Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XLIII. Парус

Раздел: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Источник: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Добавлен: 2019.09.27 18:09

Предложений: 217; Слово: 1849

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Аслашшӗ вилме патнех ҫитнӗ.

Гаврик та, Мотя та, Мотя амӑшӗ те, халӗ пӗтӗм вӑхӑта тинӗс хӗрринче ирттерекен Петя та, пурте часах аслашшӗ вилессине пӗлеҫҫӗ.

Аслашшӗ хӑй те пӗлнӗ ӑна.

Ирхи куна каҫчен выртать, вӑл авӑнса аннӑ пӳртрен тула, хӗвел ӑшшине кӑларса лартнӑ тимӗр кровать ҫинче.

Малтанхи хут курсан, Петя унтан тӗлӗнсех кайрӗ. Унӑн пичӗ ҫав тери таса, витӗр курӑнать, хӗрлӗ минтер ҫинче, темӗнле, пӗлӗт тӗслӗ курӑнса выртать.

Вӑрӑм шурӑ сухаллӑ тӳлек те уҫӑ пичӗ тӗлӗнмелле чаплӑ та илемлӗ. Анчах, ун ҫине пӑхсан, чи тӗлӗнтерекенни вӑл — сӑнӗ тӑрӑх унӑн ҫулне пӗлме май ҫукки, вӑл халӗ темле вӑхӑт тулашӗнче пурӑннӑ пек туйӑнать.

— Сывӑ-и, асатте! — терӗ Петя.

Старик, кӑвак чечек тӗслӗ куҫхаршиллӗ куҫӗсене ун ҫинелле ҫӗклесе, пӗчӗк гимназиста нумайччен палламасӑр пӑхса выртрӗ.

— Ку эпӗ, Петя вӗт, Канатнӑйран, Куликово кӗтессинчи ҫуртран.

Старик хускалмасӑр инҫетелле пӑхать.

— Эсӗ, асатте, ун валли пӗлтер пломбӑран путаркӑҫсем шӑратса панӑччӗ, — терӗ Гаврик. — Астӑваймастӑн-и?

Старик, тахҫанхине астуса илнӗ пек пулчӗ те, шӑппӑн йӑл кулса каларӗ:

— Путаркӑҫсем. Ҫапла. Тунӑччӗ. Тӑхлантан. Вара, тутисемпе кавлесе, Петя ҫине йӑвашшӑн пӑхса илчӗ.

— Аптрамасть. Ӳснӗ, каях ачам, каях. Выля тинӗс хӗрринчи чулсемпе. Выля. Анчах шыва ан ӳк.

Петя старикшӗн унтах, сарӑ чечексем хушшинче упаленсе ҫӳрекен Терентий ачи Женечка пекех, пӗчӗккӗ туйӑннӑ пулмалла. Тӑрсан-тӑрсан старик, пуҫне ҫӗклесе, хӑй хуҫалӑхӗ ҫине пӑхса илет. Терентий ҫемьи куҫнӑранпа кунта пӗтӗм япала паллайми улшӑнчӗ. Вӗсем кунта хӑйсемпе пӗрле Ҫывӑхри Армансен пӗр татӑкне куҫарса килнӗ пек туйӑнать.

Мӑнкун ячӗпе Терентий арӑмӗ пӳртӗн тӑмран тунӑ урайне якатнӑ. Пӳрте тулашӗнчен те, шалтан та шуратнӑ.

Ҫамрӑкланнӑ пӳрт ҫуса тасатнӑ, синькӑпа тӗрленӗ кантӑкӗсемпе ялтӑртатса ҫеҫ ларать.

Йӗри-тавра чечекӗсене сарма пуҫланӑ автан туни текен курӑксем ӳсеҫҫӗ. Вӗсен ӑшӗнче Мотя пуканийӗсем лараҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ дачӑна пурӑнма куҫнӑ пуян ҫынсен арӑмӗсене пӗлтереҫҫӗ.

Кантӑрасем ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ кӗпе-йӗмсем типеҫҫӗ. Арҫын ачанни пек каснӑ ҫӳҫлӗ Мотя пахчари ҫимӗҫсене шӑварать, йывӑр лейкине вӑл икӗ аллипе тытса хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ.

Икӗ юпа хушшине карнӑ пралук тӑрах Рудько ятлӑ йытӑ темле йӳҫҫӗн кулнӑ пек чупкаласа ҫӳрет. Пахча ҫумӗнче тӑм кӑмака мӑкӑрланать, ун ҫине, труба вырӑнне, тӗпсӗр чугун ӳпӗнтерсе хунӑ. Ӗнтӗ ҫӑмах яшкин тутлӑ шӑрши сарӑлать.

Пӗрмеллӗ кӗпе тӑхӑннӑ Мотя амӑшӗ такана тӗлӗнче пӗшкӗнсе тӑрать. Ун йӗри-тавра сывлӑшра супӑнь кӑпӑкӗсем вӗҫеҫҫӗ .

Хӑш чухне старике вӑхӑт каялла таврӑннӑ пек пулать. Ӑна халӗ хӗрӗхре пек ҫеҫ туйӑнать. Вилнӗ асанне тин ҫеҫ пӳрте шуратнӑ пек. Чечексем хушшинче унӑн ачийӗн ачи Терентий упаленет. Ҫурт тӑрринче тин ҫеҫ илнӗ ҫӗнӗ паруспа чӗркенӗ мачта выртать. Акӑ халех асатте мачтӑна хулпуҫҫи ҫине хурать те, сурикпа сӑрланӑ йывӑр кӗсменсене хул хушшине хӗстерсе, ҫыран хӗррине кимме майлаштарма тухса каять пек.

Анчах унӑн тӑнӗ часах килет. Вара старике хуҫалӑха йӗркелес шухӑшсем аптӑратаҫҫӗ.

Вӑл, аран-аран чавса ҫине таянса, Гаврика чӗнсе илет.

— Мӗн кирлӗ сана, асатте?

Старик,вӑйне пуҫтарса, нумайччен тутисемпе кавлет.

— Кимме илсе кайман-и? — тесе ыйтать вӑл, хӑйӗн куҫхаршисем ҫӳлелле пӳрт тӑрри пек хӑпараҫҫӗ.

— Ҫук, илсе кайман, асатте, илсе кайман. Эсӗ выртах.

— Ӑна сӑмала сӗрмелле пулать.

— Сӑмалалӑп, асатте, ан хӑра. Вырт.

Старик йынӑшса выртать, анчах тепӗр мннутранах хӑй патне Мотяна чӗнет.

— Эсӗ мӗн тӑватӑн унта, хӗрӗм?

— Паранкӑ шӑваратӑп.

— Ӑслӑ, хӗрӗм. Шӑвар. Шыва ан хӗрхен. Ҫумкурӑксене ҫӑлатӑн-и?

— Ҫӑлатӑп, асатте.

— Унсӑрӑн вӗсем пӗтӗм пахчана хупласа илеҫҫӗ. Ну, каях ачам, кай, пуканӳсемпе выля.

Старик каллех йывӑррӑн ҫурӑмӗ ҫине тӳнсе каять.

Анчах ҫавӑнтах Рудько вӗрме тытӑнать. Вара старик ҫиленсе, усӑннӑ куҫхаршиллӗ куҫӗсемпе йытӑ еннелле ҫавӑрӑнса пӑхать. Вӑл хӑй шучӗпе усалланнӑ йытта хытӑ, ӗлӗкхи пекех вӑрҫнӑн туйӑнать: «А ну, Рудько, цыц! Чарӑн! Ак путсӗр! Цыц!»

Анчах, тӗрӗссипе, унӑн ҫӑварӗнчен сӑмах аран илтӗнмелле тухать.

— Тсц, эс, тсц…

Пуринчен ытларах старик хускалмасӑр инҫетелле пӑхса выртать.

Унта ҫыран хӗрринчи икӗ сӑрт хушшинчен тинӗс татӑкӗ курӑнать, ун ҫинче пулӑҫсен парусӗсем те нумай курӑнаҫҫӗ.

Вӗсене пӑхса, асатте васкамасӑр, хӑй тӗллӗн сӑмахлать.

— Ҫапла, ку тӗрӗс. Ҫил паруса юратать. Паруспа ҫӳресси — паруссӑр ҫӳресси мар. Паруспа ӑҫта каяс тенӗ, унта кайма пултаратӑн. Каяс тетӗн Дофиновкӑна — унта каятӑн, Люстдорфа каймалла пулсан, унта кайма пултаратӑн. Парус карсан, Очакова та, Херсона та, Евпаторине те ҫитме пулать. Паруссӑр, кӗсменсемпе ҫеҫ кайни — чӑхсене култарни ҫеҫ. Пысӑк Фонтан патне те тӑватӑ сехетре ишсе ҫитейместӗн. Каялла тепӗр тӑватӑ сехет. Ҫук, эсӗ пулӑҫӑ пулсан, парус тыт. Паруссӑр тинӗсе тухма та кирлӗ мар. Намӑс курни ҫеҫ пулать. Паруссӑр кимӗ — чунсӑр ҫын пек. Ҫапла ҫав.

Старик чарӑнмасӑр пӗрмаях парус ҫинчен шухӑшлать.

Ҫапла, пӗррехинче, каҫхине Терентий хӑйӗн ҫемьине курма кӗске вӑхӑтлӑха кӗрсе тухнӑ. Вӑл ачасем валли кучченеҫ илсе килме арӑмне виҫӗ тенкӗ укҫа парса хӑварнӑ тата ҫак кунсенчех ҫӗнӗ парус илме пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтранпа старик савӑнӑҫлӑн кулкала пуҫланӑ.

Унӑн пуҫӗнче яланах ҫӗнӗ парус шухӑшӗ пулнӑ. Шухӑшланипе вӑл ҫӗнӗ паруса кӳҫӗпех курать, акӑ вӑл ун умӗнчех тӗреклӗ, хулӑн, ҫил вӗрнипе карӑнса ҫап-ҫаврака тӑрать.

Парус шухӑшне вӑл пуҫӗнчен хӑваласа яраймасть, вара, нумай шухӑшланипе вӑйсӑрланса, нимӗн пӗлми пулать. Вӑл хӑй ӑҫтине, хӑйӗнпе мӗн пулнине пӗлми пулать, унӑн сисӗмӗ ҫеҫ юлать.

Вӑл хӑй таврари япаласенчен уйрӑм иккенне пӗлми пулать. Вӑл, темле, ирӗлсе, таврари япаласемпе, вӗсен шӑршисемпе, сасӑсемпе, тӗссемпе хутшӑна кайнӑ пек пулать…

Ҫӳлелле те аялалла пӑркаланса купӑста лӗпӗшӗ вӗҫсе каять, унӑн ҫуначӗсем ҫинче лимон тӗслӗ тымарсем палӑраҫҫӗ. Старик хӑйне-хӑй лӗпӗш пек те, унӑн тӗсӗ пек те туять.

Тинӗс хӗрринче ҫаврака чулсемпе хум вылять, старик унӑн шавне илтет.

Ҫил пӗчӗк тумлам тӑварлӑ шыв илсе пырса унӑн тути ҫине пӗрӗхет. Ҫилӗ те, таварӗ те вӑл хӑй пулнӑ пекех туйӑнать ӑна.

Сарӑ чечексем хушшинче пӗчӗк ача ларать. Ҫав ача та вӑл хӑй. Ача выляса аллисемпе татакан сарӑ чечексем те вӑл хӑех пек.

Вӑл парус та, хӗвел те, тинӗс те… Вӑл пӗтӗм тӗнче пулнӑ.

Анчах вӑл паруса кӗтсе илеймен.

Пӗрре, ирхине тинӗс хӗррине пырсан, Петя пӳрт аяккинче старик выртнине курмарӗ. Ялан кровать ларакан вырӑнта халӗ кусла тӑнӑ, ун ҫинче вӑрӑм, хура мӑйне Киев хӗресне ҫакнӑ ют ҫын хӑма саваланӑ.

Сава ӑшӗнчен вӑрӑм уркӑсем, винт пек, пӗтӗрӗнсе тухнӑ.

Унтах Мотя тӑнӑ. Вӑл ҫӗнӗ, анчах илемсӗр, пӗрре те ҫуман коленкор кӗпепе тӑвӑр пушмак тӑхӑннӑ.

— Пирӗн паян асатте вилчӗ, — тере вӑл Петя патне ҫывӑхах пырса. — Курас килет-и?

Мотя Петяна хӑйӗн сивӗ аллипе тытса ҫавӑтрӗ те, пушмакӗсене чӗриклеттерес мар тесе тӑрӑшса, пӳртне илсе кӗчӗ.

Асатте ҫав ҫӳхе кровать ҫинчех выртать. Унӑн куҫӗ хупӑннӑ, янаххине тутӑрпа ҫыхнӑ. Пысӑк аллисене кӑкӑр ҫине святой Микул сӑнӗнчен ҫӳлерех хунӑ. Аллинче пӗчӗк сарӑ ҫурта ҫунса тӑрать.

Ҫуса тасатнӑ кантӑксем витӗр пӳртне йӑмӑх ҫутӑ, вӗри хӗвел пайӑрки кӗрет, ун ҫуттипе ҫурта ҫунни те палӑрсах каймасть. Ирӗлсе шӑраннӑ ӑвӑс ҫурта ҫиппи хура вӑлта пек авӑннӑ, ун таврашӗнче сывлӑш чӗтренни палӑрать, ҫакӑ ҫеҫ ҫурта ҫунса ларнине кӑтартать.

Виҫҫӗмӗш кунне асаттене пытарчӗҫ.

Пытарас кун, ҫӗрле аслашшӗ вилнине вуҫех пӗлмен Терентий килсе ҫитрӗ. Хулпуҫҫи ҫине вӑл йывӑр тӗрке хунӑ. Ку аслашшӗ валли илсе килнӗ парус пулнӑ.

Терентий тӗркене кӗтессе пӑрахрӗ те, сӑрламан тупӑка вырттарнӑ аслашшӗ умӗнче кӑшт тӑчӗ. Унтан, сӑхсӑхмасӑрах, аслашшӗне пӗр пек сивӗннӗ тутисенчен хытӑ чуптурӗ те тухса ҫухалчӗ.

Гаврик пиччӗшне ҫыран хӗррипе Кӗҫӗн Фонтан тӗлне ҫитиччен ӑсатрӗ. Аслашшӗне пытарма Терентий хӑй пыма пултарайман, ҫавӑнпа та мӗнле пытармалли ҫинчен Гаврика каласа хӑварчӗ, вара, шӑлнӗне алӑ парса, хӑй ҫавӑнтах ҫухалчӗ.

…Шурӑ сухаллӑ тӑватӑ пулӑҫ асаттен ҫӑмӑл та уҫӑ тупӑкне ҫӗклесе пыраҫҫӗ.

Малта, йывӑҫ хӗрес йӑтса пыракан ҫӗтӗк мундирлӗ матроспа юнашар, тирпейлӗ тӑхӑннӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫӳҫне якатнӑ Гаврик пырать. Вӑл алшӑллипе чӗркенӗ пысӑк тиркӗпе пӑтӑ ҫӗкленӗ.

Асатте тупӑкӗ хыҫӗнчен Женечкӑна ҫӗкленӗ Мотя амӑшӗ, Мотя, Петя тата тирпейле тумланнӑ кӳршӗ пулӑҫсем пыраҫҫӗ. Пурӗ сакӑр ҫын пуҫтарӑннӑ. Анчах масар патне ҫитеспе халӑх ушкӑнӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынӑ.

Участокра хӗнесе асаплантарнӑ пулӑҫӑ-старике пытарни ҫинчен хыпар темле майпа Ланжеронпа Люстдорф хушшинчи района пӗтӗмпех сарӑлнӑ. Тинӗс хӗрринчи урамсенчен пулӑҫсем ҫемьи-ҫемьипе, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тухаҫҫӗ. Кӗҫӗн Фонтанри, Вӑтам Фонтанри, Аркадинчи, Ылттӑн Ҫыранри, Вальтух дачинчи пулӑҫсем тухса тупӑк хыҫӗнчен пыракансен ушкӑнне хутшӑнаҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ асаттен чухӑн тупӑкӗ хыҫӗнчен виҫҫӗр ҫынна яхӑн халӑх пынӑ.

Апрелӗн юлашки кунӗ пулнӑ. Ҫумӑр ҫума пуҫтарӑннӑ. Ҫерҫисем, ҫуначӗсене сарса, тусан ҫинче шыва кӗнӗ. Пахчасем тӗлӗнче кӑвак асфальт тӗслӗ пӗлӗт ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫумӑра кӗтсе, ҫулҫисене уснӑ ҫамрӑк симӗс йывӑҫсем кӑвак пӗлӗт тӗлӗпе уйрӑмах паллӑ курӑннӑ.

Картишсенче ыйхӑланӑ автансем авӑтнӑ. Хулӑн, тӳлек ӑшӑ паракан пӗлӗтсем витӗр хӗвелӗн пӗр пайӑрки те тухайман.

Масар патне ҫитсен, халӑх ушкӑнӗ ҫумне тата Чумкӑра, Сахалинчикра, Одесса-Товарнӑйра, Молдаванкӑра, Ҫывӑхри тата Аякри Армансенче пуранакан мастерскойсемпе чугунҫул рабочийӗсем хутшӑнчӗҫ.

Масар ҫинчи городовой, хапхаран ҫакӑн пек нумай халӑх пырса кӗнине курсан, шикленсе, тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ.

Масар ҫинче, хулари пекех, аслӑ урам, собор площачӗ, центр, бульвар тата масар хӗрри пур. Пуянлӑхпа вилӗм те тавлашма пултараймасть пек. Вилсен те ҫын, е пуян, е чухӑн пулать.

Этем ушкӑнӗ вилнӗ ҫынсен аслӑ урамӗ тӑрӑх пӗр чӗнмесӗр иртсе тухрӗ. Ку урамра сулхӑн. Икӗ аяккипе пуянсен мрамортан, гранитран, лабрадортан тунӑ масарӗсем чаплӑ ҫуртсем пек лараҫҫӗ. Чугун картасем ӑшӗнче, кипариссем хушшинче, чаплӑ чул ангелсем ҫуначӗсене усса тӑраҫҫӗ.

Кунти ҫӗр участокӗсене пуянсем питӗ пысӑк хак парса илеҫҫӗ, вара вӑл йӑхран йӑха юлса пырать.

Халӑх ушкӑнӗ, центртан иртсе, питех пуян мар урамалла пӑрӑнчӗ. Унта ҫурт пек масарсемпе мавзолейсем ҫук. Тимӗр картасем ӑшӗнче, сиреньпе сарӑ акаци тӗмӗсем хушшинче, мрамор плитасем выртаҫҫӗ. Ҫумӑр шывӗ плитасем ҫине ылттӑнпа ҫырнӑ ҫын ячӗсене ҫуса янӑ, масар ҫинчи вӗтӗ хурт-кӑпшанкӑсем кӑвакарнӑ мрамор плитасене сырса илнӗ.

Унтан йывӑҫ картасем, ҫеремпе витӗннӗ шӑтӑксем пуҫланчӗҫ.

Тата маларах — салтаксен масарӗ. Вӗсене ҫара ҫӗре пытарнӑ, хӗресӗсем те вӗсен пӗр пекех, «накараул» тытнӑ винтовкӑсем пек кӑнтса тӑраҫҫӗ.

Анчах ҫав район та асаттешӗн пуян та хаклӑ шутланнӑ. Асаттене масар хӗррине, ансӑр айлӑмрах вырӑна алтса хучӗҫ. Йӗри-тавра мӑнкун ҫӑмартисен хупписем выртаҫҫӗ, масар стени тулашӗнче утлӑ полицейскисен картузӗсем курӑнаҫҫӗ. Ҫынсем асатте масарӗн шӑтӑкне йӗри-тавра ҫавӑрса илчӗҫ, унта алшӑллисемпе асаттен чухӑн тупӑкне антарчӗҫ.

Петя пур енче те хурлӑхлӑ пӗшкӗннӗ ҫынсене, картузсемпе ҫӗлӗк тытнӑ пысӑк алӑсене курать.

Йӗри-тавра хурлӑхлӑ шӑплӑх, пӗлӗт пӑчӑ, ҫавӑнпа Петяна ҫакӑнта мӗнле те пулин хытӑ сасӑ илтӗнсенех, ҫутҫанталӑкра темӗн пулма пултарассӑн — е ҫавра ҫил, е тӑвӑл, е ҫӗр кисренессӗн туйӑнать. Анчах йӗри-тавра кичем шӑплӑх пулнӑ. Ҫав шӑплӑхра, Петя пекех, Мотя та шӑтӑк ҫинче сарӑ тӑм купи ӳссе пынине хускалмасӑр пӑхса тӑрать.

Вӑл пӗр аллипе Петя пиҫиххине, тепӗр аллипе амӑшӗн кӗпи аркине тытнӑ.

Юлашкинчен халӑх ушкӑнӗ ҫӑмӑллӑн, пӗр сасӑсӑр хускалчӗ. Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри васкамасӑр, тӗрткеленмесӗр, ҫӗнӗ виле тӑпри патне пыраҫҫӗ, сӑх-сӑхса пилӗк таран тайӑлаҫҫӗ. Малтан Мотя амӑшне, унтан Гаврика алӑ параҫҫӗ.

Хурлӑхлӑ Гаврик, тиркине Петяна тыттарса, ҫӗнӗ кашӑкпа кашни пыракан ҫыннӑн ывҫи ҫине кӑшт пӑтӑ ӑсса хурать.

Ҫынсем хисеплесе, пӗр пӗрчине тӑкасран сыхланса, пӑтта ҫӑвара хыпаҫҫӗ те, вара, тепӗр ҫынна вырӑн парса, аяккинелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Асатте килйышӗсем хӑйсен тусӗсемпе кӳршисене, вӗсен хурлӑхне пусарма пуҫтарӑннӑ ҫынсене, урӑх нимӗн те пама пултарайман.

Пӑтӑ илме пыракан хӑшпӗр пулӑҫсене Гаврик пуҫ тайса ҫапла калать:

— Терентий салам каларӗ. Ан манӑр: ыран вуникӗ сехетре Аркади тӗлӗнче маёвка пулать, кашниех кимӗпе пымалла.

— Пырӑпӑр.

Юлашкинчен тиркӗ тӗпӗнче тӑватӑ сарӑрах ҫемҫе конфетсем ҫеҫ юлчӗҫ.

Вара Гаврик пӑтӑ ҫитеймен ҫынсене хисеплӗн пуҫ тайрӗ те: «Каҫарӑр»! — терӗ. Юлашки юлнӑ тӑватӑ татӑка Женечкӑна, Мотяна, Петяна уйӑрса пачӗ, анчах вӑл хӑйне те манса хӑвармарӗ.

Петяна конфет парса, Гаврик ҫапла каларӗ:

— Аптрамасть. Аван вӑл. Крахмальниковсен заводӗнчен. Асӑнса ҫи. Ыран пирӗнпе маёвкӑна пыратӑн-и?

— Пыратӑп, — терӗ Петя, хӑй асатте тӑпри енне ытти ҫынсем тунӑ пек, пилӗк таран пуҫ тайрӗ.

Халӑх васкамасӑр саланчӗ. Масар пушанчӗ. Стена тулашӗнче, инҫетре, пӗччен юрланӑ сасӑ илтӗнчӗ. Ун ҫумне ытти сасӑсем хутшӑнчӗҫ:

Сывпул юлташӑм, эс пурӑнӑҫ ҫулне
Тӳрӗ те чыслӑн ирттертӗн!..

Анчах ҫавӑнтах полицейски свистокӗ илтӗнчӗ. Юрӑ татӑлчӗ. Петя стена тулашӗнче чупакан ҫынсен ури сассисене илтрӗ. Вара шӑп пулчӗ.

Виле тӑпри ҫине темиҫе тумлам ҫумӑр ӳкрӗ. Анчах ҫумӑр йӗкӗлтенӗ пек ҫеҫ турӗ, вӑл ҫумасӑрах чарӑнчӗ. Малтанхинчен те пӑчӑрах та йывӑртарах пулчӗ.

Мотяпа амӑшӗ, Гаврикпа Петя юлашки хут сӑхсӑхрӗҫ те килелле утрӗҫ. Петя хӑй тусӗсенчен Куликово уйӗнче уйӑрӑлчӗ.

— Апла пулсан, ан ман, — терӗ Гаврик астутарса.

— Сӑмахлатӑн! — терӗ те Петя, мӑнаҫлӑн пуҫне сулчӗ.

Унтан вӑл ӑнсӑртран пек Мотя патне пычӗ те, ҫав хӗртен ыйтса пӗлмелле пулнинчен вӑтанса, шӑппӑн ҫапла каларӗ:

— Итле-ха, Мотя, мӗн вӑл маёвка?

Мотя питне темӗнле хытарса пӗр кулмасӑр:
— Рабочисен мӑнкунӗ, — терӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней