Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чиркӳ сăмах пирĕн базăра пур.
чиркӳ (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пупсем юрлама чарӑнчӗҫ, чиркӳ шӑпланчӗ.

Священники прервали пение, и в церкви наступила тишина.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилнине асӑнас литурги пит чаплӑн пуҫланчӗ; кадилӑран тухакан кӑвак тӗтӗм маччаналла хӑпарать; алтарь умӗнче тем пысӑкӑш ҫурта лартмаллисем, вӗсенче ҫурта ҫунать, люстрӑсене те ҫутса янӑ, ҫапла пӗтӗм чиркӳ ӑшӗ ҫап-ҫутӑ курӑнать.

Заупокойная литургия началась торжественно; синие облака курений поднимались из кадильниц к сводам; перед алтарем стояли большие подсвечники с горящими свечами, зажгли все люстры, так что вся церковь была залита светом.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсемпе пӗрле пӗр арҫын сасси, хулӑн сасӑ, чиркӳ юррине хурлӑхлӑн тӑсса юрлать.

На их фоне громкий и низкий мужской голос выводил какое-то монотонное, протяжное церковное песнопение.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Даживейлерден» тениех, акӑ, чиркӳ тавраш хӑй тӗллӗн ӗҫлетӗр тенӗ ӗмӗтпе, халӑх вӑтӑр ҫул хушши кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине кӑтартакан чи паллӑ тӗслӗх.

«Даживейлердены» были живым воплощением народного самосознания и вышли победителями из тридцатилетней борьбы за церковную независимость.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Таса кӗрешӳшӗн пурнӑҫна пама хатӗр пул!» тесен, тӑван ҫӗршывшӑн чиркӳ хӑйӗн пупне парать, шкул — учительне, уй-хир — сухаҫне, амӑшӗ ывӑлне парать.

И когда им говорили: «Будь готов пожертвовать своей жизнью!» — церковь отдавала родине священника, школа — учителя, поле — пахаря, мать — сына.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем йӑлт арпаштарса пӗтерчӗҫ, ҫитмен вырӑн хӑвармарӗҫ, амвон ҫине те улӑхрӗҫ, аналоя куҫарса пӑхрӗҫ, алтарьти престол айӗнче шырарӗҫ, чиркӳ ӑпӑр-тапӑрне хуракан шкапсене, кивӗ турӑшсем тултарнӑ арчасене, чӳрече хушлӑхӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, Огнянова ниҫта та тупаймарӗҫ.

Перевернули все, осмотрели все уголки, где можно было бы укрыться, поднялись на амвон, передвинули аналой; заглянули и под престол в алтаре, и в шкафы, где хранилась церковная утварь, и в сундуки, набитые старыми иконами, и в оконные ниши, но нигде ничего не нашли.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫур сехетрен чиркӳ пушанса та юлчӗ — юлашки карчӑксем те тухса кайрӗҫ.

Спустя полчаса церковь опустела — ушли последние старушки причастницы.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов патне хӑйӗнчен малтан ҫитекен пуласран шикленсе, Колчо чиркӳ алӑкӗн йывӑр карӑмне сирсе уҫрӗ те шала кӗрсе кайрӗ.

Колчо, опасаясь, как бы его не опередили, приподнял тяжелый занавес перед главным входом и вошел.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чиркӳ крыльцине хӑпарса ҫитсен, вӑл Шериф-ага патӗнче чарӑнса тӑчӗ, тутӑр шыранӑ пек пулса кӗсйисене хыпашларӗ: вӑл онбаши мӗн-мӗн тума хушнине итлесшӗн пулчӗ.

Поднявшись на церковную паперть, он остановился возле Шериф-аги и стал шарить у себя по карманам, делая вид, будто ищет платок: он хотел послушать, какие распоряжения будет отдавать онбаши.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килнӗ ҫын чиркӳ юрри пеккине юрласа ячӗ, Колчо иккен:

Пришелец запел на один из церковных «гласов» знакомый тропарь Колчо:

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю господин чиркӳ еннелле пӑшӑрханса пӑхса илчӗ, полицейскисем унта, чӑн та, виҫ алӑк патӗнче те тӑра-тӑра тухнӑ.

Господин Фратю метнул встревоженный взгляд на церковь и увидел, что все три выхода из нее.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколов часах чиркӳ картишне чупса ҫитрӗ.

Вскоре Соколов добежал до церковного двора.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чиркӳ мӗне кирлӗ вара, мӗншӗн турра ӗненмелле, пупсем мӗншӗн кирлӗ пулччӑр, енчен ҫынсем минчетленмесӗрех те турӑ пил памасӑрах сысна пек ӗрчеме тытӑнсан?

К чему же тогда церковь, к чему вера, к чему священники, если люди будут размножаться, подобно свиньям, без венца, без благословения божьего?

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем пытанса пурӑннӑ шӑтӑк вырӑнӗнче граф чиркӳ лартса парасшӑн иккен, леш ӑна калать: пӗтӗм алмазӑмсене сутап та ыйткаласа ҫӳрекенсене мӗн те пулин парӑп, тет, тата ҫӗр пусӑ чавтарӑп, тет.

Он обещал в честь ее построить церковь на том месте, где была пещера, а она ему ответила, что продаст все свои алмазы, чтобы раздать милостыню бедным и соорудить сто водоразборных колонок, отделанных мрамором.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗррехинче вӑйлӑ тӑвӑл ҫав яхта тымарӗ-мӗнӗпе вӑтӑрса кӑларнӑ та, игумен вара ҫав кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартнӑ.

Но буря повалила сосну, а игумен воздвиг на месте старой церкви новую.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗлӗк-авал ҫав кивӗ мӑнастире паттӑр яхтӑ хупӑрласа тӑнӑ, яхтӑ тӑрринче туллиех вӗҫен кайӑк йӑви пулнӑ, лапсӑркка турачӗсен хӳттинче пӗчӗк чиркӳ пытанса ларнӑ.

Некогда эта старинная обитель гордилась могучей сосной с усыпанной множеством птичьих гнезд пышной кроной, под которой ютилась древняя церковка.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав кунхине Генчо-маляр ывӑлӗн пуҫне каснӑ виллине хиртен кӳрсе чиркӳ картишне вырттарнӑччӗ, пӗчӗк Асен ҫавна шкул чӳречинчен кӑна пӑхса тӑнӑ та, сехри хӑпнипе, чирлесе те ӳкрӗ.

Надо сказать, что в тот день с поля на церковный двор привезли обезглавленный труп сына Генчо — маляра, и маленького Асена, который увидел это из окон школы, затрясла лихорадка.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чиркӳ чӗлхипе каласан, ку вӑл Вера Павловна светтуй сывлӑша хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗни пулать, — вӑл ҫылӑх пирки акӑ мӗн теҫҫӗ, ҫыннӑн ытти кирек мӗнле ҫылӑхне те каҫарма пулать, — анчах кӑна нимӗнле те, нихҫан та каҫарма ҫук, теҫҫӗ.

Это, Вера Павловна, то, что на церковном языке называется грехом против духа святого, — грехом, о котором говорится, что всякий другой грех может быть отпущен человеку, но этот — никак, никогда.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Верочка вуннӑра чухне, ӑна, амӑшӗпе Толкучий рынока каякан хӗрачана, Гороховӑй урамран Садовӑй урама пӑрӑннӑ ҫӗрте кӗтмен самантра ӗнсе чикки тыттарнӑ: «Чиркӳ ҫине куҫна чаратӑн, ухмах, ҫамку ҫине мӗншӗн хӗрес хумастӑн?

Когда Верочке было десять лет, девочка, шедшая с матерью на Толкучий рынок, получила при повороте из Гороховой в Садовую неожиданный подзатыльник, с замечанием: «Глазеешь на церковь, дура, а лба-то что не перекрестишь?

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсӗ шута илнисем ҫине чиркӳ тӑрринчен суратӑп эпӗ!

— А мне плевать на твои расчеты с высокой колокольни!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней