Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 8

Раздел: Мӗн тумалла? –> XVI

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.12.01 01:40

Предложений: 88; Слово: 1136

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

— О, юратӑвӑм, халь эп сан пӗтӗм ирӗклӗхне чухлатӑп ӗнтӗ; вӑл пуласса пӗлетӗп эпӗ; анчах мӗнле пулӗ-ши вӑл? Ҫынсем мӗнле пурӑнӗҫ-ши ун чухне?

— Эпӗ хам пӗччен каласа параймастӑп сана ун ҫинчен, ҫакна тума мана сана маларах курӑннӑ аппан пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӑл манӑн хуҫам та, тарҫӑм та. Вӑл мана мӗн тӑвать, эпӗ ҫавӑ ҫеҫ пулма пултаратӑп; анчах вӑл маншӑн ӗҫлет. — Аппам, кил-ха пулӑшма.

Хӑй йӑмӑкӗсен аппӑшӗ, хӑйне качча илес текенсен пулас арӑмӗ тухса тӑрать.

— Сывӑ-и, йӑмӑкӑм? — тет вӑл хӗрарӑм-патшана, — кунта эсӗ те пур-и? — тет вӑл Вера Павловнӑна. — Эпӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ йӑмӑкӑм пурин патши те пулса тӑрсан ҫынсем мӗнле пурӑнассине курас тетӗн-и эсӗ? Кур эппин.

Ҫурт, ҫав тери, калама ҫук пысӑк ҫурт, ун пек ҫуртсем халӗ чи пысӑк столицӑсенче те сайра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ — ҫук, халӗ ун пеккисем пӗрре те ҫук-ха! Вӑл уй-хирсемпе улӑх-ҫарансем хушшинче, садсемпе ращасем хушшинче ларать. Уй-хир — пирӗн тырпул вӑл, анчах хальхи пек мар вӑл, ҫара, питӗ ҫӑра, тухӑҫӗ те унӑн пысӑк, питӗ пысӑк. Нивушлӗ тулӑ-ши вара ку? Кам курнӑ вара ҫакӑн пек пучахсем? Кам курнӑ ҫакӑн пек пӗрчӗсем? Кун пек пӗрчӗллӗ пучахсене оранжерейӑра ҫеҫ ҫитӗнтерме пулать халь. Хирсем, кусем пирӗн хирсем; анчах кун пек чечексем халӗ ятарласа чечек лартса тӑвакан ҫӗрсенче ҫеҫ ӳсеҫҫӗ. Садсем, лимонпа апельсин йывӑҫӗсем, персикпа абрикоссем, — мӗнле ӳсеҫҫӗ-ха вӗсем уҫӑ ҫӗртех, тултах? О, кусем — вӗсем тавра лартса тухнӑ колоннӑсем иккен; вӗсем ҫуллана валли уҫӑлаҫҫӗ. Ращасем — пирӗн ращасем: юман та ҫӑка, вӗрене те хурама, — ҫапла, ращасем хальхи ращасем пекех; вӗсене лайӑх пӑхса ӳстереҫҫӗ, унта пӗр чирлӗ йывӑҫ та ҫук, анчах ращасем ҫавсемех — пӗр ҫавсем кӑна улшӑнмасӑр юлнӑ. Анчах ку ҫурт вара — мӗн-ха ку, мӗнле архитектура? Халӗ ун пекки ҫук ӗнтӗ; ун майне килекен япала кӑна пур, — Сайденгам сӑрчӗ ҫинче ларакан кермен вӑл; чугун та кӗленче, чугун та кӗленче — ҫавӑ ҫеҫ. Ҫук, вӑл ҫеҫ мар: вӗсем ҫуртӑн хупӑлчи, унӑн тул енчи стенисем кӑна; лере вара, — шалта, — чӑн-чӑн ҫурт, калама ҫук пысӑк ҫурт: ҫиелтен ӑна ҫак чугунпа хрустальтен тунӑ ҫурт хупӑлча пек витсе тӑрать, вал ҫак ҫуртӑн кашни хутӗнчех йӗри-тавра анлӑ галерейӑсем туса ҫаврӑнать. Шалти ҫурчӗн архитектури мӗнле ҫӑмӑл, чӳрече эрешшисем мӗнле ансӑр, — чӳречисем вара ҫав тери пысӑк, анлӑ, ҫӳллӗ — аялти хутӗнчен пуҫласа ҫӳлти хучӗсене ҫитиех. Унӑн чул стенисем ретӗн ларса тухнӑ пилястрӑсем пек, вӗсем галерея ҫине тухакан чӳречесен рамисем пулнӑн туйӑнаҫҫӗ. Анчах урайсемпе маччасем мӗнле кунта? Алӑкӗсемпе чӳрече рамисене мӗнрен тунӑ? Мӗн ку? Кӗмӗл-и? Платина-и? Сӗтел-пукан таврашӗ те кунта ҫаплах, — йывӑррӑн тунӑ сӗтел-пукан таврашӗ кунта каприз ҫеҫ, вӗсене тӗрлӗ япала пултӑр тесе ҫеҫ лартнӑ, анчах ытти сӗтел-пукан таврашне, маччасене, урайсене мӗнрен тунӑ-ши? «Ҫак креслӑна вырӑнӗнчен куҫарса пӑх-ха», — тет аслӑ хӗрарӑм-патша. Металран тунӑ ҫав кресло мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ креслӑран та ҫӑмӑлрах иккен. Анчах мӗнле металл-ши вӑл? Ах, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, Саша кӑтартнӑччӗ мана ҫакӑн пек хӑма татӑкне, вӑл кӗленче пекех ҫӑмӑлччӗ, халӗ ун пек металран тунӑ хӑлха алкисем, брошкӑсем пур; ҫапла, Саша каланӑччӗ ҫав мана, йывӑҫ вырӑнне, тен, чул вырӑнне те, кӗҫ-вӗҫех алюминипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ тесе. Анчах мӗн тери пуянлӑх кунта! Пур ҫӗрте те алюмини те алюмини, кашни чӳрече хушшине вара пысӑк куҫкӗскисем лартнӑ. Урайӗнче мӗнле кавирсем тата! Ак ҫак пӳлӗмре урайӑн ҫуррине нимпе те витмен, кунта ӑна алюминирен туни курӑнать. «Куратӑн-и, кунта вӑл матовӑй, ӑна шуҫлак ан пултӑр тесе ҫапла тунӑ, — кунта ачасем выляҫҫӗ, вӗсемпе пӗрлех ҫитӗннӗ ҫынсем те; ав ҫавӑнти зал урайне те кавир сарман акӑ, — унта ташлаҫҫӗ». Пур ҫӗрте те вара кӑнтӑрта ӳсекен йывӑҫсемпе чечексем; пӗтӗм ҫурт ҫав тери пысӑк хӗллехи сад пулса тӑрать.

Анчах кам пурӑнать-ха ҫак пур керменсенчен те чипертерех ҫуртра? «Кунта нумайӑн, питӗ нумайӑн пурӑнаҫҫӗ; атя, вӗсене куратпӑр эпир». Вӗсем галерейӑн ҫӳлти хутӗнчен тухса тӑракан балкон ҫине каяҫҫӗ. Мӗнле асӑрхаман-ха паҫӑр ҫакна Вера Павловна? Ҫак хирсене ҫынсен ушкӑнӗсем сапаланнӑ; арҫынсемпе хӗрарӑмсем, стариксем, ҫамрӑксем тата ачасем пурте пӗрле. Анчах ҫамрӑксем ытларах; стариксем сахал, карчӑксем пушшех те сахалрах, ачасем стариксенчен нумайрах, анчах ҫапах та ытлашши нумаях мар. Ачасенчен ҫурри ытла килӗсене хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме юлнӑ: вӗсем хуҫалӑхра пур ӗҫе те тӑваҫҫӗ, ҫакна вӗсем питӗ юратаҫҫӗ; вӗсемпе пӗрле унта тата темиҫе карчӑк. Стариксемпе карчӑксем сахал, мӗншӗн тесен, пурнӑҫ сывлӑхлӑ та лӑпкӑ пулнӑ пирки, ҫынсем кунта час ватӑлмаҫҫӗ; вӑл пурнӑҫ этеме упрать. Хирте ӗҫлекен ушкӑнсем пурте тенӗ пекех юрлаҫҫӗ, анчах мӗн ӗҫлеҫҫӗ-ха вӗсем? Ах, тырӑ вырса пуҫтараҫҫӗ иккен. Мӗн тери хӑвӑрт тӑваҫҫӗ вӗсем ӗҫне! Мӗншӗн хӑвӑрт ан ӗҫлеччӗр-ха вӗсем, мӗншӗн ан юрлаччӑр? Вӗсемшӗн пурне те тенӗ пек машинӑсем тӑваҫҫӗ, — выраҫҫӗ те; кӗлтисене те ҫыхаҫҫӗ, ҫыхнӑ кӗлтисене те тиесе каяҫҫӗ, — ҫынсем уткаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ тейӗн, вӗсем машинӑсене ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ. Тата мӗнле ансат тунӑ вӗсем хӑйсемшӗн; кунӗ шӑрӑх тӑрать, анчах ку, паллах, вӗсемшӗн ним те мар; хӑйсем ӗҫлекен тӗле вӗсем ҫав тери пысӑк шӑналӑк карса хунӑ; ӗҫ куҫса пынӑ май, шӑналӑкӗ те куҫса пырать, — вӑт мӗнле сулхӑн тунӑ вӗсем хӑйсем валли! Мӗншӗн ҫапла савӑнса ӗҫлес мар-ха вӗсен, мӗншӗн юрлас мар! Капла эпӗ те вырма пултараттӑм! Ялан юрӑ, юрӑ, — илтмен ҫӗнӗ юрӑсем; ак пирӗнне те аса илчӗҫ; эп ӑна пӗлетӗп:

Пурнӑҫ пансенни пек пулӗ;
Ку ҫынсем — туссем вӗсем.

Мӗн ыйтан — пурне те тупӑп
Сан валли вӗсемпелен…

Акӑ ӗҫ пӗтрӗ; пурте леш ҫурт патнелле утаҫҫӗ. «Каллех зала кӗрер-ха, вӗсем мӗнле апатланнине курар», — тет хӗрарӑм-патшасенчен асли. Вӗсем пысӑк залсенчен чи пысӑккине кӗреҫҫӗ. Унӑн ҫуррине сӗтелсем лартса тултарнӑ, нумай-нумай сӗтел! — вӗсем ҫине ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ те лартнӑ. Миҫен апатланаҫҫӗ-ши вара кунта? Пӗр пин ҫын е ытларах та: «Кунта пурте мар-ха; уйрӑм ҫиес текенсем хӑйсем патӗнче апатланаҫҫӗ», ҫакна пурне те хире тухман карчӑксемпе стариксем, ачасем хатӗрлесе хунӑ; «апат пӗҫересси, хуҫалӑхпа аппаланасси, пӳлемсене тирпейлесси — ытти алӑсемшӗн питӗ ҫӑмӑл ӗҫ вӑл, — тет хӗрарӑм-патшан аслӑ аппӑшӗ, — ӑна ытти ӗҫе халлӗхе тума пултарайманнисем е тӑвайми пулнисем тумалла». Сервировки питӗ чаплӑ. Пӗтӗмпех алюмини те хрусталь; сарлака сӗтелсен варрине чечек вазисем лартса тухнӑ, блюдӑсем те ӗнтӗ сӗтел ҫинче, ӗҫлекенсем кӗчӗҫ, пурте апатланма лараҫҫӗ, вӗсем те, апатне пӗҫерекенсем те лараҫҫӗ. «Апатне кам илсе килсе парать вара?»  — «Хӑҫан, апат вӑхӑтӗнче-и? Мӗншӗн? Пурӗ те пилӗк-ултӑ блюда ҫеҫ вӗт: сивӗтме юраман блюдисене сивӗнмелле мар вырӑна лартнӑ; куратӑн-и авӑ, вӗри шыв тултарнӑ лакӑм пеккисенче лараҫҫӗ вӗсем, — тет хӗрарӑм-патшан аслӑ аппӑшӗ. — Эсӗ лайӑх пурӑнатӑн, эсӗ лайӑх ӗҫме-ҫиме юрататӑн, анчах санӑн ҫакӑн пек апат час-час пулать-и?»  — «Ҫулталӑка темиҫе хутчен». — «Вӗсен вара ку кашни кунах пулать. Кам тата лайӑхрах ҫиес тет, ҫавӑ хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек апат ҫиме пултарать, анчах ӑна уйрӑм шутласа пыраҫҫӗ, кам ыттисем ҫиекен апатах ҫиет, унпа вара нимле уйрӑм расчет та ҫук. Йӑлт ҫапла ҫынсем; ушкӑн вӑйӗпе мӗн илме пултараҫҫӗ, уншӑн нимле расчет та ҫук; кашни уйрӑм япалашӑн е ыттисенчен ытлашши тунишӗн — расчет».

«Нивушлӗ ку эпир вара? Нивушлӗ ку пирӗн ҫӗр? Эпӗ хамӑр юрра илтрӗм, вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ». — «Ҫапла, эсӗ инҫетре те мар тӑсӑлса выртакан юханшыва куратӑн. — Ока вӑл; ҫав ҫыннисем вӗсем — эпир, эпир санпа вырӑссем вӗт-ха!»  — «Ҫаксене вара пурне те эсӗ турӑн-и?»  — «Ҫаксене ман валли тунӑ; эпӗ вӗсене тума хавхалантарса ҫеҫ тӑнӑ, эпӗ вӗсене лайӑхлатса пыма хавхалантарса тӑратӑп, анчах тӑвасса вӑл, манӑн аслӑ аппам тӑвать, вӑл тарҫӑ, эпӗ вара киленсе ҫеҫ пурӑнатӑп». — «Пурте ҫапла пурӑнӗҫ-и?»  — «Пурте, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — пуриншӗн те ӗмӗр-ӗмӗрех ҫулла тата ҫуркунне тӑрӗ, савӑнӑҫ пулӗ. Анчах эпир сана ман кунӑн, ӗҫӗн ҫуррине ҫеҫ, ҫав ҫур кун мӗнле вӗҫленнине тата мӗнле пуҫланнине ҫеҫ кӑтартрӑмӑр; — эпир вӗсем ҫине каҫхине, тата икӗ уйӑхран пӑхӑпӑр-ха».

Сайт:

 

Статистика

...подробней