Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 11

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Добавлен: 2020.02.11 00:00

Предложений: 485; Слово: 4187

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Юман йывӑҫ тӗслӗ сафьянӑвӑй хыт хуплашкаллӑ пӗчӗк записной кӗнеке кӗтессисем хуҫӑлкаласа, якалса пӗтнӗ: ӑна хуҫи нумайччен кӗсьере чиксе ҫӳренӗ имӗш. Кӗнекен листисене чалпашла тӗвӗленчӗклӗрех пек туйӑнакан почеркпа ҫырса тултарнӑ.

«…Теплерен манӑн хутпа пуплешес кӑмӑл килсе тухрӗ. Институтри евӗр «дневник» пек япала ҫырса пырас тетӗп. Пуринчен ытларах хӗр ҫинчен ҫырӑп: февраль уйӑхӗнче, хӑш числирине астумастӑп, мана унпа хӑйсен тӑрӑхӗнчи студент Боярышкин паллаштарчӗ. Эпӗ вӗсемпе кинематограф алӑкӗ умӗнче тӗл пултӑм. Боярышкин мана унпала паллаштарнӑ май ҫапла каларӗ: «Ку Вешенски станици хӗрӗ. Эсӗ, Тимофей, юрат та савса пурӑн ӑна. Лиза — питех те хӳхӗм хӗр» терӗ. Астӑватӑп, эпӗ темле ӑнланмалла мар япала мӑкӑртатса илтӗм те унӑн тарлӑ ҫемҫе аллине тытса чӑмӑртарӑм. Ҫапла пуҫланчӗ ман паллашу Елизавета Моховӑпа. Вӑл пӑсӑк хӗр иккенне эпӗ пӗрре пӑхсах чухларӑм: ун пек хӗрарӑмсен куҫӗсем кирлинчен ытлашшипех каласа параҫҫӗ. Тӳррипе каласан, вӑл ман кӑмӑла каймарӗ: нимрен малтан ӑшӑ та тарлӑ алли килӗшмерӗ. Эпӗ нихҫан та ҫынсен аллисем ун пек тарланине курманччӗ. Унтан тата куҫӗсем, чӑннипе илсен, питӗ илемсӗрскерсем, темлерех мӑйӑр хуппи тӗслӗрех ҫуталса тӑраканскерсем, анчах та ҫав вӑхӑтрах кӑмӑла вырнаҫманскерсем.

Вася тусӑм, эпӗ Елизавета Моховӑпа пуҫарса янӑ интрига вӗҫленсе ҫитсен, ҫак дневника сан патна ярса пама шутлатӑп. Вӑл документа эсӗ киленсех вуласа тухӑн, тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та, эсӗ ӑна Семипалатинскра аллуна илсе вуланӑ чух пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен тӗплӗн те татӑклӑнах пӗлсе тӑмалла пултӑр тесе, юриех слогсене тикӗслесе, вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӑнлӑхсемпе илемлетсе ҫыратӑп. Эпӗ хронологи йӗркипе ҫырса пырӑп. Хайхи ӗнтӗ, паллашрӑм эпӗ унпала, паллашрӑм та эпир виҫсӗмӗр темле урӑм-сурӑм сентиментальнӑй киревсӗр кинокартинӑна пӑхма кайрӑмӑр. Боярышкин чӗнмесӗр пычӗ (хӑй пек каласан, унӑн «сӗт шӑлӗ» ыратнӑ), эпӗ калаҫӑва аран-аран кӑна хутшӑнкаласа пытӑм. Эпир пӗр тӑрӑхри ҫынсемех пулнӑ иккен, кӳршӗллӗ станица ҫыннисем пулнӑ иккен те, ҫавӑнпа ҫеҫенхир пейзажӗсен илемӗ ҫинчен т. ыт. япаласем ҫинчен аса илкелесе калаҫкаларӑмӑр та шӑплантӑмӑр. Эпӗ пӗр хистевсӗррӗн (ҫавӑн пек калама юрать пулӗ), ним чӗнмесӗр лартӑм, вӑл пирӗн калаҫун пӗчӗк ҫӑмхи сӳтӗлсе пӗтнине, нимӗн лайӑх маррине те туймарӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, эпӗ вӑл иккӗмӗш курсра вӗренекен медичка иккенне, йӑхӗ-ӑрулӑхӗ енчен хуҫа хӗрӗ иккенне тата ҫӑра чейпе асмоловски табак питӗ юратнине пӗлтӗм. Хӑвах куратӑн, мӑйӑр хуппи тӗслӗ куҫлӑ хӗре пӗлесси енчен ку питех те ҫителӗксӗр сведенисем-ха. Сывпуллашса уйрӑлнӑ чухне (эпир ӑна трамвай чарӑнакан вырӑна ҫитиччен ӑсатса ятӑмӑр) вӑл мана хӑй патне кӗрсе тухма ыйтрӗ. Адресне эпӗ ҫырса илтӗм. Апрелӗн 28-мӗшӗнче кӗрсе тухма шутлатӑп.

Апрелӗн 29-мӗшӗ.

Паян ун патӗнче пултӑм, халвапа чей ӗҫтерсе хӑналарӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен — иленчӗклӗ хӗр. Ҫивӗч чӗлхеллӗ, виҫеллӗ ӑслӑ, анчах арцыбашевщина шӑрши перкелет унтан, аякка кайса тӑрсан та сисӗнет ку япала. Ун патӗнчен ҫӗрле тин таврӑнтӑм. Хваттере ҫитрӗм те пирус гильзисем ӑшне табак тултартӑм, ку хӗрпе пачах ҫыхӑнман япаласем ҫинчен, сӑмахран, укҫа ҫинчен шухӑшласа лартӑм. Костюмӑм ман пӗтӗмпе кивелсе чыссӑрлансах кайнӑ, анчах «капитал» ҫук. Тӳррипе каласан — ӗҫсем начар.

Майӑн 1-мӗшӗ.

Паянхи кун пӗр событипе паллӑ пулчӗ. Сокольникире никама кӳрентермесӗр вӑхӑт ирттернӗ чух пӗр историе ҫитсе тӑрӑнтӑмӑр. Полиципе казаксен отрячӗ, пӗр ҫирӗм ҫынтан тӑраканскер, рабочисен маевкине хӑваласа салатса ячӗ. Пӗр ӳсӗр ҫын казак лашине патакпа ҫапрӗ, лешӗ саламачӗпе хӗртме пуҫларӗ. (Саламата тем шутпа нухайкка теҫҫӗ, вӗт унӑн хӑйӗн ячех те питӗ чаплӑ, мӗншӗн урӑхла каламалла вара?..) Эпӗ вӗсем патне пытӑм та ҫыхланса кӗрсе кайрӑм. Чи ырӑ шухӑшпа пытӑм ӗнтӗ эпӗ, чӗреренех калатӑп. Ҫыхланса кӗрсе кайрӑм та: чарлан эсӗ, терӗм казака тата ҫавӑн майлӑ урӑх сӑмахсем те каларӑм. Вӑл, Мана та саламатпа туртас тесе, аллине ҫӗклерӗ, анчах та эпӗ питӗ ҫирӗппӗн: «Эпӗ хам та Каменски станици казакӗ, пӗр тытӑнсан, хама тӗкӗнекене шуйттансене йӗкленмелле пуличченех, нимӗрлентерсе тӑкма пултаратӑп», — терӗм. Казакӗ йӑваш кӑмӑллӑскер, ҫамрӑкскер лекрӗ иккен; служба ҫӑварлӑхлама ӗлкӗреймен-ха ӑна. Вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ Усть-Хопер станици казакӗ, чышкӑлла ҫапӑҫма ӑстаскер», — терӗ вара. Эпир мирлӗнех уйрӑлса кайрӑмӑр. Вӑл мана мӗн те пулин тума шут тытнӑ пулсанах ҫапӑҫу сиксе тухнӑ пулӗччӗ, ҫапӑҫу ҫеҫ мар, унтан начартараххи те вӑрӑннӑ пулӗччӗ мана. Эпӗ ҫак харкашӑва хутшӑнни пирӗнпе пӗрле Елизавета пулнинчен килчӗ, ун куҫӗ умӗнче манӑн яланах, пӗчӗк ачалла, мӗнле те пулин палӑрмалларах ӗҫ («подвиг») тӑвас килсе тӑрать. Хам курса тӑнӑ ҫӗртенех автанланса пыратӑп, картуз айӗнче куҫа курӑнман хӗрлӗ тӗпек ӳссе ҫӗкленнине те туятӑп. Акӑ ӑҫта ҫитсе тӑтӑм эпӗ.

Майӑн 7-мӗшӗ.

Аттерен укҫа илтӗм. Ятлакалать хӑй ҫырӑвӗнче, анчах мана пӗр чӗптӗм те намӑс мар. Аттен пӗлесчӗ хӑй ывӑлӗн пурнӑҫ йӗрки картлашкисем ҫӗрсе кайнине… Костюм илтӗм. Галстук ҫине извозчиксем те ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ. Тверской урамри парикмахерскине кӗрсе хырӑнтӑм. Унтан галантерейнӑй приказчик пек яп-яка пулса тухрӑм. Садово-Триумфальнӑй урам кӗтесӗнче городовой ман ҫине пӑхса йӑлкӑшайрӗ. Епле шӑпӑрлан иккен! Ку тумпа чухне пур вӗт-ха манпа ун хушшинче темӗнле пӗрпеклӗх? Виҫӗ уйӑх ӗлӗкрех акӑ мӗнлеччӗ? Ӗнтӗ, тепре каласан, истори кӗпи-йӗмне хускатма та кирлӗ мар… Елизаветӑна ӑнсӑртран трамвай чӳречи витӗр куртӑм. Перчеткипе сӗлтрӗ те йӑл кулса юлчӗ. Акӑ епле эпӗ!

Майӑн 8-мӗшӗ.

«Любви все возрасты покорны». Шав куҫ умӗнчипе пӗрех курӑнса тӑрать мана Татьяна упӑшкин тупӑ кӗпҫи евӗр кармак ҫӑварӗ. Манӑн галерейран ниҫта чӑтса ларайми сурас килетчӗ унӑн ҫӑварне. Халӗ, акӑ, юррӑн ҫав сыпӑкӗ, нимрен ытларах унӑн юлашки сӑмахӗ: «По-коо-о-р-ны-ы-ы-ы» тени пуҫӑма шӑвӑнса тухсанах, — ҫӑварӑм карӑлса каять, анасланипе янах шӑммисем чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, нерв чирӗ пулас пулать ку япала.

Анчах та эпӗ ватлӑхра мар, хам ҫулсенчех юратса пӑрахрӑм-ҫке-ха, акӑ ӗҫ мӗнре. Халӗ ҫак йӗркесене ҫыратӑп, хамӑн ҫӳҫӗмсем вирелле тӑраҫҫӗ… Елизавета патӗнче пултӑм. Питӗ аякран, ҫӳлтен-инҫетрен пуҫларӑм. Вӑл нимӗн те ӑнланмӑш пулса итлесе ларчӗ, калаҫӑва урӑх майлӑ пӑрса яма пикенчӗ. Иртерех мар-ши? Э, шуйттан пуҫани, костюм пӑтратса ячӗ ку ӗҫе!.. Пӑхатӑп тӗкӗр витӗр — никама парӑнмалла мар: чим-ха, каласа парам ӑшри шухӑшӑма, терӗм. Манӑн урӑлла шутласа виҫсе пӑхас йӑла темле пуринчен те малта тӑрать. Елизаветӑна юратни ҫинчен халӗ каласа памасан, тата ик уйӑхран кая юлать вара; брюкисем ҫӗтӗлсе кайӗҫ те, вара нимӗнле сӑмахпа та ҫавӑрайман ӑна. Ҫыратӑп та, хамран-хам тӗлӗнсе савӑнатӑп: мӗн тери уҫӑмлӑн кӗрсе вырнаҫнӑ иккен ман чунӑма хамӑр саманари лайӑх ҫынсен пӗтӗм лайӑх енӗсем. Ачаш та хӗрӳ юйкӑнлӑх та пур манӑн акӑ, «Глас рассудке твӗрдый» тени те пур. Ырӑ шухӑшсен винегречӗ тата ытти паха енсем те.

Ӗҫ умӗнчи хатӗрленӗве вӗҫне ҫитереймесӗрех пӗтермелле пулчӗ манӑн. Хваттер хуҫи майри чӑрмантарчӗ. Вӑл ӑна коридора чӗнсе тухрӗ те кивҫен укҫа ыйтрӗ, — ӑна эпӗ лайӑх илтрӗм. Унӑн укҫи пурччӗ, ҫапах та памарӗ. Укҫи пуррине эпӗ лайӑхах пӗлетӗп. Ман куҫ умне, вӑл укҫа ҫук тесе ӗнентернӗ чухнехи сӑн-сӑпачӗ, нимӗн суйман пек пӑхакан мӑйӑр хуппи тӗслӗ куҫӗсем тухса тӑчӗҫ. Юрату ҫинчен калаҫас кӑмӑл манӑн пӗтсе ларчӗ.

Майӑн 13-мӗшӗ.

Эпӗ ӑна юратмаллипех юратса пӑрахрӑм. Кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Пӗтӗм тӗслӗхсем куҫ умӗнчех. Ыран ӑна каласа паратӑп. Хам роле ниепле те чухласа илсе пулмарӗ.

Майӑн 14-мӗшӗ.

Ӗҫ кӗтмен-туман ҫӗртенех майлашӑнса тухрӗ. Ҫумӑр ҫӑвать, ӑшӑ та кӑмӑла килекен ҫумӑр. Эпир Моховой урам тӑрӑх пыратпӑр, тротуар плитисене чалӑш ҫил касать. Эпӗ калаҫатӑп, вӑл, темле шухӑша кайнӑ пек пуҫне чикнӗ те, нимӗн чӗнмесӗрех утать. Шлепки хӗрринчен ун питҫӑмартийӗ ҫине ҫумӑр тумламӗсем юхса анаҫҫӗ. Вӑл ҫав тери илемлӗн курӑнать. Эпир мӗн ҫинчен калаҫнине ҫырса хурам-ха:

— Елизавета Сергеевна, эпӗ хам мӗн туйнине сире каласа патӑм ӗнтӗ. Сӑмах сирӗнте, — терӗм эпӗ.

