ырттарчӗ, унтан ҫакӑ та кайран иртсе кайрӗ. Пурнӑҫра ун пӗртен-пӗр япала (хӑйне ҫапла туйӑнчӗ ку) — чӗри сирсе сирӗлми ҫӗнӗ ҫулӑмпа хыпса илсе Аксинья патне туртӑнни ҫеҫ юлчӗ. Аксинья ӑна шӑнтса яракан хура кӗр каҫӗнче ҫеҫенхирти кӑвайтӑн инҫетре мӗлтлетсе чӗтренекен ӑшӑ ҫути илӗртнӗ пек илӗртрӗ.

Халӗ те Григорий, штабран таврӑннӑ чух, ӑна аса илсе шухӑша кайрӗ: «Эпир фронта татса кӗрӗпӗр-ха, анчах вӑл мӗнле? — унтан пӗр иккӗленмесӗр, пит шухӑшламасӑр, ҫапла шутласа хучӗ:  — Наталья ачасемпе, аннепе юлтӑр, Аксинйӑна пӗрле илетӗп. Лаша паратӑп та ӑна, штаб ҫумӗнче пытӑр».

Вӑл Дон урлӑ Базкине каҫрӗ, хваттерне кӗрсе, блокнотран хут листи ҫурса илчӗ те ҫапла ҫырчӗ:

«Ксюша! Пирӗн, тен, Донӑн сулахай енне чакса кайма тивет пулӗ. Эсӗ пур тупру-япалуна пӑрах та Вешкине кил. Унта тупатӑн мана, пӗрле пулатӑн».

Ҫыруне шӗветнӗ чие сухӑрӗпе ҫыпӑҫтарса Прохор Зыкова пачӗ. Хӑй хӗремесленсе кайрӗ, питне-куҫне шӑмарчӗ, намӑсланса аванмарланнине Прохор ан систӗр тесе, юри хаяр сасӑпа хытарса каларӗ:

— Татарскине кайса ҫак ҫырӑва Аксинья Астаховӑна паратӑн. Асту… пирӗннисем, эппин, ман ҫемьерен, никам курнӑ ан пултӑр. Ӑнлантӑн-и? Луччӗ ҫӗрле кайса пар. Явап кирлӗ мар. Унтан тата акӑ мӗн: икӗ талӑка отпуск паратӑп сана. Вӗҫтерех!

Прохор лаши патнелле утса кайрӗ, анчах Григорий, тем аса илсе, ӑна каялла тавӑрчӗ.

— Кӗр те пирӗн пата аннене е Натальйӑна ҫи-пуҫ таврашӗпе ытти хаклӑ япаласене хальтерех ку енне каҫарма кала. Тыррине ҫӗр айне пытарччӑр, выльӑхсене Дон урлӑ иштерсе каҫарччӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней