Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк

Раздел: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Источник: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Добавлен: 2019.12.10 15:49

Предложений: 246; Слово: 2855

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Робинзонпа Эрне кимӗ тӑваҫҫӗ

Тата темиҫе уйӑх иртрӗ.

Ку вӑхӑт тӗлне Эрне эпӗ мӗн каланисене пурне те тенӗ пекех ӑнланакан пулчӗ. Хӑй вара, сӑмахсене тӗрӗсех калаймасчӗ пулин те акӑлчанла лайӑхах перкелешетчӗ. Эпӗ ӑна майӗпенех хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ ҫинчен каласа патӑм. Ҫав утрав ҫине эпӗ епле килсе ҫитни ҫинчен, унта миҫе ҫул тата мӗнле пурнӑнни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартрӑм.

Унччен малтанах эпӗ ӑна пӑшал перес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне (ку вара уншӑн чӑннипех те вӑрттӑнлӑх пулнӑ), унтан ӑна етресене кӑтартрӑм, тар мӗнле тивсе пӗрхӗнни ҫинчен каларӑм, пӑшал пеме вӗрентрӗм. Хам пӑшалсенчен пӗрне ӑна хӑйнех патӑм. Эпӗ тата Эрнене ҫӗҫӗ парнелерӗм, ку вара ӑна питех те савӑнтарчӗ. Эрнене валли эпӗ портупея турӑм. Пирӗн Англире ун пек портупейӑран пӗчӗкҫӗ хӗҫ ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Анчах пӗчӗкҫӗ хӗҫ вырӑнне эпӗ ӑна пуртӑ патӑм. Пуртӑ вара кунта пирӗншӗн лайӑх пӑшал пекех, унпа кирек мӗн каскалама та пулать.

Эрнене Европӑри ҫӗршывсем ҫинчен, уйрӑммӑнах хамӑн тӑван ҫӗршывӑм ҫинчен нумай каласа патӑм. Эпӗ ӑна хамӑр пурнӑҫпа йӑласем, йӗркесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Эпир тӗнчери мӗнпур ҫӗршывсемпе суту-илӳ туни ҫинчен, пысӑк карапсемпе ишсе ҫӳрени ҫинчен каларӑм. Парӑслӑ пысӑк карапа мӗнле тунине каласа ӑнлантартӑм, сӑмах май арканнӑ карап патне хам мӗнле кайса ҫӳрени ҫинчен каларӑм, карап шыв айӗнчи чул ҫине ҫитсе тӑрӑннӑ вырӑна кӑтартрӑм. Ку вырӑна эпӗ, паллах, тӗп-тӗрӗсех кӑтартма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен карапа хумсем пыра-пыра сапса турпас пекех ватса пӗтернӗ ӗнтӗ, ванчӑкӗсем тахҫанах юхса кайнӑ. Ҫаван пекех тата эпӗ ӑна ҫӗрсе хавшанӑ кимме кӑтартрӑм, пире тӑвӑл кунта юхтарса килсен эпир ун чухне ҫав кимӗпе хӑтӑлма шутланӑччӗ терӗм.

Ҫав кимме курсан, Эрне нумайччен шухӑша кайса ларчӗ.

— Мӗн пирки шухӑшлатӑн эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Эпӗ ҫакӑн пек пӗр кимӗ куртӑм. Вӑл манӑн халӑхӑм пурӑнакан вырӑнтан ишсе пыратчӗ, — терӗ вӑл, кӑшт тӑрсан.

Вӑл мӗн каласшӑн пулнине эпӗ часах ӑнланса илеймерӗм: те вӗсем пурӑнакан вырӑнта тискер этемсем ҫавӑн пек кимӗпе ишсе ҫӳреҫҫӗ, те ҫавӑн пек кимӗ вӗсен ҫыранӗ патӗнчен иртсе кайнӑ?

Темиҫе хут ыйтнӑ хыҫҫӑн эпӗ тин ӑнлантӑм. Вӗсем пурӑнакан ҫыран хӗррине шӑпах ҫавӑн пек кимӗ пырса лекнӗ, ӑна хум кӑларса пӑрахнӑ иккен.

— Ӑна усал ҫанталӑк кӑларса пӑрахнӑ, — тесе ӑнлантарчӗ мана Эрне, унтан каллех нумайччен пӗр сӑмах та чӗнмесӗр ларчӗ.

«Вӗсен ҫыранӗсем патӗнче европеецсен мӗнле те пулин карапӗ арканса кайнӑ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ. — Ҫил-тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ хумсем вӗсен киммине тискер этемсем патнелле хӑваласа кайнӑ пулмалла». Анчах хам тавҫӑрса илеймен пирки, вӑл кимӗ ҫинче ҫынсем пулни-пулманни ҫинчен ыйтас шухӑш ман пуҫа пырса та кӗмерӗ. Унтан малалла ыйтса пӗлнӗ чухне те эпӗ кимӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӑм.

— Вӑл кимӗ мӗнле пулнине каласа пар-ха, — терӗм эпӗ.

Эрне ун синчен пит те тӗплӗн каласа пачӗ.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл хаваслӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Шурӑ ҫынсем шыва путман, эпир вӗсене ҫӑлтӑмӑр!

— Кимӗ ҫинче ҫынсем пурччӗ-и-мӗн? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Пурччӗ, кимӗ туллиех ҫынччӗ! — терӗ вӑл.

— Вӗсем миҫенччӗ?

Вӑл мана малтан вунӑ пурне, унтан ҫичӗ пӳрне кӑтартрӗ.

— Вӗсем ӑҫта? Пуранаҫҫӗ-и е ҫук-и?

— Вӗсем пурӑнаҫҫӗ-ха. Пирӗн патӑмарта пурӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ акӑ мӗн астуса илтӗм: ҫав вунҫичӗ шурӑ ҫын пӗр тӑвӑллӑ каҫхине арканнӑ леш карап ҫинчи ҫынсем мар-ши?

Карап шыв айӗнчи чул ҫине пырса ларсан, ӑна ҫӑлма май ҫуккине кура, вӗсем шлюпка ҫине анса ларнӑ та тинӗс хумӗсем вара вӗсене тискер этемсен ҫыранӗ патне илсе ҫитернӗ, ҫапла вӗсем тискер этемсем хушшинче пурӑнма юлнӑ пулмалла.

Эпӗ Эрнерен, ҫав ҫынсем халӗ ӑҫта тесе, хистесе ыйтма пуҫларӑм. Вӑл малтанхи пекех ҫине-ҫине каларӗ:

— Вӗсем пурӑнаҫҫӗ! Вӗсене лайӑх! — терӗ.

Ҫав шурӑ ҫынсем вӗсем патӗнче пурӑнма пуҫланӑранпа часах акӑ тӑватӑ ҫул ҫитет, тесе пӗлтерчӗ вӑл, вӗсене хӗсӗрлемеҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ, вӗсем ирӗкрех пурӑнаҫҫӗ, апат та ҫителӗклӗ параҫҫӗ, терӗ.

— Мӗнле майпа-ха тискер этемсем шурӑ ҫынсене вӗлермен, ҫисе яман? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Шурӑ ҫынсем пирӗншӗн тӑвансем пулса тӑчӗҫ. Пирӗннисем хӑйсем вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ ҫынсене кӑна ҫиеҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Тата темиҫе уйӑх иртсе кайрӗ. Пӗррехинче эпир, Эрнепе иксӗмӗр уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, утравӑн хӗвелтухӑҫ енне ҫитсе тӑтӑмӑр та сӑрт тӑррине хӑпарса кайрӑмӑр. Ҫакӑнтан темиҫе ҫул ӗлӗкрех (ун ҫинчен эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ) ҫӗр тӑрӑхӗ курнӑччӗ, эпӗ ӑна Кӑнтӑр Америка материкӗ тесе шутланӑччӗ. Сӑрт тӑррине малтан Эрне хӑпарса кайрӗ, эпӗ кӑштах кая юлтӑм, мӗншӗн тесен ку сӑрт ҫӳллӗ те чӑнкӑ пулчӗ.

Ҫанталӑк малтан пулнӑ чухнехи пекех лайӑх, пӑхсан таҫта ҫити курӑнать.

Эрне инҫетелле пӑхса илчӗ те сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ, ухмаха тухнӑ ҫын пек, сиккелеме пуҫларӗ, ташлама тытӑнчӗ, мана хӑвӑртрах сӑрт ҫине хӑпарма хистерӗ.

Эпӗ ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса пытӑм. Вӑл ҫавӑн пек савӑнса хӗпӗртенине эпӗ нихҫан та курман. Юлашкинчен вӑл ташлама пӑрахрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах кил-ха кунта!

— Мӗн пур унта? Мӗн пирки савӑнтӑн эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Ҫавӑ, ҫавӑ! — терӗ вӑл. — Эпӗ телейлӗ. Авӑ унта, пӑх-ха…. Кунтан курӑнать… Унта ман ҫӗршывӑм, ман халӑхӑм!..

Вӑл калама ҫук хытӑ савӑнчӗ, куҫӗсем ҫиҫсе кӑна тӑраҫҫӗ; хӑйӗн ҫӗршывнелле, тӑванӗсемпе ҫывӑх юлташӗсем патнелле пӗтӗм чунтан ӗмӗтленсе туртӑнни сисӗнчӗ.

Вӑл мӗн тери савӑнса хӗпӗртенине курсан, эпӗ ытла та хытӑ пӑшӑрханма пуҫларӑм.

«Ку ҫынна эпӗ ахалех хытӑ шанса пурӑнтӑм, — терӗм хама хам. — Вӑл мана тус пек курӑнма хӑтланать, анчах та хӑй кунтан мӗнле тарасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрет».

Ҫапла каласа, эпӗ ун ҫине шанмасӑр пӑхса илтӗм.

«Халӗ вӑл лӑпкӑ та кунӗ, мана пӑхӑнса пурӑнать, анчах, тискер этемсем хушшине лексенех, эпӗ ӑна вилӗмрен ҫӑлнине ҫийӗнчех манса кайӗ, ман ҫинчен хӑйсен йӑхӗн ҫыннисене каласа парӗ, вӗсене ман утрав ҫине ертсе килӗ. Вӗсем мана вӗлерӗҫ те ҫисе ярӗҫ, вӑл вара, вӗсемпе пӗрле, ӗлӗк хӑйсем ҫӗнтернӗ тискер этемсене илсе килсе уяв тунӑ пекех, савӑнса ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвӗ».

Ҫав вӑхӑтранпа эпӗ ӑна ӗненми пултӑм. Ӗнерхи тусран ютшӑнма тытӑнтӑм, ун ҫине сиввӗн пӑхакан пултӑм.

Темиҫе эрне хушши ҫавӑн пек пулса пычӗ, ҫав ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫынна эпӗ ахалех ҫав тери хытӑ кӳрентернине эпӗ часах тавҫӑрса илтӗм.

Унӑн усал та сутӑнчӑк шухӑшсем пур пулӗ тесе, эпӗ ӑна шанмасӑр пурӑннӑ чухне те вӑл мана ӗлӗкхи пекех юрататчӗ; ҫавна вӑл хӑйӗн кашни сӑмахӗнчех кӑтартатчӗ, пӗчӗк ача пекех мана ӗненетчӗ. Пурӑна киле мана хам шухӑшсемшӗн намӑс пек туйӑна пуҫларӗ. Вӑл маншӑн шанчӑклӑ тус пулнине эпӗ каллех туйса илтӗм, хам тунӑ айӑпа мӗнле те пулин ирттерсе яма тӑрӑшрӑм. Эпӗ ун ҫине сиввӗнтерех пӑхма пуҫланине вӑл сисмерӗ. Ку ӗнтӗ вӑл айӑпсӑррине, унӑн кӑмӑлӗ таса пулнине ҫеҫ кӑтартса парать.

Пӗррехинче эпир Эрнепе каллех сӑрт ҫине хӑпартӑмӑр (хальхинче тинӗсе тӗтре карса илнӗччӗ, ҫавӑнпа та леш енчи ҫыран курӑнмастчӗ), ҫакӑн чухне эпӗ унран акӑ мӗн ыйтрӑм:
— Эрне, санӑн тӑван ҫӗршывна, хӑвӑрӑннисем патне, таврӑнас килет-и? — терӗм.

— Таврӑнас килет, — терӗ вӑл, — унта таврӑнсан, эпӗ тем пекех савӑннӑ пулӑттӑм!

— Унта эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн вара? Каллех юн ӗҫме, ҫын какайӗ ҫиме тытӑннӑ пулӑттӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

Ман сӑмахсем унӑн чӗринех тиврӗҫ пулмалла. Вӑл пуҫне силлесе илчӗ те:
— Ҫук, ҫук! Эрне хӑйсен ҫыннисене ҫакӑн пек каланӑ пулӗччӗ: кирлӗ пек пурӑнӑр, тырӑран тунӑ ҫӑкӑр ҫийӗр, сӗт ӗҫӗр, качака какайӗ ҫийӗр, анчах ҫын какайне тутанса та ан пӑхӑр, тесе калӗччӗ, — терӗ.

— Эсӗ ун пек каласан, вӗсем сана вӗлерӗҫ.

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те:
— Ҫук, вӗлермӗҫ. Вӗсем ырра вӗренме тӑрӑшӗҫ, — терӗ.

Унтан вӑл ҫакӑн пек хушса хучӗ:
— Вӗсем кимӗпе ларса килнӗ сухаллӑ ҫынсенчен нумай вӗренчӗҫ, — терӗ.

— Санӑн вара киле таврӑнасах килет-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ тепӗр хут.

Вӑл йӑл кулчӗ те:
— Эпӗ инҫе ишме пултараймастӑп, — тесе хучӗ.

— Эпӗ сана кимӗ парсан, эсӗ тӑван ҫӗршыва, хӑвӑрӑннисем патне, кайнӑ пулӑттӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Кайнӑ пулӑттӑм! Анчах манпа пӗрле санӑн та пырас пулать, — терӗ вӑл, васкаса.

— Эпӗ унта мӗнле каям-ха? — тесе хирӗҫ тавӑрса каларӑм эпӗ. — Вӗсем мана часах ҫисе яраҫҫӗ вӗт.

— Ҫук, ҫук, ҫимеҫҫӗ, — терӗ вӑл хӗрӳллӗн. — Эпӗ ҫиме памӑп, эпӗ вӗсене сана хытӑ юратакан тӑвӑп.

Ку сӑмахсемпе Эрне: эсӗ ман пурнӑҫа ҫӑлтӑн, ман тӑшмансене вӗлертӗн, ун ҫинчен эпӗ вӗсене каласа парӑп, тесшӗн пулнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсем мана хытӑ юратасса вӑл ҫирӗп шанса тӑнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл леш сухаллӑ вунҫичӗ шурӑ этеме, тӑвӑл тинӗс хӗррине илсе тухнӑскерсене, тискер этемсем мӗн тери кӑмӑллӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ҫав вӑхӑтранпа вара манӑн вӗсен ҫӗршывне ҫав тери каяссӑм киле пуҫларӗ. Эрне каланӑ сухаллӑ шурӑ «этемсене» шыраса тупас килекен пулчӗ.

Вӑл ҫынсем испанецсем е португалецсем пулнӑ, — кун пирки нимӗнле иккӗленӳ те пулма пултараймасть. Эпӗ ӗнтӗ шанчӑклӑнах ҫакӑн пек шухӑшлама пуҫларӑм: вӗсемпе курнӑҫса калаҫма тӗл килсенех кунтан ирӗке тухас пирки, пӗрле шухӑшласа, май тупӑпӑр. «Эпир вунсаккӑрӑн пӗрле пухӑнса ӗҫе тытӑнсан, тем пулсан та, ирӗке тухма шанчӑк ытларах пулӗ — тесе шухӑшларӑм эпӗ. — Ҫак утрав ҫинче, ҫав ҫынсем пурӑнакан ҫӗртен хӗрӗх миль инҫетре, эпӗ пӗччен халлӗн, никам пулӑшмасӑр, нимӗн те тӑваймӑп!»

Ҫав план манӑн пуҫа ҫирӗп кӗрсе ларчӗ, темиҫе кун иртсен эпӗ ун пирки каллех калаҫма пуҫларӑм.

Эпӗ Эрнене: сана тӑван ҫӗршыва каялла кайма кимӗ паратӑп, терӗм; ҫав кунах вара ӑна хамӑн кимӗ патне илсе кайрӑм. Кимӗри шыва ӑса-ӑса тӑкрӑм та, кимме ҫыран хӗррине илсе пырса, Эрнене кӑтартрӑм. Кимӗ шывра мӗнле ҫӳренине сӑнаса пӑхас тесе, эпир иксӗмӗр те кимӗ ҫине кӗрсе лартӑмӑр. Эрне кӗсменсемпе ишме пит те лайӑх пӗлет, ку тӗлӗшпе вӑл пӗрре те манран кая мар. Кимӗ шыв ҫийӗн хӑвӑрт ишсе кайрӗ. Ҫырантан уйрӑлса кайсан, эпӗ ӑна: — Ну, Эрне, сирӗн ҫыннӑрсем патне каяр-и? — терӗм.

Вӑл ман ҫине сиввӗн те ӗненмесӗр пӑхса илчӗ: ун шучӗпе ку кимӗ ҫав тери инҫе ҫӗре ишсе каймашкӑн ытла та пӗчӗк пулмалла. Эпӗ вара ӑна: манӑн тепӗр пысӑкрах кимӗ пур, терӗм; тепӗр кунне эпир иксӗмӗр вӑрмана, малтанхи кимме тахҫанах пӑрахса хӑварнӑ вырӑна, кайрӑмӑр. Вӑл кимме эпӗ ун чухне шыва антараймарӑм. Ҫав кимӗ Эрнене килӗшрӗ.

— Кун пекки юрӑхлӑ, юрӑхлӑ, — терӗ вӑл. — Ку кимӗ ҫине ҫӑкӑр та нумай хума пулать, шыв та, ыттисене те илме пулать.

Анчах вӑл кимме тунӑранпа ҫирӗм виҫӗ ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑт хушши вӑл вӑрмантах выртрӗ; хӗвелпе типсе кайнӑ, ҫумӑр йӗпетнӗ, вӑл пӗтӗмпех шултӑрканӑ, ҫӗрнӗ. Ҫапах та материк ҫине каяс шухӑша кимӗ ҫукки тытса чарма пултараймарӗ.

— Нимӗнех те мар, ан кулян! — терӗм эпӗ Эрнене. — Эпир шӑпах ҫакӑн пек кимӗ тӑвӑпӑр, эсӗ вара киле кайӑн.

Вӑл пӗр сӑмах та шарламарӗ, анчах темӗншӗн питех те кӑмӑлсӑрланчӗ, хурланма пуҫларӗ. Кун хыҫҫӑн эпӗ унтан: «Сана мӗн пулчӗ?» — тесе ыйтрӑм.

— Эрнене Робин Крузо мӗншӗн ҫилленнӗ-ши? Эпӗ мӗн турӑм-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Эпӗ сан ҫине ҫилленнине ӑҫтан шутласа кӑлартӑн? Эпӗ сана пачах та ҫилленмен, — терӗм эпӗ.

— «Ҫилленмен, ҫилленмен!» — терӗ вӑл улт-ҫичӗ хутчен. — Ҫилленмен пулсан, мӗншӗн Эрнене хӑйсен ҫыннисем патне, тӑванӗсем патне киле хӑвалатӑн?

— Киле каяс килет, тесе эсӗ хӑвах каларӑн-ҫке, — тесе хутӑм эпӗ.

— Чӑнах та, каяс килет, — терӗ вӑл, — анчах эпӗ санпа пӗрле каясшӑн. Эсӗ те, эпӗ те, иксӗмӗр те кайӑпӑр. Робин каймасть — Эрне каймасть! Эрне Робинсӑр каясшӑн мар!

Мана пӑрахса хӑварасси ҫинчен вӑл илтесшӗн те пулмарӗ.

— Хӑвах шутласа пӑх-ха, — терӗм эпӗ, — манӑн унта мӗншӗн каяс-ха? Эпӗ сирӗн патӑрта мӗн тӑвӑп-ха?

Вӑл мана хирӗҫ хӗрӳллӗн ҫапла каларӗ:

— Унта мӗн тӑвӑп тетӗн? Мӗн тумалли нумай — паха ӗҫ тӑвӑн: тискер ҫынсене ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ӑслӑ пулма вӗрентӗн.

— Савнӑ Эрнем, — терӗм эпӗ, вӑрӑммӑн сывласа, — эсӗ ху мӗн каланине ху та пӗлместӗн. Ман пек кая юлнӑ мӗскӗн ҫын ыттисене ӑҫтан вӗренттӗр-ха!

— Тӗрес каламастӑн! — терӗ вӑл мана хирӗҫ, вӗчӗрхенсе. — Мана вӗрентрӗн, ытти этемсене те вӗрентӗн.

— Ҫук, Эрне, — терӗм эпӗ, — эсӗ мансӑрах кай, эпӗ кунта пӗчченех юлӑп! Эпӗ ку таранччен пӗчченех пурӑннӑ вӗт!

Ҫак сӑмахсем ӑна кӳрентернӗ пек туйӑнчӗҫ пулмалла. Вӑл ҫӗрте выртакан пуртӑ патне чупса пычӗ те, ӑна ярса илсе, мана тӑсса пачӗ.

— Ку пуртта эсӗ мӗншӗн мана паратӑн? — ыйтрӑм эпӗ.

— Эрнене вӗлер! — терӗ вӑл.

— Манӑн сана мӗншӗн вӗлерес-ха? — ыйтрӑм эпӗ. — Эсӗ мана усал тумарӑн вӗт.

— Усал туман пулсан, мӗншӗн-ха Эрнене кунтан хӑвалатӑн? — хӗрӳленсех кайрӗ вӑл. — Ме, вӗлер Эрнене, ӑна хӑваласа ан яр!

Вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе пӑшӑрханни сисӗнчӗ. Куҫӗсенчен куҫҫуль юхнине куртӑм эпӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ӑна ман патӑмран нимӗнпе те хӑваласа яраяс ҫук, вӑл мана ытла та хытӑ юратса пӑрахнӑ-мӗн, хытӑ хӑнӑхса ҫитнӗ. Эпӗ вара ӑна ҫавӑнтах: эсӗ манпа пӗрле пурӑнас тенӗ чухне, сана киле ярасси ҫинчен урӑх нихҫан та каламӑп, терӗм. Ку сӑмахсене эпӗ кайран та ӑна час-часах калаттӑм.

Ҫапла вара, Эрне мана ӗмӗрлӗхех парӑннине эпӗ лайӑхах пӗлсе ҫитрӗм.

Вӑл хӑйӗн йӑхӗнчи ҫынсене чунтан юратнипе кӑна тӑван ҫӗршывне каясшӑн пулнӑ, вӑл эпӗ вӗсем патне каясса, вӗсене ырра вӗрентессе шанса тӑнӑ.

Анчах ҫавна тума ман вӑй ҫитес ҫуккине эпӗ лайӑхах тавҫӑраттӑм.

Ҫапах та ку мана, Эрне ҫӗршывне хӑвӑртрах кайса, унта пурӑнакан «сухаллӑ ҫынсене» курас кӑмӑла пӗтермерӗ. Юлашкинчен вара эпӗ, вӑхӑта вӑраха ямасӑр, пысӑк кимӗ тума шухӑшларӑм, ҫав кимӗпе уҫӑ тинӗсе тухса кайма пулӗ, терӗм.

Чи малтан кимӗ тума юрӑхлӑ йывӑҫ шыраса тупмалла пулчӗ.

Ку тӗлӗшпе ӗҫ чарӑнса тӑма пултараймарӗ: утрав ҫинче пит шултра йывӑҫсем ӳсетчӗҫ, вӗсенчен кимӗ кӑна мар, пысӑк флот та туса лартма пулать. Анчах эпӗ хамӑн малтанхи йӑнӑша лайӑхах астӑватӑп: вӑрманта пысӑк кимӗ тума тытӑннӑ чухне эпӗ ҫак вырӑнтан тинӗс мӗн чухлӗ инҫе пулнине шута илмерӗм, кимме тинӗс хӗррине туртса ҫитереймерӗм. Кун пек йӑнӑш ан пултӑр тесе тата кимме тинӗсе антарма ҫӑмӑл пултӑр тесе, эпӗ тинӗс хӗрринчех кимӗ тума юрӑхлӑ йывӑҫ шырама тытӑнтӑм.

Анчах та тинӗс хӗрринче начар та вӗтӗ йывӑҫсем ҫеҫ ӳсеҫҫӗ. Унта эпӗ нумайччен пӑхса ҫӳрерӗм, анчах йывӑҫ тупаймарӑм. Мана Эрне ӑс парса пулӑшрӗ. Ку ӗҫе вӑл манран нумайрах пӗлет иккен. Ун чухне кимме мӗнле йывӑҫран тунине эпӗ халичченех те пӗлместӗп.

Эрне кимӗ тумалли йывӑҫ ӑшне тискер этемсем пек ҫунтарма сӗнчӗ. Эпӗ унпа килӗшмерӗм, йывӑҫ варрине ийӗпе е ытти инструментсемпе вартаса кӑларсан, лайӑхрах пулать, терӗм. Унтан ӑна мӗнле вартамаллине кӑтартса патӑм. Эрне вара ку майпа кимме хӑвӑртрах тума пулать иккен терӗ. Ҫак ӗҫе вӑл часах вӗренсе ҫитрӗ.

Эпир кимӗ тума хаваслансах тытӑнтӑмӑр, пӗр уйӑх хушшинче вара ӑна туса та ҫитертӗмӗр. Кимӗ тӑвас ӗҫе нумай вӑй хутӑмӑр, — унӑн тулашне пуртӑпа чукласа якатрӑмӑр, ҫапла вара пирӗн чӑннипех те тинӗсре ҫӳремелли пысӑк кимӗ пулса тӑчӗ; кимӗ хӳри ҫӳллӗ, аяккисем ҫирӗп пулчӗҫ. Вӑл кимӗ тинӗсе тухса кайма юрӑхлӑ пулнӑ пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Ун ҫине вунпилӗк ҫын хӑюллӑнах ларма пултарать.

Пирӗн кимме тинӗсе ҫитерсе шыв ҫине антарма икӗ эрнене яхӑн кирлӗ пулчӗ. Ӑна тинӗс хӗррине илсе кайма йывӑҫ катоксем турӑмӑр, анчах, кимӗ ҫав тери йывӑр пирки, эпир ӑна калама ҫук вӑрах вӑхӑт, пӗрер дюйм тӑршшӗ шутаркаласа, малалла куҫарса пытӑмӑр.

Кимме шыва ярсан, эпӗ эрнерен тӗлӗнсех кайрӑм: вӑл ӑна ытла та лайӑх тыткалать, пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла вӑр-вар ҫавӑрса ярать, кӗсменпе маттур ишет.

— Кун пек кимӗпе тинӗсе тухса кайма хӑрушӑ мар-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Кимӗ питӗ шанчӑклӑ, вӑйлӑ ҫил пулсан та, кун пек кимӗпе ишме хӑрушӑ мар! — терӗ Эрне.

Тинӗсе тухса кайиччен малтан эпӗ тата тепӗр ӗҫ тума шухӑшларӑм, ун ҫинчен Эрне халлӗхе пӗлмерӗ. Эпӗ кимӗ ҫине мачта лартса парӑс карма тата якӑрпа канат майлаштарма шутларӑм. Мачта туса хатӗрлеме йывӑрах мар: утрав ҫинче тӳп-тӳрӗ те яштака кедр йываҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Пирӗн ҫӗнӗ кимӗ ларакан вырӑн ҫывахӗнче пӗр ҫамрӑк ҫӳллӗ йывӑҫ тупрӑм та, Эрнене чӗнсе, ҫав йывӑҫа касса килме хушрӑм. Унтан вӑл, эпӗ кӑтартса панипе, йывӑҫ турачӗсене тасатрӗ, лайӑх касса якатрӗ. Ҫапла вара мачта пулса та тӑчӗ.

Парӑсне эпӗ хамах турӑм. Манан кладовойра кивӗ парӑссем, тӗрӗсрех каласан, парӑс пир татӑкӗсем упранса юлнӑччӗ. Ҫав парӑс пирӗн кладовойра ҫирӗм ултӑ ҫул ытла выртнӑ. Унтан парӑс ҫӗлемелле пулӗ тесе, эпӗ нихҫан та шухӑшламан, ӑна упрама тӑрӑшман. Вӑл пир тахҫанах ӗнтӗ ҫӗрсе пӗтнӗ пулӗ, теттӗм эпӗ. Ҫавӑн пекех пулчӗ те: вӑл ҫурри ытла ҫӗрсе кайнӑ иккен. Ҫапах та ҫав кивӗ парӑс татӑкӗсенчен юрӑхлисене кӑштах суйласа илме пулать. Эпӗ икӗ ҫирӗпрех татӑк илтӗм те парӑс ҫӗлеме тытӑнтӑм.

Парӑс ҫӗлеме нумай вӑхӑт кайрӗ. Ку ҫӗлени мар, татӑк-кӗсӗксене майлаштарса ларни ҫеҫ пулчӗ — манӑн ҫӗлеме йӗп те ҫукчӗ! Хӑтлансан-хӑтлансан, эпӗ ҫапах та парӑс майлӑ виҫӗ кӗтеслӗ япала туса ҫитертӗм Ун пек виҫӗ кӗтеслӗ парӑса Англире «така ури» теҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата пӗчӗк парӑс турӑм. Ӑна Англире «блинд» теҫҫӗ.

Ун пек парӑссене шыв ҫинче тытса пыма эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен ӗлӗк эпӗ Африкӑран ларса тарнӑ шлюпка ҫине ҫавӑн пек парӑссем лартнӑччӗ.

Мачтӑпа парӑссене кимӗ ҫине вырнаҫтарса, икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ. Вӗсене вара ытла та тӗплӗ вырнаҫтартӑм. Икӗ парӑссӑр пуҫне эпӗ тата тепӗр парӑс туса хатӗрлерӗм. Ку парӑса кимӗ пуҫне ҫирӗплетсе лартрӑм. Вӑл, ҫил ҫаврӑнсан, кимме ҫиле хирӗҫ илсе кайма пулӑшакан парӑс пултӑр, терӗм. Унтан тата питех те лайӑх руль турӑм, ӑна кимӗ хӳри вӗҫне вырнаҫтарса лартрӑм.

Карап тӑвас ӗҫре эпӗ ним те пӗлмен ҫын, анчах та руль тенӗ япала мӗн тери усӑллӑ пулнине лайӑхах ӑнланаттӑм. Ҫавӑнпа та ӑна тунӑ чухне вӑя хӗрхенсе тӑмарӑм. Руль тума ҫӑмӑлах пулмарӗ: ӑна тума кимӗ тунӑ тата парӑс майлаштарнӑ чухлех вӑхӑт иртрӗ.

Пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, эпӗ Эрнене кимме тытса вӗрентме пуҫларӑм, мӗншӗн тесен вӑл руль та, парӑс та халиччен курман. Малтанхи вӑхӑтра эпӗ руле тытса пынине, парӑс ҫилпе пӗрре сулахай енчен, тепре сылтӑм енчен карӑннине курсан,Эрне темӗскер курнӑ пекех тӗлӗнсе кайрӗ.

Эпӗ вӗрентнине пула, вӑл кимме лайӑх тыса пыракан ӑста моряк пулса тӑчӗ. Пӗр ӗҫе ҫеҫ вӗренсе ҫитеймерӗ: компаспа усӑ курма пӗлмесчӗ. Анчах ку вырӑнсенче тӗтресем ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫеҫ пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та компас кирлех те марччӗ. Кӑнтӑрла инҫетрен курӑнакан ҫыран еннелле кайса пыма, ҫӗрле ҫӑлтӑрсем ӑҫтине шута илсе пыма пулать. Ҫумӑрсем ҫунӑ вӑхӑтра, паллах, компассӑр кайма ҫук, анчах ун чухне пурпӗрех тинӗс тӑрӑх та, ҫӗр ҫинче те ҫӳреме май килмест.

Эпӗ утрав ҫинче тӗрмери пек пурӑнма тытӑнни ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫула кайрӗ ӗнтӗ. Анчах юлашки виҫӗ ҫулне шутламасан та юрать, мӗншӗн тесен тӳрӗ кӑмӑллӑ Эрне тусӑм утрав ҫине килнӗренпе манӑн пурнӑҫ йӑлтах улшӑнса кайрӗ.

Ҫумӑр ҫуса тӑракан вӑхӑт ҫывхарса киле пуҫларӗ. Вӑл вӑхӑтра килте нумайрах ларма тивет. Ҫав вӑхӑт ҫитсе иртиччен кимме ҫумӑр йӗпетсе пӑсма пултарайман вырӑна лартма тиврӗ. Ӑна эпир ӗлӗк эпӗ сулӑсемпе пырса чарӑнакан вырӑна кӗртсе лартрӑмӑр, шыв тулсан, шалалла, ҫыран хӗрринеллех, илсе пытӑмӑр. Кайран, эпӗ канаш панипе, кимӗ ларнӑ вырӑнта Эрне кимӗ вырнаҫмалӑх тарӑн шӑтӑк чаврӗ. Кимӗ вара чӑн-чӑн докра ларнӑ пекех ларчӗ. Тинӗс тулсан кимме шыв илсе ан кайтӑр тесе, тинӗспе шӑтӑк хушшине пӗвелерӗмӗр, шыв ҫулӗ валли кӑна ансӑр хушӑк хӑвартӑмӑр. Тинӗс тулсан, кимӗ лармалли шӑтӑк шывпа тулчӗ те, шыв ҫулне питӗрсе хутӑмӑр. Ҫапла вара кимӗ шывра ларакан пулчӗ, анчах тинӗс хумӗсем ун патне ҫитейместчӗҫ, вӗсем кимме илсе кайӗҫ тесе хӑрамалли те ҫукчӗ. Кимме ҫумӑртан упрас тесе, йывӑҫ турачӗсемпе лайӑх витсе хутӑмӑр. Ун айӗнче вара пирӗн кимӗ ҫивитти айӗнчи пекех ларса юлчӗ.

Халӗ ӗнтӗ эпир лайӑх ҫанталӑк пуласса лӑпкӑнах кӗтсе илетпӗр те, ноябрь е декабрь уйӑхӗнче кимӗ ҫине парӑс карса, тинӗсе тухса кайма пултаратпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней