Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑл сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвӑл (тĕпĕ: тӑвӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша витинче ҫурхи ҫумӑрпа ҫийӗннӗ чул стена йӑтӑнса аннӑ, сиктӗрмеллӗ кӳме ларнӑ сарай тӑррине тӑвӑл сӳсе кайнӑ, виле пек сарӑхнӑ шурӑ хайчӑсемпе урлӑ каштасем ҫинче пӑт-пат ҫеҫ ҫурри ҫӗрӗшнӗ улӑм пайӑркисем упранса юлнӑ.

В конюшне вывалилась подмытая вешними дождями каменная стена, крышу каретника раскрыла буря, и на мертвенно белевших стропилах и перерубах лишь кое-где оставались клочья полусгнившей соломы.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун йӗри тавра халӑх тӑвӑл пек шавла пуҫланӑ; ӑна хӗснӗ, тӗртнӗ, йӗри тавӑра хӗсӗрленӗ.

А вокруг него ревела уже толпа, точно буря; его теснили, толкали, напирали на него со всех сторон.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Тӑшман ҫине тӑвӑл пек ыткӑнать.

Вихрем летит на врага.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл тӑвӑл пек курайманлӑхпа пӑхать Наталья куҫӗнчен, аллисене ним йӗркесӗр сулкаласа, татти-сыпписӗр вӗчӗрхенӳллӗ сӑмахсем сапать:

Она с бурной ненавистью глядела в глаза Натальи и, беспорядочно взмахивая руками, сыпала перекипевший шлак слов:

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗлетӗр пулӗ, сотник, ваттисем мӗн каланине: «Ҫил акакан — тӑвӑл вырса илет», тенӗ.

— Знаете, сотник, поговорку: «Сеющий ветер пожнет бурю»?

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан инҫетрен вӑйлӑ тӑвӑл ҫывхарса килсе, аҫа-ҫиҫӗм ҫапса кисретсе янӑ пек туйӑнать.

Впечатление такое, как будто находит гроза и рушится далекий гром.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫапӑҫура ҫурӑлса кайнӑ ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кӗпине хывса пӑрахма та ӗлкӗреймерӗ, — пӳрт алӑкӗ хыттӑн чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, алӑк сулли ҫине каллех, тӑвӑл пӗлӗчӗ майлӑн, Пантелей Прокофьевич кӗрсе тӑчӗ.

Не успел Григорий скинуть рубаху с разорванным в драке рукавом, как дверь крепко хлястнула и на пороге вновь тучей буревой укрепился Пантелей Прокофьевич.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак улшӑнусем ҫине-ҫинех палӑра пуҫланӑ: халичченхи пек, йӑпӑр-япӑрах ӳкӗте кӗмен вӑл, йӑвашах та пулман, юлташӗсем хушшинче хӑйне хӑй хӑюллӑрах тыткаланӑ, калаҫасса ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чух тата чӑрсӑртарах та калаҫнӑ, пур ӗҫе те вӑр-вар, ҫине тӑрса, хыпкаланса тунӑ, — хӑйӗн чунӗнче майӗпен капланса пынӑ тӑвӑл ӑна пӗрмаях ҫӗклентерсе пынӑ.

Эти перемены начали сказываться во всем: он стал менее сговорчив и добр, среди товарищей держался смелее, разговаривал настойчиво, а иногда даже дерзко, делал все быстро, напористо и беспокойно, — так и поднимала его та буря, что медленно копилась в его душе.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володя тӑвӑл иртсе кайнине сисет, халӗ, амӑшӗ киличчен, ашшӗпе сӑмахлама шӑп вӑхӑт ӗнтӗ; ашшӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине канлӗрех ларчӗ те вӑл, тӳрех куҫӗнчен пӑхса, тахҫанах асаплантаракан ыйтӑва лартрӗ: — Атте, эс чӑнах градусникшӗн ҫапӑҫнӑ-и? — терӗ.

Володя, чувствуя, что все утряслось и наступил самый подходящий момент для разговора, пока не пришла мать, устроился поудобнее на коленях у отца и, заглядывая ему прямо в глаза, задал вопрос, который давно уже мучил его: — Папа… — сказал он, — папа, а правда ты за градусник воевал?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫуркунне кунтан аякра, лере — тӑвӑл ӑшӑ тинӗс хӗррине юлчӗ.

Весна осталась там, далеко отсюда, на знакомых берегах теплых морей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Аякра тинӗс те сенкер-симӗссӗн курӑнать, хӗрринче ҫеҫ, иртсе кайнӑ тӑвӑл хыҫҫӑн, сарӑрах пӑтранчӑк тӑрать.

И море вдали было голубовато-зеленым, только у берега стояла еще желтоватая муть, поднятая прошедшим штормом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗтмен ҫӗртен хускалнӑ тӑвӑл хумӗ унӑн ятарласа тунӑ тытӑнкӑлӑхне туххӑмрах чӑл-пар аркатса тӑкни курӑнсах тӑчӗ.

Видно было, что внезапный порыв гнева сразу разбил его искусственную сдержанность.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӗсен карапӗнчи командӑран пилӗк ҫын шыва путнӑ.

Во время бури пять человек из их корабельной команды утонуло.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл леш сухаллӑ вунҫичӗ шурӑ этеме, тӑвӑл тинӗс хӗррине илсе тухнӑскерсене, тискер этемсем мӗн тери кӑмӑллӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

После того он рассказал мне, с какой добротой отнеслись они к семнадцати белым бородатым людям, которых прибило бурей к берегам его родины.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫаван пекех тата эпӗ ӑна ҫӗрсе хавшанӑ кимме кӑтартрӑм, пире тӑвӑл кунта юхтарса килсен эпир ун чухне ҫав кимӗпе хӑтӑлма шутланӑччӗ терӗм.

Показал я ему также ту полусгнившую лодку, в которой мы хотели спастись, когда буря пригнала нас к этому берегу.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӑвӑл хыҫҫӑн ҫанталӑк лӑпланчӗ, манӑн карап патне кимӗпе ишсе каяс килчӗ.

Буря утихла, и мне очень хотелось взять лодку и добраться в ней до корабля.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӑвӑл вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек те пулать ӗнтӗ: карап путма тытӑнсан, ҫынсем, карапа ҫӑмӑллатас тесе, йывӑр япаласене, ҫавӑн пекех шлюпкӑсене те, час-часах шыва пӑрахаҫҫӗ.

Ведь во время бури бывает и так: когда судно начинает тонуть, людям часто приходится, чтобы облегчить его груз, выбрасывать свои шлюпки за борт.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав кун, майӑн 16-мӗшӗнче, иртен пуҫласа каҫченех вӑйлӑ тӑвӑл кӗрлерӗ, пӗр вӗҫӗмсӗр аслати кӗмсӗртетсе тӑчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аҫа ҫапрӗ.

Весь этот день, 16 мая, с утра и до вечера гремел гром, сверкали молнии, гроза не умолкала ни на миг.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗншӗн-ха мана тӑвӑл урӑх ҫӗре мар, шӑпах ҫав утрав ҫине кӑларса пӑрахрӗ тесе, эпӗ ахалех пӑшӑрханса чунӑма асаплантарнӑ.

Значит, я совершенно напрасно мучил себя бесплодными сожалениями о том, зачем буря выбросила меня именно сюда, а не в какое-нибудь другое место.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑшт тӑрсан тӑвӑл чарӑнма пуҫларӗ.

Потом буря стала понемногу стихать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней