Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лашисем, шӑнасене хӑваласа яма хӑтланса, хӑйсен хӑнӑхнӑ йӑлипе хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, анчах хӗлӗхсӗр тӑрса юлнӑ мӑшкӑлла кӗске те пуклак татӑк хӳресем шӑнасене хӳтерсе яраймаҫҫӗ».
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗне кура каялла ҫаврӑнма шухӑшларӗ-ши вӑл, пӗлместӗп, анчах лаша урисем айне пырса тирӗнчӗ те аяккалла сиксе ӳкрӗ, лашисем хӑравҫӑскерсемччӗ: ман урлӑ тӑпӑрт-тапӑрт сиксе каҫрӗҫ, хӑрт-харт турӗҫ те вӗҫтере пачӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Агитколонна составӗнчисем пӗр вунпилӗк ҫын, калаҫкаласа, вырнаҫса ларма пуҫларӗҫ, иккӗшӗ — лашисем патне пулас, картишне тухрӗҫ.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашисем те сахалланса юлнӑ, вити те халь-халь йӑтӑнса анас пек, аран ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Лашисем пурте лайӑх та…
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Лашисем, тулхӑркаласа, пӗр пӗрне шӑршлакаласа илчӗҫ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку музыкӑран цирксенчи наездниксен хӑнӑхса ҫитнӗ лашисем те, чанк тӑратнӑ хӑлхисенчен ҫав шӑвӑҫӑн чӗпӗтекен сассине кӑларса ывӑтасшӑн пулса, хӑлхисене силлентере-силлентере, шиклӗн пӑрӑнаҫҫӗ…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Акӑ, хайхи пӑхма йӗркеллӗ ҫынсем, темрен йӗрӗннӗ пекрех кулса, ҫав хушӑрах, кӑмӑлӗсем ҫырлахнине палӑртса йӑлкӑшакан куҫсен хӗмне пытарса, электричествӑпа ҫаврӑнакан карусель лашисем ҫине е слонӗсем ҫине утланса лараҫҫӗ, утланса лараҫҫӗ те, урисене сулла-сулла, чун сӳлетмелле киленӗҫе кӗтеҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Лашисем шӑлӗсене пит хӑрушла кӑтартса пуҫӗсене сулла-сулла кӗҫеннӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Лашасен йывӑр ури сассисем хӑваласа ҫите пуҫланӑ, салтаксем уланӑ, вӗсен лашисем аманнисем, ӳкнисем, вилнисем урлӑ каҫа-каҫа кайнӑ, хӗҫӗсем йӑлтӑртатнӑ, вӑхӑчӗпе хурҫӑ шӑхӑрса илсе, шӑмӑ ҫумне ҫапӑнни илтӗннӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Кам лашисем ҫӳреҫҫӗ унта? — Санька аяккалла тинкерсе пӑхрӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Илья Ильич пӗр пар лаша та туянчӗ, анчах, хӑй асӑрхануллӑ пулнӑран, лашисем юлхав: пушӑпа виҫӗ хут ҫапсан тин крыльца патӗнчен тапранаҫҫӗ; пӗрре-иккӗ ҫапсан, пӗр лаши, сулӑнать те аяккалла туртӑнать, унтан иккӗмӗш лаши сулӑнать те аяккалла туртӑнать, вара, мӑйӗсене, ҫурӑмӗсене, хӳрисене тӑсса, иккӗшӗ те харӑс тапранаҫҫӗ те пуҫӗсене сулласа чупаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карусельсен шӑрҫисем, кӳмисем, лашисем вирхӗнсе ҫавӑрӑнма пуҫларӗҫ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Казаксен пысӑк лашисем, ылттӑн пек йӑлтӑртатакан купарчисемпе, Петяна хӗссе кӗперленеҫҫӗ.Громадные казачьи лошади теснились, напирая на Петю золотисто-атласными танцующими крупами.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Штрафран хӑраса, лашисем патӗнчен пӑрахса кайма пултарайман извозчиксем валли хупахран шкалик эрех илсе килет.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик пуянсем ҫеҫ ӗҫекен шыва ӗҫет, хӑй савӑнӑҫне пӗтӗм тӗнче курать пулӗ тесе шутлать: хӗвел, пӗлӗтсем, тинӗс, ҫынсем, йытӑсем, велосипедпа ҫӳрекен ҫынсем, каруселӗн йывӑҫ лашисем, хула купальнин кассирши…
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Волостное правление» тесе ҫырнӑ кӑвак вывескӑллӑ пӳрт патӗнчи юпасем ҫумӗнче йӗнерлен» виҫӗ лаша тӑнӑ, вӗсем кавалери лашисем пулнӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лашисем, урисемпе улӑма ҫемҫен салатса, таса тулӑ ҫинче ҫаврака чула сӗтӗрсе ҫаврӑннӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тинӗс лашисем пуринчен те интереслӗрех пулнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949