Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVII. Тӗпчесе пӗлни

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 02:41

Предложений: 104; Слово: 984

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Огнянов Хӗвелтухӑҫӗнчи укрепленире Зли-долӑпа Стара шывӗ хушшинчи тӳпере тӑратчӗ. Ҫак укреплени Зли-долӑри укреплени пекех, стратеги енӗпе илсен, пит ӑнӑҫлӑ вырӑнта. Ун тӳпинчен Стрем айлӑмӗн пайӗ пит аван курӑнать, вӑл катари сӑрт-тусене ҫити ешерсе выртать. Ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑх, укрепленире тӑракансем — пурӗ вӑтӑр ҫын — ҫиелти ҫипуҫӗсене хывса пӑрахнӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ, пичӗсенчен тар юхать, ӗҫсӗр аптраса ҫӳреҫҫӗ. Ытти ҫӗрти пекех, ҫынсем кунта та салхуланнӑ.

Огнянов, пӑлхавҫӑлла тумланнӑскер, пиҫиххинчен икӗ револьвер хӗстерсе, окоп умӗнчи тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑчӗ те бинокльрен айлӑмалла тинкерсе пӑхрӗ. Аякра темле кӑвак тӗтӗм курӑнать, ҫынсем унта пушар тесе те шутларӗҫ.

Огнянов тӑпра купи ҫинчен анчӗ те салхуллӑн мӑкӑртатса:
— Ҫук, унта Средна-горара кӑмрӑк ҫунтараҫҫӗ, — терӗ.

Ҫав хушӑра вӑл Боримечкӑна курах кайрӗ, лешӗ темле ют ҫынпа ун патнелле пыратчӗ. Ют ҫын кунти ҫын мар, пӗчӗккӗ те хыткан пӑлхар, сехри хӑпнӑ хӑйӗн, кивӗ шӑлаварпа, ҫанӑсӑр тумтирпе, ҫурӑмӗ ҫине ула-чӑла хутаҫ ҫакнӑ.

— Шпион! — тесе пӗлтерчӗ Боримечка. — Айлӑмра тытса килнӗ. Ыйтса пӗлесшӗнччӗ те, юпа пек, сӑмах та чӗнмест. Мӗн тума хушатӑн ҫакӑнпа?

Огняновӑн сӑн-сӑпачӗ ирӗксӗрех кулнӑ пек курӑнса кайрӗ, вӑл Пӑртлӑ Рачкона палласа илчӗ.

Рачко ӗнер Бяла Черкваран тухса тӗрӗксен Рахманлари ялне кӗпе-тумтир юсамалли ӗҫ шырама тухса кайнӑ-мӗн; ҫак ӗҫпе Бяла Черквари чухӑнсенчен нумайӑшӗ кӑшт укҫа йӳнеҫтереҫҫӗ. Рачко кӗске ӑслӑрах пулнӑ пирки Бяла Черквара та, ытти ҫӗрте те мӗн тума хатӗрленнине тӗшмӗртсех кайман. Ҫилленсе ҫитнӗ тӗрӗксем ӑна Рахманларире кӗпе-тумтир таврашне саплӑк ларттарма кӑна мар, хӑйне те ҫурӑмӗнчен тӗккелесе усал сӑмахсемпе ятласа кӑларса янӑ. Пушӑ алӑпа килне пырса кӗрес мар тесе, Рачко Клисурӑна ҫитсе хӑй валли телей шырама шухӑшланӑ. Анчах тӗрӗксен утлӑ ҫар ушкӑнӗ ун сехрине хӑпартнине пула, Рачко Стара шывӗн айлӑмӗ еннелле тарнӑ, Клисурӑна ҫавӑнтан та пулин ҫитӗп тенӗ. Кунта вара вӑл шӑпах пӑлхавҫӑсен аллине ҫакланнӑ та.

— Мӗн шыраса ҫӳретӗн кунта? — тесе ыйтрӗ унтан Огнянов.

Рачко, хӗҫ-пӑшаллӑ ушкӑна курсан, вӗсене хурахсем вырӑнне хурса, кӗҫех тӑнран кайса ӳкмерӗ, вара кӗтмен ҫӗртенех лӑпланчӗ те. Ҫак хушӑра ӑна Карнарти ҫуртра пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки асне илмешкӗн аванах та пулмарӗ, анчах ҫак хӑрушӑ ҫынсен хушшинче Огнянов шӑлтах тусӗ пек курӑнса кайрӗ те, хайхискерӗн тинех чӗлхи уҫӑлчӗ. Вӑл хӑй епле нуша курса ҫӳрени ҫинчен Огнянова илӗм-тилӗмӗн кала-кала кӑтартрӗ. Вӑл ӗнер кӑна Бяла Черквара пулни ҫинчен пӗлнӗ Бойчо савӑнсах кайрӗ.

— Бяла Черквара халь мӗн сӑмахлаҫҫӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Тем ҫук… илтӗнсех каймасть… турра шӗкӗр, ытлашши нимӗн те илтӗнмест, — тавӑрчӗ Рачко.

Ҫак «нимӗн те илтӗнмест» тени Огнянова ыраттарнӑ пек кӳрентерчӗ.

— Ан суй, тӳррипе кала!

— Калатӑп-ҫке сана, нимӗн те илтӗнмест тетӗп. Ан пӑшӑрхан, нимӗн те пулса иртмен.

— Мӗнле вара нимӗн те пулман?

— Тупата туршӑн, нимӗн те пулман… Кирлӗ пулсан, присяга йышӑнма та пултаратӑп.

«Ку тӑм писмен нимӗн те пӗлмест, — кӳренсе шухӑшларӗ Бойчо. — Тен, вӑл мӗн те пулин пытарасшӑн пуль. Ӑна кунта, чӑн та, тӗрӗксем яман-ши? Епле вара, ыттисем килме пултараймаҫҫӗ пулсан, вӑл тӑр-пӗччен кунта ҫитме пултарнӑ?»

Бойчо ҫак тыткӑна лекнӗ ҫынна шӑтарас пек пӑхса илчӗ.

— Итле-ха эс, пӗтӗмпе чӑннипе каласа пар, суйсан, пуҫна чул ҫине ҫапса ватма хушатӑп! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

— Чим-ха, учитель, вӑл ӗҫе эс мана шанса пар, терӗ Боримечка. — Унӑн пуҫӗ мана кирлӗ пулать. Эпӗ ӑна касса татӑп та тупӑ кӗпҫине чикӗп, унтан тӳрех тӗрӗксен Рахманлари ялне тӗллесе персе ярӑп, унта ҫитсен вӑл кунта мӗн курнине лерисене йӑлт каласа патӑр…

Улӑп пек пысӑк Боримечка ҫак хыткан Рачкона шӑтарас пек пӑхса илчӗ.

— Пӗтӗмпе, пӗтӗмпе каласа парӑп… — мӑкӑртатрӗ вилес пек хӑраса укнӗ Рачко.

— Эп мӗн каланине ас ту вара! — татах хӑратрӗ ӑна Огнянов.

— Ас тумасӑр ара, ас тумасӑр, йӑлтах ас тӑватӑп!

— Бяла Черкваран эс чӑнах та ӗнер тухрӑн-и?

— Ӗнер кӑна, ӗнер тухрӑм… Хӗвел ун чухне ав ҫавӑнта тӑратчӗ.

— Мӗн сӑмахлаҫҫӗ вара унта?

— Нимӗн сӑмахлани те ҫук, пӑшӑрханмалла та мар.

— Стефчов патӗнчен мӗншӗн кайрӑн?

— Вӑл мана хӑваласа кӑларса ячӗ, турӑ тӗп тутӑрах ӑна! Эпӗ суятӑп пулсан Пӑртлӑ Рачко та пулам мар… Ҫут тӗнчере пурӑнасса та чысшӑн кӑна пурӑнатӑп…

Огнянов ун сӑмахне аллипе сулкаласа пӳлчӗ.

— Ӗнер Бяла Черкваран тухас умӗн эсӗ кама куртӑн? Соколова курмарӑн-и?

— Курасса куртӑм та ӑна, ӗнер мар, виҫӗм кун нимӗҫпе пӗрле хӑйсем патне пынине курсаттӑм.

— Хулара ҫуйӑхашу тавраш нимӗн те пулман-и?

— Нимӗн те пулман.

— Тӗрӗксем курӑнмарӗҫ-и?

— Йытти те ҫук.

— Бей никама та тытса хупман-и?

— Илтӗнмест…

— Апла пулсан, Бяла Черквара нимӗнле сас-хура та илтӗнмест эппии?

— Калатӑп-ҫке сана… Мана шанма пултаратӑн.

— Халӑх мӗн калаҫать?

— Нимӗн те ҫук, чиперех калаҫаҫҫӗ.

— Мӗнле вара чиперех?

— Кашни ҫыннӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур… Акӑ, сӑмахран, хама илӗп… Ҫемьем пур, ачасем, хул пуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакатӑп та ялтан яла ҫитсе ӗҫ шыраса ҫӳретӗп… Намӑс тетӗн пуль эс ҫапла ҫӳреме? Ҫук, граф, нимӗн намӑсӗ те ҫук унта. Пӑртлӑ Рачко хӑйӗн чысне хаклакан ҫын… Тӗнчере этем мӗншӗн пурӑнтӑр тата? Леш тӗнчене те вӑл хӑйӗн чипер ятне ҫитересшӗн…

Огнянов тарӑхса аллисене чӑмӑртарӗ.

Ҫак ухмахран вӑл Бяла Черквара пӑлхав хускални ҫинчен систернӗ майпа та пулин пӗлесси килчӗ.

Вӑл тепӗр хут та тӗпчесе ыйтма хӑтланса пӑхрӗ, таврара мӗн пулса пынине ним те пӗлмест иккен, эппин Бяла Черквара та нимӗн те пулман пулинех.

— Иван, мӗн тӑватӑн эс унта? — ыйтрӗ Огнянов Боримечкӑран, лешӗ тыткӑнри ҫыннӑн хутаҫне тем пӑхнине асӑрхаса.

— Ҫак хачӑ пире кирлӗ пулать, — терӗ Иван, хутаҫран пысӑк хачӑпа хуҫлатмалли тимӗр аршӑн кӑларса.

— Мӗне кирлӗ вӗсем сана? Хӑлхине касасшӑн-и унӑнне?

— Тупӑ валли кирлӗ пулать, мур илесшӗне; снаряд тавраш ҫитмест-ҫке пирӗн!

Боримечка пысӑк хачӑ винтне кӑларса ик юппине уйӑрчӗ те вӗсене чӗркуҫҫи ҫине хурса аврӗ, Боримечка аллинче вӗсем тимӗр татӑкӗсем ҫеҫ пулса тӑчӗҫ. Вӑл-аршӑна хулӑ пек авкаласа хуҫса, темиҫе пай туса хучӗ.

— Асӑнта тытнӑ пул! — тыткӑнри ҫын еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ Боримечка. — Ӗҫӳ сан таса мар пулсанах пуҫна пӑрса татӑп та тӳрех тупӑ кӗпҫине чикӗп!

Вӑл ҫавӑнтах Рачко пуҫӗ ҫине пӑхса илчӗ, пуҫӗ унӑн, чӑн та, пӗчӗккӗ, тупӑ кӗпҫине шӑпах шӑнӑҫма пултарать.

— Иван, эсӗ Зли-долӑна кай, вӑл кунта юлтӑр, — терӗ Огнянов. — Вӑл шпион мар, тӑр-ухмах кӑна.

Хӑрушӑ Боримечкӑна таҫта ярасса илтсенех Рачкона чун килсе кӗчӗ.

— Каҫару ыйтатӑп, граф, — терӗ вӑл, эпӗ ҫак хурахсем валли тумтир тавраш юсама пултаратӑп. Ӗҫ кӑна пултӑр… ӗҫ вӑл намӑс мар, ҫыннисем тӳрӗ пулсан…

— Эс мӗнле хурахсем пирки калаҫатӑн? — пӳлсех ыйтрӗ унран Огнянов.

Рачко ӑна хирӗҫ шансах пӑшӑлтатса каларӗ:

— Ҫак пӑлхавҫӑсем, турӑ каҫартӑрах, халь кӑна ман юна ӗҫесшӗн пулчӗҫ-ҫке…

Вӑл ҫавӑнтах пӑлхавҫӑсен енне куҫне мӑчлаттарса кӑтартрӗ.

— Ӑна окоп чавтарӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ те Огнянов, хӑй урӑх ҫӗрелле кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней