Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел патӗнче хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерсен, вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, хӑрах урине маларах кӑларса, йӗкӗлтевлӗ куҫӗсемпе Христофор аттене тӗллерӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тата кӑшт ҫеҫ вӑй хурса мекӗҫленмеллеччӗ, вара ҫеҫенхир ҫӗнтернӗ пулӗччӗ.Еще бы, кажется, небольшое усилие, одна потуга, и степь взяла бы верх.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр хӗрарӑмӗ тӳрленсе тӑрать, ыратакан пилӗкӗ ҫине икӗ аллине те хурса, Егорушкӑн хӑмач кӗпине куҫӗпе пӑхса ӑсатать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫав ҫынсемех-ҫке унччен пӗр-икӗ эрне маларах кӑна хӑйсем патне апостол пырать тенине илтсен, ӑна чи хаклӑ хӑна вырӑнне хурса, хапӑл туса кӗтсе илнӗ.Две недели назад те же самые люди встречали апостолов как самых дорогих гостей.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Боримечка пысӑк хачӑ винтне кӑларса ик юппине уйӑрчӗ те вӗсене чӗркуҫҫи ҫине хурса аврӗ, Боримечка аллинче вӗсем тимӗр татӑкӗсем ҫеҫ пулса тӑчӗҫ.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рачко, хӗҫ-пӑшаллӑ ушкӑна курсан, вӗсене хурахсем вырӑнне хурса, кӗҫех тӑнран кайса ӳкмерӗ, вара кӗтмен ҫӗртенех лӑпланчӗ те.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов сӑмахне чун патне хурса, Муратлийский арӑмӗ ҫак тӑлӑх хӗре хапӑл туса йышӑнчӗ.С удовольствием выполняя просьбу Огнянова, Муратлийская радушно приняла бесприютную девушку.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вылякансене вӑл кулкаласа сывлӑх сунчӗ, Заманова хӑй ҫынни вырӑнне хурса алӑ пачӗ, вылянине пӑхса тӑма вӗсен ҫумне ларчӗ.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йӗрекен йӗрӗнтермӗше сак ҫине хурса, вӑл ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те хуҫисене хыттӑн чӗне пуҫларӗ:Положив противного крикуна на скамью, он встал и принялся громко звать хозяев:
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем, хӑйсене куҫ кӗретӗн пысӑка хурса, Огнянова тиркерӗҫ.Они высокомерно осуждали его, с видом людей, сознающих свое превосходство.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вилнӗ тӗрӗкӗн йытти каллех ун асне килчӗ те, ӑна тӑшман вырӑнне хурса каллех йӗрлессӗн туйӑнчӗ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрӑм хӑмӑш хӑвӑлне шыв тултарчӗ, хӑмӑшӗн пӗр вӗҫне суран тӗлле хурса тепӗр вӗҫӗнчен вӗрчӗ те шыв суран витӗр юхса тухрӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑна шанчӑксӑр ҫын вырӑнне хурса тытмасан та, хӑйсен тӗнне пӑхӑнман ҫын тесе, ним мар ҫапса вӗлерме пултараҫҫӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шериф-ага чул патне хутланса ларчӗ, пӑшалне чул ҫине хурса тӗллеме тытӑнчӗ, тӗлле-тӗлле вунӑ ҫеккунт та иртрӗ.Шериф-ага присел на корточки у большого камня, положил на него ружье и прицеливался секунд десять.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем, социализм вӗрентӗвне тӗпе хурса, производствӑлла артельсем организацилеҫҫӗ, наукӑра ҫӗнӗ ҫулсем уҫаҫҫӗ, рабочисене ҫырма-вулама вӗрентеҫҫӗ, вӗсем хушшинче политикӑлла пропаганда туса пыраҫҫӗ, кивӗ йӑласене хӑюллӑн ҫӗмӗреҫҫӗ, ҫӗннисемшӗн чун-чӗререн тӑраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ахаль мар ӗнтӗ ӑна Маркспа Энгельс пысӑка хурса хакланӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Анчах мӗншӗн виҫӗ кун шухӑшламалла манӑн, сире сахал пӗлетӗп-им вара эпӗ? — Катерина Васильевна чарӑнчӗ, аллине Бьюмонт мӑйӗ ҫине хурса, ун пуҫне хӑй патнелле тайӑлтарчӗ те ӑна ҫамкинчен чуптуса илчӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тен, Бьюмонта пулас кӗрӗвӗ вырӑнне хурса, Полозов йӑнӑшнӑ пулӗ?Однако ж не ошибался ли Полозов, предусматривая себе зятя в Бьюмонте?
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӗтел ҫине кӗнеке хурса, вулама вӗрентме пултарӑп.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.