Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I. Вӑрансан

Раздел: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 15:20

Предложений: 57; Слово: 782

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Темиҫе кун хушшинче пӑлхава пур ҫӗрте те путарса лартрӗҫ.

Ҫӗнтересси пулмарӗ.

Революци те… капитуляци.

Ӑнӑҫман пӑлхавсем ҫинчен эпир историре пайтах пӗлетпӗр те, анчах вӗсем чапсӑрах пулман. Ҫакӑн пек трагедилле чапсӑр путланнӑ пӑлхавсем ҫинчен пӗрре те илтмен.

Апрельти пӑлхану вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача майлӑ пулчӗ, киленсе юратнӑ вӑхӑтра пуҫланчӗ те, амӑшӗ ӑна ҫуратнӑ чух пӑвса вӗлернӗ пек пулса тухрӗ. Ҫапла вара кун-ҫул курмасӑрах вилсе те кайрӗ.

Ҫав пӑлхавӑн историйӗ те пулин пулаймарӗ, ытла кӗске вӑхӑтра пулса иртрӗ.

Чунтан-вартан шанса тӑни, кӗтни, хал кайиччен вӑй хуни, хастарлӑх — ҫак темиҫе ӗмӗр хушши нушаланса пуҫтарнӑ мул пӗр самантра ҫилпе вӗҫсе шӑранчӗ.

Аса илнипех чун хӑраса ӳкмелле!

Мӗн чухлӗн асапланакансем пулчӗҫ! Мӗн чухлӗн пуҫ хучӗҫ! Мӗн чухлӗн вилсе выртрӗҫ те тарӑхрӗҫ! Вӑл ҫаплах ӗнтӗ, анчах паттӑрлӑх тени ытла сахал пулчӗ!

Перуштицӑ — иккӗмӗш Сарагоссӑ.

Анчах тӗнче историйӗ Перуштицӑна пӗлмест-ҫке.

Батак!

Пӗтӗм кӗрешӳрен те, пушартан та, пӗтӗм ишӗлчӗкрен те ҫак сӑмах кӑна тӑрса юлчӗ иккен, вӑл сӑмах пӗтӗм тӗнчене вӗҫсе ҫаврӑнчӗ, халӑхсен асне кӗрсе юлчӗ. Батак! Ҫак сӑмах вӑл хӑй ячӗпе те, тӑрӑхлас тесен те — пирӗн революцие ят паракан сӑмах.

Шӑпа хӑш чухне ҫавӑн пек парадокссем туса шухӑша ярать ҫав.

Хальхинче вӑл пирӗншӗн пӳрни пулса тӑчӗ: ҫав шӑпа пире Батак тискерлӗхӗпе кисретрӗ, вӑлах Болгарие ирӗке кӑларакан Иккӗмӗш Александр ҫарӗсене те ертсе килчӗ.

Енчен юн юхӑмӗ те унӑн трагедилле вӗҫӗ ҫав ирӗклӗх вӑрҫине хускаттарса ярайман пулсан, ӑна тишкерсе тиркесе тӑкнӑ пулӗччӗҫ, — ӑслӑ шухӑш ҫавна ӑссӑрланни тӗкӗ пулӗччӗ, халӑхсем тӗнче мӑшкӑлӗ тенӗ пулӗччӗҫ, истори вара айӑп вырӑннех картнӑ пулӗччӗ. Истори вӑл ватӑ куртизанка пекех-ҫке, кирек хӑҫан та мӗн ӑнӑҫлине кӑна хисеплет.

Ҫавна пӗртен пӗр поэзи каҫарнӑ пулӗччӗ вӑл Среднегорск сӑрчӗсенчи Апатоли таврашӗнчи ҫӗвӗҫсене пӑлхава ҫӗклентернӗ паттӑрсен хастарлӑхне те пулин хисеп туса лартан пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ пулӗччӗ; черешньӑ ӳстернӗ сӑртсем ҫакӑнтан вара ӗмӗр сӑваплӑ-ҫке…

Поэзилле екке яни ҫав ӗнтӗ!

Мӗншӗн тесен ҫамрӑк халӑхсем вӗсем, ҫамрӑк ҫынсем пекех, поэтсем.

Огнянов Стара планина тӑрӑх виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши ҫӳрерӗ. Вӑл перех май хӗвелтухӑҫнелле пычӗ, ҫавӑнтан Бяла Черквана анасшӑнччӗ, Бяла Черкваран вӑл ҫаплах пӗр хыпар-хӑнар та пӗлеймерӗ-ха. Клисурӑран Бяла Черквана ултӑ сехет хушшинчех ҫитме пулать те, анчах пульӑран ҫӑлӑнакан пӑлхавҫа унта ҫитмешкӗн утмӑл сехет те сахал.

Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ. Ҫиессе — курӑк тавраш чӑмлакаларӗ, тепӗр майлӑ каласан, вӑл кашкӑрлах выҫӑхса ҫитсеччӗ ӗнтӗ. Тусенче сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан ӳплесене чарӑнса ҫимелли пеккисем ыйтма хӑяймарӗ. Ҫавӑн пек ӳплесен алӑкӗсене хаяр хурал сыхласа тӑрать — вӗсенче сана е тӑшмана тыттарса яма пултараҫҫӗ, е хӑйсен те сехрисем хӑпнӑ, унта чарӑнмашкӑн та хӑрушӑ.

Каҫ кӳлӗм пӗр-пӗр ту тӑрринчен пӑхса, Огнянов кӑнтӑр енче пӗлӗт хӗрелнине асӑрхарӗ. Ҫавна вӑл малтанласа хӗвеланӑҫ ҫапла хӗретнӗ пуль тесеччӗ. Анчах тӗттӗм пулса пынӑҫемӗн ҫав пӑтранчӑк хура хӗрлӗ ҫутӑ сарӑлса та сарӑлса пычӗ, ҫурҫӗр кӑвак хуппи тӗплерен кӑнтӑр сачӗ пулнӑ пек пулса тӑчӗ.

Пушар ҫути пӗлӗте карса илнӗ иккен, чечеклӗ йышлӑ ялсем кӗл пулса юлчӗҫ.

Пӑхма тесен илемлӗ те, анчах ытла хӑрушӑ. Пӗр каҫхине Огнянов ту хушшипе иртсе тухрӗ те кӑнтӑр ен ӑна анлӑшӗпех курӑнса кайрӗ, Средна-гора таврашӗнчи ялсем пӗтӗмпе ҫунатчӗҫ. Ҫавӑнта пӗр ҫирӗм шӑтӑкран вулкан вӗркесе тухнӑ пек вут-ҫулӑм явӑнса тӑчӗ. Тӳпене лаппипех ҫӑра тӗтӗм карса илчӗ.

Огнянов калама ҫук тарӑхса ҫитрӗ, сывлан сывлӑшӗ те тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.

— Пӗтрӗ-ҫке Болгари, куҫ умӗнче пӗтет! — терӗ вӑл, пушарсем енне йӗрсе ярас пек пӑхса. — Акӑ пирӗн чунтан тӑрӑшса пӑхнӑ таса ӗҫӗн тӗшӗ. Ак ӑҫта путрӗҫ иккен пирӗн пысӑк шанчӑксем, вӗсем юнпа ҫӑвӑнчӗҫ, ҫулӑмпа ӗнсе шӑранчӗҫ! Ах тупата, лере тата, — вӑл Клисурӑ енне алӑ сулчӗ, — унта ӗнтӗ чӗрем те вилчӗ. Икӗ идеалӑм та, хам сума суса пурӑннӑ икӗ шанчӑкӑм та пӗр харӑс йӑтӑнса анчӗ; пӗри — сехре хӑпартан инҫете чӑмса путланчӗ, тепри — мӑшкӑла та ҫӑвана. Хам акӑ чунсӑр мӗлке пулса тӑтӑм, хам тӑсӑлса выртас шӑтӑка шанчӑксӑр шыракан мӗлке!

Чӑн та, хӑй вӑл мӗлке майлӑ пулмасан та, шӑм-шакӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ кӗлетке пек курӑнать.

Тусем ҫинче пурӑнакан пур кӗтӳҫсене те, хӗл каҫмалли пур ҫуртсене те иртен-ҫӳрен ҫынсене йышӑнма юрамасть тесе приказсемпе пӗлтерсе тухрӗҫ. Пӑлхарсем хӑйсем вара ҫапла хушнинчен те тарӑнрах тума тытӑнчӗҫ; ҫавӑн пек иртен-ҫӳренсене вӗсем килӗсенчен хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ, ҫинчен тата тӗрӗксен ҫывӑхри ҫар ушкӑнӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Пӗр-пӗр суранланса аран вилеймесӗр юлнӑ е выҫӑпа антӑхнӑ пӑлхавҫа курсан, вӗсем хӑйсемех пере-пере пӑрахасси те сахал пулнӑ темелле мар, вырӑнти ҫынсем йӑлт тискерленсе ҫитнӗ темелле. Ҫав ҫынсемех-ҫке унччен пӗр-икӗ эрне маларах кӑна хӑйсем патне апостол пырать тенине илтсен, ӑна чи хаклӑ хӑна вырӑнне хурса, хапӑл туса кӗтсе илнӗ. Маттурсен юмахри пек ырӑ амӑшӗ — Стара планина — халь акӑ хаяр ама ҫури амӑшӗ пек пулса тӑчӗ… Пӑлхавҫӑсене пур ҫӗрте те вӑрттӑн йӗрле-йӗрле ҫӳреҫҫӗ!.. Хӑрушлӑхпа тискерлӗх халь хуласемпе ялсенче кӑна мар, инҫетри ту хушшисене те ҫитрӗ, бук вӑрманӗн чӑтлӑхне те кӗчӗ, тахҫан гайдуксем пытанса пурӑннӑ вырӑнсене те ҫите-ҫите куҫларӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней