Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.06 11:26

Предложений: 54; Слово: 937

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫуркунне хӑйӗннех иле пуҫларӗ, ҫавӑн пекех революци те калама ҫук хӑвӑрт ҫите пуҫларӗ. Хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм Фраки — пӑлхавӑн чи пысӑк вучахӗ — ҫак ҫуркунне вулкан пек вӗркесе тӑракан пулчӗ, — хальтен халь сирпӗнсе тухассӑн туйӑнса тӑчӗ вӑл. Апостолсемпе агитаторсем, кӗрешӗве йӗркене кӗртсе, тусемпе айлӑмсем тӑрӑх, ҫӗршывра урлӑ та пирлӗ ҫитсе ҫӳрерӗҫ. Вӗсене кирек ӑҫта та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Ирӗклӗхӗн аслӑ сӑмахне халӑх ҫӑтса яманни кӑна, кӗрешӗвӗн сӑваплӑ ҫулне хӑвӑртрах тӑрасшӑн ҫунать вӑл.

Йышлӑ хыпарҫӑсем-акакансем, вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса, Болгари кӑмӑлӗн хирне сухаласа, наци чысне упраттаракан вӑрлӑха акма тытӑнчӗҫ. Халӑх ӑс-хакӑлне хускатакансен пархатарлӑ йышӗ ик хӗвелпе — Паиссий манахран пуҫласа Левский тияккӑна ҫити ҫуталса тӑрать, ҫемҫетсе ҫӗнетнӗ хире акса тухрӗҫ ӗнтӗ, ҫав ӑс-хакӑла пӗри Афон сӑртӗнчен, тепри хӑйӗн вилӗм таканӗнчен пиллесе тӑчӗ. Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех кӑна-ха, Раковский пӗр ялта пӑлхав пирки сӑмах ҫеҫ хускатнӑ та, кайран хӑйне хӑвалакансенчен хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнса аран тарса хӑтӑлнӑ. Халь акӑ, яла апостол пынине пӗлсен, халӑх ӑна хупӑрласа тытма кӑна мар, кӗтсе илмешкӗн тесе депутаци ярать. Ҫынсем ун хӗрӳллӗ сӑмахне илтесчӗ тесе ҫунаҫҫӗ, типсе ҫитнӗ пыра таса ҫӑл шывӗпе кантарнӑ пек, пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе тӑраҫҫӗ. «Таса кӗрешӳшӗн пурнӑҫна пама хатӗр пул!» тесен, тӑван ҫӗршывшӑн чиркӳ хӑйӗн пупне парать, шкул — учительне, уй-хир — сухаҫне, амӑшӗ ывӑлне парать. Ӑҫтан-ӑҫтан кӑна пырса кӗмест пуль ирӗклӗх шухӑшӗ, вӑл пӗтӗмпе ҫавӑрса-ыталаса илет — сӑрт-тусене, айлӑмсене, чухӑнӑн ҫуртне-йӗрне; турра пӗччен кӗл туса пурӑнаканӑн пӳлӗмне те кӗмесӗр хӑвармасть. Чорбаджисем те-ха — халӑх юхӑмне кирек хӑҫан та чӑрмантарса тӑнӑ клас-ха вӑл — вӗсем те хӑйсен таврашӗнчи ҫынсен ӑс-хакӑлӗ ҫӗкленнине пула, революциллӗ шухӑшпа хӗтӗрӗне пуҫларӗҫ. Патриотла юхӑмра вӗсем, чӑн та, кӑштах кӑна курӑнкалаҫҫӗ-ха, анчах тинех чӑрмантарми пулчӗҫ ӗнтӗ вӗсем, сутакансен ҫулӗпе утми пулчӗҫ. Сутасси те, ирсӗрлӗх те катастрофа хыҫҫӑн кӑна пур енчен те курӑнса кайрӗ.

Хӑш-пӗрисем, истори чӑнлӑхне пӑсса, халӑх кӑмӑлӗ вӑл ҫӑпата сыракансен кӑна ҫӗкленнӗ тесе, кӑлӑхах сӳпӗлтетме хӑтланчӗҫ. Кӑлӑхах! Революцилле шухӑш хӑйӗн ҫуначӗпе ҫӑпата сыракансене те, университет студенчӗсене те, ҫӗлӗклӗ хресченсене те, шлепкеллӗ те фескӑллӑ камилавкӑллӑ хула ҫыннисене те ҫупӑрларӗ.

Ӳссех пыран революци хавалӗ пурне те пыра-пыра тиврӗ. Вӑл кунсерен вӑй илсе пычӗ, ҫавӑнпа пӗрлех пӑлхава хатӗрленесси те анлӑн сарӑлса пычӗ. Ҫамрӑкки те, ватти те ӗҫе тытӑнчӗ. Хресченсем пуҫланӑ анисене сухаласа пӗтермесӗр пульӑсем шӑратма тытӑнчӗҫ. Вӑрттӑн пуштӑ вырӑнти комитетсемпе те Панагюриштери тӗп комитетпа кунӗн-ҫӗрӗн ҫырусем ҫӳретрӗ, пӑлхавҫӑсен вӑрттӑн полицийӗ уҫҫӑн ӗҫлекен тӗрӗксен полицине сыхласах тӑчӗ. Хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫамрӑксем сотниксемпе теҫетниксем патӗнче ҫар ӗҫне вӗренме тытӑнчӗҫ; хӗрарӑмсем патронсем турӗҫ, ура чӗркемеллисем тӗртрӗҫ, пӑяв-кантра яврӗҫ, карчӑксем сухари типӗтме ҫӑкӑр пӗҫерчӗҫ; атӑҫӑсем хутаҫсемпе царвульӑсем ҫӗлерӗҫ, патрон ҫаккисем турӗҫ, пӑлхавҫӑсем валли тата ытти кирлӗ ӑпӑр-тапӑр хатӗрлерӗҫ; ял старостисемпе хырҫӑ-марҫӑ пуҫтаракансем, кметсем тата ытти ҫавӑн йышши официаллӑ ҫынсем хӑйсемех пӑлхава пикенсе хатӗрленме тытӑнчӗҫ. Хӗҫ-пӑшал та патрон, тар кӗлечӗ-нӳхрепӗ кашни ялта тулсах пычӗ, тар тенӗрен, ӑна тӗрӗксем хӑйсемех тупса параҫҫӗ, черешня йывӑҫҫисене пӑраласа шӑтарнӑ кӗпҫесене тимӗрпе кашалласа ҫирӗплетеҫҫӗ, ку ӗнтӗ артиллери пулать! Пурҫӑн ялавсене кӗмӗл укапа арӑслансем ӳкере-ӳкере тӗрлерӗҫ, — арӑсланӗсем те вара мӗкӗрсе яманни кӑна; пӑлхавҫӑсен вӗҫкӗн тумӗ, пуп таврашӗн йӑлтӑр-ялтӑр ризисем, вӗсен хӗресӗсемпе хоругвийӗсем — пулас ҫапӑҫӑвӑн декорациллӗ курӑмӗ пулса тӑчӗ. Пӑлхава хатӗрленни ачасен вӑййине те куҫрӗ. Вӗсем пӳскисемпе кӑлтӑрмачисене тыткалами пулчӗҫ, вӑрҫӑлла кӑна выляма тытӑнчӗҫ, хӑйсем валли шӑвӑҫран пӑшалсем турӗҫ, хӗҫӗсене йывӑҫран якатса майлаштарчӗҫ. Вӗсене ваттисем курсан: «Ку вӑл турӑ пӳрни…» терӗҫ. Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ… Ҫав ҫулхине ҫуркунне васкавлӑн килчӗ, пӗтӗм Фраки ҫӗршывӗ ҫӑтмах пахчи пулса тӑчӗ. Шӑлан плантацийӗсем нихҫан апла пулман пек пит ӑнса ҫеҫкене ларчӗҫ. Уй-хир те ытармалла мар лайӑх тырӑ пуласса ӗмӗтлентерчӗ ҫав та, чипер пуҫтарса кӗртме кӑна пӳрмерӗ…

Сӗм-инкек тӳснӗ халӑх вун кун хушшинче
Вун ӗмӗр пурӑнмалӑх ӳссе ҫитӗнчӗ.

Агитаци ӗҫне уҫҫӑнах туса пыма тытӑнчӗҫ, ӑна ирттересрен шикленсе тӑрасси асра та ҫук, пӑлхава хатӗрленсе хӗҫ-пӑшалланнине тӗрӗк правительстви курсах тӑрать, ҫапах та хӑйне ҫуламан пӑру пек тыткалать, вӑл пусмӑрти халӑх вӑйне нимӗн чухлӗ те хисепе илмест, йӗрӗнсе пӑхать, ҫавӑнпа кӑна калама пулать вӑл куҫсӑр пулса тӑнине. «Мулкач пек тӗпӗртететпӗр!» — теҫҫӗ йӑпанчӑк эфендисем. «Вӗсем — ҫав Даживейлерденсем-ҫке, карма ҫӑварсем вӗсем», — теҫҫӗ тӗрӗксен вӗҫкӗн правителӗсем, тиркешсе кулкаланӑ май. Пӗр каласан, пӗтӗм саманана хак паракан сӑмахсем те пулаҫҫӗ. «Даживейлерден» тениех, акӑ, чиркӳ тавраш хӑй тӗллӗн ӗҫлетӗр тенӗ ӗмӗтпе, халӑх вӑтӑр ҫул хушши кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине кӑтартакан чи паллӑ тӗслӗх. Анчах 1870-мӗш ҫулхи «Даживейлерденсем» Болгари экзархийӗ хӑй тӗллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ятпа тав курки ҫӗклекенсем 1876-мӗш ҫулхине паттӑр пӑлхавҫӑсем пулса тӑчӗҫ, вӗсем пуля шӑратаҫҫӗ, тупӑ тӑваҫҫӗ, халь акӑ Болгари ирӗклӗхӗн тав куркине те ҫӗклесшӗн. Тӗрӗксем ҫав улшӑнӑва ӑнланмарӗҫ. Вӑхӑтран кая юлнӑ вӗсем, идейӑсем ӳссе пыни мӗне пӗлтерессе те пӗлмен те, сисмен те. Ӗнтӗ сиссе илнӗ пулсан та тинех ӗлкӗрейместчӗҫ: ҫав гигантла идейӑна — ту таврашне тӳнтер ҫавӑрса хума пултаракан куҫа курӑнми Марко Королевича пӗтерсе лартмашкӑн вӗсен пысӑк тӗрмисем те ҫитмен, касмӑкласа илмешкӗн те вӑрӑм сӑнчӑрӗсем пулман.

Хамӑр еткер тӗлӗнмелли пит нумай пулчӗ ҫав. Еткер валли кӑна-и? Эпир хамӑр та, ҫав самана ывӑлӗсем, историри йышлӑ тӗслӗхсене пула, халь урӑлса ҫитнӗ ҫынсем, ҫавӑн чух хамӑр халӑх ӑҫтан-ха ҫав хаяр та вӑйлӑ империпе ҫапӑҫма хӑюлӑх ҫитерме пултарнинчен, мӗнле хӑватпа хӗтӗрӗнсе ҫӗкленнинчен тӗлӗнетпӗр. Ҫав вӑйлӑ ҫарлӑ империе вӑл кулӑшла хӗҫ-пӑшалланнӑ халлӗнех аркатма шанса хатӗрленнӗ-ҫке!.. Унпа куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешме хатӗрленнӗ-ха, хӑйне ҫав кӗрешӳре энтузиазмран урӑх нимӗн пулӑшаканӗ те пулман. Ҫапла ӑсран каяс пек хӑй ҫине шанчӑк илнине историре эпир ытла сайра куратпӑр. Пӑлхарсен наци туйӑмӗ ун чухнехи пек ҫӳле ҫӗкленни урӑх пулман та темелле.

Ҫав кӗрешӳ умӗнхи тапхӑр пирки эпир уйрӑммӑнах тӗплӗн каласа парасшӑн пултӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫав тапхӑр усӑллӑ вырӑнта вӑй илсе ӳснӗ аслӑ идейӑн хӑватне виҫсе пӗлме чи сиплӗ май кӳрет. Кӗрешӳ тесен вара, унччен хатӗрленсе тӑнипе танлаштарсан, ҫавӑн пек хака тӑрас та ҫук…

Эпир ҫав кӗрешӗве ҫырса та кӑтартасшӑн мар. Пирӗн калав ирӗксӗрех ҫав кӗрешӗвӗн пӗртен пӗр эпизочӗпе ҫырлахать, ҫав эпизода ак малалла ҫырса кӑтартӑпӑр та, вӑл революци вут-хӗмне путарнӑ сӑлтава, ҫавӑнпа пӗрлех чи таса шанчӑксем те пӗтнине ӑнлантарса пама пулӑшӗ тетпӗр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней