Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мужиксем хиртен таврӑнаҫҫӗ, ҫависене хулпуҫҫисем ҫине хунӑ; унта утӑ тиене лав хӑпарать, урапи те, лаши те курӑнмасть; ҫӳлте, купа ҫийӗнче, мужикӗн ҫеҫкеллӗ ҫӗлӗкӗ тата ача пуҫӗ курӑнать; лерен ҫара ураллӑ хӗрарӑмсем килеҫҫӗ, вӗсем ҫурласем тытнӑ, хыттӑн кӑшкӑрашса калаҫаҫҫӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ялта шӑп, пурне те ыйхӑ пуснӑ; сас-чӗвӗсӗр ларакан пӳртсене яриех уҫса пӑрахнӑ; пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть; пӑчӑ сывлӑшра шӑнасем ҫеҫ кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта уҫӑ та типӗ, лимонпа лавр шӑршиллӗ сывлӑш мар, хырпа ҫӗмӗрт тата эрӗм шӑршиллӗ сывлӑш тӑрать; унта кунсем уяр, хӗвел хӗртет, анчах ҫунтармасть, виҫӗ уйӑх тенӗ пек тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмасть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫиелтен пӑхсан, вӑл хӑй улпутне чуралла юрама тӑрӑшни пачах курӑнмасть, улпутпа калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне хытӑ кӑмӑллӑ, именӳсӗр тыткалать, вӑк-тӗвекшӗнех ҫиленет, малтан каланӑ пек, хапха умӗнче тусӗсемпе пухӑнса тӑрсан, улпута хурласа калаҫать; анчах вӑл Илья Ильича хӑйне мар пулсан та, 0бломовӑн ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан, хӑйшӗн хаклӑ япаласене пурне те тӑванла ҫывӑх туйӑмпа парӑннине пачах хур тумасть, вӑхӑтлӑха ҫеҫ тиркет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗн те курӑнмасть, ҫитменнине тата пӗр чӳречине уҫман та.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сӗтел еннелле пуҫне пӑрчӗ, унта пуш-пушӑ, чернил та типсе ларнӑ, перо та курӑнмасть, вӑл вара хӑй, тин ҫуралнӑ ача пек, ним пӑшӑрханмасӑр выртнишӗн хӗпӗртерӗ: вӑл шухӑшне те сапаласа пӗтермест, нимӗн те ҫухатмасть…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче лӑпкӑ та ачаш тинӗс сарӑлса выртать, унта пӗр карап та курӑнмасть, пуш-пушӑ вӑл.Тихое и ласковое, но, как всегда, пустынное, лежало перед ним море.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Нимӗн те курӑнмасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Мӗн ӗҫлесе ҫӳрет унта вӑл — ҫӳллӗ креслӑсен хыҫӗнчен нимӗн те курӑнмасть.За высокими спинками мягких красных кресел трудно было разглядеть, чем она там занимается.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Скверта юри тенӗ пекех пӗр ҫын та курӑнмасть тата.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Залра шӑв-шавлӑ хускану ҫӗкленчӗ, хам сӑмаха пӗтерме кӑна ӗлкӗртӗм — малти ретрисенчен нумайӑшӗ ура ҫине тӑчӗҫ, хыҫалти ретрисем вӗсене лартасшӑн пулса кӑшкӑра пуҫларӗҫ, унсӑр курӑнмасть, вӑл вара патаклӑ аллине ҫӗклерӗ те:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӳкерсе илни, паллах, ҫул иртнӗҫемӗн ҫухалса пырать, пасарать вӑл, ахальтен мар-тӑр, ӗлӗк чух пленка футлярӗсем ҫинче пленкӑна фабрикӑран хӑҫан кӑларнӑ: вӑхӑта кӑтартатчӗҫ, ҫав кӑтартнӑ вӑхӑт иртнӗ пулсан, сӑнӳкерчӗкӗ курӑнмасть пулсан та фабрика хӑй ҫине айӑпа йышӑнмасть.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамра пӗр ҫын та курӑнмасть.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Куликово уйӗн пысӑк та тискер вырӑнӗнче нимӗн те курӑнмасть.На всем громадном и диком пространстве Куликова поля не было видно ни зги.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Икӗ утӑмран нимӗн те курӑнмасть: Хӑрушӑ, суккӑр каҫ ҫывхарать — унтан ҫӗрле пулать.В двух шагах ничего не было видно: наступал страшный слепой вечер, потом — ночь.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл курӑнмасть те, илтӗнмест те.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав темӗн пысӑкӑш кичем ҫуртра пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть.И во всем этом громадном, странном пространстве не было заметно ни одной живой души.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ниҫталла пӑхсан та, пӗр арман та курӑнмасть: ҫил арманӗсем те, шыв арманӗсем те ҫук.Решительно нигде не было никаких мельниц: ни ветряных, ни водяных.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949