— Сирӗн сисӗмлӗхӗрсем чӑн-чӑн сисӗмлӗх иккенне ӗненсе ҫитейместӗп эпӗ, — терӗ вӑл.

Эпӗ, ухмахран та ухмах этем хӑраххи, хулпуҫҫисене сиккелентерсе илтӗм те, присяга пама та хатӗр, тесе персе ятӑм тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсем те каларӑм.

— Итлӗр-ха, — терӗ вӑл мана, — эсир Тургенев геройӗсен чӗлхипе калаҫма пуҫларӑр. Уҫӑмлӑраххӑн калаҫасчӗ сирӗн.

— Кунта уҫӑмлӑраххӑн каламалли те ҫук. Эпӗ сире юрататӑп.

— Вара мӗн?

— Сӑмах сирӗнте.

— Эпӗ хам юратасса кӗтетӗр-им эсир?

— Эпӗ ответ кӗтетӗп.

— Хӑвӑрах шухӑшлӑр, Тимофей Иванович… Мӗн калама пултарам эпӗ сире? Эсир мана кӑштах килӗшетӗр. Ытлашши ҫӳллӗ эсир.

— Эпӗ татах ӳсетӗп-ха, — терӗм эпӗ.

— Анчах эпир ҫав тери сахал пӗлетпӗр-ҫке пӗрне-пӗри, пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусем…

— Иксӗмӗр пӗрле пӗр пӑт тӑвар ҫисе ярар та вара пӗр-пӗрне ҫирӗпрех пӗлӗпӗр.

Вӑл хӑйӗн тарланӑ питҫӑмартине хӗрлӗрех аллаппийӗпе шӑлса илчӗ те ҫапла каларӗ:

— Мӗнех-ха вара, пӗрлешер эппин. Пурӑнсан — курӑпӑр. Анчах та эсир мана хамӑн ӗлӗкхипе майласа татӑлма вӑхӑт парӑр.

— Кам вӑл? — интересленсе ыйтрӑм эпӗ.

— Эсир ӑна пӗлместӗр. Пӗр доктор, венеролог.

— Хӑҫан ӗҫ пӗтеретӗр эсир унпа?

— Эрнекун тӗлне пӗтерме пулать пулӗ, тесе шанатӑп.

— Эпир пӗрле, пӗр хваттерте пурӑнма тытӑнатпӑр-и вара?

— Тӳррипе каласан, пӗрле пурӑнни авантарах пулать пуль ӗнтӗ. Эсир хӑвӑр ман патӑма куҫатӑр.

— Мӗншӗн?

— Манӑн пӳлӗм питӗ лайӑх. Таса, тата кил хуҫи майри те кӑмӑллӑ хӗрарӑм.

Эпӗ хирӗҫлемерӗм. Тверской урам кӗтессинче эпир уйрӑлтӑмӑр. Эпир, пӗр-пӗринпе ыталашса чуптуса, ҫывӑхран иртсе пыракан темле дамӑна тӗлӗнтерсех ятӑмӑр.

«Что день грядуший мне готовит?».

Майӑн 22-мӗшӗ.

Пыл-ҫу кунӗсем пурӑнса ирттеретӗп. Манӑн «Пыл-ҫу» кунӗсен кӑмӑлне паян Лиза кӗпе-йӗм улӑштарса тӑхӑнма хушнипе тӗксӗмлетрӗ. Чӑнахах та, ман кӗпе-йӗмӗмсем пӗтӗмпе ҫӗтӗлсе пӗтнӗ лӑстӑк-ластӑк. Анчах та укҫа, укҫа кирлӗ… Халӗ ман укҫапа пурӑнатпӑр, укҫи нумай та мар. Ӗҫ шыраса пӑхма тивет.

Майӑн 24-мӗшӗ.

Паян хама валли кӗпе-йӗм ҫӗлетме матери илесшӗнччӗ, анчах Лиза кӗтмен ҫӗртенех мана тӑкак тутарчӗ.

Унӑн ӳксе вилеслех тенӗ пек лайӑх ресторанра ҫиесси тата пурҫӑн чӑлха илесси килнӗ. Апатне те ҫирӗмӗр, чӑлхине те илтӗмӗр, анчах та эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: хыпса ҫунчӗ иккен ман кӗпе-йӗмӗм!

Майӑн 27-мӗшӗ.

Хӗрарӑм мар вӑл, тӗтӗм йӑсӑрлантаракан вут!

Июнӗн 2-мӗшӗ.

Эпир паян тӑххӑрта вӑрантӑмӑр. Тем шуйттанне пула, ура пӳрнисене йӑшӑлтаттарас йӑла пирки акӑ мӗн пулса тӑчӗ: вӑл утияла сирсе пӑрахрӗ те, нумайччен ман урасем ҫине сӑнаса пӑхрӗ. Хӑйӗн сӑнавӗсем ҫинчен ҫакӑн пек резюме туса пӗлтерчӗ:

— Санӑн уру ура мар, лаша чӗрни. Унтан та начартарах! Ҫитменнине пӳрнесем ҫине ҫӑмсем тапса тухнӑ, фи! — терӗ. Хулпуҫҫийӗсене сивчир тытнӑ пек йӗрӗнчӗклӗн чӗтретсе илчӗ те, утиялпа витӗнсе, стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Эпӗ вӑтанса кайрӑм. Урасене хуҫлатса хутӑм та ӑна хулпуҫҫийӗнчен сӗртӗнтӗм.

— Лиза!

— Ан тӗкӗнӗр мана!

— Лиза, кун пек хӑтланни ниме юрӑхсӑр япала. Пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ хам урасен формине улӑштармашкӑн, ман заказ тӑрӑх туман-ҫке-ха ӑна.

Вӑл ман еннелле ҫаврӑнса выртрӗ. Унӑн мӑйӑр хуппи тӗслӗ куҫӗсем тӗксӗмленсе кайрӗҫ.

— Паянах ура тарласран сапмалли эмел илнӗ пултӑр!

Эпӗ ҫемҫен кӑна унӑн хӑйӗн аллисем яланах тарласа ҫӳрени ҫинчен асӑрхаттартӑм. Вӑл нимӗн те шарламарӗ, анчах та манӑн чунӑма, ҫӗкленӳллӗ «Штилпе» калас-тӑк, хура пӗлӗтлӗ мӗлке хупласа илчӗ…

Июнӗн 4-мӗшӗ.

Паян эпир Мускав шывӗ тӑрӑх кимӗпе ярӑнса ҫӳрерӗмӗр. Дон ҫӗршывне аса илтӗмӗр. Елизавета хӑйне питӗ тивӗҫсӗррӗн тытать: мана татти-сыпписӗрех усал сӑмахсемпе вӑрҫса питлет, хушӑран чуна ыраттармаллах касса татать. Унпа хӑйпе те ҫаплах пулас пулсан, иксӗмӗр уйрӑлса каясси патне ҫывхарнӑ пулӑттӑмӑр, анчах манӑн унран уйрӑлас килмест-ха. Эпӗ, нимӗне пӑхмасӑрах, ытларан та ытларах ун ҫумне иленсе пыратӑп. Вӑл ачаша вӗреннӗ хӗрарӑм. Унӑн ӑс-хакӑлне тӗппипех улӑштарма пӗр эпӗ ӳкӗте кӗртни ҫителӗклӗ пулмӗ тесе хӑратӑп. Кӑмӑллӑ та нимӗн йӗркесӗр хӗрача. Ҫитменнине мӗнпур хурапа-шурра курса пӑхнӑскер, вӑл курнӑ япаласем мӗн иккенне эпӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх кӑна пӗлнӗ. Киле таврӑннӑ чух вӑл мана аптекарски магазина туртса кӗртрӗ, куҫран пӑхса ейӗлсе, тальк тата темӗнле ӑпӑр-тапӑр илчӗ.

Эпӗ, питӗ вашаватӑн пуҫ тайса, ӑна тав турӑм.

Кулӑшла, анчах та ҫапла.

Июнӗн 7-мӗшӗ.

Питӗ чухӑн та ӗнтӗ унӑн ӑс-хакӑлӗ. Кашни кунах ҫывӑрма выртас умӗн урасене вӗри шывпа ҫӑватӑп, одеколонпа чӳхетӗп, унтан темле йӑх-яхпа сапатӑп.

Июнӗн 16-мӗшӗ.

Кунтан-кун вӑл чӑтма ҫук пулса пырать. Ӗнер ӑна ҫилӗ вӑхӑтӗнче тытса пӑрахрӗ. Кун пек хӗрарӑмпа килӗштерсе пурӑнма йывӑр.

Июнӗн 18-мӗшӗ.

Пӗрлӗхӗ пирӗн нимӗн те ҫук! Иксӗмӗр тӗрлӗ чӗлхепе калаҫатпӑр.

Паян ирхине, булочнӑя каяс умӗн, вӑл ман кӗсьерен укҫа илнӗ чух ҫак кӗнекене тупрӗ. Туртса кӑларчӗ.

— Мӗн ку санӑн?

Эпӗ вӗри шывпа сапнӑ пек сиксе ӳкрӗм. Е пӗр-ик страницине уҫса пӑхсан? Эпӗ ӑна хирӗҫ чӗнтӗм те хам сассӑм улшӑнмасӑрах тухнинчен хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

— Арифметика шучӗсем шутламалли кӗнеке, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ.

Вӑл нимӗн шутламасӑрах кӗнекене калла чиксе хучӗ те тухса кайрӗ. Сыхланмалла пулать. Куҫа-куҫӑн калаҫнӑ ҫивӗч сӑмахсем вӗсене ют ҫын вуламан чухне кӑна аван.

Вася тусӑма ӗнтӗ йӑпанмалӑх пулчӗ.

Июнӗн 21-мӗшӗ.

Тӗлӗнетӗп эпӗ Елизаветӑран. Вӑл 21 ҫулта. Хӑҫан ӗлкӗрнӗ вӑл ҫав тери пӑсӑлса каймашкӑн? Мӗнле ҫемьерен тухнӑ вӑл, мӗнле воспитани панӑ ӑна, унӑн ӑс-тӑнне аталантарасси енӗпе кам ӗҫленӗ? Акӑ епле ыйтусем питех те интереслентереҫҫӗ халӗ мана. Вӑл мур пекех хитре. Вӑл хӑйӗн кӗлетки-ҫурӑмӗ илемӗпе мӑнкӑмӑлланса пурӑнать. Хӑйне хӑй хисеплес культ кӑна, — урӑххи нимӗн те ҫук. Темиҫе хутчен унпала тӗплӗнех калаҫма пикентӗм. Ӑна ҫӗнӗрен вӗрентсе улӑштарассинчен — кивӗ тӗне ӗненекен ҫынна турӑ ҫук тесе ӗнентересси ҫӑмӑлтарах-тӑр.

Пӗрле пурӑнма майӗ те ҫук, усси те ҫук. Ҫапах та эпӗ уйрӑлма васкамастӑп. Тӳррипех калатӑп, кирек те епле пулсассӑн та, вӑл мана пурпӗр килӗшет. Ӑша кӗрсе вырнаҫрӗ.

Июнӗн 24-мӗшӗ.

Арчан хуппи ҫӑмӑллӑнах уҫӑлать-мӗн. Мӗншӗн пӑтӑ пиҫменнине, иксӗмӗрӗн пӗр-пӗринпе мӗншӗн килӗштерсе пурӑнма ҫуккине пӗлме те йывӑрах пулман иккен. Эпир паян нимӗн пытармасӑр чӗререн калаҫрӑмӑр та, вӑл эпӗ ӑна ҫырлахтарайманни ҫинчен каласа пачӗ. Уйрӑласса уйрӑлсах ҫитмен те, анчах вӑл ҫак кунсенчех пулать пулӗ.

Июнӗн 28-мӗшӗ.

Йывӑр мана унтан уйрӑлмашкӑн. Вӑл мана лачакари пылчӑк пек чӑлкантарса лартрӗ. Паян Воробьёвы горы тенӗ сӑрт ҫине кайрӑмӑр. Номерте вӑл чӳрече умӗнче ларчӗ те, ун ҫӳҫ пайӑркийӗ ҫине карниз чӗнтӗрӗ витӗр хӗвел ӳксе йӑлтӑртатса тӑчӗ, Хӗрлӗ ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫсем. Акӑ сана поэзи чӗптӗмӗ!

Июлӗн 4-мӗшӗ.

Эпӗ ӗҫе пӑрахрӑм. Елизавета мана хама пӑрахрӗ, Паян Стрежнёвпа сӑра ӗҫрӗмӗр. Ӗнер эрех ӗҫнӗччӗ. Елизаветӑпа иксӗмӗр, культурӑллӑ ҫынсене тивӗҫлӗ йӗркепех, харкашмасӑрах, уйрӑлтӑмӑр. Хӑш-пӗр япаласемпе вӑл- кусене хускатмасӑрах, тӳрех. Паян эпӗ ӑна Дмитровкӑра жокей сӑран атӑллӑ ҫамрӑк ҫынпа пынине куртӑм. Эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ вӑл виҫеллӗн кӑна ответлерӗ. Ҫакӑнпа хамӑн ҫырӑвӑма пӗтерме те вӑхӑт ӗнтӗ, — ҫырмалли япали пӗтсе ҫитрӗ.

Июлӗн 30-мӗшӗ.

Пач кӗтмен ҫӗртенех алла перо тытма тивет. Вӑрҫӑ.

Выльӑхла энтузиазм хӑрӑплатса ҫурӑлса кайрӗ. Кашни котелокранах, хуртлӑ йытӑран шӑршӑ кӗнӗ пек, пӗр ҫухрӑмранах патриотизм шӑрши персе тӑрать. Ачасем тарӑхса ӳкнӗ, эпӗ акӑ савӑнатӑп. Мана… «ҫухалнӑ рай» пирки хуйхӑрни ҫисех ярать. Ӗнер Елизаветӑна тӗлӗкре курнӑ. Вӑл ман чӗрене тунсӑх йӗр хӑварчӗ. Манса каясчӗ.

Августӑн 1-мӗшӗ.

Шӑв-шав йӑлӑхтарчӗ. Иртни-тахҫанхи япала, салхулӑх таврӑнчӗ. Пӗчӗк ача ӗмкӗч ӗмнӗ пек ӗмсе пурӑнатӑп ӑна.

Августӑн 3-мӗшӗ.

Ҫул тупрӑм! Вӑрҫа каятӑп. Ухмахланатӑп-и? Шутсӑрах. Намӑс-ши?

Ҫитӗ ӗнтӗ, манӑн пурпӗр хама ниҫта кайса чикме те ҫук. Хӑть пӗр пӗрчӗ те пулин урӑхла сисӗм-туйӑм пултӑр. Икӗ ҫул каярах кун пек йӑлӑхса ҫитни пулманччӗ манӑн. Ватӑлап пулӗ-и, мӗн-и?

Августӑн 7-мӗшӗ.

Вагонта ҫыратӑп. Халӗ кӑна Воронежран тухрӑмӑр. Ыран Каменскинче анмалла. Ҫирӗп шут турӑм: «тӗншӗн, патшашӑн, патшалӑхшӑн» каятӑп.

Августӑн 12-мӗшӗ.

Ман ятпа чаплӑ ӑсату турӗҫ. Атаман ӗҫсе хӗрӗнкӗленчӗ те чун-чӗрене ҫулӑмлантарса яракан сӑмах ҫавӑрттарчӗ. Кайран эпӗ ӑна, хӑлхинчен пӑшӑлтатса: «Ухмах эсир, Андрей Карпович!» терӗм. Вӑл тӗлӗнсе ӳкрӗ те, питҫӑмартийӗсем кӑвакарса симӗсленсе кайичченех кӳренчӗ. Наркӑмӑшлӑ вӗчӗпе чӑшкӑрса илчӗ: «Тупӑннӑ иккен вӗреннӗ ҫын… Эсир пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫулта пирӗн саламат айӗнче ӑшаланнӑ ҫынсен йышӗнчен мар-и?» — терӗ.

Эпӗ ӑна хирӗҫ: Шел, анчах «вӗсенчен» мар, — тесе ответлерӗм. Атте йӗрет, манпа чуптума кармашӑнать. Мӗскӗн, савнӑ аттем! Сана кӗртсе хурасчӗ ман тир ӑшне. Эпӗ ӑна, шӳтле, хампа пӗрле пыма сӗнтӗм; вӑл, хӑраса ӳксе, ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: «Мӗн калаҫатӑн эсӗ, килти ӗҫе кам тӑвӗ?» Ыран станцие тухса каятӑп.

Августӑн 13-мӗшӗ.

Тӗллӗн-тӗллӗн вырмасӑр выртса юлнӑ тырӑ анисем. Тӗмескесем ҫинче самӑр тыркассем. Вӗсем каснӑ-лартнӑ йӳн литографи картинӗсем ҫинче Козьма Крючков сӑнӑ ҫине тирекен нимӗҫсем евӗрлӗ. Ҫуралтӑм-ӳсрӗм, тӗрӗс те тӗкел пурӑнтӑм, математикӑна тата ытти точнӑй наукӑсене вӗрентӗм, анчах нихҫан та кун пек «шовинист» пулатӑп пулӗ тесе шутламанччӗ. Полкра казаксемпе калаҫатӑп ӗнтӗ пӗрре.

Августӑн 22-мӗшӗ.

Темле станцӑра тыткӑна лекнӗ салтаксен ушкӑнне куртӑм. Спортсменла шӑмшаклӑ стайлӑ Австри офицерне конвойпа вокзала илсе кайрӗҫ. Перрон ҫинче утса ҫӳрекен икӗ майра, ӑна куҫӗнчен пӑхса, йӑлкӑшса юлчӗҫ. Офицер чарӑнмасӑрах питӗ ҫыпӑҫуллӑн пуҫ тайрӗ те вӗсене сывлӑш урлӑ чуптунӑ пек турӗ. Тыткӑнта пулин те, вӑл сухалӗсене тап-таса хырнӑ, яп-яка тумланнӑ, сарӑ сӑран перчеткисем йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ. Эпӗ ӑна куҫпа пӑхса ӑсатса ятӑм: илемлӗ ҫамрӑк йӗкӗт, юлташла кӑмӑллӑ пит-куҫ. Ҫитсе ҫапӑн-ха ун пеккипе — аллу хӗҫ те ҫӗклеймӗ.

Августӑн 24-мӗшӗ.

Беженецсем, беженецсем, беженецсем… Чугун ҫул ҫинче пур ҫӗрте те беженецсемпе салтаксем тиеннӗ составсем тӑраҫҫӗ.

Пирвайхи санитарнӑй поезд иртсе кайрӗ. Поезд чарӑнсан вагонтан ҫамрӑк салтак сиксе тухрӗ. Питне пиелесе ҫыхнӑ. Калаҫрӑмӑр унпа. Картечпа суранланнӑ. Калама ҫук савӑнса кайнӑ хӑй, служит тума тивмест те пулӗ тет, куҫӗ аманнӑ. Кулать хӑй.

Августӑн 27-мӗшӗ.

Эпӗ хамӑр полкра. Полк командирӗ питӗ лайӑх старик. Анат енчи казак. Кунта юн шӑршиех кӗрет ӗнтӗ.

Хыпарсем тӑрӑх, виҫмине позицине каймалла. Ман виҫҫӗмӗш сотньӑн 3-мӗш взвочӗ — Константиновски станицӑри казаксенчен тӑрать. Пӗр евӗрлӗ, нимпе те палӑрми ачасем. Пӗри кӑна мыскараҫӑ тата юрӑ ӑсти.

Августӑн 28-мӗшӗ.

Вӑрҫа тухса каятпӑр. Паян вӑл енче уйрӑмах хытӑ кӗмсӗртетет. Таҫтан инҫетрен вӑйлӑ тӑвӑл ҫывхарса килсе, аҫа-ҫиҫӗм ҫапса кисретсе янӑ пек туйӑнать. Ҫумӑр шӑрши кӗмест-ши? — тесе, чӑтаймасӑр шӑршласа та пӑхрӑм. Анчах пӗлӗт — сатин пек, тап-таса.

Ман лашам ӗнер уксахлама пуҫларӗ, урине походнӑй кухня урапи ҫумне перӗнтерсе ыраттарнӑ. Кунта пурте ҫӗнӗ, ӗлӗк хӑнӑхнинчен урӑхла, нимӗн тума тытӑнма та, нимӗн ҫинчен ҫырма та пӗлместӗп ӗнтӗ.

Августӑн 30-мӗшӗ.

Ӗнер вӑхӑт пулмарӗ. Халӗ йӗнер ҫинче ларса пынӑ ҫӗртех ҫыратӑп. Силлентерет, ҫавӑнпа та саспаллисем кӑранташ айӗнчен тӗлӗнмелле хӑрушла шуса тухаҫҫӗ. Эпир виҫҫӗн фуражиркӑсемпе утӑ илме каятпӑр.

Акӑ халӗ ачасем утта ҫӗклемлесе ҫыхаҫҫӗ, эпӗ хырӑм ҫине выртнӑ та, кая юлса та пулин, ӗнер пулса иртнӗ ӗҫсене «фиксировать» тӑватӑп. Ӗнер вахмистр Толоконников пире ултӑ ҫынна рекогносцировкӑна ячӗ (вӑл мана йӗрӗнчӗклӗн «студент» тесе чӗнет: «Эй, эсӗ, студент, лашун таканӗ хӑйпӑнса ӳкет, курмастӑн-и?» терӗ). Ҫурри ытла ҫунтарса янӑ темӗнле ялтан иртрӗмӗр. Шӑрӑх. Лашасем те, хамӑр та йӗп-йӗпе. Казаксен ҫулла та пустав шӑлаварпах ҫӳреме тивет, ҫак питӗ кансӗр. Ял хыҫӗнчи канавра пӗрремӗш хут ҫын вилли куртӑм. Нимӗҫ. Урисем чӗркуҫҫи таран канавра, хӑй месерле выртать. Хӑрах алли ҫурӑмӗ айне пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ, тепӗр алли винтовка обоими хӗстерсе тытнӑ. Хӑй патӗнче винтовки ҫук. Кӑмӑла ҫав тери хӑрушла пӑлхатса пӑрахрӗ. Тӳссе ирттернисене аса илетӗп те хулпуҫҫие ҫӳҫентерсе сивӗ чупать. Вӑл урисене канавалла усса ларнӑ имӗш, кайран канма выртнӑ пек тӳнсе кайнӑ. Кӑвак мундир, каскӑ. Каски ӑшне шӑллӑн-шӑллӑн сыпӑшӑнса тӑракан сӑран аҫлӑк хунӑ, пирус ӑшне, табак тӑкӑнса ан кайтӑр тесе, шӑллантарса тӗпленӗ пек. Хамӑн малтанхи кӑмӑл-туйӑмпа ҫав тери хумханса ӳкнӗ пирки эпӗ унӑн питне те путлӗн астуса юлаймарӑм. Саралса кайнӑ ҫамкипе кантӑк пек хытса ларнӑ куҫӗсем ҫинче сарӑ шултра кӑткӑсем чупнине кӑна куртӑм. Казаксем ун патӗнчен сӑхсӑхса иртсе кайрӗҫ. Эпӗ ун мундирӗн сылтӑм енчи пӗр пӳрне пусӑмӗ пысӑкӑш юн лаптӑкӗ ҫине пӑхрӑм. Пуля, ӑна сылтӑм аяккинчен пырса тивсе, витӗрех тухса кайнӑ. Иртсе кайсан ҫакна асӑрхарӑм: сулахай енчерехре пуля шӑтарса тухнӑ тӗлте, ҫӗр ҫине юн самаях нумай юхса хытса ларнӑ, тата мундирӗ татӑк-татӑккӑн ҫӗтӗлсе тухнӑ.

Эпӗ ун патӗнчен пӗтӗм шӑмшакӑмпа чӗтресе иртсе кайрӑм. Акӑ вӑл мӗн иккен…

Аслӑ урядник, мӑшкӑлласа Трундалей тесе ят панӑскер, пирӗн йывӑрланнӑ кӑмӑлсене ҫӗклентерме пикенчӗ, путсӗр халап каласа пачӗ, анчах та хӑйӗн тутисем чӗтресе кӑна тӑчӗҫ…

Ялтан ҫур ҫухрӑмра — темле ҫунтарса янӑ заводӑн стенисем, пӗтӗмпех хуралса кайнӑ тӳпеллӗ кирпӗч стенисем курӑнаҫҫӗ. Эпир ҫулпа тӳрех кайма хӑрарӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫул шӑпах ҫак кӗллӗ-кӑмрӑклӑ вырӑн ҫумӗпе выртать, ҫавӑнпа та ун патӗнчен ҫаврӑнса иртме шутларӑмӑр. Аяккалла пӑрӑнтӑмӑр. Ҫак вӑхӑтра пирӗн ҫине пӑшалпа пеме пуҫларӗҫ. Малтанхи пӑшал сасси мана (кун ҫинчен калама та намӑс та-ха) кӗҫех йӗнер ҫинчен ӳкермерӗ. Эпӗ йӗнер пӗкечинчен ярса илтӗм, сулӑмпа малалла пӗшкӗнтӗм, чӗлпӗре туртрӑм. Эпир хӑй вилнӗ нимӗҫ выртакан канав ҫывӑхӗнчен ял еннелле вӗҫтертӗмӗр, ял пирӗн хыҫа тӑрса юлсан кӑна хамӑр мӗн хӑтланнине астуса илтӗмӗр. Унтан таврӑнтӑмӑр. Хыпаланатпӑр. Лашасене икӗ коновод аллине парса хӑвартӑмӑр, хамӑр тӑваттӑн ял хӗррине, хай канав патне, кайрӑмӑр. Эпир канав тӑрӑх пӗшкӗнсе утатпӑр. Эпӗ аякранах вилнӗ нимӗҫ урисене куртӑм. Вӑл кӗске кунчаллӑ сарӑрах атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ, чӗркуҫҫийӗсене туртса хутлатса хунӑ, Эпӗ ун патӗнчен, ҫывӑракан ҫын ҫумӗпе ӑна вӑратас марччӗ тесе иртнӗ пек, сывлама чарӑнса утса иртрӗм. Ун айӗнче лӳчӗркенчӗк курӑк нӳррӗн ешерет…

Эпир канава кӗрсе выртрӑмӑр; темиҫе минутран леш ҫунтарса янӑ завод ишӗлчӗкӗсем хыҫӗнчен нимӗҫ уланӗсем тӑххӑрӑн умлӑн-хыҫлӑн сиксе тухрӗҫ… Эпӗ вӗсене тумӗнчен палласа илтӗм. Улансен ушкӑнӗнчен пӗр офицер уйрӑлчӗ те пыра хӑйракан сасӑпа темӗн хыттӑн кӑшкӑрчӗ, вара вӗсен пӗчӗк отрячӗ пирӗн еннелле тапса сикрӗ. Ачасем мана утӑ ҫыхма пулӑшма пыма чӗнеҫҫӗ. Каятӑп.

Августӑн 30-мӗшӗ.

Эпӗ чи пирвайхи хут ҫынна пӑшалпа епле пени ҫинчен каласа пӗлтерес тетӗп. Нимӗҫ уланӗсем пирӗн еннелле вӗҫтерсе пыраҫҫӗ. Вӗсен симӗсрех-кӑвак мундирӗсем, симӗс калта тирӗ тӗслӗскерсем, йӑлтӑртатса пыракан шӗвӗр тӑрӑллӑ киверӗсем, пӗчӗк флагсем ҫакса янӑ сулкаланакан сӑнӑсем халӗ те ман куҫ умӗнчех.

Улансем хура-тур утсем утланнӑ. Эпӗ тем сӑлтавпа канав тӗмески ҫине пӑхрӑм та пысӑк мар сип-симӗс нӑрӑ чаваланнине куртӑм. Вӑл ман куҫӑм умӗнчех ӳссе пырса тӗлӗнмелле пысӑкланса кайрӗ. Улӑп пек шуса пычӗ вӑл, курӑк пӗрчисене суллантарса, ман чавса патне, канав хӗррине купаланӑ кӗрпеклӗ типӗ тӑм ҫине тӗрелесе хунӑ чавса ҫине улӑхса кайрӗ те, симӗс гимнастерка ҫанни тӑрӑх мӗшӗлтетсе, хӑвӑрт винтовка ҫине, унтан винтовка ҫакки ҫине чупса анчӗ. Нӑрӑ ҫулне сӑнаса тӑнӑ вӑхӑтра эпӗ Трундалей урядникӑн татӑлса тухакан сассине — «Перӗр, мӗн пӑхса тӑратӑр!?» тенине илтрӗм.

Эпӗ чавсана тата ҫирӗпрех тӗрелерӗм, сулахай куҫа хупрӑм, хам чӗре ҫак симӗс нӑрӑ пекех кӳпчесе, пысӑкланса кайма пуҫланине туйрӑм. Тӗллев рами хушӑкӗнче, симӗсрех кӑвак мундир ҫинче, мушка чӗтресе тӑнине куртӑм. Ман ҫумра выртакан Трундалей пӑшал персе ячӗ. Эпӗ спуска туртрӑм та пуля йынӑшса вӗҫсе кайнине илтсе юлтӑм. Ахӑртнех, эпӗ аяларах тӗлленӗ пулмалла, пуля, ҫӗр тумхахӗсене ҫите-ҫите ҫулӑнса, тусан ҫӗклесе иртсе кайрӗ. Ҫапла эпӗ ҫынна пӗрремӗш хут пӑшалпа петӗм. Унтан эпӗ нимӗн тӗллемесӗр, хам умра нимӗн курмасӑрах пӗр обойма персе пӗтертӗм. Юлашки хут затвора шакӑлтаттарса уҫса хупрӑм, шалта патрон ҫуккине манса, туртса ҫаптартӑм, пӑшал пеменнине астуса илсен тин нимӗҫсем ҫине пӑхрӑм. Вӗсем малтанхи пекех йӗркеллӗн каялла вӗҫтерсе пыраҫҫӗ. Пуринчен кайра офицер. Нимӗҫсем тӑххӑррӑн. Эпӗ офицер лашин хура-тур купарчине тата улан киверӗн ҫутӑ тимӗр хӑюллӑ тӑррине курса юлтӑм.

Сентябрӗн 2-мӗшӗ.

Толстойӑн «Война и мир» ятлӑ романӗнче пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан ик ҫар хушшинчи чикӗ — чӗррисене виллисенчен уйӑрса тӑракан пӗлменлӗх чикки ҫинчен каланӑ вырӑн пур. Николай Ростов службӑра пулнӑ эскадрон атакӑна каять, Ростов хӑйӗн пуҫӗнче ҫав пурнӑҫпа вилӗм чиккине тупать.

Эпир паян хӗвел тухас умӗн нимӗҫсен гусарӗсене атакӑларӑмӑр, ҫавӑнпа та романри ҫак вырӑн мана уйрӑмах яр-уҫҫӑн аса килчӗ… Вӗсен чаҫӗсем артиллери вӑйӗпе питех те лайӑх тӗрекленнӗскерсем, ирхине-ирех пирӗн пехотӑна хӗстерсе килчӗҫ. Пирӗн салтаксем — 241-мӗшпе 273-мӗш пехотнӑй полксемччӗ пулас — епле урӑм-сурӑм хӑраса ӳксе тарма пуҫланине куртӑм эпӗ. Пирӗн икӗ полк артиллери пулӑшӑвӗсӗр-мӗнсӗрех наступление кӗрсе кайнӑччӗ те, тӑшман вӗсене, хӑйӗн вут-хӗмӗпе тӗтӗрсе, ҫавӑнтах ҫапса ӳкернӗччӗ, вӗсен виҫ пайӗнчен пӗр пайне яхӑнах вӗлерсе пӗтернӗччӗ. Чӗррӗн тӑрса юлнӑ салтаксен вара ҫак ӑнӑҫсӑр наступлени хыҫҫӑн пӗтӗмпех сехрисем хӑпса тухрӗҫ. Пирӗн пехотӑна нимӗҫ гусарӗсем хӑвалама тытӑнчӗҫ. Ҫакӑнта ӗҫе ячӗҫ те ӗнтӗ пирӗн вӑрман уҫланкинче резервӑра тӑракан полка. Акӑ епле астӑватӑп эпӗ вӑл ӗҫе. Эпир Тышвичи ятлӑ ялтан ирхине 3-мӗш сехетре тухрӑмӑр. Ҫутӑлас умӗнхи тӗттӗм ҫӑралса килчӗ. Чӑрӑш лӑссипе ҫуртырри шӑршисем сӑмсана ҫурас пек персе тӑраҫҫӗ. Полк сотньӑсене пайланнӑ та малалла шуса пырать. Урапа ҫулӗ ҫинчен сулахаялла пӑрӑнса, тырӑсем урлӑ таптаса кайрӑмӑр. Лашасем тулхӑркалаҫҫӗ, сӗлӗ ҫинчи сӗткенлӗ сывлӑма чӗрнисемпе чӗтрентерсе тӑкаҫҫӗ.

Шинельпе те сулхӑн. Полка нумайччен хир тӑрӑх ҫӳретрӗҫ, пӗр сехет иртнӗ хыҫҫӑн тин полк штабӗнчен офицер вӗҫтерсе килчӗ те командира распоряжени пачӗ. Пирӗн старик кӑмӑлсӑр сасӑпа команда пачӗ, вара полк, тӳрӗ кӗтес туса пӑрӑнса, вӑрманалла ҫул тытрӗ. Эпир взвод колонни йӗркипе ансӑр сукмак тӑрӑх хӗсӗнсе пыратпӑр. Таҫта, пирӗнтен аяккарахра, ҫапӑҫу пырать, Нимӗҫ батарейӗсем переҫҫӗ, сасӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем питӗ йышлӑ курӑнать. Тупӑ сассисем хумханса илеҫҫӗ, пирӗн пуҫсем ҫинче шӑршлӑ чӑрӑш лӑссисем ҫуннӑн туйӑнаҫҫӗ. Ҫак сасӑсене эпир хӗвел тухичченех итлерӗмӗр. Унтан вара вӑйсӑррӑн, сӗтексӗррӗн, темӗнле мӗскӗннӗн «ура» кӑшкӑрни илтӗнчӗ те, шӑплӑха пулемётсем ҫатӑртатни чӗтретме пуҫларӗ. Ҫак самантра пуҫа шухӑшсем урӑм-сурӑм тӑрлавсӑррӑн капланса тулчӗҫ; ҫак самантра ман пуҫа чуна ыраттараслах уҫӑмлӑн та татӑклӑн пӗртен-пӗр япала, — умлӑ-хыҫлӑ цепсемпе наступление кӗрекен пысӑк йышлӑ пехотӑн сӑн-сӑпачӗ кӑна вырнаҫса юлчӗ.

Эпӗ лапчӑк тӑрӑллӑ симӗс картузлӑ этемсен хутаҫ пекрех кӗлеткисене куртӑм, вӗсем чӗркуҫҫирен лутрарах кунчаллӑ чӑртмах салтак аттисемпе кӗрхи ҫӗре таптаҫҫӗ; тата ҫак тарлӑ чӗрӗ ҫынсенчен вилӗ какай тӑвакан нимӗҫ пулемёчӗсем епле урмӑш сасӑпа уҫҫӑнах хӑйӑлтатса кулнине илтрӗм. Икӗ полка пӗтӗмӗшпех аркатса тӑкрӗҫ, салтаксем, пӑшалӗсене пӑраха-пӑраха, каялла тарчӗҫ. Вӗсене хыҫалтан нимӗҫ гусарӗсен полкӗ хӑваласа таптаса килет. Эпир вӗсен флангӗ ҫине ҫитсе тӑрӑнтӑмӑр, пирӗн хушӑмӑр 300 чалӑша яхӑн тӑрса юлчӗ. Команда. Самантра йӗркеленсе тӑратпӑр.

Сивӗ те ҫӑварлӑх пек туртса чаракан пӗртен-пӗр сасӑ: «Марш-марш!» тенине илтсе юлатӑп, унтан пурте ҫил пек вӗҫтеретпӗр. Ман лашам хӑлхисене ҫав тери хытӑ лӑпчӑтнӑ, вӗсене алӑпа та туртса уйӑрас ҫук пек туйӑнать. Йӗри-тавралла пӑхатӑп — хыҫалта командир тата икӗ офицер. Акӑ вӑл, чӗррисемпе виллисене уйӑрса тӑракан чикӗ. Акӑ вӑл чи пысӑк ӑссӑрлӑх!

Гусарсем, хӑйсен таткаланса пӗтнӗ речӗсене лутӑркаса, каялла ҫаврӑнаҫҫӗ. Ман куҫӑм умӗнчех сотник Чернецов нимӗҫ гусарне касса пӑрахрӗ. Тата ҫакна куртӑм: улттӑмӗш сотньӑри пӗр казак нимӗҫе хуса ҫитрӗ те, урса кайнӑ пек пулса, ун лашине купарчинчен туртса касрӗ. Сулса янӑ хӗҫ ҫумӗнчен лӑстӑкӑн-лӑстӑкӑн лаша тирӗ сирпӗнчӗ… Ҫук, ку япалана шухӑшпа та тавҫӑрса илме ҫук! Ку япалана нимӗнле ят та параймӑн!

Ҫапӑҫса таврӑннӑ хыҫҫӑн Чернецовӑн питне куртӑм — шухӑша путнӑ пек, виҫеллӗ-хаваслӑ пит, — хӑй вӑл пӗрре те ҫын вӗлернӗ пек мар. Вӑл халӗ йӗнер ҫинче мар, преферанс вӑййинчи пек ларать. Чернецов сотник таҫтах ҫитмелле, асла тухмалла ҫын. Пултараканскер.

Сентябрӗн 4-мӗшӗ.

Эпир канура. Фронталла 2-мӗш корпусӑн тӑваттӑмӗш дивизийӗ шӑвӑнса килет. Кобылино ятлӑ ялта тӑратпӑр. Паян ирхине ял витӗр 11-мӗш кавалерийски дивизи чаҫӗсем тата Урал казакӗсем васкавлӑ маршпа тухса кайрӗҫ. Хевеланӑҫӗнче ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ. Татти-сыпписӗр кӗмсӗртетӳ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн лазарет патне кайрӑм. Эпӗ унта чухне лазарета аманнӑ салтаксене турттарса килчӗҫ. Санитарсем, кулкаласа, тӑватӑ кустӑрмаллӑ урапа ҫинчи аманнӑ салтаксене пушатаҫҫӗ. Ҫывӑха пырса тӑратӑп. Ҫӳллӗ те шатра салтак, ахлатса кулкаласа, санитар пулӑшнипе урапа ҫинчен анать. «Вӑт, казачок», тет вӑл, ман ҫинелле пӑхса, — мана купарчаран пӑрҫапа чашлаттарчӗҫ. Тӑватӑ шӗнкӗрен туянтӑм», — тет. «Хыҫалта ҫурӑлса кайрӗ-им снарячӗ?» тесе ыйтать санитар, — «Хыҫалта пулмасӑр сана. Эпӗ хам хыҫалалла пӑхса наступать туса пыраттӑм». Пӳртрен сестра милосердия тухрӗ. Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та, шартах чӗтресе ӳксе, повозка ҫумне таянтӑм. Каснӑ-лартнӑ Елизавета. Куҫӗсем те, пит ҫаврашки те, сӑмси те, ҫӳҫӗсем те Лизӑнни пекех. Сасси те унӑнни пек. Е мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ кӑна-шим? Халӗ маншӑн, тӳррипе каласан, кашни хӗрарӑмах ун евӗр туйӑнма пултарать-тӗр…

Сентябрӗн 5-мӗшӗ.

Лашасене пӗр талӑк кӑкарса ҫитерсе тӑратрӑмӑр, халӗ каллех фронта. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ пӗтӗмпех халтан кайрӑм. Трубач утсене йӗнерлеме тӳт кӑшкӑртать. Акӑ кама ҫак самантра киленчӗклӗнех персе йӑвантарнӑ пулӑттӑм эпӗ!..»

Сотня командирӗ Григорий Мелехова полк штабӗпе ҫыхӑну тытма кӑларса янӑ пулнӑ. Нумай пулмасть пулса иртнӗ ҫапӑҫу вырӑнӗнчен иртнӗ чухне Григорий шоссе ҫулӗ хӗрринчех пӗр казак вилли выртнине курчӗ. Казак хӑйӗн шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне ут чӗрнисемпе чӗрпӗкленсе пӗтнӗ шоссе ҫумне лӑпчӑтса выртнӑ. Григорий учӗ ҫинчен анчӗ те, сӑмсине пӳрнипе пӑчӑртаса (вилнӗ салтакран виле шӑрши перет), унӑн кӗсйисене ухтарчӗ. Шӑлавар кӗсйинче ҫак кӗнекене, пӗр пӗчӗк татӑк химически кӑранташ тата укҫа кошелёкӗ тупрӗ. Патронташне вӗҫерсе илчӗ, унтан шупка та нӳрӗ, ҫӗрме пуҫланӑ пит ҫине ҫиелтен кӑна пӑхрӗ. Сӑмса сыппин ик енӗпе тата тӑнлавӗ тӗлӗнче унӑн пичӗ кӑвакарса хуралма пуҫланӑ, ҫамки ҫинчи шухӑшпа пӗркеленнӗ чалӑш хутланчӑк хушшине тусан тулса ларнӑ.

Григорий вилнӗ казак пит-куҫне хӑйӗн кӗсйинченех тупнӑ батист пит тутрипе витрӗ те, хутран-ситрен кӑна йӗри-тавра пӑхкаласа штабалла уттарчӗ. Штаба ҫитсен, кӗнекине писарьсене пачӗ, вара лешӗсем, ку кӗнекене пӗтӗм ушкӑнӗпех вуласа тухса, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи ҫылӑхӗсенчен киленичченех кулчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней