Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна ҫӗвӗҫ магазинтан кӗпе виҫсе пӑхма килсен манса хӑварнӑ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Турӑҫӑм, вӗсем пӗр-пӗрне апат-ҫимӗҫ мӗнле пӗҫерсе хатӗрлессине ҫеҫ пӗлтермеҫҫӗ, хуҫалӑхри ытти ӗҫсене те: пир ҫип, ҫӗвӗ, кӗпе ҫӑвас енӗпе, чӗнтӗрсене, перчеткесене тасатас енӗпе, тӗрлӗрен материалсем ҫине лекнӗ хура пӑнчӑсене мӗнле пӗтерес енӗпе, килте тӗрлӗ курӑксенчен эмел мӗнле хатӗрлес енӗпе — авалтан пухӑнса пынӑ ҫак ӑслӑлӑхсене йӑлтах вӗсем пӗр-пӗрне вӗрентеҫҫӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗри ҫех хӑрататчӗ те чаратчӗ мана: мӗнлерех пулӗччӗ-ши Олеся, модӑпа ҫӗлетнӗ кӗпе тӑханса, ман юлташсен арӑмӗсемпе хӑна пӳлӗмӗнче калаҫаканскер, легендӑсемпе те вӑрттӑн вӑйсемпе тулнӑ ватӑ вӑрманӑн ҫак тӗлӗнсе хытса каймалли кӑшӑлӗнчен уйӑрнӑскер, — кун пирки вара эпӗ уйлама та хӑю ҫитереймен.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Мӗншӗн-ха вӑл ман ҫине ӗнер ҫав териех тинкерсе пӑхрӗ? — шухӑшларӗ Обломов — Андей ӑна чӑлхасемпе кӗпе ҫинчен каламан-ха тесе, турра асӑнать, хӑй манпа туслӑ пулни ҫинчен, эпир мӗнле ӳсни, вӗренни ҫинчен, пирӗн пурнӑҫра мӗн лайӑххи пулнӑ, ҫавсем ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ, ҫав хушӑрах (акӑ ҫакна та каласа панӑ), Обломов мӗнле телейсӗр, ҫынсем ҫителӗксӗр пулӑшнипе унӑн мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗ тӗп пулнине, пурнӑҫӗ епле япӑх иртсе пынине тата…»
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫырма е вулама килте тӑхӑнакан пальто пӗркенсе ларать, мӑйӗнче — ҫӳхе тутӑр; кӗпе ҫухавине галстук ҫине кӑларнӑ, вӑл юр пек шуралса тӑрать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче Захар ларать, вӑл, апат турилкки тытнӑ пек, тасатман атӑ тытнӑ та тӑхӑнтарма хатӗрленсе, улпут кӗпе тӳмелесе пӗтерессе кӗтет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр вунӑ минутран Штольц тумланса, хырӑнса, ҫӳҫне тураса тухрӗ; Обломов ҫаплах вырӑн ҫинче салхуллӑн ларать, вӑл васкамасӑр кӗпе ҫухавине тӳмелет, ниепле те тӳмине йӑлине лектереймест.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Нимӗҫ кирек мӗнле тумлантӑр, кирек епле ҫӳхе те шурӑ кӗпе тӑхӑнтӑр, ан тив лакпа ҫутатнӑ атӑ, сарӑ перчетке тӑхӑнтӑр, вӑл пурпӗрех хулӑн сӑран тум тӑхӑннӑ пек; шурӑ манжет айӗнче хытӑ та хӗрлӗ аллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, илемлӗ костюмпа пулин те вӑл булочник пек е буфетчик пек курӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кун пеккине чӑнах та шыраса тупаймӑн, — пӳлчӗ кучер, Захарӑн хулхушши айӗнчен курӑнакан кӗпе ҫӗтӗкне вӑр-вар туртса кӑларса.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳрте кӗрсен хыттӑн кӑшкӑрса чӗнни те кӑлӑхах пулать: никам та хирӗҫ чӗнмест; хӑшпӗр пӳртре ҫеҫ пӗр-пӗр чирлӗ карчӑк, хӑйӗн ӗмӗрне кӑмака ҫинче пурӑнса ирттерекенскер, хыттӑн ӳсӗрсе сас парать е тата хӑмапа пӳлсе хунӑ пӳлӗмрен вӑрӑм ҫӳҫлӗ, ҫара уран ача пӗр кӗпе вӗҫҫӗн тухать те килнӗ ҫын ҫине ним шарламасӑр тинкерсе пӑхать, унтан каллех именчӗклӗн тарса пытанать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Календарь кӑтартнӑ пекех, март уйӑхӗнче ҫуркунне ҫитет, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнать, ҫӗр ӑшӑнса пӑспа мӑкӑрланма пуҫлать; хресчен кӗрӗк пиншакне хывса, кӗпе вӗҫҫӗн урама тухать, вара аллисене куҫӗ тӗлне тытать те чылайччен хӗвел ҫине савӑнса пӑхать, киленсе кайсах хулпуҫҫине сиктеркелет; унтан кулленхи ӗҫе хатӗрленсе, ӳпӗнтерсе хунӑ урапине пӗр туртинчен е тепӗр туртинчен тытса туртать, е сухапуҫне пӑхса тухса, урипе тапса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Аш сутакан, пахча-ҫимӗҫ сутакан, кӗпе ҫӑвакан, ҫӑкӑр сутакан — пурте укҫа ыйтаҫҫӗ.— От мясника, от зеленщика, от прачки, от хлебника: все денег просят.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл кӗпе ҫухави ӑшӗнчен хуҫлатнӑ хут кӑларса ӑна юлташӗсене парасшӑн пулнӑ.Вынув из-под рубахи сложенные вчетверо листы бумаги, он только собрался передать их своим товарищам.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӗлӗкрех флотри ҫынсем шурӑ кӗпе тӑхӑнса ҫӳренӗ иккен.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Катя каллех ҫывӑрса кайрӗ, эпӗ шӑппӑн ҫеҫ тумлантӑм та кухньӑна пытӑм, вӑл унта чей ӗҫетчӗ, ҫаруранччӗ хӑй, таса кӗпе вӗҫҫӗнччӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ те йӗпеччӗ-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ун ҫине кӗпе тӑхӑнтартӑм.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче крахмалланӑ кӗпе умӗ коробка пек хӑпарса тӑни тата крахмалланӑ ҫӳлӗ ҫуха мӑйне тӑп тытса тӑни те сахал.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрмеллӗ кӗпе тӑхӑннӑ Мотя амӑшӗ такана тӗлӗнче пӗшкӗнсе тӑрать.Мотина мама в сборчатой юбке стояла, наклонившись над корытом.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пиншаксӑр, ун ҫинче татӑк ҫанӑллӑ аялти кӗпе ҫеҫ.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949