Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кулса (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Швабрина итлесе чӗререн кулса ларнӑ вӑхӑтра ӗнер комендант ҫуртӗнче мундир сапласа ларнӑ инвалид пырса кӗчӗ те Василиса Егоровна ячӗпе мана вӗсем патне апат ҫиме чӗнчӗ.

Я смеялся от чистого сердца, как вошел ко мне тот самый инвалид, который чинил мундир в передней коменданта, и от имени Василисы Егоровны позвал меня к ним обедать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас.

Вот Карлуша, городской сумасшедший, который беспрестанно то хмурился, то улыбался, прошел по тому берегу и остановился у наших ворот, – должно быть, заговорил с тетей Дашей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне кулса кӑна «ҫук» тесе хуравларӗ.

Мать улыбнулась и сказала, что нет.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана ыталаса илчӗ те кулса кӑна ячӗ.

А она только обняла меня и засмеялась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кулса ятӑм.

Я засмеялся.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ инквизицине Пӗлтерӗ монах, — терӗ те вӑл кулса ячӗ.

Чтобы инквизиции Не донес монах, – сказал он и засмеялся.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кулса ячӗ.

Он горько смеялся.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук.

Узнав меня, она улыбнулась, но мне было не до нее.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫуралнӑранпа та пӗрремӗш хут кӑна, — терӗ вӑл, хӑйпе хӑй ҫырлахнӑ май, йӑл кулса: — ку вара банкпа штосран лайӑхрах.

— В первый раз от роду, — отвечал он, самодовольно улыбаясь, — это лучше банка и штосса.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах вӑл мана кулса ярасран аран чӑтса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Но мне показалось, что он удерживал улыбку.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ; капитан кӗҫ-вӗҫ кулса ямасть: — Ан хӑра, — хушса хучӗ вӑл, Грушницкий ҫине чеен пӑхкаласа.— Тӗнчере ырри нимӗн те ҫук!

Они обнялись; капитан едва мог удержаться от смеха: — Не бойся, — прибавил он, хитро взглянув на Грушницкого, — все вздор на свете!..

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ.

Он отвел капитана в сторону и стал говорить ему что-то с большим жаром; я видел, как посиневшие губы его дрожали; но капитан от него отвернулся с презрительной улыбкой.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл нимӗн те калаймарӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан ирӗксӗрех хыттӑн кулса ячӗ.

Он смутился, покраснел, потом принужденно захохотал.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпир тахҫанах сире кӗтетпӗр, — терӗ драгун капитанӗ, тӑрӑхлас шутпа йӑвашшӑн кулса.

— Мы давно уж вас ожидаем, — сказал драгунский капитан с иронической улыбкой.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак пӗчӗк кӗлеткеллӗ ҫынна калама ҫук пысӑк та лапсака ҫӗлӗк айӗнче курсан, эпӗ хыттӑн кулса ятӑм: унӑн пит-куҫӗ пачах та хастарлӑ мар, анчах халь вӑл яланхинчен те вӑрӑмрах.

Я расхохотался, увидев эту маленькую фигурку под огромной косматой шапкой: у него лицо вовсе не воинственное, а в этот раз оно было еще длиннее обыкновенного.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗн килне ҫитичченех вӑл шавласа та кулса пычӗ.

До самого дома она говорила и смеялась поминутно.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юлашки сӑмахӗсенче унӑн кӑмӑлӗ чӑтайманнипе эпӗ ирӗксӗрех кулса ятӑм; юрать-ха, тӗттӗмлене пуҫларӗ…

— В последних словах было такое женское нетерпение, что я невольно улыбнулся; к счастию, начинало смеркаться.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсӗ тупӑшса ҫӗнтертӗн, анчах пӗтӗмӗшпех мар-ха, — терӗ вӑл сивлеккӗн кулса.

— Ты выиграл пари — только не совсем, — сказал он, злобно улыбаясь.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗншӗн тесен эпӗ пӗр япала ҫинченех темиҫе хут каланине юратмастӑп, — терӗ лешӗ кулса.

— Потому что я не люблю повторений, — отвечала она, смеясь…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тепӗр чухне! — терӗ те вӑл кулса ячӗ, унтан хӑйӗн намӑсланнӑ юлташӗсем патнелле утса кайрӗ, лешсем ӑна ҫав самантрах урӑх пӳлӗмелле ҫавӑтса тухрӗҫ.

В другой раз! — сказал он, засмеявшись, и удалился к своим пристыженным товарищам, которые тотчас увели его в другую комнату.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней