Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVII. Ҫӳрен ҫын

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.04 11:20

Предложений: 163; Слово: 1804

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Огнянова хӑй аптраса ӳкменни хальхинче те ҫӑлса хӑварчӗ.

Хуларан тухсан, вӑл чи малтан Никодим пупӑн камилавкипе кӗрӗкне пӗр тӗм айне пытарса хӑварчӗ.

Чарӑна пӗлмен ҫил-тӑман ӑна хулари пушаннӑ урамсемпе иртме пулӑшрӗ, хирте ҫил-тӑман тата ытларах варкӑшать. Ҫил шавласа кӗрлет, Стара-планина хысакӗ тӑвар сапнӑ пек курӑнать. Тӑлӑх, вилӗ уй-хир юрпа пӗркеленнипе кичем те салху. Юрать-ха, пӗлӗт таткаланчӑкӗнчен хӗвел курӑнса кайрӗ, вӑл шӑнса кӳтнӗ ҫӗре кӑштах ӑшӑтрӗ.

Огнянов ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр йӗсӗм катисем урлӑ, ҫырма-ҫатра урлӑ хӗвеланӑҫнелле утрӗ. Пӗр хӳтӗ вырӑнта канма ларса, хӑйӗн хальхи ӑраскалӗ пирки шухӑшларӗ. Ӑраскалӗ начар ҫав-ха унӑн. Темле шӑпа ӑна пӗр чарӑнми йӗрлесе ҫӳрет, Стефчов та ҫав шӑпапа пӗрлех. Чун хавалӗпе юратса, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлени пӗр сехет хушшинче ишӗлсе аннине асне илчӗ вӑл. Тиаккӑн та, тухтӑр та, Стоян пиччӗшӗ те тата ытти ҫывӑх ҫынсем те, тӗрмери шанчӑклӑ тусӗсем те ун асне килчӗҫ; хуйхӑпа ӑвӑнса ҫитекен Рада та асӗнчех, ҫӗнтернипе хавасланакан тӑшманӗсене те курнӑ пек пулчӗ вӑл. Мӗнле майпа сутрӗҫ-ши вӗсене, ҫавна вӑл ниепле те тавҫӑраймарӗ. «Дунав» хаҫатра ҫырса кӑларни, юрӑ ӑсти шпионла хӑтланса ӗҫлени ун тӑшманӗсене вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал тыттарчӗ. Тата тем курасси те пулать-ха, вӑл ҫавна лайӑх ӑнланать. Урӑх уралантарма ҫуках пӗтсе ларчӗ-ши вара вӗсен ӗҫӗ? Ҫак инкек ытти ҫӗрте туса пынӑ ӗҫсене те путарма пултарӗ-шим? Ҫакӑн пек чух тарса кайни хӑравҫӑ тенине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Унӑн халех таврӑнасси килет, тӑшман мӗнле ытла иртӗхсе кайнине вӑл хӑй куҫӗпе хӑй курасшӑн-ха; ӗнтӗ вӑл хӑй пирки асне те илмерӗ, нимӗнрен хӑрама пӗлменскер, вӑл каллех хулана таврӑнма та пултарать.

