Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лалка таса хӗрача, — шӑппӑн каласа хучӗ тухтӑр, — ҫав Стефчова качча парас пулсан, вилет вӑл…

— Она — невинное дитя, — глухо проговорил доктор, — она умрет, если ее отдадут за этого…

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн шӑппӑн кӑна лармалла.

Нам надо сидеть тихо-смирно.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗнле ирсӗр ҫынсем пурӑннӑ вара ҫав ҫӗршывра! — шӑппӑн каларӗ бей хӑйпе юнашар ларакан Дамянчо Григорова.

— Что за мерзкие люди жили в этой стране! — тихо сказал бей Дамянчо Григорову.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Такам пӗри ӑна чарасшӑн пулса мӑкӑртатрӗ, Смион хаджи хӑйне шӑппӑн итлекенсенех ҫилле хывса макрашса илчӗ.

Кто-то зашипел на него, чтобы он замолчал, а он, в свою очередь, зашипел на тех, кто слушал его объяснения.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онбаши ҫакна пӗтӗмпе шӑппӑн сӑнаса тӑчӗ.

Онбаши молча наблюдал за этой странной сценой.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Калама пултараймастӑп, — шӑппӑн татса хучӗ тухтӑр.

— Не могу сказать, — тихо, но решительно ответил доктор.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Револьверне хыпашласа тупсан, ура ҫине тӑчӗ, алӑкне шӑппӑн уҫрӗ, ҫарранах галерее тухрӗ.

Ощупью отыскав свой револьвер, он встал, бесшумно открыл дверь и босиком вышел на галерею.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӗлерсен те ачана пӑрахмастӑп! — терӗ мелник шӑппӑн та татӑклӑн.

— Хоть убейте, а ребенка я не оставлю! — проговорил мельник тихо, но с решительным видом.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс пӗчӗккӗччӗ-ҫке хам ас тӑвасса… — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Марко.

Я же тебя помню мальчонкой… — тихо проговорил Марко.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗмпе каласа парӑп, Марко бай, — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ килнӗ ҫын.

— Я все тебе расскажу, дядюшка Марко, — ответил пришелец глухо.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уйӑх тухать Шӑппӑн та лӑпкӑн; Каччӑ каять — Ҫапӑҫӑва, вӑрҫа.

Месяц встает И тих и спокоен; А юноша-воин на битву идет.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Килӗштерсе те туслӑ, шӑппӑн та шавлӑн, уҫӑлса та ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.

Живут ладно и дружно, и тихо и шумно, и весело и дельно.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Ҫапла, Верочка, ку лайӑх вӑл; ҫапах та ывӑлшӑн хуйхӑрмалла мар» (эппин, унӑн ывӑлӗ те пур) — «Тепӗр тесен тата, Катя, эсӗ мана тем шухӑша ятӑн, хам та пӗлместӗп. Эпир лӑпкӑ та шӑппӑн пурӑнӑпӑр».

— «Да, Верочка, это хорошо; все-таки спокойнее за сына» (следовательно, у нее есть сын) — «Впрочем, Катя, ты меня заставила не знаю о чем думать. Мы проживем тихо и спокойно».

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Юлашкинчен, Вера Павловна аллине йӑвашшӑн ҫӗклерӗ те запискӑна туртса илес тесе мар пулас ӗнтӗ, куҫӗсене хупларӗ: «Епле ырӑ вӑл, епле ырӑ!» тесе мӑкӑртатрӗ вӑл шӑппӑн.

Наконец Вера Павловна подняла руку уже смирно, очевидно не с похитительными намерениями, закрыла ею глаза: «Как он добр, как он добр!» — проговорила она.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унӑн Гэнсан Чу ятлӑ вӗренекенӗ кӗчӗ те: — Учитель! Каллех Конфуций килчӗ! — терӗ тарӑхса шӑппӑн.

— Учитель! — войдя к нему, тихо, но с раздражением сказал его ученик Гэнсан Чу, — опять Конфуций пожаловал.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

— Верочка, — терӗ ҫамрӑк ҫын шӑппӑн та хӑюсӑррӑн, — тусӑмҫӑм!..

— Верочка, — тихо и робко сказал он, — друг мой!..

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унтан Варя шӑппӑн каларӗ:

Потом она тихо сказала:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов, хӑрах урипе тӑпрас ҫине пусса, шӑппӑн каларӗ ӑна:

Нагульнов, поставив ногу на завалинку, приглушенно сказал:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Капла эпӗ шӑппӑн ӗҫетӗп, вилене асӑнатӑп, ӑйӑрсене шӑваратӑп та ҫывӑрса каятӑп, факт.

А так я потихонечку выпью, помяну покойника, напою жеребцов и усну, факт.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сарлака ҫамкаллӑ пуҫне тайса, шӑппӑн: — Ҫапӑҫатпӑр, полковник господин. Анчах… Анчах операци ӑнӑҫлӑ пулманнишӗн эпӗ мар, эсир ответлетӗр! — терӗ.

Склонив лобастую голову, он тихо ответил: — Есть действовать, господин полковник. Но только… Но только за неуспех операции будете отвечать вы, а не я!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней