Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III сыпӑк

Раздел: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.10 14:53

Предложений: 246; Слово: 1739

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

— Сывӑ-и, Илья! Мӗн тери хавас эпӗ сана курма! Ну мӗн, мӗнле пурнатӑн? Сывӑ-и? — ыйтрӗ Штольц.

— Ой, ҫук, япӑх, Андрей тӑванӑм, — ассӑн сывласа каларӗ Обломов: — мӗн сывлӑхӗ!

— Чирлӗ-им? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Штольц.

— Урпа тухса аптратрӗ: иртнӗ эрнере кӑна сылтӑм куҫ ҫинчи пӗтрӗ, ак халӗ теприн ҫине тухать.

Штольц кулса ячӗ.

— Ҫавӑ ҫеҫ-и? — ыйтрӗ вӑл. — Нумай ҫывӑрнӑран вӑл санӑн.

— Мӗнле «ҫавӑ ҫеҫ-и»: кӑкӑр хӗртсе аптратать. Тухтӑр мӗн каланине илтесчӗ санӑн: «Ют патшалӑха кайӑр, унсӑрӑн япӑх пулӗ: паралич ҫапма пултарать», тет.

— Ну, ху мӗнле шутлатӑн?

— Каймастӑп.

— Мӗншӗн?

— Чим-ха! Вӑл мана мӗн каласа тултарнине итле-ха эсӗ: «таҫта ту ҫинче пурӑнас пулать, тет, Египета е Америкӑна каяс пулать…»

— Мӗнех вара? — лӑпкӑн каларӗ Штольц. — Египета икӗ эрнерен ҫитетӗн, Америкӑна — виҫҫӗрен.

— Ну, Андрей тӑванӑм, эсӗ те ҫавах! Пӗр тӑнлӑ ҫын пурччӗ, вӑл та ухмаха ернӗ. Кам Америкӑна е Египета кайтӑр-ха? Акӑлчансем-и: вӗсене ӗнтӗ турӑ ҫавӑн пек туса янӑ; хӑйсем патӗнче пурӑнма та вырӑнӗ ҫук вӗсен. Пирӗннисем кам таҫта кайтӑр-ха? Мӗнле те пулин харсӑртарах, пурнӑҫа шеллемен ҫын пулсан кӑна.

— Чӑнах та, мӗнле паттӑр ӗҫсем: ҫӑмӑл урапа е карап ҫине лар та уҫӑ сывлӑшпа киленсе ҫӳре, ют ҫӗршывсене, хуласене, унти йӗркесене, пур тӗлӗнмелле япаласене курса ҫӳре… Ах, эсӗ! Ну, кала ӗҫсем мӗнлерех санӑн, Обломовкӑра мӗнле?

— Ах!.. — терӗ Обломов, аллине сулса.

— Мӗн пулчӗ?

— Мӗн пултӑр: пурнӑҫ канӑҫ памасть!

— Мухтав турра! — терӗ Штольц.

— Мӗнле мухтав турра! Яланах пуҫран шӑлать пулсанччӗ, анчах вӑл шкулти чӑрсӑр ачасем йӑваш ача ҫумне ҫыпҫӑннӑ пекех ҫыпҫӑнать: е сисиччен чӗпӗтсе илет, е сасартӑк тӳрех ҫамкаран килсе ҫапать те хӑйӑрпа сапса хурать… чӑтма ҫук!

— Эсӗ ытлашшипех йӑваш ӗнтӗ. Мӗн пулчӗ-ха? — ыйтрӗ Штольц.

— Икӗ инкек пулчӗ.

— Мӗнлескерсем?

— Йӑлтах чухӑнланса ҫитрӗм.

— Мӗнле апла?

— Акӑ эпӗ сана староста мӗн ҫырнине вуласа парам… ҫырӑвӗ ӑҫта-ха? Захар, Захар!

Захар ҫырӑва шыраса тупрӗ. Штольц хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, староста мӗнлерех ҫырнинчен пулмалла, кулса ячӗ.

— Мӗнле ултавҫӑ ку староста! — терӗ вӑл. — Мужиксене салатса янӑ та ӳпкелешет тата! Паспорчӗсене парас та — кайччӑр, хӑйсем ӑҫта каяс тенӗ ҫӗре.

— Итле-ха, ун пек пурте каяс тейӗҫ, — хирӗҫлерӗ Обломов.

— Кайччӑр! — пӑшӑрханмасӑр каларӗ Штольц. — Кама пӗр вырӑнта лайӑх та усӑллӑ, вӑл унтан каймасть; ӑна усӑллӑ мар пулсан, сана та усси ҫук: мӗншӗн тытса усрас-ха ӑна?

— Авӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑн! — терӗ Илья Ильич. — Обломовкӑри мужиксем — лӑпкӑскерсем, килте пурнаканскерсем: мӗн ҫапкаланса ҫӳрес вӗсен?..

— Эсӗ пӗлместӗн, — пӳлчӗ Штольц, — Верхлевӑра пристань лартма, чугун ҫул хывма шутлаҫҫӗ; ҫапла вара Обломовка та мӑн ҫул ҫинчен инҫетре пулмасть, хулара ярмарка тӑвас теҫҫӗ.

— Ах, турӑҫӑм! — терӗ Обломов. — Ку ҫитменччӗ-ха тата! Обломовка питӗ тӗттӗм вырӑнта, аякраччӗ, халӗ вара ярмарка, мӑн ҫул! Мужиксем хулана ҫӳреме пуҫлӗҫ, пирӗн пата купцасем пыма тытӑнӗҫ — пӗтӗмпех пӗтес пулать! Хуйхӑ!

Штольц кулса ячӗ.

— Мӗнле хуйхӑ ан пултӑр-ха? — терӗ Обломов. — Мужиксем питӗ лӑпкӑччӗ, ни лайӑххине, ни усӑллине илтменччӗ, хӑйсен ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ те нимшӗн те ҫунмаҫҫӗ; халӗ ӗнтӗ алхасса кайӗҫ! Чей, кофе ӗҫме, бархат йӗм тӑхӑнма, купӑспа, ҫутатнӑ атӑпа ҫӳреме пуҫлӗҫ… усси пулмастех!

— Ун пек пулсан, паллах, усси сахал, — терӗ Штольц. — Эсӗ шкул уҫ-ха ялта…

— Ир мар-ши? — терӗ Обломов. — Мужиксене хутла вӗрентме сиенлӗ: хутла вӗрентӗн те ӑна, вӑл вара суха та тумӗ…

— Мужиксем мӗнле сухаламалли ҫинчен вулӗҫ, — тӗлӗнтермӗш! Ҫапах та итле: шӳтлемесӗр, ялта кӑҫал санӑн хӑвӑн пулас пулать.

— Чӑнах та; анчах манӑн план пӗтӗмпех пулса ҫитеймен-ха… — хӑюсӑррӑн каларӗ Обломов.

— Нимӗнле план та кирлӗ мар! — терӗ Штольц. — Эсӗ ху кай кӑна: мӗн тумаллине вырӑнтах курӑн. Эсӗ тем вӑл планпа нумайранпа аппаланатӑн-ха: нивушлӗ халӗ те хатӗр мар? Мӗн тӑватӑн эсӗ?

— Ах, тӑванӑм! Манӑн имени пирки анчах-им ӗҫ? Тепӗр инкекӗ тата?

— Мӗнли?

— Хваттертен хӑвалаҫҫӗ.

— Мӗнле хӑвалаҫҫӗ?

— Ҫаплах: куҫса кай, теҫҫӗ ҫеҫ.

— Ну, мӗнех вара?

— Мӗнле мӗнех вара? Эпӗ кунта, хваттер пирки асапланса выртса, ҫурӑма, аякӑмсене ыраттарса пӗтертӗм. Пӗчченех вӗт эпӗ: ӑна та, теприне те хамӑн тумалла, лере укҫа парса татмалла, кунта тӳлемелле, унта тӳлемелле, кунта тата — куҫса каймалла! Укҫа тӗлӗнмелле нумай тӑккаланать, ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп! Пӗр пуссӑр юласса кӗтсех тӑр…

— Вӑт иртӗхсе кайнӑ этем: хваттертен куҫма йывӑр ӑна! — тӗлӗнсе каларӗ Штольц. — Сӑмах майӑн укҫа пирки: нумай-и вӑл санӑн? Пар мана пӗр пилӗкҫӗр тенкӗ: халех ярса памалла; ыран хамӑр кантуртан илетӗп…

— Тӑхта! Аса илме пар-ха… Нумаях пулмасть ялтан пин тенкӗ ярса пачӗҫ, халӗ ав юлчӗ… Тӑхта-ха… Обломов ещӗксенче ухтарма пуҫларӗ.

— Ак кунта… вуннӑ, ҫирӗм, акӑ — икҫӗр тенкӗ… тата акӑ — ҫирӗм. Унта тата пӑхӑрри пурччӗ… Захар, Захар!

Захар малтанхиллех кӑмака сакки ҫинчен сиксе анчӗ те пӳлӗме кӗчӗ.

— Ӑҫта ҫакӑнта, сӗтел ҫинче, гривна пурччӗ? Ӗнер хутӑм эпӗ…

— Мӗн ҫав, Илья Ильич, икӗ гривнӑшӑн калаҫатӑр! Нимӗнле икӗ гривна выртнине те курман, тесе каларӑм-ҫке-ха сире…

— Мӗнле выртман! Апельсин илнӗ хыҫҫӑн каялла тавӑрса пачӗҫ…

— Хӑвӑр кама та пулин панӑ та манса кайнӑ, — терӗ Захар, алӑк патнелле ҫаврӑнса.

Штольц кулса ячӗ.

— Ах, эсир, обломовецсем! — ӳпкелешсе илчӗ вӑл. — Кӗсйинче мӗн чухлӗ укҫа пуррине те пӗлмеҫҫӗ!

— Паҫӑр Михей Андреича мӗнле укҫа патӑр? — аса илтерчӗ Захар.

— Ах, чӑнах, Тарантьев тата вунӑ тенкӗ илчӗ, — ҫивӗччӗн каларӗ Обломов: — эпӗ манса та кайнӑ…

— Мӗншӗн кӗртетӗн ҫав выльӑха ху патна? — асӑрхаттарчӗ Штольц.

— Мӗн кӗртни! — хушса хучӗ Захар. — Хӑйӗн килне е хупаха кӗнӗ пекех килсе кӗрет. Улпут кӗпипе жилеткине илсе кайрӗ те тавӑрса парассине ан та асӑн! Паҫӑр фрак патне килчӗ: «Пар-ха тӑхӑнма!» тет. Эсир те пулин, Андрей Иваныч, аттеҫӗм, чарсамӑрччӗ ҫавна…

— Сан ӗҫ мар, Захар. Кай хӑвӑн пӳлӗмне! — хаяррӑн каларӗ Обломов.

— Мана ҫыру ҫырма пӗр листа хут пар-ха, — ыйтрӗ Штольц.

— Захар, хут пар: авӑ Андрей Иваныча кирлӗ… — терӗ Обломов.

— Ҫук-ҫке хут! Паҫӑр шырарӑмӑр, — тавӑрчӗ малти пӳлӗмрен Захар, хӑй ку пӳлӗме килмерӗ те.

— Мӗнле те пулин хут татӑкӗ пар! — татах ыйтрӗ Штольц.

Обломов сӗтел ҫинче шырарӗ: пӗр хут татӑкӗ те тупӑнмарӗ.

— Ну, визитнӑй карточка пар эппин.

— Вӗсем, визитнӑй карточкӑсем, тахҫанах ҫук манӑн, — терӗ Обломов.

— Мӗн пулчӗ капла сана! — тӑрӑхласа хирӗҫлерӗ Штольц. — Ӗҫ тӑвасшӑн ху, план ҫыратӑн. Кала, тархасшӑн, ӑҫта та пулин тухса ҫӳретӗн-и эсӗ, ӑҫта пулкалатӑн? Кампа курнӑҫатӑн?

— Ӑҫта каятӑп эпӗ! Сахал тухса ҫӳретӗп, яланах килте ларатӑп: план пӑшӑрхантарать мана, ҫитменнине тата хваттер… Тавтапуҫ, Тарантьев тӑрӑшма, шырама пулчӗ…

— Кам та пулин килет-и сан патна?

— Килет. Тарантьев акӑ, тата Алексеев. Паҫӑр тухтӑр килчӗ… Пенкин, Судьбинский, Волков пулчӗҫ…

— Эпӗ сан патӑнта кӗнеке пуррине те курмастӑп, — ӳпкелерӗ Штольц.

— Акӑ кӗнеке! — терӗ Обломов, сӗтел ҫинчи кӗнекене кӑтартса.

— Мӗнлескер? — ыйтрӗ Штольц, кӗнекене пӑхса: — «Африкӑна кайса ҫӳрени». Эсӗ вуласа чарӑннӑ страници пӑнтӑхса кайнӑ. Хаҫатсем те курӑнмаҫҫӗ… Хаҫат вулатӑн-и эсӗ?

— Ҫук, саспаллисем вӗтӗ, куҫа пӑсаҫҫӗ… вулама та кирлех мар: мӗн те пулин ҫӗнӗ хыпар пулсан, кунӗпех ун ҫинчен пур ҫӗрте те калаҫаҫҫӗ.

— Итле-ха, Илья! — терӗ Штольц, Обломов ҫине тӗлӗнсе пӑхса. — Эсӗ ху мӗн тӑватӑн-ха? Чуста чӑмӑркки пек, чӑмӑртаннӑ та выртатӑн.

— Чӑнах, Андрей, чӑмӑркка пекех, — хуйхӑллӑн каларӗ Обломов.

— Ӑнланни тӳрре тухни пулать-им вӑл?

— Ҫук, эсӗ ыйтнӑран ҫеҫ каларӑм; эпӗ тӳрре тухасшӑн мар, — ассӑн сывласа астутарчӗ Обломов.

— Вӑранас пулать-ҫке-ха ку ыйхӑран.

— Хӑтланса пӑхрӑм малтан, май килмерӗ, халь… мӗн тума вӑранас? Ним те хумхатмасть, чунӑма туртмасть, ӑсӑм канлӗн тӗлӗрет! — кӑшт ҫеҫ палӑрмалла каларӗ Обломов. — Ҫитӗ кун ҫинчен. Кала пӗреххут, ӑҫтан халӗ эсӗ?

— Киевран. Тепӗр икӗ эрнерен ют патшалӑха каятӑп. Эсӗ те кай…

— Аван; каятӑп та пулӗ… — шутларӗ Обломов.

— Лар та заявлени ҫыр, ыран вара парӑн…

— Ыранах ҫыр тата! — терӗ Обломов, сасартӑк каясси ҫинчен аса илсе. — Мӗнле васкавлӑх ҫавсен, такам хӑваланӑ пекех! Шухӑшласа, калаҫса пӑхӑпӑр-ха, кайран — турӑ мӗн парӗ! Малтан яла кайса килсенччӗ вӑт, ют патшалӑха — кайран…

— Мӗншӗн-ха кайран? Тухтӑр хушнӑ-ҫке? Эсӗ малтан начарлан, кӗлеткӳне ҫӑмӑллат, кайран чуну та тӗлӗрмӗ. Ут-пӳпе те, чунупа та гимнастика тӑвас пулать санӑн.

— Ҫук, Андрей, вӗсем пурте мана ывӑнтараҫҫӗ: сывлӑхӑм начар-ҫке манӑн. Ҫук, эсӗ хӑвӑр пӗреххут мана, пӗчченех кай…

Штольц — выртакан Обломов ҫине, Обломов ун ҫине пӑхрӗ.

Штольц пуҫне сулкаласа илчӗ, Обломов ассӑн сывларӗ.

— Эсӗ пурӑнма та ӳркенетӗн пулмалла? — ыйтрӗ Штольц.

— Мӗн тетӗн, ку та тӗрӗсех: ӳркенетӗп, Андрей! Андрей Обломов чӗрине пырса тивекен ыйту пама, унӑн чӗре туйӑмӗ ӑҫтараххине пӗлме шухӑшларӗ, ҫав хушӑрах, шарламасӑр, ун ҫине пӑхрӗ те сасартӑк кулса ячӗ.

— Мӗнле санӑн хӑрах чӑлхуна ҫипрен ҫыхнӑ, теприне тӗртсе тунӑ? — сасартӑк каларӗ вӑл, Обломовӑн урисем ҫине кӑтартса. — Кӗпӳне те тӳнтерле тӑхӑннӑ?

Обломов хӑйӗн урисем ҫине, кайран кӗпи ҫине пӑхрӗ.

— Чӑнах-ҫке, — именсе килӗшрӗ вӑл. — Ҫав Захар инкек вырӑннех пулчӗ маншӑн! Ӗненмӗн эсӗ, мӗн тери асапланса ҫитрӗм унпа! Тавлашать, сӑмахпа кӳрентерет, ӗҫӗ пирки ан та ыйт!

— Ах, Илья, Илья! — терӗ Штольц. — Ҫук, эпӗ сана кун пек хӑвармастӑп. Тепӗр эрнерен эсӗ хӑвна ху пӗлейми кулатӑн. Хам пирки те, сан пирки те мӗн тӑвассине эпӗ сана каҫхине пӗлтеретӗп, халь тумлан. Тӑхта, силлесе илетӗп сана. Захар! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Илья Ильичӑн тумланмалла!

— Ӑҫта, итле-ха, мӗн эсӗ? Халех Тарантьевпа Алексеев апатланма килеҫҫӗ. Кайран тата…

— Захар! — терӗ Штольц, вӑл каланине итлемӗр: — тумланмалли пар ӑна.

— Юрӗ, Андрей Иваныч, аттеҫӗм, атӑ тасататтӑм ҫеҫ, — килӗшсе каларӗ Захар.

— Мӗнле? Пилӗк сехетчен тасатса хатӗрлемен-и эсӗ атӑсене?

— Тасатасса иртнӗ эрнерех тасатнӑччӗ-ха, анчах улпут тухса ҫӳремен те, аттисем каллех тӗксӗмленнӗ…

— Ну, пар ҫаплипех. Ман чемодана гостинӑя кӗртсе ларт; сирӗн патӑрта чарӑнатӑп. Эпӗ халех тумланатӑп, асӗ те хатӗр пул, Илья. Ӑҫта та пулин ҫул ҫинче апатланатпӑр та кайран ик-виҫӗ киле кӗрсе тухатпӑр…

— Эсӗ мӗн… мӗнле-ха капла сасартӑк… тӑхта-ха… шухӑшлама ирӗк пар-ха… эпӗ хырӑнман-ҫке…

— Шухӑшласа тӑма, ӗнсе хыҫма кирлӗ те мар… Ҫула май хырӑнатӑн: парикмахерскине илсе кӗретӗп.

— Мӗнле килсене каятпӑр эпир тата? — хуйхӑллӑн кӑшкӑрса ячӗ Обломов. — Палламан ҫынсем патне-и? Мӗн шухӑшласа кӑлартӑн! Эпӗ Иван Герасимович патне каятӑп пӗреххут; виҫӗ кун пулман.

— Кам вӑл Иван Герасимович?

— Ӗлӗк манпа пӗрле ӗҫленӗскер…

— А! Ҫав ватӑ экзекутор-и: мӗн пур унта? Мӗн ҫав тӑмсайпа вӑхӑта сая ярасси пур!

— Мӗнле эсӗ тепӗр чухне ҫынсем ҫинчен усал калатӑн, Андрей, турӑ пӗлет-и сана? Ҫынни лайӑхскер-ҫке вӑл: голлан кӗпипе ҫӳремест кӑна…

— Мӗн тӑватӑн эсӗ ун патӗнче? Унпа мӗн ҫинчен калаҫатӑн? — ыйтрӗ Штольц.

— Ун патӗнче, пӗлетӗн-и, темӗнле йӗркеллӗ, пӳртӗнче лайӑх. Пӳлӗмӗсем пӗчӗк, диванӗсем ҫемҫе, ларсассан йӑлтах путатӑн. Чӳречисем пӗтӗмпех плющпа та кактуспа картланса ларнӑ, саркайӑксем дюжина ытла, виҫӗ йытӑ, питӗ лайӑхскерсем! Апат-ҫимӗҫ сӗтел ҫинчен татӑлмасть, Гравюрӑсем пурте — ҫемье пурнӑҫне кӑтартаканнисем. Пырса кӗретӗн те — тухса каяс килмест. Пӑшӑрханмасӑр, ним ҫинчен шухӑшламасӑр ларатӑн, ху ҫывӑхунта ҫын пуррине пӗлетӗн… паллах, ҫынни ӑслӑскерех мар, унпа идея ҫинчен калаҫасса шухӑшламалли те ҫук, анчах вӑл чее мар, кӑмӑллӑ, вашават, куҫ хыҫӗнче сана сӑмахпа тӗртмест.

— Мӗн тӑватӑр-ха эсир?

— Мӗн? Эпӗ пыратӑп та, иксӗмӗр хире-хирӗҫ дивансем ҫине ури-аллипех хӑпарса ларатпӑр; вӑл туртать…

— Ну, эсӗ вара?

— Эпӗ те туртатӑп, саркайӑксем юрланине итлетӗп. Унтан Марфа сӑмавар илсе кӗрет.

— Тарантьев, Иван Герасимович! — терӗ Штольц, хулпуҫҫисене сиктеркелесе. — Ну, тумлан хӑвӑртрах, — васкатрӗ вӑл. — Тарантьев килсен кала, — терӗ вӑл Захар еннелле пӑхса: — эпир килте апатланмастпӑр, Илья Ильич малашне ҫӑвӗпех килте апатланмасть, кӗркунне вара унӑн ӗҫ нумай пулать, ҫавӑнпа унпа курнӑҫма май килмест, те…

— Калӑп, манмӑп, йӑлтах калӑп, — терӗ Захар. — Апатланасси пирки мӗнле вара?

— Апатне кампа та пулин ҫи.

— Итлетӗп, сударь.

Тепӗр вунӑ минутран Штольц тумланса, хырӑнса, ҫӳҫне тураса тухрӗ; Обломов ҫаплах вырӑн ҫинче салхуллӑн ларать, вӑл васкамасӑр кӗпе ҫухавине тӳмелет, ниепле те тӳмине йӑлине лектереймест. Ун умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче Захар ларать, вӑл, апат турилкки тытнӑ пек, тасатман атӑ тытнӑ та тӑхӑнтарма хатӗрленсе, улпут кӗпе тӳмелесе пӗтерессе кӗтет.

— Эсӗ атӑ та тӑхӑнман-ҫке! — тӗлӗнсе каларӗ Штольц. — Ну, Илья, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах!

— Ӑҫта капла? Мӗншӗн? — хурлӑхлӑн каларӗ Обломов. — Мӗн курман эпӗ унта? Пурнӑҫран юлнӑ эпӗ, каяс килмест…

— Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — васкатрӗ Штольц.

Сайт:

 

Статистика

...подробней