Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.25 22:43

Предложений: 108; Слово: 925

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Анне
Февральти революцие лайӑхах астӑваймастӑп эпӗ.
Хулана таврӑниччен ку сӑмах мӗне пӗлтернине те чухлаймастӑм. Анчах та хам теме пӗлесшӗн ҫуннине, хам ӑнланман калаҫусене пӗтӗмпех хама калаҫма вӗрентнӗ ҫӗрлехи хӑнапа ҫыхӑнтарнине лайӑхах астӑватӑп-ха.

Каҫсеренех, патак ҫине ҫӗрулми тирнӗ май, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлаттӑм. Мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатӑн, вӑл маншӑн ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнтермӗш ҫын пек, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Мӗншӗн-ха вӑл ҫапла кӗтмен ҫӗртен тухса кайрӗ? Сывпуллашмарӗ, хӑй ӑҫта каяссине те каласа хӑвармарӗ? Мӗншӗн-ха вӑл мачча ҫинче пытанса пурӑнчӗ? Староста хӗрне, Манькӑна; сыватма мӗншӗн килӗшмерӗ-ха вӑл! Петровна патне те кӗрсе тухмарӗ. Ӑҫта-ши вӑл халӗ? Таврӑнӗ-ши калле? Ҫӗрле, вӑранса кайсан, эпӗ кам та пулин кантӑкран шаккамасть-и тесе, итлесе пӑхаттӑм. «Вӑл килмест-ши» теттӗм. Никам та шаккамастчӗ, пирӗн пӳрт ҫивиттийӗ ҫине юр ҫеҫ ҫемҫен, пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ӳкетчӗ, сасартӑк мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнатчӗ.

Пиртен Иван Иваныч пирки никам та ыйтмастчӗ. Анчах та эпӗ, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, халӗ ҫака пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ тесе шухӑшлаттӑм. Халӗ вӑл мачча ҫинче пытанса выртмӗччӗ. Тен, халӗ вӑл Петровнӑпа паллашма та именсе-туса тӑмӗччӗ!

Ҫуркунне иртнине эпӗ сисмесӗрех юлтӑм. Ҫулла вара, «Нептун» кӑшкӑрта-кӑшкӑрта, хӑватлӑн кутӑн чакса пристане килсе чарӑннӑ кун пуҫланса кайрӗ. Эпир аннепе «Нептуна» пристань ҫинче мӗн иртенпех кӗтсе тӑраттӑмӑр.

Минька, ылтӑн сӑмсаллӑ кепка, кӑвак курточка — вӑл халӗ самаях кивелнӗ ӗнтӗ — тӑхӑннӑскер, яланхи пекех пусма картлашки ҫинчен пассажирсем ҫине мӑнаҫлӑн та тирпейсӗр пӑхса тӑрать. Сухаллӑ капитан-рулевой хупӑ сассипе трубка витӗр «Чарӑн! Малалла! Чарӑн! Кутӑн чак!» тесе кӑшкӑрать. Машина тӗлӗнмелле чӗтрет. Эпир хулана таврӑнатпӑр. Анне, ырханланса, ҫамрӑкланса кайнӑскер, вӗр-ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑ, чечеклӗ ҫӗне тутӑр ҫыхнӑскер, пире лав тытсах киле илсе таврӑнать…

Хӗлле эпӗ час-часах анне эпӗ калаҫнине илтсен тӗлӗнсе кайӗ тесе шутлаттӑм. Вӑл мана ыталаса илчӗ те кулса кӑна ячӗ. Хӗл каҫиччен вӑл пӗтӗмпех улшӑннӑ-мӗн. Пӗр-вӗҫӗмренех вӑл тем ҫинчен шухӑшлатчӗ. Кӑна эпӗ унӑн пичӗ улшӑннинчен — ним калаҫмасӑр-тумасӑр хӑй ӑссӗн кӑна хуйхӑрса ҫӳренинчен, кулнинчен — ҫӑмӑллӑнах пӗлеттӗм. Петровна ӑна ухмаха ерет пулӗ тесе шутланӑччӗ, унтан вӑл пӗрре ҫакӑн пирки ыйтса та пӑхрӗ. Анне кулса кӑна «ҫук» тесе хуравларӗ.

Эпир Петровна валли пушӑт касма вӑрмана кайрӑмӑр. Вӑл сутма ҫӑпата тӑватчӗ. Аннен ҫав кунхи сӑнӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асра юлчӗ. Вӑл хура ҫӳҫлӗ, чӑлт шурӑ шӑллӑ ҫирӗп хӗрарӑмччӗ. Чечеклӗ тутӑрне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен хӗреслетсе ҫыхнӑччӗ. Вӑл, меллӗн пӗшкӗнсе, йывӑҫ турачӗсене сирет, йывӑҫа касать, унтан хуппине шӑлпа ҫыртать, пӗрре туртнипех меллӗн уйӑрса илет. Ҫавӑн пек аса юлнӑ мана анне сӑнӗ. Анне мана та пушӑт касма вӗрентес терӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ, пӳрнене касни кӑна пулчӗ.

Унтан эпӗ тӗмсем хушшинче пытанса, чылайччен шухӑшласа, кайӑксем юрланине итлесе, анне хамран аякран аякка кайнине сӑнаса лартӑм. Сасартӑк анне юрласа ячӗ:

Хыҫалти алӑк патне сутӑҫсем килчӗҫ.

Кӗсре сутса шур сӑр илтӗм эп хама валли.

Юри ятне ӗне сутрӑм хитререх пулма.

Сӗт витрине сутса ятӑм писев туянма.

Тӗмсем ҫине хӗвел ҫути ӳкрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл тӳрленсе тӑчӗ. Питҫӑмартийӗсем унӑн хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ-ха!

Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм. Йӑмӑка вӑл яланах юрататчӗ.

Пӑрахут ҫинче вӑл вӗҫӗмренех шухӑшласа пычӗ — куҫхаршисене сиккелентерчӗ, пуҫне пӑркаларӗ, — хӑй ӑшӗнче кӑна такампа ятлаҫрӗ пулас. Эпӗ хам та чарӑна пӗлми шухӑшларӑм. Хамӑр килкартинче мӑнкӑмӑллӑн уткаласа ҫӳресси, сасартӑк яланах калаҫма пӗлнӗ пек, пӗр-пӗр сӑмаха тӗрес мар каласа ярасси манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Шыв ҫине пӑхса пынӑ май эпӗ тӗлӗрсе кайнӑ, ҫав тери хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ: каллех чӗлхесӗр пулнӑ пек.

— Анне, — пӑшӑлтатрӑм эпӗ.

Вӑл чӗнмерӗ.

— Анне! — хӑраса кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Киле таврӑнсан, мӗн тери юхӑнса юлнӑ пек, хуҫасӑр пек туйӑнчӗ мана хамӑр килкарти! Кӑҫал кил таврашӗнчи ҫӳп-ҫапсене тасатма никам та шутламан, кашни алӑк умӗнчех, шыв ҫинче турпас таткисем ӗлӗкхи пекех ишкелесе ҫӳреҫҫӗ. Лутра кӗлетсем хӗл каҫиччен татах та ытларах чалӑшса кайнӑ, хӳмесем шӑтса, ванса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксем витӗр урапапа тухса ҫӳреме пулать, Сковородниковсен хыҫӗнче шӑршлӑ шӑмӑсем, чӗрнесем, тир татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ.

Старик ҫилӗм тӑвать. Вӑл, куҫлӑхлӑскер, тӗпелти пӳлӗмре, ҫав пукан ҫинчех ларать. Примус ҫинче — тимӗр шайкка. Унтан кӑмӑла пӑтрантаракан ҫав тери ирсӗр шӑршӑ кӗрет. Ун патӗнче ларнӑ чухне тӳсме ҫук кӑмӑл пӑтранчӗ манӑн.

— Ҫакна пурте ахаль ҫилӗм кӑна теҫҫӗ, — терӗ вӑл мана, ҫур сехет ларнӑ хыҫҫӑн урама уҫӑлма тухма ыйтсан, — ку вӑл — тӗлӗнмелле ҫилӗм. Вӑл тимӗре те, кӗленчене те, кирпӗч ҫыпӑҫтарас текен пӗр-пӗр ухмах тупӑнсан, кирпӗче те ҫыпӑҫтарать. Эпӗ хайласа тупнӑ ӑна. Сковородниковӑн мездровӑй ҫилӗмӗ. Вӑл мӗн чул шӑршлӑрах, ҫавӑн чул лайӑхрах ҫыпӑҫтарать.

Вӑл, ӗненмен пек пулса, куҫлӑх ҫийӗн ман ҫине пӑхса илчӗ.

— Сковородниковӑн мездровӑй ҫилӗмӗ, — терӗ те вӑл тепӗр хут ассӑн сывласа ячӗ. — Реклама ҫапма илесчӗ те ак камран та пулин пӗр ҫичӗ тенкӗ — халӑх хӑпма пӗлмӗччӗ. Пасарта мужиксем столярнӑй ҫилӗме кӗренкине хӗрӗх пуса туянаҫҫӗ. Мӗнле каламалла ӑна? Вӑрлани пулать вӑл. Ну-ка, кала-ха мӗн те пулин!

Эпӗ каларӑм. Вӑл манпа килӗшсе пуҫ тайрӗ.

— Эх, Ивана шеллетӗп эпӗ, — терӗ вӑл.

Даша инке килӗнчен тухса кайнӑччӗ, вӑл тепӗр икӗ эрнерен таврӑнчӗ. Каҫхине эпир кухньӑра ларатпӑр. Вӑл вӗҫӗмренех манран ялта мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗпчесе ларчӗ, — ыйтать те ответне хӑех парать.

Ара сире, мӗскӗнсене, хӑвӑра кӑна пурӑнма тунсӑх пулчӗ пулӗ. Апат кам пӗҫерсе паратчӗ? Петровна-и? Петровна.

— Ҫук, Петровна мар, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ, — хамӑрах пӗҫереттӗмӗр.

Хам ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Даша инкен пичӗ мӗнле пулса кайнине эпӗ нихҫан та манас ҫук. Вӑл, ҫӑварне карса, пуҫне пӑркаларӗ, хӗклетрӗ.

— Никама та тунсӑхламан, — кула-кула каларӑм эпӗ, — сана ҫеҫ курас килетчӗ, Даша инке. Мӗншӗн-ха эсӗ пирӗн пата пырса курмарӑн, э?

Вӑл мана ыталаса илчӗ..

— Чунӑмҫӑм, мӗнле-ха ку капла? Калаҫма пуҫларӑн иккен, кӑвакарчӑнӑм, калаҫатӑн иккен! Чӗнмест тата, кутӑна перет, ав, епле вӑл! Ну, каласа парах ӗнтӗ!

Эпӗ ӑна хамӑр пата пырса шакканӑ, шӑнса кӳтнӗ тухтӑр ҫинчен, ӑна виҫӗ талӑк пытарса усрани, вӑл мана «е», «у», «ы» сасӑсене кӑтартни, «хӑлха» теме хушни ҫинчен кала-кала патӑм.

— Саня, эсӗ уншӑн кӗлтума тивӗҫ, — терӗ Даша инке. — Мӗн ятлӑ вӑл.

— Иван Иваныч.

— Кӗлту, каҫсерен кӗлту!

Анчах та эпӗ кӗлтума пӗлместӗп, юратмастӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней