Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVI

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.16 21:35

Предложений: 339; Слово: 3959

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Лагерьтен хулана пурӗ те пӗр ҫул — ку вырӑнта чӑнкӑ та тарӑн хушӑкпа иртекен чукун ҫул урлӑ хывнӑ ҫул кӑна илсе каятчӗ Ромашов сакӑлтаран ҫакӑннӑ пекех выртакан, таптаса хытарнӑ тӑвӑр сукмакпа аялалла хӑвӑрттӑн чупса анчӗ те тепӗр енчи хысакпа йывӑррӑн хӑпарма пуҫларӗ. Чакӑлӑн ҫурри тӗлӗнчех-ха вӑл ҫӳлте такам, китель тӑхӑннӑскер те шинельне хулпуҫҫи урлӑ уртнӑскер, тӑнине асӑрхарӗ. Темиҫе ҫеккунтлӑха чарӑннӑ та куҫне хӗсерех пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл Николаева палласа илчӗ.

«Халӗ чи киревсӗрри пулать!» — шухӑшларӗ Ромашов. Чӗри унӑн, аван мара сиснипе, салхун нӑйкӑшӑнса илчӗ. Анчах вӑл ҫапах та парӑнӑҫлӑн ҫӳлеллех хӑпарчӗ.

Офицерсем пӗрне-пӗри тӗл пулманни пилӗк кунсене майлӑччӗ, апла пулин те вӗсем темӗншӗн пӗр-пӗрне сывлӑх сунмарӗҫ, темӗншӗн тата Ромашов ҫакӑнта нимӗн тивӗҫсӗррине те курмарӗ, — ҫак йывӑр, телейсӗр кун урӑхла пулма та пултараймасть, тейӗн ҫав. Аллипе карттусӗ ҫумне те пулин сӗртӗнмерӗ вӗсенчен нихӑш те.

— Эпӗ сире юриех ҫакӑнта кӗтрӗм, Юрий Алексеич, — терӗ Николаев, Ромашов хулпуҫҫийӗ урлӑ таҫта аяккалла, лагерь ҫинелле тинкерсе.

— Итлетӗп сире, Владимир Ефимыч, — суя яланчӑкла, анчах чӗтӗреме пуҫланӑ сасӑпа тавӑрчӗ Ромашов. Вӑл пӗшкӗнчӗ те пӗлтӗрхи типнӗ хӑмӑр курӑк тунине татса илчӗ, ӑна ӳрӗк-сӳрӗклӗн кавлеме тапратрӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Николаев пальттин тӳмисем ҫине ӳкнӗ хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ, тӑвӑр пуҫлӑ, мӑтьӑк урасемлӗ те айккисенелле ним латсӑррӑн сарӑлса, пӳхсе кайнӑ кӗлеткине шӑтарас пекех тӑрӑнса пӑхрӗ.

— Эпӗ сире чарса тӑмастӑп, манӑн пурӗ те икӗ сӑмах ҫеҫ, — терӗ Николаев.

Сӑмахӗсене вӑл, час хыпса каякан тата ҫилленчӗк ҫын юриех тытӑнӑҫлӑн пулма шутланӑ евӗр, евӗклӗхне питӗ ӳстерсе, уйрӑмах ҫемҫен каларӗ. Анчах пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр калаҫма кашни минутрах йывӑрланса пычӗ те, ҫавна пула Ромашов:
— Эппин кайрӑмӑр? — сӗнчӗ ыйтуллӑн.

Ҫуран ҫӳрекенсем таптаса хытарнӑ кукӑр-макӑр сукмак самаях анлӑ чӗкӗнтӗр уйӗ урлӑ каҫать. Инҫетре хулан пысӑках мар шурӑ ҫурчӗсемпе хӗрлӗ черепица ҫивиттийӗсем курӑнаҫҫӗ. Офицерсем, пӗр-пӗринчен пӑрӑнсарах та ура айӗнче ҫӑтлатса шӑвакан йӑвӑ симӗс хунава таптаса, юнашар кайрӗҫ. Пӗр хушӑ иккӗш те нимӗн шарламарӗҫ. Юлашкинчен Николаев, йывӑр пулнине пач пытармасӑр, сывлӑшне анлӑн та хыттӑн ҫавӑрттарса ярса, пӗрремӗш калаҫма пуҫларӗ:

— Эпӗ пуринчен малтан ыйту лартасшӑн: чӑн-чӑн тивӗҫлӗхпех хисеплетӗр-и вара эсир ман арӑма… Александра Петровнӑна?

— Ӑнланмастӑп эпӗ, Владимир Ефимович… — хирӗҫлерӗ Ромашов. — Эпӗ те, хам енчен, ыйтас тетӗп сиртен…

— Ирӗк парсамӑр! — сасартӑк хӗрӳленсе кайрӗ Николаев. — Черетпелен ыйтӑпӑр, малтан эпӗ, унтан вара эсир. Унсӑрӑн пирӗн пӗр чӗлхе тупасси пулаймӗ. Калаҫӑпӑр тӳррӗн те уҫҫӑн. Хуравласамӑр мана чи малтанах: ун пирки калаҫнисемпе элекленисем кӑсӑклантараҫҫӗ-и сире хуть мӗн чухлӗ те пулин? Ну, кӗскен каласан… шуйттан!.. унӑн репутацийӗ? Ҫук, ҫук, тӑхтӑр, ан пӳлӗр мана… Эсир, шанатӑп, унран та, манран та, авансӑр пуҫне, урӑх нимӗскер те курманнине, сире пирӗн килте, ҫывӑх ҫын, хамӑр ҫын тесе, тӑван пекех йышӑннине хирӗҫлеместӗр пулӗ, тетӗп.

Ромашов асӑрхамасӑр ҫул айккине, хӑлтӑ ҫӗре пусрӗ те мелсӗррӗн тайӑнчӗ, вӑтанчӑклӑн мӑкӑртатрӗ:

— Ӗненсемӗр, яланах тав туса пурӑнӑп эпӗ сире те, Александра Петровнӑна та…

— Ах, ҫук, пач та кунра мар ӗҫӗ, пач та кунра мар. Сирӗн тавӑра шырамастӑп эпӗ, — ҫилленсе лартрӗ Николаев. — Пӗрне ҫех каласшӑн эпӗ пурӗ те: ман арӑма вараланчӑк, суя элек ҫыпӑҫрӗ, ӑна… ну, урӑхла эппин, унта… — Николаев хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывларӗ, питне тутӑрпа шӑлса илчӗ. — Ну, кӗскен каласан, кунта эсир те явӑҫнӑ. Эпир иксӗмӗр те — эпӗ те, Шурочка та — эпир куллен тенӗ пекех алӑ пусман темле питӗ ирсӗр, сысналла ҫырусем илетпӗр. Вӗсене эпӗ сире кӑтартса тӑмӑп… ытла йӗрӗнчӗкле ку маншӑн. Акӑ вара ҫав ҫырусенче каланӑ… — Николаев ҫеккунтлӑха иккӗленсе тӑчӗ. — Ну, ҫаплах, ара, шуйттан!.. ҫав ҫырусенче эсир Александра Петровна еркӗнӗ пулни ҫинчен каланӑ тата… ух, мӗнешкел йӗксӗклӗх!.. Ну, тата ытти те… сирӗн кашни кунах темле вӑрттӑн тӗлпулусем пула-пула иртеҫҫӗ-мӗн те, ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм полк пӗлсе тӑрать имӗш. Путсӗрлӗх!

Вӑл шӑлне ҫилӗллӗн ҫыртса шатӑртаттарчӗ те сурса пӑрахрӗ.

— Кам ҫырнине эпӗ пӗлетӗп, — айккинелле ҫаврӑнса тӑнӑ май, шӑппӑн каласа хучӗ Ромашов.

— Пӗлетӗр?

Николаев чарӑнчӗ те Ромашова ҫанӑран тӳрккессӗн ҫавӑрса тытрӗ. Кӗтмен ҫӗртен хускалнӑ тӑвӑл хумӗ унӑн ятарласа тунӑ тытӑнкӑлӑхне туххӑмрах чӑл-пар аркатса тӑкни курӑнсах тӑчӗ. Вӑкӑрӑнни евӗр куҫӗсем ун сарӑлса кайрӗҫ, питне юн тапса тулчӗ, чӗтӗрекен тута хӗррисене ҫӑра сурчӑк тухса ларчӗ. Пӗтӗмпех малалла ӳпӗнсе те хӑй питне Ромашов пичӗ умнех илсе пырса:
— Пӗлетӗр пулсассӑн, епле-ха чӗнмесӗр тӑма хӑю ҫитеретӗр эсир! — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл.
— Сирӗн вырӑнӑрта кӑштӑ-каштӑ йӗркеллӗрех кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ — тӗрлӗ ӑҫтиҫук ҫӑварне пӑкӑласси-ҫке-ха. Илтетӗр-и, эсир… ҫарти донжуан! Эхер те эсир темлескер мар, тӳрӗ, ултавсӑр ҫын-тӑк…

Ромашов, шурса пынӑ май, Николаева куҫӗсенчен курайманлӑхпа пӑхрӗ. Урисемпе аллисем унӑн хӑрушла йывӑрланса ларчӗҫ, пуҫӗ, пушанса юлнӑ тейӗн, ҫӑмӑлланса кайрӗ, чӗри вара таҫта питӗ тарӑна ӳкрӗ те унта, пӗтӗм ӳт-пӗве лӑскантарса, пысӑк, чирлӗ тӑлтлатупа тапма пуҫларӗ.

— Ман ҫине кӑшкӑрмасса ыйтатӑп эпӗ сиртен, — уҫӑмсӑртараххӑн та тӑсмаккӑн каласа хучӗ Ромашов. — Йӗркеллӗнрех калаҫӑр, кӑшкӑрма эпӗ сире ирӗк памастӑп.

— Эпӗ сирӗн ҫипе пач та кӑшкӑрмастӑп, — ҫав-ҫавах тӳрккессӗн, анчах сассине чакарса, хирӗҫлерӗ Николаев. — Хистесе ыйтмах тивӗҫӗм пур пулин те, эпӗ сире ӳкӗтлетӗп кӑна. Пирӗн маларахри хутшӑнусем параҫҫӗ мана ку тивӗҫе. Эсир Александра Петровнӑн таса, вараланман ячӗпелен хуть мӗн чухлӗ те пулин хисеплешетӗр пулсассӑн, сирӗн ирсӗр элеке чарса лартмалла.

— Юрать, хамран мӗн килнине эпӗ пӗтӗмпех тӑвӑп, — типпӗн тавӑрчӗ Ромашов.

Вӑл ҫаврӑнчӗ те сукмак варрипе малалла утса кайрӗ. Николаев ҫийӗнчех хуса ҫитрӗ ӑна.

— Унтан вара… анчах та эсир, тархасшӑн, ан ҫилленӗр… — кӑшт пӑлханнӑ, пӑтрашӑннӑ пеклӗн пулса, ҫемҫереххӗн пуҫларӗ Николаев. — Ӗнтӗ калаҫма тапратрӑмӑр-тӑк, мӗнпурне пӗтӗмпех вӗҫне ҫитиччен калаҫни вырӑнлӑ… Ҫапла мар-и?

— Ия? — терӗ Ромашов ҫурма ыйтуллӑн.

— Хӑвӑр тӗлӗшпе эпир мӗнлерех савӑк туйӑмпа пулнине эсир хӑвӑрах курнӑ, урӑхла каласан, эпӗ те, Александра Петровна та. Халӗ ак ҫапла тума шут тытни вара… Ах, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр-ха, ҫак ним латтисӗр хула пеккинче элекрен хӑрушши урӑх нимӗскер те ҫук-ҫке!

— Юрать, — салхун тавӑрчӗ Ромашов. — Эпӗ сирӗн патӑрта пулма пӑрахатӑп. Ҫакӑн пирки ыйтасшӑнччӗ вӗт эсир манран? Ну, аван. Тепӗр тесен, эпӗ хам та пырса ҫӳреместӗп тесе картса хунӑ. Темиҫе кун каярах эпӗ пурӗ те пилӗк минутлӑха, Александра Петровнӑна кӗнекисене тавӑрса памашкӑн кӑна, кӗнӗччӗ, шантаратӑп сире, ку вӑл юлашки хут пулӗ.

— Ҫапла… ҫакнашкал акӑ… — сапаланчӑклӑн каласа хучӗ те именчӗклӗн шӑпланчӗ Николаев.

Офицерсем ҫав минутра сукмакран шоссе ҫинелле пӑрӑнчӗҫ. Хулана ҫитме тата виҫҫӗр утӑмсемччӗ, калаҫмалли текех нимӗскер те ҫукчӗ, ҫавӑнпа вӗсем пач шарламасӑр юнашар пычӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине те пӑхмарӗҫ. Нихӑш те ни чарӑнса юлма, ни каялла ҫаврӑнса утма хӑю ҫитереймерӗ. Ӗҫ-пуҫ кашни минутрах ытларан ытла суяланса та вӑйлӑран вӑйлӑ тӑкӑсланса пычӗ.

Юлашкинчен хулан малтанхи ҫурчӗсем патӗнче вӗсен тӗлне лав килсе тухрӗ. Николаев кӑшкӑрса чарчӗ ӑна.

— Ҫапла… ҫакнашкал акӑ… — Ромашов енне ҫаврӑнса, каллех айвантараххӑн мӑкӑртатса илчӗ вӑл. — Эппин, сыв пулӑр, Юрий Алексеевич.

Вӗсем пӗр-пӗрне алӑ памарӗҫ, карттуссен сӑмсисем ҫумне ҫех сӗртӗнсе илчӗҫ. Анчах Ромашов тусан ӑшӗпе аякалла кайса пыракан Николаевӑн шурӑ, ҫирӗп ӗнсине пӑхрӗ те, ӑна сасартӑках, ун пурнӑҫӗнчен халь ҫеҫ мӗскер-тӗр чи-чи пысӑккине, чи-чи тӗппине касса тӑпӑлтарчӗҫ тейӗн, хӑйне пӗтӗм тӗнче пӑрахса хӑварнӑн, кӗтмен ҫӗртенех хӑр-пӗчченнӗн тӑрса юлнӑн туйӑнса кайрӗ.

Вӑл васкамасӑр килнелле уттарчӗ. Гайнан ӑна, шӑлӗсене инҫетренех тараватлӑн та хавассӑн ейӗлтерсе хурса, картишӗнче кӗтсе илчӗ, Подпоручик ҫинчен пальттине хывнӑ май, вӑл вӗҫӗмсӗрех киленӗҫлӗн кулкаларӗ тата, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗр вырӑнта ташлакаласа тӑпартатрӗ.

— Эсӗ ҫимен пулас? — ыйтрӗ вӑл хута кӗрсе, ним именӳ-ҫӳҫенӳсӗр. — Паллах, выҫӑ ӗнтӗ? Халех пухӑва чупап та сан валли апат илсе килеп.

— Тасал шуйттан шӑтӑкне! — йынӑшуллӑн кӑшкӑрса ячӗ ун ҫинелле Ромашов — Тасал, тасал, ман пата пӳлӗме кӗме хӑю ан ҫитернӗ пул. Тата кам кӑна ыйтмасть пулӗ-и те — эпӗ килте ҫук. Хуть император государь хӑй килсессӗн те.

Вӑл вырӑн ҫине выртрӗ те пуҫне минтер айнех чиксе хучӗ, ӑна шӑлӗсемпе ҫатӑр ҫыртса лартрӗ. Куҫӗсем унӑн ҫунса, пӗҫерсе тӑратчӗҫ, пырне мӗскерле-тӗр чикекен ют япала хирӗлтерсе сарӑлтарать те, ҫав вӑхӑтрах хӗссе пӑвӑнтарать, унтан йӗрес киле-киле каять. Ҫӑткӑнлансах шырарӗ вӑл вӗри те пылакрах куҫҫуле, ҫак ҫӑмӑллатакан вӑрах та йӳҫенчӗк ӗсӗклеве. Вӑл вара, паянхи эрлӗкле те мӑшкӑллӑ пулӑмсене пӗтӗмпех ҫӑратса, хӑйне хӑй кӳреннӗн, телейсӗррӗн, хевтесӗррӗн те пурте пӑрахса хӑварнӑн тата хӑйне айккинчен хӗрхенсе пӑхнӑн курӑнма тӑрӑшса, асӗнче юриех каллех те каллех иртсе кайнӑ куна йыхӑрчӗ. Анчах куҫҫулӗ тухмарӗ.

Унтан мӗскер-тӗр шалт тӗлӗнтерсе пӑрахаканни пулса иртрӗ, Ромашова пач та ҫывӑрман, мӗн унта, ҫеккунтлӑха та пулин тӗлӗрмен, пурӗ хе пӗр самант хушши кӑна куҫне хупса ахаллӗн, ним шухӑшсӑррӑн выртнӑ пеклӗн туйӑнчӗ. Вӑл сасартӑк пӑхрӗ те — хӑйне кӗтмен ҫӗртенех уҫӑ куҫпа выртнине курах кайрӗ, чунӗнчи салхулӑхӗ те малтанхиехчӗ. Анчах пӳлӗмре тӗттӗмччӗ ӗнтӗ. Ӑстӑнӑн ҫакнашкал ӑнланмалла мар ӗнтӗркӗшӗнче вӑл пилӗк сехет ытла ирттернӗ-мӗн.

Унӑн ҫиесси килетчӗ. Вӑл тӑчӗ, хӗҫне ҫакса ячӗ те, шинельне хулпуҫ ҫийӗн ывӑтса, пухӑва тухса уттарчӗ. Каясси кунта инҫех марччӗ, пурӗ те икҫӗр утӑмсем кӑначчӗ, ҫавӑнпа Ромашов унта урампа мар, яланах вӑрттӑн ҫулпа, темле пуш вырӑнсемпе, пахчасемпе те каҫӑсем урлӑ ҫӳретчӗ.

Столовӑйра, бильярд пӳлӗмӗпе кухньӑра лампӑсем ялт ҫутӑ ҫунатчӗҫ, ҫавна пула офицерсен пухӑвӗн ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ пылчӑклӑ картишӗ хӑрӑмпа хуратнӑ пекех хуран курӑнать. Кантӑксем пур ҫӗрте те яриех уҫӑччӗ. Калаҫни-кулни, юрлани, бильярд шарӗсем ҫивӗччӗн ҫапӑнса ҫатлатни илтӗнсе тӑрать.

Ромашов хыҫал енчи пусма ҫине хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ, анчах, столовӑйра Слива капитанӑн тарӑхуллӑ та тӑрӑхлакан сассине уйӑрса илсе, сасартӑк чарӑнчӗ. Чӳрече ик утӑмра кӑначчӗ, Ромашов ун витӗр асӑрхануллӑн пӑхрӗ те рота командирӗн курпунтарах ҫурӑмне курчӗ.

— П-пӗтӗм рота п-пӗр ҫын пек п-пырать — ать! ать! ать! — калаҫрӗ Слива, тӑснӑ ал лаппине тикӗссӗн ҫӗкле-ҫӗкле те антара-антара, — ҫакскер пӗри вара, кулӑшӑнах тейӗн — о! о! — шӑп та шай леш качака таки пекех. — Вӑл шӗвӗр пӳрнипе темиҫе хутчен ҫӳлелле хыпаланчӑклӑн та ним латсӑррӑн тӗке-тӗке илчӗ. — Эпӗ ӑна т-тӳрех, пӗр ц-церемонисӗр каларӑм: к-кайсамӑр-ха, хисеплӗ ҫыннӑм, у-урӑх ротӑна. П-полкран та пач кайни вара п-пушшех лайӑхрах. Мӗн амак офицерӗ ара сиртен?

Ахаль м-междомети ҫех темелле…

Ромашов куҫне хӗссе лартрӗ те тӗршӗнсе илчӗ. Эхер те вӑл халӗ хускалас пулсассӑн, столовӑйрисем пуртех те ҫакна асӑрхама, пуҫӗсене чӳречерен кӑларса пӑхма пултарассӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна. Ҫакнашкал вӑл минут е иккӗ тӑчӗ. Унтан, мӗн пултарнӑ таран шӑппӑн сывлама тӑрӑшса, пӗкӗрӗлчӗ те пуҫне хулпуҫҫисем ӑшне чикрӗ, стена ҫумӗпелен чӗрне вӗҫҫӗн ҫех иртрӗ, уттине хӑвӑртлатса пырса, хапха патне ҫитрӗ, вара уйӑх ҫутипе ҫуталакан урам урлӑ васкаса чупса каҫрӗ те хирӗҫри хӳмен хуп-хура мӗлкинче ҫухалчӗ.

Ромашов ҫав каҫ, тӑтӑшшӑнах тӗттӗм енӗпе пыма тӑрӑшма, хула тӑрӑх вӑрах хушӑ ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, анчах мӗнле урамсемпе утнине хӑй те лайӑххӑн пӗлмерӗ. Пӗр хутӗнче вӑл, симӗс тӑррипелен сиввӗн, яп-якан та тӗлӗнмелле йӑлтӑрккан ҫиҫсе, уйӑх ҫутинче шап-шуррӑн курӑнакан Николаевсен ҫуртне хирӗҫре чарӑнса тӑчӗ. Урам вилӗллӗ шӑпчӗ, никам курӑнмастчӗ тата ӑна палламалла та мар пекчӗ. Ҫуртсемпе хӳме-картасен тӳп-тӳрӗн те ярт-уҫҫӑн ӳкнӗ мӗлкисем чул сарнӑ ҫула ҫурмалла пат татса уйӑрнӑччӗ — пӗр пайӗ пачах хураччӗ, тепри вара яка та ҫаврака чӑмаккасемпе ҫу сӗрнӗ пекех ялтӑраса выртатчӗ.

Ҫӑтӑ, тӗттӗм-хӗрлӗ карӑсем хыҫӗнче, пысӑк, ӑшӑ пайӑрка пулса, лампа ҫутатать, «Чунӑмҫӑм, мана мӗнлерех кичем иккенне, эпӗ тарӑхса тертленнине, хӑвна мӗнле хытӑ юратнине нивушлӗ туймастӑн эсӗ!» — питне йӗнӗ чухнехи пеклӗн чалӑштаркаласа та ик аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе лартса, пӑшӑлтатрӗ Ромашов.

Ун пуҫне сасартӑк Шурочкӑна инҫетрен, пӳлӗм стени витӗр, хайне илттерес те ӑнлантарас шут кӗрсе кайрӗ. Кун хыҫӑн вӑл, чышкисене чӗрни айӗсем ыратма пуҫличченех ҫав тери вирлӗн чӑмӑртаса, шӑлӗсене пӗтӗм ӳт-пӳре сивӗ сӑрӑлтату чупкалама тапратичченех шатӑрин ҫыртса хурса, хӑйӗн мӗнпур хастарлӑхне хӗрӳн тармакланса, асӗнче ҫине-ҫинех хистеме пикенчӗ:

«Пӑхсам чӳречерен… Каркӑҫ патне кил. Диван ҫинчен тӑр та карӑ патне пыр. Сирсе, сирсе, пуҫна кӑларса пӑх. Илтетне, хушса калатӑп эпӗ сана, халех чӳрече патне пыр».

Карӑсем лӗм те хускалмарӗҫ. «Эс илтместӗн мана! — йӳҫенчӗк ӳпкевпе пӑшалтатрӗ Ромашов. — Эсӗ халь лампа таврашӗнче унпа юнашар ларатӑн, лӑпкӑ-канлӗскер, сӳрӗкскер, илемлӗскер. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗнешкел телейсӗр эпӗ!»

Вӑл ассӑн сывларӗ те, пуҫне аялалла пӗксе хурса, ӗшенчӗк утӑпа малалла сӗнкелтетрӗ.

Вӑл Назанский хваттерӗ умӗпе те иртрӗ, анчах унта тӗттӗмччӗ. Тӗрӗс, Ромашова ҫутӑ ҫутман пӳлӗмре, чӳречесем умӗпелен, такам шуррӑн мӗлтлете-мӗлтлете иртнӗн те туйӑнчӗ, анчах ӑна темӗншӗн хӑрушӑ пулса кайрӗ, вӑл вара Назанские чӗнме хӑю ҫитереймерӗ.

Аташу пеклӗ ҫак фантастикӑлла ҫӳреве Ромашов, нихӑҫан манас ҫукла курнӑ тахҫанхи тӗлӗк евӗр темиҫе кунран асне илчӗ. Еврей масарӗ патне мӗнле майпа пырса ҫитнине вӑл хӑй те каласа параймасть. Йӗри-таврашпех лутра шурӑ стена тытса ҫавӑрнӑ ҫав масар, шӑп-шӑпӑртскер те вӑрттӑнлӑхлӑскер, хула тулашӗнче вырнаҫнӑ та, сӑрталла, ту ҫинелле хӑпарса каять. Ҫывӑракан ҫутӑ курӑк хушшинчен ҫап-ҫара, пӗрешкел сӑнлӑ, сивӗ чулсем ҫӳлелле салхун ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗр евӗрлӗ ҫинҫе мӗлкӗсем тӑсӑла-тӑсала выртнӑ. Масарӗ ҫинче вара таса ансатлӑхлӑ, ним сассӑр пӗчченлӗх ҫирӗппӗн хуҫаланатчӗ.

Унтан Ромашов хайне хулан тепӗр вӗҫӗнче курчӗ. Тен, чӑн-чӑннипех те тӗлӗкре пулчӗ ку? Вӑл Буг урлӑ анлӑн каҫса каякан вӑрӑм, ҫӳренипе якалнӑ, ҫуталса тӑракан пӗве варринче тӑратчӗ. Ыйхӑллӑ шыв, ҫӗр ҫумне кӗвӗллӗн шӑмплата-шӑмплата ҫапӑнса, ун ури айӗнче питӗ йӑввӑн та ӳркевлӗн чӳхенетчӗ, уйӑх ҫав шатра пит ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ те юпаланса чӗтӗретчӗ, ҫакӑ вара аякри тӗттӗм, чӗмсӗр те пушанчӑк ҫыран патне тӑвӑр ҫулпа каякан миллионшар кӗмӗл пулӑ ҫиелте чӑмпӑлтатнӑ пекех курӑнатчӗ. Пур ҫӗрте те — урамсенче те, хула тулашӗнче те — чечек ҫурнӑ шур акацин ачашшӑн йӑпшӑнса ҫыпӑҫакан пылак шӑрши хӑй хыҫӗнчен ҫӳренине астуса юлнӑччӗ тата Ромашов.

Ним латсӑрла шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ ҫак каҫ унӑн пуҫне — пӗччен шухӑшсем, е салху, е хӑрушла, е ачанни пек пули-пулмилле те кулӑшласкерсем. Пуринчен ытла ӑна, пӗр каҫрах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ опытсӑр вылявҫӑ евӗр, сасартӑк, питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та питӗ илӗртӳллӗн, ним начарри те пулман пекех, хитре, илемлӗ Ромашов подпоручик генерал умӗнчен церемониаллӑ маршпа ҫав тери лайӑх иртнӗн мӗнпурин мухтавне тивӗҫ пулнӑ, халь хӑй те юлташӗсемпе пӗрле офицерсен пуххин ҫутӑ столовӑйӗнче кула-кула, ахӑлтата-ахӑлтата хӗрлӗ эрех ӗҫсе ларнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ. Анчах ку ӗмӗтсем кашни хутӗнчех Федоровскин киревсӗр ятлаҫӑвне, рота командирӗн йӗплекен-тӑрӑхлакан сӑмахӗсене, Николаевпа калаҫнине аса илсенех татӑла-татӑла, аркана-аркана саланчӗҫ, Ромашов вара хӑйне хӑй каллех те каллех тӳрлетме ҫукла намӑсланнӑн та телейсӗррӗн туйрӗ.

Шалти вӑрттӑн инстинкт ӑна шӑп та шай хӑй паян Николаевпа уйрӑлнӑ вырӑна илсе ҫитерчӗ. Ромашов ҫав вӑхӑтра хӑйне хӑй вӗлересси пирки шухӑшлатчӗ, анчах татӑклӑн мар тата хӑраса та мар, темле пытарӑнчӑк, хӑйӗнпе хӑй юратӑнса йӑпанас туйӑмпалан. Яланхи, лӑпланма пӗлмен фантази, ялтӑр-ҫутӑ ӳкерчӗксемпе эрешлесе те чечеклесе, ҫав шухӑшӑн мӗнпур тискерлӗхне пӗтӗмпех ирсе, ирӗлтерсе ячӗ.

«Акӑ Ромашов пӳлӗмӗнчен Гайнан вирхӗнсе тухрӗ. Пит-куҫӗ хӑранипе пӑсӑлса улшӑннӑ. Вӑл, шурса кӑвакарнӑскер, чӗтреве ӳкнӗскер, халӑхпа лӑнк тулса ларнӑ офицерсен столовӑйне ыткӑнса пырса кӗрет. Ӑна курса, пурте ирӗксӗрех вырӑнӗсенчен ҫӗкленеҫҫӗ. «Сирӗн высокоблагороди… подпоручик… перӗннӗ!..» — йывӑррӑн каласа хурать Гайнан. Пӗтӗмӗшле пӑтрану. Сӑнпуҫсем шурса каяҫҫӗ. Куҫсене хӑрушла сехӗрленӳ тапса тухать. «Кам перӗннӗ? Ӑҫта? Мӗнле подпоручик?»  — «Господасем, Ромашов тиншӗкӗ-иҫ, ара, ку! — палласа илет Гайнана хӑшӗ-тӗр. — Ун ҫармӑсӗ ку». Пурте хваттерелле чупаҫҫӗ, хӑшӗсем ҫара пуҫӑнах. Ромашов кравать ҫине кайса ӳкнӗ. Урайӗнче юн кӳлленчӗкӗ, унта Смитпа Вессон револьверӗ йӑваланса выртать, хысна ӗлкиллӗскер… Пӗчӗк пӳлӗме тулса тӑкӑлнӑ офицерсен кӗпӗрленӗвӗ витӗр полк тухтӑрӗ Знойко аран ирткелет. «Тӑнлавран! — тет вӑл шӑппӑн, пурте чӗмсӗррӗн тӑнӑ май. — Пӗтӗмпех пӗтнӗ». Кам-тӑр ҫурма сасӑпа асӑрхаттарать: «Господасем, хывсамӑр ҫӗлӗкӗрсене!» Нумайӑшсем сӑхсӑхаҫҫӗ. Веткин кӑранташпа ҫирӗппӗн ҫырнӑ хута сӗтел ҫинче тупать те ӑна сасӑпа вулать: «Пурне те каҫаратӑп, хам ирӗкпе вилетӗп, пурнӑҫ ҫав тери йывӑр та хурлӑ! Ман вилӗм пирки аннене асӑрханса кӑна пӗлтерӗр. Георгий Ромашов». Пурте пӗр-пӗрин ҫине чӑр та чар пӑхаҫҫӗ, пурте пӗр-пӗрин куҫӗсенче каланса пӗтмен пӗртен-пӗр канӑҫсӑр шухӑша вулаҫҫӗ: «Эпир вӗлертӗмӗр ӑна ҫапла!»

Тикӗссӗн сулкаланать ылттӑн парча витнӗ тупӑк сакӑр юлташӗн алли ҫинче. Офицерсем пӗтӗмпех хыҫран пыраҫҫӗ. Вӗсенчен кӑшт каярахра — улттӑмӗш рота. Слива капитан хаяррӑн ӑмӑрланать. Веткинӑн ырӑ сӑн-пичӗ куҫҫульпе шыҫса тӑртаннӑ, анчах халӗ вӑл, урамра, хӑйне ҫирӗппӗн тытать. Лбов, хӑй хуйхине ним пытармасӑр та вӑтанмасӑр, сасӑпах уласа йӗрет, — савнӑ, кӑмӑллӑ ача! Тарӑн та хурланчӑк ӗсӗклӳсемпе вирхӗнсе саланаҫҫӗ ҫурхи сывлӑшра пытару маршӗн сассисем. Полк дамисем те пӗтӗмпех ҫакӑнта, Шурочка та. «Эпӗ ӑна чуптунӑ! — шухӑшлать Шурочка ниҫта кайса кӗреймесӗр. — Эпӗ ӑна юратнӑ! Эпӗ ӑна тытса чарма, хӑтарма пултармаллаччӗ!»  — «Ытла та кая юлнӑ!» — йуҫенкӗ кулӑпа шухӑшлать Ромашов ӑна хирӗҫ.

«Эх, мӗнле шел мӗскӗне! Мӗнешкел лайӑх юлташчӗ, мӗнлерех маттур, пултаруллӑ офицерччӗ!.. Ҫапла… ӑнланман эпир ӑна!» — пӗр-пӗринпе шӑппӑн калаҫаҫҫӗ тупӑк хыҫӗнчен пыракан офицерсем. Вӑйлӑраххӑн ӗсӗклет пытару маршӗ: Бетховен музыки ку, «Паттӑр вилӗмӗ ячӗпе». Ромашов тупӑкра выртать, ним хускалманскер, сивӗскер, тута ҫинче ӗмӗр сӳнмен кулӑпалан. Кӑкӑрӗ ҫинче унӑн ҫӗленкуҫ чечекӗн сӑпайлӑ ҫыххи, — ҫав чечексене кам алли хунине никам та пӗлмест. Вӑл пурне те каҫарнӑ: Шурочкӑна та, Сливӑна та, Федоровские те, корпус командирне те. Ан тив, ан йӗччӗрех ун пирки. «Ку пурнӑҫшӑн вӑл ытла тасаччӗ те чеченччӗ! Ӑна лере авантарах пулать!»

Куҫҫуль пӗрчисем куҫ ҫинех тухса ларчӗҫ, анчах Ромашов вӗсене шӑлмарӗ. Питӗ лайӑх, питӗ савӑк-мӗн хӑв пирки йӗнине тавҫӑрма та тивӗҫсӗр кӳрентернӗн курӑнмашкӑн!

Халӗ вӑл чӗкӗнтӗр уйӗ хӗррипе пыратчӗ. Лутра, хулӑн тунасем ура айӗнче, шурӑпа хуран пӑтрашӑнса, ула-чӑлан курӑнаҫҫӗ. Хир анлӑшӗ, ун ирӗклӗхӗ, уйӑх ҫутатнине пула, темле пусӑрӑнтарса лартнӑн туйӑнчӗ Ромашова. Подпоручик ҫӳлех мар ҫӗр купи ҫине хӑпарчӗ те чукун ҫулне алтса хывнӑ хушӑк тӑрринче чарӑнчӗ.

Ку айкки пӗтӗмпех хуп-хура мӗлкепе хупланнӑччӗ, тепӗр енне ялтӑр-шупка ҫутӑ ӳкнӗччӗ, ҫавӑнпа унта кашни курӑк пӗрчинех уйӑрса илме пулассӑн туйӑнать. Хушӑк аялалла тӗпсӗр шӑтӑк евӗрлӗнех хуран анса каять; ун тӗпӗнче ялтӑракан пуличчен якалнӑ рельсӑсем йӑвашшӑн ҫуталаҫҫӗ. Ҫак хушӑк хыҫӗнче, самаях аякра, хир варринче, шӗвӗр тӑрӑллӑ палаткӑсен тӗп-тӗрӗс йӗркисем ҫуралаҫҫӗ.

Ҫӗр купаланчӑкӗн тӳпинчен кӑшт аяларахра, чукун ҫул хӗрри тӑрӑх, ансӑр картлашка тӑсӑлать. Ромашов ун патне анчӗ те курӑк ҫине ларчӗ. Ҫименрен тата ывӑнса ҫитнӗрен вӑл, урисем хавшаса чӗтӗреме тапратнипе пӗрлех, кӑмӑлӗ пӑтраннине туйрӗ. Пуш-пушӑ пысӑк хир, аялти хушӑк — ҫурри тӗттӗмре те ҫурри ҫутӑраскер, темле тӗтреллӗрех тӑрӑ сывлӑш, сывлӑмлӑ курӑк, — пурте сисӗмлӗ, вӑрттӑн йӑпшӑнчӑклӑ шӑплӑха путнӑ, ҫакна пула хӑлха пушшех вӑйлӑн шавласа, янласа тӑчӗ. Сайра хутра ҫеҫ станцӑра маневрлакан пӑравуссем кӑшкӑрта-кӑшкӑрта ячӗҫ, ҫак ӑнланма ҫукла каҫӑн чӗмсӗрлӗхенче вара вӗсен таткаланчӑк шӑхӑртӑвӗсем чӗрӗ, сехӗрленӳллӗ те хӑрушла пеклен туйӑна-туйӑна кайрӗҫ.

Ромашов ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ. Шурӑ, ҫӑмӑл пӗлӗтсем ним хускалми тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫийӗпе ҫаврака уйӑх хӑвӑрттӑн кустарса пырать. Пушшӑн, калама ҫук пысӑккӑн та сиввӗн курӑнать ҫӳлте, ҫавӑнпа пуль пӗтӗм талккӑш, ҫӗртен пуҫласа тӳпене ҫитичченех, ӗмӗрхи тертлӗхпе те ӗмӗрхи кичемлӗхпе тулса ларнӑ пекех туйӑнать. «Унта — турӑ!» — шухӑшларӗ Ромашов, вара сасартӑк, хурлӑх, кӳренӳ тата хӑйне хӑй шеллеслӗх айван хумпа килсе ҫапнӑран, вӑл хӗрӳллӗн те йӳҫҫӗн пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ:

— Турӑ! Мӗншӗн пӑрӑнтӑн-ха эсӗ манран? Эпӗ — пӗчӗк, эпӗ — халсӑр, эпӗ — хӑйӑр пӗрчи, мӗн начаррине тунӑ-ха эпӗ сана, турӑ? Эсӗ вӗт пурне те пултаратӑн, эсӗ ырӑ, эсӗ мӗнпурне куратӑн, — мӗншӗн-ха ман тӗлтен тӳрӗ мар эсӗ, турӑ?

Анчах ӑна хӑрушӑ пулса кайрӗ те, вӑл васкаса та хӗрӳллӗн пӑшӑлтатрӗ:

— Ҫук! Ҫук! ырӑскерӗм, савнӑскерӗм, каҫар мана, каҫар мана! Эпӗ текех ним те каламастӑп. — Вӑл вара, пӗтӗм чунӗпе парӑнса, сапӑррӑн хушса хучӗ:  — Хӑв мӗн тӑвас тетӗн пӗтӗмпех ту мана. Эпӗ мӗнпурне тав тусах йышӑнӑп.

Ҫапла каларӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах ун чӗрин чи-чи вӑрттӑн кӗтесӗсенче — пытаркӑҫсенче — хӑйӗн чӑтӑмлӑ парӑнӑвӗ пурне те куракан туррӑн чӗрине пырса тивӗ тата кӑмӑлне ҫемҫетӗ тенӗн айӑпсӑр шухӑш чеен йӑшӑлтатрӗ, ун чухне вара сасартӑках кӗтрет пулса иртӗ, паянхи мӗнпур тертлӗхпе ырӑмарлӑхран ухмахла тӗлӗк пекки ҫех тӑрса юлӗ.

«Ӑҫта эсӗ кунта-а?» — ҫиллессӗн те васкаваррӑн кӑшкӑрса ячӗ пӑравус.

«Эпӗ — си-ире-е!» — тытса илчӗ тепри, мӑн сасӑпа вӑрӑммӑн тӑстарса та хӑратса.

Хушӑкӑн тепӗр енӗнче, ҫутӑ ӳкнӗ тайлӑмӑн чи тӳпинче, темӗн чӑштӑртатрӗ те мӗлтлетрӗ. Лайӑхрах курасшӑн пулса, Ромашов пуҫне пӑртак ҫӗклерӗ. Тӗтреллӗрех тӗксӗм уйӑх ҫутинче, курӑкран аран ҫех уйрӑлса, темӗнле сӑрӑ япала, формӑсӑрскер, — ӑна ҫын тесе калама та хӗнтерехчӗ, — ҫӳлтен аялалла анма тытӑнчӗ. Ун хыҫӗнчен мӗлке куҫнипе те ҫӗр ҫӑмӑллӑн шапӑртатса тӑкӑннӑ тӑрӑх ҫеҫ йӗрлеме пулатчӗ.

Акӑ вӑл рельсӑсем урлӑ каҫрӗ. «Салтак пулас-и-мӗн? — вӗҫсе илчӗ Ромашовӑн канӑҫсӑр тавҫӑру. — Тем тесен те, ҫын ку. Анчах та ҫакнашкал ним латтисӗр утма уйӑх ҫапнӑскер те ӳсӗрскер кӑна пултарать. Кам вӑл?»

Сӑрӑ ҫын рельсӑсем урлӑ каҫрӗ те тӗттӗм ҫӗре кӗчӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫавӑ салтак пулни пит лайӑх курӑнать. Вӑл, васкамасӑр та килпетсӗррӗн ҫӳлелле йӑраланаканскер, пӗр вӑхӑтлӑха Ромашов куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗ. Анчах икӗ-виҫӗ минут иртейрӗ те, шакла илтернӗ ҫаврака ҫара пуҫ аялтан хуллен хӑпарма пуҫларӗ.

Пӑтранчӑкрах ҫутӑ тӳп-тӳррӗн ҫав ҫын пичӗ ҫине ӳкетчӗ, Ромашов вара хӑй ҫурма ротин сулахай флангри салтакне — Хлебникова — палласа илчӗ. Вӑл калпакне хывнӑччӗ те аллине тытнӑччӗ, куҫӗсем, нимӗне курмасӑр-туймасӑр, малалла вилӗллӗн тӗлленӗччӗ. Ӑна шалти темле ют, вӑрттӑн вӑй туртса, сӗтӗрсе кайнӑн туйӑнать. Вӑл питӗ ҫывӑхран, хӑй шинелӗн аркипе офицера перӗнес пекех иртрӗ. Ун куҫӗн шӑрҫисенче ҫап-ҫутӑ, ҫивӗч пӑнчӑсемпе уйӑх ҫути ялтӑратчӗ.

— Хлебников! Эсӗ-и? — чӗнчӗ ӑна Ромашов.

— Ах! — нӑйкӑшса ячӗ те салтак, сасартӑк чарӑнса, хӑранипе пӗр вырӑнта сиксе чӗтӗреме пуҫларӗ.

Ромашов хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ. Хӑй умӗнче вӑл йӑлтах ҫуркаласа, таткаласа пӗтернӗ, юнланса шыҫӑннӑ туталлӑ, кӑвакарса хӑпарнӑ куҫлӑ, вилӗ сӑнлӑ пите курчӗ. Ҫӗрлехи тӗрӗс мар ҫутӑра хӗнесе вистенин йӗрӗсем пушшех тискеррӗн, пушшех хӑрушшӑн туйӑнаҫҫӗ. «Шӑпах ҫак ҫын паян манпа пӗрле пӗтӗм полка ӑнӑҫсӑрлӑх кучӗ. Эпир пӗрешкел телейсӗрсем», — Хлебников ҫине пӑхса, шухӑшларӗ вара Ромашов.

— Ӑҫталла эс, тӑванӑм? Мӗн пулнӑ сана? — ӑшшӑн ыйтрӗ те Ромашов, мӗншӗн тунине хӑй те пӗлеймесӗр, ик аллине те салтак хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.

Хлебников ун ҫине ҫухалса кайнӑ, ютшӑнчӑк куҫпа пӑхрӗ те ҫавӑнтах пӑрӑнса тӑчӗ. Тутисем унӑн чаплатса илчӗҫ, хуллен уҫӑлчӗҫ те вӗсем хушшинчен вара кӗске, тӗлсӗр хӑрӑлтату сирпӗнсе тухрӗ. Тӑнсӑрланса ӳкес умӗн пулакан мӑка, ҫӗткеленчӗк туйӑм евӗр, тӑкӑскӑ кӑтӑк евӗр, тӑсмаккӑн сурса, нӑйкӑшса кайрӗ Ромашовӑн кӑкӑрӗпе вар-хырӑмӗнче.

— Сана хӗненӗ? Ҫапла-и? Ну, каласам-ҫке. Ҫапла-и? Лар ҫакӑнта, лар манпа пӗрле.

Вӑл Хлебникова ҫаннинчен тытса аялалла туртрӗ. Салтак, хуҫланакан манекен евӗр, йӗпе курӑк ҫине, подпоручикпа юнашар, темле айванла ҫӑмӑллӑхпа та кунӗҫлен лӗплетсе ӳкрӗ.

— Ӑҫта каяттӑнччӗ эсӗ? — ыйтрӗ Ромашов. Хлебников урисене этемле мар тӳррӗн ярт тӑсса хунӑ та килпетсӗррӗн ларнӑ, нимӗскер чӗнмест. Ромашов унӑн пуҫӗ майӗпен-майӗпен, аран ҫеҫ палӑракан тӑлтлату-йӑлтлатусемпе кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса пынине курчӗ. Подпоручика каллех кӗскен хӑрӑлтатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, чунӗнче вара унӑн хӑраса каймалла шеллӗх йӑшӑлтатса хускалчӗ.

— Эсӗ тарасшӑнччӗ-и? Тӑхӑнсам-ҫке калпакна. Итле, Хлебников, эпӗ халь сана начальник мар, эпӗ хам та телейсӗр, тӑлӑх, вилнӗ ҫын. Сана йывӑр-и? Ыратать-и? Калаҫсам манпалан уҫҫӑн. Тен, эсӗ хӑвна вӗлересшӗнччӗ? — ыйтрӗ Ромашов, ҫыхӑнусӑр пӑшӑлтатса.

Темӗн чӑлтлатрӗ те лӑкӑртатса илчӗ Хлебников пырӗнче, анчах вӑл ҫаплах нимӗн шарламарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ромашов салтак хӑвӑрттӑн та вӗттӗн чӗтӗренине асӑрхарӗ: чӗтӗренетчӗ унӑн пуҫӗ, чӗтӗретчӗ, шӑлӗсене шӑппӑн шаклаттарса, янахӗ. Ҫеккунтлӑха офицера хӑрушӑ пулса кайрӗ. Ҫак ыйхӑсӑр, лӑсканчӑклӑ каҫ, пӗчченлӗх туйӑмӗ, уйӑхӑн тикӗс, тӗксӗм, чӗрӗ мар ҫути, ура айӗнчи хушӑкӑн хуралса тӑракан тарӑнӑшӗ тата хӑйпе юнашар ларакан чӗмсӗр, хӗненине пула тӑнран тухнӑ салтак — пурте, пурте ҫаксем ун умне темле ниҫта юрӑхсӑр, питӗ асаплӑ тӗлӗк евӗррӗн тухса тӑчӗҫ, унашкал тӗлӗксене ҫынсем, тен, тӗнче пӗтес умӗнхи юлашки кунсенче ҫех курма пултараҫҫӗ пулӗ. Анчах сасартӑк ӑшӑ, хӗртсе яракан, вӗҫсӗр-хӗрсӗр терт-тарӑху юхӑмӗ ҫавӑрса илчӗ унӑн чунне. Вара, хӑй хуйхине пӗчӗк те ниме тӑман евӗр кӑна курса, ҫак пӗтӗмпех хӑратса, хӗсӗрлесе ҫитернӗ мӗскӗн ҫынпа танлаштарсан, хӑшӗ ҫитӗнсе ҫитнӗн те ӑслӑрах пеклӗн туйса, Хлебникова вӑл мӑйӗнчен ачашшӑн та хыттӑн ыталарӗ, хӑй ҫумне туртса лартрӗ те вӗри ӗнентерӳпе хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ:

— Хлебников, сана начар-и? Мана та аван мар, тӑванӑм, мана та начар, ӗненсем мана. Тӗнчере пулса иртекеннисенчен эпӗ нимӗскерне те ӑнланмастӑп. Пурте-пурте — темле тискер, ӑстӑнсӑр, хаяр, лапӑркка! Анчах та чӑтас пулать, савнӑ ҫыннӑм, чӑтас пулать… Ку кирлӗ.

Аялаллах тӗшӗрӗлнӗ Хлебников пуҫӗ сасартӑк Ромашов чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ. Салтак вара, офицер урисене йӗри-таврӑшпех хыттӑн ҫатӑрласа тытса та пичӗпе вӗсен ҫумне ҫыпӑҫса ларса, тӑвӑлса ҫитнӗ ӗсӗклӳпе чыхӑнса-пӳлӗнсе те хуҫлана-хуҫлана авкаланса, пӗтӗм кӗлеткипе сикме тапратрӗ.

— Пултараймастӑп текех… — мӑкӑртатрӗ Хлебников ним ҫыхӑнусӑррӑн, — улпут, урӑх пултараймастӑп эпӗ… Ах, турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм… Хӗнеҫҫӗ, кулаҫҫӗ… взводнӑй укҫа ыйтать, отделени командирӗ кӑшкӑрать… Ӑҫтан илмелле? Вар аннӑ манӑн… ача чухнех йӑтӑнтарнӑ… Кила манӑн, улпут…. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм!

Ромашов хӑй чӗрҫийӗ ҫинче тӑнран тухаслах ҫапкаланакан пуҫ патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ. Таса мар, чирлешке ӳт-тирпе ҫуман ҫӳҫӗн шӑршине тата ҫывӑрнӑ чух ялан витӗнсе выртнине пула пӑнтӑхса йӳҫӗхнӗ шинель шӑршине уйӑрса илчӗ вӑл. Вӗҫӗ-хӗррисӗр хурлӑх, хӑрушӑ сехӗрленӳ, тӑрлавсӑрлӑхпа тарӑн, айӑплӑ шеллӳ тӑкӑлса тӑвӑлчӗ офицер чӗрине, ӑна ыраттармаллах хӗссе лартрӗ, тӑкӑсласа хучӗ. Вӑл вара ҫаратса янӑ, шӑртлӑ, таса мар пуҫ патне шӑппӑн пӗкӗрӗлчӗ те:
— Ман тӑванӑм! — пӑшӑлтатрӗ аран илтӗнмелле.
Хлебников офицер аллине каплаттарсах ярса тытрӗ.

Ромашов вара ун ҫинче, куҫҫулӗн ӑшӑ тумламӗсемпе пӗрлех, ют тутасен сивӗ те ҫӑтлатса ҫыпӑҫакан сӗртӗнӗвне туйрӗ. Анчах вӑл хӑй аллине туртса илмерӗ, ансат, чӗрене пусаракан, лӑплантаракан ҫемҫе сӑмахсам кӑна каларӗ, — унашкал сӑмахсене ҫитӗннӗ ҫын кӳреннӗ ача-пӑчана калаканччӗ.

Унтан вӑл Хлебникова хӑех лагере леҫсе ячӗ. Рота дежурне Шаповаленко унтер-офицера чӗнтерме тиврӗ. Лешӗ, анасла-анасла, куҫӗсене хӗскелесе, е ҫурӑмне, е хырӑмне хыҫкаласа, аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн ҫех тухса тӑчӗ.

Ромашов ӑна халех Хлебникова кунҫӑран улӑштарма хушрӗ. Шаповаленко хирӗҫлеме хӑтланасшӑн пулчӗ:

— Ара-ҫке, сирӗн благороди, вӗсен улшӑнма вӑхӑт ҫитмен-иҫ!..

— Ан калаҫса тӑнӑ пул! — кӑшкӑрчӗ ун ҫинелле Ромашов. — Рота командирне калатӑн ыран, ҫапла тума эпӗ хушрӑм тетӗн… Ыран ман пата пыратӑн-и ҫак эсӗ? — ыйтрӗ вал Хлебниковран, лешӗ вара ӑна хирӗҫ ним шарламасӑр, куҫпа ҫех хӑюсаррӑн та тав тунӑн пӑхса хуравларӗ.

Килнелле таврӑннӑ май, лагерь хӗррипелен васкамасӑр утрӗ Ромашов. Палаткӑсенчен пӗринче шӑппӑн пӑшӑлтатни ӑна ирӗксӗрех чарӑнса тӑмашкӑн та итлесе пӑхмашкӑн хистерӗ. Тахӑшӗ, ҫурма пусӑрӑнчӑк сасӑпа тӑстарса, халлап каласа парать:

— Акӑ ха-ай ҫав шуйттан леш салтак патне хӑйӗн чи тӗпчӗк асамӑҫне ярать. Ак ҫак асамӑҫ килсе ҫитет те: «Салтак, э салтак, эпӗ сана ҫиетӗп!» — тет. Салтакӗ куна тытать те тавӑрать хурать: «Ҫук, — тет, — эс мана ҫиейместӗн, мӗншӗн тесен эпӗ хам та асамӑҫ!»

Ромашов каллех чукун ҫул хушӑкӗ патне пычӗ. Пурнӑҫӑн ӑссӑрла-тӑнсӑрла киревсӗрлӗхӗ, пӑтравӗ-арпашӑнчӑклӑхӗ, тӑрлавсӑрлӑхӗ асаплантарчӗ те тертлентерчӗ ӑна. Хысакра чарӑннӑскер, вӑл куҫӗсене ҫӳлелле, тӳпенелле ҫӗклерӗ. Унта ҫав-ҫавах сивӗ анлӑлӑхпа вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑрушлӑхчӗ. Хӑйшӗн те кӗтмен ҫӗртенех пулчӗ темелле, чышкисене пуҫӗ ҫийӗн ҫӗклесе те вӗсемпе юнаса-хӑмсарса, урнӑ евӗрлӗн кӑшкӑрса ячӗ Ромашов:

— Эсӗ! Ватӑ ултавҫӑ! Эхер те эсӗ мӗн те пулин тума пултараятӑн тата хӑю ҫитереетӗн пулсассӑн, апла-тӑк… ну, акӑ, тыт та халех ман урана хуҫса пӑрахмалла ту.

Вӑл куҫне хупрӗ те чӑнкӑ хысакран аялалла чул пекех вирхӗнчӗ, иккӗ утӑмланипех рельсӑсем урлӑ сиксе каҫрӗ, вара чарӑнмасӑр-тумасӑр пӗрре сывланипех, ҫӳле вӑшт ҫеҫ хӑпарса тӑчӗ. Сӑмси ҫуначӗсем унӑн чарӑлса кайнӑччӗ, кӑкӑрӗ пашкаса сывлатчӗ. Анчах чунӗнче унӑн сасартӑк мӑнаҫлӑ, чӑрсӑр та ҫиллес хастарлӑх хыпса ялтлатрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней