Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑх сăмах пирĕн базăра пур.
чӑх (тĕпĕ: чӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑрма ӑна арча ҫине вырттарчӗҫ, ҫӗрле, хырӑм выҫсан, коридора тухса чӳрече янаххи ҫинчен турилккепе витнӗ чӑх какайне илсе ҫиме каларӗҫ.

Спать его положили на сундуке и предупредили, что если он ночью захочет покушать, то чтобы сам вышел в коридорчик и взял там на окне цыпленка, накрытого тарелкой.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл, ытти мӗнпур кайӑк пек, ҫиле хирӗҫ мар, ҫиле май вӗҫрӗ, ҫавна пула унӑн тӗкӗсем арпашӑнса кайрӗҫ, вӑл чӑх пысӑкӑш пулса кӑпӑшланса ларчӗ, питӗ тарӑхнӑ пек курӑнчӗ.

Он летел за ветром, а не против, как все птицы; от этого его перья взъерошились, весь он раздулся до величины курицы и имел очень сердитый, внушительный вид.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Луччӑ хӑвӑртрах чӑх аш ӑшала-ха, пӗр пилӗк цзинь ҫӑнӑхран икерчӗ пӗҫерсе хатӗрле, тӑраниччен ҫикелем те, тен, ҫывӑрса та кайӑп.

Приготовь-ка мне лучше курицу с перцем, да поживей, а еще возьми цзиней пять муки и напеки лепешек, чтоб я заснул на сытый желудок.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Тарҫисем, ним чӗнме аптраса, ӑна куҫран пӑхаҫҫӗ, вара хуҫа ҫинчен чӑх хунӑ сумкипе сунарҫӑ хатӗр-хӗтӗрне салтса илме пикенчӗҫ.

Ничего не ответив, они только взглянули на него и подошли, чтобы снять лук, колчан и сумку с курицей.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Сумкӑра чӑх пурри аван-ха, тен, савӑнтарӗ вӑл ӑна.

К счастью, есть курица — может, это ее обрадует.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Ҫапла каланӑ май, И стрелок сумкине уҫса пӑхрӗ, — ӳкнӗ чух чӑх лапчӑнса пӗтеймен иккен, — учӗ ҫине сиксе утланчӗ те килелле юрттарчӗ.

Заглянув в сумку и убедившись, что курица не пострадала при падении, он сел на коня и поскакал домой.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Хырӑмӗ выҫӑ пулин те савӑнӑҫлӑ хӑй: вӗсем чӑх яшки ҫименни ҫулталӑк та ытла-ҫке-ха.

Хотелось есть, но на душе было радостно: больше года не пробовали они куриного бульона.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…

Оба покупателя осматривали и ощупывали телку дотошно, придирчиво, потом коренастый стал нудно торговаться, а тот, который был с кнутом, скучливо посвистывая, пошел по забазьям и базу, заглядывая и в курятник, и в пустую конюшню, и всюду, куда ему и не надо было бы заглядывать…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яшкана лекнӗ чӑх пек лекрӗн!

Попался, как кур во щи!

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кил картинче икӗ тап-таса чӑх ҫӳреҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле тирпейлӗ автан, пирӗн, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, ӗмӗре ҫав кайӑк-кӗшӗк те ҫитет, ҫамрӑккисем пуйччӑрах, пире пуянлӑх вӑл пачах та кирлӗ мар.

Ходят по двору две чистенькие курочки и с ними аккуратненький петушок, вот на наш век со старухой и хватит этой живности, пущай молодые богатеют, а нам очень даже все это богачество ни к чему.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ хам ӑна хӗлӗпех тӑхӑнса ҫӳрерӗм, ҫуркунне ҫитнӗ тӗлне ура ҫӗрсе кайма патнех ҫитрӗ пулсан та, йыт шӑрши пенипе, карчӑк мана: темиҫе хутчен пӳртрен хӑваласа кӑларчӗ пулсан та, эпӗ ӑна пӗрре те хывмарӑм, а ревматизьмӑран вара сывалтӑм-сывалтӑмах, ҫамрӑк автан чӑх тавра чупкаласа ҫӳренӗ пек, пӗр уйӑх хушши ташласа ҫӳрерӗм.

Я сам в них всю зиму проходил, ни разу не снял, и хучь ноги к весне начисто сопрели, хучь старуха моя до скольких разов по причине собачьей вони меня из хаты выгоняла, а от ревматизьмы я вылечился и целый месяц ходил с переплясом, как молодой кочет возле курицы.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана «чӑх куҫӗ» пулчӗ…

Куриная слепота на тебя напала…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Юрамасть, эппин? — ассӑн сывласа илчӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, ура ҫине тӑма хӑтланса.

— Значит, нельзя? — вздохнул, поднимаясь, дед Аким Курощуп.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир сирӗн пата пӗр ӗҫ пирки йӑлӑнса ыйтма килтӗмӗр, — терӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, сывлӑх сунса, сӑхсӑхса илме турӑш ӑҫтарах ҫакӑнса тӑнине куҫӗсемпе кӑлӑхах шыраса ҫаврӑнса.

— Мы к вам с покорнейшей просьбицей, — сказал дед Аким Курощуп, здороваясь и тщетно разыскивая глазами образ, глядя на который можно было бы перекреститься.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин хутортан пырса ҫитнӗ ҫӗре унӑн виҫӗ витре кӗрекен хуранти шыв вӗреме кӗнӗ, пиҫсе сарӑла пуҫланӑ вир кӗрпи сиксе тухас пек вӗресе хӑпарать, татӑкӑн-хатӑкӑн вакласа янӑ чӑх какайӗнчен ҫу шӑранса тухать.

А к приезду Любишкина из хутора у него уже кипела в трехведерном котле вода, выпрыгивало разварившееся пшено, и порезанная на куски курятина истекала наваристым жиром.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр чӑх какайӗпе бригада валли лапша пӗҫереймӗн.

Из одной курицы на бригаду лапши не сваришь.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь вара айӑпа йышӑннӑ: хӑйӗн бригадинчи сухаҫӑсене чӑх какайӗ ярса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерме шухӑшлани ҫинчен каласа панӑ.

И Щукарь повинился: сказал, что хотел угостить пахарей своей бригады кашей с курятиной.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр чӑх ҫеҫ таҫта кӑтиклет.

Где-то потревоженно кудахтала курица.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ватӑлса ҫитнӗ Аким Бесхлебнов, — «чӑх хыпалакан» пулнӑскер, — тырӑ акнӑ ҫӗрте ӗҫлеме пулчӗ.

Даже ветхий старик — бывший «курощуп» Аким Бесхлебнов — изъявил желание идти работать садильщиком.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чӑх хыпалакан» пулса ӗҫленӗ Аким Бесхлебнов мучи патне вӗсем пӗтӗм килйышӗ ирхи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗҫ.

К бывшему «курощупу» — деду Акиму Бесхлебнову — пришли они в курень, когда вся бесхлебновская семья завтракала.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней