Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хал сăмах пирĕн базăра пур.
хал (тĕпĕ: хал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ:

Но старик, блаженно улыбаясь и будучи не в силах побороть ораторский зуд, горячо продолжал:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗмпе ыратать, пӗр хал юлмарӗ, тӳсме ҫук шӑннипе кӗрӗк айӗнче те ӑшӑнса ҫитейместӗп…

Все у меня болит, моченьки нету, а зябну так, что и под шубой никак не согреюсь…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ой, хӗрарӑмсем! Ҫуллӑ апат ҫисе куртӑр-ҫке эсир!» — тесе кӑшкӑрса илме хал ҫитернӗ.

«Ой, бабочки! Оскоромилися вы!» — насилу выкрикнул.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗнеме хал ҫитерейместӗп.

Бить же я ее не в силах.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑштах кил хуҫи арӑмӗ патне кайса лар, эпӗ сан умӑнта калаҫма хал ҫитерейместӗп.

Посиди трошки у хозяйки, я при тебе гутарить не в силах.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич сӗтел хушшинчен тӑрса тухмарӗ (хал ҫитереймерӗ! ку ҫеҫ те мар-ха, пушмаккин кӗлисем урай хӑмине ан тӑкӑртаттарччӑр тесе, вӑл тӑр-тӑр-тӑр чӗтрекен халсӑрланнӑ урисене те ҫӗклерӗ).

Яков Лукич не встал из-за стола (не мог! и даже дрожащие, обессилевшие ноги поднял, чтобы не слышно было, как каблуки чириков дробно выстукивают по полу).

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малашне кун пек пурӑнма хал ҫитмест манӑн.

Мне не по силам больше так жить.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав кулакӑн пурлӑхне опись туса тухнӑ чухне вӑл ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе пирӗн пата янӑ Давыдов ҫине официально тапӑнчӗ, ӑна тимӗр тиркӗчпе пуҫӗнчен икӗ хутчен кастарса илме хал ҫитерчӗ.

При описании имущества у этого кулака он официально произвел нападение на присланного двадцатипятитысячника т. Давыдова и смог его два раза рубануть по голове железной занозой.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн ӗнтӗ чугунсене ҫавӑркалама хал ҫитейми пулчӗ.

Мне уж чугуны не под силу ворочать.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чухӑнпа вӑтам хресчен пӗр пӗччен трактор туянма хал ҫитерейрес ҫук: пыршисем ҫинҫе!

Бедняку и середняку-одиночке купить трактор слабо: кишка тонка!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку тарана ҫити пурӑнтӑм — хал ҫитернӗ!

И вот до какой поры дожила — хватило крови!

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Анчах хал ҫитереймӗр, ҫаплипех ирттерсе ярӑр…

Но только не посмеете, так снесете…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӑранипе вилсе каяссӑнах туйӑнать, ҫапах та вӑл коридортан пурте каясса кӗтсе илме хал ҫитерчӗ, унтан сӑнӳкерчӗке тӑпӑлтарса кӑларчӗ.

Она подумала, что сейчас умрет от страха, но все же дождалась, когда в коридоре не осталось ни одного человека и вынула фотографию из-под стеклянной рамки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Маттур эс, енчен те шкултан килнӗ-килмен уроксене хатӗрленме хал ҫитеретӗн пулсан.

— Это надо же иметь такую силу воли, чтобы прийти из школы и сразу за уроки!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнчех ҫавӑн пек тӳсме хал ҫук ӗҫсем пулса пынине тӳсеймесӗр, Петя, пӗтӗм таврари хӑрушлӑха манса, дыняна ҫавӑрса илчӗ.

Тут Петя, у которого за спиной происходили все эти невыносимые вещи, не выдержал и, забыв про опасность, кинулся к дыне.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ йӑлтах аптӑраса ӳкрӗм, Анна Семёновнӑна пӗлтерме те ҫийӗнчех хал ҫитереймерӗм.

Я совсем растерялась, не сразу я решилась сообщить обо всем Анне Семеновне.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ, ыйтса пӑхма та хал ҫитмест.

У меня пресеклось дыхание, у меня не было сил спросить.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Степа Иванов, страус пек, темӗн ҫисе те ҫӗртме пултаратчӗ, вӑл пуринчен те тулличчӗ, ыттисем пӗтсе кайнӑччӗ, чирле пуҫларӗҫ, хал та чакнӑҫемӗн чакса пычӗ.

Кроме Степы Иванова, который, как страус мог переварить что угодно, мы худели, болели и чувствовали себя очень плохо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапкаланчӑка патша теме манӑн хал ҫитмест: апла каласси маншӑн каҫарма ҫук хӑравҫӑлӑх пек туйӑнчӗ.

Признать бродягу государем был я не в состоянии: это казалось мне малодушием непростительным.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Старикӗн хӑйне килсе ҫакланнӑ инкеке тӳссе ирттерме хал ҫитеймен: вӑл ӗнер ҫамрӑк ултавҫӑ выртнӑ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртнӑ.

Старик не снес своего несчастия; он тут же слег в ту самую постель, где накануне лежал молодой обманщик.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней