Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана пуринчен ытла сӗтелпе тенкел кирлӗччӗ: вӗсемсӗр эпӗ ҫиме те ҫын пек ҫиеймен, ҫырма-вулама та пултарайман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ҫиме ларсан килӗ.
Хӑҫан килет? // П. Шоор. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 9 с.
Качака путеккине эпӗ ҫитӗнтерме, алла илентерме шутланӑччӗ, анчах вӑл курӑк ҫиме те пӗлмест-мӗн, ҫавӑнпа та ирӗксӗрех ӑна пусма тиврӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Каярахпа, пӗр-пӗр кайӑка пӑшалпа персе тытсан, унӑн какайӗ ҫиме юрӑхлӑ-и е юрӑхсӑр-и — эпӗ ҫавна тӗсӗнчен пӑхса пӗлейместӗмччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хамӑн тем пек ҫиес килнӗрен эпӗ апат-ҫимӗҫ хунӑ пӳлӗме кӗтӗм, кӗсьесене сухари тултартӑм та, вӑхӑта ахалех сая ярас мар тесе, карапа пӑхса ҫӳренӗ чухнех ҫиме тытӑнтӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Паллах, сунарта арӑслана персе вӗлерни кӑмӑллӑ ӗҫ, анчах унӑн ашӗ ҫиме юрӑхсӑр.Было, конечно, приятно подстрелить на охоте льва, но мясо его не годилось в пищу.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хӑнасем валли хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе эпир хуҫаран ыйтмасӑрах ҫиме пултараймастпӑр.— Не можем же мы есть без спросу провизию, которую хозяин приготовил для гостей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Туссем ман патӑма каҫхи апат ҫиме килеҫҫӗ, эсир ҫителӗклӗ пулӑ тытсанах, ман пата илсе килӗр, — терӗ хуҫа.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫывӑрма ӑна арча ҫине вырттарчӗҫ, ҫӗрле, хырӑм выҫсан, коридора тухса чӳрече янаххи ҫинчен турилккепе витнӗ чӑх какайне илсе ҫиме каларӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫиме пуҫларӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӑшаласан ҫиме пулать пуль-ха та, хуранта пӗҫернине ҫиейместӗн пуль, хытӑ…Она жареная годится, а вареная, небось, жесткая — не укусишь…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ашшӗне аса илсен, Дымов ҫиме пӑрахрӗ те куҫ харшине пӗрӗнтерсе лартрӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫиме пуҫларӗ, анчах ларса мар, хуран патӗнче тӑрса, ун ҫине шӑтӑка пӑхнӑ пек пӑхса ҫиме пуҫларӗ.Он стал есть, но не садясь, а стоя у самого котла и глядя в него, как в яму.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка ҫиме пуҫларӗ, килте кашни кунах ҫиекен мӑкӑньлӗ булкӑсемпе, канфетсемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех караспа та пыл хурчӗн ҫунаттисемпе варӑшса пӗтнӗ ҫак пылра вӑл ним лайӑххине те туймарӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кузьмичовпа Христофор атте тата Егорушка кӳмепе тӑварнӑ лашасенчен ӳкекен сулхӑнлӑ вырӑна кӗҫҫе сарчӗҫ те апат ҫиме тытӑнчӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫакӑн пек чипер те пултаруллӑ, маттур каччӑ вӑхӑтсӑрах пуҫне ҫиме пултарать.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кам тата лайӑхрах ҫиес тет, ҫавӑ хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек апат ҫиме пултарать, анчах ӑна уйрӑм шутласа пыраҫҫӗ, кам ыттисем ҫиекен апатах ҫиет, унпа вара нимле уйрӑм расчет та ҫук.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, кам та пулин ҫакӑншӑн кӳренес е сире ҫиме чарас пулсан, эсир пытанса кӑна ҫине пулӑттӑр, апата лайӑх пӗҫермесӗрех ҫине пулӑттӑр, ӑна кӗсьене пытарнипе хӑвӑрӑн тумтире вӑрланӑ пулаттӑр, — ҫавӑ кӑна.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та ӑс-тӑн, чи малтан хырӑм хӑй, калать-ҫке-ха: пӗр хут ҫиме кӑмӑллӑ, лайӑх, иккӗ ҫиме кӑмӑллӑ мар пулнӑ пулӗччӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ те ҫыншӑн ҫунса кайса тӑрӑшаканскерех мар: сирӗн хырӑм выҫни ҫинчен аса илнинчен ытларах манӑн хамӑн ҫиес килетчӗ, эпӗ кӑнтӑрла начар апатланнӑччӗ; чӑнах та, ҫиессе сахал ҫимерӗм ӗнтӗ, тепӗрне пулсан, тепрер ҫиме те ҫитмелле, анчах та эпӗ мӗнле ҫинине пӗлетӗр-ҫке эсир.