Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXII

Раздел: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.12.01 18:00

Предложений: 275; Слово: 2636

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вӗсем савӑнӑҫлӑ та туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пурнӑҫпа киленеҫҫӗ, малашлӑх ҫине вара, пӗр канӑҫсӑрланмасӑрах мар пулин те, вӑл лайӑхлансах пырӗ тесе, ҫирӗппӗн те шанса пӑхаҫҫӗ. Виҫӗмҫул та, иртнӗ ҫул та вӗсен ҫапла иртсе кайрӗ, кӑҫалхи хӗлле те ҫаплах иртсе кайрӗ темелле ӗнтӗ, юр ирӗлме тытӑнчӗ, Вера Павловна вара: «Хуть тата пӗр хӗллехи пикник тума пӗр сивӗ кун пулӗ-ши?» — тесе ыйтать, ун ыйтӑвӗ ҫине вара никам та ответлеме пултараймасть, кунӗсем ҫеҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ, ӑшӑтсах пырать, пикник тума май пулас шанчӑк вара кунсерен пӗтсе пырать. Анчах акӑ тинех! Шанчӑк пӗтӗмпех ҫухалсан, хӗллехи пекех юр ҫуса кайрӗ, унпа ӑшӑ ҫанталӑк мар, лайӑх сивӗ ҫанталӑк килчӗ; тӳпе ҫап-ҫутӑ, каҫ питӗ лайӑх пулать — пикник! Пикник! Васкаварлӑ пикник, ыттисене пухма вӑхӑт ҫук, — пӗчӗк, ҫынсене ятарласа пухмасӑр тӑваканни ҫеҫ пултӑр хуть.

Каҫхине икӗ ҫуна тухса та вӗҫтерчӗҫ. Пӗр ҫуна ҫинчисем шавласа, шӳт туса пыраҫҫӗ; теприн ҫинчисем вара ҫав тери килӗшӳсӗр хӑтланаҫҫӗ; хуларан тухсанах пӗтӗм вӑйран юрласа ячӗҫ, мӗн юрласа ячӗҫ тата!

Пике тухнӑ урама,
Ҫӗнӗ-ҫӗнӗ хапхаран,
Тухнӑ эрешленинчен,
Вӗренерен тунинчен.

Аттем ҫилӗллӗ, хаяр,
Мана текех каҫармӗ.

Хушмасть вӑрах ҫӳреме,
Каччӑсемпе пуплеме.

Эп итлемӗп аттене,
Савӑнтарӑп савнине.

Ним те калаймӑн, юррине тупнӑ вара! Анчах ҫакӑ ҫеҫ-и? Е уттарса ҫеҫ пыраҫҫӗ, чӗрӗк ҫухрӑма юлаҫҫӗ, вара лашине тӑруках сиккипе яраҫҫӗ те, ахӑрашса та шӑй-шай шӑхӑрса, иртсе каяҫҫӗ, иртсе кайнӑ чух вара тепӗр ҫуна ҫинче ларса пыракан савӑнӑҫлӑ, анчах ашкӑнмасӑр пыракан ҫынсене юр муклашкисемпе переҫҫӗ. Ашкӑнманнисем хӑйсене ҫапла ик-виҫӗ хут кӳрентернӗ хыҫҫӑн хӳтӗленме шутларӗҫ. Ашкӑнакансене мала ирттерсе ячӗҫ те хӑйсем те ҫемҫе юрӑ ывӑҫла-ывӑҫла илчӗҫ, лешсем ан асӑрхаччӑр тесе, асӑрханса ывӑҫласа илчӗҫ. Акӑ ашкӑнакансем каллех уттарса кӑна кайрӗҫ, юлчӗҫ, ашкӑнманнисем вара чееленсе пыраҫҫӗ, ирттерсе кайнӑ чух хӑйсем хӗҫпӑшалланнине нимпе те кӑтартмарӗҫ; акӑ ашкӑнакансем каллех, ахӑрашса та шӑй-шай шӑхӑрса, вӗсем патнелле ыткӑнса килеҫҫӗ, ашкӑнманнисем вӗсене лешсем пӗр кӗтмен ҫӗртен хирӗҫ тӑма хатӗрленчӗҫ, анчах мӗн ку? Ашкӑнакансем сылтӑмалла пӑраҫҫӗ те, канав урлӑ каҫса, — вӗсене вӑл ним те мар, — вӗсенчен пилӗк хӑлаҫран иртсе каяҫҫӗ: «Ҫапла, кӑна вӑл чухласа илнӗ, тилхепене хӑй тытнӑ, ура ҫине тӑрса тытса пырать», — теҫҫӗ ашкӑнманнисем, — «ҫук, ҫук, хӑваласа ҫитетпӗр! Тавӑратпӑр! Ӑсран каймаллах чуптараҫҫӗ. Хӑваласа ҫитӗҫ-и е ҫук-и… «Хӑваласа ҫитетпӗр!» — теҫҫӗ савӑнӑҫлӑн ашкӑнманнисем, «ҫук», — теҫҫӗ вӗсем тарӑхса, вара каллех хавасланса каяҫҫӗ. — «Хӑваласа ҫитеҫҫӗ!» — теҫҫӗ тарӑхса ашкӑнаканнисем, — «хӑваласа ҫитеймеҫҫӗ!» — хавасланса калаҫҫӗ вӗсем. — Хӑваласа ҫитӗҫ-ши е ҫитмӗҫ-ши?

Лӑпкӑ пыракан ҫуна ҫинче Кирсановсемпе Бьюмонтсем лараҫҫӗ; ашкӑнаканнисем — тӑватӑ ҫамрӑк ҫын та пӗр хӗрарӑм; ҫунари пур шӑв-шава вӑл тӑвать те ӗнтӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, mesdames тата messieurs, сире каллех курнӑшӑн эпир питӗ, питӗ савӑнатпӑр, — терӗ вӑл завод пусми ҫинче, — господа, хӗрарӑмсене ҫуна ҫинчен анма пулӑшӑр-ха, — хушса хучӗ вӑл хайпе пӗрле пынӑ ҫамрӑксене.

Часрах, часрах пӳлӗме кӗмелле! Сивӗ пурне те хӗретсе янӑ!

— Сыв-и, старик! Ара вӑл сирӗн пачах та старик мар! Катерина Васильевна, мӗн эсир мана вӑл старик терӗр-ха? Вӑл ман хыҫҫӑн та явкаланса ҫӳреме пултарать-ха. Пултаратӑр-и, савнӑ старик? — терӗ шавлӑ ҫуна ҫинче ларса килнӗ хӗрарӑм.

— Пултаратӑп, — терӗ Полозов, хӗрарӑм хӑйӗн кӑвак бакенбардисене сӑтӑркаланипе ним тума аптраса ӳкнӗ, ҫухалса кайнӑскер.

— Ачасем, ман хыҫҫӑн явкаланса ҫӳреме ирӗк паратӑр-и ӑна?

— Ирӗк паратпӑр, — тет ҫамрӑксенчен пӗри.

— Ҫук, Ҫук! — теҫҫӗ ытти виҫҫӗшӗ.

Анчах шавлӑ ҫуна ҫинче ларса килнӗ хӗрарӑм мӗншӗн пӗтӗмпех хура тумланнӑ-ха? Траур-и вӑл е каприз-и?

— Ҫапах та эпӗ ывӑнтӑм, — тет те вӑл пӗтӗм зал тӑршшӗпех каякан тӗрӗк диванӗ ҫине выртать — Ачасем, минтерсем нумайрах илсе килӗр! Мана кӑна мар! Ытти хӗрарӑмсем те ывӑннӑ пулӗ, тесе шутлатӑп.

— Ҫапла, эсир пире те тертлентерсе пӗтертӗр, — тет Катерина Васильевна.

— Мана сирӗн хыҫҫӑн лакӑм-тӗкӗмсем ҫийӗпе хӑвалани пӗтӗмпех минретрӗ! — тет Вера Павловна.

— Юрать-ха, завода ҫитесси пӗр ҫухрӑм ҫеҫ юлнӑччӗ! — тет Катерина Васильевна.

Вара иккӗш те, ывӑнса ҫитнӗскерсем, диван ҫинчи минтерсем ҫине лараҫҫӗ.

— Эсир чухласа илме пултараймастӑр! Эсир сиккипелен сахал ҫӳренӗ пулмалла! Сирӗн, ман пек, ура ҫине тӑмалла пулнӑ; вара лакӑм-тӗкӗмсем те ним те мар.

— Эпир те самаях ывӑнтӑмӑр, — тет хӑйшӗн те, Бьюмонтшӑн та Кирсанов. Вӗсем хӑйсен арӑмӗсем патне лараҫҫӗ. Кирсанов Вера Павловнӑна ыталаса илет; Бьюмонт Катерина Васильевна аллине тытать. Идилилле картина. Телейлӗ мӑшӑрсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ. Хура тумланнӑ хӗрарӑм сӑнӗ самантлӑха кӑна тӗксӗмленсе илчӗ, анчах ӑна, хӑйпе килнӗ пӗр ҫамрӑксӑр пуҫне, никам та асӑрхамарӗ; ҫамрӑк вара чӳрече патне пычӗ те сивӗ ҫанталӑк кӗленче ҫине ӳкернӗ эрешсем ҫине пӑхма тытӑнчӗ.

— Мesdames, сирӗн историйӗрсем питӗ интереслӗ, анчах эпӗ нихӑшне те лайӑххӑн илтмен-ха, вӗсем чӗрене хускатакан тата пӑртак кулӑшларах япаласем пулнине те лайӑхпа пӗтнине ҫеҫ пӗлетӗп, ҫакна юрататӑп эпӗ. Анчах ӑҫта-ха старик?

— Вӑл хуҫалӑх ӗҫне тӑвать, апат таврашӗ хатӗрлет; ку ӗҫпе вӑл яланах интересленет, — терӗ Катерина Васильевна.

— Ну, апла-тӑк, пултӑрах эппин. Каласа парӑр-ха, тархасшӑн. Анчах кӗскен; кӗске калаҫусене юрататӑп эпӗ.

— Эпӗ питӗ кӗскен каласа парӑп. Анчах малтанах асӑрхаттаратӑп: ман историн вӗҫӗнче вӑрттӑнлӑхсем пур.

— Апла пулсан, эпир ку господасене хӑваласа ярӑпӑр. Е вӗсене халех ямалла-и?

— Ҫук, халӗ итлеме пултараҫҫӗ-ха вӗсем.

Вера Павловна хайӗн историне каласа пама пуҫларӗ.

— Ха, ха, ха! Ку савнӑ Жюли! Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп. Чӗркуҫленсе те ларать, ятлать те, хӑйне тата пӗр тирпее пӗлмесӗр тыткалать!

— Браво, Вера Павловна! «Чӳречерен сикетӗп!» — браво, господа! — хура тумлӑ хӗрарӑм алӑ ҫупма тытӑнчӗ. Ҫак команда тӑрӑх ҫамрӑксем хӑлхана ҫурас пекех алӑ ҫупма тата «браво», «ура» тесе кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

— Мӗн пулчӗ сире? Мӗн пулчӗ сире? — терӗ Катерина Васильевна тата ик-виҫ минутран, хӑраса кайса.

— Ҫук, нимех те мар, ахаль ҫеҫ; шыв парӑр-ха, ан чӑрманӑр, Мосолов илсе те килет авӑ. Тавах, Мосолов; вӑл паҫӑр чӳрече патне кайса тӑнӑ ҫамрӑк панӑ шыва илчӗ, — куратӑр-и, мӗнле вӗрентсе пӗтернӗ эпӗ ӑна, пурне те малтанах пӗлет. Халӗ пӗтӗмпех иртсе кайрӗ. Тархасшӑн, малалла калӑр; эпӗ итлетӗп.

— Ҫук, эпӗ ывӑнтӑм, — терӗ вӑл тата пӗр пилӗк минутран, лӑпкӑн диван ҫинчен тӑрса. — Манӑн канас, пӗрер сехет е сехет ҫурӑ ҫывӑрса илес пулать. Куратӑр-и, эпӗ чӑрманса е чӑрмантарса тӑмастӑп, каятӑп. Атя, Мосолов, старике шырама, вӑл пире вырӑн тупса парӗ.

— Тӑхтӑр-ха, мӗншӗн ҫакна манӑн тумалла мар? — терӗ Катерина Васильевна.

— Чӑрманма кирлех-и вара?

— Эсир пире пӑрахса каятӑр-и? — терӗ ҫамрӑксенчен пӗри, халех вилсе каяс пек пулса, — ҫакна малтанах пӗлнӗ пулсан, эпир хамӑрпа пӗрле кинжал илсе килнӗ пулӑттӑмӑр. Халӗ пирӗн нимпе чикӗнме те ҫук.

— Апат парсан, вилкӑсемпе чикӗнетпӗр! — хӑрушлӑхран пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннӑ пек савӑнса каларӗ тепри.

— О ҫук, тӑван ҫӗршывӑн шанчӑкне вӑхӑтсӑр пӗтерес килмест манӑн, — терӗ хура тумланнӑ хӗрарӑм, — йӑпанӑр, ачамсем. Мосолов, пӗчӗкрех минтерне сӗтел ҫине!

Мосолов минтерӗ сӗтел ҫине хучӗ. Хура тумлӑ хӗрарӑм сӗтел умне мӑнаҫлӑн пырса тӑчӗ те аллине ерипен минтер ҫине антарчӗ.

Ҫамрӑксем ун аллине пырса чуптурӗҫ. Катерина Васильевна ывӑннӑ хӑнана вырттарма кайрӗҫ.

— Мӗскӗн! — терӗҫ ашкӑнмасӑр килнӗ виҫӗ ҫын та пӗр харӑсах, вӗсем залран тухса кайсан.

— Маттур вӑл! — терӗҫ виҫӗ ҫамрӑк ҫын.

— Ҫапла ҫав! — терӗ мӑнаҫлӑн Мосолов.

— Эсӗ ӑна нумайранпа паллатӑн-и?

— Пӗр виҫӗ ҫул.

— Ун упӑшкине лайӑх пӗлетӗн-и?

— Лайӑх. Эсир ан хӑрӑр, тархасшӑн, — хушса хучӗ вӑл, ашкӑнмасӑр килнисем енне ҫаврӑнса, — вӑл ывӑннипе ҫапла.

Вера Павловна упӑшкипе Бьюмонт иккӗленнӗн пӑхса илчӗҫ те пуҫне пӑркаларӗҫ.

— Каларӑр та! Ывӑннӑ пулать! — терӗ Кирсанов.

— Шантарсах калатӑп. Ывӑннӑ ҫеҫ. Ҫывӑрать те акӑ пурте иртсе каять, — ним те пулман пек лӑпкӑн каларӗ Мосолов.

Тата пӗр вунӑ минутран Катерина Васильевна таврӑнчӗ.

— Мӗнле? — ыйтрӗҫ унтан пӗр харӑсах. Мосолов ыйтмарӗ.

— Ҫывӑрма выртрӗ, ӗнтӗ тӗлӗрсе те кайрӗ, халӗ ҫывӑрать те пулӗ ӗнтӗ.

— Каларӑм вӗт эпӗ сире, — терӗ Мосолов. — Нимех те мар.

— Ҫапах та мӗскӗн вӑл! — терӗ Катерина Васильевна. — Ун умӗнче уйрӑм пулар. Эпир иксӗмӗр, Верочка, Чарли вара Сашӑпа.

— Анчах пурпӗрех ку япала пире пӗрре те кансӗрлемелле мар, — терӗ Мосолов, — эпир юрлама та, ташлама та кӑшкӑрашма та пултаратпӑр: вӑл пите хытӑ ҫывӑрать.

Ҫывӑрать пулсан, нимех те мар пулсан, мӗнех вара апла? Хура тумланнӑ хӗрарӑм кӑмӑла чӗрӗк сехетлӗхе хускатса хӑварни иртсе кайрӗ, ҫухалчӗ, манӑҫа тухрӗ, — пачах мар ӗнтӗ, анчах пачах тенӗ пекех. Хура тумлӑ хӗрарӑмсӑр вечер майлашма пуҫларӗ, ӗлӗкхи вечерсем майлах пулса кайрӗ, савӑнӑҫ пуҫланчӗ.

Савӑнӑҫ, анчах пысӑках мар. Мӗнле пулсан та, хӗрарӑмсем, темрен хӑранӑ пек, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Вера Павловна икӗ хутчен вӑрттӑн упӑшкине пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ: «Саша, манпа та ҫакӑн пек япала пулса тӑрсан мӗн пулӗ?» Кирсанов малтанхи хутӗнче ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ; иккӗмӗшӗнче каламаллине тупрӗ: «Ҫук, Верочка, санпа ун пек япала пулма пултараймасть». — «Пултараймасть? Эсӗ чӑнах та ҫапла, тесе шутлатӑн-и?»  — «Ҫапла шутлатӑп». — Катерина Васильевна та упӑшкине вӑрттӑн икӗ хутчен ҫапла пӑшӑлтатрӗ: «Манпа ҫак япала пулма пултарать-и, Чарли?» Пӗрремӗш хутӗнче Бьюмонт кулса кӑна илчӗ, савӑнӑҫлӑ та мар, лӑплантарасшӑн пулса та мар, иккӗмӗш хутӗнче вара мӗн каламаллине вӑл та тупрӗ: «Пултараймастех пулмалла; пултараймастех».

Анчах кусем ытахальтен тенӗ пек ҫеҫ калаҫнисем пулчӗҫ, вӗсем те малтанлӑха кӑна. Пӗтӗмӗшпе илсен, вечер савӑнӑҫлӑрах кайрӗ, тата ҫур сехетрен вара пушшех те савӑнӑҫлӑрах пулчӗ. Калаҫрӗҫ, вылярӗҫ, юрларӗҫ. Вӑл хытӑ ҫывӑрать ыттисене пример парать, тесе ӗнентерчӗ Мосолов. Чӑнах та ҫав, ӑна кансӗрлеме те май ҫук: вӑл кайса выртнӑ пӳлӗм залран питӗ инҫетре, виҫӗ пӳлӗм, коридор, пусма, унтан каллех пӳлӗм урлӑ, хваттерӗн пачах тепӗр енче.

Ҫапла, вечер пӗтӗмпех майланса кайрӗ.

Ҫамрӑксем, яланхи пекех, пӗрре ыттисемпе хутӑшса кайрӗҫ, тепре уйрӑлчӗҫ е пӗтӗмпех, е кӑшт анчах уйрӑлчӗҫ вӗсем; пӗр-икӗ хутчен Бьюмонт та вӗсемпе пӗрле пулчӗ, пӗр-икӗ хутчен пӗтӗм ушкӑна йӑлтах Вера Павловна хӑй туртса илчӗ.

Пакӑлтатасса чылай пакӑлтатрӗҫ, сӳтсе явасса пурӗ пӗрле сӳтсе яврӗҫ, анчах нумай мар.

Пурте пӗрле ларчӗҫ.

— Ну мӗнле-ха, пӗтӗмпе илсе пӑхсан: аван-и е киревсӗр-и? — ыйтрӗ паҫӑр вилсе выртас пек пулса кайнӑ ҫамрӑк.

— Аванран ытларах киревсӗр, — терӗ Вера Павловна.

— Мӗншӗн апла, Верочка? — терӗ Катерина Васильевна.

— Мӗнле пулсан та, пурнӑҫра унсӑр пулмасть, — терӗ Бьюмонт.

— Пурнӑҫра ку япала пулатех, — ҫирӗплетрӗ Кирсанов.

— Питӗ лайӑх, киревсӗр эппин, питӗ лайӑх, — терӗ ыйтаканни.

Ытти виҫӗ юлташӗ пуҫӗсемпе сулчӗҫ те: «Браво, Никитин», — терӗҫ.

Ҫамрӑксем айккинерехре лараҫҫӗ.

— Эпӗ ӑна пӗлмен, Никитин; эсӗ вара пӗлнӗ пулмалла? — ыйтрӗ Мосолов.

— Эпӗ ун чухне ача пулнӑ. Курнӑ.

— Аса илнӗ тӑрӑх, сана мӗнле пек туйӑнать, тӗрӗс каласҫӗ-и вӗсем? Тус тесе, илемлетсе каламаҫҫӗ-и?

— Ҫук.

— Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна курман та-и вара?

— Ҫук. Тепӗр тесен тата, Бьюмонт ун чухне Америкӑра пулнӑ вӗт.

— Чӑнах та ҫав! Карл Яковлевич, минутлӑха килӗр-ха, тархасшӑн. Эсир Америкӑра вӗсем каланӑ вырӑса тӗл пулман-и?

— Сук.

— Ӑна таврӑнма та вӑхӑт ӗнтӗ.

— Ҫапла.

— Мӗнле фантази килсе кӗчӗ ман пуҫа, — терӗ Никитин, — шӑпах унпа мӑшӑр пулмалла.

— Господа, килӗр хӑшӗ те пулин манпа юрлама, — терӗ Вера Павловна, — юрлас текенсем иккӗ те пур-и? Ку тата та аванрах.

Мосоловпа Никитин юлчӗҫ.

— Эпӗ сана интереслӗ япала кӑтартма пултаратӑп, Никитин, — терӗ Мосолов. — Мӗнле шухӑшлатӑн: вӑл ҫывӑрать-и е ҫук-и?

— Ҫук.

— Анчах ан кала. Ӑна хӑйне кайран, лайӑхрах паллашсан каласа парӑн. Ыттисене — никама та ан кала. Вӑл юратмасть.

Хваттерӗн чӳречисем аялта тӑраҫҫӗ.

— Паллах, ав ҫав ҫутӑ чӳрече ӗнтӗ? — Мосолов пӑхса илчӗ. — Ҫавӑ. Куратӑн-и?

Хура тумланнӑ хӗрарӑм креслине сӗтел патне шутарса ларнӑ. Сулахай аллипе вӑл сӗтел ҫине таяннӑ. Аллаппийӗ унӑн, тӑнлавӗпе ҫӳҫне кӑшт хупласа, айккинелле тайнӑ пуҫне тытса тӑрать. Сылтӑм алли сӗтел ҫинче выртать, ун пӳрнисем, темле кӗвӗ каланӑ пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт сиксе илеҫҫӗ. Пичӗ унӑн тӑтӑшах шухӑша кайнӑ чухнехи пек тӑрать, хай салхуллӑ, анчах хаяртарах сӑнлӑ. Куҫхаршисем кӑштах пӗрлешеҫҫӗ те каллех уйрӑлаҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ те каллех уйрӑлаҫҫӗ.

— Яланах ҫапла-и, Мосолов?

— Куратӑн. Анчах кил эсӗ, атту шӑнса пӑсӑлӑпӑр. Чӗрӗк сехет хушши тӑратпӑр ӗнтӗ.

— Мӗнле чунсӑр ҫын эсӗ! — терӗ Никитин ревербер тӗлӗнчен малти пӳлӗм витӗр иртнӗ чухне, юлташӗн куҫӗнчен шӑтарас пек пӑхса.

— Ӗнтӗ хӑнӑхса ҫитрӗм, тӑванӑм. Эсӗ ҫеҫ пӗрремӗш хут куратӑн.

Апат-ҫимӗҫ пачӗҫ.

— Эреххи вара чипер пулмалла, — терӗ Никитин, — мӗнле хӑватлӑ вӑл! Сывлӑша питӗрет.

— Эх, хӗрача! Куҫӗсем те хӗрелсе кайрӗҫ! — терӗ Мосолов.

Пурте Никитина вӑтантарма тытӑнчӗҫ. «Ку вӑл чыхӑнса кайнипе ҫеҫ пулчӗ, атту эпӗ ӗҫме пултаратӑп», — тӳрре тухма хӑтланчӗ вӑл. Миҫе сехет ҫитнине пӗлчӗҫ. Вунпӗр сехет кӑна иккен-ха, тата ҫур сехет калаҫса ларма юрать-ха, ӗлкӗретпӗр.

Тата ҫур сехетрен Катерина Васильевна хура тумлӑ хӗрарӑма вӑратма кайрӗ. Хӗрарӑм ӑна алӑк патӗнче, ыйхӑ хыҫҫӑн карӑнкаласа кӗтсе илчӗ.

— Лайӑх ҫывӑртӑр-и?

— Питӗ лайӑх.

— Мӗнле туятӑр хӑвӑра?

— Ҫав тери лайӑх. Нимех те мар терӗм вӗт эпӗ сире, ытлашши ашкӑннипе ывӑннӑччӗ. Халӗ ӗнтӗ хама сӑпайрах тыткалӑп.

Анчах ҫук, сӑпай пулаймарӗ вӑл. Тепӗр пилӗк минутран вӑл Полозова тыткӑна илчӗ, ҫамрӑксене командӑсем пара пуҫларӗ, икӗ кашӑк аврипе сӗтеле марш кӗвви е тата ҫавӑн пек темле япала шаккама тытӑнчӗ. Хӑй вара кайма пуҫтарӑнма хистерӗ, анчах ыттисем, вӑл ашкӑннипе уҫӑлса кайрӗҫ те васкамарӗҫ.

— Лашасем хатер-и? — ыйтрӗ вӑл, сӗтел хушшинчен тӑрса.

— Ҫук-ха, кӳлме ҫеҫ хушнӑ.

— Йӑлӑхтармӑшсем! Апла пулсан, Вера Павловна, мана мӗн те пулин юрласа парӑр: мана сирӗн сассӑр лайӑх терӗҫ.

Вера Павловна темскер юрласа пачӗ.

— Эпӗ сиртен юрласа пама час-часах ыйтӑп, — терӗ хура тумлӑ хӗрарӑм.

— Халӗ ӗнтӗ эсир юрлӑр! Халӗ ӗнтӗ эсир! — ҫыпӑҫрӗҫ пурте ӑна.

Анчах ҫыпӑҫма та ӗлкӗреймерӗҫ, вӑл рояль патне ларчӗ.

— Юрласа парасах пуль ҫав, анчах эпӗ юрлама пӗлместӗп, ҫапах та ку мана чарса тӑраймасть, мана ним те чарса тӑраймасть! Анчах mesdames тата messieures, эпӗ пачах та сирӗншӗн мар, ачасемшӗн ҫеҫ юрлатӑп. Ачамсем, аннӗртен ан кулӑр! — хӑй вара, юрӑ кӗввине шыраса, аккорд илчӗ: — ачасем, ан кулӑр, мӗншӗн тесен эпӗ пӗтӗм чунӑм-чӗремпе юрлатӑп. — Вара, нотӑсене питӗ ҫарӑлтаттарса кӑларма тӑрӑшса, вӑл юрласа ячӗ:

Йӗрет кӑвак…

Ҫамрӑксем ҫак кӗтмен япаларан пӗрӗхтерсе кулса ячӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те кулма пуҫларӗҫ, юрлакан хӑй те ахӑлтатса ямасӑр чӑтаймарӗ, анчах кулма ҫавӑнтах чарӑнчӗ те пушшех те ҫарӑлтатакан сасӑпа юррине малалла тӑсрӗ:

Кӑвакарчӑн,
Ҫӗрӗпе те кунӗпе.

Савнӑ ырӑ тусӗ унӑн… —
анчах кунта ҫитсен ун сасси чӑнах та чӗтресе кайрӗ те юрӑ татӑлчӗ.
«Тухмасть, тухманни лайӑх та, вӑл тухма пултараймасть — урӑххи, лайӑхраххи тухӗ; аннӗр вӗрентнине итлӗр, ачамсем: хӗрсене юратса ан пӑрахар, хӑвӑр авланмалла маррине пӗлсе тӑрӑр». Вӑл вӑйлӑ, тулли контральтпа юрласа ячӗ:

Нумай пирӗн аулсенче хӗрсем,
Куҫӗсенче ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.

Саван-тӑк — телей пулӗ, пулӗ реххет,
Анчах, —
ку «анчах» ухмахла япала вӑл, ачасем, —
Анчах каччӑшӑн ирӗк пурнӑҫ шепрех, —
хирӗҫле калани унта мар, — апла хирӗҫлени ухмахла хӑтланни вӑл, — анчах эсир мӗншӗнне пӗлетӗр:

Ан авлан, чипер яш!

Итлесем мана!

Малалла вара, ачасем, ухмахла япаласем; ку та ухмахла япала пулмалла-ха; юрать, ачасем, юратса пӑрахма та юрать, авланма та юрать, анчах пӗлсе, улталанмасӑр, улталанмасӑр, ачасем. Эпӗ сире хам ҫинчен, хам качча мӗнле тухни ҫинчен юрласа парӑп, романсӗ кивӗ, анчах эпӗ хам та карчӑк вӗт. Эпӗ Дальтонри хамӑр замокӑн балконӗ ҫинче ларатӑп, эпӗ шотландка вӗт, шап-шурӑ питлӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ шотландка; ҫывӑхрах вӑрман та Брингал шывӗ; балкон патне, паллах, вӑрттӑн, ман пулас упӑшка пырать; вӑл чухӑн, эпӗ вара пуян, барон, лорд хӗрӗ; анчах эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, ун валли юрлатӑп:

Брингал ҫыранӗсем хитре.

Вӑрман, ав, таврара;
Ҫак кӑнтӑрла туспа пире
мӗншӗн тесен вӑл кӑнтӑрла пытанса пурӑннине тата кашни кунах урӑх вырӑна куҫнине эпӗ пӗлетӗп, —
Килтен те лайӑхрах; —
тепӗр тесен тата, атте килӗ чӑнах та ытла лайӑхах пулман.
Ҫапла вара эпӗ ӑна: санпа пыратӑп, тесе юрлатӑп. Мӗнле шутлатӑр эсир, мӗнле тавӑрать вӑл мана?

Эс халь пуласшӑн акӑ ман,
Манасшӑн хӑв йӑхна, —
мӗншӗн тесен, эпӗ чаплӑ ҫемьерен тухнӑ вӗт-ха, —
Анчах чухлаччӗ эс малтан
Манӑн пурнӑҫӑма.

«Эсӗ сунарҫӑ-и?» — тетӗп эпӗ. — «Ҫук». — «Эсӗ браконьер-и?»  — «Кӑшт ҫеҫ пӗлмерӗн», — тет вӑл, —
Тӗттӗм каҫ ачисем эпир, —
мӗншӗн тесен, сирӗнпе эпир, ачасем, mesdames тата messieures, питӗ путсӗр ҫынсем, —
Пухӑнатпӑр та вара —
Пачах манатпӑр иртнине,
Манатпӑр хамӑра, —
юрлать вӑл.
— «Тахҫанах чухласа илтӗм, — тетӗп эпӗ, — эсӗ вӑрӑ-хурах», мӗнех вара, тӗрӗс, вӑл вӑрӑ-хурах, — ҫапла-и? вӑл вӑрӑ-хурах. Мӗнле тавӑрать-ха вӑл, господа? «Хӑвах куратӑн, эпӗ начар упӑшка пулатӑп саншӑн», — тет:

Пикеҫӗм, эпӗ ыр ҫын мар;
Пурнап чӑтлӑхсенче; —
питӗ тӗрӗс, чӑтлӑхсенче, ҫавӑнпа та манпа ан пыр, тет,
Пурнӑҫӑм та хӑруш, хаяр, —
мӗншӗн тесен, чӑтлӑх вӑрмансенче тискер кайӑксӗм вӗт, —
Ӗмӗр иртет кичем, —
ку тӗрӗс мар, ачасем, кичем пулмасть, анчах эпӗ вӑл вӑхӑтра шухӑшларӑм, вӑл та шухӑшларӗ; анчах эпӗ пур-пӗрех хамӑнне калатӑп:

Брингал ҫыранӗсем хитре.

Вӑрман, ав, таврара;
Ҫак кӑнтӑрла туспа пире
Килтен те лайӑхрах.

— Чӑнах та ҫавӑн пек пулчӗ. Апла пулсан, манӑн ӳкӗнмелле те пулман: хам мӗн курасси ҫинчен мана малтанах каланӑ. Эппин, юратма та, авланма та юрать, ачасем: анчах ултавсӑр; тата суйласа илме пӗлӗр.

Уйӑх тухать
Шӑппӑн та лӑпкӑн;
Каччӑ каять — Ҫапӑҫӑва, вӑрҫа.

Йӗкӗт пӑшалне авӑрлать;
Хӗрӗ ӑна ак калать:
«Савниҫӗм, пӗр шиксӗр
Шан хӑв шӑпуна», —
ҫакӑн пеккисене юратма, качча илме юрать.

(«Эпӗ мӗн каланине асра ан тыт, Саша, итле ӑна!» — тет пӗр хӗрарӑмӗ, вара аллине чӑмӑртать. — «Мӗншӗн каламарӑм-ха эпӗ сана ҫакна? Малашне калатӑп ӗнтӗ», — пӑшӑлтатать тепри.)

— Ҫакӑн пеккисене юратма ир ӗк паратӑп тата пиллетӗп те, ачасем:

Савниҫем, пӗр шиксӗр
Шан хӑв шӑпуна! —
Пӗтӗмпех уҫӑлса кайрӑм, савӑнма пуҫларӑм эпӗ кунта сирӗнпе, — ӑҫта савӑнӑҫ, унта вара ӗҫес пулать,
Гей, хупахҫӑ, ярса пар
Симпылна та эрехне.

симпыл тенине ӑна юрӑран сӑмаха кӑларса пӑрахма ҫуккипе ҫеҫ — шампански юлнӑ-и? — юлнӑ? — питӗ лайӑх! — уҫӑр.

Гей, хулахҫӑ, ярса пар
Симпылна та эрехне, —
Пуҫӑм кайтӑр уҫӑлса,
Савнӑҫ кӗтӗр чӗрене!

Кам хупахҫӑ? Эпӗ хупахҫӑ:
Куҫхаршийӗсем хура,
Таканӗсем тӑк! та так!

Вӑл сиксе тӑчӗ те аллипе куҫхаршийӗсене сӑтӑрса илчӗ, кӗлисемпе тӑклаттарчӗ.

— Ятӑм, хатӗр! Mesdames тата messieures, старик, ачасем, — илӗр, пуҫӑрсем уҫӑлса кайччӑр, хаваслӑ пултӑр!

— Хупахҫӑшӑн! Хупахҫӑшӑн!

— Тавах! Хам сывлӑхшӑн ӗҫетӗп, — вара вӑл каллех рояль патне ларчӗ, юрлама пуҫларӗ:

Хуйхӑмӑр кайтӑр сирӗлсе! —
сирӗлет те ӗнтӗ вӑл, —
Вара ҫӗнелнӗ чӗрене
Тулать ак савӑнӑҫ кӗрсе, —
ҫапла пулать те, — вӑл курӑнсах тӑрать:

Шиклӗх мӗлке пек тарать
Килекен ҫап-ҫут кунран;
Ҫута, ӑшӑ, аромат
Тӗттӗме, сивве тартать;
Ҫӗрӗк шӑршӑ тамалать,
Ырӑ шӑршӑ сарӑлать…

Сайт:

 

Статистика

...подробней