Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан хӗрхенӗр; эпӗ сире иксӗре те питӗ юрататӑп, ҫавӑнпа хам мӗн шут тытнипе питӗ телейлӗ.

Не жалейте; я так люблю вас обоих, что очень счастлив своею решимостью.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Полякла шут туни-и? — кӑмӑлсӑррӑн йӑл кулса ыйтрӗ Половцев.

Остроумием по-польски? — криво улыбаясь, спросил Половцев.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Старик шӑлсӑр ҫӑварне шухӑшлӑн чаплаттарса илчӗ, тем шут туса, кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, унтан ыйтрӗ:

Старик задумчиво пожевал беззубым ртом, помолчал, что-то прикидывая в уме, потом спросил:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, хӗлле — ун чухне урӑх шут, анчах халлӗхе кайӑк-кӗшӗке илместпӗр.

Может быть, зимой — тогда другое дело, а пока птицу не берем.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа та вӑл халӗ, кӑмӑллӑ итлекенсем тупӑннӑ чух, каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ пит лайӑххине туйса, тӑраничченех калаҫма шут тытрӗ.

Потому-то он теперь, найдя благосклонных слушателей, будучи после ужина в отличнейшем расположении духа, и решил наговориться вволю.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шут шӑрҫисем ҫинче ҫуралнӑ вӑл, ҫавсем ҫинчех вилет те.

На костяшках от счетов он родился, на них и помрет.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытла кая юлса шут тытнӑ эсӗ, — ӳпкелесе каларӗ Давыдов.

— Поздно ты надумал, тугодум… — с укором сказал Давыдов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ питӗ нумай вӗреннӗ вӑт, шут шӑрҫисене шалт та шалт ҫеҫ шӗкӗлчетӗн, кашни саспаллиех тата тӗрлӗрен кӑтра-мӑтрасемпе илемлетсе ҫыратӑн, анчах перессе вара темшӗн сана мар, Нагульнова пенӗ… —

— Ты вот шибко образованный, на счетах щелкаешь, аж треск идет, и каждую буковку с кудряшками-завитушками выписываешь, а стреляли что-то не в тебя, а в Нагульнова… —

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир ҫапла сухалама шут турӑмӑр: кашнине хӑйне пӗр лаптӑк касса паратпӑр та, ҫавӑрттар кӑна ҫавӑнпа.

Мы порешили пахать так: отбиваем каждому свою клетку, и бузуй на ней.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ.

После этого он решил выдобриться перед бригадой и, отправившись с вечера в хутор, переночевал там, а утром припас из дому мешок, на пути в бригаду завернул к гумну Краснокутова, жившего на самом краю хутора, перелез через прясло и воровски затаился возле мякинной кучи.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем чееленсе хӑтланма шут тытнӑ-мӗн.

Они решили действовать хитростью.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӗнтӗ ӗҫ ытла та шала кӗрсе кайнине, ҫакӑнта тӑраканнисенчен нихӑшӗ те ӑна пулӑшма тухас ҫуккине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа урӑхла хӑтланса пӑхма шут тытрӗ.

Он понял, что дело зашло уж слишком далеко, что на помощь ему никто из присутствующих не выступит, а поэтому и действовать решил иначе.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен, лашине чӗлпӗртенех ҫавӑтса пынӑ пулсан, Щукарь Гремячий Лог хуторне чиперех ҫитсе ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑйӗн кумӗ тата палланӑ казаксем пурӑнакан Тубянски хуторне кӗрсен, чи хӗрринчи кил тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех, чӗлпӗртен сӗтӗрсе пырас марччӗ, уттарса та пулин утланса пырасчӗ тесе, лаши ҫине хӑпарса ларма шут тытать.

Может быть, Щукарь и добрался бы до Гремячего Лога благополучно, если б вел лошадь в поводу, но он, едва лишь поравнялся с первым двором хутора Тубянского, в котором жил его кум и было много знакомых казаков, решил сесть верхом на купленную лошадь и хоть шагом, но ехать, а не тянуть ее в поводу.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавна пулах восстани тапратма шут тытрӑмӑр тата сирӗн «союза» та ҫавна пулах кӗтӗмӗр.

Через это решили восставать и вступили в ваш «союз».

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шут шӑрҫи урайне персе анчӗ, чернил кӗленчи тӳнсе кайрӗ.

Свалились на пол счеты, опрокинулась склянка с чернилами.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов коллективизаци ӗҫӗ тата вӑрлӑх фондне хывас ӗҫ епле пыни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ хыҫҫӑн, Кондратько ҫапла тума шут тытрӗ: — Кунта пире пурне те ӗҫлемелӗх ӗҫӗ те ҫук, — вӑл, эхлеткелесе, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке тата карттӑ туртса кӑларчӗ, ун тӑрӑх тачка пӳрнипе йӗрлесе пӑхрӗ, — эпир Тубянские каятпӑр.

После сделанного Давыдовым обстоятельного доклада о ходе коллективизации и засыпке семенного фонда Кондратько решил так: — Нам усим тут ничого робыть, — он, кряхтя, извлек из кармана записную книжку и карту-трехверстку, повел по ней толстым пальцем, — мы поидемо у Тубянський.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тӑхта, халех каласа парӑпӑр, — Давыдов сӗтел ҫинчи шут шӑрҫине айккинелле шутарса хучӗ.

— Подожди, сейчас расскажем, — Давыдов подвинул по столу счеты.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асли тӗлӗшпе кӗвӗҫӳ те тӑшманлӑх тухса кӑйнӑ вара ҫав кӗҫӗн тӑвансен, юлашкинчен пурнӑҫӗ тӳсмелле мар пулса ҫитнӗ те, патшаран пурте пӗрле канаш ыйтма та суд тутармашкӑн шут тытнӑ ҫакскерсем.

И вот возникла между меньшими братьями зависть к старшему и вражда, и жизнь их сделалась под конец такой невыносимой, что решили они обратиться к царю за советом и судом.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫӑмарта тӑвакан чӑхсене мӗнпе… улӑштарма кам шут тытнӑччӗ-ха…

Яйцеватых курей кто выдумал менять на…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑратлӑ вӑкӑр илнӗччӗ — мотоциклпа улӑштарса яма шут тытрӗ.

Бугая племенного купил — вздумал променять на мотоциклу.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней