Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XX

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добавлен: 2020.03.19 00:37

Предложений: 195; Слово: 1495

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Январь вӗҫӗнче округри ревком председателӗ чӗнсе янипе Иван Алексеевич Вешенскине тухса кайрӗ. Каҫ пулас умӗн таврӑнмаллаччӗ унӑн. Ӑна кӗтрӗҫ. Мишка Кошевой Моховсен пушӑ ҫуртӗнче, кил хуҫин кабинечӗ пулнӑ пӳлӗмре, иккӗн ҫывӑрмалли кравать пек сарлака сӗтел хушшинче ларчӗ. Чӳрече янаххи ҫинче (пӳлӗмре пӗр пукан кӑна) Вешенскинчен янӑ Ольшанов милиционер ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларать. Вӑл шӑпӑрт шарламасӑр чӗлӗм туртать, кашни хутрах каминӑн йӑлтӑрткка плити ҫине йӗр хӑварса, аякка та меллӗн чӑртлаттара-чӑртлаттара сурать. Чӳречесем хыҫӗнче ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн сарӑ мӗлки чӳхенет. Тавралӑха янӑравлӑ сивӗ шӑплӑх хупласа илнӗ. Мишка, теплерен вӗренесен пас тытнипе сахӑр сапнӑ пек шуррӑн курӑнакан тураттисем еннелле пӑха-пӑха илсе, Степан Астахов патӗнче обыск туни ҫинчен ҫырнӑ протокол ҫине алӑ пусать.

Юра ҫӑматӑпа ҫемҫен нӑтӑртаттарса, крыльцапа такам утса иртрӗ.

— Килчӗ.

Мишка ура ҫине тӑчӗ. Анчах коридорта ют ҫын ӳсӗрнӗ сасӑ, ют ҫын утти. Пӳрте пур тӑхисене те типтерлӗн ҫаклатса тӑхӑннӑ шинельпе Григорий Мелехов кӗрсе тӑчӗ. Пичӗ-куҫӗ сивӗпе хӗрелсе кайнӑ, куҫ харшисемпе мӑйӑхӗ пасарнӑ.

— Эпӗ ҫутта курса килтӗм. Аван пурӑнатӑн-и?

— Иртех, ан ӳпкелеш.

— Нимӗн те ӳпкелешмелли ҫук. Калаҫса ларма кӗтӗм тата, сӑмах май, лава кайма ан хушӑр, тесшӗнччӗ: утсем урасӑр пулчӗҫ пирӗн.

— Вӑкӑрсем тата? — Мишка тӳсӗмлӗн куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

— Вӑкӑрсемпе мӗнле-ха лава ҫӳрӗн? Шуҫлак.

Сивӗпе хытса ларнӑ хӑмасене кӑчӑртаттарса, тахӑшӗ крыльцаран сарлака утӑмсемпе утса иртрӗ. Бурка тӑхӑннӑ тата пашлӑкне хӗрарӑмла кӗптесе ҫыхнӑ Иван Алексеевич пӳлӗме йӑтӑнса кӗчӗ. Унран уҫӑ та сивӗ сывлӑш варкӑшӗ, утӑпа табак тӗтӗмӗн шӑрши ҫапрӗ.

— Шӑнтӑм, хытӑ шӑнтӑм, ачасем!.. Григорий, сывӑ-и? Мӗн ҫӗр хута сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн?.. Эсрел шухӑшласа кӑларнӑ ку буркӑна: ҫил ала витӗр янӑ пек витӗр ҫапать!

Хывӑнчӗ, буркине ҫакса хуричченех калаҫа пуҫларӗ:

— Ну, куртӑм та предсадателе. — Савӑнӑҫлӑ сӑн-питлӗ Иван Алексеевич, куҫӗсене йӑлкӑштарса, сӗтел патне пырса тӑчӗ. Каласа кӑтартмасӑр чунӗ чӑтмарӗ унӑн. — Кӗтӗм хайхи ун патне кабинета. Вӑл мана алӑ тытса сывлӑх сунчӗ те калать: «Лар, — тет, — юлташ». Округри-ҫке-ха вӑл! Ӗлӗк мӗнлеччӗ? Генерал-майор! Мӗнлерех тӑмаллаччӗ ун умӗнче? Ав мӗнле вӑл, эпир килӗштерекен власть! Пурте танлӑ!

Унӑн хаваслӑ та телейлӗ сӑн-пичӗ, вӑл сӗтел патӗнче вӗткеленсе тӑни тата ҫавӑн пек хӑпартланса калаҫни Григоришӗн ӑнланмаллах пулмарӗ.

— Мӗн пит хӗпӗртесе ӳкрӗн, Алексеев? — ыйтрӗ вӑл.

— Мӗнле — мӗн? — Иван Алексеевичӑн тарӑн путӑклӑ янахӗ чӗтренсе илчӗ. — Манра этеме курчӗҫ вӗсем, мӗншӗн-ха хӗпӗртес мар, эппин? Мана хӑйпе тан ҫын вырӑнне хурса алӑ тытрӗ, ларма сӗнчӗ…

— Юлашки вӑхӑтра генералсем те михӗрен ҫӗленӗ кӗпесемпе ҫӳре пуҫларӗҫ. — Григорий аллаппи хӗррипе мӑйӑхне шӑлса тӳрлетрӗ, куҫне хӗстерчӗ. — Пӗрине эпӗ черниллӑ кӑранташпа сӑрласа тунӑ пакунпа та курнӑччӗ. Вӗсем те алӑ паратчӗҫ казаксене…

— Генералсем нушапа алӑ панӑ, кусем — чунӗпе. Пур-и уйрӑмми?

— Уйрӑмми ҫук! — Григорий пуҫне пӑркаласа илчӗ.

— Сан шутпала влаҫӗ те пӗрешкелех-и? Эппин, мӗншӗн ҫапӑҫнӑ эпир? Эсӗ мӗншӗн ҫапӑҫрӑн ак? Генералсемшӗн-и? Калатӑн-ха тата — «пӗрешкел».

Эпӗ хамшӑн ҫапӑҫнӑ, генералсемшӑн мар. Маншӑн тесен, тӗрӗссипе калас-тӑк, лешсем те, кусем те чӗре патне пымаҫҫӗ.

— Апла тата камсем килӗшеҫҫӗ?

— Никам та!

Ольшанов пӗтӗм пӳлӗм урлӑ чӑртлаттарса сурчӗ, Григорий хутне кӗнӗ пек кулса илчӗ. Ахӑртнех, ӑна та нихӑшӗ те ҫырлахтарса пӗтереймест пулмалла.

— Ӗлӗкрех ун пек шухӑшламастӑнччӗ пек эсӗ.

Мишка куна Григорие тӗртсе илес шутпа каларӗ, анчах Григорий ҫав сӑмахсем хӑйне пырса тивнине нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ.

— Эсӗ те, эпӗ те — пурсӑмӑр та тӗрлӗ шухӑшланӑ.

Иван Алексеевич, Григорие кӑларса ярса, Мишкӑна хӑй Вешенскине мӗнле кӑйса килни тата председательпе калаҫни ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартасшӑнччӗ, анчах ҫак калаҫу ӑна хумхантара пуҫларӗ. Округра хӑй тин кӑна курни-илтнисене асран кӑлараймасӑр, вӑл тавлашса кайрӗ:

— Эсӗ пире пӑтратас тесе килтӗн-и, Григорий! Эсӗ ху та пӗлместӗн хӑвна мӗн кирлине.

— Пӗлместӗп, — хаваслансах килӗшрӗ Григорий.

— Мӗншӗн хурласшӑн эсӗ ку влаҫа?

— Эсӗ мӗн пит тапӑҫатӑн уншӑн? Хӑҫантанпа кунашкал хӗрлемес пулса кайрӑн?

— Ӑна тӗкӗнмӗпӗр. Халӗ мӗнле куратӑн, ҫавӑнпала калаҫ. Ӑнлантӑн-и? Влаҫа та пырса ан тив, ма тесен — эпӗ председатель, ҫавӑнпа мана санпа тавлашса тӑни килӗшӳллӗ мар.

— Чарӑнар, атьӑр. Манӑн кайма та вӑхӑт. Куна эпӗ лава каяс пирки сӑмах пуҫланӑран кӗрсе кайрӑм. Санӑн влаҫу вара — кирек мӗн кала та — ирсӗр власть. Пат татса кала эсӗ мана, вара пӗтерӗпӗр калаҫӑва: пире, казаксене, мӗн парать вӑл?

— Мӗнле казаксене? Казаксем тӗрлисем пур каллех.

— Пурне те, мӗнле пуррисене.

— Ирӗклӗх, правасем… Чим-ха!.. Тӑхта, эсӗ темскер…

— Вунҫиччӗмӗш ҫулта ҫапла калаҫнӑ, халӗ мӗн те пулин ҫӗнӗреххи шутласа тупас пулать! — пӳлчӗ Григорий. — Ҫӗр парать-и? Ирӗклӗх-и? Танлаштарать-и?.. Ҫӗрӗ пирӗн — какӑрмалӑх та ҫитет! Ирӗкӗ кунтан ытла кирлӗ те мар, ытлашши ирӗке ярсан, урамрах пӗр-пӗрне ҫӗҫӗ лартма пуҫлаҫҫӗ. Атамансене хамӑр суйларӑмӑр, халӗ вӗсене хупа-хупа хураҫҫӗ. Сана алӑ тытса савӑнтараканнине кам суйланӑ ӑна? Казаксене ку власть юхӑнтарать ҫеҫ, нимӗн те памасть! Мужиксен влаҫӗ, шӑпах вӗсене кирлӗ те вӑл. Анчах пире генералсем те кирлӗ мар. Коммунистсем те, генералсем те — пӗр сӳсмен.

— Пуян казаксене кирлӗ мар, ыттисене мӗнле? Тӑм пӑшал эсӗ! Пуяннисем хуторта виҫӗ кил, ыттисем пурте чухӑнсем. Рабочисене тата ӑҫта чикетӗн? Ҫук, эпир иксӗмӗр санпа унашкал шухӑшлама пултараймастпӑр. Ан тив, пуян казаксем хӑйсен тутӑ ҫӑварӗсенчен чухӑнсене касса паччӑр. Памаҫҫӗ — ашӗпе пӗрле тӑпӑлтарса илетпӗр. Ҫитет улпутла пурӑнма! Ҫаратса тултарчӗҫ ҫӗре…

— Ҫаратса мар, вӑрҫӑсенче ҫапӑҫса илнӗ! Пирӗн аслӑ асаттесем юнпа шӑварнӑ ӑна, тен, ҫавӑнпа пулӑхлӑ пулӗ те хура тӑпра.

— Кирек мӗнле пултӑр та, нушана пӗр пек пайласа уйӑрас пулать! Эсӗ ав уссӑр хӑлтӑртататӑн. Ҫил ӑҫталла вӗрет, пӳрт тӑрринчи ҫӗтӗк татки пек, ҫавӑнталла сулӑнатӑн. Сан йышшисем пурнӑҫа пӑтратаҫҫӗ ҫеҫ!

— Тӑхта, ан ятлаҫса кай эсӗ! Эпӗ ӗлӗкхи туслӑха аса илсе калаҫма килтӗм, чӗрере мӗн тулса ҫитнине калас терӗм. Эсӗ калатӑн: танлаштармалла, тетӗн… Ҫавӑнпа астарчӗҫ те большевиксем пӗтӗм халӑха. Хитре сӑмахсем каласа тултарчӗҫ те, кайрӗ вара ҫын, илӗртме сапнӑ апат патне ишекен пулӑ пек! Эппин, ӑҫта ҫӗтрӗ-ха халь ҫав танлашу? Ил акӑ Хӗрлӗ Ҫара: иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ хутор витӗр. Взводнӑй хром атӑ тӑхӑннӑ, «Ванюкӗ» тӑлаварпа лӑкӑштатса пырать. Комиссара куртӑн пуль, пӗтӗмпе сӑран ӑшне кӗрсе ларнӑ. Йӗмӗ те, пиншакӗ те сӑран. Теприншӗн вӑл ботинка валли те ҫитмест. Ҫулталӑк иртрӗ вӗсем влаҫа илни, тымар ярса ҫитереҫҫӗ те ак, — ӑҫта кайса кӗрӗ ун чух пӗртанлӑх?.. Калаҫатчӗҫ фронтра: «Пурте пӗр тан пулатпӑр. Командирсен те, салтаксен те пӗр пек шалу пулать!..» — тетчӗҫ. Ҫук! Астарни, илӗртни кӑна пӗр! Улпут усал пулсан, тепӗр кӗлмӗҫ улпута тухсан, тата ҫӗр хут усалтарах пулать! Мӗн тери путсӗр офицерсем пулман пулӗ, анчах пӗр-пӗр лапрашки тухрӗ-тӗк офицера — ҫавӑнтах вырт та вил, унтан усалраххине тупаймастӑн! Хӑй вӑл казакран нумай пӗлекенскер мар-ха, унашкалах вӑкӑр хӳри пӗтӗрме вӗреннӗскер ҫеҫ. Пӑхатӑн та хайхи — ҫын пулса тӑнӑ, власть ӳсӗртсе янӑ та, ҫав ҫӳлӗк ҫинче тытӑнса ларасшӑн теприн тирне сӳме те хатӗр.

— Санӑн сӑмаххусем — контра! — сиввӗн каларӗ Иван Алексеевич, анчах Григорий ҫине куҫ ҫӗклесе пӑхмарӗ. — Эс мана хӑвӑн йӑрану ҫине пӑрса кӗртейместӗн, эпӗ те сана тепӗр майлӑ хуҫас теместӗп. Чылайранпа курманччӗ сана, пытармастӑп — ют пулса кайнӑ эс. Эсӗ совет влаҫӗн тӑшманӗ!

— Кӗтменччӗ куна санран… Власть пирки шухӑшлатӑп пулсан, контра пулса тӑтӑм, эппин? Кадет-и?

Иван Алексеевич Ольшановран табак енчӗкӗ илчӗ, хальхинче ҫемҫереххӗн каларӗ:

— Епле-ха ӳкӗте кӗртӗп эпӗ сана? Ун патне ҫынсем хӑйсен пуҫ мимипе шухӑшласа ҫитеҫҫӗ. Чӗрепе ҫитеҫҫӗ! Хамӑн тӗттӗмлӗхе тата сахал вӗреннине пула эпӗ сӑмаха ӑста ҫавӑрттарса калама пӗлместӗп. Хам та чылай япала патне хыпашласа ҫеҫ ҫитетӗп…

— Пӑрахӑр! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса тӑкрӗ Мишка. Ӗҫтӑвкомран пӗрле тухрӗҫ. Григорий чӗнмерӗ. Шӑпӑрт шарламасӑр пыма Иван Алексеевичшӑн йывӑр пулчӗ. Вӑл ҫын енчен-енне сулӑннине тӳрре кӑлармарӗ, мӗншӗн тесен хӑй вӑл чунӗпеле ҫакӑнтан аякра тӑрать, пурнӑҫ ҫине урӑх тӗмеске ҫинчен пӑхать.

— Эсӗ кунашкал шухӑша ху ӑшӑнта усра, — терӗ вӑл сывпуллашса уйрӑлнӑ чух. — Унсӑррӑн, хӑвна пит аван пӗлетӗп тата сирӗн Петропа кумлӑ пулсан та, сан чӗлхӳне тӗвӗлеме майне тупатӑпах! Казаксене пӑтратма кирлӗ мар, ахаль те пӑтранаҫҫӗ вӗсем. Эсӗ ан пӳлсе тӑр пирӗн ҫула. Таптаса тӑкатпӑр!.. Сывӑ ҫӳре!

Григорий хӑйне хӑй пурнӑҫӑн алӑк урати урлӑ тин кӑна ярса пуснӑ пек туйса утрӗ, унччен ӑна ытла та тӗтреллӗн курӑнни сасартӑк куҫӗ умне яр-уҫҫӑн тухса тӑчӗ. Тӗрӗссипе илсен, ӑшра тӗрлӗ шухӑшсем капланса тулнӑран тата пурнӑҫра уҫҫи-хуппине тупас тесе хыпӑннӑран ҫеҫ вӑл хӑйне ҫак кунсенче канӑҫ паман шухӑшсене хӗрсе кайса каласа тӑкрӗ. Вӑл пӗр-пӗринпе кӗрешекен икӗ вӑй хушшинче тӑчӗ, иккӗшне те хирӗҫ пулчӗ, ҫавӑнпа та унӑн чунӗ тамалма пултарайми йывӑр тарӑхупа капланса тӑвӑнчӗ.

Мишкӑпа Иван Алексеевич пӗрле утрӗҫ. Иван Алексеевич каллех округ председателӗ патӗнче пулни ҫинчен каласа кӑтартма пӑхрӗ, анчах пуҫларӗ те ҫак асра юлнӑ тӗлпулӑвӑн малтанхи илемӗ-тӗсӗпе пӗлтерӗшӗ сӳрӗлнине туйрӗ. Вӑл паҫӑрхи пекех хӑпартланса калаҫасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ: темскер урлӑлла тӑчӗ ӑна, савӑнса пурӑнма, ӳпкене тӑвар тутисӗр сивӗ сывлӑша ҫӑтма кансӗрлерӗ. Чӑрмантарса тӑраканни Григорий, унпа калаҫни пулчӗ. Иван Алексеевич ҫакна тепӗр хут аса илчӗ, кураймасӑр каларӗ:

— Гриша йышшисем ҫапӑҫнӑ чух ура айӗнче ҫеҫ ҫапкаланаҫҫӗ. Ирсӗр! Ҫыран хӗррине тухаймасӑр, ӗне тислӗкӗ вакра ишнӗ пек, ишсе ҫӳрет. Тепре пытӑр-ха — ӗнсе чикки парса кӑларса яратӑп! Агитаци тума пуҫлатӑр кӑна — ун валли вырӑн тупатӑп акӑ… Ну, эсӗ тата мӗн Мишатка? Ӗҫсем мӗнле?

Мишка, хӑй тӗллӗн темӗн шухӑшласа пынӑ май, ятлаҫса ҫеҫ илчӗ.

Пӗр урам тӑваткалӗ чухлӗ кайсан, Кошевой Иван Алексеевич еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн хӗрачанни пек кӳпшекрех тутинче тӗлсӗр кулӑ выляни палӑрчӗ.

— Ав мӗнле усал вӑл политика, Алексеевич, эсрел! Хӑть тем ҫинчен калаҫ та, анчах кӑмӑла ҫавӑн пек пӑсмастӑн. Калаҫса кайрӑмӑр ав Гришкӑпа… Эпир унпа мӗн ачаран туссем-ҫке-ха, пӗрле шкулта вӗреннӗ, хӗрсем патне пӗрле чупнӑ, тӑванпа пӗрех вӑл маншӑн… Темтепӗр сӳпӗлтете пуҫларӗ те ав, эпӗ чӑтма ҫук тарӑхса кайрӑм, чӗре кӳпчесе тӑртанчӗ, кӑкӑра арбуз чиксе хунӑ пек пулчӗ. Пӗтӗм ӑшчик тӑвӑнса чӗтрет! Темскер чи кирлӗ япалана туртса илет пек вӑл манне. Ҫаратать пек вӑл мана! Ун пек сӑмах хушшинче чиксе пӑрахма та пулать. Унта, ку вӑрҫӑра, тӑван-хурӑнташ ҫук. Чуну тулса ҫитрӗ — яра пар! — Мишка сасси ниҫта кайса кӗрейми тарӑхнипе тӑвӑнса чӗтренчӗ. — Эпӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн ҫилленнӗ пек хамран нихӑш хӗре туртса илнӗшӗн те ҫапла ҫилленсе курман. Ав чӗрене мӗнле пырса тиврӗ!

Сайт:

 

Статистика

...подробней