Огнянов, кӑштах шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн, малтан хӑй ҫинчи тумтирне улӑштарса тӑхӑнмаллине ӑнланса илчӗ. Эппин унӑн малаллах утмалла иккен-ха. Вӑл Овчери ялне кӗрсе тухӗ — хӑй ӗҫпе ҫӳренӗ чух вӑл ҫав ялта тӑтӑшах пулкаласа курнӑччӗ-ха, унта ҫыннисем те шанчӑклӑ. Дялко йыснӑшӗ патӗнче улӑштарса тӑхӑнма пулать. Анчах Овчери Средна-гора тӑвӗн леш енчи йӑлӑмӗнче-ҫке, унта ҫитиччен малтан тӗрӗксен темиҫе ялӗ витӗр иртсе тухмалла, ҫулӗ ним калама та ҫук, хӑрушӑ. Тӗрӗк сунарҫисен икӗ виллине тупнӑ тенӗ хыпар ҫавӑнти ҫурма хурахсен йӑвисене паянах ҫиҫӗм пек ҫитнӗ ӗнтӗ. Ӑна шанчӑксӑр ҫын вырӑнне хурса тытмасан та, хӑйсен тӗнне пӑхӑнман ҫын тесе, ним мар ҫапса вӗлерме пултараҫҫӗ. Хулари пек тумланнӑ ҫын тенипех ӑна тапӑнаҫҫӗ. Ӗнтӗ, хӑрамастӑп тесе, тӳрех вил тамӑка кӗрсе, ӑссӑр пулма юрамасть-ха. Пӗр-пӗр палӑрсах кайми вырӑна ҫитсе, каҫ тӗттӗмӗ пуличчен кӗтме шут тытрӗ вӑл, малалла Стара-планина тӑрӑхӗнчи граб вӑрманӗн чӑтлӑхӗнче пытанса тӑрӑп тесе утрӗ.

Ҫырма-ҫатраллӑ ҫулпа икӗ сехет тертленсе пынӑ хыҫҫӑн Огнянов пӗр ката патне ҫитсе тухрӗ. Вӑл, типӗ ҫатрака ҫине месерле выртса, кӑштах канса илчӗ, канассинчен те ытла мӗн пулса иртнине тавҫӑрма тӑрӑшса шухӑшласа выртрӗ.

Йӑлтах уяртса ячӗ. Кӗрхи ӑшӑ хӗвел ҫӗр питне ачашласа йӑпатать, ирӗлнӗ юр тумламӗсем курӑк ҫинче вутӑн-хӗмӗн йӑлкӑшаҫҫӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт пуҫ ҫинченех ҫерҫисем вӗҫсе иртеҫҫӗ те, пӗрчӗ тавраш шыраса, ҫул хӗрринех ана-ана лараҫҫӗ. Пӗлӗтре, таҫта ҫӳлте, ту ӑмӑрт кайӑкӗ ҫаврӑнса вӗҫет: те пӗр-пӗр ҫӗрте виле тупнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗр хускалмасӑр выртакан ҫынна виле вырӑнне хурать-ши. Огнянов ҫакӑн пирки шухӑшне илчӗ те, ӑна тата ытла кичемлӗх пусрӗ. Ҫав ӑмӑрт кайӑк ӑна темле хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ. Унӑн хаяр шӑпи тӗлне килмест-и ҫав усал кайӑк? Юнлӑ йӗр хывӑнасса кӑна кӗтсе тӑрать-ҫке вӑл, вара сӗм-кӑвак инҫетрен ухӑ йӗппи пек тӑрӑнса аннӑ пулӗччӗ. Тем те пулма пултарать ҫав. Вӗтлӗхре те хӑрамалли ҫук теме юрамасть, тӗрӗк сунарҫисем пӗр май ҫакӑнта явӑнса ҫӳреҫҫӗ, пурте вӗсем — чӑн хурахсем. Огнянов хӗвел анса ларасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтрӗ, хӑй валли шанчӑклӑрах кӗтес шыраса, вӑл вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрерӗ. Вӑхӑт ытла та майӗпен иртет, хӗвел те малалла лӳпперрӗн шӑвать. Ту ӑмӑрт кайӑкӗ вара ҫаплах ҫӳлте саркаланса вӗҫет. Хӑйӗн хура ҫуначӗпе вӑл пӗр-ик хутчен авӑсса илет те каллех ниҫталла хускалми ҫунатне сарса тытать. Огнянов ӑна куҫ сиктерми пӑхса тӑчӗ пулин те, шухӑшӗ хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнипе ҫыхӑнчӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ аса илӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха тӑчӗҫ. Ӗнтӗ ача чухнехи кунӗсем те, чӑтса ирттернӗ тӗрлӗ асап-тӗсепӗ те, сумлӑ идеалӗсене чун хавалӗпе шанса тӑни те сӳне пӗлмерӗ. Болгари тата, вӑл уншӑнах мӗн чухлӗ кӑна нуша курса-чӑтса ирттермерӗ-ши… Ытарма ҫук Болгари… уншӑн тесен нимӗн те хӗрхенсе тӑмалла мар! Болгарин ялкӑшса тӑран кӑшӑлне юнпа сӑрланӑ, ҫутӑ ярӑмӗсем вара хӑйӗн — асран кайми чаплӑ ятсем-ҫке, ҫав ятсен хушшинче Огнянов хӑйӗнне те курасса шанатчӗ… Мӗнле хӗпӗртесе мухтанать вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ-шывӗпе, ун телейӗшӗн тесен вилме пулсан — вилме те хатӗр, унран та ытлараххи тата — Болгари телейӗшӗн пӗтӗм вӑйне-кунне парса кӗрешме ӗмӗтленетчӗ-ха вӑл!

Катара пӑшал шалтлатни янӑраса кайрӗ те, Огнянов тинех хӑй ӑҫта иккенне асне илчӗ. Вӑл йӗри-тавра пӑхкаларӗ. Пӑшал персе ян кайнӑ сасӑ ту варӗсене ҫитсе йӑмрӗ.

«Сунарҫӑсем кайӑка тухнӑ пулмалла», — шантарасшӑн пулчӗ вӑл хӑйне.

Ҫапла майпа лӑпланасси вӑраха пымарӗ. Кӑштах тӑрсан, йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ, унтан ҫын сасси те илтӗнкеле пуҫларӗ. Огнянов ирӗксӗртен тенӗ пек Эмексиз йыттине асне илчӗ. Эмексиз таҫта ҫакӑнти ялсенчен пӗринче ҫуралнине пӗлетчӗ-ха вӑл. Ҫак йытӑ вӗрнине те таҫта илтнӗ пек пулчӗ, элле ӑна ҫавӑн пек туйӑнчӗ кӑна-ши. Йытӑ вӗрни хальхинче хытӑрах та, ҫывӑхрах та илтӗнсе кайрӗ, ҫил вӗрнӗ чухнехи пек вӗтлӗх шӑпӑлтатма тытӑнчӗ, ҫавӑнтан икӗ йытӑ сиксе тухрӗ, иккӗшӗ те сӑмсисене чикнӗ.

Огнянов канса сывлӑш ҫавӑрчӗ.

Ҫак йытӑсене вӑл халиччен курманччӗ-ха, Эмексиз-Пехливан йыттипе тепӗр хут курнӑҫма килмерӗ иккен-ха ӑна, ун йыттине ҫынна тапӑнма вӗрентнӗ… Йытӑсенчен нумайӑшӗ ӑссӑр та кӳренме пӗлменскерсем, анчах Эмексизӑн ылханлӑ йытти калама ҫук ас туса тӑрать, ҫавна эпир Огнянов мӑнастирте чухне ӑна епле тапӑннинченех пӗлетпӗр-ха. Ҫав йытӑ Стефчовӑн ҫывӑх юлташӗ пекех пулса тӑчӗ, вӑл Огнянова вилӗм карти хатӗрлесеччӗ…

Вӗтлӗхре выртакан ҫынна асӑрханӑ йытӑсем Огнянов патне пычӗҫ те шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн малалла юртса кайрӗҫ. Сасартӑк Огнянов ҫынсем пынине те илтрӗ. Вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр чӑтлӑхран персе тухрӗ. Пӑшалпа виҫӗ хут шалтлаттарчӗҫ, таркӑна ҫав хушӑра аяк пӗрчинчен тем ҫыртнӑ пек туйӑнса кайрӗ, вара вӑл сиккипех чупса кайрӗ. Мӗн пулса тӑчӗ-ши хыҫалта, ун хыҫҫӑн чупрӗҫ-ши, чупмарӗҫ-ши, Огнянов ӑна-кӑна пӗлмесӗрех юлчӗ. Часах вӑл тип вар тӗпнелле анчӗ, ун ҫыранне лутра мӑйӑр йывӑҫҫисем хупӑрлатчӗҫ, Огнянов сӗм чӑтлӑха кӗрсе пытанчӗ. Сунарҫӑсем ӑна куҫран ҫухатрӗҫ пулмалла. Огнянов тата кӑштах итлесе тӑчӗ, анчах нимӗн те илтеймерӗ. Урине темле йӗпе ӑшӑтнине вӑл халь кӑна туйса илчӗ. Юн юхнине пула хӑраса: «Амантрӗҫ!» — терӗ. Ҫавӑнтах сулахай урине салтса икӗ енчен юн кайнине асӑрхарӗ, — пульӑ ун пӗҫҫине шӑтарса тухнӑ иккен. Вӑл кӗпинчен пӗр татӑк ҫурса илсе амантнӑ вырӑна ҫыхса ячӗ. Суранӗ хытӑрах сурма тытӑнчӗ, каяс ҫулӗ вара унӑн инҫе те йывӑр-ха. Юн кайнине пула вӑл ытла ӗшенсе ҫитрӗ, ҫиессе те паян чӗптӗм хыпман. Часах каҫ тӗттӗмӗ хупӑрла пуҫларӗ, Огнянов ҫырма йӑлӑмӗнчен иртсе сӑрталла хӑпарчӗ, кунта ыран тӗрӗк полицийӗсем ҫитеҫҫех ӗнтӗ. Огнянов пырса кӗнӗ тӗрӗксен пӗрремӗш ялӗ вилсе пӗтне пекех туйӑнса кайрӗ. Тӗрӗк ялӗсем, тӗттӗм пулса ҫитнӗ май, ҫӑва ҫинчи пекех шӑпланаҫҫӗ. Пӗр лавккаран кӑна сӑмах-юмах илтӗнкелерӗ. Огняновӑн тем пек ҫиесси килетчӗ пулсан та шаккаса пӑхмарӗ. Тата икӗ сехет утрӗ вӑл, ӗнтӗ ял хыҫҫӑн ял кая тӑрса юлчӗ, малта тинех темӗн ҫуталнӑ пек курӑнчӗ. Ку Стрема ҫырми иккен. Огнянов тертленсе те пулин шыв урлӑ утса каҫрӗ, тепӗр ҫырана тухсан, ларса канчӗ, — сивӗ шыва пула ун урисем кӳтрӗҫ, суранӗ тата ытларах ырата пуҫларӗ. Пӗҫҫи шыҫса кайрӗ; Огнянов суранӗ вӗрӗлсе каясран шиклене пуҫларӗ; вӗрӗлсе кайсан, нимӗн тума та ҫук, ҫул варрине ҫитнипех ӳкмелле пулать. Ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те вӑл, ҫыран хӗрринчен типӗ хӑмӑш касса, шӑлаварне хыврӗ, вара Хаджи Димитр вӑхӑтӗнче сурана мӗнле ҫумалли меслетпе хӑй суранне ҫума шут тытрӗ. Вӑрӑм хӑмӑш хӑвӑлне шыв тултарчӗ, хӑмӑшӗн пӗр вӗҫне суран тӗлле хурса тепӗр вӗҫӗнчен вӗрчӗ те шыв суран витӗр юхса тухрӗ. Ҫакӑн пек вӑл темиҫе хут та вӗрсе аппаланчӗ. Кайран, суранне ҫыхса, Огнянов хӑй ҫывхарса ҫитнӗ Средна-гора тӑвӗ патнелле пычӗ. Сӗм-тӗттӗм пула пуҫларӗ. Огнянов Овчери ялнелле васкарӗ, ялӗ ҫаплах курӑнмасть. Часах темле чӑтлӑха пырса кӗчӗ, кунта вӑл нихҫан та пулса курман, тинех вара хӑй аташнине ӑнланса илчӗ.

Аптранипе вӑл чарӑнса итлесе тӑчӗ. Средна-гора тӑвӗн чи ҫӳллӗ хысакӗнче иккен-ха вӑл. Таҫтан ҫын сасси илтӗне-илтӗне каять. Ҫӗрле кунта кӑмрӑкҫӑсенчен урӑх никам та пулма пултараймасть. Таҫта ҫак вырӑнсенче, нумай пулмасть-ха, вут ҫути курнине асне илчӗ Огнянов. Камсем вара вӗсем? Пӑлхарсем-и, тӗрӗксем-и? Вӑл аташса кайрӗ, шӑнса кӳтрӗ, ӗшенсе ҫитрӗ; енчен вӗсем христиансем пулсан, ӑна хӗрхенме пултарас шанчӑк пур унӑн. Тата кӑшт улӑхсан, хӑйӗнчен инҫе те мар вут йӑлкӑшнине курах кайрӗ вӑл, вара тӳрех ҫавӑнталла ҫул тытрӗ. Турат хушшипе ӑна ҫын мӗлкисем курӑнса кайрӗҫ, вӗсем вут тавра ларса тухнӑччӗ, пӑлхарла сӑмахсем те илтӗнчӗҫ. Анчах мӗнле курӑнтӑр-ха вӑл вӗсене? Йӑлтах юнланса пӗтнӗ-ҫке. Вӑл кунта килсе тухни ҫак пӑлхарсене хӑратма пултарать, ыррине курас вырӑнне, инкек-синкек кӳресси пулса тӑрӗ. Ҫыннисем пурӗ виҫҫӗнччӗ. Пӗри темӗнпе витӗнсе выртать, иккӗшӗ ҫунса пӗтеймен вут умӗнче сӑмахласа лараҫҫӗ. Аяккинче ашӑкпа витнӗ лаша утӑ ҫисе тӑрать. Огнянов тимсӗлсе итлесшӗн пулчӗ.

— Е, ҫитӗ ӗнтӗ сӳпӗлтетме… Эс вутӑ пӑрах-ха, эп кӗсрене утӑ парса килем, — терӗ те асли, ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ.

«Эп пӗлетӗп ӑна! Вӑл Вериговӑ ялӗнчен. Иван пичче ывӑлӗ, «Ненко», — хавасланса асне илчӗ Огнянов.

Средна-гора леш енчи Вериговӑ ялне Огнянов лайӑх пӗлет.

Ненко, лаши патне ҫитсен, тир сырӑшӗнчен утӑ илсе хума пӗшкӗнчӗ. Огнянов вӗтлӗхрен тухса ун патнелле ҫывхарчӗ те:
— Ырӑ каҫ сунатӑп, Ненчо бай! — терӗ.

Ненко чӗтренсе илчӗ, пӗшкӗннӗ ҫӗртен ҫӗкленчӗ.

— Кам пултӑн эс?

— Паллаймарӑн-и мана, Ненчо бай?

Вут йӑваш ҫути Огняновӑн пит-куҫне ҫутатрӗ.

— Учитель! Эс-и ку? Кил, кил кунтарах, кунта пирӗн хамӑр ҫынсем… Акӑ пирӗн Цветан кунта, Дойчин бай… Ах, тупата, эс пӑр пекех шӑннӑ-ҫке, йӑлт кӳтсе кайнӑ, — терӗ хресчен, Огняновпа пӗрле вут патнелле ҫывхарса. — Цветанчо, вуттине ытларах пӑрах-ха, хӗмленерех ҫунтӑр… Пӗр христиана ӑшӑтса типӗтмелле… Палларӑнни ӑна?

— Учитель! — хавасланса сӑмах хушрӗ пӗр йӗкӗт. — Эс мӗнле майпа кунта килтӗн?

Вӑл ҫавӑнтах Огнянова типӗ вӗтлӗх ҫине ларма сӗнчӗ.

— Тавтапуҫ сана, Цветанчо!

— Персе амантнӑ ӑна тискер кайӑксем, — хаяррӑн сӑмах хушрӗ Ненко, — тавах-ха турра, ытла хӑрамалли ҫук.

— Мӗн каласси пултӑр!

— Дойчин пичче, тӑр-ха эс те, хӑна пур-ҫке пирӗн! — вӑратса та мар, ҫывӑракан ват ҫынна тӗккелесех тӑратрӗ Ненко.

Вут часах йӑсӑрланса ҫунма тытӑнчӗ. Кӑмрӑкҫӑсем Огняновӑн шурӑхнӑ сӑнарне пӑхса хӗрхенсе илчӗҫ, вӑл вара хӑй мӗн чӑтса ирттернине кӗскен те пулин кала-кала кӑтартрӗ. Вут ӑшши Огнянова часах уҫӑлтарчӗ. Шӑннӑ алли-ури ӑшӑнса ҫитрӗ, текех суранӗ те ытла сурман пек туйӑнчӗ. Дойчин старик хӑйӗн ҫӗтӗлнӗ хутаҫҫинчен ҫӑкӑр чӗлли кӑларчӗ, пуҫлӑ сухан тытрӗ те Бойчона пачӗ.

— Мӗн пуррипе ҫырлахӑпӑр… Ӑшши вара пирӗн, турра шӗкӗр, патшаран та пуян. Ҫиха, ҫи, учитель…

Огнянов хӑйне тата лайӑхрах туя пуҫларӗ. Чунӗ унӑн халиччен пӗлмен хаваслӑхпа тулчӗ. Ҫак чӗрӗ хӑват кӗртекен ылтӑн ҫулӑм, таврари ҫак сӗм вӑрман, ҫак тӗтӗмленсе хуралнӑ пит-куҫсем, ытла ачашшӑн курӑнмасан та ӑшӑтса йӑл кулакансем, вӗсен йывӑр ӗҫре ҫуркаланнӑ аллисем, юлашки чӗлӗ пулсан та пӑлхарла савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫынна ҫӑкӑр сӗннисем — ҫаксем пӗтӗмпе чӗрене кайса тивес пек тӑванла ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ. Суранӗ сурман пулсан, Огнянов хӑйне калама ҫук телейлӗ туйнӑ пулӗччӗ, тен, вара «Ешӗлех те вӑрманӑм, ешӗл вӑрман» тенӗ юрра та шӑратса янӑ пулӗччӗ…

Тул та ҫутӑла пуҫларӗ. Огнянов утланса пынӑ лашине Ненко ҫавӑтса Вериговӑ ялне пырса кӗчӗ те пӗр ҫуртӑн алӑкне шаккарӗ. Картишӗнче йытӑсем вӗрсе ячӗҫ, пӳртрен ҫурт хуҫи — Марин йыснӑшӗ хӑех тухрӗ. Ҫакӑн пек ытла ир ун патне хаклӑ хӑна ҫеҫ пыма пултарасса лайӑх ӑнкарать вӑл.

Хуҫапа хӑнасем малтанласа пӗр-пӗрне сывлӑх сунчӗҫ, унтан сӑмах-юмах пуҫланчӗ.

— Турӑ тӗп тутӑрах ҫав ирсӗр тӗрӗксене! Йытӑсем туласа пӗтерӗҫинччӗ вӗсене! Шуйттан хыпса ҫӑттӑр вӗсен чунӗсене, — терӗ хӗрсе кайнӑ Марин, Огнянова сыхланса ҫеҫ лаша ҫинчен антарнӑ хушӑра, лешӗн ларса килнине пула, ури татах ырата пуҫларӗ.

Огнянова хӑй тахҫан пӗр каҫ выртнӑ кайри пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ. Марин йыснӑшӗ ун суранне пит тишкерсе пӑхса тухрӗ те тепӗр хут ҫӗнетсе ҫыхрӗ.

— Авланиччен тӳрленет, — терӗ вӑл. Кун ҫутӑлса та ҫитрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней