Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVII. Спектакль

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 20:05

Предложений: 322; Слово: 3492

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

«Нумай нуша курнӑ Геновева» драмӑна арҫынсен шкулӗнче лартаҫҫӗ; ҫамрӑк вулакансенчен нумайӑшӗ вӑл драмӑна пӗлмеҫҫӗ. Анчах пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех ҫав пьеса, «Александрия», «Чее Бертольд» та «Михаль» пекех, куракансене калама ҫук килӗшнӗ.

Драмӑра мӗн ҫинчен сӑмах пынине кӗскен кӑна пӗлтерер-ха. Зигфрид ятлӑ пӗр нимӗҫ графӗ Испание маврсемпе ҫапӑҫма каять. Вӑл хӑйӗн ҫамрӑк арӑмне, Геновева графиньӑна, йывӑр хуйхӑртса хӑварать. Граф тухса кайма та ӗлкӗреймен-ха, ҫав таврари пуҫлӑх акӑ граф арӑмӗ патне пырать те хӑйпе пурӑнма килӗшме сӗнет, графиня ӑна тарӑхса хуса ярать. Вӗчче хывнӑ Голос вара графиньӑн Драко ятлӑ тӳрӗ тарҫине вӗлерет, графиньӑна тӗрмене хупать, графа ҫав хушӑра, сан арӑму Дракопа пурӑнать тесе, элеклӗ ҫыру ярать. Ҫилле илнӗ граф хӑйӗн шанчӑксӑр арӑмне вӗлерме хушса ярать. Анчах Голос ҫав тискер ӗҫе тума хушнӑ хурахсем графиньӑна хӗрхенеҫҫӗ те, пӗчӗк ачипе пӗрле вӑрманти шӑтӑка хӑварса, мӗн пулсан та пултӑр тесе каяҫҫӗ. Голоса ӑна вӗлертӗмӗр тесе хыпар ҫитереҫҫӗ. Ҫавӑнтан кайран ҫичӗ ҫул иртет, телейсӗр граф килне таврӑнать, Геновева хӑварнӑ ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, арӑмӗн нимӗн чухлӗ те айӑпӗ ҫук иккенне тавҫӑрса илет те унӑн вӑхӑтсӑр вилӗмӗшӗн татӑлса хуйхӑрать. Ҫавӑнтах вӑл Голоса сӑнчӑрласа касмӑклать, Голос хӑй айӑпне тавҫӑрнипе чӑтаймасӑр ухмаха тухать. Вара тепле пӗррехинче граф вӑрмана сунара каять, уҫӑлса ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран ҫеҫ пӗр шӑтӑкра хӑйӗн арӑмӗпе ачине тупать, вӗсем унта ту качаки сӗчӗпе тӑранса пурӑннӑ иккен. Вӗсем пӗр-пӗрне палласа илеҫҫӗ те пӗрлех кермене таврӑнаҫҫӗ.

Ҫак чуна пырса тивекен истори хулари пур хӗрарӑмсене те — ҫамрӑкне-ваттине те — хӗрхенӳсӗр йӗрттернӗ. Геновева ҫинчен калакан халапа пурте ас тӑваҫҫӗ, нумайӑшӗ ҫак пьесӑна пӑхмасӑр та пӗлеҫҫӗ.

Пулас спектакль ҫавӑнпа та Бяла Черква халӑхне пит илӗртет. Пӗчӗк хулари пӗр евӗр пыракан пурнӑҫра ҫак ӗҫ пӗр-пӗр улшӑну кӗртме пулӑшас пек, тӑвас ӗҫе мантарса кӗттерет. Пурте ӑна курма хатӗрленеҫҫӗ. Пуян хӗрарӑмсем хӑйсем валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлетеҫҫӗ, чухӑннисем, пасарта ҫӑм тавраш сутса, тӑварпа супӑнь илес укҫипе спектакль курма билет туянаҫҫӗ. Кулленхи сӑмах-юмаха, халӑх пурнӑҫне тишкерессе вӑхӑтлӑха та пулин манса, пулас спектакль пирки ӑҫта ҫитнӗ унта сӑмахлаҫҫӗ. Карчӑксем тесен, чиркӳре пӗр-пӗринпе тӗл пулсан та: «Гена, каҫхине «Геновева» курма каятна?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вара нумай нуша куракан графиньӑшӑн йӗме те хатӗрленеҫҫӗ. Кам мӗнле рольте вылянине ҫуртсерен тенӗ пек ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ, Огнянов граф ролӗнче пуласса хӗпӗртесе пӗлчӗҫ. Усал Голос рольне каярахпа ухмаха тухаканскерӗнне, Фратю господин вылять — ӑш вӑркатма вӑл ыттисенчен ытларах пултарать, халӑха тӗлӗнтерсех тӗлӗнтересшӗн тӑрӑшса, вӑл уйӑх ытла ӗнтӗ ҫӳҫне те кастармасть. Илийчӑ Ӑслай вара Драко тарҫӑ ролӗнче вылять, спектакль пулас кунхине кӑна хӑйне Голос хӗҫпе мӗнле касса вӗлернине ҫирӗм хут репетици туса ирттерчӗ. Унӑнах тата графӑн сунара ҫӳрекен йытти мӗнле вӗрнине те туса кӑтартмаллаччӗ. Ҫав ӗҫе те вӑл калама ҫук тӑрӑшса вӗренчӗ. Геновева ролӗнче вылямашкӑн Викентий тияккӑна сӗннӗччӗ, унӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм та илемлӗ, анчах, турӑ ҫынни сцена ҫине тухмалла маррине пӗлсен, вӑл роле урӑххине пачӗҫ, мӑйӑхне сӗрмешкӗн темле шурӑ маҫ тупрӗҫ. Ытти пӗчӗк рольсенче вылякансем те пайтах тупӑнчӗҫ.

Бутафорипе декорацисем тума йывӑртарах килчӗ ӗнтӗ, укҫа сахал тӑккаласах темӗн чухлӗ япала туянмалла пулчӗ. Тепӗр тесен, чаршав туянма кӑна укҫа тӑккаларӗҫ; ӑна хӗрлӗ хӑмачран ҫӗлетрӗҫ те Дебрянри турӑшсем сӑрлакан ҫынна ҫав чаршав ҫине лира ӳкерчӗкӗ тума пачӗҫ. Ӳкерчӗкӗ утӑ тавӑрмалли сенӗк пек пулса тухрӗ. Граф керменӗ валли хулари чи лайӑх сӗтел-пукансене пуҫтарчӗҫ. Глор хаджирен тирек ӳкерчӗклӗ чӳрече карӑмӗсем илсе пычӗҫ. Карагьозоолуран — икӗ кӑкшӑм, Бейзаде Мичоран — чечек лартмалли илемлӗ кӗленче вазӑсем, Саранов Мичоран — пысӑк кавир, Недкович Николайран — Франципе Прусси хушшинчи вӑрҫа кӑтартакан ӳкерчӗксем, Бенчоолуран — кивелсе туснӑ кушеткӑ, хулара унӑнни пекки, урӑх никамӑн та ҫук; Марко Ивановӑнне — Бухарестран илсе килнӗ пысӑк куҫ кӗски те «асап куракансене» ушкӑнпа ӳкернӗ портрет, хӗрарӑм мӑнастирӗнчен — мамӑк минтерсем, шкултан — Австрали карттипе глобус, чиркӳрен вара — пӗчӗк люстра илсе килтерчӗҫ, ҫав люстрӑпа ҫак «пӗтӗм тӗнчери» выставкӑна ҫутатмалла пулать ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япаласене конак тӗрминчен те илсе килтерчӗҫ, сӑмахран асӑнсан, — Голос валли тимӗр тӑлӑ. Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех ҫакӑнта «Райна княгиньӑ» спектакль кӑтартнӑччӗ, костюмсене ҫав спектакльтен юлниех юрарӗ. Ҫапла ӗнтӗ граф Святослав порфирне уртса ячӗ, Геновева — Райнӑн йӑм-хӗрлӗ тумне тӑхӑнчӗ. Голос хӑй хул пуҫҫине темле эполет пекки ҫӗлесе хучӗ, урине йӑлтӑр-ялтӑр ботфорт тӑхӑнчӗ. Ҫын вӗлерекен Хунс рольне вылякан Ганчо Попов пулас пӑлхав валли хатӗрлесе пытарса усранӑ вӑрӑм кинжалне пиҫиххинчен ҫакса ячӗ. Алафрангов Михалакин лӳчӗркенсе пӗтнӗ цилиндрне Драко пуҫ тӑррине вӗҫкӗнӗн лартса ячӗ. Ҫак ӑпӑр-тапӑр кирлӗ те мар тесе, Бойчо кӑлӑхах хирӗҫсе тӑчӗ.

Артистсенчен нумайӑшӗ ҫак спектакле акӑш-макӑш чаплӑ ирттересшӗн пулчӗҫ.

Хӗвел анса ҫитсенех халӑх шкула пуҫтарӑна пуҫларӗ, спектакль лартакан зала лӑках ҫын тулчӗ. Хулари паллӑ ҫынсем малти партӑсен хушшине вырнаҫрӗҫ, бей те ҫавӑнта ларчӗ, ӑна кунта ятне чӗнтернӗччӗ ӗнтӗ. Бейпе юнашар, старике мӗн кирлӗ таран йӑпатма пултартӑр тесе, Дамянчо Григорова лартрӗҫ. Ытти вырӑнсене хулари тӗрлӗ халӑх йышӑнса пӗтерчӗ. Чаршав уҫӑличчен шӑв-шав лӑплана пӗлмерӗ. Хӗрарӑмсенчен пуринчен ытла Гинка шавларӗ, пьесӑна вӑл пӑхмасӑр пӗлет, хӑйпе юнашар ларакансене вара пӗрремӗш курӑнура граф мӗн-мӗн калассине сӑмах вӗҫҫӗн сӑмах тенӗ пек каласа тӑрать. Смион хаджи ун хыҫӗнчи партӑ хушшинче ларать те, хӑй патӗнчи ҫынсене вӑл Бухарест театрӗн залӗ кунти залран самай пысӑк тесе каласа кӑтартрӗ, чаршав ҫине ӳкернӗ сенӗк мӗне пӗлтернине те вӑл ӑста ӑнлантарса пачӗ. Хула тиканӗсем оркестрта сӗрме купӑспа вӗҫӗмсӗр тенӗ пек Австри гимнне шӑрантаратчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ нимӗҫ графинине чысланӑ май ҫав кӗвве калатчӗҫ пулмалла.

Акӑ спектакль пуҫланас мухтавлӑ самант та ҫитрӗ. Вӑйҫӑсем сасартӑк Австри гимнне калама чарӑнчӗҫ, чаршав чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Сцена ҫинче чи малтан граф курӑнчӗ. Зал шӑпах пулса тӑчӗ, унта пӗр чӗрӗ чун та ҫук тейӗн. Граф хӑй сӑмахне пуҫларӗ ҫеҫ, Гинка ун сӑмахне хӑй вырӑнӗнченех суфлер пек каласа тӑчӗ. Граф пӗр-пӗр сӑмаха сиктерсе хӑварсан, е кӑшт кӑна арпаштарса каласан, вӑл ҫавӑнтах:
— Апла мар! — тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ.

Часах какӑрпа кӑшкӑртни илтӗнсе кайрӗ. Аслӑ Карл йыхравҫисем графа маврсемпе ҫапӑҫма чӗнме кӗрсе тӑчӗҫ. Граф Геновевӑпа сыв пуллашнӑ чух арӑмӗ ӑнран кайса ӳкрӗ, графӗ тухса кайрӗ. Графиня тӑна кӗрсе ҫитсен упӑшки ҫуккине асӑрхарӗ те татӑлса йӗрсе ячӗ. Пӑхса ларакансем, вӑл мӗнле йӗнине илтсен, ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ. Гинка каллех чӑтса тӑраймарӗ:
— Йӗр ӗнтӗ, йӗрсе кӑтарт! йӗме те пӗлместӗн-и вара? — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.

Графиня пӗтӗм сассипе уласа ячӗ, залри халӑх тата ытларах кулма тытӑнчӗ. Гинка пуринчен хытӑрах ахӑлтатрӗ:
— Енчен сцена ҫине хам тухас пулсан-и! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.
— Пуринчен чаплӑ йӗрсе кӑтартнӑ пулӑттӑм! — терӗ.

Смион хаджи ӑнлантарса пачӗ вара, йӗресси вӑл ытла ҫӑмӑл та мар иккен, вӑл — пултарулӑх, Румынире те авӑ пӗр-тӗр виле кӑларас чух йӗрекенсене юри кӗрӗшсе тытаҫҫӗ тесе халӑха ӑнлантарчӗ. Такам пӗри ӑна чарасшӑн пулса мӑкӑртатрӗ, Смион хаджи хӑйне шӑппӑн итлекенсенех ҫилле хывса макрашса илчӗ. Анчах сценӑ ҫине Голос тухсан пурте шӑпланчӗҫ. Нихҫан иртӗхмен Геновевӑна вӑл илӗртме хӑтланса пӑхрӗ те, лешӗ унран йӗрӗнсе пӑрӑнчӗ, ҫавӑнтах хӑйӗн тӳрӗ Драко тарҫине чӗнтерчӗ, вӑл ӑна граф патне ҫырупа ярасшӑн пулчӗ. Драко пырса кӗчӗ, унӑн пуҫӗнчи цилиндрӗ пурне те култарчӗ; Драко аптраса ӳкрӗ. Гинка ҫав хушӑра кӑшкӑрса та ячӗ:

— Драко, хывса пӑрах эс ҫав Алафрангов кастрюльне! Ҫара пуҫӑнах яра пар!

Драко цилиндрне хывса пӑрахрӗ. Пӑхса ларакансем каллех ахӑрашса кулса ячӗҫ… Анчах ак сцена ҫинчи ӗҫсем трагедилле туха пуҫларӗҫ. Ҫиллине шӑнарайман Голос, Дракона касса пӑрахма тесе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, вӑл унпа сӗртӗнсе пӑхмашкӑн та ӗлкӗреймерӗ, Драко, сывлӑш ҫавӑрайми пулнӑ пек туса, кайса та ӳкрӗ. Халӑх ҫавӑн пек кулӑшла вилӗмпе килӗшесшӗн пулмарӗ, такам пӗри тата Драко халех чӗрӗлсе тӑтӑр тесе те кӑшкӑрчӗ. Анчах ак Драко виллине сӗтӗрсе кӑларчӗҫ ӗнтӗ, хӑйне сӗтӗрнӗ май пуҫӗ урай тӑрӑх шаклатса пычӗ. Ҫаплах пулчӗ пулин те, Драко хӑйӗн пуҫӗ епле ыратнине палӑртасшӑн пулмарӗ, чӗрӗлсе каялла тухмашкӑн та килӗшмерӗ. Графиньӑна тӗрмене хупса хучӗҫ.

Ҫакӑнпа спектаклӗн пӗрремӗш пайӗ пӗтрӗ, оркестр каллех Австри гимнне шӑрантарса ячӗ. Халӑх шавла пуҫларӗ, пурте кула-кула тишкерме тытӑнчӗҫ. Геновева йӑвашрах вылянине пула карчӑксем мӑртӑхаҫҫӗ. Голосӑн пархатарсӑр рольне Фратю хӑйне кура ӑста вылять те, ҫавӑнпа ӑна хӑш-пӗр карчӑксем чӑннипех курайми пулса тӑчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫавӑнтах ларакан Фратю амӑшне, хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса, ак ҫакӑн пек калама та ӗлкӗрчӗ:
— Итле, Тано, сирӗн Фратю ытла йӗркесӗр хӑтланать-ҫке: ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ӑна элле пурӑнма кансӗрлет-им? — терӗ вӑл.

Пӗрремӗш парта хушшинче ларакан Дамянчо Григоров пьесӑн пӗрремӗш пайӗнче мӗнле ӗҫсем пулса иртни ҫинчен бее йӗркеллех каласа ӑнлантарма пултарчӗ. Хӑйӗн ҫивчӗ чӗлхине пула каҫса кайнипе вӑл тӗмле француз консулӗ хӑй арӑмне пӑрахса пӑтӑрмах курни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ. Бей Григоровӑн калавне пикенсе итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫак сцена ҫинчи граф шӑпах французсен консулӗ иккен тесе шутлама тытӑнчӗ, вара вӑл мӗн спектакль пӗтичченех шӑп ҫапла иккен тесе шанса тӑчӗ.

— Ку консул тӑр ухмах пулас, — терӗ вӑл хаярланса. — Тӗпӗ-йӗрӗпе чиперрӗн пӗлмесӗр мӗнле вӗлерттерме пултарнӑ вара вӑл хӑй арӑмне? Акӑ эпӗ хам урамра выртакан пӗр-пӗр ӳсӗр ҫынна та Миал-полицейские сывласа пӑхтармасӑр хупса хумастӑп, — терӗ.

— Бей-эфенди, — ӑнлантарчӗ ӑна Дамянчо, — пьесӑна кӑсӑкрах пултӑр тесе, ӑна ҫапла ҫырнӑ-ҫке.

— Ҫыраканӗ те ухмах, консулӗ тата ухмахрах.

Юнашар ларакан Стефчов та графа тиркерӗ.

— Огнянов нихҫан та театрта пулса курман, — терӗ вӑл мухтанса, хӑйне хисеплеттерес сасӑпа.

— Мӗн кирлӗ мара калаҫан! Вӑл пит те ӑста вылять, — хирӗҫ пулчӗ ӑна Смион хаджи.

— Ӑҫта вылять тетне? Маймӑл пек! Халӑха та хисеплемест.

— Халӑха хисеплеменне эп те асӑрхарӑм-ха, — килӗшрӗ Смион хаджи. — Эс куртӑн-и, Бенчоолусенчен илсе пынӑ кушеткӑ ҫинче вӑл килӗнчи пек ларчӗ. Куз княҫӑн тӑванӗ тейӗн ҫав ӑна.

— Ӑна шӑхӑрса намӑслантармалла, — ҫилленчӗклӗн каласа хучӗ Стефчов.

— Тӗрӗс, тӗрӗс, — ун хутне кӗчӗ Смион хаджи.

— Кам шӑхӑрма шутлать кунта? — кӑшкӑрса ыйтрӗ ҫав парта хушшинчех ларакан тепӗр ҫын.

Стефчовпа Смион хаджи ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ: Каблешков иккен.

Ун чухне Каблешков апостол марччӗ-ха. Вӑл ӑнсӑртран кӑна Бяла Черквана пырса ҫакланнӑ — хурӑнташӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ вӑл.

Пулас чаплӑ пӑлхавҫӑн вут та хӗм сапса тӑракан куҫне курнипех аптраса ӳкнӗ Смион хаджи кӑштах пӑрӑнса тӑчӗ, вӑл шӑхӑрма пӑхакан ҫынна кӑтартасшӑн пулчӗ.

— Эпӗ! — Каблешков ыйтнине хирӗҫ тӳррӗнех каларӗ Кирияк.

— Хӑвӑр ӑсӑрпа эсир темӗн те тума пултаратӑр, ытах ытла шӑхӑрассӑр килет пулсан, ав урама тухса шӑхӑрӑр.

— Сиртен ыйтса тӑмастӑп!

— Спектакле халӑха усӑ кӑтартас ӗмӗтпе выляҫҫӗ, унта выляма юратакансем кӑна. Енчен эсир лайӑхрах выляма пултаратӑр пулсан, сцена ҫине кайӑр! — хӗрӳллӗн каласа хучӗ Каблешков.

— Билетшӑн укҫа тӳленӗ эпӗ, тархасшӑн вӗрентсе ан тӑрӑр, — чарӑнмарӗ Стефчов.

Каблешков ҫилле хыврӗ. Мичо Бейзаде чарма ӗлкӗреймен пулсан, вӗсем ятлаҫса та каятчӗҫ.

— Кирияк, тӑнлӑ ҫын-ҫке эс… Лӑплан ӗнтӗ, Тодорҫӑм…

Ҫав хушӑра оркестр Австри гимнне каласа пӗтерчӗ. Чаршав уҫӑлчӗ.

Сцена тӗттӗмччӗ, ӑна пӗртен пӗр лампада кӑна ҫутататчӗ. Геновевӑн ачи тӗрмере ҫуралнӑ, вӑл ӑна аллине илнӗ те, ӑшне кантарас пек хӳхлесе йӗрет. Халь вӑл малтанхинчен ӑстарах вылять. Ҫурҫӗр ҫитнӗ, тӗрмере кичем, телейсӗр ача амӑшӗ ахлатса сывлать — ҫакӑ пӗтӗмпех куракансене ирӗксӗр хӗрхентерсе тӑрать. Хӗр-арӑмсенчен нумайӑшӗ куҫҫульпе йӗре пуҫларӗҫ. Куҫҫуль тени кулӑш пекех, пӗрин курӑнсан, тепӗрне хӗтӗртет. Йӗрекенсен шучӗ ӳссех пычӗ, графиня хӑй упӑшки патне ҫыру ҫырнӑ чух хӑш-пӗр арҫынсен те куҫҫуль туха пуҫларӗ. Каблешковӑн та кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, вӑл пӗр чаплӑ эпизод хыҫҫӑн алӑ ҫупса ячӗ, анчах унпа пӗрле алӑ ҫупаканӗ урӑх тупӑнмарӗ. Ҫак тӗлӗнмелле вырӑнта пӳлме пӑхнӑшӑн ун еннелле нумайӑшӗ сиввӗн пӑхса илчӗҫ. Иван Селямсӑз ав, сӑмсине шӑнкарма та куҫне шӑлма тутӑрне кӗсйине чикменскер, ун еннелле тарӑхса пӑхса илчӗ. Геновевӑна вӗлерме вӑрмана илсе кайрӗҫ. Чаршав карӑнса анчӗ. Каблешков каллех алӑ ҫупса ячӗ, унпа пӗрле ӑл ҫулакансем хальхинче те тупӑнмарӗҫ. Бяла Черквара ал ҫупасси ун чух йӑлана кӗменччӗ-ха.

— Мӗнле ирсӗр ҫынсем пурӑннӑ вара ҫав ҫӗршывра! — шӑппӑн каларӗ бей хӑйпе юнашар ларакан Дамянчо Григорова. — Ӑҫта пулса иртнӗ ҫак ӗҫ?

— Неметчинӑра.

— Неметчинӑра тетне? Ҫак гуярсене эп пӗрре те курман-ха.

— Мӗн, эсир, бей-эфенди! Пирӗн хулара та пӗр нимӗҫ пурӑнать-ҫке.

— Ҫав сухалсӑрри мар-и-ха вӑл, «тӑват куҫли», — кӑвак куҫлӑхпа ҫӳрекенни эппин?

— Шӑпах ҫавӑ, — фотограф.

— Авӑ кам иккен! Чипер гуяр ӗнтӗ… Мана курмассерен ҫӗлӗкне хӑй француз майлӑ хывать. Эпӗ ӑна француз тесеччӗ-ха.

— Нимӗҫ вӑл, Драндебур нимӗҫӗ пулмалла.

Виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫланчӗ. Сценӑ каллех кермене кӑтартать. Вӑрҫӑран таврӑннӑ граф салху, арӑмӗ вилнӗшӗн вӑл калама ҫук хуйхӑрать. Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна Геновева хӑй вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ ҫырӑва тыттарать. Графиньӑ хӑйне ирсӗр Голос вӗлерчӗ тесе ҫырать, хӑйӗн пӗр айӑпӗ те ҫук иккен, упӑшкине те каҫарать вӑл. Граф, ҫак ҫырӑва сасӑпа вуласа тухнӑ май, малтан нӑшӑклатса илчӗ, унтан, йӑлтах аптраса ӳксе, ӗсӗклесе йӗме тытӑнчӗ. Унӑн йывӑр нушине туйса, куракансем те йӗре пуҫларӗҫ, хӑш-пӗрисем сасӑпах йӗчӗҫ. Бей те куҫҫульне чараймарӗ, тинех ӑна Григоров та кирлӗ мар, мӗн пӗлмеллине унсӑрах вӑл тӗрӗс ӑнланать. Халӑх кӑмӑлӗ хӗрсе ҫӗкленсе пычӗ, усал Голоса — пӗтӗм инкекшӗн пӗртен пӗр вӑл кӑна айӑплӑ пулнӑскере — граф илсе килме хушнӑ чух халӑх ҫилли шӑп кӑна тулса ҫитрӗ. Сцена ҫинче Голос курӑнса кайрӗ, ҫӳҫ-пуҫӗ пӗтӗмпе тӑраткаланса пӗтнӗ унӑн, пӑхма хӑрушӑ, хӑй намӑс курнипе те тарӑхать, ӑна конак терминчен илсе пынӑ сӑнчӑрпа тӑлланӑ. Курса тӑракан халӑх Голоса хаяр тӑшманла кӗтсе илчӗ. Пурте Голоса тинкерсе ҫиллессӗн пӑхаҫҫӗ. Граф ӑна ҫыру вуласа пачӗ, ҫырура Геновева хӑйне вӗлерекене каҫаратӑп тенӗ. Граф татӑлса йӗме чарӑнмасӑр пуҫӗнчи ҫӳҫне лӑскать, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапса кӑтартать. Пӑхса тӑракан халӑх та чарма ҫук макӑрать. Гинка хӑй те куҫҫульпе ҫӑвӑнать, ҫапах та кӳршисене мӗн чухлӗ те пулин лӑплантарасшӑн пулчӗ:

— Ҫитӗ ӗнтӗ йӗмешкӗн! Геновева вилмен-ҫке — вӑл вӑрманта халь.

Халиччен ҫак пьесӑна курман хӑш-пӗр карчӑксем унран тӗлӗнсе ыйтрӗҫ:

— Чӑн та сывах-и вара вӑл, Гинка?

— Кам та пулин каласа паринччӗ-ҫке ҫав мӗскӗне, йӗме чарӑнтӑрччӗ, — терӗ Петковица карчӑк, Павлювиц хаджи арӑмӗ тесен, чӑтса та тӑраймарӗ, куҫҫуль витӗр вӑл графа ҫапла кӑшкӑрса каларӗ:

— Тӑванӑм, ан йӗр тархасшӑн, мӑшӑру сывах-ха санӑн!

Ҫав хушӑра Голос ухмахлана пуҫларӗ. Унӑн сиксе тухас пек куҫӗ тискеррӗн курӑнчӗ, ҫӳҫӗ йӑлт тӑраткаланса кайнӑ, аллисемпе сулкалашать, тем туртӑна-туртӑна илет, шӑлне шӑтӑртаттарать. Намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест хӑй; анчах вӑл асапланни курса тӑракан халӑха ҫӑмӑллӑх кӳрет. Пурте каҫса кайса хӗпӗртеҫҫӗ. «Ӑна ҫавӑн пек кирлӗ те», — теҫҫӗ хӗрарӑмсем. Вӗсем Геновева каҫарнӑшӑн та кӳренӗве илчӗҫ. Фратю господин амӑшӗ, ывӑлӗ ытла пысӑк инкеке ҫакланнине туйса, сӑнчӑрланӑ тӑлӑпа тертленсе асап курса, ҫийӗнчен тата халӑх та нимӗн чухлӗ ун майлӑ маррине сиссе, нимӗн тӑва пӗлмесӗр аптраса тӑчӗ.

— Ӗшентерчӗҫ ман ывӑла, йӑлт намӑслантарчӗҫ! — терӗ те вӑл ывӑлне сцена ҫинчен туртса антарасшӑн пулчӗ, анчах ӑна тытса чарчӗҫ.

Виҫҫӗмӗш пайӗ пит лайӑх иртрӗ. Шекспирӑн Офелийӗ те курса тӑракан халӑха пӗр каҫ хушшинче ҫавӑн чухлӗ куҫҫуль тӑктарайман пулӗччӗ.

Юлашки пайӗ вӑрманта пулса иртрӗ. Шӑтӑка кӗмелли вырӑн. Алӑк умне Геновевӑпа ачи тухса тӑрать, графиня тискер кайӑк тирне тӑхӑннӑ. Вӗсен сӗт сутаракан ту качаки вырӑнне килти качака пур, вӑл сценӑ ҫинчен тарса ан кайтӑр тесе, ӑна сӗтеклӗ ҫулҫӑ панӑ. Геновева хӑйӗн ачине ашшӗ ҫинчен хурланса каласа парать, анчах акӑ сунарҫӑ йыттисем вӗрни илтӗнме тытӑнать, Геновева ачипе пӗрлех шӑтӑка кӗрсе каять, хӑйсемпе пӗрле качакине те мӑйракинчен ҫавӑтса кӗртеҫҫӗ. Йытӑ вӗрни хытӑрах та хытӑрах илтӗнет, Илийчо Ӑслай вӑл ӗҫе пит ӑста пултарни пуриншӗн те паллӑ. Вӑл ҫаплах тӑрӑшнине пула урамра ҫӳрекен йытӑсем те хирӗҫ вӗрме тытӑнаҫҫӗ. Акӑ граф килсе кӗчӗ, вӑл сунарҫӑ тумне тӑхӑннӑ, унпа пӗрле тарҫисем те килнӗ. Курма пынӑ халӑх сывлӑш ҫавӑрма шикленсе ӑна тинкерсе пӑхать, пурте вӑл Геновевӑпа курнӑҫасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑраҫҫӗ. Иваница кинемей, граф пӑрӑнса каясран хӑраса, шӑтӑкра ун арӑмӗ пытанса пурӑннине систересчӗ-ҫке тесе, хӑйпе юнашар ларакансене пӑшӑлтатса каларӗ. Анчах ӑна граф хӑй те тавҫӑрса илчӗ. Шӑтӑк ани патнелле пӗшкӗнчӗ те вӑл:
— Эй, кам пур унта, тискер кайӑк-и, ҫын-и, тухнӑ пултӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Шӑтӑкран пӗр сас-чӗв те илтӗнмерӗ. Анчах залра ларакансенчен пӗри хытах мар пулин те шӑхӑрса илчӗ.

Пурте Стефчов енне ҫаврӑнса, тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Вӑл хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.

— Кам шӑхӑрать унта? — кӳренсе ыйтрӗ Селямсӑз.

Залри халӑх килӗшмесӗр кӗрлесе кайрӗ.

Огнянов, кам шӑхӑрнине пӗлесшӗн пулса, енчен енне пӑхкаларӗ. Стефчов ӑна сӗмсӗр пӑхса тӑнинченех шӑхӑраканни ҫавӑ иккенне тӗшмӗртсе илчӗ.

— Ас ту, вӑрӑм хӑлхуна татса илӗп акӑ! — пӑшӑлтатрӗ Огнянов.

Шӑхӑрни тепӗр хут та илтӗнчӗ, Стефчов хальхинче хытах шӑхӑрчӗ. Халӑх тарӑхса кайрӗ. Тепӗр самантранах шуйхӑнма тытӑнчӗҫ.

— Тытӑр ҫав путсӗр ҫынна! Парӑр-ха кунта, чӳречерен кӑларса ывӑтам! — кӑшкӑрса ячӗ Ангел Йовков, ҫынни вӑл икӗ метр ҫурӑ ҫӳллӗш.

— Тапса кӑларӑр ҫав шӑхличе! Стефчова тапса кӑларӑр! — илтӗне пуҫларӗҫ сасӑсем.

— Эпир кунта шӑхӑрнине те алӑ ҫупнине итлеме килмен! — тесе кӑшкӑрчӗ Селямсӑз, вӑл Каблешков мӗншӗн алӑ ҫупнине ӑнланмарӗ.

— Кирияк, вӑтанма пӗл! — кӑшкӑрчӗ Гинка та; унпа юнашарах куҫҫульпе ҫӑвӑнса пӗтнӗ Рада тӑрать.

— Турӑран та пулин хӑра, Кирияк, — Стефчова пӑшӑлтатса каларӗ Смион хаджи, — каларӑм-ҫке сана ан шӑхӑр тесе. Кунта халӑх мӗнле иккенне хӑвах куратӑн…

— Мӗншӗн шӑхӑрать вӑл? — ыйтрӗ бей Григоровран. Дамянчо хулпуҫҫине хӗскелесе илчӗ. Бей полицейские темӗн пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ те? лешӗ Стефчов патнелле утрӗ.

— Кирияк, — терӗ ӑна полицейски хӑлхаран, — бей сана урама тухса пӗр пирус туртма хушрӗ, чӗрӳ чӑтаймасть иккен санӑн.

Стефчов куштанла кулкаласа, Огнянов вылянине пӑсрӑм-ха тесе, савӑнса залран тухса кайрӗ.

Вӑл тухса кайсанах пурте лӑпланчӗҫ. Спектакль малалла пычӗ; граф хӑйӗн арӑмне тупрӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ, савӑнса куҫҫуль кӑларчӗҫ. Ҫынсен кӑмӑлӗ каллех ҫемҫелчӗ… Мӗн ырри кунта усаллине пӗтӗмпе ҫӗнтерчӗ. Графпа графиньӑ савӑннӑ май хӑйсем мӗнле нуша курнине пӗрне-пӗри каласа пачӗҫ. Петковица карчӑк залран вӗсене ҫакӑн пек канаш пачӗ:

— Ӗнтӗ килӗре кайӑр та, пӗрне-пӗри савса та килӗштерсе пурӑнӑр, урӑх ан шанӑр ҫав ылханлӑ Голоссене…

— Эсӗ ху ылханлӑ ҫын! — ӑна хирӗҫ кӑшкӑрса ячӗ ун хыҫӗнчех ларакан Фратю господинӑн амӑшӗ.

Пӗрлешнӗ мӑшӑра бей ҫав Петковица карчӑк пекех канаш пачӗ, анчах хӑй сӑмахне ытла хытӑ кӑшкӑрмасӑрах пӗлтерчӗ. Пурин те кӑмӑлӗсем тулчӗҫ, хавасланчӗҫ те. Графа пурте сума сӑваҫҫӗ. Спектакль пӗтнӗ чух графпа арӑмӗ, вӗсен тарҫи-тӗрҫи пӗрле пуҫтарӑнса «Савӑл та хӗпӗрте, Зигфрида хуламӑр!» юрра юрласа ячӗҫ.

Ҫак кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ юрра вӗсем икӗ ҫаврӑм юрламашкӑн ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ, сцена ҫинчен тепӗр юрӑ, революциллӗ юрӑ, илтӗнсе кайрӗ:

Ҫунсам, ҫунсам чӗрем пӗр вут-хӗмпе
Пӗр харӑссӑн тӑрса таптар тӗрӗксене.

Ку вара уяр аҫа пек янӑраса кайрӗ.

Юрра пӗри кӑна пуҫласа ячӗ, ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр артистсем юрлама тытӑнчӗҫ, вара ушкӑнӗпех, вӗсене пула курма пынисем те юрлама тытӑнчӗҫ! Патриотла ҫӗкленӳ пурне те ярса илчӗ. Ҫак юррӑн паттӑр кӗвви куҫа курӑнми хум пек хускалчӗ те, ӳсе-ӳсе, пӗтӗм залри халӑха ҫӗклентерсе, урамалла та илтӗне пуҫларӗ, каҫ тӗттӗмӗнче шӑранчӗ. Сывлӑшра янӑраса тӑрса чӗресене вут тӗртнӗ пек хыпса илчӗ, хускалнӑ кӑмӑла тултарчӗ. Юррӑн мухтавлӑ сасси ҫынсен чӗрисенчи хӗлӗхсене ҫӗнӗ сасӑпа тава кӗрсе илтӗнчӗ. Сӑмахсене пӗлекеннисем пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, — пӗр чунлӑ пулнӑ пек, пӗр кӑкӑртан кӑларнӑ пек юрлани таҫта ҫӳллӗ пӗлӗте ҫӗкленсе, кӗлӗ пек илтӗнсе тӑчӗ.

— Юрлӑр, юрлӑр, маттурсем, турӑ сире сывлӑх патӑрах! — кӑшкӑрчӗ чун хавалӗпе Мичо.

Хӑш-пӗр стариксем, ҫакӑн пек иртӗхме юрамасть тесе, ӳпкелешсе те илчӗҫ.

Бей, юрӑ сӑмахӗсене пӗлмест пулсан та, юрланине кӑмӑлне хывса итлерӗ. Дамянчо Григорова вӑл пӗтӗмпе куҫарса тӑма сӗнчӗ. Дамянчо вырӑнӗнче урӑххи пулнӑ пулсан, аптраса ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах ку ун йышши мар, вӑл, темле чӑкӑлтӑш ыйтас-тӑвас пулсан та, питех хӑраса тӑмасть. Хальхинче тата ӑна шӑпах хӑй пултарулӑхне виҫсе пӑхмалли пит те вырӑнлӑ май килсе тухрӗ. Бее вӑл мелле те ӑста суйса пачӗ. Дамянчо сӑмахӗпе ӗнтӗ ҫак юрӑ граф хӑйӗн арӑмне чунтан савса юратнине пӗлтерет имӗш. Граф ӑна ҫапла калать пулать: «Халь эпӗ сана ҫӗр хут ытла саватӑп», — тет, леш ӑна хирӗҫ: «Эпӗ сана пин хут та ытла саватӑп…» — тет. Вӗсем пытанса пурӑннӑ шӑтӑк вырӑнӗнче граф чиркӳ лартса парасшӑн иккен, леш ӑна калать: пӗтӗм алмазӑмсене сутап та ыйткаласа ҫӳрекенсене мӗн те пулин парӑп, тет, тата ҫӗр пусӑ чавтарӑп, тет.

— Мӗншӗн вара ҫавӑн чухлех пусӑ кирлӗ, хӑйсем килӗшнӗ ятпа кӗпер тунӑ пулсан лайӑхрах марччӗ-им? — пӳлчӗ ӑна бей.

— Ҫук ӗнтӗ, пусӑ тусан лайӑхрах, — хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Григоров, — нимӗҫсен таврашӗнче шыв ытла сахал, шыв вырӑнне вӗсем сӑра ытларах ӗҫеҫҫӗ.

Бей унпа килӗшнине пӗлтерсе пуҫне сӗлтсе илчӗ.

— Голос ӑҫта ӗнтӗ халь? — ыйтрӗ вӑл, артистсен хушшинче Фратю господин ҫуккине асӑрхаса.

— Унӑн халь сцена ҫине тухма юрамасть.

— Тӗрӗс, тӗрӗс… Ун пек ирсӗре ҫакса вӗлермелле пулнӑ. Ҫак пьесӑна енчен тепӗр хут лартаҫҫӗ пулсан, кала-ха консула, ӑна вӗлермесӗр ан хӑвартӑр. Ҫавӑн пек лайӑхрах пулать.

Фратю господин чӑн та юлташӗсем хушшинче ҫукчӗ. Вӑл хӑйне халӑх мухтасса кӗтмесӗрех тухса тарма ӑс ҫитернӗ, саккуна хирӗҫ юрланине те вӑл пуҫламӑшне кӑна илтсе юлнӑ.

Юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн артистсене мухтарӗҫ те, чаршав анса карӑнчӗ. Халӑх алӑк патнелле тапраннӑ чух каллех Австри гимнӗ илтӗнсе кайрӗ. Зал часах пушанса юлчӗ.

Сцена ҫинчи артистсем тумӗсене улӑштарса тӑхӑнма тытӑнчӗҫ, хӑйсене тав тума пуҫтарӑннӑ тусӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ.

— Каблешков, шуйттан илесшӗ, ӑсран кайрӑн-им эс, мурне? Сцена ҫине хӑпарнӑ та ман хыҫӑмра тӑра парать, сасси хӑйӗн — тӑвӑл чухне ҫил кӗрлет тейӗн! Хӑра та пӗлместӗн иккен… — терӗ Огнянов, Святослав аттине хывнӑ май.

— Чӑтса тӑраймарӑм-ҫке, шӑллӑм, сан «нумай асап курнӑ Геновевуна» хӗрхенсе пӗтӗм халӑх макӑрать те, йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ мана вӗсем йӗни. Халӑха мӗнпе те пулин уҫӑлтармаллаччӗ-ҫке. Ҫавӑнпа сцена ҫинех тухас тесе шут тытрӑм та… Пит те шеп пулса тухнине хӑвах куртӑн ӗнтӗ!

— Ҫаплине ҫапла та, пӗр-пӗр полицейски пырса чавсаран тытасран енчен енне пӑхкаласа кӑна тӑтӑм, — тесе кулкаларӗ Огнянов.

— Ан пӑшӑрханӑр. Стефчов эпир юрла пуҫличченех тухса шурӗ, — терӗ Соколов.

— Ӑна бей хӑваласа кӑларчӗ, — хушса хучӗ Франгов учитель.

— Бей хӑй пурччӗ-ҫке, — терӗ тепри. — Вӑл мӗнле итлесе ларнине те куртӑм эпӗ… Ыран инкек ҫитессе кӗтсех тӑмалла…

— Ҫаплах ан пӑшӑрханӑр-ха! Дамянчо Григоров юнашарах ларчӗ-ҫке. Вӑл унӑн пуҫне ҫавӑрчӗ пулинех, чӗлхи вут та пӑрӑҫ мар-и!

— Бейпе юнашар ахальтен лартмарӑм та-ха эп ӑна, — ватти хӑйне култарса йӑпатакансене хисеплет. Ку вара, тилӗ пек, чееленсе тем те юптарма пултарать, — ан та иккӗленӗр! — терӗ Николай Недкович, ҫийӗнчи ҫӳхе рясине хывса, ӑна Геновева ашшӗ рольне вылямашкӑн Димчо пуп парса янӑ пулнӑ.

Хӑйсене никам та сутас ҫуккине шансах тӑчӗҫ вӗсем. Ҫапах та ирпе Огнянова конака чӗнтерчӗҫ.

Вӑл салхуланнӑ бей умне пырса тӑчӗ.

— Консулус-эфенди, — терӗ ӑна бей, — ӗнер эсир пӑлхавҫӑсен юррине юрланӑ тесе пӗлтерчӗ. Тӗрӗс-и ҫак хыпар?

Огнянов тӗрӗс мар терӗ.

— Онбаши ҫаплах тесе ӗнентерет-ҫке?

— Такам пӑтраштарнӑ ӗнтӗ ӑна. Эсир хӑвӑр пултӑр-ҫке спектакльте?

Бей онбашие чӗнтерчӗ.

— Шериф-ага, хӑҫан юрланӑ «ҫав» юрӑсене? Хам пур чухне-и, кайран-и?

— Пӑлхав юррине сирӗн умӑртах юрланӑ, бей-эфенди. Кирияк-эфенди суймасть ӗнтӗ..

Бей хаяррӑн пӑхса илчӗ онбашие. Унӑн чысне чакараҫҫӗ иккен.

— Мӗн сӳпӗлтетен, Шериф-ага? Кам пулчӗ унта, Кирияк-и, эпӗ-и? Эп пӗтӗмпех хам итлесе тӑтӑм. Дамянчо чорбаджи кама сӑмах вӗҫҫӗн сӑмахӑн куҫарса тӑчӗ? Мана. Ӗнер эп Марко чорбаджипе те калаҫрӑм, вӑл та пит аван юрӑ тесе мухтарӗ. Ун пек юла юпса каласси тек ан пултӑр! — бей хыттӑн систерсе илчӗ онбашие, унтан Огнянов енне ҫаврӑнса тӑчӗ:  — Консул, айӑп ан ту эппин канӑҫна татнӑшӑн, йӑнӑш пулса тухрӗ… Чим-ха, мӗн ятлӑ терӗҫ-ха, леш, сӑнчӑрпа тӑлланӑ ҫынна?

— Голос.

— Ҫапла, Голос ҫав… Сан ӑна ҫакса вӗлерме хушмаллаччӗ. Хам пулсан ним мар ҫакса вӗлерттернӗ пулӑттӑм. Хӗрарӑм ӑсне шанма юрамасть ун пек чух, итлемелле те марччӗ. Пӗтӗмпе йӗркеллӗ пулчӗ, юрри те пит чипер, — сӑмах вӗҫне ҫитрӗ бей, ларнӑ вырӑнӗнчен йывӑррӑн ҫӗкленсе.

Огнянов ӑна сывлӑх сунчӗ те тухса кайрӗ.

— Часах урӑх юрӑ илтӗн-ха, ӑна эс Дамянчо пулӑшмасӑрах ӑнланӑн, — мӑкӑртатрӗ Огнянов хапхаран тухнӑ чух.

Онбаши ӑна сиввӗн пӑхнине сисмесӗрех кайрӗ вӑл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней