Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III

Раздел: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Источник: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Добавлен: 2019.12.07 18:01

Предложений: 342; Слово: 4135

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Природа

Каҫхи ӗнтрӗкре тутӑхнӑ тимӗр тӑрӑллӑ, тӗттӗм чӳречеллӗ пӗр хутлӑ ҫурт курӑнчӗ. Ку вӑл иртен-ҫӳрен ҫӗр выртмалли ҫурт пулчӗ. Картишӗ-карти ҫук унӑн, ҫеҫенхир варринче вӑл пӗр-пӗччен ларать. Унран кӑшт айккинерех ҫатан карта тытнӑ чие сачӗ пекки пур, тата чӳрече умӗнче, йывӑр пуҫӗсене тайса, хӗвелҫаврӑнӑшсем тӗлӗреҫҫӗ. Сад пеккинче, мулкачсене хӑратма, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫил арманӗ ҫатӑртатса ҫаврӑнса ларать. Пӳрт таврашӗнче, ҫеҫенхирсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те курӑнмасть, илтӗнмест те.

Кӳме крыльца умӗнче чарӑннӑ-чарӑнманах пӳртре хаваслӑн калаҫнисем илтӗнсе кайрӗҫ — пӗри арҫын, тепри хӗрарӑм сасси, — ҫавӑнтах алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ, вара лав умне туххӑмрах, аллисене тата тумтир аркине суллантаркаласа, ҫӳллӗ хыткан ҫын пырса тӑчӗ. Ку вӑл питӗ шуранка питлӗ те хӑрӑм пек хура сухаллӑ ҫамрӑках мар илемлӗ арҫын, ҫурт хуҫи Мойсей Мойсеич пулчӗ.

Вӑл кивӗ хура сюртук тӑхӑннӑ, сюртукӗ унӑн ансӑр хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫекӗлрен ҫакса янӑ пек ҫакӑнса тӑрать тата Мойсей Мойсеич савӑнса е хӑраса пӗр аллине тепӗр аллипе ҫатлаттарса илмессеренех унӑн аркисем кайӑк ҫунатти пек сулкаланаҫҫӗ. Сюртуксӑр пуҫне, ҫурт хуҫи ҫинче сарлака шурӑ шӑлавар, бархат жилетка пур; жилетки ҫинчи сарӑрах хӗрлӗ лаптӑкӗсем пите пысӑк хӑнкӑласене аса илтереҫҫӗ.

Килнӗ ҫынсене палласа илсен, Мойсей Мойсеич малтан тӗлӗннипе те савӑннипе хытса тӑчӗ, унтан аллисене ҫатлаттарчӗ, ахлатса ячӗ. Каллех ун сюртукӗн арки вӗҫсе илчӗ, ҫурӑмӗ пӗкӗ пек авӑнчӗ, пит-куҫӗ вара, кӳмене курасси уншӑн кӑмӑллӑ япала ҫеҫ мар, чӑтма ҫук пылак самант та пулнӑ пек, лапкӑшпех телейлӗ кулӑпа витӗнчӗ.

— Ах, турӑҫӑм, ах, турӑҫӑм! — апла та капла кускаланипе килнӗ ҫынсене кӳмерен тухма чӑрмантарса, ҫинҫе сасӑпа юрланӑ чухнехи пек чыхӑна-чыхӑна калаҫрӗ вӑл. — Епле телейлӗ кун паян маншӑн! Ах, мӗн тумалла-ха ӗнтӗ халӗ ман! Иван Иваныч! Христофор атте! Ларкӑч ҫинче мӗн тери лайӑх ача ларать тата, турӑҫӑм! Ах, тур-тур, ма-ха эпӗ ҫапла пӗр вырӑнтах тӑратӑп, хӑнасене курницӑна чӗнместӗп? Тархасшӑн, кӗрӗрех, хапӑл туса йышӑнатпӑр сире, хапӑл туса! Парӑр кунта пӗтӗм япалӑра… Ах, турӑҫӑм!

Кӳмере хыпашланӑ май тата килнӗ ҫынсене анма пулӑшса, Мойсей Мойсеич сасартӑк ҫаврӑнчӗ те шыва путнӑ чух пулӑшма чӗннӗ евӗр сасӑпа пырӗ татӑласла кӑшкӑрса ячӗ:

— Соломон! Соломон!

— Соломон, Соломон! — илтӗнчӗ пӳртре те хӗрарӑм сасси.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, пусма ҫине хӗрлӗ ҫӳҫлӗ те пысӑк кукӑр сӑмсаллӑ лутра ҫамрӑк еврей тухса тӑчӗ; хытӑ кӑтра ҫӳҫе хушшинчен ун кукши курӑнать, вӑл йӑлтах кивелсе кайнӑ кӗске ҫанӑллӑ та ҫаврака аркӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, кӗске шӑлаварпа, ҫавна май ҫын пек мар, тӗкне татнӑ кайӑк пек туйӑнать. Ку вӑл Мойсей Мойсеичӑн шӑллӗ Соломон пулчӗ. Вӑл чӗнмесӗр, сывлӑх сунмасӑр, темле тӗлӗнтермӗш кулӑпа кулса, кӳме патне пычӗ.

— Иван Иванычпа Христофор атте килчӗҫ! — лешӗ ӗненмесрен хӑранӑ пек сасӑпа пӗлтерчӗ ӑна Мойсей Мойсеич. — Ай-вай, тӗлӗнмелле япала, ҫавнашкал аван ҫынсем килчӗҫ те кӗчӗҫ! Ну, Соломон, ил япалисене! Атьӑр кӗрӗр, хаклӑ хӑнасем!

Кузьмичов, Христофор атте тата Егорушка пысӑк та тӗксӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, часах юман сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ. Пушӑ пӳлӗмре ҫак сӗтелсӗр пуҫне шӑтӑк клеенкӑллӑ сарлака диван та виҫӗ тенкел пур — урӑх нимӗн те ҫук. Тенкелӗсене те тенкел тесе калама йывӑр. Вӗсен клеенкисем кивелсе пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ, таянмалли хыҫӗсем хыҫалалла илемсӗррӗн авӑнса аннӑ, ҫавӑн пирки вӗсем тенкел пек мар, ача ҫуни евӗр туйӑнаҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗсене мӗншӗн ҫапла шелсӗррӗн те мелсӗррӗн авса лартнӑ столярӗ, ӑнланма йывӑр, ҫавна май ирӗксӗрех шухӑшлатӑн: айӑпли кунта столяр мар, пӗр-пӗр питӗ вӑйлӑ иртен-ҫӳрен ҫын пулнӑ пулас — хӑйӗн вӑйӗпе мухтанса, тытнӑ та авнӑ вӑл тенкел хыҫӗсене, кайран тӳрлетме тӑнӑ та тата ытларах авса хунӑ. Пӳлӗмӗнче питӗ тӗксӗм, сивлек. Унӑн стенисем сарӑхса ларнӑ, маччипе чӳрече хашакӗсем хӑрӑмпа витӗннӗ, урай хӑмисем хушӑклӑ-хушӑклӑ та шӑтӑк-шатӑклӑ (ҫав ӑнланмалла мар шӑтӑксене те хайхи питӗ вӑйлӑ ҫын хӑйӗн аттин кӗлипе шӑтара-шӑтара хӑварнӑ пуль ӗнтӗ), харӑссӑнах вунӑ лампа чӗртсе ярсан та, темшӗн ҫак пӳлӗмре пурпӗрех ҫутӑ пулассӑн туйӑнмасть. Стенасем ҫине те, чӳречесем ҫине те илемлетмелли япаласем ҫакман. Пӗр стени ҫинче йывӑҫ рамӑра икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт-кайӑклӑ темле правилӑсем пур, тепӗр стени ҫинче ҫавнашкал рамӑрах «Ҫынсен чӗмсӗрлӗхӗ» ятлӑ гравюра пур, ҫыннисем мӗншӗн, камсем тӗлӗшпе чӗмсӗр, — ӑна ӑнланма май ҫук, мӗншӗн тесен гравюри питӗ кивелсе кайнӑ тата ӑна шӑнасем вараласа пӗтернӗ. Пӳлӗмре темле йӳҫенкӗ пӑнтӑх шӑршӑ кӗрет.

Хӑнасене пӳрте илсе кӗнӗ май Мойсей Мойсеич пилӗкне авма, аллине ҫупкаласа илме, пӗршӗнме-пӗкӗрӗлме ҫаплах пӑрахмарӗ-ха, ҫаксене вӑл пӗтӗмпех питӗ тарават та хапӑл пулнине кӑтартмашкӑн тумалла тенипе турӗ.

— Пирӗн лавсем кунтан хӑҫан иртсе кайрӗҫ? — ыйтрӗ унран Кузьмичов.

— Пӗр ушкӑнӗ паян ирхине, тепӗр ушкӑнӗнчисем, Иван Иваныч, кунта кӑнтӑрла канчӗҫ те каҫ пулас умӗн малалла кайрӗҫ.

— Апла иккен… Варламов иртсе каймарӗ-и тата?

— Ҫук, Иван Иваныч. Ӗнер ирхине унӑн приказчикӗ Григорий Егорыч иртсе кайрӗ. Варламов купса, ахӑртнех, халь ӗнтӗ хуторта молокан патӗнче пуль терӗ вӑл.

— Питӗ лайӑх. Апла эпир халь обозсене хӑваласа ҫитетпӗр, унтан молокан патне те кӗрӗпӗр.

— Иван Иваныч, турӑран хӑрӑр! — сехри хӑпсах тухрӗ кил хуҫин, вӑл аллине ҫупса илчӗ. — Ҫӗр хута ӑҫта тухса каятӑр ҫапла? Малтан каҫхи апат ҫийӗр, ҫӗр выртӑр, ыран ирхине, тур пулӑшнипе, хускалса каятӑр та кама хӑваласа ҫитмеллине те хӑваласа ҫитетӗр!

— Вӑхӑт ҫук, вӑхӑт ҫук… Каҫарӑр та, Мойсей Мойсеич, тепӗр чух ҫӗр выртӑпӑр, халӗ ниепле те май килмест. Пӗр чӗрӗк сехет пек ларӑпӑр та малалла кайӑпӑр, ҫӗр выртма молокан патӗнче те май пулӗ.

— Чӗрӗк сехет! — нӑйкӑшсах ячӗ Мойсей Мойсеич. — Турӑран хӑрӑр, Иван Иваныч! Мӗн, сирӗн шӗлепкӗрсене пытарса хумалла, алӑка питӗрсе илмелле тутарттарасшӑн-и эсир мана? Хать апат ҫийӗр кӑштах, чей ӗҫӗр!

— Чейсемпе те сахӑрсемпе аппаланса ларма вӑхӑт ҫук пирӗн, — терӗ Кузьмичов.

Мойсей Мойсеич пуҫне айккинелле чалӑштарчӗ, чӗркуҫҫине хуҫлатрӗ, такам ҫапасран сыхланнӑ чухнехи пек, ал тупанӗсене малалла тӑсса хучӗ, вара асаплӑн та ачашшӑн кулкаласа, ӳкӗтлеме тытӑнчӗ:

— Иван Иваныч! Христофор атте! Пулӑрсамччӗ ӗнтӗ ыр ҫынсем, чей ӗҫмесӗр ан кайӑр ман патӑмран! Чей ӗҫмесӗрех тухса кайма эпӗ ҫав териех начар ҫын-ши вара? Иван Иваныч?

— Мӗнех, чей ӗҫме пулӗ, — кил хуҫине шелленӗ пек, ассӑн сывларӗ Христофор атте — Нумаях чарса тӑмӗ вӑл пире.

— Юрӗ апла! — килӗшрӗ Кузьмичов та.

Мойсей Мойсеич чӗтренсе илчӗ, хаваслӑн ахлатса ячӗ, вара, сивӗ шывран тин ҫеҫ ӑшӑ ҫӗре сиксе тухнӑ пек, кӗлеткипе пӗршӗнчӗ те алӑк патнелле чупрӗ, паҫӑр Соломона чӗннӗ евӗрлӗнех пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса ячӗ:

— Роза! Роза! Сӑмавар илсе тух!

Тепӗр минутран алӑк уҫӑлчӗ те, пӳлӗме, пысӑк патнус йӑтса, Соломон кӗчӗ. Патнусне сӗтел ҫине лартнӑ май вӑл таҫта айккинелле шӳтлӗреххӗн пӑхрӗ, малтанхиллех темле ӑнланмалла мар кулӑпа кулчӗ. Халӗ пӗчӗк лампа ҫутинче ун куллине самай лайӑх асӑрхама май пулчӗ ӗнтӗ; вӑл нумай туйӑмлӑ питӗ кӑткӑс кулӑ пулчӗ, анчах чи палли ҫав кулӑра — ҫынна куҫкӗретӗнех ним вырӑнне хуманни, унран йӗрӗнни пулчӗ. Вӑл халь темле кулӑшла та ухмахла япала ҫинчен шухӑшланӑн туйӑнать, вӑл такама чӑтма пултараймасть, кураймасть, унран йӗрӗнет, ҫав вӑхӑтрах ӑна темшӗн савать тата ҫав ҫынна йӗплесе-тирсе илмелли меллӗ самант кӗтсе, ахӑлтатса кулса яма та хатӗрленет тейӗн. Унӑн вӑрӑм сӑмси, ҫуллӑ тути, мӑкӑрӑлчӑк чее куҫӗсем халь-халь ахӑлтатса кулса яма хатӗрленсе тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ. Ун ҫине пӑхса илсен, Кузьмичов йӗкӗлтевлӗреххӗн йӑл кулчӗ те:
— Соломон, мӗншӗн эсӗ кӑҫал ҫулла пирӗн N хулине ярмӑрккӑна жидсене кӑтартма пымарӑн? — терӗ.

Пӗр икӗ ҫул каялла, ӑна Егорушка та питӗ лайӑх астӑвать-ха, N хулинчи ярмӑрккӑра пӗр палаканра Соломон еврейсен пурнӑҫӗнчи, йӑли-йӗркинчи хӑшпӗр сценӑсене каласа панӑччӗ те, куракансем ӑна йӑлтах мухтаса пӗтернӗччӗ. Ҫавна аса илтерни Соломона халӗ кӑшт та хускатмарӗ. Нимӗн те чӗнмесӗр, вӑл каялла тухрӗ, тепӗр самантран сӑмавар йӑтса таврӑнчӗ.

Сӗтел патӗнче хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерсен, вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, хӑрах урине маларах кӑларса, йӗкӗлтевлӗ куҫӗсемпе Христофор аттене тӗллерӗ. Вӑл ҫапла тӑнинче мӑнаҫлӑх, йӗрӗнчӗклӗх, темле чӑркӑшлӑх сисӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтма ҫук пысӑк мӗскӗнлӗхпе кулӑшла япала та юнашарах, пӗрлех пулчӗҫ, мӗншӗн тесен юри ҫапла майлашӑнса тӑнине пула куҫ умне унӑн кӗске шӑлаварӗ, кӗске пиншакӗ, кулӑшла сӑмси, тӗкне татнӑ кайӑкӑнни пек мӗнпур пӗчӗк кӗлетки татах та уҫӑмлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ.

Мойсей Мойсеич тепӗр пӳлӗмрен хыҫсӑр тенкел илсе тухрӗ те сӗтелрен кӑшт айккинерех вырнаҫса ларчӗ.

— Апачӗ тутлӑ пултӑр! Чей те сахӑр! — хӑналама тытӑнчӗ вӑл. — Сывлӑха пултӑр. Мӗн тери сайра килекен хӑнасем, мӗн тери сайра хӑнасем, Христофор аттене вара эпӗ пӗр пилӗк ҫул та курман пуль. Никам та каламасть тата мана: кам ачи-ши ку, ҫавнашкал аванскер? — Егорушка ҫине ачашшӑн пӑхса илчӗ ҫурт хуҫи ҫавӑнтах.

— Ку вӑл ман йӑмӑкӑн Ольга Ивановнӑн ачи, — терӗ Кузьмичов.

— Ӑҫта кайма тухнӑ-ха вӑл тата?

— Вӗренме. Гимназие илсе каятпӑр ӑна.

Кӑмӑллӑ пулас тенипе Мойсей Мойсеич тӗлӗннӗ пек турӗ те пуҫне тарӑн шухӑшлӑн пӑркаласа илчӗ:

— О, питӗ лайӑх вара ку! — сӑмавара пӳрнипе юнаса илчӗ ҫавӑнтах. — Лайӑх! Гимназирен чаплӑ ҫын пулса тухӑн та, эпир пурте сан умӑнта ҫӗлӗксене хывӑпӑр. Аслӑ, пуян, амбициллӗ ҫын пулӑн ун чух, аннӳ питӗ хытӑ савӑнӗ. О, мӗн тери лайӑх!

Вӑл кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене сӑтӑркаласа якатрӗ, вара пӗр вӑхӑтрах чыслӑн та шӳтлӗреххӗн калаҫма тытӑнчӗ:

— Эсир мана каҫарӑр-ха та, Христофор атте, эпӗ архиерей патне хут ҫырса ярас мар-и тетӗп — купсасен ҫӑкӑрне туртса илетӗр капла эсир. Илӗп те герблӑ хут ҫырса ярӑп: Христофор аттене укҫа ҫитмест, ҫавна пула вӑл коммерци тума пуҫларӗ, ҫӑм сутма тытӑнчӗ.

— Ҫапла, ватлӑхра пӗрре сутса пӑхам-ха терӗм… — кулса ячӗ Христофор атте. — Пачӑшкӑран тухса, купсана ҫырӑнтӑм пулать. Килте ларса турра кӗлтӑвас вырӑнне, фараон евӗр, урапа ҫинче тӗрлеттерсе ҫӳретӗп… Тӗркӗш хӗвӗшӳ!

— Ун вырӑнне укҫа нумай пулать!

— Пулӗ сана! Укҫа мар, пӑс пулать. Таварӗ хамӑн мар-ҫке-ха, Михайло кӗрӗвӗн.

— Мӗншӗн-ха вӑл хӑй каймарӗ?

— Мӗншӗн тесен… тути ҫинче амӑш сӗчӗ типеймен-ха. Туянма туянчӗ ҫӑмне, сутма — ӑсӗ ҫитеймест, ҫамрӑк-ха. Пуяс тесе, мӗнпур укҫине пӗтерсе пӑрахрӗ, хаклӑраха сутма хӑтланчӗ те — туяннӑ хакӗпе те сутаймарӗ. Пӗр ҫулталӑк асапланчӗ ҫапла, кайран пычӗ те ман пата йӑлӑнма пуҫларӗ: «Хунӗм, ыр ҫын пул, сутса пар ҫӑма! Ним те ӑнланмастӑп эпӗ ку ӗҫре!» Ҫапла пулчӗҫ-ха пирӗн мыскарисем унта. Кӑшт ҫеҫ ӗҫ ан тухтӑр — тӳрех хунӗм, унччен вара хунӗшӗсӗр те лайӑхах пурӑннӑ. Туяннӑ чухне манран ыйтман, халь акӑ вӗҫне ҫитнӗ те хунӗм. Мӗн вара хунӗшӗ? Иван Иваныч пулмасан, хунӗшӗ те нимӗн те тӑвайман пулӗччӗ. Чӑрмав ҫеҫ мар-и ӗнтӗ вӗсемпе ҫапла?

— Тӗрӗс, ача-пӑчапа унпа чӑрмавсӑр пурӑнаймӑн, эпӗ те ҫавнах калам! — ассӑн сывласа илчӗ Мойсей Мойсеич. — Манӑн хамӑн та улттӑ вӗсем. Пӗрне вӗрент, тепӗрне сыват, виҫҫӗмӗшне алӑ ҫинче йӑтса ҫӳре, ӳссе ҫитеҫҫӗ — каллех урӑх чӑрмавсем. Халь ҫеҫ мар, ӗлӗкех ҫапла пулнӑ вӑл, турӑ кӗнекисенче те ҫавнах ҫырнӑ. Пӗчӗк ачисем пур чухне Иаков йӗнӗ, вӗсем ӳссе ҫитсен, тата ытларах йӗме пуҫланӑ!

— М-да, — кӗленче курка ҫине шухӑшлӑн пӑхса ларнӑ май килӗшрӗ унпа Христофор атте. — Турра ҫиллентерсе ларни мана килӗшмӗ, ыттисене те ҫавнах паччӑр — эпӗ ӗнтӗ пурнӑҫ вӗҫне утса тухрӑм. Хӗрсене лайӑх ҫынсене качча патӑм, ывӑлсенчен ҫын турӑм, халь пӗтӗмпех ирӗклӗ этем, мӗн тумаллине тунӑ, ӑҫта каяс тен; ҫавӑнта кай. Пурӑнатӑп лӑпкӑн кӑна матӑшкӑпа, апат ҫиетӗп, ӗҫетӗп, ҫывӑратӑп, ачасен ачисем ҫине пӑхса савӑнатӑп та турра кӗлтӑватӑп, урӑх мана кунран ытла нимӗн те кирлӗ мар. Пылпа ҫу ҫинче тенӗ пек пурӑнатӑп, урӑх ним те пӗлес теместӗп. Ӗмӗрне те манӑн нимӗнле хуйхӑ та пулман, халӗ, калӑпӑр, патша манран: «Мӗн кирлӗ сана? Мӗн памалла?» — тесе ыйтас пулсан, нимӗн те кирлӗ мар мана! Мӗн кирлӗ, пурте пур манӑн, пурте ҫумра, турра шӗкӗр. Пӗтӗм хулипе те манран телейлӗрех ҫын ҫук. Анчах ҫылӑхӗ вара нумай, тепӗр тесен ҫылӑхсӑрри пӗртен-пӗр турӑ ҫеҫ ҫут тӗнчере. Тӗрӗс калатӑп пуль?

— Тӗрӗсех калатӑн, тӗрӗсех.

— Паллах ӗнтӗ, шӑл ҫук, ватлӑха пула пилӗк ыратать, вӑл та ку… сывлӑш пӳлӗнет, тата ытти ҫавнашкалли унта… Чирлӗ, мӗн тӑвас тен, ӳт-пӳ халсӑр, анчах хӑвах шутласа пӑх — пурӑннӑ кун чул! Саккӑрмӗш теҫетке! Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнаймӑн, чыса та пӗлес пулать.

Христофор атте сасартӑк тем аса илчӗ те кӗленче курка ҫине ӳпӗнсе пӗрӗхтерсе кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ. Йӗрки пултӑр тенӗ пек, Мойсей Мойсеич та кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ.

— Путиш япала ҫав! — терӗ те Христофор атте аллине сулчӗ — Ман пата ҫапла пӗррехинче аслӑ ывӑл Гаврила хӑнана килчӗ. Медицина енӗпе вӗреннӗ вӑл, Чернигов кӗпӗрнинче земствӑра тухтӑрта ӗҫлет… Юрӗ, аван-ха… Эпӗ ӑна калатӑп: «Акӑ эсӗ тухтӑр, эпӗ сывлӑш пӳлӗннипе аптратӑп, сипле аҫуна!» Вӑл мана тӳрех салтӑнтарчӗ те шаккаса итлесе пӑхрӗ, ытти япаласене унта… хырӑма пускаларӗ, юлашкинчен ҫапла пӗлтерчӗ: «Сирӗн, аттеҫӗм, хӗстернӗ сывлӑшпа сипленес пулать».

Христофор атте пӗр самант куҫҫулӗ тухичченех чӗтрене-чӗтрене кулчӗ те ура ҫине тӑчӗ.

— А эпӗ ӑна: «Мура кайтӑр сан хӗстернӗ сывлӑшу!» — тетӗп. — Вӑл, кула-кула, икӗ аллине сулчӗ те: «Мура кайтӑр ҫав хӗстернӗ сывлӑш!» — тесе хучӗ тепӗр хут.

Мойсей Мойсеич та тӑчӗ, хырӑмне аллисемпе тытса, болонка йытӑ вӗрнӗ пек ҫинҫе сасӑпа кулма тытӑнчӗ.

— Мура кайтӑр хӗстернӗ сывлӑш! — ахӑлтатма чарӑнмасӑр, каллех кӑшкӑрчӗ Христофор атте.

Мойсей Мойсеич тата икӗ хут ытларах ҫинҫе сасӑпа кулма пуҫларӗ, ӑшӗ хытса кайичченех кулчӗ вӑл, кӑшт ҫеҫ ураран ӳкмерӗ.

— Ах, турӑҫӑм… — ҫавна майӑн ахлата-ахлата илчӗ хӑй. — Сывлӑш ҫавӑрса яма парӑр-ха хӑть. Вӗлеретӗр култарса, вӗлеретӗр!..

Мойсей Мойсеич куласса кулчӗ-ха, калаҫасса калаҫрӗ, хӑй вара пурпӗрех хӑраса та шанӑҫсӑррӑн Соломон ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Лешӗ малтанхи пекех тӑрать, ун пичӗ ҫинче те сассӑр кулӑ. Унӑн куҫӗсемпе кулли тӑрӑх вӑл чӑннипех те такама хытӑ курайманнине, такамран йӗрӗннине ӑнланса илме пулать, анчах ӑна, хӑйпашка та мӗскӗн кӗлеткеллӗскере, ҫакӑ пӗтӗмпех питӗ килӗшмест, ҫавӑнпа та Егорушкӑна ку йӑлтах юри тунӑ камит пек, хаклӑ хӑнасене култарас тенипе ҫеҫ Соломон ҫавнашкал йӗрӗнчӗклӗн пӑхнӑ пек туйӑнать.

Чӗнмесӗр-калаҫмасӑр пилӗк-ултӑ курка чей ӗҫсе ярсан, Кузьмичов сӗтеле тасатрӗ те мишукне илчӗ, унӑн кантрине салтрӗ, вара ӑна ӳпне тытса силлерӗ. Сӗтел ҫине кредит хучӗ ҫыххисем тӑкӑнчӗҫ (мишукӗ ку шӑпах хайхи, кӳме айӗнче ҫывӑрнӑ чух пуҫ айне хуни, пулчӗ).

— Вӑхӑт пур чух атя, Христофор атте, шутлар, — терӗ вӑл.

Укҫа ҫыххисене курсан, Мойсей Мойсеич аванмарланса кайрӗ, ют ҫын вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн мар пек пулса, пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, ҫавна май, турӗ пырас тесе, сывлӑшра аллисемпе сулкалашрӗ.

Соломон хӑй вырӑнӗнчех юлчӗ-ха.

— Пӗр тенкӗлӗх ҫыхӑсенче миҫешер? — ыйтрӗ Христофор атте.

— Аллӑшар… Виҫ тенкӗлӗххисенче тӑхӑрвуншар… Ҫирӗм пиллӗклӗхлисемпе ҫӗр тенкӗлӗххисене пиншер хунӑ. Варламов валли эсир ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр шутлӑр, эпӗ вара Гусевич валли шутлам. Анчах астӑвӑр, йӑнӑш ан пултӑр…

Егорушка ӗмӗрне те ҫакӑн чухлӗ пысӑк укҫа купи курманччӗ-ха. Укҫи чӑнахах та питӗ нумай пуль, мӗншӗн тесен Христофор атте Варламов валли уйӑрса илнӗ ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр тенкӗн ҫыххи, ытти мӗнпур ҫыхӑсемпе танлаштарсан, питӗ пӗчӗк курӑнать. Тепӗр чухне ҫакӑн чухлӗ укҫа Егорушкӑна чӑтма ҫук хытӑ тӗлӗнтернӗ пулӗччӗ, вӑл унпа мӗн чухлӗ шушкӑ, канфет-премӗк туянма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ пулӗччӗ; халӗ вара вӑл ун ҫине ним пӑлханмасӑр пӑхрӗ, укҫа ҫыххисенчен ҫӗрнӗ панулмипе краҫҫын шӑрши кӗнине туйрӗ. Кӳме ҫинче асаплӑн силленсе пырса, вӑл питӗ халтан кайса ҫитнӗччӗ, унӑн ҫыврас килетчӗ, ҫавӑнпа пуҫӗ ун халь пӗр вӗҫсӗр ҫӗрелле усӑнчӗ, куҫне вӑл аран-аран уҫкаларӗ, шухӑшӗсем чӑлханнӑ ҫип пек арпашрӗҫ. Юранӑ пулсан, пуҫне вӑл киленсех сӗтел ҫине хурӗччӗ, укҫа купи ҫийӗн хускалкалакан пӳрнесемпе лампӑна курас мар тесе, куҫне хупӗччӗ, вара хӑйӗн ыйхӑпа лӑнчӑланнӑ шухӑшӗсене пушшех те арпашса кайма май туса парӗччӗ. Вӑл тӗлӗрсе каяс мар тесе вӑй хунӑ май ун умӗнчи лампа ҫути, чей куркисемпе пӳрнесем иккӗллӗн курӑнчӗҫ, сӑмавар унталла-кунталла сулланкаларӗ, ҫӗрӗк панулми шӑрши вара сӑмсана пушшех ҫивӗчреххӗн, киревсӗртереххӗн кӑтӑкларӗ.

— Ах, укҫа, укҫа! — кулкаласа ассӑн сывла-сывла ярать Христофор атте. — Инкек сирӗнпе! Халь ман Михайло ҫывӑрать пуль ӗнтӗ, тӗлӗкӗнче эпӗ ун валли пӗр купа укҫа илсе таврӑннине курать пуль.

— Сирӗн Михайло Тимофеевич вӑл ӑна-кӑна япӑх ӑнланакан ҫын, — ҫурма сасӑпа калаҫать Кузьмичов, — ним пӗлмен ҫӗре пуҫне пырса чикет, эсир вара ӑна-кӑна чухлакан-пӗлекен ҫын, ҫавӑнпа хӑвӑрах шухӑшласа пӑхма пултаратӑр. Памаллаччӗ те сирӗн мана, эп каланӑ пек, хӑвӑрӑн ҫӑм миххисене — каялла каймаллаччӗ, эпӗ вара сире, хисепленӗрен юрӗ тесе, ҫуршар тенкӗ хаклӑрах пама та хирӗҫ пулман пулӑттӑм…

— Ҫук, Иван Иванович, — ассӑн сывласа ярать Христофор атте. — Тавтапуҫах сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн. Ирӗкӗм пулнӑ пулсан, паллах, калаҫса та тӑмӑттӑм ҫапла, кунта вара, хӑвӑрах пӗлетӗр, таварӗ манӑн мар…

Чӗрне вӗҫҫӗн пусса, Мойсей Мойсеич кӗчӗ. Аван мар тесе, укҫа купи ҫине пӑхмарӗ вӑл, Егорушка патне систермесӗр пычӗ те ӑна хыҫалтан кӗпинчен туртрӗ.

— Атя-ха, пӗчӗк улпут, — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа, — эп сана упа ҫури кӑтартам. Мӗнле йышши кӑна упа ҫури, хаяр, ҫиллес! У-у!

Ыйхӑллӑ Егорушка тӑлӗ те упа курма Мойсей Мойсеич хыҫҫӑн юлхавлӑн танкӑлтатрӗ. Вӑл юнашар пӳлӗме кӗчӗ; кӗнӗ-кӗменех, мӗн те пулин курса юлма ӗлкӗричченех, йӳҫенкӗ кӑмсӑк шӑрша пула унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ; ҫав шӑршӑ кунта пысӑк пӳлӗмринчен чылай вӑйлӑрах сисӗнет, ахӑртнех, пӗтӗм пӳрчӗпех вӑл ҫакӑнтан сарӑлать пулас. Пӳлӗмӗн пӗр кӗтессине вараланчӑк хулӑн вителӗкпе витнӗ пысӑк кравать лартнӑ, тепӗр кӗтессинче — комодпа лӑсканчӑк тумтир купи: хытӑ крахмалланӑ юбкӑсемпе ача кӗпи-йӗмӗ таранах темӗн те пӗр тупма пулать унта. Комод ҫинче ҫурта ҫунать.

Упа вырӑнне Егорушка хура пӑнчӑллӑ хӗрлӗ фланель кӗпе тӑхӑннӑ сапаланчӑк ҫӳҫпуҫлӑ питӗ мӑнтӑр еврейкӑна курчӗ; комодпа вырӑн хушшинче вӑл аран-аран ҫаврӑнкалать, ҫавна май, шӑл ыратнӑ чухнехи пек, йывӑррӑн ахлата-ахлата илет. Егорушкӑна курсан, унӑн пит-куҫӗ халь-халь йӗрсе ярас ҫын пит-куҫӗ пек пулса тӑчӗ, вӑл йывӑррӑн ахлатса сывларӗ, вара, ӑна-кӑна сиссе юличчен, ача ҫӑварӗ патне пыл сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкӗ илсе пычӗ.

— Ҫи, ачам, ҫи! — терӗ вӑл. — Эс кунта аннӳсӗр, сана никам та ҫитерекен ҫук. Ҫи.

Егорушка ҫиме пуҫларӗ, килте кашни кунах ҫиекен мӑкӑньлӗ булкӑсемпе, канфетсемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех караспа та пыл хурчӗн ҫунаттисемпе варӑшса пӗтнӗ ҫак пылра вӑл ним лайӑххине те туймарӗ. Ача ҫирӗ, Мойсей Мойсеичпа еврейка ун ҫине пӑха-пӑха ассӑн сывласа тӑчӗҫ.

— Ӑҫта кайма тухнӑ эс, ачам? — ыйтрӗ унран еврейка.

— Вӗренме, — терӗ Егорушка.

— Шӑллусем, йӑмӑку-пиччӳсем пур-и сан?

— Ҫук, эпӗ пӗчченех.

— А-ох! — ассӑн сывласа ячӗ те еврейка таҫта ҫӳлелле пӑхрӗ. — Шел-ҫке аннӳне, шел-ҫке аннӳне! Мӗнле пурӑнӗ ӗнтӗ вӑл сансӑр? Йӗрсех вилмелле-ҫке ун пек?! Тепӗр ҫулталӑкран эпир те Наума вӗренме леҫетпӗр! Ох!

— Ах, Наум, Наум! — хашлатса ячӗ Мойсей Мойсеич та, ун шуранка пичӗ вара кӑрт-кӑрт туртӑнкалама тытӑнчӗ. — Чирлӗ-ҫке-ха Наум, чирлӗ-ҫке.

Ҫулланса-якалса пӗтнӗ хулӑн вителӗк сирӗлчӗ те, ун айӗнчен питӗ ҫинҫе мӑйлӑ кӑтра пуҫ курӑнчӗ: икӗ хура куҫ йӑлтӑртатса илчӗ, Егорушкӑна тӗлӗнсе сӑнама тытӑнчӗ. Мойсей Мойсеичпа еврейка ассӑн сывлама пӑрахмасӑрах комод патне пычӗҫ те тем ҫинчен еврейле калаҫма пуҫларӗҫ. Мойсей Мойсеичӗ хулӑн сасӑпа шӑппӑн калаҫать, вӑл еврейле калаҫни вӗҫсӗр-хӗрсӗр «гал-гал-гал-гал» тесе тӑнӑ евӗр илтӗнет, арӑмӗ ӑна ҫинҫе сасӑпа кӑрккалла хуравлать, ун пуплевӗ «ту-ту-ту-ту» тенӗ пек туйӑнать. Вӗсем ҫапла канашланӑ май якалса-ҫулланса ларнӑ вителӗк айӗнчен ҫинҫе мӑйлӑ тепӗр кӑтра пӗчӗк пуҫ курӑнчӗ, унтан виҫҫӗмӗшӗ, унтан тӑваттӑмӗшӗ… Егорушкӑн фантазийӗ пысӑк пулнӑ пулсан, вителӗк айӗнче вӑл ҫӗр пуҫлӑ чӗрчун выртать тесе шухӑшланӑ пулӗччӗ.

— Гал-гал-гал-гал… — калаҫрӗ Мойсей Мойсеич.

— Ту-ту-ту-ту… — хуравларӗ ӑна еврейка. Канашлу пӗтрӗ те, еврейка, ассӑн сывласа, комодне уҫрӗ, симӗс тӗслӗ пусма татки ӑшӗнчен ыраш ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ чӗре евӗрлӗ пысӑк пӗремӗк кӑларчӗ.

— Ме, ачам, — пӗремӗкне Егорушкӑна пачӗ вӑл. Эсӗ халь ӗнтӗ аннӳсӗр, пӗремӗк паракан та ҫук сана.

Егорушка пӗремӗкне кӗсйине чикрӗ те, хуҫисем хӑнӑхнӑ ҫак йӳҫенкӗ те пӑнтӑх сывлӑшпа урӑх сывлама вӑй ҫитереймесӗр, алӑк патнелле кутӑн чакрӗ. Пысӑк пӳлӗме каялла таврӑнсан, вӑл диван ҫине меллӗн майлашӑнса ларчӗ, шухӑша путрӗ.

Кузьмичов тин ҫеҫ укҫа шутласа пӗтернӗ те ӑна мишукне каялла тултарать. Укҫа ҫыххисене вӑл тирпейсӗррӗн тыткалать, укҫа та мар, хут ҫыххисем ҫеҫ пулнӑ евӗр, вӗсене вараланчӑк мишука лӑпкӑн иле-иле пӑрахать.

Христофор атте Соломонпа калаҫать.

— Ну, мӗн, ӑслӑран та ӑслӑ Соломон? — анасланӑ май ҫӑварӗ ҫине хӗрес хурса ыйтать вӑл. — Ӗҫсем еплерех пыраҫҫӗ?

— Мӗнле ӗҫ ҫинчен калатӑр-ши эсир? — йӗкӗлтевлӗн кулкаласа, хӑйне темле усал ӗҫ пирки тӗртсе каланӑ пек ӑнланса хирӗҫ ыйтать унран Соломонӗ.

— Мӗн тӑван, мӗнле пурӑнан — ҫавна ыйтатӑп.

— Эпӗ мӗн тӑвап-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Соломон хулпуҫҫине хӑпартса илчӗ. — Ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ, эпӗ те ҫавнах тӑватӑп… Куратӑр хӑвӑрах: лакей эпӗ. Эпӗ пиччем умӗнче лакей, пичче иртен-ҫӳрен умӗнче лакей, иртен-ҫӳренӗсем Варламов умӗнче лакей, манӑн пӗр вунӑ миллион тенкӗ укҫа пулнӑ пулсан, Варламов ман лакей пулатчӗ.

— Мӗншӗн-ха вӑл сан лакейӳ пулатчӗ?

— Мӗншӗн-и? Мӗншӗн тесен пӗр пус ытларах укҫашӑн жид аллине ҫуламан улпут е миллионер ҫук-ха ҫӗр ҫинче. Эпӗ акӑ халь ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑн жид, пурте ман ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулам ҫеҫ укҫаллӑ, Варламов та ман умра Моисей сирӗн умра мӗн хӑтланнине тунӑ пулӗччӗ ун чух.

Христофор аттепе Кузьмичов пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ку та, лешӗ те Соломона ӑнланмарӗҫ.

— Мӗнле-ха эсӗ, шӑтӑк пуҫ, хӑвна Варламовпа танлаштаратӑн? — ун ҫине сиввӗн пӑхса, ҫиллессӗн ыйтрӗ Кузьмичов.

— Хама Варламовпа танлаштарма манӑн пуҫ ҫавӑн пекех шӑтӑк мар-ха, — хӑй умӗнчи ҫынсем ҫине йӗкӗлтевлӗн кулса пӑхса хуравларӗ Соломон. — Ан тив, вырӑс пултӑр Варламов, анчах чунӗпе вӑл пурпӗрех жид; пӗтӗм пурнӑҫӗ унӑн укҫара та пуяссинче, а эпӗ хамӑн укҫана кӑмакара ҫунтарса янӑ. Мана укҫа та, ҫӗр те, сурӑх кӗтӗвӗсем те кирлӗ мар, лашапа ларса пынӑ чух ҫынсем хӑраса ҫӗлӗк хывни те маншӑн ниме те пӗлтермест. Апла пулсан, эпӗ сирӗн Варламовӑртан ӑслӑрах, хама ҫын евӗрлӗ туясси те ман уннинчен чылай хут ытларах!

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Егорушкӑна ыйхӑ витӗр Соломон хӑйне пӑвса тӑракан курайманлӑха пула еврейсем ҫинчен епле васкавлӑн та селӗплӗн хӑрӑлтата-хӑрӑлтата калаҫни илтӗнме пуҫларӗ; малтан вӑл вырӑсла тӗрӗсех калаҫрӗ-ха, кайран пӗрре тахҫан палаканра еврейсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ чухнехи евӗр юриех акцентне палӑртса калаҫма тытӑнчӗ.

— Тӑхта… — чарчӗ ӑна Христофор атте. — Енчен те сана хӑвӑн турру, ӗненӗвӳ килӗшмест пулсан, улӑштар та ӑна мӑшкӑлласа ан кул унран; кам хӑйӗн турринчен, ӗненӗвӗнчен кулать, ҫӗр ҫинче ҫав чи юлашки ҫын шутланать.

— Нимӗн те ӑнланмастӑр эсир! — кӑнттаммӑн пӳлсе лартрӗ ӑна Соломон. — Эпӗ пӗр япала ҫинчен калатӑп, эсир — урӑххи ҫинчен…

— Эсӗ ухмах этем пулни халь ӗнтӗ хӑех лайӑх курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ Христофор атте. — Эпӗ сана хам пӗлнӗ пек ӑс паратӑп, эсӗ пур — ҫилленетӗн. Эпӗ сана ват ҫынла, лӑпкӑн калатӑп, эсӗ пур — кӑркка пекех «бла-бла-бла!» Путиш, чӑнах та…

Мойсей Мойсеич кӗчӗ, Вӑл Соломонпа хӑйӗн хӑнисем ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхса илчӗ те, унӑн пичӗ пӗр ҫӗрте каллех кӑлт-кӑлт туртӑнма тытӑнчӗ. Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ.

— Темле арҫури пекех усал вӑл сирӗн, Мойсей Мойсеич, тур хӑтартӑрах! — кулса илчӗ Христофор атте. — Таҫта ӗҫе кӗртмелле пуль ӑна е тата авлантармалла… Пач этем майлӑ мар…

Кузьмичов куҫ харшине ҫиллессӗн пӗрӗнтерчӗ. Мойсей Мойсеич шӑллӗпе хӑнисем ҫине каллех канӑҫсӑррӑн сӑнаса пӑхрӗ.

— Соломон, тух кунтан! — сиввӗн каларӗ вӑл. — Тух! — Ҫавӑнтах тата ку сӑмахӗсем ҫумне еврейле тем хушса хучӗ. Соломон кулса илчӗ те тухрӗ.

— Мӗн калаҫрӗ вӑл? — хӑраса ыйтрӗ Мойсей Мойсеич Христофор аттерен.

— Асӑрханмасӑр пакӑлтатать, — терӗ Кузьмичов. — Сӑпайлӑха пӗлмест, хӑй ҫинчен пысӑк шухӑшлать.

— Хам та ҫаплах пуль терӗм ҫав! — сехӗрленсе ӳкрӗ те Мойсей Мойсеич аллине ҫатлаттарса илчӗ. — Ах турӑҫӑм! Турӑҫӑм! — ҫурма сасӑпа мӑкӑртатрӗ вӑл. — Ыр ҫынсем пулӑрах ӗнтӗ, каҫарӑр, ан ҫилленӗр. Ҫавнашкал ҫын ӗнтӗ вӑл, ҫавнашкал ҫын! Ах, турӑҫӑм! Тӑван шӑллӑм вӑл манӑн, хӑйӗнчен вара инкексӗр пуҫне урӑх нимӗн те кураймастӑп. Пӗлместӗр пуль-ха эсир…

Мойсей Мойсеич ҫамки патне пӳрнине тытса ҫавӑркаларӗ те малалла калаҫрӗ:

— Ӑсран тайӑлнӑ вӑл… пӗтнӗ ҫын. Мӗн тумалла ӗнтӗ ман, пӗлместӗп! Никама та юратмасть, никама та хисеплемест, никамран та хӑрамасть… Пӗлетӗр-и, пуринчен те кулать, темле ухмахла япаласем калать, куҫранах тӗртет. Ӗненместӗр те пуль-ха та эсир, пӗрре ҫапла Варламов килчӗ те, Соломон ӑна мӗн-мӗн кӑна каласа тӑкмарӗ пуль, лешӗ чӑтаймарӗ, ӑна та, мана та пушӑпа ҫапрӗ… Мана мӗншӗн ҫапмаллаччӗ-ха? Эпӗ айӑплӑччӗ-и вара унта? Турӑ ун ӑсне туртса илнӗ, апла пулсан, турӑ ирӗкӗ вӑл, ман айӑп мар.

Пӗр вунӑ минут иртрӗ пуль, Мойсей Мойсеич ҫаплах-ха ассӑн сывла-сывла мӑкӑртатрӗ:

— Ҫӗрле ҫывӑрмасть вӑл, вӗҫсӗр шухӑшлать, шухӑшлать, шухӑшлать, мӗн ҫинчен шухӑшлать, ӑна ӗнтӗ турӑ кӑна пӗлет. Пыратӑп та ун патне ҫӗрле, вӑл ҫилленет, кулать. Вӑл мана та юратмасть… Нимӗн те кирлӗ мар тата ӑна! Вилнӗ чухне атте мана та, ӑна та ултшар пин укҫа парса хӑварчӗ. Эпӗ хам валли ҫак ҫурта туянтӑм, авлантӑм, халь ӗнтӗ ачамсем те пур, а вӑл хӑйӗн укҫине кӑмакана пӑрахрӗ те ҫунтарса ячӗ. Мӗн тери шел, мӗн тери шел! Мӗншӗн ҫунтарса ямаллаччӗ-ха? Хӑвна кирлӗ мар пулсан, мана пар, ма ҫунтарса ямалла?

Сасартӑк алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, такам ури айӗнче урай чӗтренсе кайрӗ. Егорушка ҫумӗнчех ҫил варкӑшрӗ, ҫывӑхранах темле пысӑк хура кайӑк ҫуначӗсемпе сулласа вӗҫсе иртнӗн туйӑнчӗ. Вӑл куҫне уҫрӗ… Мишуклӑ куккӑшӗ, ҫула тухма хатӗрскер, диван ҫумӗнче тӑрать. Христофор атте, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкине тытса, такама яланхи пек ҫемҫен те кулкаласа мар, хисеплӗн те чыслӑн пуҫ таять — пӗрре те килӗшмест ӑна ҫапла хӑтланни. Мойсей Мойсеичӑн вара кӗлетки виҫӗ тӗлтен хуҫӑлнӑ, вӑл тем тӗрлӗ аппаланса, мӗнле те пулин ӳксе саланса каяс марччӗ тесе тӑрӑшать. Пӗр Соломон кӑна кӗтесре аллисене хӗреслетсе тытнӑ та, ним пулман пекех, йӗрӗнчӗклӗн кулкаласа тӑрать.

— Сирӗн сиятельствӑ, каҫарӑр, таса мар пирӗн кунта! — халь ӗнтӗ Кузьмичова та, Христофор аттене те асӑрхамасӑр, асаплӑн та пылаккӑн кулкаласа ахлатать Мойсей Мойсеич, хӑй ҫаплах, ӳксе саланса каясшӑн мар пулса, унталла-кунталла сулланкалать. — Ҫыннисем эпир ахальскеррисем ҫеҫ, сирӗн сиятельствӑ!

Егорушка куҫне сӑтӑркаласа илчӗ. Пӳлӗм варринче чӑнах та сиятельствӑ — хура кӗпепе улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ илемлӗ хӗрарӑм ҫуталса-ялтраса тӑрать. Ӑна тӗплӗн пӑхса пӗтеричченех Егорушка темшӗн сӑрт ҫинче кӑнтӑрла курнӑ пӗччен йӑрӑс тирек йывӑҫҫине аса илчӗ.

— Варламов паян иртсе каймарӗ-и кунтан? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.

— Ҫук, сирӗн сиятельствӑ! — хуравларӗ Мойсей Мойсеич.

— Ыран куратӑр пулсан, эсир ӑна ман пата пӗрер минутлӑха кӗме калӑр.

Сасартӑк, пӗр кӗтмен ҫӗртен, хӑй куҫӗнчен ҫур вершукрах Егорушка хӗрарӑмӑн бархат пек хура куҫ харшийӗсене, пысӑк хӑмӑр куҫӗсене, путӑклӑ илемлӗ питҫӑмартийӗсене курчӗ; хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи ӑшӑ кулӑ ӑна, хӗвел пайӑрки евӗр, пӗтӗмпех питҫӑмартийӗсем ҫинчи ҫав путӑксенчен сарӑлнӑн туйӑнчӗ. Темле тутлӑран та тутлӑ шӑршӑ кӗрсе кайрӗ тата.

— Мӗн тери лайӑх ача! — терӗ дама. — Кам ачи ку? Казимир Михайлович, пӑхӑр-ха, епле ытармалла мар ача… Турӑҫӑм, вӑл ҫывӑрать мар-и? Ах, ҫепӗҫ чӑмӑрккам…

Ҫапла каласа, хӗрарӑм Егорушкӑна икӗ питҫӑмартинчен те чуптурӗ, ача кулса илчӗ, вара, ҫывӑратӑп пуль тесе, куҫне хупрӗ. Алӑк чӗриклетни, такам васкаса кӗни, тухни илтӗнчӗ:

— Егорушка! Егорушка! — Иккӗн тан пӑшӑлтатрӗҫ ҫумрах. — Тӑр, каймалла!

Такам, ахӑртнех, Дениска пулчӗ пуль, Егорушкӑна ура ҫине тӑратрӗ те ҫавӑтса кайрӗ; утнӑ май ача куҫне кӑштах уҫрӗ, вара хӑйне чуптунӑ хура кӗпеллӗ илемлӗ хӗрарӑма тепре курчӗ. Хӗрарӑм пӳлӗм варринчен Егорушка епле кайнине пӑхса юлчӗ, ун енне кулкаласа та туслӑн пуҫне сулчӗ. Алӑк патне ҫитсен, ача ҫӳллӗ шӗлепкепе крага тӑхӑннӑ илемлӗ ҫирӗп хура арҫынна курчӗ. Ахӑртнех, дамӑпа пӗрле ҫӳрекен арҫын пулчӗ пуль вӑл.

— Тр-р-р! — илтӗнчӗ картишӗнчен.

Пӳрт умӗнче Егорушка хура пар лаша кӳлнӗ чаплӑ кӳме курчӗ. Ларкӑчӗ ҫинче аллине вӑрӑм хулӑ тытнӑ ливрейлӗ лакей ларать. Каякансене ӑсатма пӗртен-пӗр Соломон ҫеҫ тухрӗ. Вӑл каллех халь-халь ахӑлтатса кулса ярас пек тӑрать; кайран ӑшӗ каниччен кулас тесе, хӑнасем каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ пек туйӑнать.

— Драницкая графиня ку, — кӳмене кӗрсе ларнӑ май пӑшӑлтатрӗ Христофор атте.

— Ҫапла, Драницкая графиня, — пӑшӑлтатрӗ Кузьмичов та.

Графиня кунта ҫапла килсе кӗни пурне те питӗ хытӑ пӑлхантарса янӑ пулас, мӗншӗн тесен Дениска та пулин пӑшӑлтатса кӑна калаҫрӗ, тур лашисене те вӑл пӗр чӗрӗк ҫухрӑм кайсан тин, иртен-ҫӳренсен ҫурчӗ вырӑнне тӗксӗм ҫутӑ пӑнчӑ курӑнма тытӑнсан ҫеҫ, кӑшкӑрса туртса ҫапрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней