Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.25 20:21

Предложений: 96; Слово: 829

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ял

Юлашки сулӑсем те анаталла юхса кайрӗҫ ӗнтӗ. Ҫӗрле вӑранса кайсан, эпӗ ерипен кӑна куҫса пыракан пӗчӗкҫӗ ҫуртсем ҫинче хӑй ҫутисем те курмастӑп ӗнтӗ. Халӗ ҫырмара та, килхушшинче те, пӳртре те — пуш-пушах.

Анне больницӑна кӗпе ҫума ҫӳрет, ирхине, эпир ҫывӑрнӑ чухнех, килтен тухса каять. Эпӗ Сковородниковсем патне ҫӳретӗп; старик ятлаҫнине итлетӗп.

Вӑл, куҫлӑхлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, лӑпсӑрккаскер, пӗчӗкҫӗ те хура кухньӑра сӑран ҫапса тунӑ лутра пукан ҫинче атӑ-пушмак ҫӗлесе ларать. Хӑш-хӑш чухне вӑл атӑ ҫӗлет, сӗреке-атма таврашсем ҫыхать, сутма валли ӑвӑсран тӗрлӗ-тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, лашасем касса кӑларать. Ку ремеслона вӑл хӑй ҫуралнӑ ҫӗртен, Атӑл тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Ӑна вӑл «ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани» тесе ят панӑ.

Тен, вӑл мана, хӑйпе калаҫакан ҫынсенчен пӗртен-пӗр хирӗҫлемен юлташӗ пулнишӗн юрататчӗ пулӗ. Ара эпӗ вӗт нихӑҫан та хирӗҫ чӗнмен. Вӑл тухтӑрсене, чиновниксене, улшуҫ-сутӑҫсене ятлатчӗ. Анчах та пупсене вара вӑл пуринчен хытӑрах вӑрҫатчӗ.

— Этем вилет, анчах та уншӑн вӑл турра ылханма пултарать-и? Пупсем пултараймасть, теҫҫӗ. Эпӗ калатӑп, пултараҫҫӗ, тетӗп. Мӗн-ха вӑл ылханни?

Эпӗ ылханни мӗн иккенне пӗлместӗп.

— Ылханни — кӑмӑлсӑр пулни. Кӑмӑлсӑр пулни мӗн-ха тата? Хӑвна мӗн пӳрнинчен ытларах илес тени. Пупсем калаҫҫӗ, юрамасть, теҫҫӗ. Мӗншӗн?

Эпӗ мӗншӗн иккенне пӗлместӗп.

— Мӗншӗн тесен, «ҫӗртен тухан та ҫӗрех кӗрен».

Вӑл кулса ячӗ.

— Мӗн кирлӗ-ха ҫӗре? Хӑйне мӗн пӳрнӗ, ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ ӑна.

Эпӗ ун патӗнче кунӗ-кунӗпе ларатӑп. Вӑл ӑнланмалла мар калаҫни, темле хӑрушшӑн хӑйӑлтатса кулни — пурте кӑмӑла каятчӗҫ мана. Кулнӑ чухне вара эпӗ ун ҫине ирӗксӗрех тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑраттӑм.

Ҫапла ӗнтӗ, кӗркунне те ҫитрӗ. Раксем те халӗ (эпир ҫав раксемпе кӑна пурӑнкалатпӑр) шӑтӑксене кӗре-кӗре выртрӗҫ. Манӑн шапасем текех кӑсӑхтармаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсене.

Эпир выҫӑ ларатпӑр. Анне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, яла ярас, тет.

Эпӗ, хамӑр мӗнле ҫул ҫӳренине, паҫӑртарах каланӑ сӑлтав пирки, хам тӗлӗннипе эппин астӑваймастӑп. Пӗчӗк чухне эпӗ час-часах унта-кунта пӑхкалама, итлесе тӑма юрататтӑм, нумай япалана ӑнланаймастӑм. Тӗлӗнмелле мар япаласемех тӗлӗнтеретчӗҫ мана. Тӗлӗннипе, ҫӑвара карса пӑрахсах, эпӗ хамӑн куҫ умӗнче сарӑлса выртакан тӗнчене сӑнаттӑм…

Халӗ акӑ эпӗ пӑрахут ҫинчи билет тӗрӗслекен арҫын ача ҫине хытса кайса пӑхса тӑратӑп. Икӗ эрне ӗлӗкрех ӑна Минька тесе чӗнетчӗҫ, вӑл пирӗн килхушшинче Петька Сковородниковпа рюхӑлла вылятчӗ. Вӑл мана паллаймарӗ курӑнать. Минька кӑвак курточка тӑхӑннӑ, курточки ҫине матрос тӳмисем лартнӑ. Унӑн кепки ҫине «Нептун» тесе ҫырса хунӑ. Ку вӑл — пӑрахут ячӗ. Шл пусма картлашки ҫинчен пассажирсем ҫине тирпейсӗррӗн пӑхса тӑрать. Халӗ ӗнтӗ мана — асамлӑ капитан та, вӑлах рулевой, машина хӑватлӑн халтӑртатни те, нимӗн те илӗртмест. Минька мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, ҫул тӑршшӗпех эпӗ ун ҫинчен куҫӑма илме пӗлмерӗм. «Нептун» — чапла пӑрахут. Эпӗ ун ҫине ларса курас тесе тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Шыва кӗнӗ чухне хумсем ҫинче ярӑнса ишес тесе мӗн чухлӗ кӑна кӗтмен-ши эпӗ ӑна! Халӗ ӗнтӗ акӑ пурте пӗтрӗ. Эпӗ мӗн тӗттӗмленичченех, сухаллӑ капитан-рулевой трубка витӗр «Чарӑн, хыҫалалла чак» тейичченех, Минька ҫине ӑсран кайнӑ пек пӑхса тӑтӑм. Пӑрахут сӑмсинче шавлани илтӗнчӗ, матрос бортран ывӑтса панӑ вӗрене меллен кӑна тытса илчӗ.

Эпӗ ялта нихҫан та пулман, анчах та ялта аттен хӑйӗн ҫурчӗ, сад пахчи пуррине лайӑхах пӗлетӗп. Сад пахчи! Анчах эпӗ ҫак сӑмах хыҫӗнче кирлӗ-кирлӗ мар пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пахча, пахча варринче темиҫе ватӑ улмуҫҫи ҫеҫ пытанса тӑнине пӗлсен, тарӑхса кайрӑм.

Ҫакна пиллесе хӑварнӑ чухне атте вунсакӑр ҫулта пулнӑ. Анчах та вӑл ялта пурӑнма шутламан, ҫавӑнтанпа ӗнтӗ пӳрт-ҫурт пуш-пушах ларать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурчӗ — атте ҫурчӗ. Вӑл атте пекех аслӑ та, тӗреклӗ пулмалла пек туйӑнчӗ маншӑн. Мӗн тери йӑнӑшрӑм иккен эпӗ!

Ку вӑл — айккинелле чалӑшса кайнӑ пӗчӗкҫӗ пӳрт. Ҫивиттийӗ чалӑшнӑ, чӳречисем ванса пӗтнӗ, тӗпри пӗренисем те авӑнса ларнӑ унӑн. Вырӑсла кӑмаки, хутса яриччен, ҫиелтен пӑхсан лайӑхах пекчӗ. Тӗтӗмпе хуралса ларнӑ хура тенкелсене стена тӑрӑх лартнӑ, лӗр кӗтессинче — турӑш, тӗтӗмпе тӗксӗмленнӗ турӑш хӑми ҫинчен аран-аран кӑна такамӑн сӑнне курма пулать.

Кирек мӗн тесен те — вӑл пирӗн пӳрт. Эпир кутамккасене хывса хутӑмӑр, ҫенӗхри шӑтӑк-шӑхӑрсене питӗртӗмӗр, чӳрече куҫӗсене лартса пурӑнма пуҫларӑмӑр.

Анчах та анне пирӗнпе икӗ-виҫӗ эрне ҫеҫ пурӑнчӗ, хулана калле таврӑнчӗ. Ун вырӑнне атте аппӑшӗ, Петровна — пысӑк аппа юлчӗ. Унӑн кӑвакарнӑ мӑйӑхӗпе янаххине пӑхма часах хӑнӑхса ҫитеймерӗмӗр пулин те, вӑл питӗ ырӑ кӑмӑллӑ карчӑк пулчӗ. Анчах ӑна хӑйне те пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхасси касать. Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр хӗл каҫичченех пӑхрӑмӑр ӑна: шыв кӳрсе, вут хутса параттӑмӑр. Юрать-ха пирӗннинчен кӑшт ҫеҫ питӗрех пӳрчӗ пиртен аякрах марччӗ.

Ҫав хӗл ӗнтӗ эпӗ хамӑн йӑмӑкӑмран хӑпма пӗлмерӗм. Вӑл саккӑра кайнӑччӗ. Пирӗн килте пурте хураччӗ, пӗр йӑмӑк ҫеҫ — сарӑччӗ, куҫӗсем ун сеп-сенкерччӗ, ҫивӗт вӗҫӗсем пӗтӗрӗнсе тӑратчӗҫ. Эпир пурте шавлама юратмастӑмӑр. Анне вара пачах калаҫмастчӗ темелле. Ку вара куҫне уҫнӑ-уҫманах калаҫма тытӑнатчӗ. Вӑл йӗнине эпӗ нихҫан та илтмен, анчах та ӑна култарасси питӗ ансатчӗ. Ӑна та ман пекех Саня, е мана — Александр, ӑна — Александра тесе чӗнетчӗҫ. Даша инке ӑна юрлама вӗрентрӗ. Вӑл вара каҫсенче хӑйӗн ҫинҫе сассипе ҫав тери вӑрӑм юрӑсем юрлатчӗ. Ҫав ҫинҫе сасса илтсен, кулмасӑр ниепле те тӳсме ҫукчӗ.

Ҫичӗ ҫулта чухне пӳртри ӗҫсене мӗнлерех тӑватчӗ тата вӑл! Тӳррипе каласан, хуҫалӑхӗ пирӗн темлех мар-ха: пӗр кӗтесре — ҫӗрулми, тепӗр кӗтесре — чӗкӗнтӗр, купӑста, суханпа тӑвар. Ҫӑкӑр илме эпир Петровна патне ҫӳретпӗр.

Пушӑ пӳртре, юрпа витӗннӗ тӗксӗм ялта ҫапла пурӑнтӑмӑр ӗнтӗ эпир икӗ ача. Ирсеренех эпир Петровна патне ҫул хыватпӑр. Ҫӗрле кӑна хӑрушӑ. Шӑп. Ҫӳлтен ӳкекен юр пӗрчин сасси те илтӗнес пек туйӑнать. Ҫавӑн пек ним сас-чӳ пулман ҫӗртенех мӑрьере ҫил уласа йӗме тытӑнать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней