Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫуначӗ кивӗскер иккен, саплӑклӑскер, теприне тинтерех ҫеҫ ҫӗнӗ хӑмаран тунӑ та, хӗвел ҫинче вӑл ҫемҫен йӑлтӑртатса тӑрать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӳме сассинчен хӑраса, сывлӑша хир чӑххисен кӗтӗвӗ ҫемҫен пӑрӑлтатса ҫӗкленчӗ те сӑртлӑхсем еннелле вӗҫсе кайрӗ.Стадо куропаток, испуганное бричкой, вспорхнуло и со своим мягким «тррр» полетело к холмам.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эсир ун пек пурӑнман, мӗншӗн тесен эсир иксӗр те йӗркеллӗ ҫынсем, ҫавӑнпа ку сирӗн питӗ ҫӑмӑллӑн, ҫемҫен, питех те кӳренӳсӗр иртнӗ, — эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл пӗччен чухне ӗмӗтленсе: «ах, епле юрататӑп эпӗ ӑна», тесе шухӑшласа ларнипе пӗрех — ҫавӑн пек лӑпкӑн шухӑшласа ларнӑ чухне нимӗн те пӑшӑрханмастӑн, нимӗн те ыратмасть санӑн; ху юратакан ҫын сан ҫине юратса пӑхса ларнӑ чухне те ҫавӑн пекех ырӑ, пин хут ырӑрах; чӗре хытӑ тапнине мар, ҫав тери лӑпкӑ пулнине туятӑн, ҫук; ун пек пулсан, вӑл пӑшӑрхану пулнӑ пулӗччӗ, хытӑ тапнине туймастӑн, чӗре пӗр пек, ыррӑн та ҫемҫен тапать, кӑкӑр сарӑлать, сывлама ҫӑмӑл, ку вӑл ҫапла, ку вӑл чи тӗрӗсси: сывлама питӗ ҫӑмӑл.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сасси, чӑнах та, ҫемҫен те ӑшӑ кӑмӑллӑн илтӗнчӗ, — нихҫан та кун пек пулакан марччӗ.Он в самом деле был мягок и добр, — этого никогда не бывало.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Половцев чӗнмерӗ, вӑл хӗҫӗн хурҫи ҫине сывлать, ун ҫинчи кӑвакрах сӗм епле сарӑлса майӗпен пӗтсе пынине сӑнать, унтан вара хӗҫе сӑрӑ толстовка аркипе шӑлать те ӑна кивӗ йӗнне сыхлануллӑн, ҫемҫен чиксе хурать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— «Тупнӑ» тени — ытла ҫемҫен калани пулать, Половцев господин.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов хӑранипе айккинелле сиксе ӳкрӗ, кушак аҫи, тӑватӑ урине чармакласа, симӗс куҫне вылятса, мекӗрленсе ҫухӑрса, ун умӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ҫӗр ҫине ҫемҫен пырса ӳкрӗ те, тем пысӑкӑш хӳрине тилӗ пек саркаласа, пӗтӗм вӑйпа пахчаналла сирпӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Питне тӗксӗмлетсе, вӑл ӗнтӗ юлашки сӑмаха ҫырса пӗтеретчӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра чӑмласа йӗпетнӗ пӗчӗк хут ҫӑмхи ун ҫамкине ҫемҫен ҫатлаттарса, ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Атаманчуков карчӑкӗ туртӑнкалама тӑчӗ, анчах ӑна хыҫалтан Устин ҫемҫен те сӑпайлӑн тӗксе пычӗ.Бабка Атаманчукова всячески упиралась, но ее сзади легонечко и почтительно подталкивал Устин.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗтмен ҫӗртен лаша карт! туртӑннипе Давыдов палтах каялла кайса ҫапӑнчӗ, чавсине ыраттармаллах урапа хыҫӗ ҫумне перӗнтерчӗ, кустӑрмасем ҫуллахи ҫул тӑрӑх хирелле ҫемҫен кӑлтӑртатса чупрӗҫ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаша урисем шӑппӑн, ҫемҫен тапӑртатнӑ сасса илтсе, Давыдов пуҫне ҫӗклерӗ: хапхаран йӗнерленӗ, усӑк купарчаллӑ пӗчӗк хӑла лаша сиккипех вӗҫтерсе килсе кӗчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пӳлӗмӗнче йывӑррӑн, анчах ҫемҫен пусса уткаласа ҫӳренӗ сасӑ шуҫӑм киличченех илтӗнсе тӑчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кондратько, малтанхи пекех васкамасӑр, уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем тӗлӗшпе тата хуторти пуянрах хресченсем тӗлӗшпе, ытах та вӗсем кӗтмен ҫӗртен вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарас ӗҫре кутӑнланса тӑма е ҫав ӗҫе мӗнле те пулин хирӗҫ тӑма шухӑш тытсан, мӗнле лини тытса пыма кирлине палӑртса хучӗ, агитколонна ытти ял Совечӗсенче ӗҫленӗ чухне туяннӑ опытран хӑш меслечӗсем витӗмлӗрех пулнине кӑтартса пачӗ, хӑй пӗрмаях ҫемҫен калаҫать, ертсе пыракан ҫынла калаҫас тени, вӗрентсе калас тени асра та ҫук, калаҫнӑ хушӑра пӗрре Давыдовпа, тепре Разметновпа, унтан тата Нагульновпа канашласа илет?
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Питӗ ҫемҫен анса лартӑмӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Столовӑйра венски пукансем ҫемҫен кӗмсӗртетни илтӗнет.
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн картузӗ ҫинчи ҫӗнӗ георгиевски лентӑсем, ялта чернобривцы текен хура-кӗрен чечекӗн вӗҫӗсем пек, ҫемҫен тусан ҫине сӗртӗнсе выртнӑ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Критикӑна, апла, юратмастӑн эппин? — ҫемҫен кӑна каларӗ Николай Антоныч.— Критики ты, значит, не любишь? — кротко сказал Николай Антоныч.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951