Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моторсем сахал газ ҫинче хуллен кӑна ӗҫлесе тӑнӑ, ҫавӑн пирки вӑрман хӗрринче вӑйлах мар ҫил варкӑшнӑ, — ун пек ҫил вӑл — тӑвӑл умӗн, ҫӗр ҫине малтанхи шултра та йывӑр ҫумӑр тумламӗсем ӳкме пуҫланӑ вӑхӑтра пулать, вӑл ҫӗр ҫинчи тусана шӑлса ҫӳрет, йывӑҫсене ава-ава силлет.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, тӑвӑл таврашӗ пулӑшӗ, е тумхахлӑ ҫул-и — мана юлашки канӑҫ кӳрессе шанса тӑратӑп эпӗ».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каярахпа пӗлсеттӗм эпӗ, вӗсене, тӑвӑл айне пулнӑ иртен-ҫӳренсене пӑхса тӑччӑр тесе, патшалӑх тӳлесе тӑрантарать иккен.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫӗ питӗ уяр, ырӑ шӑршӑллӑ, ҫав тери лӑпкӑ пулнӑ, — инҫетри канонада кӗрлени халӗ ҫапӑҫу шавӗ пек мар, таҫтан аякран иртекен тӑвӑл сасси пек ҫеҫ илтӗннӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тусӗсем ҫинчен илнӗ ҫак икӗ пӗчӗк хыпар тӑрӑхах ҫар ҫыннишӗн тӑвӑл таҫта кӑнтӑр енче пуҫланса каясси паллӑ пулчӗ.Военному человеку даже по этим двум весточкам о друзьях стало ясно, что гром грянет где-то на юге.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьевпа Стручков опытлӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ та, вӗсем ун ҫинчен лайӑх пӗлсе тӑнӑ: ҫак пауза мӗн тери пысӑкрах пулать, ҫак шӑплӑх мӗн тери вӑрӑма пырать, тӑвӑл ҫав тери хаяр та вӑйлӑрах пулмалла, тесе шутланӑ вӗсем.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронтри тӑвӑл умӗнхи лӑпкӑлӑх вӑраха кайрӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫапӑҫу ҫинчен халӗ ҫырман пулнӑ-ха, ун ҫинчен калаҫман та, анчах та вӑл аслатиллӗ тӑвӑл ҫывхарни сисӗнсе тӑнӑ пекех, фронтсенче сасартӑк пулса тӑнӑ шӑплӑхран палӑрнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малашлӑхӗ уншӑн хаяр тӑвӑл пӗлӗчӗсемпе хупланнӑ пек курӑннӑ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗрле хӑрушӑ тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫапса ҫумӑр ҫурӗ, аслати хӑватлӑн авӑтрӗ, йӑл та ял ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Тӑвӑл шуйттанӗ» ятлӑ хура та вӑрӑм, лутра карап ҫинче, мачта тӑрринче ҫӳлте хура ялав вӗлкӗштерсе пырса, вӑл тӑвӑллӑ тинӗссем тӑрӑх епле мӑнкӑмӑллӑн ҫӳре-ши?
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Асар-писер тӑвӑл ҫӗкленсе килчӗ пек.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Йывӑҫсене хуҫса ҫӗмӗрекен тӑвӑл та, курӑксене тайса ҫупӑрлакан вӑркӑш юхӑм та…И ломающая деревья буря, и склоняющая растительность тихий ветерок…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Вӑйлӑ ҫил унӑн тураттисене хуҫса амантас пулсан та кӗре тымарӗ вӗсене хӑй сӗткенӗпе сиплетех, алхасуллӑ тӑвӑл унӑн вуллине хуҫса пӑрахсассӑн та (ах, тур-тур) ҫӗнӗ хунавсем тухаҫҫех!
Тӑван чӗлхе тымарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7348.html
Ҫакна ӑнланман ҫынна автор кулӑшла коллизие лектерет («Ешӗл тинӗсри тӑвӑл»).Человека, который не понимает этого, автор направляет в смешную коллизию («Буря в зеленом море»).
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Писателӗн юлашки калавӗсем хушшинче пире пуринчен ытла «Чӗвӗл чӗкеҫсем», «Ешӗл тинӗсри тӑвӑл», «Ҫуллахи юр» ятлисем килӗшрӗҫ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Кашни кун тенӗ пекех «Афганка» тӑвӑл тухатчӗ.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Эпӗ киле чупса ҫитнӗ тӗле асар-писер тӑвӑл пуҫланчӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
34. Акӑ тухӑҫпа ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра ҫитиччен пӗлӗтсем карӑнаҫҫӗ, вӗсем хаяррӑн курӑнаҫҫӗ, асар-писер тӑвӑл тухассӑн туйӑнать.34. Вот, облака от востока и от севера до юга, и вид их весьма грозен, исполнен свирепости и бури.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иона вӗсене каланӑ: тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.