Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Источник: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Добавлен: 2019.12.08 12:18

Предложений: 487; Слово: 5059

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Природа

Лавсем кунӗпех ҫырма хӗрринче тӑчӗҫ, вырӑнтан хӗвел ансан тин хускалчӗҫ.

Егорушка каллех ҫӑм миххи ҫине хӑпарса выртрӗ, лав, хуллен чӗриклете-чӗриклете, унталла-кунталла суланкаларӗ, аялта Пантелей утса пычӗ, урисемпе тӑпӑртатса, пӗҫҫисене аллипе ҫапа-ҫапа илчӗ, сывлӑшра, ӗнерхи пекех, ҫеҫенхир кӗвви янӑраса тӑчӗ.

Егорушка, ҫурӑмӗ ҫине выртса, аллисене пуҫӗ айне хурса, тӳпенелле пӑхса пычӗ. Вӑл каҫхи шуҫӑм мӗнле ҫуталнине, мӗнле сӳннине курчӗ; хуралҫӑ-пирӗштисем, тӗнче хӗррине хӑйсен ылтӑн ҫуначӗсемпе витсе, ҫывӑрма выртрӗҫ; кун ӑнӑҫлӑн иртрӗ, ӑнӑҫлӑ та лӑпкӑ каҫ килсе ҫитрӗ, ҫавӑнпа вӗсем халь ӗнтӗ тӳпере хӑйсен килӗнче лӑпкӑн ларма пултараҫҫӗ… Егорушка тӳпе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн мӗнле тӗксӗмленнине, ҫӗр ҫине сӗмлӗх епле аннине, ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫунма тытӑннине курчӗ.

Кӑвак тӳпе ҫине пӗр хускалмасӑр нумайччен пӑхсан, темшӗн чунпа шухӑшсем пӗчченлӗх тӗнчипе пӗрлешсе кайнӑ пек туйӑнать. Эсӗ вара хӑвна чӑтма ҫук тӑлӑх ҫын вырӑнне хума тытӑнатӑн, унччен ҫывӑх та тӑванла пулнӑ япаласем те саншӑн вӗҫсӗрлӗхсӗр аякри ним тума кирлӗ мар япаласем вырӑнне ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…

Егорушка халӗ масар ҫинчи чие йывӑҫҫисем айӗнче ҫывӑракан асламӑшне аса илчӗ; тупӑкра унӑн куҫӗсем ҫине пилӗк пуслӑ пӑхӑр укҫасем хунӑччӗ, кайран, хуллине хупса, тупӑкне шӑтӑка антарнӑччӗ; вӑл тупӑк хуппи ҫине кӗмсӗртетсе ӳкекен тӑпра сассине те манман-ха… Вӑл тӑвӑр та тӗттӗм тупӑкра хӳтлӗхсӗр пӗччен хӑварнӑ асламӑшӗ вырӑнне пулса пӑхма хӑтланчӗ. Акӑ асламӑшӗ сасартӑк вӑранать те, хӑй ӑҫтине анланмасӑр, тупӑк хуппине шаккама тытӑнать, пулӑшма чӗнет, юлашкинчен, сехри хӑпнипе халтан кайса ҫитсе, каллех вилет. Акӑ ӑна тата амӑшӗ те, Христофор атте те, Драницкая графиня та, Соломон та вилнӗ ҫынсем пек туйӑнма тытӑнаҫҫӗ. Анчах вӑл хӑйне тӗттӗм виле шӑтӑкӗнчи пек курма, килтен инҫете хӳтлӗхсӗр кайса пӑрахнӑ вилнӗ ҫын пек туйма мӗн тери хытӑ тӑрӑшрӗ пулин те, ҫавнашкал вӑй хурса аппаланни унан кӑлӑхах пулчӗ; вӑл хӑйне нихӑҫан та, нихӑҫан та вилмессӗн туйрӗ…

Пантелей вара, тахҫанах леш тӗнчене ӑсанма вӑхӑт ҫитнӗ пулин те ҫаплах-ха аялта утрӗ, шухӑшӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрӗслесе пычӗ.

— Пырать… аван хуҫасем… — мӑкӑртатрӗ вӑл.

Ачана вӗренме илсе кайрӗҫ, анчах мӗнле пурӑнать вӑл унта, паллӑ мар… Калам сана, Славяносербскра пысӑк ӑс паракан заведенисем ҫук унта… Ҫук, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Ачи вара аванскер, пырать… Ӳссе ҫитсен, ашшӗне пулӑшма тытӑнать. Эс, Егорий, халь пӗчӗк-ха, ӳссен ак аҫу-аннӳне тӑрантарма тытӑнатӑн. Турӑ йӗрки ҫавӑн пек… Аҫуна, аннӳне хисепле… Манӑн хамӑн та ачасем пурччӗ, ҫунса кайрӗҫ… Арӑм та ҫунса кайрӗ, ачасем те… Тӗрӗсех ӗнтӗ ку, крещени каҫ вут хыпса илнӗ пирӗн ҫурта… Эпӗ килте марччӗ, Орела лавпа кайнӑччӗ. Орела… Марья урама чупса тухнӑ, анчах ачасем ҫывӑрни ҫинчен аса илнӗ те каялла чупса кӗнӗ, вара ачасемпе пӗрлех ҫунса кайнӑ… Ҫапла… Тепӗр кун вӗсен шӑммисене ҫеҫ тупайнӑ.

Ҫур ҫӗр ҫитес умӗн лавҫӑсем каллех вут тавра пуҫтарӑнса ларчӗҫ. Хытхура купине чӗртсе янӑ тӗле Кирюхӑпа Вася таҫтан тип ҫырмаран шыв ӑсса килчӗҫ; вӗсем тӗттӗмре куҫран пач ҫухалчӗҫ, анчах вӗсен витрисем чӑнкӑртатнипе калаҫни тӑршшӗпех илтӗнсе тӑчӗ; апла пулсан, тип ҫырми инҫех мар ӗнтӗ. Вут ҫути ҫӗр ҫине мӗлтлете-мӗлтлете ӳкет; уйӑх ҫутатать пулин те, хӗрлӗ вут ҫути хыҫӗнче тавралӑх хуп-хура курӑнать. Лавҫӑсен куҫне вут ҫути йӑмӑхтарать, ҫавӑнпа вӗсем аслӑ ҫулӑн пӗр пайне ҫеҫ кураяҫҫӗ, ҫӑм миххи тиенӗ лавсемпе лашасем тӗттӗмре килӗшӳсӗр купаланӑ сӑрт-тусем пек туйӑнаҫҫӗ. Вутран ҫирӗм утӑмсенче, ҫул хӗрринче, чалӑшса кайнӑ хӗрес ларать. Вут чӗртсе яриччен, аякри тавралӑх уҫӑмлӑн палӑрнӑ чухне, Егорушка аслӑ ҫулӑн тепӗр енче те шӑп кӑна ҫавнашкалах чалӑшса кайнӑ тепӗр кивӗ хӗрес курнӑччӗ.

Тип ҫырма патӗнчен килсен, Кирюхӑпа Вася хурана шыв тултарчӗҫ те ӑна вут ҫине ҫакса ячӗҫ. Степка вут хӗррине тӗтӗм тухасран ҫӗре вырнаҫса ларчӗ, аллине картлӑ-картлӑ кашӑк тытса, хуран ҫине шухӑшлӑн пӑхса шыв кӑпӑкланасса кӗтрӗ. Пантелейпе Емельян юнашар ларнӑ та шухӑша путнӑ. Дымов, пуҫне чышкисемпе тӗревлесе, хырӑмӗ ҫинче выртать, вут мӗнле ҫуннине сӑнать; ун ҫине Степка мӗлки сике-сике ӳкет, ҫавна май Дымовӑн илемлӗ пичӗ пӗрре тӗксӗмленет, тепре сасартӑк ҫутала-ҫутала каять… Кирюхӑпа Вася айккинче ҫӳреҫҫӗ, ҫунтарма хытхура пухаҫҫӗ. Егорушка, аллисене кӗсйине чиксе, Пантелей ҫывӑхне тӑнӑ та курӑка вут епле ҫинине пӑхать.

Пурте канаҫҫӗ, тем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм мӗлкисем сиккелекен хӗрес ҫине пӑхкала-пӑхкала илеҫҫӗ. Пӗччен ларакан вилтӑприсем яланах тунсӑхлӑ, калама ҫук поэтикӑллӑ курӑнаҫҫӗ, вӗсене тӗл пулсан, тем ӗмӗтленес килет… Эсӗ хӗресӗн чӗмсӗрлӗхне илтетӗн, ҫав чӗмсӗрлӗхре хӗрес айӗнче выртакан паллӑ мар ҫыннӑн чунӗ пуррине туятӑн. Лайӑх-ши ҫав чуна ҫеҫенхирте? Уйӑхлӑ каҫсенче тунсӑхламасть-ши вӑл? Ҫеҫенхирӗ вил тӑпри таврашӗнче шухӑшлӑ, кичем, тунсӑхлӑ туйӑнать, курӑк та хуйхӑллӑ, шӑрчӑксем те асӑрханса кӑна чӗриклетеҫҫӗ пек… Кашни иртен-ҫӳрен ҫав пӗччен чуншӑн кӗлтуса илет, вилтӑпри ҫине хыҫалта тӗттӗмре мӗн курӑнми пуличченех ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать…

— Мучи, ку хӗрес ма кунта ларать? — ыйтрӗ Егорушка.

Пантелей хӗрес ҫине, унтан Дымов ҫине пӑхрӗ те:
— Микола, ку вӑл утӑ ҫулакансем купсасене вӗлернӗ вырӑн пулмарӗ пуль те? — тесе ыйтрӗ.

— Шӑп кӑна ҫавӑ, — терӗ Дымов, ирӗксӗррӗн чавси ҫине ҫӗкленсе, ҫул тӑрӑх пӑхса.

Чӗнмесӗр ларчӗҫ. Кирюха тип курӑка ҫатӑртаттарса хуҫрӗ те, ӑна, пӗр ҫупкӑм туса, хуран айне чикрӗ. Вут ялтӑртатса хыпса илчӗ; Степкӑна хура тӗтӗм хупларӗ, ҫул тӑрӑх тӗттӗмлӗхре хӗрес мӗлки чупса иртрӗ.

— Ҫапла, вӗлернӗ вӗсене… — ирӗксӗррӗн каларӗ Дымов. — Купсасем, ашшӗпе ывӑлӗ, турӑш сутма кайнӑ. Кунтан инҫех мар иртен-ҫӳренсен ҫуртӗнче ҫӗр выртма чарӑннӑ, халӗ ҫав ҫурта Игнат Фомин тытса тӑрать-ха.

Ват купси эрехне ытларах ӗҫнӗ те хӑйпе пӗрле укҫа нумай тесе мухтанма тытӑннӑ. Купсасем, паллӑ, мухтанчӑк халӑх, чарма та май ҫук тепӗр чухне… Хӑйсене питӗ чаплӑ пек кӑтартас килет ӗнтӗ вӗсен. Ҫав каҫхине иртен-ҫӳрен ҫуртӗнче утӑ ҫулакансем ҫӗр каҫнӑ пулнӑ. Купса мӗнле мухтаннине илтнӗ те хайхискерсем, ну, картса хунӑ ҫавна хӑйсем валли.

— Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм! — ассӑн сывласа ячӗ Пантелей.

— Тепӗр кунхине ирпе ирех купсасем ҫула тухнӑ, утӑ ҫулакансем те вӗсенчен юлман. «Пӗрле кайӑпӑр, сиятельствӑ. Вырӑнӗ кунта пирӗн теттӗм, ушкӑнпа хаваслӑрах, хӑрамалли те сахалтарах пулӗ…» Купсасем, турӑшӗсене ватас мар тесе, ҫуран утнӑ, утӑ ҫулакансемшӗн ку пушшех меллӗ пулнӑ…

Дымов чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ.

— Ҫапла, — малалла калаҫрӗ вӑл, анасласа илсен, йӗркеллех пулнӑ-ха малтан, анчах купсасем ҫав вырӑна ҫитнӗ кӑна, утӑ ҫулакансем вӗсене ҫависемпе ҫулма тытӑннӑ… Ывӑлӗ, маттурскер, пӗрин ҫавине туртса илнӗ те хӑй те вӗсене ҫулма пуҫланӑ. Паллах, лешсем ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем саккӑрӑн пулнӑ.

Купсасене пӗр чӗрӗ вырӑн юлми каса-каса тухнӑ; хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ те ҫул ҫинчен иккӗшне те айккине сӗтӗрсе кайнӑ, ашшӗне пӗр енне, ывӑлне тепӗр енне. Ҫак хӗресе хирӗҫ леш енче тепӗр хӗрес пур… Ҫӗрсе кайман-ши вӑл — ӑна пӗлместӗп… Кунтан курӑнмасть.

— Ҫӗрсе кайман, ларать, — терӗ Кирюха.

— Укҫи пач сахал пулнӑ тет хӑйсен, ҫапла калаҫҫӗ ҫынсем.

— Сахал пулнӑ ҫав, — ҫирӗплетрӗ Пантелей. — Пӗр ҫӗр тенкӗ ҫеҫ тупайнӑ тет.

— Ҫапла, кайран вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ, мӗншӗн тесен купса вӗсене хӑй те самаях вӑйлӑ касма ӗлкӗрнӗ… Юн нумай юхнипе вилнӗ. Пӗрин аллине кассах татнӑ пулнӑ, лешӗ пӗр тӑватӑ ҫухрӑм чарӑнмасӑр чупнӑ тет, ун виллине вара Куриков патӗнчи тӗмескесем хушшинче тупнӑ. Кукленсе ларнӑ имӗш те пуҫне, шухӑша путнӑ пек, чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑ, пӑхаҫҫӗ — чунӗ ҫук та иккен хӑйӗн, вилнӗ…

— Юнлӑ йӗр тӑрӑх кайса тупнӑ ӑна… — терӗ Пантелей.

Пурте хӗрес ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, калаҫма чарӑнчӗҫ. Таҫтан, ахӑртнех, пӗчӗк тип ҫырмаран, кайӑк тунсӑхлӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!»

— Усал ҫын ҫӗр ҫинче нумай ҫав, — терӗ Емельян.

— Нумай, нумай! — вут ҫывӑхнерех куҫрӗ Пантелей. Сӑн-пичӗ ун сехри хӑпса тухнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗклӗ пулса тӑчӗ. — Нумай, — хуллен малалла калаҫрӗ вӑл. — Хам ӗмӗрте эпӗ вӗсене пайтах та пайтах курнӑ… Усал ҫынсене… Тӗрӗслӗхшӗн тӑракансене, ҫветтуйсене те нумай курнӑ та, ҫылӑхлисен вара шучӗ те ҫук пулӗ… Тур каҫартӑрах, тур хӑтартӑрах… Астӑватӑп-ха, пӗррехинче, вӑтӑр ҫулсем каялла, тен, ытларах та пулать-и, Моршанскран эп купса лартса килнӗччӗ. Купси чаплӑскерччӗ, пӑхма илемлӗччӗ тата укҫаллӑччӗ… ҫав купса… Аван ҫын, пырать… Вӑт ҫапла килтӗмӗр-килтӗмӗр те иртен-ҫӳренсен ҫуртне ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр. Раҫҫейре Унта иртен-ҫӳренсен кил-ҫурчӗсем пирӗнни пек мар. Картишӗсене, лупас евӗрлӗ, пӗтӗмпех витнӗ е тата лайӑх авӑн пекрех тунӑ, Анчах вӗсен тӑррисем ҫӳллӗрех пулаҫҫӗ. Ну, чарӑнтӑмӑр ҫапла ҫӗр выртма, нимех те ҫук-ха. Купса пӳлӗмре, эпӗ лашасем патӗнче, пурте йӗркеллӗ. Ҫапла эпӗ, атьсем, ҫыврас умӗн тесе, турра кӗлтурӑм та картишӗнче ҫӳрекелесе пӑхрӑм. Каҫӗ питӗ тӗттӗм, куҫран чиксен те кураймӑн. Ҫапла ав ҫав лавсем патне ҫитиччен тенӗ пек утрӑм та курах каятӑп — вут ҫути йӑлтӑртатать кӑшт. Мӗн япала? Иккӗленме тытӑнтӑм. Ҫывӑхарах пытӑм… вут патне ӗнтӗ… Турӑҫӑм, каҫарсамах, хӑтарсамах! Куратӑп: ҫӗр ҫумӗнчех решеткеллӗ пӗчӗк чӳрече… пӳрт чӳречи… Выртрӑм та ҫӗр ҫине татах пӑхрӑм; пӑхрӑм кӑна, пӗтӗм ҫанҫурӑм шӑнса хытса ларчӗ…

Кирюха, сас кӑларас мар тесе асӑрханса, вут ҫине пӗр ывӑҫ хытхура чикрӗ. Хытхура ҫӑтӑртатма-чӑштӑртатма пӑрахасса кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн мучи малалла калама пуҫларӗ:

— Пӑхрӑм та эп пӗчӗк чӳречерен, унта тӗттӗм те пысӑк тӗпсакайӗ иккен… Пичке ҫинче пӗчӗк хунар ҫунать. Тӗпсакай варринче хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вунӑ ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем, вӑрӑм ҫӗҫҫисене хӑйраҫҫӗ… Аха! Ну, апла ӗнтӗ эпир шайкӑна, вӑрӑ-хурахсем тӗлне лекрӗмӗр… Мӗн тумалла? Купса патне чупрӑм та эп ана вӑратса, хуллен калатӑп: «Эсӗ, купса, — тетӗп, — ан хӑра, анчах ӗҫсем пирӗн япӑх… Эпӗр, — тетӗп, — вӑрӑ-хурах йӑвине лекрӗмӗр». Вӑл сӑн-питрен улшӑнса ларчӗ, ыйтать: «Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ халь, Пантелей? Ман ҫумра тӑлӑхсен укҫи нумай… Чунӑмпа, ан тив, турӑ хуҫалантӑр, вилме хӑрамастӑп эп, анчах тӑлӑхсен укҫине харама ярасран хӑратӑп… Мӗн тумалла тет ун пек чухне? Хӑлхине питӗрнӗ, тухма та, кӗме те ҫук… Хӳме тесен, хӳме урлӑ каҫма май пулатчӗ-ха, анчах кунта пӗтӗм картишне лупас пек витнӗ. «Ну, купса, — тетӗп, — эс ан хӑра, турра кӗлту. Тӑлӑхсене, тен, турӑ кӳрентерес темӗ-ха. Эсӗ юл кунтах, ним пулман пек пул, эп ҫав вӑхӑтра, тен, мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑп»… Юрӗ… Турра кӗлтурӑм та эпӗ, турӑ мана мӗн тумаллине кӑтартрӗ… Хамӑн тӑрантас ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑппӑн-шӑппӑн, никам та илтмелле мар, ҫӳлти улӑма туртма пуҫларӑм, шӑтӑк турӑм та ҫӳле тухрӑм. Ҫӳлӗ ӗнтӗ… Унтан ҫӗре сикрӗм те мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫулпа малалла чупрӑм. Чупрӑм-чупрӑм, вилес патнех ҫитрӗм пуль халтан кӑйнипе… Тен, пӗр чарӑнми пилӗк ҫухрӑм е ытларах та чупрӑм-и… Турра тав, куратӑп — ял. Пӳрт патне чупса ҫитрӗм те чӳречерен шаккама тытӑнтӑм. «Ырӑ ҫыннӑмсем — тетӗп, — ҫапла та ҫапла, пӗтме ан парӑр пире…» Пурне те вӑратрӑм… Пухӑнчӗҫ те мужиксем манпа пӗрле пычӗҫ… Кам пӑяв илнӗ, кам чукмар, кам сенӗк… Иртен-ҫӳренсен ҫурчӗн хапхине ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те тӳрех тӗпсакайне… Вӑрӑ-хурахсем ӗнтӗ ҫӗҫҫисене хӑйраса пӗтернӗ, купсана чиксе вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ. Мужиксем вӗсене пурне те ярса илсе ҫыхрӗҫ те пуҫлӑхсем патне илсе кайрӗҫ. Купса савӑннипе виҫҫӗр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ мана та пилӗк ылтӑн лекрӗ, ятӑма чиркӳре асӑнмашкӑн ҫырса хучӗ… Кайран, ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, тӗпсакайӗнче этем шӑмми купи-купипе тупнӑ тет. Шӑмӑ ӗнтӗ. Вӗсем халӑха ҫапла ҫаратнӑ та, кайран, йӗрне ҫухатас тесе, вилесене ҫӗр айне чавса пытарнӑ… Ну кайран пурне те Моршанскра палачсем наказани панӑ вара.

Пантелей каласа пӗтерчӗ те итлесе ларакансем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Лешсем чӗнмерӗҫ-ха, куҫӗсене ҫаплах ун ҫинчен илмерӗҫ. Шыв вӗреме кӗнӗччӗ ӗнтӗ, Степка, хуранти кӑпӑка пуҫтаратчӗ.

— Салӑ хатӗр-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ унран Кирюха.

— Тӑхта кӑшт… Халех.

Пантелей ҫинчен куҫне илмесӗр тата вӑл халех калама пуҫлассинчен хӑранӑ пек пӑхса, Степка лавсем патне чупса кайрӗ; часах вӑл пысӑках мар йывӑҫ чашӑк йӑтса килчӗ те унта салӑ сӑтӑрма пуҫларӗ.

— Тепрехинче эпӗ каллех купсапа кайнӑччӗ, — малтанхи пекех куҫне мӑчлаттармасӑр та шӑппӑн каласа пама тытӑнчӗ Пантелей. — Хальхи пекех астӑватӑп-ха, Петр Григорьич ятлӑччӗ вӑл. Аван ҫынччӗ… купса ӗнтӗ… Ҫавнашкал меслетпех эпир иртен-ҫӳренсен ҫуртне ҫӗр выртма кӗтӗмӗр… Вӑл — пӳлӗмре; эпӗ — лашасем патӗнче… Хуҫисем, упӑшкипе арӑмӗ, аван халӑх пекех туйӑнаҫҫӗ, ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, тарҫисем те пыраҫҫӗ пек, анчах, атьсем, хуть те мӗн ту та, ҫывраймастӑп эпӗ, чӗре тем аван марра сисет! Сисет, ним те тӑваймастӑп. Хапхисене те питӗрмен, ҫумра халӑх та нумай, пурпӗрех темле хӑрушӑ, канӑҫлӑ мар. Пурте тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ ӗнтӗ, тахҫанах ҫур ҫӗр иртнӗ, часах тӑма та вӑхӑт, эпӗ пур, кӳмере ҫаплах куҫа хупмастӑп-ха, пӗр-пӗр ҫерҫи тӑмани тейӗн. Сасартӑк илтех каятӑп: туп! туп! туп! Такам кӳме патне пытанса пырать. Пуҫа кӑларса пӑхатӑп та — аялти кӗпепе ҫеҫ юлнӑ ҫара ураллӑ хӗрарӑм тӑра парать… «Мӗн кирлӗ сана, лӗпӗшӗм?» — тетӗп. Вӑл сиксе чӗтрет, этем сӑнӗ юлман хӑйӗн пичӗ ҫинче… «Тӑр, ырӑ ҫыннӑм, — тет. — Инкек… Хуҫасем ирсӗр ӗҫ тума хатӗрленеҫҫӗ. Сан купсуна вӗлересшӗн. Хуҫапа хуҫайккӑ мӗнле пӑшӑлтатнине хам илтрӗм», — тет. Чӗре ахальтен мар ҫав малтанах сисрӗ! «Эсӗ ху кам-ха?» — ыйтатӑп унран. — «Эпӗ вӗсен тарҫи», — тет. Юрӗ. Кӳмерен тухрӑм та купса патне кайрӑм. Вӑратрӑм та ӑна калатӑп: «Ҫапла та ҫапла, Петр Григорьевич, — тетӗп, ӗҫсем кунта пит тасах мар. Ҫывӑрса тӑранма кайран та ӗлкӗрӗн, халь вара, вӑхӑт пур чух, тумлан та, — тетӗп, — хӑвӑртрах ҫылӑхран ыррӑн-сыввӑн аяккалла тар…» Тумланма тытӑннӑччӗ кӑна вӑл — алӑк уҫӑлса кайрӗ те, турӑҫӑм… аннеҫӗм-майра патша! — пӳлӗме пирӗн пата хуҫапа ун арӑмӗ тата вӗсен виҫӗ тарҫи кӗчӗҫ тӑчӗҫ… Апла ӗнтӗ тарҫисемпе те калаҫса татӑлнӑ вӗсем… Купсан укҫа нумай, пӗрле пайлӑпӑр тенӗ ӗнтӗ… Пиллӗкӗшӗн аллисенче те вӑрӑм ҫӗҫӗ. Хуҫа алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илчӗ те калать: «Турра кӗлтӑвӑр, иртен-ҫӳрен ҫынсем… Енчен те кӑшкӑрма шутлатӑр пулсан, вилес умӗн кӗлтума та памӑпӑр сире…» Ӑҫта унта кӑшкӑрма? Хӑранипе пыр та питӗрӗнсе ларнӑ, эс кӑшкӑрма тен… Купса йӗрсе ячӗ те калать: «Ырӑ ҫынсем, — тет, — эсир мана вӗлерме шутланӑ, мӗншӗн тесен ман укҫа илӗртет сире. Юрӗ, вӗлерӗр, пӗр мана ҫеҫ мар, нумай купсана леш тӗнчене ӑсатнӑ ку таранччен иртен-ҫӳрен ҫурчӗсенче. Анчах та мӗншӗн-ха, тӑвансем, манӑн лавҫӑна вӗлермелле сирӗн? Ман укҫана пула мӗншӗн ун ҫавнашкал асапа хӑй ҫине илмелле?» Питӗ хурлӑхлӑн ӳпкелешсе калать вӑл ҫак сӑмахсене! Хуҫа ӑна итлемест. «Эхер те ӑна чӗрӗ хӑварсан, пирӗн ҫинчен чи малтан вӑл кайса каласа парать. Пӗр ҫынна вӗлеретӗн-и, ик ҫынна-и, пурпӗрех вӑл, — тет. — Хӑть пӗр ҫылӑх, хӑть ҫич ҫылӑх… Турра кӗлтӑвӑр, урӑх калаҫса та ан тӑрӑр!» Купсапа чӗркуҫленсе лартӑмӑр та эпир йӗрсе ятӑмӑр, турра кӗлтума тытӑнтӑмӑр. Вӑл хӑйӗн ачисене аса илет, эпӗ ун чухне ҫамрӑкчӗ-ха, пурӑнас килчӗ ман… Пӑхнӑ та турӑшсем ҫине питӗ хурлӑхлӑн турра кӗлтӑватпӑр, аса илсен, халӗ те куҫҫуль тухать… Хуҫайкки, хӗрарӑм, пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫапла калать: «Леш тӗнчере эсӗр пире, ыр ҫынсем, усалпа аса ан илӗр ӗнтӗ тата пире ылханса та ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире эпир нушана пула вӗлеретпӗр». Кӗлтурӑмӑр-кӗлтурӑмӑр эпир, йӗтӗмӗр-йӗтӗмӗр, турӑ пире, мӗн тетӗр, илтрӗ, атьсем! Шеллерӗ ӗнтӗ, урӑхла каласан… Ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен сӗрес тесе, хуҫа ман купсан сухалне ярса тытрӗ ҫеҫ, шӑп кӑна ҫав вӑхӑтра сасартӑк чӳречерен такам шан-шан-шан! шаккаса ячӗ. Лӑштӑрах лартӑмӑр эпир, хуҫан аллисем вӗҫерӗнчӗҫ… Чӳречерен такам ҫапла шаккарӗ те, хытӑ кӑшкӑрни илтӗнчӗ: «Петр Григорьевич, эсӗ кунта-и? Пуҫтарӑн, каятпӑр!» — тет. Кураҫҫӗ хуҫасем: купсана илме килчӗҫ. Хӑрарӗҫ те тара пачӗҫ таҫта… Эпир хӑвӑрт картишне чупса тухрӑмӑр, лашасене кӳлтӗмӗр, тепӗр самантран тухса та вӗҫтертӗмӗр…

— Кам шакканӑ-ха ӑна чӳречерен ҫапла? — ыйтрӗ Дымов.

— Чӳречерен-и? Ахӑртнех, пирӗшти, ҫветтуй сывлӑшӗ. Мӗншӗн тесен урӑх никам та шаккама пултарайман. Эпир картишӗнчен тухсан, урамра никам та ҫукчӗ…. Паллах, турӑ ӗҫӗ пулнӑ вӑл!

Пантелей ҫавнашкал ытти пулни-иртнисем ҫинчен те каласа пачӗ, унӑн кашни калавӗнчех «вӑрӑм ҫӗҫӗллӗ» ҫынсем пулчӗҫ тата кашнинчех вӗсене вӑл пуҫран шухӑшласа кӑларни сисӗнчӗ. Ҫав калавсене вӑл камран та пулсан урӑх ҫынран илтнӗ-ши е тахҫан-авал хӑй шутласа кӑларса кайран, тӑнпуҫӗ хавшаклансан, чӑм пуяннисене пулманнисемпе хутӑштарса пӗрне тепринчен уйӑрайми пулнӑ-ши? Апла та пулма пултарать, капла та пултарать, анчах пӗр япаларан тӗлӗнмелле: халь ӗнтӗ вӑл ҫул тӑршшӗпех ытларах пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ ӗҫсем ҫинчен кала-кала пачӗ, чӑн пулса иртнисем ҫинчен пач шарламарӗ. Егорушка унӑн кашни сӑмахне, мӗн каласа панине пӗтӗмпех чӑн вырӑнне хурса ӗненчӗ, кайран вара, ӳссен, ӑна та питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнатчӗ: епле-ха вӑл, пӗтӗм Раҫҫей тӑрӑх ҫӳресе тем те курнӑ-илтнӗ ҫын, пушар вӑхӑтӗнче арӑмӗпе ачисене ҫухатнӑскер, вут ҫумӗнче кашнинчех е ним чӗнмесӗр ларма е мӗн пулманни ҫинчен каласа пама пултараять, ҫапла майпа хайӗн пуян пурнӑҫне йӳнетет?

Пӑтӑ ҫинӗ чух никам та чӗнмерӗ, пурте халь ҫеҫ мӗн илтн ҫинчен шухӑшларӗҫ. Пурнӑҫ хӑрушӑ та юмахри пек лайӑх, ҫавӑнпа та Раҫҫейре мӗнле кӑна хӑрушӑ япала ҫинчен каласа ан пар, ӑна вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑм ҫӗҫӗсемпе те ытти тӗлӗнтермӗшсемпе мӗнле кӑна ан илемлет, итлекен чунне вӑл пурпӗрех чӑн пулнӑ ӗҫ пек пулса кӗрет, ӑна-кӑна лайӑх чухлакан-пӗлекен ҫын та пулин шавламасть, каласа параканӗ ҫине ӗненмесӗр пӑхса илнипех ирттерсе ярать. Ҫул хӗрринчи хӗрес, ҫӑм лавӗсем, ирӗк ҫеҫенхир, вут тавра ларакан ҫынсен пурнӑҫӗ-шӑпи — ҫаксем хӑйсем тӗллӗн кӑна та мӗн тери юмахри пек илемлӗ, хӑрушӑ, ҫавӑнпа пулман япалан е юмахӑн арӑш-пирӗшӗ сисмесӗрех тӗксӗмленет, чӑн пурнӑҫпа варӑшса каять.

Пурте хурантан ҫиеҫҫӗ, Пантелей кӑна айккине уйрӑммӑн ларнӑ та йывӑҫ тирекрен ҫиет. Кашӑкӗ унӑн ыттисенни пек мар, кипарисран тунӑскер, хӗреслӗскер.

Егорушка ун ҫине пӑхрӗ те лампадкӑран тунӑ куркана аса илчӗ, вара Степкӑран шӑппӑн ыйтрӗ:

— Мучи мӗншӗн уйрӑммӑн ларать?

— Вӑл кивӗ ӗненӳ ҫынни, — пӑшӑлтатса пӗлтерчӗҫ Степкӑпа Вася, ҫавна май темле вӑрттӑн та пӑсӑк япала ҫинчен каланӑ пек пӑхкаласа илчӗҫ.

Никам та чӗнмерӗ, пурте шухӑшларӗҫ. Хӑрушӑ япаласем илтнӗ хыҫҫӑн ахаль япала ҫинчен калаҫас та килмерӗ. Сасартӑк Вася тӳрленсе тӑчӗ те, тӗксӗм куҫӗсемпе таҫта пӗр пӑнча тӗллесе, хӑлхине тӑратрӗ.

— Мӗн унта? — ыйтрӗ Дымов.

— Темле этем килет, — терӗ Вася.

— Ӑҫта?

— А-ав вӑл! Кӑшт ҫеҫ шуррӑн курӑнать.

— Вася пӑхнӑ енче тӗксӗмлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмарӗ; пурте сывлама чарӑнсах итлерӗҫ, анчах ура сассине те пулин илтмерӗҫ.

— Аслӑ ҫулпа килет-и вӑл?

— Ҫук, хирпе… Кунталла килет.

Пӗр самант каллех никам та чӗнмерӗ.

— Тен, ҫакӑнта пытарнӑ купса хир тӑрӑх ҫӳрет? — терӗ Дымов.

Пурте пуҫӗсене хӗрес енне ҫавӑрчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, вара кулса ячӗҫ; хӑранишӗн аван мар пек пулса кайрӗ вӗсене.

— Мӗншӗн ҫӳремелле ун? — терӗ Пантелей. — Хӑйсене ҫӗр йышӑнман вилесем ҫеҫ ҫӗрле ҫӳреҫҫӗ. Купсасен шутӗнче мар, вӗсем асап кӑшӑлӗ йышӑннӑ…

Акӑ ӗнтӗ ура сассисем илтӗнчӗҫ. Такам васкасах кунталла утать.

— Темскер йӑтнӑ хӑй, — терӗ Вася.

Килекен ҫын ури айӗнче курӑк кӑшӑртатни тата хытхура ҫатӑртатни илтӗнчӗ, анчах та вут ҫути хыҫӗнче никама та курма май пулмарӗ-ха. Юлашкинчен, утнӑ ҫывӑхрах илтӗнчӗ, такам ӳсӗрсе илчӗ; мӗлтлетекен ҫутӑ айккинелле сирӗлнӗ пек пулчӗ те, куҫ умӗнчи тӗттӗм карт та ҫухалчӗ, лавҫӑсем вара хӑйсен умӗнче ҫын тӑнине курчӗҫ.

Вучӗ ҫавӑн пек мӗлтлетсе илчӗ-ши е пурин те чи малтан ҫыннӑн питне курас килнипе ҫапла пулчӗ-ши, анчах та тӗлӗнмелле ҫаврӑнса тухрӗ: пӑхакансем чи малтан унӑн питне мар, тумтирне мар, куллине асӑрхарӗҫ. Ҫын калама ҫук ыррӑн, ӑшшӑн, тин ҫеҫ вӑраннӑ ача пек ҫепӗҫҫӗн йӑлкӑшса кулчӗ, унашкал чун-чӗререн кулнине курсассӑн, темле ҫын чӗри те ирӗлмесӗр чӑтаймастех. Палламан ҫын, лайӑхрах сӑнаса пӑхсассӑн, пӗр вӑтӑр ҫулсенче пек туйӑнчӗ, ытти ҫынсенчен вӑл нимпех те уйрӑлса тӑмасть, илемсӗр. Пысӑк хохол вӑл, вӑрӑм сӑмсаллӑ, вӑрӑм алӑллӑ, вӑрӑм ураллӑ; пурте вӑрӑм пек туйӑнать ун, пӗр мӑйӗ кӑна питӗ кӗске, ҫавна пула вӑл пӗкӗрӗлчӗк кӗлеткеллӗ курӑнать. Вӑл тӗрленӗ ҫухаллӑ таса шур кӗпе, шурӑ шӑлавар тата ҫӗнӗ атӑ тӑхӑннӑ, ҫавӑнпа та, лавҫӑсемпе танлаштарсан, шукӑль пек туйӑнать. Аллинче ун малтан пӑхсан темле тӗлӗнмелле пек туйӑнакан пысӑк шур япала пур, хулпуҫҫийӗ хыҫӗнчен пӑшал кӗпҫи вӑрӑммӑн кӑнтарса тӑрать.

Тӗттӗмрен ҫутӑ кӑшӑлне тухнӑскер, вӑл тӑпах чарӑнчӗ те лавҫӑсем ҫине, «пӑхӑр-ха, мӗнле илемлӗ кулатӑп эпӗ!» тенӗ пек, пӗр ҫур минут чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Унтан, вут умнех тухса, тата та ҫуттӑн йӑлкӑшса:
— Апачӗ тутлӑ пултӑр, атьсем! — терӗ.

— Пирӗнпе пӗрле ларма ыйтатпӑр! — пуриншӗн те хуравларӗ Пантелей.

Палламан ҫын вут умне аллинчи япалине хучӗ те — ку вӑл хир кӑркки пулчӗ — ҫынсене тепӗр хут сывлӑх сунчӗ.

Пурте хир кӑркки патне пычӗҫ, ӑна пӑхкалама тытӑнчӗҫ.

— Чаплӑ кайӑк! Мӗнле тытрӑн эс ӑна? — ыйтрӗ Дымов.

— Шултра труппа. Вӗттипе персе ҫитерейместӗн, ҫывӑха ямасть… Туянӑр, атьсем! Эпӗ сире ӑна ҫирӗм пуспах паратӑп.

— Мӗн тӑвас унпа пирӗн? Ӑшаласан ҫиме пулать пуль-ха та, хуранта пӗҫернине ҫиейместӗн пуль, хытӑ…

— Эх, инкек! Эпӗ ӑна улпутсене кайса сутӑттӑм, ҫур тенкӗ панӑ пулӗччӗҫ вӗсем, инҫе — вунпилӗк ҫухрӑм.

Палламан ҫын ларчӗ те пӑшалне вӗҫертрӗ, ӑна хӑй ҫумне хучӗ. Унӑн сӑн-пичӗ ыйхӑллӑ, ӗшенчӗклӗ курӑнчӗ, вӑл, ҫутӑра куҫне хӗстеркелесе, ҫаплах йӑл-йӑл кулкаларӗ, ахӑртнех, темле питӗ лайӑх япала ҫинчен шухӑшларӗ пулмалла. Ӑна кашӑк пачӗҫ. Вӑл ҫиме пуҫларӗ.

— Эсӗ ху кам пулатӑн? — ыйтрӗ унран Дымов. Палламан ҫын илтмерӗ, вӑл хирӗҫ ним те чӗнмерӗ.

Дымов ҫине пӑхмарӗ те. Ахӑртнех, вӗҫсӗр кулкалакан ҫак ҫын пӑтӑ тутине те туймасть пулӗ, мӗншӗн тесен сӳрӗккӗн, пӑхмасӑр кӑна ҫиет, ҫӑварӗ патне е пушӑ кашӑк, е ытлашши тулли кашӑк иле-иле пырать. Ӳсӗр мар вӑл, анчах унӑн пуҫӗнче темле шухӑш ҫаврӑнать пек.

— Эп санран ыйтатӑп: кам эсӗ? — тепӗр хут ыйтрӗ Дымов.

— Эпӗ-и? — шартах сикрӗ палламан ҫын. — Константин Звонык, Ровный ялӗнчен. Кунтан пӗр тӑватӑ ҫухрӑм пулать.

Вара, малтанлӑха хӑй ытти мужиксем пек мар, вӗсенчен лайӑхраххине кӑтартас тесе, Константин васкавлӑн хушса хучӗ:

— Эпир утар тытатпӑр тата сысна ӗрчететпӗр.

— Аҫупа пӗрле пурӑнатӑн-и е пӗччен-и?

— Ҫук, пӗччен, уйрӑлса тухнӑ. Ҫак уйӑхра Питрав хыҫҫӑн авлантӑм. Авланнӑ ӗнтӗ халь. Вунсакӑр кун ҫитрӗ ак паян…

— Аван япала! — терӗ Пантелей. — Арӑм вӑл пырать… Турӑ ҫавӑн пек пилленӗ…

— Ҫамрӑк арӑмӗ килте ҫывӑрать, ку ҫеҫенхирте сулланса ҫӳрет, — кулса ячӗ Кирюха. — Путишле!

Константин, хӑйне чи ыратакан ҫӗртен чӗпӗтнӗ пек, ун кун хускалкаласа илчӗ, хӗрелсе кайрӗ, кулса ячӗ…

— Эй, турӑ, ҫук вӑл килте! — кашӑкне ҫӑварӗнчен кӑларса, ҫавӑнтах пурин ҫине те тӗлӗнсе те хавассӑн пӑха-паха илчӗ вӑл. — Ҫук! Амӑшӗ патне икӗ кунлӑха кайрӗ!

Туршӑн та, кайрӗ вӑл, эпӗ ак авланман пекех…

Константин аллине сулчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ; вал татах малалла шухӑшласшӑн пулчӗ, анчах пичӗ ҫинче ҫуталса тӑракан савӑнӑҫ ӑна малалла шухӑшлама чӑрмантарчӗ. Вӑл, мелсӗр ларнӑ пек, урӑхларах майлашӑнса ларчӗ, кулса ячӗ, вара каллех аллине сулчӗ. Ют ҫынсене хӑйӗн киленӗҫлӗ шухӑшӗсене каласа пама ӑна аванах та мар пек туйӑнчӗ-ха, анчах ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫне ҫын умне кӑларса хумасӑр та чӑтаймарӗ вӑл.

— Демидовӑна амӑшӗ патне ларса кайрӗ! — терӗ вӑл хӗрелсе, пӑшалне пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре илсе хучӗ. — Ыран таврӑнать… Кӑнтӑрлахи апат тӗлне таврӑнатӑп терӗ.

— Сана, мӗн, тунсӑхлӑ-и? — ыйтрӗ Дымов.

— Турӑҫӑм, паллах, тунсӑхлӑ. Авланни виҫ кун ҫитмен, тухса та кайнӑ… Э? Эх, турӑ, турӑ! Мӗн тери лайӑхскер, аванскер вӑл, епле хаваслӑ тата, пӑрӑҫ пек! Унпа чухне манӑн пуҫ хутӑр пек ҫаврӑнать, унсӑрӑн ак, тем ҫухатнӑ ҫынла, ҫеҫенхир тӑрах сулланса ҫӳретӗп. Кӑнтӑрлахи апатранах ҫӳретӗп, хӑть кӑравул кӑшкӑр.

Константин куҫне сӑтӑркаларӗ те вут ҫине пӑхрӗ, кулса ячӗ.

— Юратан апла пулсан… — терӗ Пантелей.

— Мӗн тери лайӑхскер, аванскер вӑл, — итлемесӗр тепӗр хут каларӗ Константин, — ӑслӑ, пултаруллӑ хуҫайккӑ пӗтӗм кӗпӗрнипе те унашкаллине урӑх шыраса тупаймӑн. Ларса кайрӗ… Хӑй те тунсӑхлать вӑл, пӗле-етӗп! Пӗлетӗп чакак хӑраххине! Ыран кӑнтӑрлахи апат тӗлне таврӑнатӑп терӗ… Малтан мӗнлерех пулса тухнӑччӗ?! — ҫинҫерех сасӑпа сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Константин, урӑхларах майлашӑнса ларчӗ. — Малтан вӑл мана качча тухасшӑн марччӗ, халӗ ӗнтӗ юратать, тунсӑхлать!

— Апатне ҫи-ха эсӗ! — терӗ Кирюха.

— Качча тухасшӑн марччӗ вӑл мана малтан! — итлемесӗр малалла калаҫрӗ Константин. — Виҫӗ ҫул чупрӑм. Эпӗ ӑна Калачикра ярмӑрккара куртӑм, чӑтма ҫук хытӑ юратса пӑрахрӑм, хӑть вилсе вырт… Эпӗ Ровныйра, вӑл Демидовӑра пурӑнатпӑр, хушшӑмӑрсем ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм, нимле чӑтма май ҫук. Яратӑп ҫураҫма, вӑл пур — тухмастӑп качча! Ах, чакакӑм-чакак! Апла та, капла та хӑтланса пӑхатӑп, хӑлха ҫаккисем, пӗремӗк, ҫур пӑт пыл леҫтеретӗп — ҫук, тухмастӑп качча. Вӑт пыр та калаҫ. Чӑн та ӗнтӗ, шутласа пӑхсассӑн, мӗнле мӑшӑр-ха эпӗ уншӑн? Вӑл ҫамрӑк, илемлӗ, пӑрӑҫ пек вӗри, эпӗ вара ватӑ, часах ӗнтӗ вӑтӑра ҫитетӗп, тата епле илемлӗ, сухалӑм ҫеҫ мӗне тӑрать — пӑта пек, пит-куҫӑм та тап-таса — йӑлт мӑкӑль-шакӑллӗ. Мӗнле танлашайӑп-ха эп унпа? Пурӑнасса ӗнтӗ пуян пурӑнатпӑр-ха, анчах вӗсем те, Вахраменкӑсем, лайӑх пурӑнаҫҫӗ. Виҫӗ пар ӗҫ вӑкӑрӗ усраҫҫӗ, икӗ тарҫӑ тытаҫҫӗ. Юратса пӑрахрӑм та ҫапла, атьсем, ухмахах тухрӑм… Ҫывраймастӑп, апат та ҫиейместӗп, пуҫра, тур ан хуштӑр ӗнтӗ, тем тӗрлӗ ухмахла шухӑш та ҫаврӑнать. Курас килет ӑна, анчах вӑл Демидовӑра… Мӗн тетӗр эсир? Турӑ хӑй пӗлет, суймастӑп, ун ҫине пӑхса илес тесе, эрнере виҫҫӗ унта ҫуран кая-кая килеттӗм. Ӗҫсем йӑлт манӑҫа тухрӗҫ. Чӑннипех ухмаха тухаттӑм, ун патӗнче ҫывӑхарах пурӑнас тесе, кӑшт ҫеҫ Демидовӑна тарҫа кайса кӗмерӗм. Йӑлт халтан кайса ҫитрӗм! Анне юмӑҫ карчӑк чӗнет, атте пӗр вунӑ хут та пуль хӗнеме тӑчӗ. Виҫӗ ҫул ҫапла асаплантӑм-асаплантӑм та шутларӑм: виҫ хут ылхан пурне те, каятӑп та хулана лавҫӑра ӗҫлеме пуҫлатӑп. Турӑ ҫавнашкал ҫырнӑ! Ҫапах та кайран Демидовӑна юлашки хут ун ҫине пӑхса илес ӗмӗтпе тухса утрӑм-утрӑмах…

Константин пуҫне каялла ывтӑнтарчӗ те, халь ҫеҫ кама та пулин питӗ чеен улталанӑ пек, калама ҫук хаваслӑн вӗтӗртеттерсе кулса ячӗ.

— Пӑхатӑп: вӑл ҫырма хӗрринче каччӑсемпе ҫӳрет, — малалла каларӗ вӑл. — Тарӑхсах кайрӑм эпӗ… Чӗнсе илтӗм те айккине пӗр сехет те пулӗ тӗрлӗ сӑмах кала-кала тултартӑм… Юратса пӑрахрӗ! Виҫӗ ҫул юратманччӗ, сӑмахшӑн юратрӗ!

— Мӗнле сӑмахсем каларӑн вара? — ыйтрӗ Дымов.

— Мӗнле сӑмахсем-и? Астумастӑп та ӗнтӗ… Епле астӑвайӑн-ха. Ун чухне, шыв валакпа юхнӑ пекех, шӑкӑр та шӑкӑр, шӑкӑр та шӑкӑр! Халь пӗр сӑмахне те калаймастӑп пуль?.. Ну, тухрӗ вара качча… Халь акӑ, чакак хӑраххи, амӑшӗ патне кайрӗ, эпӗ ҫеҫенхирте унсӑр сулланса ҫӳретӗп. Ларма пултараймастӑп килте, пултараймастӑп!

Константин хӑй айӗнчен урисене мелсӗррӗн кӑларчӗ те ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗ, пуҫне чышкисемпе тӗревлерӗ, унтан тӑчӗ те каллех ларчӗ. Пурте ӗнтӗ халь вӑл юратакан питӗ телейлӗ, тунсӑх таранччен телейлӗ этем пулнине ӑнланса илчӗҫ; вӑл мӗнле кулкалани, пӑхни, хускалкалани — пурте-пурте халтан яракан телей ҫинчен каларӗҫ. Вӑл хӑй валли вырӑн тупаймасӑр, мӗнле ларсан, мӗнле тӑрсан лайӑхраххине пӗлеймесӗр асапланчӗ, ырӑ шухӑшсем ытла нумай капланса килнинчен ывӑнас мар тесен мӗн тумаллине те пӗлеймерӗ. Ют ҫынсем умӗнче чунӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑларса хурсан, вӑл юлашкинчен лӑпланса ларчӗ те, ҫунакан вут ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ.

Телейлӗ ҫынна ҫапла курсан, кунта халь пурне те кичем пулса кайрӗ, вӗсен хӑйсен те телейлӗ пуласси килчӗ. Пурте шухӑша путрӗҫ. Дымов, тӑрса, вут тавра уткаласа ҫаврӑнчӗ, унӑн уттинчен, хул лапаткисем мӗнле хускалкаланинчен вӑл тунсӑхланине, пӑшӑрханнине сиссе илме май пулчӗ. Вӑл пӗр хушӑ Константин ҫине пӑхса тӑчӗ те каялла ларчӗ.

Вут паҫӑрхи пек ҫунмасть ӗнтӗ. Унӑн ҫути халь мӗлтлетмест, хӗрлӗ лаптӑк пӗчӗкленнӗҫем пӗчӗкленсе, тӗксӗмленсе пырать. Вут ҫути мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чакать, уйӑх ҫутиллӗ каҫ ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах курӑнать. Халь ӗнтӗ ҫулӑн мӗнпур сарлакӑшне, ҫӑм лавӗсене, туртасене, апат чӑмлакан лашасене пӗтӗмпех курма май пур; леш енче тепӗр хӗрес мӗлки уҫӑмсӑррӑн палӑрать…

Дымов питҫӑмартине аллипе тӗревлерӗ те темле хурлӑхлӑ юрӑ юрласа ячӗ. Константин ыйхӑллӑн кулчӗ, вара унпа пӗрле ҫинҫе сасӑпа юрлама пуҫларӗ. Пӗр ҫур минут пек юрласан, вӗсем шӑпланчӗҫ… Емельян чӗтресе илнӗ пек пулчӗ, чавсисене сарчӗ, пӳрнисене хускаткаларӗ.

— Атьсем, — терӗ вӑл йӑлӑннӑ пек. — Атьӑр-ха мӗнле те пулин чиркӳ юрри юрлар!

Унӑн куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатрӗ.

— Атьсем! — аллине чӗри патне тытса тепӗр хут каларӗ вӑл. — Атьӑр-ха мӗнле те пулин турӑ юрри юрлар!

— Эпӗ пӗлместӗп ҫав, — терӗ Константин.

Никам та юрласшӑн пулмарӗ, вара Емельян хӑй юрласа ячӗ. Вӑл икӗ аллине те суллакаласа, пуҫне чалӑштара-чалӑштара илсе ҫӑварне уҫрӗ, анчах унӑн пырӗнчен хӑйӑлтатакан сывлӑш ҫеҫ тухрӗ. Вӑл аллисемпе, пуҫӗпе, куҫӗсемпе, куҫ айӗнчи мӑкӑлӗпе юрларӗ, чунне ыраттарса та мӗнпур вӑйне хурса юрларӗ, анчах, пӗр нота та пулин кӑларасчӗ тесе, кӑкӑрне мӗн чухлӗ вӑйлӑрах карӑнтарчӗ, сывлӑшӗ унӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах пӳлӗнсе пычӗ…

Егорушкӑна та ыттисем пекех кичем пула пуҫларӗ. Вӑл хӑйӗн лавӗ патне кайрӗ те ҫӑм миххи ҫине хӑпарса выртрӗ. Пӗлӗтелле пӑхнӑ май вӑл телейлӗ Константинпа ун арӑмӗ ҫинчен шухӑшларӗ. Мӗншӗн мӑшӑрланаҫҫӗ-ха ҫынсем? Мӗн тума кирлӗ ҫут тӗнчере хӗрарӑмсем? Егорушка пуҫне ҫавнашкал ӑнланмалла мар шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, вӑл вара арҫыншӑн ҫумра ачаш та илемлӗ, хаваслӑ хӗрарӑм пурӑнни ҫапах та аванах пулӗ ҫав тесе шухӑшларӗ. Унӑн куҫӗ умне темшӗн Драницкая графиня тухса тӑчӗ — ҫавнашкал хӗрарӑмпа пурӑнма, ахӑртнех, питӗ ырӑ пуль: намӑс мар пулсан, Егорушка ӑна хаваспах качча илнӗ пулӗччӗ. Вӑл унӑн куҫ харшийӗсене, кӳмине, юланутлӑ сехетне аса илчӗ… Лӑпкӑ та ӑшӑ каҫ анса ларчӗ ун ҫине, ҫавна май хӑлхаран тем пӑшӑлтатрӗ, Егорушкӑна ку хӑй ҫине ҫав илемлӗ хӗрарӑм ӳпӗннӗн, кулса пӑхса чуптума тӑнӑн туйӑнчӗ…

Ҫунакан вутран пӗчӗкленсех-пӗчӗкленсех пыракан икӗ хӗрлӗ куҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ. Лавҫӑсемпе Константин ҫаплах-ха ун йӗри-тавра хускалмасӑр, тӗттӗм мӗлке пек курӑнса ларчӗҫ, вӗсем халь темшӗн паҫӑрхинчен нумайраххӑн пек туйӑнчӗҫ. Икӗ хӗресӗ те пӗрешкелех курӑнаҫҫӗ, инҫетре-инҫетре, таҫта аслӑ ҫул ҫинче, хӗрлӗ вут ҫунать — унта та, ахӑртнех, такам пӑтӑ пӗҫерет пуль ӗнтӗ.

«Пирӗн Раҫҫей-аннемӗр — пӗтӗм тӗнче пуҫӗ!» — килӗшӳсӗр сасӑпа юрласа ячӗ те Кирюха чыхӑнса кайрӗ, шӑпланчӗ. Унӑн сасси ҫеҫенхире ахрӑм пулса саланчӗ, ҫавна ман йывӑр кустӑрмасем аяккалла темле ухмахла япалана кустарса кайнӑн туйӑнчӗ.

— Тапранма вӑхӑт ҫитрӗ! — терӗ Пантелей. — Тӑрӑр, атьсем!

Лашасене кӳлнӗ май Константин лавсем тавра ҫӳрерӗ, ҫаплах хӑйӗн арӑмне каҫса кайса мухтарӗ.

— Чипер кайӑр, атьсем! — терӗ вӑл, лавсем хускалсан. — Ҫӑкӑр-тӑваршӑн тавах сире! Эп каллех лери вут патне каятӑп. Чӑтаймастӑп пӗччен!

Вара вӑл часах тӗттӗмре ҫухалчӗ, хайӗн телейӗ ҫинчен ют ҫынсене каласа пама татах ҫунакан вут еннелле утрӗ.

Тепӗр кун ирхине Егорушка ирпе ирех хӗвел тухиччен вӑранчӗ. Лавӗсем чарӑнса тӑнӑ. Чи малти лав патӗнче шурӑ картузпа тӗссӗр йӳнӗ костюм тӑхӑннӑ ҫын, казак лаши утланнӑскер, Дымовпа тата Кирюхӑпа тем ҫинчен калаҫать. Малта, лавсенчен пӗр-икӗ ҫухрӑмра, ҫуллӗ мар вӑрӑм ампарсемпе черепица витнӗ пӗчӗк ҫуртсем курӑнаҫҫӗ; ҫурчӗсем ҫумӗнче хуралтӑсем те, йывӑҫсем те ҫук.

— Мучи, мӗнле ял вӑл? — ыйтрӗ Егорушка.

— Ку вӑл, маттурскерӗм, армянсен хуторӗ. — Терӗ Пантелей — Кунта армяшкӑсем пурӑнаҫҫӗ. Халӑхӗ вӑл пырать… армяшкӑсем ӗнтӗ.

Тӗссӗр тумтир тӑхӑннӑ ҫын Дымовпа тата Кирюхӑпа калаҫса пӗтерчӗ те лашин чӗлпӗрне туртса лартрӗ, хутор енне пӑхрӗ.

— Эккей тата! — Пантелей те ҫав еннеллех пӑхса ассӑн сывларӗ те ирхи сулхӑнра ҫӳҫенсе илчӗ. — Хутора вӑл, темле хут илме, ҫын ячӗ, лешӗ килмест те килмест… Степкӑна ямаллаччӗ!

— Мучи, кам вара вӑл? — ыйтрӗ Егорушка.

— Варламов.

Турӑҫӑм! Егорушка хӑвӑрт чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑчӗ те шурӑ картуз еннелле пӑхрӗ. Ыр ҫын тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫакӑн пек вӑхӑтра хитре мар лаша ҫинче ларса мужиксемпе калаҫакан пысӑк атӑллӑ та лутра тӗссӗр ҫынна унӑн ниепле те Драницкая графиньӑран та пуянрах, вӗҫсӗр «ҫаврӑнса» ҫӳрекен тата пурте шыракан, тытма май ҫук вӑрттӑн Варламов тесе калас килмерӗ.

— Пырать, аван ҫын… — ҫаплах хуторсем енне пӑхса калаҫрӗ Пантелей. — Турӑ сывлӑх патӑр, лайӑх хуҫа… Варламов ӗнтӗ, Семен Александрыч… Ун пек ҫынсем ҫинче, тӑванӑм, ҫӗр чӑмӑрӗ тытӑнса тӑрать. Ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Автан авӑтман-ха, вӑл ура ҫинче… Тепри пулсан, ыйха туртӗччӗ е килте хӑнасемпе такӑлтатса ларӗччӗ, ку вара кунӗ-кунӗпе ҫеҫенхирте… Ҫаврӑнса ҫӳрет.. Ӗҫе алран вӗҫертмӗ вӑл… Ҫу-ук! Ку пултарать…

Варламов куҫне хутор ҫинчен илмесӗр тем калаҫать; лаши канӑҫсӑррӑн пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускалать.

— Семен Александрыч, — шӗлепкине хывса кӑшкӑрчӗ Пантелей. — Степкӑна яма ирӗк парӑр-ха! Емельян Степкӑна яма кӑшкӑр-ха унта!

Хутортан ҫав вӑхӑтра юланутлӑ ҫын тухни курӑнчӗ. Айккинелле чалӑшса, хӑвӑрт пынипе ҫынсене тӗлӗнтересшӗн пулнӑ пек, пуҫ тӑрринче саламатне ҫавӑрттарса лавсем еннелле вӑл кайӑк вӗҫтерсе килме тытӑнчӗ.

Ку вӑл, ахӑртнех, объездчик пуль, — терӗ Пантелей. — Унӑн ҫавӑн пек объездчиксем пӗр ҫӗр ҫын та, тен, ытларах та пулӗ.

Малти лав патне ҫитсен, лашине юланутлӑ ҫын хӑвӑрт чарчӗ те, шӗлепкине хывса, Варламова темле пӗчӗк кӗнеке пачӗ. Варламов кӗнекерен темиҫе хут татки кӑларса вуларӗ, кӑшкӑрса ячӗ:

— Иванчук ҫырнӑ хут ӑҫта?

Юланутлӑ ҫын пӗчӗк кӗнекине каялла илчӗ, хучӗсене пӑхса тухрӗ, вара чӗнмесӗр хулпуҫҫине ҫӗклерӗ; вӑл тем ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, ахӑртнех, тӳрре тухасшӑн пулчӗ пулӗ, тен, тата хутора тепӗр хут кайса килме ирӗк ыйтрӗ-тӗр. Варламов йывӑрланса ларнӑ пек, ун айӗнчи лаша апла-капла хускалкалама тытӑнчӗ. Варламовӗ те хускалкаласа илчӗ.

— Тасал кунтан! — ҫиллессӗн кӑшкӑрчӗ те вӑл юланутла ҫын енне саламачӗпе сулчӗ.

Унтан вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те, пӗчӗк кӗнекинчи хучӗсене пӑхса, лашине лавсен ҫумӗпе уттарса кайрӗ. Вӑл хыҫалти лав патне ҫитсен, Егорушка, ӑна лайӑхрах курасчӗ тесе, тимлӗреххӗн пӑхма тытӑнчӗ. Варламов ватӑ иккен. Унӑн пысӑк мар кӑвак сухаллӑ ахаль вырӑс ҫыннин пит-куҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗскер, сывлӑмпа йӗпеннӗ, ун ҫинче кӑвак юн тымарӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ; Иван Иваныч пичӗ пекех, ӗҫлӗ те типӗ пит-куҫ вӑл, унра ӗҫшӗн вилесле ҫунни курӑнса тӑрать. Анчах Иван Иванычпа ун хушшинче мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх палӑрать! Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн. Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет.

Егорушка патӗнчен иртнӗ чухне вӑл ун ҫине пӑхмарӗ; лаши ҫеҫ хӑйӗн ухмахла пысӑк куҫӗсемпе пӑхрӗ, ӑна та пулин ахальтен тенӗ пек ҫеҫ турӗ. Пантелей Варламова пуҫ тайрӗ; лешӗ ҫавна асӑрхарӗ те, куҫне хут ҫинчен илмесӗрех селӗппӗн, «р» сасса калаймасӑр:
— Пурнӑҫсем мӗнлерех, старик! — тесе хучӗ.
Хутора янӑ ҫынпа Варламов мӗнле калаҫни тата саламатне вӑл епле сулса яни пӗтӗм лавҫӑ кӑмӑл-туйӑмне йывӑррӑн пусӑрӑнтарса лартрӗ. Никам та чӗнмерӗ, кулкаламарӗ. Хутора кайса килнӗ юланутлӑ ҫын та, малти лав патӗнче ҫара пуҫӑн тӑраканскер, чӗлпӗрне лӑнчӑ янӑ та пач шарламасть, ахӑртнех, хӑйшӗн кун ҫапла ӑнӑҫсӑр пуҫланнине унӑн ниепле те ӗненес килмест пулӗ.

— Кӑра старик… — мӑкӑртатрӗ Пантелей. — Инкек, мӗн тери кӑра! Хӑй пырать, аван ҫын… Ахалех кӳрентермест… Пырать…

Хучӗсене пӑхса пӗтерсен, пӗчӗк кӗнекине Варламов кӗсйине чикрӗ; лаши, унӑн шухӑшӗсене ӑнланнӑ пек, хушичченех шарт сикрӗ те аслӑ ҫулпа вӗҫтерчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней