Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ вӗрни малтан ҫывхарсах килетчӗ, унтан сахалтарах та инҫетререх илтӗнчӗ, каярахпа илтӗнми те пулчӗ…Лай сначала приближался, потом становился все глуше и наконец умолк…
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл хут татӑкне лӳчӗркесе тӑкрӗ, ӑна вуламасӑрах пӑрахасшӑн пулчӗ те каярахпа ҫакна ыттисем курасса асне илчӗ, ҫырӑва кӗсйине чиксе хучӗ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӗтрӗмӗр эпир, шӑллӑм, пӗтрӗҫ иккен пуҫӑмӑрсем! — тесе пӑшӑлтатрӗҫ вара каярахпа чи хӗрӳллӗ пӑлхавҫӑсемех.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хушӑран хушӑра илтӗнекен чан сассине Кандов тарӑхса итлекелесе тӑчӗ, ҫав йӑлӑхтармӑш сасӑ ӑна аптратсах ҫитерчӗ те, каярахпа вӑл тӳссе те тӑраймарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтанласа Рада ҫавӑнтан тӗлӗннӗ те вӑтаннӑ кӑна; каярахпа хӑйне ӑшшӑн пӑхнине сисмене хывнӑ, — кам пӗлет тата, студент ӑна ҫапла пӑхни, тен, кӑмӑлне те кайнӑ пуль; пыра киле хайхискер каччӑ хӗрсех йӗрлени хӗрӗн чунне хӑратса та пӑрахрӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каярахпа, мункун вӑхӑтӗнче, кофейньӑра чухне-ха, и-и, эпир ирӗклӗхе тухиччен нумай хура-шурне курса ирттермелле пулать те, кайран та тата темӗн пулас пур, тесе каланӑ хушӑра Марко та чӗнмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, Михалаки Алафрангов енне пӑхса, вӑл пит те ӑнланмалла ҫапла каласа хучӗ:
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтанласа вӑл ҫав юхӑм мӗне пӗлтерме пултарӗ-ха тесе шухӑша кайса кӑна тӑратчӗ-ха, пыра киле тӗлӗнме те тытӑнчӗ, каярахпа вара хӑйӗнне те чунне ярса илчӗ:Это брожение заинтересовало, удивило его и наконец задело за живое.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Каярахпа.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Каярахпа.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗвви вӗсен малтанласа ачашшӑн та салхуллӑн пуҫланчӗ, каярахпа вӑй илсе, ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленсе пычӗ; вӑйӑҫисен куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗҫ, сӑнарӗсем хавхаланнӑн курӑнчӗҫ.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах каярахпа эсир, пуҫ ҫаврӑнса каяс пек, йӑлт кутӑнла каласа хутӑр та, темле шалт йӗркесӗр пулса тӑчӗ…Но вы сейчас совершили головокружительный прыжок и впали в безумную крайность…
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юрӑ ӑсти пирки юриех асӑнтарчӗ, каярахпа пӗтӗмпе ун ҫине йӑвантарма пулать.О певчем он упомянул умышленно, чтобы потом все свалить на него.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Виҫҫӗмӗш тата… виҫҫӗмӗшӗнчен, тепӗр тесен, мӗн пулнине каярахпа та пӗлӗпӗр.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Усал Голос рольне каярахпа ухмаха тухаканскерӗнне, Фратю господин вылять — ӑш вӑркатма вӑл ыттисенчен ытларах пултарать, халӑха тӗлӗнтерсех тӗлӗнтересшӗн тӑрӑшса, вӑл уйӑх ытла ӗнтӗ ҫӳҫне те кастармасть.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Галерейӑра курнӑ каҫхине вӑл Огняновран хӑраса ӳкнӗччӗ, каярахпа, ӑна мӑнастирте тӑтӑшах куркаланӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитрӗ.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каярахпа тин каллех лампа ҫутса ячӗҫ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каярахпа тин ӑна шыв шӑнкӑртатса юхни илтӗнсе кайрӗ, ҫав сасӑран урӑх нимӗн те илтӗнми пулчӗ.Наконец до него донесся плеск падающей воды, заглушивший все остальные шумы.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах иртнисене аса илсен вара хӑш чухне, — малтан, чӑнах та, хӑш чухне кӑна пулатчӗ, каярахпа час-часах ҫапла пула пуҫларӗ, — вӑл кашнинчех кӑмӑлсӑрланакан пулчӗ, малтан кӑшт ҫеҫ, асӑрхамалла та, пӗлмелле те мар, — кампа? мӗнпе? — халӗ акӑ кампа кӑмӑлсарланни те палӑрчӗ: вӑл хӑйпе кӑмӑлсӑрланать, анчах мӗншӗн-ха?
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл каярахпа ҫеҫ ӑнланса илнӗ, ун чухне унӑн кӗтмелле пулнӑ, анчах та вӑл кӗтмен, туйӑм пӗтӗмпех аталанса ҫитнӗ ҫеҫ мар, ҫав туйӑмран килнӗ тепӗр туйӑм та тухса тӑма ӗлкӗрнӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫук, эсир ҫав териех хӑюллӑ пулсан, луччӑ каярахпа кӗрӗр: эпӗ ирхине мӗн 12 сехетченех килте пулатӑп».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.