Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.25 20:53

Предложений: 151; Слово: 1316

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Иван Иваныч тухтӑр. Калаҫма вӗренетӗп

Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм.

Эпӗ ҫав ҫынна лампа ҫутса пӳрте кӳртрӗм. Вӑл ҫӳлӗскер, сухаллӑскер, пуҫне хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ҫине кӗрӗк тӑхӑннӑччӗ. Шӑнса кӳтнипе вӑл алӑка та хупма пултараймарӗ. Эпӗ ҫутта аллаппипе хупласа ун ҫине пӑхрӑм. Унӑн сӑмси шап-шурӑ шуралса кайнӑ. Вӑл ҫурӑм хыҫӗнчи кутамккине хывма тӑчӗ, пӗшкӗнчӗ, сасартӑк урайне хутланса ларчӗ.

Чи малтанхи хут ҫавӑн пек тухса тӑчӗ ӗнтӗ манӑн куҫ умне ҫав ҫын, мана ҫак повӗҫе ҫырма пулӑшакан ҫын. Вӑл ман паталла упаленсех пычӗ темелле. Чӗтрекен пӳрнисене ҫӑварне чикес тесе, вӑл урайӗнче аран-аран сывласа ларчӗ. Эпӗ ун кӗрӗкне хывма тытӑнтӑм. Вӑл темскер мӑкӑртатрӗ те, тӑнран кайса, урайне тӑсӑлса выртрӗ.

Пӗррехинче эпӗ анне ӑнран кайса выртнине, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрнине курнӑччӗ. Халӗ те эпӗ ҫавӑн пекех турӑм. Манӑн хӑна ӑшӑ кӑмака ҫумӗнче выртрӗ. Эпӗ, хамӑн пуҫӑм ҫаврӑнса кайичченех унӑн ҫӑварӗнчен вӗртӗм пулин те, ӑна мӗн пулӑшнине пӗлеймерӗм. Кирек мӗнле пулсан та вӑл тӑна кӗчӗ-кӗчех, тӑрса ларчӗ, пикенсех ӑшӑнма тытӑнчӗ. Сӑмсине тӑм илни иртсе кайрӗ. Хӑй патне пӗр курка вӗри шыв илсе пырсан, вӑл куланҫи те пулса пӑхрӗ.

— Эсир кунта, ачасем, хӑвӑр ҫеҫ пурнатӑр-и?

Саня «хамӑр ҫеҫ» теме ӗлкӗрчӗ кӑна, вӑл ҫывӑрса та кайрӗ. Эпӗ вӑл ҫав тери хӑвӑрт ҫывӑрса кайнипе «вилмен-ши?» тесе хӑраса та ӳкрӗм. Анчах та вӑл, ответ панӑ пекех, харлаттарма пуҫларӗ. Вӑл тепӗр кунхине кӑна пӗтӗмпех тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Эпӗ вӑраннӑ чухне вӗсем, йӑмӑкпа иккӗш, юнашар калаҫса ларатчӗҫ. Йӑмӑк ӑна Иван Иваныч тесе чӗннине, вӑл ҫулран ҫӗтсе кайнине, ун ҫинчен никама та калама юраманнине, каласан ӑна «Цугундере лектерессине» те лайӑх пӗлет. Чӑннипе калатӑп, ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине эпӗ паян кун та тавҫӑрса илейместӗп, анчах йӑмӑкпа иксӗмӗр те эпир хамӑр хӑнана ырӑ мар япала кӗтсе тӑнине часах чухласа илнине лайӑхах астӑватӑп эпӗ. Эпир вара йӑмӑкпа пӗр калаҫмасӑр-тумасӑрах ун ҫинчен кирек мӗн пулсан та никама та пӗр сӑмах каламасса тупа турӑмӑр. Паллах ӗнтӗ, Саньӑпа танлаштарсан, шавламасӑр тӳсесси маншӑн ҫӑмӑлрах.

Иван Иваныч тӑрӑхла сак ҫинче аллине хыҫалалла тытса, йӑмӑк калаҫнине ним чӗнмесӗр итлесе ларать. Йӑмӑк аттене тӗрмене илсе кайни, прошени пани, анне пире кунта илсе килни, хӑй калле хулана таврӑнни, элӗ чӗлхесӗрри, Петровнӑн та сухалӗ пурри, анчах унӑн сухалӗ Иван Иванычӑннинчен пӗчӗкреххи, Петровна ҫӑлтан икӗ кил урлӑ пурӑнни ҫинчен, пурин ҫинчен те каласа пама ӗлкерчӗ. «Анчах Петровнӑн сухалӗ кӑвак» терӗ вӑл.

— Эх, эсир, чӗппӗмсем, — терӗ те Иван Иваныч вырӑн ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

Куҫӗсем ялкӑшса тӑратчӗҫ, сухалӗ хуп-хура та яп-якаччӗ унӑн. Малтанлӑха аллисене тӗлсӗр сулланинчен тӗлӗнсе тӑраттӑм эпӗ, Халь-халь аллипе хӑлхине тытас пек е ури тӗпне хыҫса илес пекех туйӑнатчӗ маншӑн. Анчах эпӗ часах хӑнӑхса ҫитрӗм ӑна. Калаҫнӑ май вӑл аллипе пӗр-пӗр япала тытса илетчӗ, ӑна алли ҫине хуратчӗ, жонглер пек ывӑта-ывӑта яратчӗ, тыта-тыта илетчӗ.

Малтанхи кунах пире вӑл тем-тӗрлӗ япала та туса кӑтартрӗ. Шӑрпӑкран, сухан пуҫӗпе сухан хуппинчен темле кулӑшла тискер кайӑк, кушак пекскер, ҫӑкӑр ҫемҫинчен — шӑши туса пачӗ. Кушакӗ вара, чӑн-чӑн кушак пекех, шӑшине тытса илетчӗ, мӑрӑлтатса ларатчӗ. Вӑл фокуссем те туса кӑтартрӗ: сехете те ҫӑварне хыпса ячӗ, унтан кӗсйинчен туртса кӑларчӗ. Пире вӑл ҫӗрулмине патакпа тирсе ҫиме вӗрентрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пурӑннӑ кунсенче пире йӑмӑкпа иксӗмӗре пӗрре те кичем пулмарӗ.

— Ачасем, эпӗ тухтӑр вӗт, — терӗ вӑл пӗррехинче. — Калӑр, кам мӗнпе чирлет? Халех сыватӑп.

Эпир ырӑ-сывах. Анчах вӑл темшӗн староста патне кайма килӗшмерӗ. Старостӑн хӗрӗ ун чухне чирлӗ выртатчӗ.

— Анчах ку сӑмах
Хӑратать мана.

Ҫакӑ инквизицине
Пӗлтерӗ монах, —
терӗ те вӑл кулса ячӗ.

Сӑвӑ каланине эпӗ пуҫласа утан илтрӗм. Вӑл час-часах сӑвӑласа калаҫатчӗ, туроксем пек урисене хуҫлатса вут умне ларатчӗ те сӑвӑсене мӑкӑртатса калатчӗ е юрлатчӗ.

Малтанлӑха эпӗ нимӗн ҫинчен те ыйтма пултарайманнине кӑмӑллатчӗ пулас вӑл. Уйрӑммӑнах вӑл ҫӗрле кашни ура сасси пулмассеренех вӑранса, чавси ҫине тӗренсе итлесе выртнӑ чухне эпӗ чӗнменнине юрататчӗ. Пытанса каҫ пуласса кӗтсе ларнӑ чухне те вӑл эпе чӗнменнишӗн савӑнатчӗ курӑнать. Ҫапла ирттерсе ячӗ вӑл пӗр куна, Егорье праҫникне. Вӑл Петровнӑпа та паллашас темерӗ.

Анчах икӗ-виҫӗ кунтан вӑл эпӗ чӗлхесӗр пулнипе интересленме пуҫларӗ.

— Мӗншӗн калаҫмастӑн эсӗ? Калаҫас килмест-и-мӗн?

Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр ун ҫине пӑхатӑп.

— Калаҫма тивӗҫ эсӗ. Эп сана чӑннипе калатӑп. Илтетӗн вӗт эсӗ, апла-тӑк калаҫмалла эсӗ. Ку вӑл, тӑванӑм, илтнӗ ҫӗртех калаҫайманин сайра пӗрре кӑна пулакан япала. Тен, эсӗ илтместӗн пулӗ?

Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм.

— Апла-тӑк калаҫма пуҫлатӑн.

Вӑл ҫурӑм хыҫне ҫакса ҫӳремелли миххинчен темле инструментсем кӑларчӗ. Хӗвеллӗ кун пулин те, ҫутӑ сахаллишӗн хуйхӑрса илчӗ, унтан ман хӑлхана пӑхма тытӑнчӗ.

— Вульгарис хӑлха, — пӗлтерчӗ вӑл кӑмӑллӑн, — хӑлху йӗркеллех.

Вӑл кӗтесселле пӑрӑнчӗ те шӑппӑн кӑна: «Ухмах», — терӗ.

— Илтрӗн-н?

Эпӗ кулса ятӑм.

— Лайӑх илтетӗн, йытӑ пекех, — вӑл пирӗн ҫине ҫӑварне карсах пӑхса тӑракан Саньӑна куҫ хӗсрӗ. — Лайӑх илтетӗн. Мӗншӗн калаҫмастӑн-ха эсӗ, чунӑм?

Вӑл манӑн чӗлхене икӗ пӳрнипе тытса туртрӗ, эпӗ хӑранипе хӑрӑлтатса илтӗм.

— Санӑн, тӑванӑм, пыру тӗлӗнмелле! Шаляпинӑнни пекех. Ҫап-ла!

Вӑл пӗр самант ман ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Вӗренмелле, чунӑм, — терӗ вӑл. — Ху асӑнта кӑна эсӗ мӗн те пулин калама пӗлетӗн-и?

Вӑл мана ҫамкаран шаклатрӗ.

— Пуҫӑнта, ӑнлантӑн-и? Эпӗ ӗнӗрлесе «ҫапла» терӗм.

— Сасӑпа калатӑн-и? Ху мӗн пӗлнине сасӑпа кала-ха? «Ҫапла» те-ха.

Эпе нимӗнех те пултараймастӑп пулин те:
— Ҫапла, — терӗм.

— Лайӑх! Тепре кала.

Эпӗ тепӗр хут каларӑм.

— Халӗ шӑхӑр.

Эпӗ шӑхӑртӑм.

— Халӗ «У» те.

Эпӗ «У» терӗм.

— Акӑ мӗн, кахал эсӗ! Ну, ман хыҫҫӑн каласа пыр-ха…

Вӑл эпӗ хам асӑмра пурне те калама пултарнине пӗлеймен. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпе пирвайхи ҫулсене лайӑх астунинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах та манӑн сасӑсӑр сӑмахсенчен ҫав «е» «у», «ы»-сем, тутана-чӗлхене сиктернисем ҫав тери инҫеччӗ-ха. Манӑн ҫӑварта чи ҫӑмӑл сӑмахсемех пӳлӗне-пӳлӗне ларатчӗҫ. Ун хыҫҫӑн эпӗ хӑшпӗр уҫӑ сасӑсене калама пултартӑм-ха, анчах та вӗсене пӗрлештерсе йӗркеллӗ, «вӗрмесӗр» калама пӗлеймерӗм. Тухтӑр мана «вӗрмесӗр» калама хушать. Ку вара маншӑн — калама ҫук йывӑр ӗҫ!

Эпӗ «хӑлха», «анне», «плита» сӑмахсене ҫеҫ, вӗсене тахҫанах калама вӗреннӗ пек, халӗ кӑна аса илнӗ пек, ҫӑмӑллӑн каларӑм. Чӑнах та, анне каланӑ тӑрӑх, эпӗ иккӗре чухне калаҫма пуҫланӑ, темле чирпе чирлесен сасартӑк калаҫма чарӑннӑ.

Манӑн учитель урайӗнче ҫывӑрать. Ҫине вӑл кӗрӗк витӗннӗ, улӑм тӳшек айне металран тунӑ темле япала хунӑ. Эпӗ ҫаплах-ха енчен енне ҫаврӑнкаласа выртатӑп, шыв ӗҫетӗп, тӑра-тӑра ларатӑп, чӗнтӗр пек тӗрленсе шӑннӑ чӳрече куҫӗсем ҫине пӑхатӑп. Эпӗ хам киле таврӑнасси, аннене Даша инкепе калаҫма пуҫласси ҫинчен шухӑшлатӑп. Эпӗ хам калаҫма пӗлменнине тавҫӑрса илнӗ саманта аса илтӗм. Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, анне мана ҫывӑрнӑ тесе шутланӑскер, шурса кайнӑскер, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ умне уртса янӑскер, ман ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ «Эпӗ ҫынсенчен катӑк, анне те ман пирки вӑтанать» текен шухӑш манӑн пуҫӑма пырса кӗчӗ.

«Е», «у», «ы» сасӑсене каланипе савӑнса эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм. Саня мана тул ҫутӑлсан тин вӑратрӗ.

— Эпӗ аппа патне те кайса килтӗм, эсӗ ҫаплах ҫывратӑн, — терӗ вӑл васкаса. — Аппан кушак ҫури ҫухалнӑ, Мурка ӑна ҫырмана кайса янӑ. Иван Иваныч ӑҫта?

Улӑм тӳшекӗ урайӗнчех, ун ҫинче пуҫ, хулпуҫҫи, ура вырӑнӗсем, выртса лапчӑтнӑ тӗлсем палӑрсах тӑраҫҫӗ. Анчах Иван Иваныч ҫук. Пуҫӗ айне вӑл кутамккине хунӑччӗ, ҫине кӗрӗк витӗнсе выртнӑччӗ, вӗсем халӗ пӗри те ҫук.

— Иван Иваныч!

Эпир чердак ҫине хӑпарса пӑхрӑмӑр, унта та никам та ҫук.

— Ак сана, пыр та кур, аппа патне кайнӑ чух ҫывӑраччӗ-ҫке. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм те ан тив, аппа патӗнчен ҫаврӑнса киличчен ҫывӑртӑрах, терӗм. Санька, пӑх-ха!

Сӗтел ҫинче хура трубка тӑрать, унӑн икӗ енче те кружка пеккисем пур. Пӗри — лаптак та пысӑкрах, тепри — пӗчӗкҫӗрех те тарӑнрах. Иван Иваныч ӑна манӑн хӑлхана пӑхнӑ чухне ытти инструментсемпе пӗрле кутамккинчен кӑларнӑччӗ.

Ӑҫта-ши вӑл? Ӑҫта-ши Иван Иваныч?..

Унтанпа нумай ҫулсем иртсе кайрӗҫ. Эпӗ Берингпа Баренц тинӗсӗсем урлӑ темиҫе хутчен те вӗҫе-вӗҫе каҫрӑм. Испанире пултӑм. Ленӑпа Енисей таврашсене сӑнаса тӗпчерӗм. Ҫук, тӗшмӗше пула мар, ҫав ҫынна юратнӑран ӗнтӗ эпӗ вӑл пирӗн пата мантарса е юриех асӑнмалӑх тесе, хӑварнӑ хура трубка яланах хампа пӗрле илсе ҫӳретӗп. Часах эпӗ ҫав трубка ҫав тери ансат инструмент иккенне, тухтӑрсен чӗрене, ӳпкене итлемелли стетоскопӗ иккенне пӗлтӗм. Анчах та ун чухне вӑл маншӑн Иван Иваныч пекех кӑмӑллӑ та асамлӑ япала пек туйӑнатчӗ. Ара Иван Иваныч кирек мӗн туни, калаҫни пурте манӑн кӑмӑла каятчӗҫ вӗт.

— Иван Иваныч!

Никама каламасӑр-тумасӑр тухса кайрӗ, куҫран ҫухалчӗ!

Эпӗ пӑшӑрханса тула тухса кайрӑм, пӳрт тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗм. Йӗрсем! Унӑн ура йӗрӗсем, кӑшт ҫеҫ юрпа витӗннӗскерсем, ҫул ҫине лекмесӗр-тумасӑр, хирелле каяҫҫӗ. Ура йӗрӗсем сайраланнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, пӗве тӗлне ҫитерехпе вара вӗсем хӗрарӑмсем кӗпе чӳхеме анакан сукмакпа хутшӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней