Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хал сăмах пирĕн базăра пур.
хал (тĕпĕ: хал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта ӗнтӗ, ҫав кӗввӗн чӗрене кӑшласа ыраттарнине хирӗҫ кӗрешме хал ҫитереймесӗр Петрӑн сӑн-пичӗ тискерленнӗ самант та, ҫавна пулах фортепиано патӗнчен тӑрса тарни те, мӗн ӗлӗкхи йӑлтах янӑраса тӑрать.

В ней было все то, что было и прежде, когда, под ее влиянием, лицо Петра искажалось и он бежал от фортепиано, не в силах бороться с ее разъедающей болью.

Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Юрӑллӑ эпоссен уҫӑмлӑ сӑнарӗсене лайӑх ӑнланма, тата вӗсем чӗрене пырса тивччӗр тесен, уйрӑмах куҫпа курни асра тӑмалла, пуҫ мими витӗр курни кирлӗ, тесе шутланӑ вӑл, ачан тӗттӗм пуҫӗ халӑх поэзийӗн сӑнарлӑ чӗлхине чӗре патне ҫитерме хал ҫитереес ҫукран хӑранӑ.

Он думал, что яркие образы песенного эпоса требуют непременно зрительных представлений, чтобы говорить сердцу, он боялся, что темная голова ребенка не в состоянии будет усвоить картинного языка народной поэзии.

XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ниҫта та ҫитеес ҫук — хал пӗтнӗ.

Я устаю, когда и уставать-то не от чего.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫул ҫинче мӗн чухлӗ халӑх — шутласа кӑларма та хал ҫитмест!

Людей, людей едет — пропасть!

9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Ӑнланатӑп, доктор, — ответлерӗ ун чух Воропаев, — эп ӳпкелешместӗп, эсир мана операци тӑвассинчен кӑна хӑратать, халь эсир вӑйсӑр, операци тума хал ҫитмӗ.

— Понятно, доктор, — ответил тогда Воропаев, — я и не жалуюсь, я только боюсь, что именно вы меня будете оперировать, — вы слабы сейчас, у вас может не хватить сил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл хӑйӗн пачах хал ҫуккине, вӑйӗсем пӗтсе ҫитнине туйрӗ.

Ее охватила слабость, покинули все силы.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Пиҫсе ҫитнӗ тырӑҫӑм! — терӗ вӑл, хӑйӗн яланах кӗтмен ҫӗртен килсе тухакан, пӗтӗм сӑн-пите илемлетсе яракан куллине тытса чарма хал ҫитерейменнипе.

— Нивушка-наливушка! — сказал он, не в силах удержать своей всегда внезапной, освещающей все лицо улыбки.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак ютшӑнупа кӗрешме хал ҫитереймен вӑл.

Она не находила в себе сил бороться с этим отчуждением.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Уйӑх майӗпе шӑвать, чӳречери ҫутӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ, анчах Авдотья киле кайма ҫаплах хал ҫитереймест…

Медленно катилась луна, один за другим гасли огни в окнах, а Авдотья все не находила в себе силы пойти домой…

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Олесӑн ӑна кансӗрлеме хал ҫитеймерӗ.

И не в силах Олеси было помешать этому.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Хал, вӑл, бандит, хӑй пӗрре печӗ.

Теперь этот бандит выстрелил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Раймондпа Олесӑн, вӗсем ҫине пӑхса, кулса ямасӑр тӑма хал ҫитмест.

Раймонду и Олесе, глядя на них, трудно было сохранить серьезность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эсир юрланине итлеме хал ҫитмест.

Слушаешь вас — ну, аж моченьки нету.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Шкула Самонькӑпа Ленька сурхуриччен кӑна ҫӳретчӗҫ — малалла вӗренме вӗсен хал ҫитейместчӗ.

В школу Самонька и Ленька ходили лишь до Рождества — на большее у них не хватало усердия.

Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫапла тума хал ҫитмерӗ унӑн.

Не хватило духу это сделать.

XIX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Вара мӗн пуласси ҫинчен шухӑшлас та килмест манӑн, ытти пирки шухӑшлама та хал ҫитмест.

Мне даже и думать не хотелось, что тогда будет; и ни о чем другом я тоже почему-то думать не мог.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ кашни кун тенӗ пекех шкула ҫӳретӗп, сӑмахсене ҫыпӑҫтарма, кӑштах вулама, ҫырма вӗрентӗм, хутламалли таблицӑна ултӑ хут ҫиччӗ вӑтӑр пиллӗк пулать тени таран асра тытатӑп, малаллине вӗренме ҫӗр ҫул тӑрмашсан та хал ҫитерессӗн туйӑнмасть.

Я почти что каждый день ходил в школу, научился складывать слова, читать и писать немножко и выучил таблицу умножения наизусть до шестью семь — тридцать пять, а дальше, я так думаю, мне нипочем не одолеть, хоть до ста лет учись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн ҫӗкленме хал ҫитмест иккен.

У него тоже не хватало сил подняться.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ыталама мар, тӗкӗнме те хал ҫитерейместӗп.

Не могу даже притронуться к ней.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вилӗм куҫранах пӑхать, револьвер ҫӑварӗ ҫинчен пӗр секундлӑх та куҫа илме хал ҫитмест, перессе кӗтрӗ вӑл.

Смерть заглядывала в глаза пятном дула, и не было сил, не хватало воли хоть на сотую секунду оторвать глаза от дула, ждал удара.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней